Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл совет влаҫне хирӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл кастарнӑ вӑкӑр пек кичем пурӑнать: пурнӑҫне туни те, мӗн тунипе ӳсӗрӗличчен савӑнни те ҫук унӑн, акӑ мӗне пула халӗ уншӑн Половцев хӑй арӑмӗнчен те ҫывӑхрах, тӑван ывӑлӗнчен те тӑванрах.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Арҫын-тӑвансем пурте манран аслӑ, аттен малтанхи арӑмӗнчен вӗсем; иккӗмӗшӗнчен — эпӗ те йӑмӑк ҫеҫ.Братья — все старше меня — они от первого брака, а от второго только я и сестра.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Куратӑн-и, эпир иксӗмӗр аякра пулатпӑр: йӑмӑкӑм коллежски секретарь Обломрвран укҫа шырать, эпӗ — коллежски секретарь Пшеницын арӑмӗнчен.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сирӗн пиччӗр килтех-и? — тесе ыйтрӗ кил хуҫи арӑмӗнчен.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех Обломов Захара «мӗскӗн» сӑмахсемпе ятлама пуҫларӗ, Анисья каллех сӑмсапа калаҫма тытӑнчӗ: вӑл пӗрремӗш хут кил хуҫи арӑмӗнчен туй ҫинчен илтет, унпа калаҫнӑ чух туй пирки асӑнман та, туйӗ те ҫук, ӗҫӗ те килӗшӳллӗскер-и вӑл?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килте те, ялта та пурте, улпутпа арӑмӗнчен пуҫласа патмар тимӗрҫӗ Тарас таранах — тӗттӗм каҫсенче темшӗн чӗтренсе ӳкеҫҫӗ: кашни йывӑҫах ун чухне улӑп пек, кашни тӗмех вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ пек курӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗрне вӑл арӑмӗнчен парне шучӗпе илнӗ, ыттисене ачасене вӗрентнӗшӗн тата имени тытса тӑнӑшӑн илнӗ; лайӑх шалу илсе тӑнӑ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Мӗнпе вилчӗ вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ сӑра тӑваканӑн арӑмӗнчен.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ хамӑн портретсене ӳкерме Елинексенчен — упӑшкипе арӑмӗнчен, ахаль чухне никам та паттӑрсем тесе шутлама пултарайман паллӑ мар ҫынсенчен пуҫларӑм.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Петӗр чунне йӗп пек чышса ыраттараканнисем те пулчӗҫ калаҫура: ачаллах тӑлӑха юлни, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кунӗпе пуянсем патӗнче ӗҫлени, хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем, арӑмӗнчен пӗччен юлни…
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Тариҫсем пурнӑҫра ҫӗнтереҫҫӗ (Венера Эрхипрен сивӗнет, Эрхип хӑй те арӑмӗнчен каҫару тилмӗрсе ыйтать).Тариси побеждают в жизни (Венера охладевает к Архипу, да и сам Архип просит у жены прощения).
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ку хваттере вара иккӗмӗш арӑмӗнчен вӑрттӑн майрипе тӗл пулма тара тытать.
Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ
Пӗррехинче ялта хыпар сарӑлчӗ: Риван арӑмӗнчен уйрӑлса аслӑрах икӗ ывӑлне Аркадипе Леонарда хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ...
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Малтанхи арӑмӗнчен алимент та кӗтмеҫҫӗ Андреевсем.
Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
10. Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар, 11(уйӑрӑлас пулсассӑн качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле;) упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла мар.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса тепӗрне качча илет пулсан, аскӑн ӗҫ тӑвать; упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑслӑлӑха: «эсӗ манӑн тӑванӑм!» те, ӑстӑнпа та тӑванлаш, 5. ҫапла эсӗ урӑх ҫын арӑмӗнчен, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран сыхланӑн.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.