Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Кор 7

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Коринф ҫыннисене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 22:02

Предложений: 41; Слово: 674

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эсир ман патӑма: «Хӗрарӑмпа хутшӑнманни арҫыншӑн лайӑхрах» тесе ҫырнӑ, ҫакӑн пирки акӑ мӗн калам. 2. Ҫавах та аскӑн ӗҫ тӑвасран арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр. 3. Упӑшки арӑмӗ тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшки тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр. 4. Арӑм хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, упӑшки хуҫа; упӑшки те хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, арӑмӗ хуҫа. 5. Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе е чунтан кӗлтӑвасшӑн, е типӗ тытасшӑн пӗр авкана анчах пӑрӑнӑр, унтан каллех пӗрле пулӑр; хӑвӑра чарайман пирки шуйттан сире ан улталайтӑр. 6. Ҫакна эпӗ хушсах каламастӑп, ӑс парса анчах калатӑп. 7. Манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет; анчах пурте Турӑран хӑйне кура хастар илнӗ: пӗри — пӗр тӗрлӗ, тепӗри — тепӗр тӗрлӗ.

8. Мӑшӑрланманнисене, тӑлӑх арӑмсене ҫапла калатӑп: вӗсене ман пек пурӑнни аван. 9. Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах. 10. Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар, 11(уйӑрӑлас пулсассӑн качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле;) упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла мар. 12. Ыттисене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мар, эпӗ хам ҫапла калатӑп: ¦¦ пӗр-пӗр тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, арӑмӗн унпа пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, вӑл арӑмне ан пӑрахтӑр. 13. Арӑмӗ те, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан та, арӑмӗпе пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр. 14. Ӗнтӗ ӗненмен упӑшка арӑмӗ ӗненни урлӑ тасалать, ӗненмен арӑм та упӑшки ӗненни урлӑ тасалать. Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла таса. 15. Ӗненмен хӑрах уйӑрӑласшӑн пулсан — уйӑрӑлтӑр; ун пек чухне вара ар тӑван та, хӗрарӑм тӑван та ирӗклӗ; Ҫӳлхуҫа пире килӗштерсе пурӑнма хушать. 16. Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Эсӗ те, упӑшки, ӑҫтан пӗлетӗн — тен, арӑмна ҫӑлса хӑварӑн? 17. Анчах хӑвӑра Турӑ епле кӑтартса панӑ, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех пурӑнӑр. Эпӗ пур ӗненекен ушкӑна та ҫапла пурӑнма хушатӑп. 18. Ӳт кастарнӑ халлӗн чӗнсе илни ӳтне кастарнине ан пытартӑр; ӳтне кастарман халлӗн чӗнсе илни ӳтне ан кастартӑр. 19. Ӳт кастарни те нимӗн те мар, кастарманни те нимӗн те мар, пурте Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑнинчен килет. 20. Чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех тӑрӑр. 21. Сана чура халлӗн чӗнсе илнӗ пулсассӑн, ан имен; анчах та ирӗке тухма пултаратӑн пулсассӑн, ҫакӑнпа усӑ кур. 22. Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе илнӗ чура Ҫӳлхуҫашӑн — ирӗклӗ ҫын; ҫавӑн пекех чӗнсе илнӗ ирӗклӗ ҫын — Христос чури. 23. Сире пысӑк хак парса илнӗ, эсир ҫын чури ан пулӑр. 24. Эй тӑванӑмсем, чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, Турӑ умӗнче те пурте ҫаплипех тӑрӑр.

25. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен Ҫӳлхуҫа мана нимӗн те хушман, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ҫынни пулмашкӑн Унран ырӑлӑх илнӗрен эпӗ сире ӑс анчах паратӑп. 26. Ман шутпа, ҫак йывӑр пурӑнӑҫра этеме халь мӗнле пур, ҫавӑн пек юлни аванрах. 27. Эсӗ арӑмлӑ ҫын-и? арӑмупа уйӑрӑласшӑн ан пул; арӑмсӑр юлнӑ-и? арӑм ан шыра. 28. Авланнипе те ҫылӑха кӗмӗн; хӗр те качча кайнипе ҫылӑха кӗмӗ. Анчах ун пеккисем ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ; эпӗ сире хӗрхенетӗп.

29. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать; 30. йӗрекенсенӗн йӗмен пек, савӑнакансенӗн савӑнман пек, туянакансенӗн япала туянман пек, 31. ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать. 32. Манӑн сире тертленмесӗр пурӑнтарас килет. Авланман ҫын, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; 33. авланнӑ ҫын, арӑма епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать. Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур: 34. качча кайманни ӳчӗпе те, чунӗпе те таса пуласшӑн, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Турӑ ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; качча кайни, упӑшкине епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать. 35. Ҫакна эпӗ сире мӑйкӑчласшӑн каламастӑп, усӑ кӑтартасшӑн калатӑп: сирӗн ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп. 36. Ҫулланнӑ хӗрӗ качча каймасӑр юлни кама та пулин аван мар пек туйӑнать пулсассӑн, вӑл хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр: ҫылӑха кӗмӗ; ун пек хӗрсем качча кайччӑр. 37. Ҫапах та, никам хистемесӗр, хӑй ӗҫне хӑй пуҫ пулса, хӗрне качча памасӑр усрама шухӑш тытнӑ ҫын, ҫав шухӑша пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп тытса тӑракан ҫын, лайӑх тӑвать. 38. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрне качча паракан лайӑх тӑвать, качча паманни тата лайӑхрах тӑвать. 39. Саккун арӑма упӑшки пурӑннӑ чухне ҫеҫ чарса тӑрать; упӑшки вилсессӗн арӑмӑн кирек кама качча кайма та ирӗкӗ пур, анчах вӑл Ҫӳлхуҫана ӗненекене качча кайтӑр. 40. Ҫапах та вӑл, эпӗ ӑс панӑ пек, качча каймасӑр юлсассӑн телейлӗрех пулӗ; эпӗ вара манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур тесе шухӑшлатӑп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней