Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 14-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.06 21:13

Предложений: 214; Слово: 2394

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Февраль…

Шартлама сивӗсем ҫӗре хӗсеҫҫӗ, шӑнтса хутлатаҫҫӗ. Хӗвел хаяр сивӗпе шап-шурӑ шуралса ҫӗкленет. Ҫилсем юр сийне ҫуласах шӑлса кайнӑ вырӑнсенче ҫӗрле ҫӗр шартлата-шартлата ҫурӑлать. Хирти ҫӗр тӗмисем — ытлашши пиҫсе ҫитнӗ арбузсем майлах — ҫӗлен пек авкаланчӑк ҫурӑксемпе йӗрленсе пӗтнӗ. Хутор хыҫӗнче, кӗрхи ҫӗртме пусси таврашӗнче, юр хӳсе купаланӑ кӗртсем, куҫа алчӑратса, тӳсме ҫук шуррӑн йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ. Ҫырма хӗрринчи тирексем пурте кӗмӗл укасемпе эрешленнӗ. Пӳртсен мӑрйисенчен ирсерен, яштака йывӑҫ вуллисем евӗр тӳп-тӳррӗн, хӗрлӗрех-сарӑ тӗслӗ тӗтӗм юписем ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ. Анкартисенчи тулӑ улӑмӗнчен шартлама сивӗре ҫутӑ сенкер август кунӗсен техӗмлӗ шӑрши кӗрет, типӗ шӑрӑх ҫилсен вӗри сывлӑшӗ ҫапать, ҫуллахи уяр тӳпе уҫӑлӑхӗ варкӑшса тӑрать…

Сивӗ картасенче вӑкӑрсемпе ӗнесем ирчченех унӑн-кунӑн уткаласа ирттереҫҫӗ. Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре сырӑшсенче ҫимелли хыт-хура туни юлашкине те кураймӑн. Хӗлле пӑранланӑ сурӑх путеккисемпе качака путеккисене халӗ ӗнтӗ ҫӗр каҫма картара хӑвармаҫҫӗ. Ыйхӑлӑ хӗрарӑмсем, вӗсене ҫӗрле иле-иле тухса, амӑшӗсем патне яраҫҫӗ те, унтан, каллех кӗпе аркисемпе чӗркесе, сӗрӗмлӗ ӑшӑ пӳртсене йӑтса кӗреҫҫӗ, вара качака путеккисенчен, вӗсен кӑтрашка ҫӑмӗнчен ҫав тери чечен те тап-таса сивӗ сывлӑш шӑрши, тӗрлӗрен тӗслӗ курӑклӑ утӑ шӑрши, качака сӗчӗн тутлӑ шӑрши кӗрет. Ҫиелти пирченнӗ юр шултӑра пӗрчӗллӗ тӑвар евӗрлех. Ҫурҫӗр тӗлӗнче тавралӑх ҫав тери шӑп тӑрать, нумай-нумай ҫӑлтӑрсемпе акӑннӑ чӳхенчӗк сулхӑн тӳпе ҫав тери чӗмсӗр — тӗнчере чӗрӗ пурнӑҫ ҫухалнӑнах туйӑнать. Таптанман тикӗс юрпа витӗннӗ сенкер хир тӑрӑх кашкӑр иртет. Юр ҫинче ура лапписем путӑк йӗр хӑвармаҫҫӗ, пӑрланса хытса ларнӑ ҫиелти юр хытти тӗпренчӗкӗсене кашкӑр чӗрнисем чавса кӑларнӑ тӗлсенче чавнӑ вырӑнсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ — ахах пӗрчисем акӑннӑ йӑлтӑркка йӗр выртса юлать.

Ҫӗрле хӑмланӑ кӗсре, хӑйӗн йӑмӑх хура ҫилли сӗтпе тулса карӑннине туйса, хуллен кӗҫенсе ярсан, кӗҫеннӗ сасӑ таврара темиҫе ҫухрӑма саланса илтӗнет.

Февраль…

Тул ҫутӑлас умӗнхи кӑн-кӑвак шӑплӑх.

Пуш-пушӑ Хуркайӑк ҫулӗ тӗксӗмленет.

Пӳртсен тӗттӗм кантӑкӗсенче тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмлӑ вут-кӑвар ялкӑшса ҫунать: хутса янӑ кӑмакасен ҫутти ӳкет.

Шӑнса ларнӑ пӗчӗк юханшыв ҫинче, пешне айӗнче, пӑр черченкӗ саслӑн янӑрать.

Февраль…

* * *

Яков Лукич ывӑлӗпе хӗрарӑмсене тул ҫутӑличченех вӑратрӗ. Кӑмака хутса ячӗҫ. Яков Лукич ывӑлӗ, Ҫемен, хӑйра ҫинче ҫӗҫӗсем хӑйраса хучӗ. Есаул Половцев ҫӑм чӑлхапуҫӗсем тӑхӑннӑ урисене пикенсех тӑлӑпа чӗркерӗ, ҫӑматӑ тӑхӑнса ячӗ. Вӗсем Ҫеменпеле пӗрле сурӑх картине тухрӗҫ. Яков Лукичӑн вунҫичӗ сурӑх та икӗ качака. Ҫемен хӑш сурӑхӗ пӑранламаллине, хӑшӗн ӗнтӗ путеккисем пуррине пӗлет. Вӑл хӑшӗ алла кӗнӗ пеккине яра-яра тытать, кастарнисемпе кастарман такасене, путек сурӑхсене суйлать, пӗрерӗн-пӗрерӗн ӑшӑ картаналла тӗртсе кӑларса ярать. Шурӑ ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусса лартнӑ Половцев кастарнӑ такана авӑнчӑк мӑйракин картлӑ-картлӑ сивӗ кукрашкинчен ярса илет, ӑна йӑвантарать те тӑсса пӑрахать, кӑкӑрӗпе пусса выртать, унӑн пуҫне каҫӑртса хурать, пырне ҫӗҫӗпе касса татать, палкаса тухакан хура юнне юхтарать.

Яков Лукич — тирпейлӗ хуҫа. Фабрикӑри пӗр-пӗр столовӑйра хӑй сурӑхӗсен какайне таҫти рабочисене е хӗрлӗармеецсене ҫитересшӗн мар вӑл. Вӗсем — совет ҫыннисем, совет влаҫӗ вара Яков Лукича кӳрентерчӗ, хуҫалӑха хӑвӑрттӑн ҫӗклесе яма, пуян пурнӑҫпа — тутӑран та тутӑ пурӑнма памарӗ. Совет влаҫӗ Яков Лукичшӑн, вӑл — унӑн тӑшманӗ. Яков Лукич, пӗчӗк ача ҫутӑ патнелле туртӑннӑ пекех, пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пуянлӑх патнелле туртӑннӑ. Революциччен тӗрекленмех пуҫланӑччӗ, ывӑлне Новочеркасскра юнкерсен училищинче вӗрентме ӗмӗтленнӗччӗ, ҫу ҫапакан машина туянма шухӑшланӑччӗ, ҫавна валли укҫине те пуҫтаркаласа хатӗрленӗччӗ, хӑй патӗнче пӗр виҫӗ ҫынна тара тытса усрама шухӑшласа хунӑччӗ (ун чухне, пурнӑҫ юмахри пекех пулса каясси ҫинчен шухӑшласан, савӑннипе унӑн чӗри ирӗлсех каятчӗ ӗнтӗ!), вӑл, суту-илӳ пекки пуҫласа ярса, ӑнӑҫсӑр ҫӗр улпучӗн — войсковой старшинӑн Жоровӑн — ҫурри япӑха юлнӑ арманне туянма шухӑшлатчӗ. Ҫав шухӑшсенче Яков Лукич ун чухне хӑйне хӑй шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа мар, чесучаран ҫӗлетнӗ пиншак-шӑлаварпа, хырӑм урлӑ ҫакса янӑ ылтӑн вӑчӑрапа куратчӗ, ӗҫпеле хытнӑ алӑсем вырӑнне ҫеп-ҫемҫе те шап-шурӑ алӑсем пуласса, хытнӑ алӑсенчи пӳрнесен пылчӑкпа хуралса ларнӑ чӗрнисем сӗвӗнчӗк ҫӗлен тирӗ евӗрлех сӗвӗнсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ. Ывӑлӗ полковнике тухнӑ пулӗччӗ те пӗр-пӗр вӗреннӗ хӗрпикене качча илнӗ пулӗччӗ, вара пӗр ырӑ кунхине Яков Лукич ӑна илме станцӑна ҫӑмӑл кӳме урапапа мар, Новопавлов ҫӗр улпучӗнни пек автомобильпе вӗҫтерсе ҫитнӗ пулӗччӗ… Эх, ҫав асран кайми вӑхӑтсенче, пурнӑҫ унӑн аллинче, асаматла кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан екатериновка текен хут укҫасем пекех, ҫутӑлса кӑпӑртатса тӑнӑ чухне, мӗнле кӑна тӗлӗксем куҫкӗретӗнех тӗлленмен-ши Яков Лукич! Революци сиввӗн сывласа ячӗ те, мӗн пурне халиччен курманла кисретме, айӗн-ҫийӗн ҫавӑрма, Яков Лукичӑн ури айӗнчи ҫӗре чӗтретме тапратрӗ, анчах вӑл аптраса ӳкмерӗ. Хӑйӗн тӑрӑ ӑс-тӑнлӑ витӗр куҫӗпе те чеелӗхӗпе капланса килекен пӑтранчӑк вӑхӑта аякранах курса, тӗшмӗртсе илсе, унччен пуҫтарнӑ пӗтӗм пурлӑхне кӳршисемпе хуторти ҫынсем сисиччен хӑвӑртах сутса пӗтерчӗ… 1916 ҫулта туяннӑ пӑспа ӗҫлекен двигательне сутса ячӗ, вунӑ тенкӗлӗх ылтӑн укҫасене вӑтӑра ҫитерсе тата пӗр сӑран хутаҫ кӗмӗл укҫа пухса, чӳлмекпе ҫӗр айне чавса пытарчӗ, ытлашши выльӑх-чӗрлӗхне сутрӗ, тыррине сахалтарах акса тӑва пуҫларӗ. Хатӗрленсе тӑчӗ. Вара революци, вӑрҫӑ, фронтсем, ҫеҫенхирти ҫавраҫил курӑксем ҫийӗн ҫаврӑнса иртсе кайнӑ пек, ун ҫийӗн ҫавӑрӑнса иртсе кайрӗҫ: авасса — аврӗҫ, ҫапах та хуҫса пӑрахни, сусӑрлатса хӑварни пулмарӗ.

Ҫил-тӑвӑлра тирексемпе юмансем кӑна, хуҫӑла-хуҫӑла анса, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса ӳкеҫҫӗ, хытхура — тимӗр тӑпри курӑкӗ ҫӗр ҫумне ӳксе тайӑлать, саркаланса выртать, ҫапах та кайран каллех ҫӗкленсе ларать Анчах Яков Лукичӑн «ура ҫине тӑрасси» пулаймарӗ ҫке-ха! Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл совет влаҫне хирӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл кастарнӑ вӑкӑр пек кичем пурӑнать: пурнӑҫне туни те, мӗн тунипе ӳсӗрӗличчен савӑнни те ҫук унӑн, акӑ мӗне пула халӗ уншӑн Половцев хӑй арӑмӗнчен те ҫывӑхрах, тӑван ывӑлӗнчен те тӑванрах. Е Половцевпа пӗрле пулса, асамат кӗперӗ пек кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан ҫӗр тенкӗлӗх укҫа пек йӑлтӑртатса тӑракан ӗлӗкхи пурнӑҫа каялла тавӑрмалла, е ку пурнӑҫран пӑрӑнмалла! Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Яков Лукич — Гремячири колхоз правленийӗн членӗ — вунтӑватӑ сурӑхне пӗр харӑсах пусса пӑрахрӗ. «Сурӑхӑмсене колхоз кӗтӳне яриччен, унта вӗсене самӑртса та ӗрчетсе совет влаҫне савӑнтариччен, тушкисене ак ҫак Половцев ури умӗнче пӑсланса юхан сурӑх юнне ҫуласа тӑракан хура аҫа йытта пӑрахса парам пӗреххут! — шухӑшлать Яков Лукич. — Тӗрӗсех каларӗ ҫав пурне те пӗлекен есаул Половцев: «Выльӑх-чӗрлӗхе пусса пӗтерес пулать! Большевиксен ури айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса туртса илес пулать. Ан тив, начар пӑхнине пула вӑкӑрсем вилсе пӗтчӗр, влаҫа хамӑр алла тытса илсен, вӑкӑрсем татах та ҫитӗнтерӗпӗр-ха! Пире Америкӑран тата Швецирен вӑкӑрсем ярса парӗҫ. Выҫлӑхпа, хуҫалӑха юхӑнтарнипе, восстани тапратса янине пӑвса пӗтерӗпӗр большевиксене! Кӗсрӳне шеллесе ан тӑр, Яков Лукич! Лашасене пӗрлештерни лайӑх-ха вӑл. Вӑл пирӗн ӗҫе ҫӑмӑллатать те ырӑ майсем туса парать… Восстани тапратса ярсан, акӑ, хуторсене хамӑр йышӑнса илме пуҫласан, килӗрен-киле чупса ҫӳресе лашасем шыраса чӑрманиччен, вӗсене пӗрлештернӗ витесенчен ҫавӑтса тухса, йӗнерлесе утланма ансатрах пулать…» — терӗ вӑл. Ылтӑн сӑмахсем ҫав! Есаул Половцевӑн пуҫӗ те аллисем пекех шанчӑклӑ ӗҫлет-мӗн…»

Яков Лукич лупасай умӗнче Половцевпа Ҫемен каштаран ҫакса янӑ сурӑх тирӗсене епле сӳсе тӑрмашнисене пӑхкаласа тӑчӗ. «Ҫара ҫерҫи» хунар сурӑх тирӗн шалти шап-шурӑ енне ярт ҫутӑ ҫутатать. Тир ҫӑмӑллӑнах сӗвӗнет. Яков Лукич тушка ҫине пӑхрӗ, вӑлашка патӗнче йӑваланса выртакан хура сурӑх пуҫне курчӗ те, чӗркуҫҫи айӗнчен хӑйне такам пырса ҫапнӑ пекех, шартах сиксе илчӗ, — шуралса кайрӗ.

Сурӑхӑн тӗксӗмленсех ҫитеймен ҫав тери пысӑк куҫ шӑрҫийӗнче вилӗм тискерлӗхӗ курӑнчӗ. Яков Лукич Хопров арӑмне, вӑл селӗп чӗлхипе хӑрушшӑн пӑшӑлтатса: «Кумӑмҫӑм!.. Тӑванӑмҫӑм, мӗншӗн-ха?» — тесе ыйтнине аса илчӗ. Яков Лукич сурӑхӑн хӑмӑр-кӑвак та шупка-хӗрлӗ тушки ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхрӗ… Ҫавӑн чухнехи пекех сӑмсана ҫурса ҫапакан юн шӑрши унӑн ӑшне пӑтратса ячӗ, вӑл сулӑнсах кайрӗ. Яков Лукич лупас айӗнчен васкаса тухса утрӗ.

— Какая чунӑм йышӑнмасть… Турӑҫӑм!.. Ман килте шӑрши те ан пултӑр какайӑн.

— Мӗн шуйттан тума килтӗн-ха тата? Сансӑр пуҫнех тирпейлӗпӗр, ачаш! — тесе йӑл кулса илчӗ те Половцев, юнланса пӗтнӗ пӳрнисемпе чикарккӑ ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Ирхи апат тӗлне аран-аран тирпейлесе пӗтерчӗҫ. Тирӗсене сӳсе ӑшчиккине кӑларнӑ тушкасене кӗлете ҫакса хучӗҫ. Хӗрарӑмсем хӳре таврашӗнчи ҫӑва шӑратса тултарчӗҫ. Половцев, пӗчӗк пӳлӗмне кӗрсе, хупӑнса ларчӗ (кӑнтӑрла вӑл ниҫта тухмасӑр ҫавӑнта ларать). Ӑна тин кӑна сурӑх какайӗпе пӗҫернӗ купӑста яшки тата ҫуне ирӗлтерсе илнӗ хӳре кӑмӑрчакӗсене кӗрсе лартса пачӗҫ. Яков Лукич кинӗ ун патӗнчен пушӑ чашӑк илсе тухма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, тулта кӗҫӗн алӑк чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ.

— Атте! Пирӗн пата Давыдов килет! — кӑшкӑрса ячӗ Ҫемен, картишне килсе кӗрекен Давыдова пуринчен малтан курнӑскер.

Яков Лукич алласа тасатнӑ ҫӑнӑхран та шурӑрах пулса кайрӗ. Давыдов ҫав вӑхӑтра пушмакӗсене шӑпӑрпа шӑлса тасаткалама ӗлкӗрчӗ, хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ те, ҫирӗппӗн пусса, хӑюллӑн алӑк патнелле утрӗ.

«Пӗтрӗм! — шухӑшларӗ Яков Лукич. — Ҫӳрет те ҫав, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! Пӗтӗм ҫӗр хуҫи пек! Хӑйӗн килӗнче утнӑ пекех утать! Ох, пӗтрӗмех! Никитӑшӑн арестлеме килчӗ пулӗ-ха, йӗрлесе пӗлнех пулать, тӑшман».

Алӑка шаккани, вӑйлӑ тенор сасси илтӗнсе кайрӗ:

— Кӗме юрать-и?

— Кӗрӗрех, — Яков Лукич хыттӑнах каласшӑнччӗ, анчах сасси пӑшӑлтатнӑ евӗрлӗ шӑппӑн тухрӗ.

Давыдов кӑштах тӑчӗ те алӑка уҫса ячӗ. Яков Лукич сӗтел хушшинчен тӑрса тухмарӗ (хал ҫитереймерӗ! ку ҫеҫ те мар-ха, пушмаккин кӗлисем урай хӑмине ан тӑкӑртаттарччӑр тесе, вӑл тӑр-тӑр-тӑр чӗтрекен халсӑрланнӑ урисене те ҫӗклерӗ).

— Сывлӑх сунатӑп, кил хуҫи!

— Сывлӑха пултӑр, юлташ! — пӗр сасӑпах хирӗҫ хуравларӗҫ Яков Лукичпа арӑмӗ.

— Тулта шартлама сивӗ…

— Ҫапла, сивӗрех ҫав.

— Ыраш калчи шӑнса каймӗ-ши, епле шухӑшлатӑн?

— Малалла иртсемӗр, юлташ, ларӑр, — сӗнчӗ Яков Лукич.

«Мӗнрен хӑраса ӳкрӗ-ха ку кулӑшла ҫын?» — тӗлӗнчӗ Давыдов, кил хуҫи епле шуралса кайнине, унӑн чӗтреве ернӗ тути хӗррисем араннӑн хускалкаланине асӑрхаса.

— Ыраш калчине мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ?

— Ҫук, нимех те пулмалла мар пек… ӑна юр витсе лартнӑ-ха… Тен, юра ҫилпе вӗҫтерсе кайнӑ вырӑнсенче сивӗ тивкелӗ…

«Калчаран пуҫлать тата, хӑй кӗҫех акӑ: «Ну, пуҫтарӑн!» — тесе ярать пулӗ ӗнтӗ. Тен, Половцев пирки кам та пулин кайса каланӑ? Ухтарма пуҫлӗ ак», — шухӑшларӗ Яков Лукич. Анчах хӑраса ӳкни унӑн майӗпен иртсе кайма пуҫларӗ, питҫӑмартисене сасартӑк юн килсе тӑвӑнчӗ, ӳтрен тар тапса тухрӗ, ҫамки тӑрӑх, кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем ҫинелле, шӑртлӑ янаххи ҫинелле шӑпӑртатса юхса анчӗ.

— Хӑна пулӑр, малти пӳлӗме иртӗр.

— Эпӗ санпа калаҫса пӑхма килтӗм, ятӑр, аҫӑр ячӗ мӗнлеччӗ ҫак санӑн?

— Яков, Лука ывӑлӗ.

— Яков Лукич-и? Акӑ мӗн, Яков Лукич, пухура эсӗ колхоз ҫинчен питӗ лайӑх, йӗркеллӗ каларӑн. Паллах, тӗрӗс каларӑн эсӗ, колхоза кӑткӑс машина та кирлех. Анчах ӗҫе йӗркелесе ярасси пирки вара эсӗ йӑнӑшрӑн, факт! Сана эпир хуҫалӑх заведующийӗ туса лартма шухӑшлатпӑр. Эсӗ йӗркеллӗ хуҫа тенине илтнӗччӗ эпӗ…

— Ара эсир малалла иртсемӗрччӗ, хаклӑ юлташ! Гаша, сӑмавар лартса яр-ха. Е, тен, эсир купӑста яшки ҫисе пӑхатӑр? Е тӑварланӑ арбуз касса парам-и? Малалла иртӗрсем, пирӗн хаклӑ хӑнамӑр! Пире ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле… — Яков Лукич савӑнса ӳкнипе чыхӑнсах ларчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫинчен темӗн йывӑрӑш чул илсе пӑрахнӑнах туйӑнчӗ. — Хуҫалӑха йӗркеллӗ тытса пыраттӑмччӗ ӗнтӗ, тӗрӗсех каларӑр эсир. Хамӑрӑн тӗттӗм ҫынсене асаттесен йӑлисенчен пистересшӗнччӗ ҫав… Епле сухалаҫҫӗ-ха? Ҫӗре ҫаратаҫҫӗ! Округри ҫӗр управленинчен мухтав хучӗ илтӗм. Ҫемен! Леш хашака ӑшне кӗртсе лартнӑ мухтав хутне илсе пар-ха.

Ара, эпир хамӑрах унталла иртӗпӗр, илсе килме кирлӗ мар.

Яков Лукич, Ҫемене куҫ хӗссе илсе, хӑнана малти пӳлӗмелле ертсе кӗрсе кайрӗ. Ҫемен, ашшӗ куҫ хӗснине ӑнланса, Половцев пытанса пурӑнакан пӗчӗк пӳлӗм алӑкне ҫаклатас тесе, алкумне тухрӗ, пӳлӗме уҫса пӑхрӗ те шартах сикрӗ: пӳлӗм пуш-пушах. Ҫемен зала чупса тухрӗ. Половцев, ҫӑм чӑлхапуҫӗ вӗҫҫӗнех, малти пӳлӗм алӑкӗ умӗнче тӑрать. Вӑл, Ҫемене тухса кайма хушса, пуҫне сӗлтрӗ, хӑйӗн тискер кайӑкӑнни пек кӑмӑрчаклӑрах хӑлхине алӑк ҫумне тытрӗ. «Хӑрама пӗлмен шуйттан!» — тесе шухӑшларӗ Ҫемен, залран тухнӑ май.

Хӗлле Островновсен пӳртӗнчи пысӑк та сивӗ залра никам та пурӑнмасть. Сӑрланӑ урайӑн пӗр кӗтессинче кантӑр вӑрри тытса усраҫҫӗ. Алӑкпа юнашар йӳҫӗтнӗ панулми катки ларать. Половцев ҫав пӗчӗк каткан хӗррине пырса тӗренчӗ. Ӑна пӳлӗмри калаҫӑвӑн кашни сӑмахӗ илтӗнет. Сивӗпе пасарнӑ кантӑксем витӗр тултан шупка хӗрлӗ ӗнтрӗк ҫути сӑрхӑнса кӗрет. Половцевӑн урисем шӑнаҫҫӗ, ҫапах та вӑл пӗр хускалмасӑр ларать, хӑйӗнчен пӗр алӑк урлӑ ҫеҫ ларакан тӑшманӑн хӑйӑлтатма пуҫланӑ тенӑрне чӗререн кураймасӑр тимлесе итлет. «Хӑйӗн митингӗсенче сассине ҫухатнӑ, йытӑ! Кӑтартӑттӑмччӗ сана эпӗ… Ах, халӗ май килес пулсан!» — Половцев юнпа тӑртанса шыҫӑннӑ чышкисене кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртать, чӗрнисем алтупанне касса кӗреҫҫӗ.

Алӑк витӗр калаҫни илтӗнет:

— Эпӗ сире ҫапла калам-ха, пирӗн колхозӑн хаклӑ руководителӗ: хуҫалӑха кивӗлле тытса пыма юрамасть пирӗн! Акӑ, ыраш калчинех илер-ха. Мӗн пирки сивӗ тивнипе шӑнать-ши вӑл, мӗншӗн теҫеттин пуҫне, лайӑх пулнӑ чух та, ҫирӗм пӑта яхӑн кӑна тухать-ши е нумайӑшӗ акнӑ вӑрлӑхне те каялла тавӑраймаҫҫӗ-ши? Манӑн пур — яланах пучахӗсене сирсе сирме ҫук. Хамӑн кӗсреме йӗнерлесе утланса тухаттӑмччӗ те вара, пучахпа пучаха тытса, йӗнер сӑмси урлӑ хире-хирӗҫ ҫыхаттӑмччӗ. Пучахӗ те тата тӑршшипе алтупанӗ ҫине шӑнӑҫаймастчӗ. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех эпӗ юр тытса хӑварнӑран, ҫӗре шӑварнӑран ҫапла пулатчӗ. Тепри хӗвелҫӑврӑнӑшне тӗпӗнченех касса пуҫтарать — аври хутма юрать имӗш. Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть. Ҫуркунне ҫавӑн пек ҫӗр чи тарӑн ҫӗртме сухи туса хӑварнӑ ҫӗртен те лайӑхрах. Юра тытса хӑвармасан, вӑл ахалех ирӗлсе пӗтет, шыв-шурпа юхса каять, вара унран ҫынна та, ҫӗре те усси ҫук.

— Ку, чӑнах та, тӗрӗсех ӗнтӗ.

— Мана, Давыдов юлташ, хамӑра тӑрантарса пурӑнакан совет влаҫӗ ахальтенех мухтав хучӗ паман ӗнтӗ! Эпӗ мӗнле тусан мӗнле пулассине пӗлетӗп. Паллах, агрономсем те хӑшпӗр ҫӗрте йӑнӑшкалаҫҫӗ, анчах вӗсем вӗрентнинче тӗрӗсси те нумай. Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

— Ку вара интереслӗ! Эпӗ ун ҫинчен илтменччӗ-ха.

— Тӗрӗсех ҫырать вӑл. Килӗшетӗп унпа. Тӗрӗслес шутпа хам та сӑнаса пӑхрӑм. Чавса кӑлартӑм та пӑхатӑп: тымарсем ҫумӗнчи ҫав тери пӗчӗккӗ те ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫешке вӗҫӗсем — шӑтса тухнӑ тырӑ пӗрчи вӗсемпе тӑпраран хура юн ӗмсе илет, вӗсем тӑрӑх ҫимӗҫ илсе ӳсет — тӑпӑлса таткаланса пӗтнӗ. Тырӑ пӗрчин нимӗнпе тӑранмалли те ҫук, ҫавӑнпа вӑл пӗтсе ларать. Этемӗн юн тымарӗсене касса тат-ха — вара тӗнчере пурӑнаймасть-ҫке-ха вӑл! Тырӑ пӗрчи те ҫавнашкалах.

— Ҫапла, Яков Лукич, кӑна эсӗ фактически каларӑн. Юр тытса хӑвармаллах. Эсӗ мана ҫав агрономи журналӗсене вуласа пӑхма парса яр-ха.

«Эсӗ усӑ кураймӑн вӗсемпе! Ӗлкӗреймӗн. Пурнӑҫна кӗске виҫсе панӑ ҫав сана!» — йӑл кулать Половцев.

— Е тата акӑ, кӗрхи ҫӗртме пуссинче епле юр тытса хӑвармалла-ха? Щитсем кирлӗ. Эпӗ ҫапӑ-ҫатракаран унашкал щитсем тума шухӑшласа хунӑ та ӗнтӗ… ҫырма-ҫатрасемпе кӗрешмелле, вӗсем ҫуллен-ҫулах пиртен пиншер теҫеттин ҫӗр турта-турта илеҫҫӗ.

— Кусем пурте тӗрӗс. Анчах эсӗ пире выльӑх-чӗрлӗх картисене епле ӑшӑтмаллине каласа пар-ха. Йӳнӗ те ҫирӗп тумалла пултӑр, э?

— Картасене-и? Вӗсене эпир пурне те ӑшӑтатпӑр. Хӗрарӑмсене ҫатан картасене йӗри-тавра тӑмпа сӗрсе тухма хушмалла — ку пӗрре. Апла тумасан, юнашар тытнӑ икӗ ҫатан карта хушшине типӗ тислӗк тултарса хума пулать…

— Ҫапла-а-а… Вӑрлӑхсене имҫампа ҫӑвасси пирки епле тата?

Половцев катка ҫине лайӑхрах майлашса ларасшӑнччӗ, анчах катка хупӑлчи ун айӗнчен шӑвӑнса кайрӗ те хӑнтӑр-хантӑр кӗмсӗртетсе ҫӗре персе анчӗ. Ҫав самантрах Давыдов мӗн кӗмсӗртетни пирки ыйтнине илтсен, Половцев шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ.

— Мӗн ӳкрӗ вара унта? — ыйтрӗ Давыдов.

— Кушак аҫи мӗне те пулин ӳкерчӗ пулас. Хӗлле эпир унта пурӑнмастпӑр: вутӑ нумай пӗтет… Тата эпӗ сире суртлӑ кантӑр вӑррине кӑтартасшӑнччӗ-ха. Ҫырӑнса илнӗ эпӗ ӑна. Вӑл пирӗн ҫак залра хӗл каҫать. Иртсе курӑр.

Половцев коридоралла тухмалли алӑк патне сиксе ӳкрӗ, малтанах ҫу сӗрсе лартнӑ алӑк чӗриклетсе-туса тӑмарӗ, ӑна пӗр сасӑ-чӗвӗсӗрех кӑларса ячӗ…

Давыдов Яков Лукич патӗнчен хулхушши айне пӗр тӗркем журнал хӗстерсе тухрӗ, кунта килсе ларни ӑна ҫырлахтарчӗ, Островнов усӑллӑ ҫын иккенне вӑл тата хытӑрах ӗненчӗ. «Ҫакӑн пеккисемпе акӑ пӗр ҫулталӑк хушшинчех яла тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартма пулӗччӗ! Ӑслӑ ҫын, явӑл, нумай вуланӑскер. Хуҫалӑха тата ҫӗре епле лайӑх пӗлет вӑл! Ку вара чӑн-чӑн квалификаци! Ӑнланаймастӑп, мӗншӗн Макар ун ҫине чалӑшшӑн пӑхать-ши? Ку ҫын колхоза питӗ пысӑк усӑ пама пултараканскер, факт!» — шухӑшласа пычӗ вӑл ял Советнелле утнӑ май.

Сайт:

 

Статистика

...подробней