Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ

Раздел: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах –> V сыпӑк

Автор: Леонид Агаков

Источник: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Добавлен: 2019.08.10 22:13

Предложений: 87; Слово: 854

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Шут тунӑ, йышӑннӑ та алӑ пуснӑ. Манӑн ӗҫ пирки следстви пӗтнӗ. Пурте эпӗ шутланинчен хӑвӑртрах пулса пырать. Вӗсем васкаҫҫӗ пулмалла. Манпа пӗрле Лида Плаховӑпа Миреке айӑплаҫҫӗ. Ӑна вӑл хӑраса ӳкни пулӑшман.

Следователь ҫав тери сахал калаҫакан, сивӗ ҫын, вӑл пӗрре пӑхса илниех ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерет.

Мундир ҫинчи свастикӑллӑ пысӑк бляхӑсем ҫак этемӗн ҫук шухӑшӗсене палӑртса тӑраҫҫӗ. Вӑл бляхӑсем — вывескӑсем кӑна, ун хыҫӗнче мӗскӗн чиновник пытанса тӑрать, унӑн епле те пулсан ҫак ҫулсене пурӑнса ирттермелле. Айӑпланаканнипе вӑл хаяр та мар, кӑмӑллӑ та мар, кулса та ямасть, тӗксӗмленмест те. Вӑл чиновник. Унӑн юн тымарӗсенче юн мар, шӗвӗ шӳрпе пек шӗвек юхать.

Хутсене ҫӗленӗ, алӑ пуснӑ, пурне те параграфсемпе уйӑрнӑ. Ултӑ хут государство интересӗсене сутнӑ, Германи империне хирӗҫ заговор тунӑ, хӗҫпӑшаллӑ восстани хатӗрленӗ тата тем те пӗр. Уйрӑмӑн илнӗ кашни пункчех ҫителӗклӗ пулмалла.

Вунвиҫӗ уйӑх хушши эпӗ хамӑн пурнӑҫшӑн тата юлташсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешрӗм. Хаярланса та, чееленсе те. Манӑн тӑшмансем хӑйсен программине «ҫурҫӗрле чеелӗхе» ҫырса хунӑ. Анчах та эпӗ вӑл танатана лекмерӗм. Эпӗ хамӑн ӗҫе вӗҫне ҫитереймерӗм, мӗншӗн тесен вӗсен чеелӗхсӗр пуҫне пуртӑ та пур.

Ҫапла ӗнтӗ, пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑрса кӗрешесси пӗтрӗ. Халӗ кӗтмелли ҫеҫ юлчӗ. Айӑплакан акта ҫыриччен ик-виҫ эрне иртет, унтан мана Германие илсе каяҫҫӗ, суд пулать, приговор, унтан вара вӗлереҫҫӗ. Пуласси ҫавӑн пек. Ҫапла ӗнтӗ, манӑн запасра тӑватӑ уйӑх, тен, пиллӗк пулӗ. Ку хушӑра нумай ӗҫсем улшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗтӗмпех улшӑнма пултарать. Пултарать,.. Решетке хыҫӗнче ларса татӑклӑн каласа пама ҫук. Анчах тӗрме стенисем хыҫӗнче ӗҫе хӑвӑрттӑн татса пани пирӗн вилӗме те хӑвӑртлатма пултарать. Ӑҫтан пӗлес?

Пӗтӗм шанчӑк вӑрҫӑ мӗнле пынинчен килет. Вилӗм вилӗмпе ӑмӑртать. Хӑшӗ хӑвӑртрах пулать: фашизм вилӗмӗ-и е манӑн вилӗм? Ку ыйту пӗр ман умма кӑна тухса тӑмасть. Вӑл ыйтӑва Европӑра тата пӗтӗм тӗнчере вуншар пин узниксем, миллионшар салтаксем, вуншар миллион ҫынсем параҫҫӗ. Пӗрин шанчӑк ытларах, теприн сахалтарах. Анчах та ку туйӑнать ҫеҫ. Арканса, ҫӗрсе пыракан капитализм тӗнчене хӑрушлӑхсемпе тултарнӑ, ҫав хӑрушлӑх халӗ кашнинех инкек тӑвассипе шиклентерет, Чӗррӗн юлнисем хӑйсене хӑйсем: эпир фашизм вилӗмне куртӑмӑр, тесе калама пултариччен ҫӗршер пин ҫынсем — епле ҫынсем тата! — пӗтмелле-ха.

Ӗҫе татса паракан уйӑхсем ҫитрӗҫ, часах акӑ ӗҫе татса паракан кунсем те ҫитеҫҫӗ. Вӗсем — уйрӑмах хаяр ҫапӑҫу кунӗсем пулаҫҫӗ. Чи юлашки самантра юлашки пуля тивнипе вилекен салтак, вӑрҫӑн юлашки вилӗмӗ пуласси мӗн тери кӳренмелле япала пулни ҫинчен эпӗ пӗрре кӑна мар шухӑшланӑ. Анчах камӑн та пулин чӑн юлашки пулмаллах! Эпӗ хам хыҫҫӑн урӑх вилӗмсем пулас ҫуккине пӗлнӗ пулсан, пӗр минут та тӑхтаса тӑмасӑр, савӑнсах вилме кайнӑ пулӑттӑм.

Манӑн Панкрацра пурӑнмалли нумай юлмарӗ, ҫав вӑхӑтра эпӗ хамӑн репортажа кирлӗ пек йӗркене кӗртме ӗлкӗрейместӗп ӗнтӗ. Кӗскереххӗн ҫырса пырас пулать. Пуринчен ытларах событисем ҫинчен мар, ҫынсем ҫинчен калас пулать. Ҫынсем чи кирли.

Эпӗ хамӑн портретсене ӳкерме Елинексенчен — упӑшкипе арӑмӗнчен, ахаль чухне никам та паттӑрсем тесе шутлама пултарайман паллӑ мар ҫынсенчен пуҫларӑм.

Арестленӗ чух вӗсем юнашар тӑчӗҫ, — упӑшкин сӑнӗ кӑвакарса кайнӑччӗ, арӑмӗн пичӗ ҫинче чахоткӑллӑ ҫынсен пулакан хӗрлӗ тӗс палӑратчӗ. Гестаповецсем темиҫе минут хушшинчех унӑн тирпейлӗ хваттерне кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарса тӑкнине курсан, унӑн куҫӗсенче хӑрани палӑрчӗ. Вӑл пуҫне ерипен кӑна упӑшки еннелле ҫавӑрчӗ те:
— Пепи, мӗн пулать ӗнтӗ халь? — тесе ыйтрӗ.
Упӑшки яланах сахал калаҫакан ҫынччӗ. Вӑл лӑпкӑн, ним пулман пекех ответ пачӗ:

— Вилме каятпӑр, Маня.

Арӑмӗ кӑшкӑрса ямарӗ, сулӑнса каймарӗ, вӑл ҫӳлелле ҫӗкленӗ аллине хуллен кӑна антарчӗ те, хӑйсем ҫинелле тӗлленӗ револьверсен кӗпҫисем умӗнче упӑшкине алӑ пачӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене иккӗшне те никамран малтан пичӗсенчен ҫапрӗҫ. Мария питне шӑлса илчӗ, чӗнмен хӑнасем ҫине тӗлӗнерех пӑхрӗ те тӑрӑхламалларах каларӗ:

— Ҫав тери хитре йӗкӗтсем, — унӑн сасси ҫирӗпленчӗ, хӑюлланчӗ, — ҫав тери хитре йӗкӗтсем… анчах ҫав тери усал тискер кайӑксем.

Вӗсене вӑл тӗрӗс хак пачӗ. Темиҫе сехетрен ӑна «допрос» пулса иртнӗ кабинетран ним пӗлми пуличченех хӗнесе илсе тухнӑ. Анчах ӑна вӗсем нимӗн те калаттарайман. Малтанхи кун та, кайран та.

Эпӗ камерӑра вилнӗ пек выртнӑ кунсенче Елинексемпе мӗн пулнине пӗлместӗп. Вӗсем гестаповецсене пӗр сӑмах та каламаннине ҫеҫ пӗлетӗп. Вӗсем манран кӑтарту пулассине кӗтнӗ. Пепине миҫе хутчен тенкел ҫумне ҫыхса хӗненӗ пулӗ, пӗрмай хӗненӗ, хӗненӗ…

Вӑл эпӗ унӑн куҫӗсемпе тӗл пулса е хӑлхинчен шӑппӑн кӑна пӑшӑлтатса мӗн ҫинчен каласа пама юрани тата следствие пӑтраштарса яма мӗнле каласа пама кирли ҫинчен систеричченех шарламарӗ.

Мария питӗ ҫивӗч туйӑмлӑ, макӑрса илме те пултаракан ҫынччӗ. Вӑл арестличчен ҫавӑн пек пулнине пӗлнӗ эпӗ. Анчах тӗрмере эпӗ унӑн куҫӗсем ҫинче пӗр куҫҫульте курмарӑм. Вӑл хӑйӗн пӗчӗк хваттерне юрататчӗ. Ирӗкри юлташсем, унӑн кӑмӑлне хӑпартас тесе, вӗсен хваттерӗнчи сӗтел-пукансене кам вӑрланине пӗлни ҫинчен, вӑррине асӑрхасах тӑни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Мария вӗсене хирӗҫ ҫапла ответ панӑ:

— Сӗтел-пуканӗ кирлех мар-ха вӑл. Уншӑн вӑхӑт сая яма та кирлӗ мар. Унтан пысӑкрах ӗҫсем пур. Малтан чи кирлӗ ҫӗрте йӗрке тӑвас пулать, унтан вара, хам чӗрӗ юлсан, килти йӗркине эпӗ хамах тӑватӑп-ха.

Пӗр кунхине вӗсене тӗрлӗ ҫӗрелле илсе тухса кайрӗҫ, ӑҫта илсе кайни паллӑ пулмарӗ. Эпӗ вӗсем пирки пӗлме питӗ тӑрӑшрӑм, анчах усси пулмарӗ. Гестапора ҫынсем ним тӗлли-паллисӗр ҫухалаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ те пиншер тӗрлӗрен масарсем тӑрӑх саланаҫҫӗ. Анчах та ҫавӑн пек хӑрушла акни епле вӑйлӑн шӑтса тухать.

Мария чӑн юлашкинчен ҫапла хушса хӑварнӑ:

— Май тупма пултарсассӑн, ирӗкрисене пӗлтерӗр — мана ан хӗрхенччӗр тата хӑйсене хӑратса пӑрахма ан паччӑр. Эпӗ хама манӑн рабочи тивӗҫӗ мӗн хушнӑ — ҫавна тунӑ, вилессе те вӑл ӗҫрен пӑрӑнмасӑр вилетӗп.

Вӑл пӗтӗмпе те «хӗрарӑм тарҫӑ», «служанка» ҫеҫ пулнӑ. Вӑл классикла шкулта вӗренмен, ҫавӑнпа та тахҫан авал тарӑн ҫырмари чул ҫыран ҫине: «Ҫулҫӳрен, эсӗ кай та лакедомонянсене пӗлтер — эпир хамӑрӑн тивӗҫе пурнӑҫласа вилтӗмӗр» тесе ҫырнине пӗлмен ӗнтӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней