Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрла иртсен, тинӗс ҫинче хумсем йӑлтах лӑпланса ҫитрӗҫ, шыв ытла та хытӑ чакрӗ.После полудня волны совсем улеглись, и отлив был очень сильный.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Иван Иванычпа Егорушка хӗрлӗ ҫурт патне ҫитрӗҫ, тӑкӑрлӑка сулахаялла кӗчӗҫ, вара сылтӑмри виҫҫӗмӗш хапха патнелле пӑрӑнчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах юлашкинчен акӑ, хӗвел анӑҫалла анма пуҫласан, сӑртлӑхсемпе сывлӑш ҫак асапа тӳсейми пулса ҫитрӗҫ те, чӑтӑмлӑхне ҫухатса, халтан кайса ҫитсе, хӑйсем ҫинчи пусмӑра сирсе пӑрахма хӑтланса пӑхрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кунта килнӗ чух Стайкӑ Радӑна темле те йӑпатса хутне кӗме тӑрӑшрӗ, ӗнер ак вӗсем Бяла Черквана ҫитрӗҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑлас ҫук тесе сӑмах пӗтерчӗҫ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юрдан пеккисем тӳрре тухнӑ кунсем те ҫитрӗҫ ҫав, Фратю йышши ҫынсем тӳрӗ ҫынсен шутӗнчеччӗ-ха.Наступили такие времена, когда Юрданы оказались правы, а люди, подобные Фратю, считались честными.
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Халь ӗнте Бяла Черквана ҫитрӗҫ те пуль.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗрӗксен хура кӗтӗвӗ ҫулпа ҫаплах пырса пӑшалпа персе тивертес ҫӗре ҫитрӗҫ.Черная колонна продолжала двигаться по дороге, пока не подошла к укреплению на ружейный выстрел.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малти хуралтан темиҫе ҫын хашкаса чупса ҫитрӗҫ..
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав сӑмахсем пӗр-пӗрне шӑппӑн пӗлтернипех арестленисем патне те ҫитрӗҫ.Шепотом передавались они от одного к другому и наконец достигли того места, где стояли арестованные.
XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӑлхавҫӑсем часах шкула пухӑнса ҫитрӗҫ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Членсем пурте тенӗ пекех пухӑнса ҫитрӗҫ, Димо Беспортев кӑна ҫукчӗ.Получилось так, что все члены были налицо, кроме Димо Беспортева.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпӗ хам пӳлӗмреччӗ, иртсе пыран тӗрексен ури сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫитрӗҫ иккен мана вӗлерме терӗм, куҫӑм-пуҫӑм хуралса килчӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ ҫеҫ пӑшӑрханса тӑнӑ ҫынсем лӑпланса ҫитрӗҫ, вӗсем сатурланчӗҫ.И все лица, еще недавно настороженные, вновь стали спокойными и бодрыми.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫынсем тӑна кӗрсе ҫитрӗҫ, пӑшалӗсене хул хушшине тытрӗҫ те малалла сӗнкӗлтетрӗҫ.Понемногу товарищи пришли в себя, взяли ружья под мышку и побрели дальше.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех вӗсем ту тӑррине хӑпарса ҫитрӗҫ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Полицейскисем мӑнастир хапхи патне васкаса чупса ҫитрӗҫ.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Революци юррисем кулленхи йӑлана кӗрсе ҫитрӗҫ — килте те, улахсенче те, пыра-киле урамра та ҫавӑн йышши юрӑсем илтӗне пуҫларӗҫ; савӑш юрри вырӑнне патриотла юрӑсем янӑратаҫҫӗ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла калаҫса вӗсем арман патне те ҫитрӗҫ; ҫак арман патӗнче ӗнтӗ Огнянов хӑрушӑ каҫ ирттернӗччӗ.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех ӗнтӗ чи ҫӳлти хута улӑхса ҫитрӗҫ те пӗр пӳлӗме кӗчӗҫ.Наконец они добрались до верхнего этажа и вошли в одну келью.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, 8 ҫула ҫитмен шӑллӗшӗн е йӑмӑкӗшӗн ҫитӗннӗ хӗр тӑкакӗн чӗрӗкӗ чухлӗ илмелле, 12 ҫула ҫитмен хӗрачана пӑхса усрама пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ тесе килӗшрӗҫ, 13 ҫултан иртсен хӗрачасем, урӑх ҫӗре вырнаҫмасан, мастерскоя ученица пулса вӗренме кӗреҫҫӗ, вӗсене лайӑх вӗренсе ҫитрӗҫ тесе йышӑнас пулсан, вӗсем 16 ҫултан иртсен ыттисемпе танах тулли праваллӑ шутланма пултараҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.