Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IV

Раздел: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.28 12:36

Предложений: 201; Слово: 3837

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Вера Пӑвловнӑн мастерскойӗ майлашрӗ. Мастерской ытла та ансат йӗркеленчӗ, ун ҫинчен каламалӑх та ҫук ӗнтӗ. Вера Павловна малтанхи виҫӗ ҫӗвӗҫ-хӗре вӗсем магазинсенче илекен шалуран кӑшт ытларах тӳлетӗп тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те каламарӗ; кунтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук ӗнтӗ; хӗрсем вара Вера Павловна пустуй пакӑлтатакан ҫӑмӑлттай хӗрарӑм маррине курчӗҫ, ҫавӑнпа ним иккӗленсе тӑмасӑрах вӑл хӑй патӗнче ӗҫлеме сӗннине йышӑнчӗҫ: пуян мар хӗрарӑм ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерской уҫасшӑн, мӗн иккӗленмелли пур-ха унта. Ҫак виҫӗ хӗр тата виҫ-тӑватӑ хӗр тупрӗҫ, вӗсене, Вера Павловна хушнӑ пек, асӑрханса суйласа илчӗҫ; ҫакӑн пек суйласа илмелли условисенче те ун пек-кун пек шухӑшлаттараканни нимӗн те пулман: ҫамрӑк та йӗркеллӗ хӗрарӑмӑн мастерскойра ӗҫлеме тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ, ҫынсемпе пурӑнма пӗлекен хӗрсене илес килет, мӗн тӗлӗнмелли пур-ха ӗнтӗ кунта? Тавлашусем ан пулччӑр, тет, ҫавӑ ҫеҫ; ӑслӑ тӑвать, урӑх нимӗн те мар. Вера Павловна ҫак суйласа илнӗ хӗрсемпе хӑй те паллашрӗ, вӗсене ӗҫе илетӗп тесе пӗлтеричченех лайӑх паллашрӗ, ку вӑл, паллах, ҫапла пулмалла пулнӑ. Ҫакӑ та Вера Павловна йӗркеллӗ, ӗҫе тӗплӗ тӑвакан хӗрарӑм пулнине кӑтартса парать. Шухӑшламалли кунта нимӗн те ҫук, шанмалла марри те ҫук. Ҫапла вара, калаҫса татӑлнӑ хакпа шалу илсе, хӗрсем пӗр уйӑх ӗҫлерӗҫ. Вера Павловна мастерскойра пӗрмаях пулчӗ, хӗрсем, вӑл уяса тыткалакан, малтанах куракан, шухӑшласа тӑвакан ырӑ хӗрарӑм пулнине курса, ӑна пӗтӗмпех шанакан пулса ҫитрӗҫ. Мӗн те пулин лайӑх мар япала пулман, пуласси те курӑнман: мастерской хуҫи — лайӑх хуҫа, ҫакӑ ҫеҫ, ун ӗҫӗ ӑнса пымалла: ӗҫ тума пӗлет вӑл.

Пӗр уйӑх иртсен, Вера Павловна темӗнле шут кӗнеки йӑтса мастерскоя пычӗ те, хӗрсене, ӗҫлеме чарса, хӑй мӗн калассине итлеме ыйтрӗ.

Вӑл ҫӑмӑл чӗлхепе ӑнланмалла, питӗ ӑнланмалла япаласем ҫинчен калама пуҫларӗ, анчах хӗрсем ку таранччен унран та, никамран та унашкал япаласем ҫинчен илтменччӗ.

«Халӗ ӗнтӗ эпир пӗр-пӗрне лайӑх пӗлетпӗр, — пуҫларӗ вӑл, — эпӗ сирӗн ҫинчен ҫапла калама пултаратӑп: эсир лайӑх хӗрсем, ӗҫлеме те лайӑх ӗҫлетӗр. Эсир те ман ҫинчен эпӗ мӗнле те пулин ухмах тесе калас ҫук. Апла пулсан, эпӗ хамӑн шухӑшсем синчен сирӗнпе чӗререн калаҫма пултаратӑп. Ман шухӑшсем мӗн чухлӗ те пулин ӗненмелле мар пек туйӑнас пулсан, эсир ун ҫинчен халех лайӑхрах шухӑшласа пӑхатӑр ӗнтӗ, тӳрех манӑн шухӑшсем пушӑ тесе каламӑр, мӗншӗн тесен эпӗ темӗнле ҫӑмӑлттай хӗрарӑм маррине эсир пӗлетӗр. Акӑ мӗнле манӑн шухӑшсем.

Ырӑ ҫынсем лайӑх мастерскойсем уҫма пулать, теҫҫӗ, ун чухне вӗсенче ӗҫлекенсем эпир пурте пӗлекен мастерскойсенче ӗҫленинчен нумай усӑллӑрах ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Манӑн тытӑнса пӑхас килчӗ. Малтанхи уйӑх тӑрӑх шутласан, уҫма юрать пек туйӑнать. Эсир шалу вӑхӑтра илсе тӑтӑр, халӗ акӑ эпӗ сире ҫав шалусӑр тата ытти мӗнпур расходсемсӗр пуҫне тупӑшра мӗн чухлӗ укҫа юлнине каласа парам». — Вера Павловна уйӑх хушшинче кӗнӗ укҫапа тӑкакланӑ укҫа счетне кӑтартрӗ. Шалусӑр пуҫне тухнӑ ытти тӑкаксене те йӑлтах расход шутне кӗртнӗ: пӳлӗм тара илнишӗн тӳлени, ҫутӑшӑн тӳлени, Вера Павловна мастерской ӗҫӗпе ҫӳресе лавҫа парса тӑкакланни те пур, пӗр тенке яхӑн.

«Эсир куратӑр ӗнтӗ, — терӗ вӑл малалла, — манӑн алӑра ак мӗн чухлӗ укҫа юлать. Халӗ: мӗн тумалла вӗсемпе! Ку укҫана эсир ӗҫлесе тупнӑ, тупӑшӗ сирӗн алла кӗмелле, эпӗ мастерскоя ҫавӑнпа уҫрӑм та ӗнтӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна сире валеҫсе паратӑп; малтанлӑха пурне те пӗр тан, кашнине хӑйне пачӗ. Каярахпа курӑпӑр унта, ҫакӑн пек тусан лайӑхрах-и е, сирӗншӗн тата усӑллӑрах пултӑр тесе, мӗнле те пулин урӑхла тыткаласан аванрах-и». Вӑл укҫа валеҫсе пачӗ.

Хӗрсем, тӗлӗнсе кайса, пӗр самант чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан ӑна тав тума пуҫларӗҫ. Хӑйсем илнӗ укҫашӑн тав тума пуҫласан, Вера Павловна хӗрсене чармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсен шухӑшне итлемесӗрех хӗрсене кӳрентересшӗн пулмарӗ, унтан малалла каларӗ:

«Халӗ манӑн сире хамӑра хӑҫан та пулин калаҫма тӳр килекен мӗнпур япаласенчен чи йывӑрри ҫинчен каласа памалла, ӑна лайӑхрах калама пултарӑп-ши эпӗ, пӗлместӗп. Ҫапах та калаҫса пӑхас пулать. Ҫак укҫана мӗншӗн хам аллӑмра хӑвармарӑм-ха эпӗ тата мастерскойран тупӑш илес ҫук пулсан, мӗншӗн мастерской уҫас килчӗ-ха манӑн? Эпир ушкӑнпа начар пурӑнманнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: эпир пуян ҫынсем мар, анчах пирӗн пурте ҫителӗклӗ. Манӑн мӗн те пулин ҫителӗксӗр пулас пулсан, упӑшкана ҫеҫ каламалла пулӗччӗ, тата калама та кирлӗ мар, мана укҫа ытларах кирлине вӑл хӑех асӑрханӑ пулӗччӗ, вара манӑн укҫа нумайрах пулнӑ пулӗччӗ. Халӗ вӑл тупӑшлӑрах ӗҫ мар, ытларах кӑмӑллакан ӗҫ тӑвать. Анчах эпир унпа иксӗмӗр пӗр-пӗрне питӗ юрататпӑр, ҫавӑнпа ӑна яланах эпӗ кӑмӑлланӑ ӗҫе тума, мана та вӑл кӑмӑлланине тума аванрах. Ҫавӑнпа та, манӑн укҫа ҫителӗксӗр пулнӑ пулсан, вӑл хӑйӗн хальхи ӗҫӗнчен тупӑшлӑрах ӗҫе тытӑннӑ пулӗччӗ, ун пек ӗҫе вӑл тупма пултарӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӑслӑ та мелне пӗлекен ҫын, — эсир ӑна кӑштах пӗлетӗр вӗт. Вӑл урӑх ӗҫе тытӑнмасть пулсан, апла вара мана хамӑрӑн пур укҫа та ҫителӗклӗ. Ку вӑл эпӗ укҫашӑн ҫунман пирки ӗнтӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тӗрлӗ япалашӑн ҫуннине пӗлетӗр вӗт эсир, пурте укҫашӑн ҫунмаҫҫӗ вӗт: хӑшӗсем бал тесен каҫсах каяҫҫӗ, теприсем — чаплӑ тумланса ҫӳреме е картла выляма юратаҫҫӗ, ҫавӑн пек ҫынсем пурте хӑйсем мӗн юратнине пула ҫука юлма та хатӗр, нумайӑшӗ ҫука юлаҫҫӗ те, вӗсен кӑмӑлӗ туртни вӗсемшӗн укҫаран та хаклӑ пулнинчен никам та тӗлӗнмест. Эпӗ вара сирӗнпе тытӑннӑ ӗҫе питӗ юрататӑп, эпӗ ӑна пула ҫука юлма мар, эпӗ уншӑн нимӗн чухлӗ укҫа та тӑкакламастӑп, хама тупӑш пулмасан та, эпӗ вӑл ӗҫе тума хавас. Мӗнех, ман шутпа кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук: хӑйӗн ҫав тери юратнӑ ӗҫӗнчен кам тупӑш курасшӑн пултӑр-ха? Кашниех уншӑн укҫа тӑккалать ӗнтӗ. Эпӗ вара ун пек те тумастӑп, тӑккаламастӑп. Эпӗ хам юратнӑ ӗҫе тӑватӑп пулсан, ыттисем укҫа парса савӑннӑ чухне хам сӑтӑр курмасӑрах савӑнатӑп пулсан, ыттисемпе танлаштарсан, эпӗ, тупӑш нумайрах илетӗп, мана хам ӗҫ усӑллӑрах. Мӗншӗн хам ӗҫе юрататӑп-ха эпӗ? — Акӑ мӗншӗн. Ырӑ та ӑслӑ ҫынсем, пурне та лайӑх пултӑр тесен, тӗнчере мӗнле пурӑнмалли ҫинчен кӗнекесем нумай ҫырнӑ; мастерскойсене ҫӗнӗ йӗркепе ӗҫлеттересси кунта чи кирли, — теҫҫӗ вӗсем. Кирлӗ йӗркене туса хума пултаратпӑр-и эпир сирӗнпе, — ҫакна курас килет те ӗнтӗ манӑн. Ку вӑл ыттисенни пекех ӗнтӗ: пӗрин лайӑх ҫурт туса лартас килет, теприн — лайӑх сад лартса ӳстерсе е оранжерея туса вӗсем ҫине пӑхса савӑнас килет; манӑн акӑ ҫӗвӗ ҫӗлекен лайӑх мастерской уҫса, ун ҫине пӑхса хавасланас килет.

Эпӗ сире тупӑша, хальхи пек, кашни уйӑхрах валеҫсе парас пулсан та, ҫакӑ та чылаях аван пулӗччӗ. Анчах ӑслӑ ҫынсем: лайӑхрах та тума пулать, теҫҫӗ, ҫапла вара тупӑшӗ те ытларах пулать тата унпа хӑйӗнпе те лайӑхрах усӑ курма пулать. Питӗ лайӑх тума пулать, теҫҫӗ. Курӑпӑр-ха эпир. Эпӗ сире ӑслӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх тата мӗн тума пултарни ҫинчен пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каласа парӑп, тата эсир хӑвӑр та сӑнаса, асӑрхаса пырӑр-ха, сире мӗн те пулин лайӑххи тума май пур пек туйӑнсан, эпир ӑна туса пӑхӑпӑр, — май килнӗ таран, пӗчӗккӗн тӑвӑпӑр. Анчах сире акӑ мӗн калас пулать: сирӗнсӗр пуҫне эпӗ нимӗн ҫӗнни те тумӑп. Ҫӗннине хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑпӑр. Ӑслӑ ҫынсем: ҫынсем хӑйсем тӑвас тени кӑна лайӑх пулма пултарать, теҫҫӗ. Эпӗ те ҫаплах шухӑшлатӑп. Апла пулсан, сирӗн ҫӗннинчен нимӗн те хӑрамалла мар, эсир хӑвӑр улӑштарас тенисӗр пуҫне, пурте кивви пулать. Эсир тӑвас темесӗр нимӗн те пулмасть.

Халӗ акӑ эпӗ сирӗнтен канаш ыйтса тӑмасӑрах хуҫалӑх тӗлӗшпе юлашки сӑмахӑма каласшӑн. Эсир куратӑр ӗнтӗ, шут ӗҫне туса пырас пулать, ытлашши тӑкак ан тухтӑр тесе сӑнаса пымалла. Иртнӗ уйӑхра ҫакна эпӗ пӗччен туса пытӑм; халӗ акӑ пӗччен тӑвас килмест манӑн. Манпа пӗрле ҫав ӗҫе туса пыма хӑвӑр хушӑртан икӗ ҫын суйлӑр. Эпӗ вӗсемсӗр нимӗн те тумӑп. Сирӗн укҫӑр вӗт, манӑн мар, апла пулсан, вӗсене сирӗннех тыткаламалла.

Халлӗхе ку ӗҫ ҫӗне ӗҫ-ха; ку ӗҫе кам лайӑхрах тума пултарни паллӑ мар-ха, ҫавӑнпа малтанлӑха сӑнаса пӑхмалла суйласа лартас пулать, тепӗр эрнерен, куратӑр, унта, урӑххисене суйламалла-и е ҫавсенех хӑвармалла-и».

Ҫак тӗлӗнмелле сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн хӗрсем нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Вӗсем Вера Павловнӑна тата хытӑрах шанакан пулчӗҫ; каласса та Вера Павловна питӗ ӑнланмалла, ытла шала кӗрсе каймасӑр, пуласлӑха ытлашши илӗртӳллӗн сӑнласа памасӑр калать; пуласлӑха ытлашши илӗртӳллӗ сӑнласа пани тепӗр минутранах шанчӑксӑрлӑх ҫуратать. Ҫавӑнпа та ӑна хӗрсем ухмаха тухнӑ ку тесе шутламарӗҫ, ҫавӑ — ухмаха тухнӑ тесе шутламанни — кирлӗ пулнӑ та ӗнтӗ. Ӗҫ ерипен малалла кайрӗ… Паллах, ерипен ӗнтӗ. Акӑ мастерскойӑн виҫӗ ҫул хушшинчи кӗске историйӗ, ҫак ҫулсенче мастерской Вера Павловнӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ.

Мастерскоя ӗҫлеме пынӑ хӗрсене тӗплӗн суйласа илнӗ, вӗсем лайӑх ҫӗвӗҫсем пулнӑ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пытӑр тесе чунтан тӑрӑшнӑ; ҫавӑнпа вара, паллах ӗнтӗ, ӗҫ питӗ ӑнӑҫлӑ пычӗ. Пӗрре заказ парса пӑхнӑ хӗрарӑмсем урӑх ҫӗре тек каймарӗҫ. Хӑшпӗр магазинсемпе ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойсем ӑна ӑмсанма пуҫларӗҫ, анчах ӗҫ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ темелле, тӗрлӗрен чӑркӑшусем ан пулччӑр тесе, Вера Павловнӑн мастерской ҫине вывеска ҫакма право илмелле пулчӗ кӑна. Часах заказсем хӗрсем ҫӗлеме ӗлкӗрнинчен ытларах пула пуҫларӗҫ, ҫавӑнпа вӗсен йышӗ ерипен хутшӑнса пычӗ. Ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ хыҫҫӑн унта ҫирӗм хӗре яхӑн, кайран вара ытларах та пулчӗ.

Мастерскоя тытса пырас ӗҫе хӗрсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш уйӑхрах: Вера Павловнӑна ӗҫленӗшӗн тӳлемесен юрамасть, тесе йышӑнчӗҫ. Вӗсем ӑна ҫакӑн ҫинчен пӗлтерсен, Вера Павловна: чӑнах та ҫапла пулмалла, терӗ. Хӗрсем ӑна усламӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне парасшӑн пулчӗҫ. Вера Павловна ҫав пая пӗр вӑхӑт хушши уйрӑм хурса пычӗ, хӗрсене ун пек туни вӗсен йӗркин тӗп шухӑшӗпе хирӗҫ пынине ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ. Хӗрсем ҫакна чылайччен ӑнланаймарӗҫ; кайран вара килӗшрӗҫ — Вера Павловна усламӑн уйрӑм пайне хӑйне ытлашши юратнӑран мар, ӗҫ ҫапла хушнӑран илесшӗн мар иккен. Ку вӑхӑт тӗлне мастерской питӗ пысӑкланса кайрӗ, Вера Павловна касма пӗччен ӗлкӗреймен пирки тепӗр закройшица кирлӗ пулчӗ; Вера Павловнӑна шалу тепӗр закройшицӑна панӑ чухлех памалла турӗҫ; Вера Павловна ыйтнипе, вӑл унччен усламран уйӑрса пынӑ укҫана, ӗҫленӗшӗн тӳленисӗр пуҫне, каялла кассӑна хучӗҫ. Ыттисене перекетлеме банка хучӗҫ. Вера Павловна ҫулталӑка яхӑн яра кун тенӗ пекех мастерскойра ӗҫлерӗ, ӗҫлессе чӑнах та, мӗн чухлӗ ӗҫленине шутласан, пӗртте ыттисенчен кая ӗҫлемерӗ. Каярахпа вӑл мастерскойра яра кун ӗҫлемесен те ҫителӗклӗ пулнине курчӗ, вара ӗҫ кунӗ кӗскелнине кура унӑн шалуне те пӗчӗклетрӗҫ.

Услама мӗнле пайламалла? Вера Павловнӑн услама пурне те пӗр пек валеҫсе парас килнӗ. Виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче кӑна пӗр пек валеҫме пуҫларӗҫ, унччен вара, услама ӗҫ укҫине кура пайланинчен пуҫласа, темиҫе тӗрлӗ те туса пӑхрӗҫ. Чи малтан акӑ мӗн палӑрчӗ: хӗр чирлесе е мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа темиҫе кун ӗҫе тухаймасан, унӑн усламри пайне чакарни лайӑх мар, мӗншӗн тесен ҫав услама, шӑпах ҫав кунсенче ӗҫленипе мар, ытти кунсенче те ӗҫленипе тата мастерскойӑн пӗтӗм ӗҫӗ мӗнле пынипе тупнӑ. Закройщицӑсем тата ҫӗленӗ япаласене валеҫсе ҫӳресе тата урӑх ӗҫ туса расна шалу илекен хӗрсене ҫав расна шалу та ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа вӗсем услам шучӗпе ыттисенчен ытларах илни тӗрӗс мар тесе шутларӗҫ. Ӗҫлӗ вырӑнта шутланман ахаль ҫӗвӗҫ-хӗрсем питӗ ҫепӗҫ пулчӗҫ, вӗсем, хӑйсем туса хунӑ йӗрке тӗрӗс маррине курса, ҫавӑн пек улӑштарма ыйтмарӗҫ: ӗҫлӗ вырӑнта ларакансем хӑйсемех ытлашшипе усӑ курни лайӑх маррине туйса илчӗҫ те, ҫӗнӗ йӗрке мӗнлине ҫителӗклӗ ӑнланса ҫитсен, ытлашши илни кирлӗ мар, терӗҫ. Кусен те, лешсен те ӗҫӗсем пӗрмаях лайӑхланса пычӗҫ, ҫавӑнпа та калас пулать: ҫак вӑхӑтлӑха пулнӑ ҫепӗҫлӗх: — пӗрисем чӑтни, теприсем килӗшменни — раснах чаплӑ ӗҫ пулман тесе калас пулать. Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.

Эпӗ мастерскоя тӗплӗн ҫырса кӑтартмастӑп, ҫавӑнпа нумайӑшне сиктерсе хӑваратӑп, мастерской ҫинчен эпӗ Вера Павловна ӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартма кирлӗ пулнӑ май ҫеҫ калатӑп. Эпӗ хӑшпӗр вак-тӗвексем ҫинче чарӑнса тӑратӑп пулсан, ӑна эпӗ Вера Павловна ӗҫе мӗнле туни, вӑл ӗҫе утӑм хыҫҫӑн утӑм чӑтӑмлӑн, ывӑнма пӗлмесӗр илсе пыни, хӑйӗн правилине ҫирӗп тытса пыни курӑнса тӑтӑр тесе анчах тӑватӑп: вӑл канаш парать, ӑнлантарать, хӑй пулӑшма хатӗр тӑрать, пурте пӗрле шутланине пурнӑҫлама пулӑшать, анчах хӑй тӗллӗн нимӗн те тумасть.

Услама уйӑхсерен валеҫрӗҫ. Малтан ӑна кашни хӗр, пӗтӗмпех илсе, ыттисенчен уйрӑм тӑкакларӗ: укҫа кашнинех питӗ кирлӗ пулнӑ пирки пӗр-пӗрне пулӑшас хӑнӑху пулман. Пӗрмаях пӗрле ӗҫленине пула хӗрсем мастерскойри пӗтӗм ӗҫ мӗнле пулса пымаллине ӑнланса иле пуҫларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Вера Павловна вӗсене заказсем ҫулталӑкра кашни уйӑхрах пӗр пек пулманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ, уйрӑмах тупӑшлӑ уйӑхсенчи усламӑн пӗр пайне тупӑшсӑр уйӑхсенче тыткаламашкӑн уйӑрса хурсан начар пулмӗччӗ, терӗ. Укҫана питӗ тӗплӗн шута илсе пынӑ, вӗсенчен кам та пулин мастерскойран каяс пулсан, кассӑра юлакан пайне ним чӑрмавсӑр илме пултарнӑ, хӗрсем ҫакна пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Вера Павловна сӗнӗвӗпе килӗшрӗҫ. Сых ятне кӑштах пухӑннӑ укҫа ерипен ӳссе пыма пуҫларӗ; ӑна тӗрлӗ ҫӗре тӑккалама тытӑнчӗҫ. Кама та пулин укҫа васкавлӑ кирлӗ пулсан, ӑна ҫавӑнтан кивҫен пачӗҫ; ҫакна пурте пуҫламӑшӗнчех ӑнланса илчӗҫ; кивҫен панӑ укҫашӑн никам та процент илесшӗн пулмарӗ: ырӑ кӑмӑлпа кивҫен панӑ чух укҫана процентсӑр панине чухӑн ҫынсем пӗлеҫҫӗ. Ҫак банка йӗркеленӗ хыҫҫӑн япаласем туянма комисси туса хучӗҫ: хӗрсем чее, кофене, сахӑра, атӑ-пушмака тата ытти нумай япаласене мастерской урлӑ илме пуҫларӗҫ, мастерской вӗсене, вак-тӗвеккӗн туянман пирки, йӳнӗрех хакпа туянчӗ. Пӑртак вӑхӑт иртсен, хӗрсем ҫӑкӑрпа ытти ҫимелли япаласене те ҫапла илсен лайӑхрах пулнине ӑнланса илчӗҫ, — хӗрсем вӗсене кашни кун булочнӑйсемпе вак-тӗвек сутакан лавккасенче илнӗ пулнӑ; унтан вӗсем часах пурте пӗрле пурӑнсан лайӑхрах пулассине курчӗҫ: темиҫен пӗр хваттерте пурӑнма, хваттерӗсене мастерской ҫывӑхнерех тупма пуҫларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн мастерской булочнӑя тата вак-тӗвек сутакан лавккасене ҫӳреме уйрӑм ҫын уйӑрса лартрӗ. Пӗр ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ хыҫҫӑн хӗрсем, пурте тенӗ пекех, пӗр пысӑк хваттерте пурӑнма пуҫларӗҫ, апата та пӗр хурантан ҫиме, апат-ҫимӗҫе пысӑк хуҫалӑхсенче хатӗрленӗ пек хатӗрлеме тытӑнчӗҫ.

Хӗрсенчен нумайӑшӗсем пӗчченех пурӑнаҫҫӗ. Хӑшпӗрисен асламӑшӗсем, амӑшӗсем е аппӑшӗсем пур; икӗ хӗр ватӑ ашшӗсене пӑхса усраҫҫӗ; нумайӑшӗн пӗчӗк шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем пур. Тӑванӗсем пур пирки виҫӗ хӗр пӗрле пурӑнмалли хваттере ҫӳремеҫҫӗ: пӗрин амӑшӗ, кӑра кӑмӑллӑскер, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнаймасть иккен; теприн амӑшӗ, чиновница, мужиксемпе пӗрле пурӑнасшӑн мар, виҫҫӗмӗшӗн ашшӗ питӗ ӗҫме юратать, яланах ӳсӗр ҫӳрет. Ҫак хӗрсем апат-ҫимӗҫе мастерской урлӑ туянса пыраҫҫӗ; качча тухнӑ хӗрсем те мастерской урлӑ илеҫҫӗ. Анчах ҫак виҫӗ хӗрсӗр пуҫне тӑванӗсем пулнӑ ытти хӗрсем пурте пӗр хваттерте пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Хӑйсем вӗсем икшерӗн, виҫшерӗн пӗр пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ; вӗсен тӑванӗсем хӑйсене мӗнле меллӗрех, ҫавӑн пек вырнаҫнӑ: икӗ карчӑкӑн кашниннех хӑйне уйрӑм пӳлӗм пур, ытти карчӑксем пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Пӗчӗкрех арҫын ачасем валли уйрӑм пӳлӗм тата икӗ пӳлӗмӗ — хӗрачасем вырнаҫмалли. Арҫын ачасем унта 8 ҫула ҫитиччен пурӑнма пултараҫҫӗ, аслӑраххисене вара тӗрлӗ ӗҫе вӗренме вырнаҫтарчӗҫ.

Никам та никама та ан кӳрентӗр, никам та нимле тӑкак ан кӳтӗр тесе, пурне те питӗ тӗрӗс шутласа пычӗҫ. Пӗччен хӗрсенчен хваттер укҫипе апатланнишӗн илмелли укҫана питӗ ансат шутласа кӑларчӗҫ. Кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, 8 ҫула ҫитмен шӑллӗшӗн е йӑмӑкӗшӗн ҫитӗннӗ хӗр тӑкакӗн чӗрӗкӗ чухлӗ илмелле, 12 ҫула ҫитмен хӗрачана пӑхса усрама пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ тесе килӗшрӗҫ, 13 ҫултан иртсен хӗрачасем, урӑх ҫӗре вырнаҫмасан, мастерскоя ученица пулса вӗренме кӗреҫҫӗ, вӗсене лайӑх вӗренсе ҫитрӗҫ тесе йышӑнас пулсан, вӗсем 16 ҫултан иртсен ыттисемпе танах тулли праваллӑ шутланма пултараҫҫӗ. Ваттисене пӑхса усранишӗн ҫӗвӗҫсемшӗн илнӗ пекех илеҫҫӗ. Уйрӑм пӳлӗмсемшӗн тӳлесси урӑхларах пулса пычӗ. Мастерской хваттерӗнче пурӑнакан виҫӗ старикпе карчӑксем, пурте тенӗ пекех, кухньӑри ӗҫсемпе хуҫалӑхри ытти ӗҫсене тӳрӗҫ; куншӑн вӗсене, паллах, укҫа тӳлесе тӑчӗҫ.

Ҫакна ӑна питӗ хӑвӑрт каласа пама пулать, анчах ӗҫ майлашса ҫитсессӗн, — ӗҫӗ те питӗ ҫӑмӑл та ансат пек, шӑпах ҫапла пулмалла пек туйӑнчӗ. Ҫапах ӗҫ питӗ ерипен йӗркелешсе пычӗ, кашни ҫӗнӗ ӗҫ тунӑ чухнех питӗ нумай калаҫмалла, питӗ нумай тӑрӑшмалла, вӑй хумалла пулчӗ. Тупӑша уйӑрса, унпа мӗнле усӑ курни ҫинчен тӗплӗн калаҫнӑ пек мастерскойри йӗркен ытти енӗсем ҫинчен те ҫавӑн пек тӗплӗн калаҫни питӗ вӑрӑм та питӗ кичем пулӗччӗ; кичем ан пултӑр тесе, нумай япала ҫинчен пачах та калаҫмасӑр, теприн ҫинчен кӑшт асӑнса кӑна иртмелле пулать; сӑмахран, заказсем пулман чухне ҫӗленӗ япаласене сутма мастерской агентство туни ҫинчен, — мастерской уйрӑм магазин тытма пултарайман-ха, анчах вӑл Гостинӑй дворти пӗр лавккапа килӗшӳ турӗ, Толкучий рынокра пӗчӗк лавкка уҫрӗ, — карчӑксенчен иккӗшӗ лавккара приказчиксем пулчӗҫ. Анчах мастерской пурнӑҫӗн пӗр енӗ ҫинчен кӑшт тӗплӗнрех каласа парас пулать.

Вера Павловна малтанхи кунсенчен пуҫласах мастерскоя кӗнекесем илсе пыра пуҫларӗ. Хӑйӗн ӗҫне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл сасӑпа вулама тытӑнать те, ӗҫ пулмасассӑн, ҫур сехет, пӗр сехет вулать. Унтан, итлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн, хӗрсем канаҫҫӗ; унтан каллех вулаҫҫӗ; унтан каллех канаҫҫӗ. Каламалли те ҫук ӗнтӗ, хӗрсем малтанхи кунсенчен пуҫласах вулассине юратса пӑрахрӗҫ, хӑшпӗрисем унччен те вулама юратнӑ пулнӑ. Тепӗр ик-виҫӗ эрнерен кашни кунах ӗҫ вӑхӑтӗнче вулама тытӑнчӗҫ. Тепӗр виҫӗ-тӑватӑ уйӑхран сасӑпа ӑста вулакан хӗрсем тата темиҫе тупӑнчӗҫ; вӗсен Вера Павловна хыҫҫӑн ҫуршар сехет вуламалла пулнӑ, ҫав ҫур сехет вулани вӗсен ӗҫӗ шутнех кӗнӗ; сасӑпа вулама пӑрахнӑ хыҫҫӑн Вера Павловна, хӑш чухне унччен те вуласа парасси вырӑнне каласа кӑтарткаланӑскер, час-часах та нумайрах каласа кӑтартма пуҫларӗ; унтан вӑл каласа панисем тӗрлӗ пӗлӳсен ҫӑмӑл курсӗ евӗр пулса тӑчӗҫ. Унтан Вера Павловна чӑн-чӑнах вӗрентме май пуррине курчӗ, — ку вӑл питӗ пысӑк утӑм пулчӗ; хӗрсем ҫав тери вӗренесшӗн, пӗлесшӗн ҫунчӗҫ, вӗсен ӗҫӗ питӗ ӑнӑҫлӑ пычӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӗҫленӗ хушӑрах, кӑнтӑр апачӗ умӗн, уроксем итлеме пысӑк перерыв тума йышӑнчӗҫ.

— Алексей Петрович, — терӗ пӗрре Вера Павловна, Мерцаловсем патӗнче пулнӑ чух, — манӑн сирӗнтен ыйтмалли пур. Наташа ман майлӑ ӗнтӗ. Ман мастерской тӗрлӗрен пӗлӳсем паракан лицей пулса пырать. Профессорсенчен пӗри пулӑр-ха.

— Мӗн вӗрентес-ха ман вӗсене? Латын чӗлхипе грек чӗлхи е логикӑпа риторика-и? — терӗ Алексей Петрович кулса. — Сирӗн шухӑшӑрпа тата тепӗр ҫын шухӑшӗпе (эпӗ вӑл кам иккенне пӗлетӗп) ман специальность питех интереслӗ мар вӗт.

— Ҫук, шӑпах эсир кирлӗ, эсир специалист: эсир пире ырӑ кӑмӑллӑ пулма вӗрентӗр, пирӗн наукӑсене тӗрӗс ҫулпа ярӑр.

— Ара, чӑнах та тӗрӗс-ҫке ку. Куратӑп, мансӑр пуҫне чӑнах та ӗҫ тухас ҫук. Кафедра уйӑрса парӑр.

— Сӑмахран, вырӑс историйӗ, пӗтӗмӗшле истори очеркӗсем.

— Питӗ лайӑх. Вуласа парӑп, вӗсем мана специалист вырӑнне шутлӗҫ. Питӗ лайӑх. Икӗ вырӑн: профессор тата ырӑ кӑмӑллӑхӑн хӳтӗлӗхӗ.

Наталья Андреевна, Лопухов, ик-виҫӗ студент, Вера Павловна хӑй, хӑйсене хӑйсем ытти профессорсем пулатпӑр тесе шӳт турӗҫ.

Вӗрентнипе пӗрлех савӑнӑҫлӑ вечерсем те туса ирттерчӗҫ, хула ҫывӑхӗнчи вырӑнсене тухса уҫӑлса ҫӳрерӗҫ: малтан сайра хутра кӑна, кайран вара, укҫа нумайлансан, час-часах та ҫӳрерӗҫ; театрта ложӑсем илчӗҫ. Виҫҫӗмӗш хӗл ҫине кайсан, Ихали оперинче вунӑ вырӑн илсе хучӗҫ.

Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ, мӗн чухлӗ телей Вера Павловнӑн; ӗҫ питӗ нумай, кӳренмеллисем те пулаҫҫӗ ӗнтӗ. Мастерскойри чи лайӑх хӗрсенчен пӗрин инкекӗ ӑна хӑйне ҫеҫ мар, пурне те питӗ хытӑ кулянтарчӗ. Сашенька Прибыткова, Вера Павловна хӑй тупнӑ виҫӗ хӗртен пӗри, чылаях хитрескер, хӑйне питӗ йӗркеллӗ тыткалатчӗ. Унӑн каччи ырӑ кӑмӑллӑ та ҫамрӑкскерччӗ, вӑл чиновникре ӗҫлетчӗ. Пӗррехинче Сашенька ҫӗрле урампа утса пынӑ. Ун ҫумне темӗнле господин ҫулӑхнӑ. Саша хӑвӑртрах утма пуҫланӑ. Господин унран юлман, ӑна аллинчен ярса тытнӑ. Сашенька господинран хӑтӑлма шутланӑ; анчах вӑл туртӑннӑ май аллине господин кӑкӑрӗ ҫумне ҫапӑнтарнӑ та, ҫепӗҫ господин сехечӗ тротуар ҫине ӳксе янӑраса кайнӑ. Ҫепӗҫ господин ҫавӑнтах хӑюлланса кайнӑ, Прибытковӑна ярса тытнӑ та: «Вӑрӑ! Будочник!» тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. Икӗ будочник ҫавӑнтах чупса ҫитнӗ, Прибытковӑна илсе кайса хупса лартнӑ. Мастерскойра ун ҫинчен виҫӗ кун пӗлмен, вӑл ӑҫта ҫӗтнине те тавҫӑрса илеймен. Тӑваттӑмӗш кун хупмалли ҫуртра ӗҫлекенсенчен пӗри ырӑ салтак, Вера Павловнӑна Прибытковӑран записка илсе пырса парать. Лопухов ҫавӑнтах Сашенькӑна хӑтарма тесе тухса каять. Лопухова хытӑ вӑрҫса тӑкаҫҫӗ, вӑл хӑй икӗ хут ытларах вӑрҫса пӗтерет те Серж патне тухса каять. Сержпа Жюли темӗнле пысӑк пикнике тухса кайнӑ та киле тепӗр кунне ҫеҫ таврӑнмалла иккен. Серж таврӑннӑ хыҫҫӑн тата икӗ сехетрен частнӑй пристав Прибытковӑран каҫару ыйтать те ун каччинчен каҫару ыйтма тухса каять. Анчах пристав каччӑна килте тӗл пулмасть. Каччӑ Прибыткова патне кайса ӑна тытса чарнӑ будочниксенчен вӗҫкӗн мӗн ятлине ыйтса пӗлет, ун патне кайса, ӑна дуэле тухма чӗнет; дуэле тухма чӗниччен вӗҫкӗн хӑйӗн йӑнӑшне кулкаласа анчах йышӑнать, дуэле чӗннине илтсен, ахӑлтатса кулса ярать. Чиновник ӑна: «Ак ҫакнӑ йышӑнмасӑр тӑраймӑр вара», тет те питӗнчен ҫатлаттарать; вӗҫкӗн патак ярса тытать, чиновник ӑна кӑкӑрӗнчен чышать; вӗҫкӗн ӳкет, шавланине илтсе, тарҫӑсем чупса ҫитеҫҫӗ, барин вилӗ выртать, — вӑл ҫӗре питӗ хытӑ персе анса тӑнлавӗпе сӗтел ури айне лартакан тимӗр ҫине ҫапӑннӑ иккен. Чиновник тӗрмене лекет, ӗҫ пуҫланать, вӑл ӗҫ хӑҫан пӗтесси те курӑнмасть. Малалла мӗн? Малалла нимӗн те мар, анчах ҫавӑнтан вара Прибыткова питӗ салху ҫӳрет.

Мастерскойра ку ҫеҫ мар, тата темиҫе истори пулса иртнӗ — кун пек, тӗрмене лекмелли ӗҫсемех мар, ҫапах хаваслӑ ӗҫсем те мар; час-часах пулакан япаласем, вӗсене пула хӗрсем нумайччен куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, ҫамрӑк ҫынсемпе ваттисем кӑштах кӑмӑллӑн савӑнса илеҫҫӗ. Япаласем ҫине хальхи пек пӑхнӑ чухне тата хальхи пек условисенче ун пек ӗҫсем пурпӗрех пулассине Вера Павловна аван чухлать, ун пек ӗҫсенчен хӗрсене ытти ҫынсем вӗсемшӗн тӑрӑшни те, хӗрсем хӑйсем темӗнле асӑрхануллӑ пулни те ӗмӗрлӗхех хӑтарас ҫук. Ку вӑл ӗлӗк, сыхланма вӗренсе ҫитиччен, чечче ернӗ пекех пулнӑ. Халӗ кам та пулин чеччепе асапланать пулсан, вӑл ӗнтӗ хӑй, унтан та ытларах вара ун ашшӗ-амӑшӗ айӑплӑ. Ӗлӗк вара ун пек пулман: ирсӗр чирсӗр пуҫне е ирсӗр хулапа ялсӑр тата сывалса ҫитиччен хупӑнса ларман пирки тепӗр ҫынна сӗртӗнне чеччеллӗ ҫынсӑр пуҫне никама та айӑплама пулман. Ҫак ӗҫсем те халӗ ҫавӑн пек: хӑҫан та пулин ҫынсем ҫак чеччерен те хӑтӑлӗҫ, эмелӗ те паллӑ, анчах, чеччене хирӗҫ эмеле нумайччен, питӗ нумайччен йышӑнман пекех, вӗсем ӑна та йышӑнасшӑн мар-ха. Ҫак ирсӗр чир, хуласемпе ялсене сарӑлса, питӗ тӑрӑшса пӑхакансен аллисенчен те ҫынсене туртса илнине Вера Павловна пӗлнӗ, — анчах «сан инкекӳшӗн эпӗ айӑплӑ мар, уншӑн, тусӑм, эсӗ те айӑплӑ мар», теме ҫеҫ пӗлни вӑл начар йӑпану; ҫапах та ҫав яланах тӗл пулакан ӗҫсем кашниех Вера Павловнӑна нумай кӳрентернӗ, унтан та ытларах ӑна нумай чӑрмав кӳнӗ: хӑш чухне пулӑшмашкӑн ҫынсем шырамалла пулнӑ; час-часах вара шырама кирлӗ пулман, пулӑшмалла кӑна пулнӑ: ҫынна лӑплантармалла, хаваслантармалла, хӑйӗн тивӗҫне туйма вӗрентмелле, «йӗме чарӑн, — чарӑнсан йӗмелли урӑх нимӗн те юлмӗ», тесе ӑнлантармалла.

Ҫапах та савӑнӑҫ чылай нумайрах, — темиҫе хут нумайрах! Хуйхӑсӑр пуҫне ытти вӑл пурте савӑнӑҫ; хуйхӑрасси сайра хутра кӑна пулкалать вӗт: халӗ, ҫур ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, пӗриншӗн хуйхӑрса илетӗн, анчах ҫав вӑхӑтрах пуриншӗн те савӑнатӑн; тепӗр икӗ-виҫӗ эрнерен акӑ каллех куншӑн теприншӗн те савӑнма юрать. Кулленхи хаваслӑ та ырӑ ӗҫсем Вера Павловнӑна пӗрмаях савӑнтараҫҫӗ. Хӑш чухне унӑн савӑнӑҫне йывӑр хуйхӑсем хуплаҫҫӗ пулсан, вӗсем вырӑнне унӑн хуйхӑсенчен часрах тӗл пулакан уйрӑмах хаваслӑ кунсем ҫуралаҫҫӗ; акӑ пӗр е тепӗр хӗрӗн шӑллӗне е йӑмӑкне питӗ лайӑх вырнаҫтарма май пур; виҫҫӗмӗш ҫулта икӗ хӗр килти учитель пулма экзамен тытрӗҫ, — епле телей пулчӗ вӑл вӗсемшӗн! Ҫавӑн пек аван ӗҫсем темиҫе те пулнӑ. Анчах пуринчен те ытларах пӗтӗм мастерскойпа Вера Павловнӑна савӑнтараканни вӑл туйсем пулчӗҫ. Туйсем вара чылай пулчӗҫ, тата вӗсем пурте ӑнӑҫлӑ иртрӗҫ. Туйсене чӑнах та питӗ хаваслӑ ирттерчӗҫ: туйччен те, туй хыҫҫӑн та вечерсем нумай пулчӗҫ, качча тухакан хӗре юлташӗсем кӗтмен япаласем нумай илсе пачӗҫ; запас тытмалли фондран хӗре парне туса парнелерӗҫ; анчах кунта та каллех Вера Павловнӑн вӑй хумалла, — паллах, ӗҫ мӑй таранах! Мастерскойри хӗрсене Вера Павловна пӗррехинче кӑна вӗсемшӗн ҫепӗҫ пулман пек туйӑнчӗ: качча тухнӑ чухне пӗр хӗр ӑна хӑйӗн хӑйматлӑх амӑшӗ пулма ыйтрӗ, анчах Вера Павловна килӗшмерӗ, унтан тепри ыйтрӗ, — вӑл каллех килӗшмерӗ. Пуринчен ытларах Мерцалова е унӑн амӑшӗ, хӗрӗ пекех питӗ лайӑх хӗрарӑм, хӑйматлӑх амӑшӗ пулчӗ, Вера Павловна пӗрре те пулмарӗ: вӑл качча тухакан хӗре тумланма та пулӑшрӗ, чиркӗве те ӑсатрӗ, анчах хӑй, ялан тенӗ пекех, хӗр юлташӗ кӑна пулчӗ. Малтан хӗрсем мӗн те пулин унӑн кӑмӑлне кайман пирки килӗшмест пуль тесе шутларӗҫ, анчах апла мар иккен: Вера Павловна хӑйне хӑйматлӑх пулма чӗннӗшӗн питӗ хавас пулчӗ, анчах пулма килӗшмерӗ; иккӗмӗш хут килӗшмесен, ку вӑл вара Вера Павловна хӑйне пысӑка хуманран пулнине ӑнланчӗҫ: Вера Павловнӑн мӗнпур халӑх умӗнче хӗре хӳтӗлес килмен-ҫке-ха. Вера Павловна пур майпа та хӑйне палӑртас мар тесе тӑрӑшрӗ, ыттисене мала кӑларасшӑн пулчӗ, мала кӑларчӗ те, ҫавна пула мастерскоя заказсем пама пыракан хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ ӑна ытти икӗ закройшицӑран уйӑрса илеймерӗҫ. Ҫав пӗтӗм йӗркене хӗрсем хӑйсем туни тата хӑйсемех тытса пыни ҫинчен кама та пулин ӑнлантарса парасси Вера Павловнӑшӑн мастерскойри савӑнӑҫӗсенчен чи пысӑк савӑнӑҫӗ шутланчӗ; ҫапла ӑнлантарса парса вӑл хӑйне хӑй мӗн шухӑшланине ӗнентересшӗн пулчӗ: мастерской унсӑрах ӗҫлеме пултарать, шапах ҫавӑн пек мастерскойсем хайсем тӗллӗн татах та уҫӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн пултармаҫҫӗ-ха ара? Вӑт аван пулнӑ пулӗччӗ! — вӑт питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ — кам та пулин ертсе пынипе мар, хӗрсем хӑйсем шухӑшласа хӑйсем пӗлнипе мастерскойсем уҫмалла: ҫакӑ вӑл Вера Павловнӑн чи юратнӑ ӗмӗчӗ пулнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней