Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла!

Автор: Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Источник: Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Добавлен: 2018.10.18 11:36

Предложений: 65; Слово: 551

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Семья

Пушӑ ларасран хамӑрпа юнашар ҫуртри хваттере тара пама шухӑшларӑмӑр. Ҫывӑхрах, кухньӑран чӳречисем те курӑнаҫҫӗ, кирек хӑш вӑхӑтра тӗрӗслесе килме май пур. Пӗлтерӳпе паллашнӑ хыҫҫӑн пӗр арҫын шӑнкӑравларӗ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫурт умне ют ҫӗршывра кӑларнӑ чаплӑ машинӑллӑ арҫын ҫитсе чарӑнчӗ. Кавказ ҫынни пулнине сӑнран тӳрех уйӑрса илтӗм. «Эпӗ нумайлӑх вӑхӑтлӑх а вырнаҫасшӑн сирӗн пата, пӗчченех пурӑнатӑп, майрасем ҫук. Пӗрмай ӗҫ те ӗҫ, командировка, ҫавӑнпа авланма та вӑхӑт ҫук…» — терӗ хӑйӗнпе Владик тесе паллаштарнӑскер.

Хӑйӗнчен ирӗк ыйтса вӑл ҫук чухне хваттере темиҫе те кӗрсе тухма тиврӗ: ваннӑйри крана улӑштарма, хӗл умӗн чӳрече каррисене, кантӑксене ҫуса тасатма. Чи кирли — хваттерте яланах таса та типтерлӗ. Туртакан арҫын пулсан та пирус шӑрши кӗмест. Ҫын патне пырса кӗрсен чи малтан эпӗ газ плитине сӑнама хӑнӑхнӑ. Вӑл таса тӑк апла пур ҫӗрте те йӗрке хуҫаланать кил хуҫин. Ваннӑйри сантехника та ялтӑртатса ҫеҫ тӑрать. Тепӗр хӗрарӑмран та ирттерет ку арҫын. Пӗррехинче Владик пӗр-ик эрнелӗхе командировкӑна тухса каяссине пӗлтерчӗ. Вӑл ҫуккипе усӑ курса хваттерти кивелнӗ обойсене ҫӗнетме шухӑшларӑмӑр. Халь тара тытакансене хӑтлӑ та ҫутӑ, хитре сӗтел-пуканлӑ кӗтес кирлӗ. Мӗнпур техника пултӑр тата: чейник, утюг, микрохумлӑ кӑмака, кӗпе ҫумалли машина. Асту, арҫын пӗччен пурӑнать тетӗр-и, дивана вырӑнтан куҫарнӑччӗ кӑна: кӑкӑр ҫыххи выртнине куртӑм. Шеремет майри килне унсӑрах таврӑннӑ-шим? Ӳсӗр пулнӑ-ши? Сунтӑхра — тута писевӗ, дезодарант, шампунь… Тепӗр тесен, пирӗншӗн ҫавах мар-и: хӑть пӗччен, хӑть иккӗн пурӑнтӑр? Кашни килмессерен сӗтел ҫинче ҫисе ярайман шӑккалат катӑкӗ выртса юлнине пӗрре мар асӑрханӑ-ха. Пылак ҫимӗҫ юратакан арҫын пуль тесе шухӑшланӑччӗ малтан. Пулаҫҫӗ вӗт ҫавнашкаллисем, канфетсӑр чей ӗҫейменнисем.

Пӗррехинче юнашарти лавккаран мана хирӗҫ майрапа ҫавӑтӑнса тухрӗ. «Ку — юратнӑ хӗрарӑм», — йӑл-йӑл ҫиҫкелесе паллаштарчӗ хайхискер. Каярах саккунлӑ арӑмӗ тӑватӑ ачипе урӑх ҫӗршывра пурӑнни уҫӑмланчӗ. Унта ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ кайкаласа килет-мӗн. Вӑл-ку юрӗ-ха, Владикӑн Шупашкарта тепӗр ҫемье те пур-мӗн. Ку хваттере вара иккӗмӗш арӑмӗнчен вӑрттӑн майрипе тӗл пулма тара тытать. Вӑт, пурнӑҫ! Ваннӑйра пӗрремӗш кунранах ахальтен икӗ пысӑк алшӑлли ҫакӑнса тӑман иккен: шупка хӗрли тата хӑмӑрри. Шампунь-супӑнь, вырӑн таврашӗ, чей-кофесӗр пуҫне текех нимӗн те ҫук унӑн. Холодильникре те нимӗн те тытмасть. Епле перекетлӗ арҫын. Хӑна ҫуртне пӗрмай ҫӳриччен хваттер тара тытма чылай йӳнӗрех-ҫке. Кухньӑра хура тӗслӗ хутаҫпа чӗркенӗ банка куҫ тӗлне пулчӗ. Тин юхтарнӑ пыл пуль тесе шухӑшларӑмӑр малтан. Салтса пӑхрӑмӑр та Владик 3 литрлӑ банкӑпа иҫӗм ҫырли эрехӗ килсе лартнӑ. Ҫурри таран пушанма та ӗлкӗрнӗ вӑл. Пасар ҫынни курттӑммӑн суту-илӳ тума вӗренсе ҫитнӗ ҫав. Лавккаран пӗрмай кӗленчеллӗ эрех туяниччен кун пек чылай йӳнӗрех-ҫке. Пӗлет пурӑнма, майрана иртӗхтермест чее арҫын. Ресторан-кафе тӑрӑх ҫӳретсе те тӑккаланмасть.

Вӑт, ӗнен паянхи арҫынсене. Каҫхине хваттерте нихӑҫан та ҫутӑ ҫутмасть вӑл. Апла Владик килтех, арӑмӗпе, ачисемпе юнашар. «Вӑт, ман упӑшка епле лайӑх, айккинелле чупаканни мар, укҫа ӗҫлесе илме, ҫемьене тӑрантарма пӗлет», — хӗпӗртет пуль арӑмӗ. Виҫ хӗрарӑмлӑ чее арҫын ӗҫ хыҫҫӑн ҫеҫ майрапа кӗрсе тухать хваттере. Пӗр сехетлӗхе йӑпанма. Юрать, яланах пӗринпе, кашни кун юттипе мар. Айккинче упӑшкин урӑххи пуррине арӑмӗ нихӑҫан та пӗлеймӗ. Саккунлӑ мӑшӑрӗ упӑшкине ҫулталӑкра пӗрре курнипех ҫырлахать. Кашнин хӑйӗн пурнӑҫӗ. Ҫак кунсенче Владик кӗтмен ҫӗртен шӑнкӑравларӗ. «Оля, пулӑш мана, юратнӑ савни пӑрахрӗ, сан хӗр-тантӑш пур-и, хӑшӗнпе те пулин паллаштараймӑн-ши? Эпӗ кун пек пурӑнаймастӑп, халех вилетӗп. Питӗ кичем мана», — тӗнче пӗтсе килнӗн калаҫрӗ хайхискер. Пысӑк хуйхӑ сиксе тухнӑ тейӗн, ӑна халех, паянах майра кирлӗ. Эпӗ мӗнпе айӑпа кӗтӗм? Евчӗ мар вӗт! Хваттере вырнаҫтарни ҫитмест, икӗ арӑмлӑ ясар арҫын валли мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырама пикенмелле. Пулаҫҫӗ те арҫынсем! Каҫхине те, ирхине те хваттертен ҫутӑ ӳкмест. Владик халӗ те ҫӗнӗ майра тупайман-ха апла.

Сайт:

 

Статистика

...подробней