Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: II

Раздел: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Источник: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Добавлен: 2019.12.07 17:55

Предложений: 187; Слово: 3051

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Природа

Кӑнтӑрла ҫитес умӗн кӳме ҫул ҫинчен сылтӑмалла пӑрӑнчӗ те кӑштах кайсан чарӑнса тӑчӗ. Егорушка темскер питӗ хуллен те ачашшӑн шӑнкӑртатнине илтрӗ, унӑн питне сивӗ бархат евӗр темле урӑхла сывлӑш сӗртӗнсе иртрӗ. Сӑрт хӗрринчен калама ҫук пысӑк та килпетсӗр чулсем тухса тӑраҫҫӗ, унта такам темле ырӑ ҫын варӑш кӗпҫи лартса хунӑ, кӗпҫинчен ҫинҫе йӑрӑмпа шыв юхса выртать. Вӑл ҫӗр ҫине ӳкет, тап-тасаскер, хаваслӑскер, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса та хуллен шӑнкӑртатса, хӑйне вӑйлӑ та шавлӑ шыв юхӑмӗ пек туйса, хӑвӑрт таҫта сулахаялла чупать. Сӑртлӑхран инҫех те мар ҫак пӗчӗкҫӗ юханшыв кӳлленчӗк пулса выртать; вӗри хӗвел пайӑркисем тата хӗрсе кайнӑ тӑпра ӑна ӗмӗтсӗррӗн ӗмеҫҫӗ те унӑн пӗтӗм вӑйне пӗтерсе лартаҫҫӗ; анчах кӑшт леререх кайсан вӑл, ахӑртнех, тепӗр ҫавнашкал пӗчӗкҫӗ юханшывпа пӗрлешет пулмалла, мӗншӗн тесен сӑртлӑхран пӗр ҫӗр утӑмра анатра ҫӑра та ешӗл хӑях ӳсет — кӳме ҫывхарса пынӑ чухне ҫав хӑях хушшинчен вӑрӑм сӑмсаллӑ виҫӗ шур качаки ҫуйхашса вӗҫсе тухни курӑнчӗ.

Ҫул ҫинчи ҫынсем пӗчӗкҫӗ шыв хӗррине канма, лашисене ҫитерме майлашӑнса ларчӗҫ. Кузьмичовпа Христофор атте тата Егорушка кӳмепе тӑварнӑ лашасенчен ӳкекен сулхӑнлӑ вырӑна кӗҫҫе сарчӗҫ те апат ҫиме тытӑнчӗҫ. Шыв ӗҫсе чӑмӑрла пӗҫернӗ пӗр ҫӑмарта ҫисе янӑ хыҫҫӑн Христофор аттен пуҫ мимийӗнче шӑрӑха пула хытса ларнӑ хаваслӑ та лайӑх шухӑш ирӗке тухасшӑн пулчӗ пулмалла — Егорушка ҫине вӑл ачашшӑн пӑхса илчӗ те, ҫӑварӗнчи апатне чӑмласа пӗтерсен, калаҫма пуҫларӗ:

— Эпӗ хам та, тӑванӑм, вӗреннӗ. Мӗн пӗчӗкренпех турӑ мана ӑнкару тата ӑнлану панӑ, ҫавӑнпа та эпӗ хӑшпӗрисем пек пулман, ирех, сан ҫулусенче чухнех, атте-аннене те, вӗрентекенӗмсене те тӑн-пуҫӑмпа тивӗҫтерсе лӑплану-киленӗҫ кӳнӗ. Вунпиллӗк те тултарманччӗ-ха, хам вара латынла вырӑсла пекех лайӑх калаҫаттӑм, сӑвӑсем ҫыраттӑм. Таса атте Христофор патӗнче, астӑватӑп, мана жезл йӑтакан тунӑччӗ. Пӗррехинче кӑнтӑр кӗлли хыҫҫӑн, — хальхи пекех астӑватӑп-ха, пиллӗхлӗ патшамӑр Александр Павлович кунӗччӗ ун чухне, — таса атте Христофор алтарьте ман ҫине ачашшӑн пӑхрӗ те ҫапла ыйтрӗ: «Puer Bone guam appellaris». Эпӗ ӑна калатӑп: «Christophorus sum». Вӑл вара: «Ergoconnominati summus», урӑхла ӗнтӗ, пӗр ятлӑскерсем-ҫке эпир тет. Унтан татах латынла ыйтать: «Кам ачи эсӗ?» Эпӗ те ӑна хам Лебединское салинчи Сирийский тиечук ывӑлӗ пулни ҫинчен латынла пӗлтеретӗп. Эпӗ ҫапла уҫӑмлӑ та хӑвӑрт пуплеме пултарнине асӑрхасан, таса атте мана пиллерӗ те ҫапла каларӗ: «Ҫырса пӗлтер аҫуна, эпӗ ӑна манмӑп, сан ҫинчен те шухӑшлӑп». Алтарьти протоиерейсемпе пачӑшкӑсем, пирӗн латынла диспута итлесе, самай хытӑ тӗлӗнчӗҫ, кашниех мана кӑмӑллӑн мухтама манмарӗҫ. Сухал шӑтичченех эпӗ, тӑванӑм, латынла та, грекла та, французла та вулама вӗреннӗччӗ, философие, математикӑна, гражданла историе, пӗтӗм наукӑна пӗлеттӗм. Турӑ мана тӗлӗнмелле ҫирӗп тӑнпуҫ панӑ. Пӗр япалана икӗ хут вулаттӑм та пӑхмасӑр калама пултараттӑм. Вӗрентекенсемпе ӑс паракансем тӗлӗнетчӗҫ, эпӗ ӑслӑ ученӑя тухасса, чиркӳ чапӗ пуласса ӗненетчӗҫ. Эпӗ хам та Кеюве кайса наукӑсене малалла вӗренесшӗнччӗ, анчах аттепе анне пиллемерӗҫ. «Эсӗ, — тетчӗ атте, — ӗмӗр-ӗмӗр вӗренӗн те, сана эпир ун пек хӑҫан кӗтсе илейӗпӗр-ха?» Ҫавнашкал сӑмахсене илтсе, эпӗ наукӑсене вӗренме пӑрахрӑм та вырӑна кӗтӗм. Чӑнах та ӗнтӗ, ученӑя тухаймарӑм эпӗ, ун вырӑнне атте-анне сӑмахӗнчен иртмерӗм, вӗсен ватлӑхне лӑплантартӑм, вилсен, иккӗшне те чыслӑн пытартӑм. Ҫапла итлени вӑл кӗлтунипе типӗ тытнинчен те пахарах!

— Халӗ ӗнтӗ эсир ҫав наукӑсене пӗтӗмпех маннӑ пуль? — ыйтрӗ Кузьмичов.

— Епле манам мар-ха? Турра шӗкӗр, саккӑрмӗш теҫетке ҫинче пыратӑп. Философипе риторикӑран хӑш-пӗрисене астӑватӑп, ют чӗлхесемпе математикӑна вара пач маннӑ.

Христофор атте куҫне хӗссе лартрӗ, кӑштах шухӑшласа пырсан, ҫурма сасӑпа ҫапла каласа хучӗ:

— Мӗн вӑл япала? Япала вӑл — пӗр хӑйӗнчен ҫеҫ тӑракан япала, ун ҫумне урӑх мӗн те пулин нимӗн те ҫыпҫӑнма пултараймасть.

Вӑл пуҫне пӑркаласа илчӗ те кӑмӑлӗ питӗ тивӗҫнине туйнипе кулса ячӗ.

— Чун апачӗ! — терӗ вӑл. — Чӑнлӑхах ҫав ӗнтӗ: матери ӳте тӑрантарать, чун апачӗ — чуна!

— Наукисем, ан тив, наукӑсемех юлччӑр-ха, анчах та Варламова хӑваласа ҫитейместпӗр пулсан, ку вара пирӗншӗн чӑннипех те наука пулать.

— Этем йӗп мар, тупатпӑр. Вӑл халь ӗнтӗ пурпӗр ҫак таврашрах ҫаврӑнса ҫӳрет.

Хӑях ҫийӗн хайхи виҫӗ шур качаки вӗҫсе иртрӗ, вӗсен чийлетсе тухакан сассинче пӗчӗкҫӗ юханшыв патӗнчен хӑваласа янӑшӑн кӳренни, канӑҫсӑрланни сисӗнчӗ. Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, васкамасӑр чӑмларӗҫ, Дениска вӗсем патӗнчех ҫӳрерӗ, хуҫасем хӑяр, кукӑль, ҫӑмарта ҫини хӑйшӗн ниме те пӗлтерменнине кӑтартасшӑн пулса, ҫине тӑрсах лашасен ҫурӑмӗсемпе хырӑмӗсене сӑрса илнӗ шӑна-пӑвана вӗлерес ӗҫпе тӑрмашрӗ. Пыр тӗпӗнчен темле хӑйне майлӑ йӗкӗлтевлӗ-ҫӗнтерӳллӗ сасӑсем кӑларса, вӑл пӗр пӑлханмасӑр лашасем ҫинчи шӑна-пӑвана ҫапа-ҫапа ҫӳрерӗ, тӗл тивертеймесен кашнинчех ӳкӗнӗҫлӗн эхлете-эхлете илчӗ, вилӗмрен хӑтӑлса чӗрӗ юлнӑ телейлӗ кашни шӑна-пӑванах сывлӑшра чылайччен пӑхса ӑсата-ӑсата ячӗ.

— Дениска ӑҫта ҫӳрен эс унта! Кил, апат ҫи! — терӗ те Кузьмичов, хӑй ҫисе тӑраннине пӗлтерсе, йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Дениска кӗҫҫе патне хӑюсӑррӑн пычӗ те хӑй валли сарӑхнӑ пилӗк пысӑк хӑярпа кӗл ҫинче пӗҫернӗ ҫурӑк хупӑллӑ икӗ хура ҫӑмарта суйласа илчӗ (хӑярӗсене пӗчӗкреххисемпе симӗссисене илме вӑл именчӗ), унтан, тӑснӑ аллинчен такам ҫапасран шикленнӗ пек, пӳрнисемпе пӗчӗк кукӑле перӗнчӗ.

— Ил, ил! — васкатрӗ ӑна Кузьмичов.

Дениска халь ӗнтӗ кукӑле хӑюллӑнах илчӗ те, айккинелле инҫете пӑрӑнса, ҫӗр ҫине ҫурӑмӗпе кӳме еннелле ларчӗ. Ҫавӑнтах хытӑ ҫатӑртаттарса чӑмлани илтӗнсе кайрӗ, ытлашши хытӑ чӑмланине илтсе, Дениска ҫине ҫынсем ҫеҫ мар, лашасем те темле иккӗленӳллӗн ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Кузьмичов кӳмерен мишук туртса кӑларчӗ.

— Эпӗ ҫывӑрма выртап, эсӗ ҫак мишука ман пуҫ айӗнчен кӑларса ан илччӗр тесе пӑхкаласа лар, — хушрӗ вӑл Егорушкӑна.

Христофор атте рясине, сӑхманне хыврӗ те, Егорушка, ун ҫине пӑхса, тӗлӗнсе хытсах кайрӗ. Вӑл ку таранччен нихӑҫан та пачӑшкӑсем шӑлавар тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ теменччӗ, кунта вара Христофор атте чӑн-чӑн пир шӑлавар тӑхӑнса янӑ, ӑна ҫӳллӗ кунчаллӑ атти ӑшне чикнӗ, ҫийӗнче те унӑн кӗске улача куртка иккен. Чиркӳ ҫыннине килӗшмен ҫак тумтирпе вӑл, вӑрӑм ҫӳҫлӗ те сухаллӑскер, Егорушкӑна чӑн-чӑн Ро6инзон Крузе пекех туйӑнса кайрӗ. Салтӑнса пӗтерсен, Христофор аттепе Кузьмичов кӳме айне сулхӑна пичӗсемпе хире-хирӗҫле выртрӗҫ те куҫӗсене хупрӗҫ. Дениска та апатне ҫисе пӗтернӗ хыҫҫӑнах хӗвел ҫине месерле выртрӗ, куҫне хупрӗ.

— Асту, лашасене такам ҫавӑтса ан кайтӑр! — терӗ те вӑл Егорушкӑна ҫавӑнтах ҫывӑрса та кайрӗ.

Шӑп пулса тӑчӗ. Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ.

Егорушка, апат хыҫҫӑн пушшех те вӑйлӑ сисӗнекен шӑрӑхпа антӑхса, хӑях патне чупса кайрӗ те тавралӑха ҫавӑнтан пӑхса ҫаврӑнчӗ. Кӑнтӑрлаччен мӗн курнӑ, халӗ те вӑл ҫавнах курчӗ; тӳремлӗх, сӑртлӑхсем, тӳпе, хӑмӑр кӑвак инҫет; сӑртлӑхӗсем ҫеҫ халь ӗнтӗ ҫывӑхрарах ларнӑ пек туйӑнчӗҫ, тата хыҫала инҫете юлнӑ арман курӑнмарӗ. Пӗчӗкҫӗ шыв юхакан чуллӑ сӑртлӑх хыҫӗнчен тепӗр сӑртлӑх, малтанхинчен чылай сарлакарах та тикӗсрехскер, курӑнать: ун ҫинче пилӗк-ултӑ киллӗ пӗчӗкҫӗ ял вырнаҫса ларнӑ. Пӳртум патӗнче ҫынсем те, йывӑҫсем те, мӗлкесем те ҫук, вӗри сывлӑша пула ялӗ вилсе хытса ларнӑнах туйӑнать. Ним тума аптранипе Егорушка курӑк ӑшӗнчен пӗр шӑрчӑка тытрӗ те ӑна, чӑмӑркка ӑшне хупнӑскере, хӑлхи патне илсе пычӗ, вӑл хӑйӗн сӗрме купӑсне мӗнле каланине чылайччен итлерӗ. Музыка йӑлӑхтарса ҫитерсен, хӑях патне шыв ӗҫме килнӗ сарӑ лӗпӗшсене хӑвалама пуҫларӗ, ҫавна май кӳме ҫывӑхне епле майпа тепре килсе тухнине сисеймесӗрех юлчӗ. Куккӑшӗпе Христофор атте тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ; лашасем каниччен ҫапла пӗр икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем… Мӗнле ирттерсе ямалла-ши ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта тата епле тӳсмелле-ши ку шӑрӑха? Калама йывӑр… Шухӑшламасӑрах ҫӑварне Егорушка кӗпҫе витӗр юхакан шыв пайӑрки тӗлне тытрӗ; унӑн ҫӑварне сивӗ пулса кайрӗ, тата вӑл ҫавӑнтах варӑш кӗпҫи тутине сиссе илчӗ; малтан вӑл ӗҫес килнипех ӗҫрӗ, унтан — ирӗксӗртереххӗн, юлашкинчен — ҫӑварти сивӗ пӗтӗм ӳте куҫса сарӑличчен, шыв кӗпе тӑрӑх юхма тытӑниччен. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каллех кӳме патне пычӗ те ҫывӑракансем ҫине пӑхма тытӑнчӗ. Хӑй ӗҫӗшӗн хыпса ҫунаканскер, Кузьмичов яланах — ҫывӑрнӑ чух-и унта е чиркӳре «Иже херувимы» юрласа кӗлтунӑ чух та-и — вӗҫсӗр суту-илӳ ҫинчен шухӑшлать, ӑна пӗр самантлӑха та манӑҫа хӑварма пултараймасть; халӗ те тӗлӗкре вӑл, ахӑртнех, ҫӑм миххисемпех, лавсемпех, тавар хакӗсемпех, Варламовпах аташать пулӗ-ха… Христофор атте вара, ҫемҫе чунлӑскер те ҫӑмӑлттайскер, кулӑшласкер, ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑйӗн чунне пуслӑх ҫӗлен пек пӑвса лартма пултараякан пӗр-пӗр ӗҫпе ҫыхланса курман-ха. Ӗмӗрӗ тӑршшӗнче вӑл сахал мар ӗҫ тунӑ, анчах ӑна нихӑҫан та ӗҫӗ хӑй мар, ытларах ҫынсемпе хутшӑнни-тӗркӗшни илӗртнӗ. Ку ҫулҫӳревре те акӑ ӑна ҫӑм мар, Варламовпа хаксем те мар, ытларах вӑрӑм ҫул, кӳмери калаҫусем, ҫӗр ҫинче ҫывӑрни, вӑхӑтра апат ҫименни кӑсӑклантарать. Пичӗ ҫине пӑхсан, ахӑртнех, вӑл халӗ тӗлӗкӗнче таса атте Христофора, латинла диспута, арӑмне, кӑпӑш йӑвапа хӑймана, пӗр сӑмахпа каласан, Кузьмичова мӗн курӑнма пултараймасть, ҫавсене курса ҫывӑрать пуль-ха.

Ҫывракансем ҫине Егорушка ҫапла пӑхса тӑнӑ май кӗтмен ҫӗртен шӑппӑн юрлани илтӗнсе кайрӗ. Таҫта ҫывӑхра мар хӗрарӑм юрлать, анчах ӑҫта тата хӑш енче — ӑнланма йывӑр. Йӗнӗ чухнехи пек хурлӑхлӑн та тӑстарса хуллен юрлани, хӑлхана аран-аран кӗрекенскер, е сылтӑмран, е сулахайран, е ҫӳлтен, е ҫӗр айӗнчен илтӗнет, ҫеҫенхир ҫийӗн куҫа курӑнман асамлӑ сывлӑш вӗҫсе ҫӳресе юрлать тейӗн. Унталла пӑхать Егорушка, кунталла, анчах тӗлӗнмелле юрра ӑҫта юрланине ҫаплах ӑнланаймасть; каярахпа, тимлӗрех итлесе тӑрсан, ӑна ку юрра курӑк юрланӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; юрринче вӑл, ҫурма вилнӗскер, йӑлтах пӗтме ӗлкӗрнӗскер, такама сӑмахсӑр, анчах питӗ хурланса та чун-чӗреренех хӑй айӑплӑ марри ҫинчен, хӗвел ӑна ахалех ҫунтарса типӗтсе яни ҫинчен ӗнентересшӗн тӑрӑшать; вӑл чӑтма ҫук пурӑнас килни ҫинчен калать — вӑл ҫамрӑк-ҫке-ха, шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑк мар пулсан, илемлӗх упранса ӳсмеллеччӗ; айӑпӗ ҫук унӑн, анчах вӑл пурпӗрех такамран каҫару ыйтать, ҫав вӑхӑтрах хӑйне тӳсмелле мар тунсӑхлӑ, ыратуллӑ, шел пулни ҫинчен тупа туса ӗнентерет…

Егорушка ҫапла кӑштах итлесе тӑчӗ те, хуллен тӑсӑлакан тунсӑхлӑ юрра пула ӑна сывлӑш пушшех те пӑчӑланса, вӗриленсе, хытса пынӑн туйӑнчӗ. Текех илтес мар тесе, вӑл, юрласа та урисемпе юриех тапӑртаттарса, хӑях патнелле чупса кайрӗ. Кунтан вӑл пур еннелле те пӑхса тухрӗ, юлашкинчен тинех кам юрланине шыраса тупрӗ. Ялти чи хӗрринчи ҫурт патӗнче тӑрнанни пек вӑрӑм та хытанка ураллӑ хӗрарӑм, аялти кӗпипе ҫеҫ юлнӑскер, алапа тем аллать; али витӗр тухакан шурӑ тусан юлхавлӑн анаталла вӗҫет. Халӗ ӗнтӗ кам юрлани тӗппипех паллӑ пулчӗ. Хӗрарӑмран хӑлаҫ аяккарах шӑлаварсӑр ҫара пуҫлӑ пӗчӗк ача хускалмасӑр тӑрать. Пӗтӗмпех юрӑ тыткӑнне кӗрсе ӳксе хытнӑскер, вӑл пӗрре те йӑшӑлтатмасть, таҫта анаталла, ахӑртнех, Егорушкӑн хӑмач кӗпи ҫине пуль пӑхать.

Юрлама чарӑнчӗҫ. Егорушка кӳме патнелле юлхавлӑн утрӗ, каллех шыв патне пычӗ.

Анчах вӑхӑт нумай та иртмерӗ, татах тепӗр хут хуллен тӑстарса юрлани илтӗнме тытӑнчӗ. Хытанка вӑрӑм ураллӑ ҫав хӗрарӑмах тӗмеске хыҫӗнче ялта юрлать. Егорушкӑна ҫӗнӗрен кичем пулса кайрӗ. Вӑл шыв юхакан ҫӗртен тӑчӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ. Мӗн курни ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе, вӑл кӑштах хӑраса та кайрӗ. Унӑн пуҫӗ тӑрринчех килпетсӗр чул катрамӗ ҫинче кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тухнӑ хайхи пӗчӗкҫӗ ача, паҫӑр хӗрарӑм ҫумӗнче пулнӑскер, хускалмасӑр тӑрать; мӑнтӑрккаскер, мӑкӑрӑлчӑк пысӑк хырӑмлӑскер, ҫинҫе ураллӑскер. Хӑй умӗнче леш тӗнчерен килнӗ ҫынсене курнӑ пек, вӑл Егорушкӑн хӑмач кӗпипе кӳме ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр та ҫӑварне карса пӑрахсах тӗлӗнсе, хӑраса пӑхать. Хӗрлӗ кӗпе тӗсӗ ӑна ачашласа хӑй патнелле туртать, кӳмепе ун айӗнче ҫывӑракан ҫынсем вара пӗлес килнипе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ; ахӑртнех, кӗпен илемлӗ тӗсне курса тата унта камсем пуррине пӗлесшӗн пулса, хӑй те сисеймен пулӗ вӑл, ялтан ҫакӑнта ҫити аннӑ та халь акӑ хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑй тӗлӗнсе тӑрать. Егорушка чылайччен пӑхрӗ ун ҫине, лешӗ — Егорушка ҫине. Иккӗшӗ те ҫаплах чӗнмерӗҫ-ха, хӑйсене темле мелсӗррӗн туйрӗҫ.

— Мӗн ятлӑ эсӗ? — чылайччен тӑнӑ хыҫҫӑн ыйтрӗ Егорушка.

Палламан ачан питҫӑмартийӗсем пушшех хӑпарса кайнӑ пек пулчӗҫ; ҫурӑмӗпе вӑл чул ҫумне таянчӗ, куҫне чарса пӑхрӗ, тутине хускаткаласа илчӗ, вара хӑйӑлтатсарах тухакан хулӑн саспа:
— Тит, — тесе хучӗ.

Ачасем урӑх калаҫмарӗҫ. Егорушка ҫинчен куҫне илмесӗр тата кӑштах чӗнмесӗр тӑрсан, тӗлӗнтермӗш Тит пӗр урине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, ура тупанӗпе хыпашласа, тӑмалли меллӗ вырӑн шырарӗ, вара чул ҫине хӑпарчӗ; кунтан вӑл Егорушка ҫине тӳррӗн пӑхса — хӑйне хыҫалтан ҫапасран хӑрарӗ тейӗн — кутӑн чакрӗ, тепӗр чул ҫине улӑхрӗ, вара малалла та ҫапла майпах хӑпарса пырса, тӗмеске тепӗр енче ҫухалчӗ.

Вӑл курӑнми пулсан, Егорушка чӗркуҫҫийӗсене аллипе ытамларӗ те пуҫне усрӗ… Вӗри хӗвел пайӑркисем унӑн ӗнсине, мӑйне, ҫурӑмне ҫунтарса пӗҫертрӗҫ. Хуллен, васкамасӑр юхакан юрӑ ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра пӗрре хытӑраххӑн илтӗнчӗ, тепре пач илтӗнме пӑрахрӗ, пӗчӗкҫӗ юханшыв пӗр сасӑллӑн шӑнкӑртатрӗ, лашасем хӑйсен апатне кӑмпӑртаттарса ҫирӗҫ, вӑхӑтӑн, хытса чарӑнса ларнӑ пекех, вӗҫӗ-хӗрри пач курӑнмарӗ. Иртенпе темиҫе сехет мар, ҫӗр ҫул иртнӗн туйӑнчӗ.

Турӑ Егорушкӑна, кӳмепе лашасене сывлӑшра, ҫак сӑртлӑхсем евӗр, йӑлтах чуллантарса лартса, ӗмӗрлӗхех кунта хӑварасшӑн мар-ши?

Егорушка пуҫне ҫӗклерӗ те халтан кайса ҫитнӗ куҫӗпе хӑй умнелле пӑхрӗ; хӑмӑр кӑвак инҫетлӗх, ку таранччен хускалмасӑр тӑнӑскер, сулланма тытӑнчӗ, пӗлӗтпе пӗрле таҫта татах та аяккалла куҫса кайнӑн туйӑнчӗ… Хӑйпе пӗрле вӑл сарӑхнӑ курӑка, хӑяха илсе кайрӗ, тарса пыракан инҫет хыҫҫӑн халь ӗнтӗ Егорушка та калама ҫук хыттӑн малалла вӗҫрӗ. Темле вӑй ӑна вӗҫсӗр инҫетелле туртрӗ, ун хыҫҫӑн, юлмасӑр, шӑрӑх та, ывӑнтаракан юрӑ та пӗрлех пычӗҫ. Егорушка пуҫне усрӗ те куҫне хупрӗ…

Чи малтан Дениска вӑранчӗ. Ӑна темле шӑна ҫыртнӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл сиксе тӑчӗ те, хулпуҫҫине хӑвӑрт хыҫса, мӑкӑртатса илчӗ:

— Эсрел, пӗтме маннӑскер!

Унтан вӑл пӗчӗкҫӗ ҫырма патне пычӗ, тӑраниччен шыв ӗҫрӗ, чылайччен ҫӑвӑнчӗ. Вӑл шыв сирпӗте-сирпӗте, тулхӑрса ҫӑвӑннипе Егорушка та манӑҫлӑхран тухса вӑранчӗ.

— Час каятпӑр-и? — Денискӑн шыв тумламӗсемпе те сартутпа сапӑннӑ мрамор тӗслӗ йӗпе пичӗ ҫине пӑхса ыйтрӗ ача.

Лешӗ хӗвел ӑҫтине шыраса тупрӗ те:
— Часах каятпӑр пуль, — терӗ.

Вӑл кӗпе арки вӗҫӗпе шӑлӑнса типӗнчӗ, питӗ ӗҫлӗ ҫын евӗр пулса тӑчӗ, вара хӑрах ури ҫинче сикме тытӑнчӗ.

— Кил-ха, хӑях патне кам маларах сиксе ҫитет? ! — терӗ вӑл.

Шӑрӑхпа тата ыйхӑллӑ пулнипе Егорушка йӑлтах лӗнчӗрккеленсе ҫитнӗччӗ, ҫапах та ун хыҫҫӑн сиксе кайма хирӗҫ пулмарӗ-ха вӑл. Дениска ӗнтӗ ҫирӗм ҫулсенелле ҫитсе пырать, лавҫӑра ӗҫлет, авланма хатӗрленет, анчах хӑйӗнчен ача ӑсӗ ҫаплах тухса пӗтмен-ха. Вӑл хут ҫӗленсем яма, кӑвакарчӑн хӑвалама, чушкӑлла выляма, хӑваласа ҫитмелле тупӑшма юратать, яланах ача-пӑча вӑййисене, тавлашӑвӗсене хутшӑнать. Хуҫисем пӑрӑнччӑр кӑна е ҫывӑрса кайччӑр кӑшт, вӑл тӳрех хӑрах уран сиккелеме, аллисем ҫинче чул сиктерме тытӑнать. Вӑл пӗчӗккисен ушкӑнӗнче мӗн тери чунне парса вылянине курса тӑрсан, ҫитӗннӗ кирек мӗнле ҫын та ун пирки: «Курӑр-ха, мӗнле ханттар!» — тесе каламасӑр иртеймӗ. Ачасем вара пысӑк лавҫӑ хӑйсен вӑййисене ҫапла пырса хутшӑннинче нимӗнле тӗлӗнтермӗш те курмаҫҫӗ: ан тив, вылятӑр, ан хӗнетӗр ҫеҫ! Пӗчӗк йытӑсен те ҫавнашкалах пулать: пӗр-пӗр пысӑк йытӑ вӗсен ушкӑнне хутшӑнса чун-чӗререн выляма тытӑнать пулсан, уншӑн вӗсем ним чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ.

Дениска Егорушкӑран иртсе кайрӗ, ҫавӑншӑн питӗ савӑнчӗ. Вӑл куҫ хӗссе илчӗ те, вара, хӑрах уран хӑй мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ инҫе сикме пултарнине кӑтартасшӑн пулса, Егорушкӑна ҫул тӑрӑх сиксе кайса каялла кӳме патне таврӑнма сӗнчӗ. Егорушка ку сӗнӳпе килӗшмерӗ, ун сывлӑшӗ капла та пӳлӗнсе ларнӑччӗ ӗнтӗ, вӑл халсӑрланса ҫитнӗччӗ.

Сасартӑк Дениска кулкалама пӑрахрӗ, сӑн-пичӗ унӑн Кузьмичов вӑрҫнӑ е патакпа ҫапма тӑнӑ чухнехи евӗрех — унран та ытларах пуль-ха — сыхлануллӑ пулса тӑчӗ; пӗр хушӑ итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑрах чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленчӗ, халь ӗнтӗ ун пичӗ ҫине темле тухатмӑшла усал япала илтнӗ чухнехи пек пулакан сехӗрленӳ йӗрӗсем шуса тухрӗҫ. Вӑл куҫӗпе пӗр пӑнча тӗллерӗ, пӗчӗкҫӗ кимӗ пек тунӑ ал лаппине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, вара сасартӑк ҫӗр ҫине хырӑмӗпе ӳкрӗ те хайхи аллипе курӑка ҫапрӗ.

— Пулчӗ! — ҫӗнтерӳллӗн хӑрӑлтатса илчӗ вӑл, унтан, тӑрса, Егорушка куҫӗ патнех пысӑк шӑрчӑк илсе пычӗ.

Шӑрчӑка лайӑх пуль тесе, Егорушкӑпа Дениска унӑн сарлака симӗс ҫурӑмне пӳрнепе сӑтӑра-сӑтӑра пӑхрӗҫ, сухалне тӗрткелерӗҫ. Унтан Дениска юн ӗҫсе тултарнӑ мӑнтӑр шӑна тытрӗ, ӑна шӑрчӑка пачӗ. Лешӗ, Денискӑпа тахҫантанпах паллашнӑ пек, хӑйӗн хыпкӑч пек пысӑк янах шӑммисене ним пӑлханмасӑр хускаткаларӗ те шӑнан хырӑмне татса ҫирӗ. Ӑна вӗҫертсе ячӗҫ, вал, ҫуначӗн аял енчи кӗрентерех тӗсӗпе йӑлтӑртаттарса, курӑк ӑшне ларчӗ, чӗриклеттерсе юрлама пуҫларӗ. Шӑнана та вӗҫертсе ячӗҫ, вӑл ҫуначӗсене тӳрлетрӗ те хырӑмӗсӗрех лашасем патнелле вӗҫрӗ.

Кӳме айӗнчен йывӑррӑн хашлатса сывлани илтӗнчӗ. Кузьмичов вӑранчӗ. Вӑл хӑвӑрт пуҫне ҫӗклерӗ те канӑҫсӑррӑн инҫетелле пӑхрӗ; вӑл Егорушкӑпа Денискӑна асӑрхамасӑр ҫапла пӑхнинченех паллӑ пулчӗ: вӑраннӑ-вӑранманах Кузьмичов ҫӑм ҫинчен, Варламов ҫинчен шухӑшларӗ ӗнтӗ.

— Христофор атте, тӑрӑр, кайма вӑхӑт ҫитнӗ! — пӑлханса калаҫма тытӑнчӗ вӑл. — Ҫитӗ кун чухлӗ ҫывӑрнипе, ахаль те ҫывӑрсах ӗҫе харама ятӑмӑр. Дениска, кӳл лашасене!

Христофор атте мӗнле кулӑпа ҫывӑрса кайнӑ, ҫавнашкал кулӑпах вӑранчӗ. Ыйха пула пичӗ унӑн лапчӑнса-пӗркеленсе пӗтнӗ тата вӑл икӗ хут пӗчӗкленсе ларнӑн туйӑнать. Ҫӑвӑнса тумланнӑ хыҫҫӑн кӗсйинчен пачӑшкӑ васкамасӑр ҫулланса кайнӑ пӗчӗк псалтырь кӑларчӗ те пичӗпе тухӑҫалла тӑчӗ, пӑшӑлтатса вулама, сӑхсӑхма тытӑнчӗ.

— Христофор атте! — кӑмӑлсӑррӑн асӑрхаттарчӗ Кузьмичов — Кайма вӑхӑт ҫитнӗ, лашасене кӳлнӗ, эсир пур, туршӑн та…

— Халех, халех… — мӑкӑртатрӗ Христофор атте. — Кафизмсене вуламалла… Паян вуламан-ха эп вӗсене.

— Кафизмсене кайран та вулама пулатчӗ.

— Иван Иваныч, кашни кун манӑн хамӑн йӗркисем… Юрамасть.

— Турӑ каҫарнӑ пулӗччӗ капла та. Чӗрӗк сехет Христофор атте ҫапла, хӗвелтухӑҫнелле хускалмасӑр пӑхса, тутине хускаткаласа тӑчӗ, Кузьмичовӗ ҫав вӑхӑтра ӑна кураймасӑр тенӗ пекех тарӑхса сӑнарӗ, хулпуҫҫийӗсене чӑтӑмсӑррӑн ҫӗклекелерӗ. Уйрӑмах ӑна Христофор атте «мухтав» сӑмаха кашни каламассеренех сывлӑш ҫӑтса хӑвӑрт сӑхсӑхни, ыттисем те сӑхсӑхчӑр тенипе юриех хыттӑн виҫшер хут: «Аллилуя, аллилуя, аллилуя, мухтав сана, турӑ!» — тени хытӑ тарӑхтарчӗ.

Юлашкинчен пачӑшкӑ йӑл кулса ячӗ те тӳпенелле пӑхрӗ, псалтырьне кӗсйине чикрӗ, вара:
— Finis! — терӗ.

Тепӗр минутран кӳме каллех ҫула тухрӗ. Ларса пыракансем хальхинче те иркӳлӗм мӗн курнӑ, пӗтӗмпех ҫавна курса пычӗҫ — малалла мар, каялла каяҫҫӗ тейӗн вӗсене. Сӑртлӑхсем ҫаплах хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалаҫҫӗ, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пулас вӗсен; хытхура, чул муклашкисем, вырнӑ анасем ирте-ирте юлаҫҫӗ тата ҫеҫенхир ҫийӗн ҫав хура кураксемех вӗҫеҫҫӗ те хӑлат ҫунаттисемпе васкамасӑр авӑсать. Шӑрӑхпа шӑплӑха пула сывлӑш пӗр варкӑшсӑр хытса тӑрать, лӗштӗр кайнӑ ҫутҫанталӑк чӗмсӗрлӗх ӑшне путнӑ… Ҫил те, пӗр-пӗр янӑравлӑ уҫӑ сасӑ та, пӗлӗт те ҫук.

Анчах юлашкинчен акӑ, хӗвел анӑҫалла анма пуҫласан, сӑртлӑхсемпе сывлӑш ҫак асапа тӳсейми пулса ҫитрӗҫ те, чӑтӑмлӑхне ҫухатса, халтан кайса ҫитсе, хӑйсем ҫинчи пусмӑра сирсе пӑрахма хӑтланса пӑхрӗҫ. Сӑртлӑхсем хыҫӗнчен кӗтмен ҫӗртен кӗл тӗслӗ кӑвакрах кӑтра пӗлӗт курӑнчӗ. Вӑл ҫеҫенхир ҫине пӑха-пӑха илчӗ те — курӑр, эпӗ хатӗр терӗ-ши? — тӗксӗмленме тытӑнчӗ. Хытса ларнӑ сывлӑшра сасартӑк тем татӑлса кайнӑ пек пулчӗ, ҫил вӑйлӑ ҫавӑрттарса ҫӗкленчӗ, вара шӑхӑрса та шавласа, ҫеҫенхир тӑрӑх вирхӗнчӗ. Ҫавӑнтах курӑксемпе пӗлтӗрхи хытхура кашӑртатма тытӑнчӗҫ, ҫул ҫинче тусан юпи пӗтӗрӗнсе ҫӗкленчӗ, хӑй хыҫҫӑн улӑм ҫӳпписене, шӑрчӑксемпе тӗксене туртса, хуп-хура пӗтӗрӗнсе, пӗлӗте, хӗвеле тӗксӗмлентерсе лартрӗ. Ҫеҫенхир тӑрӑх такӑна-такӑна та сике-сике шуйттан ураписем урлӑ та пирлӗ кусма тытӑнчӗҫ, пӗри, ҫавраҫил варрине лексе, кайӑк пек пӗтӗрӗнме пуҫларӗ, пӗлӗтелле ҫӗкленчӗ, унта вара пӑнчӑ пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ те часах куҫран та ҫухалчӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӳлелле тепӗр шуйттан урапи, унтан тата тепри ҫӗкленчӗ, лере вӗсем, кӑвак тӳпере, пӗр-пӗринчен иккӗше тытӑҫса ӳкнӗ чухнехи пек ҫакланчӗҫ.

Ҫул хӗрринченех хирчӗк вӗҫсе тухрӗ. Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать… Сывлӑшра кӑпшанкӑ евӗрех чӗтренсе, чӑпаррӑн курӑнса, хирчӗк тӳррӗнех тӳпене ҫӳле ҫӗкленчӗ те, тусан пӗлӗтӗнчен хӑраса пулӗ, айккинелле вирхӗнчӗ, чылайччен куҫ умӗнче вӗлтӗртетсе тӑчӗ…

Ҫавраҫил шуйхатнипе, нимӗн те ӑнланса илеймесӗр, курӑк ӑшӗнчен карӑш вӗҫсе тухрӗ. Вӑл, ытти мӗнпур кайӑк пек, ҫиле хирӗҫ мар, ҫиле май вӗҫрӗ, ҫавна пула унӑн тӗкӗсем арпашӑнса кайрӗҫ, вӑл чӑх пысӑкӑш пулса кӑпӑшланса ларчӗ, питӗ тарӑхнӑ пек курӑнчӗ. Хура кураксем кӑна, ҫеҫенхирте пурӑнсах ватӑлнӑскерсем тата ҫеҫенхирти кунашкал пӑтӑрмахсене хӑнӑхнӑскерсем, курӑк ҫийӗн ним пулман чухнехи пекех лӑпкӑн, ӑна-кӑна уямасӑр вӗҫсе ҫӳрерӗҫ, хӑйсен хулӑн сӑмсипе хытса кайнӑ ҫӗре таккарӗҫ.

Сӑртлӑхсем хыҫӗнче аякра аслати кӗмсӗртетрӗ; уҫӑ пулса кайрӗ. Дениска хавассӑн шӑхӑрчӗ те лашасене пушӑпа туртса ҫапрӗ. Христофор аттепе Кузьмичов, шӗлепкисене тытса, сӑртлӑхсем енне тинкерчӗҫ… Аванччӗ ҫумӑр пӗрӗхсе ярас пулсан!

Тата кӑшт ҫеҫ вӑй хурса мекӗҫленмеллеччӗ, вара ҫеҫенхир ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Анчах куҫа курӑнман пусахлӑ вӑй пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫилпе сывлӑша хӗстерсе лартрӗ, тусана пусӑрӑнтарчӗ, вара каллех, ним те пулса иртмен пекех, таврара шӑпланса тӑчӗ. Пӗлӗт таҫта кайса пытанчӗ, хӗвелпе пиҫсе сарӑхнӑ сӑртлӑхсем тӗксӗмленсе ларчӗҫ, сывлӑш каллех шӑрӑха пӑхӑнса хытрӗ, пӗртен-пӗр текерлӗксем кӑна, шуйханнӑскерсем, таҫта хайсен шӑпишӗн ӳкӗнсе йӗчӗҫ… Унтан часах каҫ пулчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней