Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IV сыпӑк

Раздел: Обломов –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.08 15:11

Предложений: 459; Слово: 3587

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

— Сывӑ-и, земляк, — пат татса каларӗ Тарантьев, ҫӑмлӑ аллине Обломов еннелле тӑсса. — Мӗн эсӗ, каска пек, ку вӑхӑтчен выртатӑн?

— Ан кил, ан кил: эсӗ сивӗ ҫӗртен кӗтӗн! — терӗ Обломов утиялпа пӗркенсе.

— Акӑ тата мӗн шухӑшласа кӑларчӗ, сивӗ ҫӗртен! — йӗрнӗ пек каларӗ Тарантьев. — Ну, ну, панӑ чух тыт аллӑма! Часах вуникӗ сехет ҫитет, вӑл пур — выртать-ха!

Вӑл Обломова вырӑн ҫинчен йӑтса тӑратасшӑнччӗ, анчах лешӗ, урисене аялалла ярса туфлисене харӑс тӑхӑнчӗ.

— Эпӗ хам та халех тӑрас теттӗм-ха, — терӗ вӑл анасласа.

— Эсӗ мӗнле тӑнине пӗлетӗп эпӗ: эсӗ кунта кӑнтӑрлаччен йӑраланса выртнӑ пулӑттӑн. Эй, Захар! Ӑҫта эсӗ, ват супнӑ? Хӑвӑртрах килсе улпута тумлантар.

— Эсир малтан хӑвӑра валли Захар тытӑр, ун чух вӑрҫӑр вара! — терӗ Захар, пӳлӗме кӗнӗ май, Тарантьев ҫине хаяррӑн пӑхса. — Акӑ мӗнле, разносчик пекех, урайне вараларӑр! — хушса хучӗ вӑл.

— Ну, калаҫать тата, киревсӗр! — терӗ Тарантьев, хӑйӗн ҫумӗпе иртсе каякан Захара хыҫалтан тапма урине ҫӗклесе; анчах Захар чарӑнчӗ те ун еннелле ҫаврӑнса шӑртланчӗ.

— Тӗкӗнсе пӑхӑр-ха! — хаяррӑн хӑрӑлтатрӗ вӑл. — Мӗне пӗлтерет ку? Эпӗ каятӑп… — терӗ Захар, алӑк патнелле утнӑ май.

— Ҫитӗ сана, Михей Андреич, мӗнле эсӗ лӑпланма пӗлместӗн? Ну, ма тӗкӗнен-ха ӑна? — терӗ Обломов. — Мӗн кирлине илсе пар, Захар!

Захар таврӑнчӗ те, Тарантьев ҫине чалӑшшӑн пӑхса, ун ҫумӗпе хӑвӑрт иртсе кайрӗ.

Обломов, ун ҫине таянса, ирӗксӗррӗн, питӗ ывӑннӑ ҫын пек, вырӑн ҫинчен тӑчӗ, вара ҫӑван пекех ирӗксӗррӗн пысӑк кресла ҫине куҫса ларчӗ те урӑх пӗрре те хускалмарӗ.

Захар сӗтел ҫинчен помада, пуҫ тури, щетка илчӗ те унӑн пуҫне сӗрчӗ, ҫӳҫне ик еннелле уҫса, щеткӑпа якатрӗ.

— Халӗ ӗнтӗ ҫӑвӑнатӑр пулӗ? — ыйтрӗ вӑл.

— Кӑштах тӑхтатӑп-ха, — терӗ Обломов, — эсӗ ху патна каях.

— Ах, эсир те кунта-ҫке? — сасартӑк каларӗ Тарантьев, Алексеев еннелле ҫаврӑнса, Захар Обломов пуҫне туранӑ хушӑра. — Эпӗ сире курман та. Мӗншӗн эсир кунта? Мӗн вӑл, сирӗн хурӑнташӑр, сыснах-ҫке! Эпӗ сире тахҫанах калас теттӗм…

— Мӗнле хурӑнташ? Манӑн нимле хурӑнташ та ҫук, — именчӗклӗ каларӗ тӗлӗнсе ӳкнӗ Алексеев, куҫӗсене Тарантьев ҫине чарса пӑрахса.

— Ну, лешӗ, унта службӑра лараканни, мӗн ятлӑччӗ ҫав?.. Афанасьев тесе чӗнеҫҫӗ. Мӗнле, хурӑнташ мар? — хурӑнташ-ҫке.

— Эпӗ Афанасьев мар-ҫке, эпӗ Алексеев, — терӗ Алексеев. — Манӑн хурӑнташ ҫук.

— Акӑ тата — хурӑнташ мар, тетӗн! Сирӗн пекех, хитре мар этем, чӗнессе ӑна та Василий Николаевич, тесе чӗнеҫҫӗ.

— Туршӑн та, хурӑнташ мар; мана Иван Алексеевич, тесе чӗнеҫҫӗ.

— Ну, пурпӗрех, вӑл сирӗн евӗрлех. Анчах вӑл — сысналла этем; курсанах ҫакна калӑр ӑна.

— Эпӗ ӑна пӗлместӗп, нихҫан та курман, — терӗ Алексеев, табак пуракне уҫса.

— Табак парӑр-ха! — терӗ Тарантьев. — Сирӗн француз табакӗ мар, япӑххи? Шӑпах япӑххи, — терӗ вӑл, шӑршласа пӑхса. — Мӗншӗн француз табакӗ мар-ха ? — хаяртараххӑн хушса хучӗ унтан. — Сирӗн хурӑнташӑр пек сысна курман эпӗ, — малалла каларӗ Тарантьев. — Тахҫан пӗр-икӗ ҫул каялла, эпӗ унран аллӑ тенкӗ кивҫен укҫа илсеттӗм. Ну, аллӑ тенкӗ — пысӑк укҫа-им? Мӗнле ҫавна манмалла мар-ха? Ҫук, астӑвать: уйӑхсерен, кирек ӑҫта тӗл пулсан та ыйтать: «Кивҫен илнине мӗнле-ха» тет. Йӑлӑхтарчӗ! Ҫитменнине тата, ӗнер пирӗн пата департамента пычӗ. «Чӑнах, эсир шалу илнӗ, халӗ пама пултаратӑр», тет. Шалу патӑм вара ӑна: пурин умӗнче те намӑслантарма тытӑнтӑм та — аран-аран алӑк тупса тухрӗ. — «Чухӑн ҫын эпӗ, хама кирлӗ!» тет. Мана кирлӗ мар пек! Ӑна аллӑшар тенкӗ пӑрахса пама — мӗнле пуян ҫын эпӗ! Сигара пар-ха, земляк.

— Сигара авӑ унта, коробкӑра, — терӗ Обломов, этажерка ҫине кӑтартса.

Вӑл кресла ҫинче шухӑша кайса, ӳркевлӗн ларчӗ, йӗри-тавра мӗн пулса иртнине те асӑрхамарӗ, мӗн калаҫнине те итлемерӗ. Хӑйӗн пӗчӗк шурӑ аллисене пӑхса, юратса ачашларӗ вӑл.

— Э! Кусем ҫавсемех-ҫке? — хаяррӑн ыйтрӗ Тарантьев, сигарине кӑларса, Обломов ҫине пӑхкаласа.

— Ҫапла, ҫавсемех, — терӗ Обломов пӑлханмасӑр.

— Эпӗ сана урӑххисене, ют патшалӑхран илсе килнисене туянма каларӑм-ҫке! Хӑвна мӗн каланине акӑ мӗнле астӑватӑн эсӗ! Асту, тепӗр шӑматкун, кирек мӗнле пулсан та, илсе хатӗрле, унсӑрӑн часах килместӗп. Куратӑн-и, мӗнле киревсӗр япала! — терӗ вӑл, сигара тӗтӗмне пӗрре сывлӑшалла кӑларса, тепре шалалла ҫӑтса. — Туртма май ҫук.

— Эсӗ ир килтӗн паян, Михей Андреич, — терӗ Обломов, анасласа.

— Мӗн, эпӗ йӑлӑхтарса ҫитертӗм-и сана?

— Ҫук, эпӗ ахаль ҫеҫ асӑрхаттартӑм; ытти чухне эсӗ тӳрех кӑнтӑрлахи апата ҫитекенччӗ, халӗ пӗрремӗш сехет кӑна-ха.

— Эпӗ юри, мӗнле апат хатӗрленине пӗлес тесе, иртерех килтӗм. Эсӗ пӗрмай япӑх апат ҫитеретӗн мана, ак халӗ паян мӗнле апат пӗҫерме хушнине пӗлетӗп.

— Лере, кухньӑра, ыйтса пӗл, — терӗ Обломов. Тарантьев тухрӗ.

— Тур ҫырлах! — терӗ вӑл, таврӑнса. — Ӗне ашӗпе пӑру ашӗ! Эх, Обломов тӑванӑм, ху помещик, ҫапах пурӑнма пӗлместӗн! Мӗнле улпут эсӗ? Мещенле пурӑнатӑн, юлташна хӑналама пӗлместӗн! Ну, мадера илнӗ-и?

— Пӗлместӗп, Захартан ыйт, — ӑна итлемен пекех каларӗ Обломов, — унта, чӑнах та, эрех пур.

— Ҫав пӗркунхи нимӗҫрен илниех-и? Ҫук, акӑлчан магазинӗнчен туян.

— Ну, кунпа та ҫитет, — терӗ Обломов, — лешне илме ярас пулать-ха тата!

— Тӑхта-ха, пар укҫуна, эпӗ унтан иртсе килнӗ чухне илсе килӗп; манӑн татах кайса килмеллисем пур-ха.

Обломов ещӗкре вунӑ тенкӗлӗх хӗрлӗ хут укҫа шыраса тупрӗ.

— Мадера ҫичӗ тенкӗ тӑрать, — терӗ вӑл, — кунта вунӑ тенкӗ.

— Пар эппин пӗтӗмпех: унта ытлашшине каялла параҫҫӗ, ан хӑра!

Вӑл Обломов аллинчи укҫана ярса илчӗ те хӑвӑрт кӗсйине чикрӗ.

— Ну, эпӗ каятӑп, — терӗ Тарантьев, шлепкине тӑхӑнса: — пилӗк сехете килетӗп; манӑн кӗмеллисем пур-ха: эрех сутакан кантурта вырӑн тупса паратпӑр, терӗҫ, пырса пӑхма хушрӗҫ… Акӑ мӗн, Илья Ильич: эсӗ паян Екатерингофа кайма ҫӑмӑл урапа илместӗн-и? Мана та илсе кайӑттӑнччӗ. Обломов хирӗҫлесе пуҫне пӑркаларӗ.

— Мӗн, ӳркенетӗн-им, е укҫа шеллетӗн-и? Эх, эсӗ михӗ! — терӗ вӑл. — Ну, сывпул, халлӗхе.

— Тӑхта-ха, Михей Андреич, — пӳлчӗ Обломов:- — манӑн санпа калаҫмалли пур.

— Мӗн тата унта? Кала хӑвӑртрах: манӑн вӑхӑт ҫук.

— Мана икӗ инкек харӑс килсе тухрӗҫ. Хваттертен хӑвалаҫҫӗ.

— Тӳлеместӗн пулас: тӗрӗс тӑваҫҫӗ! — терӗ те Тарантьев, кайма тӑчӗ.

— Ан сӳпӗлтет эс! Эпӗ яланах малтан тӳлетӗп. Ҫук, кунта тепӗр хваттер тӑвасшӑн… Тӑхта-ха! Ӑҫта васкатӑн? Мӗн тумалла, вӗрент-ха: тепӗр эрнерен тухса кайма васкатаҫҫӗ…

— Мӗнле канаш пама пултарам эпӗ сана?.. Усӑсӑр шухӑшлатӑн эсӗ…

— Эпӗ нимӗн те шухӑшламастӑп, — терӗ Обломов: — ан янра, ан кӑшкӑр, мӗн тумаллине шухӑшла. Эсӗ пултаруллӑ ҫын…

Тарантьев ӑна итлеме пӑрахсах темӗн ҫинчен шухӑшларӗ.

— Ну, ҫапла пултӑр эппин, тав ту мана, — терӗ вӑл, шлепкине хывса ларса: — кӑнтӑрлахи апата шампански эрех лартса пама хуш: санӑн ӗҫӳ тухнӑ та.

— Мӗн вара? — ыйтрӗ Обломов.

— Шампански пулать-и?

— Канашӗ аван пулсан, пулать те пуль…

— Ҫук, канашӗ чухлӗ эсӗ ху та тӑмастӑн. Мӗн эпӗ сана ахалех канаш паратӑп-им? Авӑ, ыйт ҫавӑнтан, — хушса хучӗ вӑл, Алексеев ҫинелле кӑтартса: — е унӑн хурӑнташӗнчен ыйт.

— Ну, ну, ҫитет, кала! — ыйтрӗ Обломов.

— Акӑ мӗн: ыранах урӑх хваттере куҫса кай…

— Э! Мӗн шутласа кӑларчӗ! Кӑна эпӗ хам та пӗлнӗ…

— Тӑхта-ха, ан пӳл! — кӑшкӑрса ячӗ Тарантьев. — Ыран ман кума патне, Выборг Енне хваттере куҫ…

— Ку тата мӗне пӗлтерет? Выборг Енне! Унта хӗлле кашкӑрсем пырса тухаҫҫӗ, тет.

— Утравсенчен кашкӑрсем пыни пулкалать, анчах сана мӗн ӗҫ вӗсемпе?

— Унта кичем, шӑплӑх, никам та ҫук.

— Суятӑн! Унта манӑн кума пурӑнать: унан хӑйӗн килӗ-ҫурчӗ, пахчисем пысӑк. Хӗрарӑмӗ вӑл ырӑскер, икӗ ачаллӑ хусах хӗрарӑм; унпа пӗрлех авланман пиччӗшӗ пурӑнать: ҫав кӗтесре лараканни пек мар ӗнтӗ, ӑслӑ вӑл, — терӗ Тарантьев, Алексеев ҫине кӑтартса, — иксӗмӗр те ун тӗшне тӑмастпӑр!

— Манӑн мӗн ӗҫ пур унпала? — чӑтаймасӑр каларӗ Обломов. — Эпӗ куҫмастӑп унта.

— Мӗнле куҫманнине курӑп-ха. Ҫук ӗнтӗ, канаш ыйтрӑн пулсан, итле мӗн каланине.

— Куҫмастӑп эпӗ, — татса каларӗ Обломов.

— Ну, ҫӑва патне санпала! — терӗ те Тарантьев, шлепкине ҫамки ҫинерех пусса лартса, алӑк патнелле утрӗ.

— Ухмах та-ҫке! — терӗ Тарантьев, каялла таврӑнса. — Мӗн лайӑх пек туйӑнать сана кунта?

— Мӗнле мӗн? Кунта пурте ҫывӑх, — терӗ Обломов: — магазинӗсем те кунтах, театр та, паллашнӑ ҫынсем те… хула варри, пурте…

— Мӗ-ӗн? — пӳлчӗ Тарантьев. — Килтен тухни пулнӑ-ши санӑн, кала-ха? Театрта хӑҫан пултӑн-ши? Мӗнле палланӑ ҫынсем патне ҫӳретӗн эсӗ? Хула варри мӗн шуйттанӗ тума кирлӗ сана, пӗлтер-ха, тархасшӑн?

— Ну, мӗнле мӗн тума? Сахал-им ӗҫ!

— Ху та пӗлместӗн ав, куратӑн-и! Лере, шухӑшласа пӑх-ха: манӑн кума патӗнче, канлӗхре, шӑплӑхра пурӑнатӑн; никам та тӗкӗнмест сана; нимӗнле шӑв-шав та ҫук, таса, тирпейлӗ. Пӑх-ха, эсӗ иртен-ҫӳрен кӗрсе тухакан ҫуртри пек пурӑнатӑн вӗт, ху улпут тата, помещик! Унта таса, шӑп; кичем пулса ҫитсен, ҫынпа калаҫмашкӑн та пулать. Мансӑр пуҫне сан патна пырса ҫӳрекен те пулмасть. Икӗ ача — мӗн кирлӗ таран выля вӗсемпе. Мӗн сана? Усси тата, усси мӗнешкел! Мӗн чухлӗ тӳлетӗн эсӗ кунта?

— Пин ҫурӑ.

— Унта пӗтӗм ҫурчӗшӗн тенӗ пек пин тенкӗ! Мӗн пек ҫутӑ, чаплӑ пӳлӗмсем! Кил хуҫи арӑмӗ тахҫанах лӑпкӑ та йӗркеллӗ ҫынна хваттере ярасшӑнччӗ — акӑ эпӗ сана кайма хушатӑп та…

Обломов, унпа килӗшмесӗр, пуҫне сӳрӗккӗн пӑркаларӗ.

— Суятӑн, куҫатӑн! — терӗ Тарантьев. — Эсӗ шухӑшласа пах-ха, сана унта икӗ хут йӳне ларать вӗт: хваттер енӗпех пилӗкҫӗр тенкӗ перекетлесе хӑваратӑн. Апат-ҫимӗҫ икӗ хут лайӑхрах та тасарах пулать; кухарка та, Захар та вӑрлаймаҫҫӗ…

Малти пӳлӗмрен мӑкӑртатни илтӗнчӗ.

— Тирпейлӗх те ытларах, — терӗ Тарантьев. — Халӗ санӑн сӗтелӳ хушшине ларма та киревсӗр вӗт! Пӑрӑҫ илме тарсан — ҫук, уксус туянман, ҫӗҫӗсем таса мар; кӗпе-йӗм ҫухалать, пур ҫӗрте те тусан, тетӗн эсӗ, — ну чӑтма ҫук ирсӗр. Лере вара ху мар, йӑлтах хӗрарӑм пӑхса усрать…

Малти пӳлӗмре мӑкӑртатни хыттӑнрах илтӗнме пуҫларӗ.

— Лешне, ватӑ йытта, — терӗ Тарантьев, — нимӗн ҫинчен шухӑшламалла пулмасть: йӑлт янтӑ пулать. Мӗн шухӑшламалли пур унта? Куҫса кай, ӗҫӗ те пӗтнӗ…

— Мӗнле-ха эпӗ капла кӗтмен ҫӗртен, ним пӗлмесӗр-тумасӑр, Выборг Енне…

— Каласа ӑнлантар-ха сана! — терӗ Тарантьев, питӗнчи тара шӑлса. — Халӗ ҫулла: дачӑри пекех вӗт унта. Мӗн эсӗ ҫак Гороховӑй урамра ҫулла ҫӗрсе пурӑнатӑн?.. Унта Безбородкин сачӗ, ҫывӑхрах Охта поселокӗ, икӗ утӑмрах Нева шывӗ, хӑвӑн пахчу, — тусан та, шӑршӑ та ҫук! Эпӗ халех кӑнтӑрлахи апатчен ун патне чупса кайса килетӗп — эсӗ ямшӑк тытмалӑх укҫа пар та мана, ыранах вара куҫма тытӑн…

— Мӗнле этем ку! — терӗ Обломов. — Шуйттан пӗлет-и, тен. Сасартӑк тем шухӑшласа кӑларать: Выборг Енне… Кӑна шухӑшласа кӑларма йывӑр мар-ха. Ҫук, эсӗ кунтах юлмалли мел шыраса кӑлар-ха вӑт. Эпӗ кунта сакӑр ҫул пурӑнатӑп, ҫавӑнпа куҫса каяс килмест…

— Эсӗ пурпӗрех куҫса каятӑн. Эпӗ халӗ кума патне каятӑп, хам ӗҫӗм пирки тепӗр чухне кӗрсе тухӑп…

Вӑл кайма тӑчӗ.

— Тӑхта-ха, тӑхта! Ӑҫта каятӑн? — чарчӗ ӑна Обломов. — Манӑн тата пысӑкрах ӗҫ ҫинчен калаҫмалли пур. Пӑх-ха, акӑ мӗнле ҫыру илтӗм эпӗ старостӑран, мӗн тумаллине шутласа пӑх-ха.

— Куратӑн-и, мӗнлерех этем эсӗ! — хирӗҫлерӗ Тарантьев. — Ху тӗллӗн нимӗн тума та пӗлместӗн. Йӑлтах — эпӗ те эпӗ! Ну, мӗн тума юрӑхлӑ эсӗ? Этем мар: улӑм кӑна!

— Ҫырӑвӗ ӑҫта? Захар, Захар! Каллех вӑл таҫта чикрӗ ӗнтӗ ӑна! — терӗ Обломов.

— Акӑ староста ҫырӑвӗ, — терӗ Алексеев, лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫырӑва илсе.

— Акӑ вӑл, — тепӗр хут каларӗ те Обломов, сасӑпа вулама пуҫларӗ.

— Эсӗ мӗн калӑн? Мӗн тумалла ман? — ыйтрӗ Илья Ильич, вуласа тухсан. — Ҫанталӑк уяр тӑрать, куланай пухса пӗтермен.

— Пӗтнӗ, пӗтӗмпех пӗтнӗ ҫын! — терӗ Тарантьев.

— Мӗншӗн-ха пӗтнӗ?

— Мӗнле пӗтмен-ха?

— Ну, пӗтнӗ пулсан, кала: мӗн тумалла?

— Мӗн паратӑн уншӑн?

— Шампански пулать, тесе каларӑм-ҫке-ха: мӗн тата сана?

— Шампански вӑл хваттер тупса панӑшӑн; эпӗ сана нумай ырӑ турӑм вӗт, эсӗ ху туймастӑн ӑна, тавлашатӑн тата; пархатарсӑр эсӗ! Кай-ха вӑт, хваттер шыраса туп-ха ху! Мӗн вӑл хваттер? Чи кирли, канӑҫӗ мӗнлерех пулать сана: хӑвӑн тӑван аппу патӗнчипе пӗрех. Икӗ ача та авланман пиччӗшӗ, эпӗ кирек хӑҫан та кӗрсе тухма пултаратӑп.

— Ну, аван, аван, — пӳлчӗ Обломов, — эсӗ халь манӑн старостӑна мӗн тумаллине кала-ха?

— Ҫук, кӑнтӑрлахи апатра портер хушса пар, вара калатӑп.

— Акӑ халӗ тата портер! Сахал-им сана…

— Ну, сывӑ пул эппин, — терӗ Тарантьев, каллех шлепкине тӑхӑнса.

— Ах, турӑҫӑм! Староста ав, «тупӑшӗ икӗ пинтен каярах», тесе ҫырать, вӑл пур тата акӑлчан сӑри ӗҫесшӗн! Ну, юрӗ, портер илех.

— Укҫа пар татах! — терӗ Тарантьев.

— Вунӑ тенкӗрен юлашки юлать-ҫке сан унта.

— Выборг Енне кайма ямшӑк мӗнпе тытмалла вара? — тавӑрчӗ Тарантьев.

Обломов каллех пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа туртса кӑларчӗ те Тарантьева кӳренчӗклӗн тыттарчӗ.

— Старосту санӑн ултавҫӑ, акӑ мӗн калатӑп сана, — пуҫларӗ Тарантьев, укҫине кӗсьене пытарса: — эсӗ пур, ҫӑварна карса пӑрахсах ӗненетӗн. Куратӑн-и, мӗнлерех тыттарать вӑл сана! Уяр ҫанталӑк, тырӑ начар пулчӗ, недоимкӑсем, мужиксем пӑрахса кайрӗҫ, тет. Суять, пӗтӗмпех суять! Хамӑр енче, Шумиловсен именинче, иртнӗ ҫулхи тырпулпа пӗтӗм парӑмсене тӳлесе татнӑ, тенине илтрӗм, санӑн пур — е уяр ҫанталӑк тӑрать, е тырӑ пулмасть. Шумиловсен именийӗ санран аллӑ ҫухрӑмра кӑна: мӗншӗн-ха унта тырпул типсе-ҫунса кайман? Недоимкӑсем шухӑшласа кӑларнӑ тата! Мӗне пӑхнӑ вӑл? Мӗншӗн юхӑнтарса янӑ? Ӑҫтан пулнӑ-ха вӑл недоимкӑсем? Ӗҫ ҫук-и е сутмалли ҫук-им пирӗн енче?

Ах, вӑрӑ-хурах вӑл! Эпӗ вӗрентнӗ пулӑттӑм ӑна! Мужиксенчен вӑл хӑех мӗн те пулин сӑптӑрса юлнӑ пулӗ те, лешсем вара тарса пӗтнӗ, вӑл хӑех хуҫалӑха юхӑнтарса янӑ, исправнике жалоба парасси ҫинчен шухӑшламан та.

— Пулма пултараймасть, — терӗ Обломов, — вӑл исправник ответне те ҫырура ҫырса пӗлтерет — чӑн пулнӑ пекех.

— Эх, эсӗ! Нимӗн те пӗлместӗн. Пур ултавҫӑ та чӑн пулнӑ пекех ҫырать — мана ӗнен ӗнтӗ кун пирки. Акӑ, тӗслӗхрен, — терӗ вӑл, Алексеев ҫине кӑтартса: — тӳрӗ чун ларать, сурӑхран та сурӑх, чӑн пулнӑ пек ҫыраять тетӗн-им ӑна? Нихҫан та. Хурӑнташӗ унӑн — сысналла, ултавҫӑ этем — вӑл ҫыратех. Эсӗ те чӑн пулнӑ пек ҫыраймастӑн! Апла пулсан, санӑн старосту тӗрӗс пулнӑ пек суйса ҫырма пултарнӑ та, ҫавӑнпа вӑл ултавҫӑ. Куратӑн-и, сӑмахсене мӗнлерех ҫыхӑнтарса ҫырнӑ: «хресченсене хӑйсен килӗсене тавӑрма», тет.

— Мӗн тумалла-ха унпа? — ыйтрӗ Обломов.

— Улӑштар ӑна халех.

— Кама лартас-ха ун вырӑнне? Ӑҫтан пӗлем эпӗ мужиксене? Тен, тепри тата япӑхрах пулать. Вуникӗ ҫул пулман эпӗ унта.

— Яра пар яла ху: унсӑр юрамасть; унта ҫу каҫ та, кӗркунне вара тӳрех ҫӗнӗ хваттере пыр. Эпӗ унччен кил хуҫи арӑмӗпе сӑмах татӑп.

— Ҫӗнӗ хваттере, яла, хамӑн каймалла тетӗн-и? Мӗнле эсӗ йӑлтах ытлашши чӑрсӑр ӗҫсем тума хушатӑн! — килӗшмесӗр каларӗ Обломов. — Ҫук, ытлашши иртӗхсе каяс мар, йӗркеллӗрех пулас…

— Ну, тӑванӑм Илья Ильич, йӑлтах пӗтсе лартӑн эсӗ. Хам сан вырӑнта пулнӑ пулсан, тахҫанах имение саклата хунӑ пулаттӑм та урӑххине илӗттӗм, е ҫакӑнта лайӑх вырӑнта ҫурт лартӑттӑм: вӑл санӑн ял хакне тӑратех. Унта вара ҫурт та саклата хурса урӑххине туяннӑ пулӑттӑм… Пар-ха мана хӑвӑн именине, мана халӑх хушшинче мӗнлерех асӑннӑ пулӗччӗҫ.

— Чарӑн мухтанма, хваттертен те куҫмасӑр, яла та хамӑн каймасӑр ӗҫе йӗркелесе яма пулать-и, шухӑшласа кӑлар-ха… — асӑрхаттарчӗ Обломов.

— Вырӑнтан хӑҫан та пулин тӑраятӑн-ши эсӗ? — терӗ Тарантьев. — Хӑвӑн ҫине пӑх-халӗ: мӗн тума юрӑхлӑ эсӗ? Мӗнле усӑ пултӑр санран тӑван ҫӗршыва? Яла кайса килме пултараймасть!

— Халӗ мана унта кайма иртерех-ха, — терӗ Илья Ильич: — малтан именинче мӗн-мӗн ҫӗнӗрен улӑштармаллине план туса пӗтерем-ха… Пӗлетӗн-и мӗн, Михей Андреич? — сасартӑк каларӗ Обломов. — Эсӗ кайса кил-ха. Мӗн тумаллине пӗлетӗн, унти вырӑн та сана паллӑ; эпӗ тӑкаксене шеллемен пулӑттӑм.

— Эпӗ санӑн хуҫалӑхна тытса пыракан-и-мӗн? — мӑнкӑмӑллӑн хирӗҫлерӗ Тарантьев. — Эпӗ мужиксене мӗнле тыткаламаллине манса кайнӑ ӗнтӗ.

— Мӗн тумалла? — шухӑшласа каларӗ Обломов. — Чӑнах, пӗлместӗп.

— Ну, исправник патне ыйтса ҫыр, тухса тарнӑ мужиксем ҫинчен каланӑ-и ӑна староста, — канаш пачӗ Тарантьев, — тата яла кӗрсе тухма ыйт; кайран губернатор патне ҫырса яр, вӑл старостӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен исправникрен ыйтса пӗлтӗр. «Ваше превосходительство — те, — атте пек хута кӗрсе, мана хӑратакан пысӑк инкек ҫине хӑвӑрӑн ӑшӑ куҫӑрпа пӑхсамӑр, ҫав инкеке эпӗ хамӑн староста чӑрсӑр хӑтланнӑран тӳсетӗп, мана калама ҫук чухӑн пурнӑҫ кӗтет, эпӗ арӑмпа, вуникӗ пӗчӗк ачампа пӗр хӳтлӗхсӗр, татӑк ҫӑкӑрсӑр тӑрса юлма пултаратӑп», тесе ҫыр.

Обломов кулса ячӗ.

— Ачисене кӑтартма ыйтсан, эпӗ ун чухлӗ ача ӑҫтан тупам-ха? — терӗ вӑл.

— Суятӑн, вуникӗ ачаллӑ, тесе ҫыр, вӑл ӑна хӑлхана та чикес ҫук, никам та тӗрӗслемест, анчах ку «чӑн пулнӑ пек» ҫырни пулать… Губернатор ҫырӑва секретаре парать, эсӗ ҫав хушӑрах секретарь патне те ҫырса яр, паллах укҫа чиксе ярас пулать, — лешӗ вара распоряжени ҫырса парать. Пускилсенчен ыйтса пӑх: кам унта сан кӳршӳ?

— Добрынин ҫывӑхрах унта, — терӗ Обломов. Эпӗ ӑна кунта час-часах куркалаттӑм; вӑл халӗ унта.

— Ун патне те лайӑхрах ыйтса ҫыр: «Христианин пек, тусӑм пек, кӳршӗм пек пулса, мана ырӑ туса пулӑшӑрсам», те. Ҫырупа пӗрле мӗнле те пулин Петербург кучченеҫӗ ярса пар… сигара-и, мӗн-и. Ҫакӑн пек ту, ху нимӗн те шухӑшласа кӑлараймастӑн. Пӗтнӗ ҫын! Староста ман алӑра пулсан: ташлаттарӑттӑм эпӗ ӑна! Почта хӑҫан каять унта?

— Виҫмине, — терӗ Обломов.

— Апла пулсан, халех ларса ҫыр.

— Виҫмине каять-ҫке, мӗншӗн халех ҫырас? — терӗ 0бломов. — Ыран та ҫырма пулать. Итле-ха, Михей Андреич, хушса хучӗ вӑл: — хӑвӑн «ырӑ ӗҫӳсене» вӗҫнех ҫитер-ха: эпӗ сана кӑнтӑрлахи апатра пулӑ е мӗнле те пулин кайӑк ӑшаласа парӑп.

— Тата мӗн? — ыйтрӗ Тарантьев.

— Лар та ҫыр. Виҫӗ ҫыру ҫырасси йывӑр-им сана? Эсӗ питӗ «чӑн пулнӑ пекех» калатӑн… — хушса хучӗ Обломов, хӑйӗн куллине пытарма тӑрӑшса. — Авӑ Иван Алексеич кайран тепӗр хут ҫырӗччӗ…

— Э! Шухӑшласа кӑларатӑн! — терӗ Тарантьев. — Манӑн ҫырса парас пулать! Эпӗ хам ӗҫре те виҫҫӗмӗш кун ҫырмастӑп: ларсанах сулахай куҫран куҫҫуль юхма тытӑнать, шӑнса пӑсӑлтӑм пулмалла, пӗшкӗнсенех пуҫ ыратма пуҫлать… Кахал, эсӗ, кахал! Пӗтсе ларатӑн, Илья Ильич тӑванӑм, пӗр пуссӑрах пӗтетӗн.

— Ах, Андрей хӑвӑртрах килинччӗ пӗреххут! — терӗ Обломов. — Вӑл йӑлтах майлаштарнӑ пулӗччӗ…

— Тупнӑ ырӑ ҫын! — пӳлчӗ ӑна Тарантьев. — Ылханлӑ нимӗҫ, путсӗр ултавҫӑ!..

Тарантьев ют ҫӗршыв ҫыннисенчен йӗрӗнмеллипех йӗрӗнет. Уншӑн француз, нимӗҫ, акӑлчан — мошенник, чее ултавҫӑ, вӑрӑ-хурах тенипе пӗрех. Вӑл нацисене те пӗр-пӗринчен уйӑрмасть: вӗсем уншӑн пурте пӗр пекех.

— Итле-ха, Михей Андреич, — хыттӑн каларӗ Обломов; — эпӗ сана уйрӑммӑнах манпа ҫывӑх ҫын ҫинчен калаҫнӑ чухне чӗлхене кӑштах чарма ыйтсаттӑм.

— Ҫывӑх ҫын ҫинчен! — кураймасӑр хирӗҫлерӗ Тарантев. — Мӗнле тӑван вӑл санӑн? Нимӗҫ — паллах.

— Темӗнле тӑванран та ҫывӑхрах: эпӗ унпа пӗрле ӳснӗ, вӗреннӗ, ӑна хисеплемесӗр калаҫма ирӗк памастӑп…

Тарантьев тарӑхнипе хӗрелсе кайрӗ.

— А! Эсӗ мана нимӗҫпе улӑштаратӑн пулсан, — терӗ вӑл; — урӑх эпӗ сан патна ура та ярса пусмастӑп.

Вӑл шлепкине тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ. Обломовӑн самантрах кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

— Санӑн ман юлташӑма хисеплесчӗ, ун ҫинчен асӑрханарах калаҫасчӗ — эпӗ ҫакна ҫеҫ ыйтатӑп! Йывӑрах мар пек туйӑнать ку, — терӗ вӑл.

Нимӗҫе хисеплеме-и? — питӗ йӗрӗнсе каларӗ Тарантьев. — Мӗншӗн-ха вара ку капла?

— Вӑл манпа пӗрле ӳснӗшӗн, вӗреннӗшӗн те пулин, тесе каларӑм-ҫке сана.

— Мӗнех вара! Кампа кӑна вӗренме тӳр килмест!

— Вӑл кунта пулнӑ пулсан, тахҫанах мана пур чӑрмавран хӑтарнӑ пулӗччӗ, портер та, шампанскн те ыйтмӗччӗ… — терӗ Обломов.

— А! Эсӗ мана ӳпкелешме тытӑнтӑн? Ҫӑва патне эппин санпала, санӑн портерупа, шампанскипе! Ме, акӑ, ил хӑвӑн укҫуна… Ӑҫта чикрӗм-ха эпӗ ӑна? Ӑҫта чикнине пачах манса кайрӑм, ҫӗр ҫӑтманскере!

Вӑл темӗнле ҫулланса, ҫырса пӗтернӗ хут таткине туртса кӑларчӗ.

— Ҫук, ку мар! — терӗ вӑл. — Ӑҫта эпӗ ӑна?..

Вӑл кӗсйине ухтарма пуҫларӗ.

— Ан тӑрмаш, ан кӑлар! — терӗ Обломов. — Эпӗ сана ӳпкелеместӗп, манпа ҫывӑх ҫын ҫинчен мана нумӑй пулӑшнӑ ҫын ҫинчен йӗркеллӗрех калаҫма ыйтатӑп ҫеҫ.

— Нумай? — тарӑхса хирӗҫлерӗ Тарантьев. — Тӑхта-ха ак, тата ытларах пулӑшӗ — итле эсӗ ӑна!

— Мӗн тума калатӑн мана эсӗ ҫакна — ыйтрӗ Обломов.

— Нимӗҫӳ хӑвна ҫаратса пӗтерсенех эсӗ земляка, вырӑс ҫыннине, ҫав темӗнле ҫапкаланса ҫӳрекенпе мӗнлерех улӑштармаллине хӑвах чухласа илӗн-ха. Акӑ мӗншӗн калатӑп.

— Итле-ха, Михей Андреич. — пуҫларӗ Обломов.

— Итлеме те кирлӗ мар, эпӗ нумай итлерӗм, сан пирки нумай хуйхӑ тӳсрӗм! Мӗн таран хур курнине турӑ пӗлет. Тен, унӑн ашшӗ Саксонире ҫӑкӑр та курман пулӗ, вӑл пур кунта сӑмсине каҫӑртса ҫӳреме килнӗ.

— Мӗншӗн вилнӗ ҫынсене асӑнатӑн эсӗ? Ашшӗ мӗншӗн айӑплӑ?

— Иккӗшӗ те айӑплӑ: ашшӗ те, ывӑлӗ те, — аллине сулса, кӑмӑлсӑррӑн каларӗ Тарантьев. — Ахальтен мар манӑн атте нимӗҫсенчен сыхланма калатчӗ, вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче сахал ҫынна пӗлмен пулӗ ӗнтӗ!

— Ашшӗ, сӑмахран, мӗншӗн килӗшмест-ха? — ыйтрӗ Илья Ильич.

— Унӑн ашшӗ пирӗн кӗпӗрнене, сентябрь уйӑхӗнче пӗр сюртукпа та пушмакпа ҫеҫ килнӗччӗ, кайран кӗтмен ҫӗртен хӑйӗн ывӑлне пурлӑх парса хӑварчӗ — мӗне пӗлтерет ку? Акӑ мӗншӗн килӗшмест мана вӑл.

— Ывӑлне вӑл мӗн пурӗ те хӗрӗх пинлӗх пурлӑх парса хӑварнӑ. Хӑшпӗрне вӑл арӑмӗнчен парне шучӗпе илнӗ, ыттисене ачасене вӗрентнӗшӗн тата имени тытса тӑнӑшӑн илнӗ; лайӑх шалу илсе тӑнӑ… Ашшӗ айӑплӑ мар иккенне куратӑн. Ывӑлӗ мӗншӗн айӑплӑ-ха тата?

— Лайӑх ача! Сасартӑк ашшӗ панӑ хӗрӗх пинрен виҫҫӗр пине ҫитернӗ, службӑра та надворнӑй советникрен иртнӗ, ученӑй тата… халӗ авӑ ҫул ҫӳрет. Чупкӑн пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет! Чӑн-чӑн лайӑх вырӑс ҫынни ҫавӑн пек тӑвӗччӗ-и? Вырӑс ҫынни хӑшне те пулин пӗрне суйласа илет, ӑна та васкамасӑр, хуллен-хуллен те ерипен, аран-аран суйлать, ку пур — пӑх-ха мӗнешкел! Сутӑ туса пуйнӑ пулсан татахчӗ, ӗненмеллеччӗ, анчах вӑл ним ҫукран пуйса кайрӗ! Тӗрӗс ҫын мар! Ун пеккисене эпӗ суда парӑттӑм! Халӗ авӑ таҫта ҫапкаланса ҫӳрет, шуйттан пӗлет-и! — малалла каларӗ Тарантьев. — Мӗн туса ҫӳрет вӑл ют ҫӗрсенче?

— Вӗренесшӗн, пурне те курасшӑн, пӗлесшӗн!

— Вӗренесшӗн! Сахал вӗрентнӗ-и ӑна? Мӗн тума? Суять вӑл, ан ӗнен ӑна: сана вӑл пӗчӗк ачана улталанӑ пекех, куҫ кӗретӗн улталать. Пысӑк ҫынсем мӗне те пулин вӗренеҫҫӗ-им вара? Илтетӗр-и мӗн калать вӑл? Надворнӑй советник вӗренет пулать тата! Акӑ эсӗ шкулта вӗрентнӗ те, халӗ вӗренетӗн-им? Ак ку (вӑл Алексеев ҫине кӑтартрӗ) вӗренет-им? Унӑн хурӑнташӗ тата вӗренет-им? Ырӑ ҫынсенчен кам вӗренет? Мӗн вӑл унта, нимӗҫ шкулӗнче урок вӗренсе ларать-им? Суять вӑл! Эпӗ илтрӗм, вӑл темӗнле машина курма, ӑна заказ пама кайнӑ, паллах, вырӑс укҫи ҫапмалли машина вӑл! Эпӗ ӑна тӗрмене хуптарӑттӑм. Темӗнле акцисем… Ох, ҫав акцисем ӑшӑма ҫав тери пӑтратаҫҫӗ! Обломов ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Мӗн шӑл йӗретӗн? Тӗрӗс мар калатӑп-им эпӗ? — терӗ Тарантьев.

— Ну, калаҫмӑпӑр кун ҫинчен! — чарчӗ ӑна Илья Ильич. — Эсӗ ху каяс тенӗ ҫӗре кай, эпӗ Иван Алексеевичпа ҫав ҫырусене пурне те ҫыратӑп та хӑвӑртрах план ҫырса хума тӑрӑшатӑп: пӗрре ҫырнӑ чух йӑлтах тӑвас пулать ӗнтӗ.

Тарантьев малти пӳлӗме тухнӑччӗ, сасартӑк каллех таврӑнчӗ.

— Пачах манса кайнӑ! Сан пата ирех ӗҫпе килсеттӗм, — пуҫларӗ вӑл, йӑвашшӑн. — Ыран мана туя чӗнчӗҫ: Рокотов авланать. Хӑвӑн фракна парса яр-ха мана, земляк; хамӑн, ху та куратӑн, кӑштах якалчӗ…

— Мӗнле пултӑр-ха апла! — куҫхаршине пӗрсе каларӗ Обломов, Тарантьев каллех япала ыйтнӑшӑн кӳренсе, — Ман фрак сана юрамасть…

Юрать, мӗнле юрамасть! — пӳлчӗ Тарантьев. — Астӑватӑн-и, эпӗ сан сюртукна тӑхӑнса пӑхрӑм та — шӑп ман ятпа ҫӗленӗ пекех! Захар, Захар! Кил-ха кунта, ватӑ выльӑх! — кӑшкӑрчӗ Тарантьев.

Захар упа пек мӗкӗрсе илчӗ, анчах килмерӗ.

— Чӗн-ха ӑна, Илья Ильич. Мӗн вӑл сӑнӑн унашкал! — ӳпкелерӗ Тарантьев.

— Захар! — кӑшкӑрчӗ Обломов.

— Эй, сире пӗрреччӗ унта! — терӗ Захар малти пӳлӗмре, кӑмака сакки ҫинчен сиксе анса.

— Ну, мӗн кирлӗ сире? — ыйтрӗ вӑл Тарантьевран.

— Пар кунта ман хура фрака! — хушрӗ Илья Ильич. — Акӑ Михей Андреич виҫсе пӑхать, юрӑхлӑ-и ӑна: унӑн ыран туя каймалла…

— Фрак памастӑп, — татӑклӑн каларӗ Захар.

— Улпут хушать пулсан, мӗнле хӑятӑн-ха эсӗ? — кӑшкӑрса ячӗ Тарантьев. — Мӗн эсӗ, Илья Ильич, ӑна йӑвашлатмалли ҫурта ямастӑн?

— Ҫапла, ҫакӑ ҫеҫ ҫитменччӗ: старике йӑвашлатмалли ҫук та иккен! — терӗ Обломов. — Захар, фрак пар, ан чӑркӑшлан!

— Памастӑп, — сиввӗн каларӗ Захар. — Малтан вӑл пирӗн жилетпа кӗпене илсе килтӗр; пилӗк уйӑх ун патӗнче вӗсем. Ҫакнашкалах, менельнике кайма тесе илчӗ те — тӗсне те кӑтартмарӗ. Бархат жилечӗ, ҫӳхе, голландски кӗпеччӗ: ҫирӗм пилӗк тенкӗ тӑратчӗ. Фрак памастӑпах!

— Ну сывпулӑр! Ҫӑва патне сире халлӗхе! — тарӑхса каларӗ Тарантьев, тухса кайнӑ май Захара чышкипе юнаса. Асту, Илья Ильич, эпӗ сан валли хваттер илсе хуратӑп — илтетӗн-и? — хушса хучӗ вӑл.

— Ну, аван, аван! — чӑтаймасӑр каларӗ Обломов, унран хӑтӑлас тесе.

— Эсӗ кунта мӗн кирлине ҫыр, — малалла каларӗ Тарантьев, — анчах губернатора: «манӑн ҫирӗм ача, пӗчӗкрен пӗчӗкскерсем», тесе ҫырма ан ман… Пилӗк сехетре сӗтел ҫинче яшка хатӗр пултӑр! Мӗн эсӗ кукӑль пӗҫерме хушмарӑн?

Анчах Обломов шарламарӗ; вӑл ӑна паҫӑртанпах итлемест, куҫне хупса, тем шухӑшлать.

Тарантьев кайсан пӳлӗмре пӗр вунӑ минута яхӑн шӑпах пулчӗ. Обломова староста ҫырӑвӗ те, ҫӗнӗ хваттере куҫмалли те пӑшӑрхантарчӗ, Тарантьев сӳпӗлтетни те кӑштах ӗшентерчӗ. Юлашкинчен вӑл ассӑн сывласа ячӗ.

— Мӗншӗн ҫырмастӑр-ха эсир? — шӑппӑн ыйтрӗ Алексеев. — Эпӗ сире перо шӗвӗртсе парӑттӑм.

— Шӗвӗртӗр те, турӑ ҫырлахтӑр, ӑҫта пулин кайӑр! — терӗ Обломов. — Эпӗ пӗчченех ӗҫлӗп, эсир апат хыҫҫӑн куҫарса ҫырӑр.

— Питӗ аван-с, — терӗ Алексеев. — Чӑн та, чӑрмантарӑп тата темле… Эпӗ халлӗхе кайса калам-ха, пире Екатерингофа кайма ан кӗтчӗр. Сывпулӑр, Илья Ильич.

Анчах Илья Ильич ӑна итлемерӗ: вӑл, урисене хай айне хуҫлатса, кресла ҫине выртнӑ пекех ларчӗ те, куляннипе, те тӗлӗрсе кайрӗ, те шухӑша путрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней