Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VIII

Раздел: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Источник: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Добавлен: 2019.12.08 12:31

Предложений: 329; Слово: 3296

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Природа

Лавсем пристаньтен инҫе мар пасар евӗрлӗ вырӑна ҫитсе чарӑнчӗҫ. Лав ҫинчен аннӑ май Егорушка темле питӗ лайӑх палланӑ сасса илтрӗ. Тахӑшӗ ӑна анма пулӑшрӗ.

— Эпӗр ӗнер каҫхинех килсе ҫитрӗмӗр кунта, — калаҫрӗ вӑл ҫавна май. — Паян кунӗпех сире кӗтрӗмӗр. Ӗнер сире хӑваласа ҫитес тенӗччӗ те, ҫулӗ пирӗн урӑх тӗлтен пулчӗ. Эккей, пальтуна епле лӳчӗркесе пӗтернӗ эсӗ! Куккунтан лекет куншӑн!

Егорушка калаҫакан ҫыннӑн мрамор пичӗ ҫине пӑхрӗ те ку вӑл Дениска пулнине аса илчӗ.

Куккупа Христофор атте халь номерте, — малалла калаҫрӗ Дениска, — чей ӗҫеҫҫӗ. Кайрӑмӑр! Вӑл вара Егорушкӑна икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт патнелле илсе кайрӗ; ҫурчӗ тӗксӗм те тӗттӗм, N хулинчи турӑ заведенийӗ пек туйӑнать. Ҫилнӗкрен кӗрсе, Егорушкӑпа Дениска тӗттӗм ҫӗрте картлашкапа хӑпарчӗҫ те, коридорпа иртсе, пӗр пӗчӗк пӳлӗме пырса кӗчӗҫ; унта чӑнах та сӗтел хушшинче Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе лараҫҫӗ иккен. Ачана курсан, икӗ старик те хавасланса, тӗлӗнсе кайнӑ пек пулчӗҫ.

— А-а, Егор Никола-аич! — юрласа илчӗ Христофор атте, — Ломоносов господин!

— А, дворянин господасем! — терӗ Кузьмичов. — Хапӑл туса кӗтетпӗр.

Егорушка пальтине хыврӗ, куккӑшпе Христофор аттен аллисене чуптурӗ, вара сӗтел хушшине ларчӗ.

Ну, мӗнле ҫитрӗн, puer nobe? — чей тултарнӑ май яланхиллех ҫуттӑн йӑлкӑшса кулса ыйтрӗ унран Христофор атте. — Йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ пуль? Обозпа е вӑкӑрсемпе кайма тур ан хуштӑрах ҫав! Каятӑн, каятӑн, тур каҫартӑр, пӑхатӑн малалла, ҫеҫенхирӗн вара ҫаплах вӗҫӗ ҫук та ҫук! Ни вӗҫӗ, ни хӗрри! Ларса пыни мар, асап курни. Мӗн эс чей ӗҫместӗн тата? Ӗҫ! Эсӗ обозпа халтӑртаттарса пынӑ вӑхӑтра эпир кунта акӑ пӗтӗм ӗҫе майлаштарма ӗлкӗртӗмӗр. Турра тав! Ҫӑма Черепахина сутрӑмӑр, питӗ ӑнаҫлӑ, аван пулчӗ.

Куккӑшпе Христофор аттене курнӑ-курманах Егорушкӑн чи малтан тӳрех хӑйӗн инкекӗсем ҫинчен ӳпкелешсе каласа парасси килчӗ. Вӑл Христофор атте калаҫнине итлемерӗ, ӳпкелешме ӑҫтан тата мӗнрен пуҫласси ҫинчен шухӑшларӗ. Анчах Христофор аттен илемсӗр туйӑнакан сасси, хытӑ янраканскер, ӑна ниепле те тимлӗн шухӑшлама памарӗ, унӑн шухӑшӗсене пӑтраштара-пӑтраштара ячӗ. Пӗр пилӗк минут та лармасӑр, вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ те диван ҫине кайса выртрӗ.

— Ак сана, пӑх та кур! — тӗлӗнчӗ Христофор атте. — Чей ӗҫесси мӗнле?

Мӗн пирки ӳпкелешсе-хуйхӑрса каласа парасси ҫинчен шухӑшласа, Егорушка ҫамкипе диван ҫумне тӗртӗнчӗ те сасартӑк йӗрсе ячӗ.

— Ак сана, пӑх та кур! — тепӗр хут каларӗ Христофор атте, тӑрса диван патне утнӑ май. — Георгий, мӗн пулнӑ сана? Ма йӗрен ҫапла?

— Эп… эп чирлӗ! — терӗ Егорушка.

— Чирлӗ тетӗн-и? — нимле мар пулса кайрӗ Христофор атте. — Вӑт ку вара аван мар япала, тӑванӑм… Ҫул ҫинче чирлеме юрать-и вара? Ай, ай, тӑванӑм, мӗнле-ха капла, э?..

Вӑл аллине Егорушка пуҫӗ ҫине хучӗ, питҫӑмартине тытса пӑхрӗ.

— Тӗрӗс, пуҫӗ вӗри… Ахӑртнех, эсӗ шӑннӑ пуль ҫӗрле е мӗн те пулин ҫинӗ пуль… Турӑран пулӑшу ыйт эс.

— Хинин памалла ӑна, — терӗ Иван Иваныч ҫӑрхаланса.

— Ҫук, ӑна мӗнле те пулин вӗри апат ҫитерес пулать… Георгий, яшка ҫиес килет-и? Э?

— Ҫиес килмест… — хуравларӗ Егорушка.

— Шӑнтать-и сана?

— Малтан сивӗччӗ, халь… халь вӗри. Пӗтӗм кӗлетке ыратать ман…

Иван Иваныч диван патне пычӗ, Егорушкӑна пуҫран тытса пӑхрӗ, пӑшӑрханса эхлетсе илчӗ, вара каялла сӗтел патне таврӑнчӗ.

— Акӑ мӗн, салтӑн та ҫывӑрма вырт, — терӗ Христофор атте, — санӑн ҫывӑрса тӑранас пулать.

Вӑл Егорушкӑна салтӑнма пулӑшрӗ, минтер илсе килсе пачӗ, утиялпа витрӗ, утиялӗ ҫине Иван Иваныч пальтине хучӗ, вара чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса, сӗтел хушшине ларчӗ. Егорушка куҫне хупрӗ кӑна, хӑйне ҫавӑнтах номерте мар, аслӑ ҫул ҫинче, ҫунакан вут ҫумӗнче ларнӑ пек туйма тытӑнчӗ; Емельян аллине суллакаласа илчӗ, ӳпне выртакан хӗрлӗ пуҫлӑ Дымов Егорушка ҫине йӗкӗлтесе пӑхрӗ.

— Хӗнӗр ӑна! Хӗнӗр ӑна! — кӑшкӑрчӗ Егррушка.

— Аташать… — шӑппӑн каларӗ Христофор атте.

— Ӗҫ тупӑнчӗ ак! — ассӑн сывласа илчӗ Иван Иваныч.

— Кӑкӑрне уксуспа хутӑштарнӑ ҫупа сӑтӑрас пулать. Тур пулӑшсан, ыранччен сывалать.

Йывӑр курӑмсенчен хӑтӑлас тесе, Егорушка куҫне уҫрӗ те ҫутӑ ҫине пӑхма тытӑнчӗ. Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе тӑраннӑ та тем ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Христофор атте телейлӗн кулкалать, ахӑртнех, ҫӑмне тупӑшлӑ сутнине манаймасть пуле; ӑна тупӑшӗ мар, урӑххи хаваслантарать: килне таврӑнӗ те акӑ вӑл пӗтӗм пысӑк ҫемйине пухӗ, вара чеен куҫ хӗссе, ахӑлтатса кулса ярӗ; малтан вӑл, ҫӑмне хӑй хакӗнчен йӳнӗрехе сутрӑм тесе, пурне те суйӗ, кайран, Михайлӑна хулӑн бумажник парса, урӑхла каласа хурӗ: «Ме, ил! Акӑ мӗнле тӑвас пулать ӗҫсене!» Кузьмичов вара кӑмӑллӑн курӑнмасть: унӑн сӑн-пичӗ малтанхи пекех канӑҫсӑр та типӗ, ӗҫлӗ.

— Эх, Черепахин ҫакнашкал хак панине пӗлнӗ пулсан, килте эпӗ Макарова леш виҫҫӗр пӑтне сутман пулӑттӑм, — ҫурма сасӑпа калаҫрӗ вӑл — Мӗн тери пӑшӑрханмалла! Анчах кунта хак ӳснине кам пӗлнӗ-ха?

Шур кӗпе тӑхӑннӑ ҫын сӑмаварне илсе кайрӗ те кӗтесри турӑш умӗнче лампадка ҫутрӗ. Христофор атте ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса каларӗ; лешӗ каварҫӑ евӗрлӗ пӑхкаласа илчӗ те — ӑнланатӑп терӗ ӗнтӗ — пӳлӗмрен тухрӗ, кӑшт тӑрсан, кравать айне савӑт илсе кӗрсе лартрӗ. Иван Иваныч хӑй валли вырӑн ҫӗре сарчӗ, темиҫе хут анасласа илчӗ, юлхавлӑн турра кӗлтурӗ те ҫывӑрма выртрӗ.

— Ыран содора кайса килес тетӗп… — терӗ Христофор атте. — Унта эпӗ чиркӳ туприне хураллакана пӗлетӗп. Кӑнтӑрлахи кӗлӗ хыҫҫӑн преосвяшеннӑй патне те кӗрсе тухмаллаччӗ те, чирлӗ теҫҫӗ ӑна.

Вӑл анасларӗ те лампӑна сӳнтерчӗ. Халь ӗнтӗ пӳлӗме лампадка кӑна ҫутатрӗ.

— Никама та йышӑнмасть теҫҫӗ, — салтӑннӑ май малалла калаҫрӗ Христофор атте. — Курмасӑрах кайма лекет ӗнтӗ.

Вӑл сӑхманне хыврӗ, Егорушка вара хӑйӗн умӗнче Робинзон Крузене курчӗ. Робинзон тирӗкре темскер пӑтратрӗ те Егорушка патне пырса пӑшӑлтатрӗ:

— Ломоносов, ҫывӑрмастӑн-и? Тӑр-ха! Эп сана уксуслӑ ҫупа сӑтӑрса ярам. Лайӑх вӑл, турра кӗлтума кӑна ан ман.

Егорушка хӑвӑрт тӑрса ларчӗ. Христофор атте ун кӗпине хыврӗ те, хӑйне кӑтӑклантарнӑ чухнехи пек хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа та хутланса, Егорушкӑн кӑкӑрне сӑтӑрма пуҫларӗ.

— Ашшӗпе ывӑлӗн; ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе… — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Хырӑму ҫине вырт! Вӑт ҫапла. Ыран сып-сывӑ пулатӑн, анчах малашне асӑрхан… Вут пек вӗри! Аслатиллӗ ҫумӑр чухне ҫул ҫинче пулнӑ пуль-ха?

— Ҫул ҫинче.

— Ун пек пулсан та чирлемесен! Ашшӗпе ывӑлӗн, ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе… Ун пек пулсан та чирлемесен!

Сӑтӑрса пӗтерсен, Христофор атте Егорушкӑна кӗпине тӑхӑнтартса утиялпа витрӗ те, хӗрес хурса, айккинелле пӑрӑнчӗ. Унтан Егорушка вӑл турра мӗнле кӗлтунине курчӗ. Ахӑртнех, старик питӗ нумай кӗлӗ пӑхмасӑр пӗлет пулӗ, мӗншӗн тесен турӑш умӗнче темчченех хускалмасӑр пӑшӑлтатса тӑчӗ. Кӗлтуса пӗтерсен, вӑл чӳречесене, алӑка, Егорушкӑна, Иван Иваныча хӗрес хыврӗ те пӗчӗк диван ҫине минтерсӗрех выртрӗ, хӑйӗн сӑхманӗпе витӗнчӗ. Коридорти сехет вуннӑ ҫапрӗ. Егорушка, ирччен вӑхӑт тата мӗн чухлӗ нумай юлнине аса илсе, диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнчӗ, халӗ ӗнтӗ тӗтреллӗ те асаплӑ курӑмсенчен хӑтӑласчӗ тесе тӑрӑшма та пӑрахрӗ. Анчах ирӗ вӑл кӗтнинчен чылай маларах килсе ҫитрӗ.

Диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнсе нумай та выртман пек туйӑнчӗ ӑна, анчах вӑл куҫне уҫрӗ кӑна, пӗчӗк номерӗн икӗ чӳречинчен те хӗвел пайӑркисем чалӑшшӑн туртӑнса кӗнине курчӗ. Христофор аттепе Иван Иваныч курӑнмаҫҫӗ. Номерте ҫутӑ та ӑшӑ, тирпейлӗ тата Христофор атте шӑрши кӗрет — килте вӑл типӗтнӗ утмӑлтурат ҫеҫкинчен сирпӗтмелли тур шывӗ тӑвать, вӗсемпех турӑшсене илемлетет, ҫавӑнпа унран яланах кипариспа типӗ утмӑлтурат шӑрши кӗрет. Егорушка хӗвелӗн чалӑш пайӑркисемпе минтер ҫине, диван ҫумне лартнӑ таса аттисем ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ. Хӑй ҫӑм миххисем ҫинче марри, йӗри-тавра типӗ пулни, мачча ҫинче аслати авӑтса ҫиҫӗм ҫиҫменни уншӑн темле питӗ тӗлӗнмелле япала пек туйӑнса кайрӗ.

Вӑл диван ҫинчен сикрӗ те тумланма тытӑнчӗ. Хӑйне вӑл пач чирлӗ мар пек туйрӗ: ури вӑйӗсем ҫукрах та мӑйӗ таврашӗнче кӑштах халсӑрлӑх сисӗнет, ҫавсемсӗр пуҫне ӗнерхи чиртен урӑх нимӗн те юлман пек. Апла пулсан, уксуслӑ ҫу пулӑшнӑ ӑна. Вӑл ӗнер тӗтреллӗн курнӑ пӑрахута, локомотива, сарлака шыва аса илчӗ те, пристань патне чупса кайса вӗсене курасчӗ тесе, хыпалансах тумланма тытӑнчӗ. Вӑл ҫӑвӑнса хӑмач кӗпине тӑхӑннӑччӗ кӑна, сасартӑк алӑк ҫӑрийӗ чӑклатрӗ те, пӳлӗме патак тытнӑ Христофор атте, хулӑн пир сӑхманӗ ҫийӗн хӑмӑр пурҫӑн рясине, шӗлепкине тӑхӑннӑскер, кӗрсе тӑчӗ. Йӑл-йӑл кулкаласа та ҫуталса (чиркӳрен таврӑннӑ ватӑ ҫынсем яланах ҫутӑ), вӑл сӗтел ҫине праҫвирпе темле ҫыхӑ хучӗ, кӗлтуса илчӗ, вара:
— Тур панисем кусем! Ну, сывлӑхсем мӗнлерех? — тесе хучӗ.

— Халь ӗнтӗ аван, — унӑн аллине чуптурӗ Егорушка.

— Турра тав… Эпӗ кӑнтӑрлахи кӗлӗрен килетӗп…

Чиркӳре ӗҫлекен пӗлӗшӗме тӗл пулма кайрӑм. Хӑй патне чей ӗҫме чӗнчӗ вӑл, эпӗ чӑрманмарӑм. Юратмастӑп ирех хӑна тӑрӑх ҫӳреме. Тур хӑтартӑр!

Вӑл рясине хыврӗ, кӑкӑрне сӑтӑркаларӗ, вара васкамасӑр ҫыххине салтрӗ. Егорушка унта шултра вӑлча банки тӑварласа типӗтнӗ тачка пулӑ татки тата француз ҫӑкӑрӗ курчӗ.

— Ак, чӗрӗ пулӑ лавкки патӗнчен иртме лекрӗ те ҫаксене туянтӑм, — терӗ Христофор атте. — Уяв мар чухне ун пек апатпах иртӗхмелле мар-ха та, килте чирлӗ ҫын пуррине астуса, темех пулмӗ терӗм, туянтӑм. Вӑлчи лайӑхскер, осетр пуллӑн…

Шур кӗпе тӑхӑннӑ ҫын сӑмавар, савӑт-сапа патнусӗ йӑтса килчӗ.

— Ҫи, — ҫӑкӑр татки ҫине вӑлча сӗрсе, Егорушкӑна пачӗ Христофор атте. — Халь ҫи, уҫӑлса ҫӳре, вӑхӑт ҫитет акӑ — вӗренме пуҫлатӑн. Асту, тӑрӑшса, вӑй хурса вӗрен, усси пултӑр. Мӗн пӑхмасӑр каламаллине пӑхмасӑр калама вӗрен, шалти шухӑшне ҫиелтине тӗкӗнмесӗр хӑвӑн сӑмахусемпе каламаллине хӑвӑн сӑмахусемпе вӗрен. Наукӑсене пурне те алла илме тӑрӑш тата. Пӗрисем математикӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, Петр Могила ҫинчен илтмен те, теприсем Петр Могилӑна пӗлеҫҫӗ, уйӑх ҫинчен ӑнлантарса пама пултараймаҫҫӗ. Ҫук, эсӗ пурне те ӑнланса вӗренме тӑрӑш! Латынла, французла, нимӗҫле вӗрен… географине, паллах, тата историне, богословине, философине, математикӑна алла ил… Васкамасӑр, тӑрӑшса, турра кӗлтуса пурне те вӗренсе ҫитерсен вара вырӑна кӗр. Пурне те пӗлсе-вӗренсе ҫитерсен, кирек мӗнле вырӑнта вӑй хума та ҫӑмӑл пулӗ сана. Эсӗ халлӗхе вӗрен, ыррине ытларах пух, кайран унта кам пулмаллине турӑ хӑй кӑтартӗ. Тухтӑр-и унта, судья-и, инженер-и…

Христофор атте пӗчӗк ҫӑкӑр татки ҫине кӑштах вӑлча сӗрчӗ те ӑна ҫӑварне хыпрӗ, вара малалла калаҫма пуҫларӗ:

— Павел Апостол калать: ӑнланмалла мар тӗрлӗ вӗренӳпе ан ҫыхланӑр. Чӑнах та ӗнтӗ, хура кӗнекесемпе ҫыхланса кайсан, Саул пек, леш тӗнчерен вилнӗ ҫынсен чунӗсене чӗнсе илме тытӑнсан е тата хӑвна та, ҫынсене те усӑ паман наукӑсемпе туслашсан, ун пек пулсан вара вӗренме те кирлӗ мар. Турӑ мӗн вӗренме пилленӗ, ҫавна ҫеҫ вӗренес пулать… Эсӗ ӑнланма тӑрӑш пур ҫӗрте те… Ҫветтуй апостолсем пур чӗлхепе те калаҫнӑ — эсӗ те чӗлхесене вӗрен; Аслӑ Василий математикӑпа философие вӗреннӗ — эсӗ те вӗрен, ҫветтуй Нестор истори ҫырнӑ — эсӗ те верен, истори ҫыр. Ҫветтуйсем пек пулма тӑрӑш…

Христофор атте чашӑкран чей сыпса илчӗ, сухалне якатрӗ, вара пуҫне пӑркаларӗ.

— Аван! — терӗ вӑл. — Мана хама ӗлӗкхилле вӗрентнӗ, нумайӑшне эпӗ маннӑ та ӗнтӗ, апла пулин те ыттисем пек мар, урӑхла пурӑнатӑп. Танлаштармалли те ҫук. Сӑмахран, ӑҫта та пулин пысӑк обществӑра апат сӗтелӗ хушшинче-и е пухура мӗн те пулин латынла е историрен, е философирен калатӑн та, ҫынсене те аван вӑл, мана хама та аван… Е тата, калӑпӑр, округ сучӗ килет, приҫҫак тыттармалла; ытти пачӑшкӑсем пурте вӑтанаҫҫӗ, эпӗ вара судьясемпе те, прокурорпа та, адвокатсемпе те йӑлт хамӑр ҫынла: вӗреннӗ ҫын пулса калаҫатӑп вӗсемпе, чей те ӗҫетӗп, кулатӑп, мӗн пӗлменнине ыйтса пӗлетӗп… Вӗсене те аван. Ҫапла вӑл пурнӑҫ, тӑванӑм… Вӗренни — ҫутӑ, вӗренменни — тӗттӗм. Вӗрен! Вӗренме ӗнтӗ, чӑнах та, йывӑр: хальхи вӑхӑтра хаклӑ илеҫҫӗ… Аннӳ сан тӑлӑх хӗрарӑм, пенсипе кӑна пурӑнать, анчах кунта ӗнтӗ…

Христофор атте алӑк еннелле шиклӗн пӑхса илчӗ те пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ:

— Иван Иваныч пулӑшать. Сана вӑл пӑрахмӗ. Унӑн хӑйӗн ачисем ҫук, ҫавӑнпа вӑл сана пулӑшатех. Ан пӑшӑрхан.

Вӑл пачах кулкалама пӑрахрӗ те тата шӑппӑнрах калаҫрӗ:

— Анчах та эс, Георгий, асту, тур сыхлатӑрах сана, аннӳпе Иван Иваныча ан ман. Аннӳне хисеплемелли ҫинчен турӑ кӗнекисенче ҫырнӑ, Иван Иваныч вара — сана ыр тӑваканӗ, аҫу вырӑнӗнчех вӑл. Енчен те эсӗ ученӑя тухнӑ хыҫҫӑн, тур ан хуштӑр та ун пек пулма, ҫынсене, вӗсем санран ӑссӑртарах тесе, юратма пӑрахатӑн пулсан, инкек вара сана, инкек!

Христофор атте аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫинҫе сасӑпа тепӗр хут каларӗ:  — Инкек! Инкек!

Христофор аттен чӗлхи йӑлтах салтӑнчӗ, вӑл калаҫрӗ те калаҫрӗ, кӑнтӑрлахи апатчен те чарӑнмастчӗ пулӗ, анчах юлашкинчен алӑк уҫӑлса кайрӗ те, Иван Иваныч кӗрсе тӑчӗ. Вӑл хӑвӑрт сывлӑх сунчӗ, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, хыпаланса чей ӗҫме пуҫларӗ.

— Ну, ӗҫсене пурне те туса пӗтертӗм, — терӗ вӑл. — Паян киле кайсан та юратчӗ те, Егор пирки чӑрманма тивет-ха тата. Ӑна вырнаҫтарас пулать. Йӑмӑк мана кунта таҫта ун юлташӗ Настасья Петровна пурӑнать тесе каланӑччӗ, тен, ҫав хӗрарӑм Егора хваттере ярать.

Вӑл бумажникӗнче тем шырарӗ-шырарӗ те унтан лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫыру тупса кӑларчӗ, вулама пуҫларӗ:

— «Анатри Кӗҫӗн урам, Настасья Петровна Тоскуновӑна, хӑйӗн килӗнче». Халь ӗнтӗ ҫав хӗрарӑма шырама каяс пулать. Тупӑнаҫҫӗ ӗҫсем!

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн Иван Иванычпа Егорушка часах урама тухрӗҫ.

— Тупӑнаҫҫӗ ӗҫсем! — мӑкӑртатрӗ куккӑшӗ. — Куршанкӑ пек ҫыпҫӑнтӑн та эс ман ҫумма, ҫӳре ак халь чупса! Вӗренесси, чаплӑ ҫынна тухасси — сирӗн, манӑн вара — ҫавӑншӑн асапланса ҫӳресси…

Вӗсем картишпе иртнӗ чухне лавсемпе лавҫӑсем ҫукчӗ ӗнтӗ, вӗсем ирех пристане кайнӑччӗ. Картиш кӗтессинче аякра палланӑ кӳме тӑрать; ун ҫумӗнче тур лашасем сӗлӗ ҫиеҫҫӗ.

«Сывӑ пул, кӳме!» — шухӑшларӗ Егорушка.

Малтан бульвар тӑрӑх ту ҫинелле чылайччен хӑпармалла пулчӗ, кайран пасар площачӗпе иртме тиврӗ; кунта Иван Иваныч городовойран Анатри Кӗҫӗн урам ӑҫтине ыйтса пӗлчӗ.

— Э-э! — кулса илчӗ городовой. — Инҫе вӑл, — ав лере, хула хӗрринче!

Ҫул ҫинче ҫын турттаракан кӳмесем темиҫе хут та тӗл пулчӗҫ, анчах Иван Иваныч вӗсем ҫине лармарӗ, укҫа парса хула тӑрӑх ҫавнашкал ярӑнса ҫӳреме вӑл хӑйне уявсенче те ытти мӗнле те пулин пӗр-пӗр паллӑ кунсенче ҫеҫ ирӗк пама пултарать. Егорушкӑпа иккӗшӗ вӗсем чылайччен чул сарнӑ урамсемпе пычӗҫ, унтан тротуар кӑна хывнӑ урамсене куҫрӗҫ, юлашкинчен чул та сарман, тротуар та хывман урамсене пырса кӗчӗҫ. Чӗлхепе урисем вӗсене Анатри Кӗҫӗн урама илсе ҫитернӗ тӗле иккӗшӗ те йӑлт пӑшӑхса хӗрелнӗччӗ ӗнтӗ, шӗлепкисене хывса, тарӗсене шӑла-шӑла илетчӗҫ.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, — хапха ҫумӗнчи сак ҫинче ларакан пӗр пӗчӗк старикрен ыйтрӗ Иван Иваныч, — ӑҫта кунта Настасья Петровна Тоскунова ҫурчӗ?

— Нимле Тоскунова та ҫук кунта, — кӑшт шухӑшласа тӑрсан хуравларӗ старик — Тен, Тимошенко пуль?

— Ҫук, Тоскунова…

— Каҫарӑр та, Тоскунова ҫук…

Иван Иваныч хулпуҫҫине ҫӗклесе илчӗ те малалла утрӗ.

— Ан та шырӑр! — кӑшкӑрчӗ ӑна старик хыҫалтан. — Калатӑп-ҫке-ха ҫук тесе, апла пулсан, ҫук ӗнтӗ!

— Итле-ха, инке, — кӗтесре хӗвелҫаврӑнӑшпе груша сутакан карчӑк умӗнче чарӑнчӗ Иван Иваныч, — ӑҫта кунта Настасья Петровна Тоскунова ҫурчӗ? Карчӑк ун ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ.

— Настасья Петровна халь те хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнать-и вара? — ыйтрӗ вӑл. — Турӑҫӑм, хӗрне качча парса хӑйӗн ҫуртне кӗрӳшне парнеленӗренпе акӑ ӗнтӗ пӗр сакӑр ҫул ҫитрӗ пуль? Халь унта кӗрӳшӗ пурӑнать.

«Мӗнле-ха эсир, ухмахсем, ҫавна та пӗлместӗр?» — тенӗн туйӑнаҫҫӗ хӑйӗн куҫӗсем.

— Хӑй ӑҫта пурӑнать вара вӑл халь? — ыйтрӗ Иван Иваныч.

— Турӑҫӑм! — тӗлӗнсе аллине ҫатлаттарса илчӗ карчӑк. — Вӑл тахҫантанпах ӗнтӗ хваттерте пурӑнать! Ҫуртне кӗрӳшне панӑранпа пӗр сакӑр ҫул иртрӗ пуль. Эсир калаҫса тӑратӑр тата!

Вӑл, ахӑртнех, Иван Иваныч та тӗлӗнессе, ҫавна май: «Пулма пултараймасть!» — тесе кӑшкӑрасса кӗтрӗ пулас, анчах лешӗ малалла та лӑпкӑн кӑна ыйтрӗ:

— Ӑҫта-ши унӑн хваттерӗ?

Сутӑҫӑ ҫаннине тавӑрчӗ те, ҫара аллине тӑсса калама ҫук ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

— Вӗҫсӗрех тӳррӗн, тӳррӗн, тӳррӗн кайӑр… Хӗрлӗ ҫурт патӗнчен иртсен, сулахай алӑ енче пӑралук пулать. Ҫав пӑралука кӗрсен, сылтӑм енчи виҫҫӗмӗш хапхана пӑхӑр…

Иван Иванычпа Егорушка хӗрлӗ ҫурт патне ҫитрӗҫ, тӑкӑрлӑка сулахаялла кӗчӗҫ, вара сылтӑмри виҫҫӗмӗш хапха патнелле пӑрӑнчӗҫ. Ҫак тӗссӗрленсе кайнӑ питӗ кивӗ хапхан, икӗ енӗпе те хушӑк-ҫурӑклӑ тӗссӗр хӳме тӑсӑлать; хӳмен сылтӑм пайӗ малалла хытӑ ӳпӗннӗ, халь-халь лаштӑртатса анассӑн туйӑнать, сулахай пайӗ картиш еннелле хыҫалалла тайӑлнӑ, хапхи вара тӳррӗнех тӑрать-ха, хыҫалалла ӳксен лайӑх-ши е малалла тӳнсен меллӗрех-ши тесе иккӗленет пулмалла. Иван Иванычпа Егорушка кӗҫналӑка уҫрӗҫ те мӑянпа та куршанаклӑ хупахпа ӳссе ларнӑ пысӑк картиш курчӗҫ. Хапхаран пӗр ҫӗр утӑмра хӗрлӗ тӑрӑллӑ пысӑк мар ҫурт ларать, чӳрече хуппийӗсем унӑн симӗс.

Картиш варринче ҫаннине тавӑрнӑ, саппунне ҫӗкленӗ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм тӑрать, ҫӗре темскер сапать. Ҫавна май сутӑҫӑ-хӗрарӑм пекех питӗ ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрать:

— Чип!.. чип! чип!

Ун хыҫӗнче шӗвӗр хӑлхаллӑ хӗрлӗ йытӑ ларать. Хӑнасене курсан, вӑл кӗҫналӑк еннелле чупрӗ те ҫинҫе сасӑпа вӗрсе ячӗ (хӗрлӗ йытӑсем пурте ҫинҫе сасӑпа вӗреҫҫӗ).

— Кам кирлӗччӗ сире? — хӗвелтен аллине тытса кӑшкӑрчӗ хӗрарӑм.

— Сывӑ-и? — хӗрлӗ йытта патакпа хӑваласа кӑшкӑрчӗ Иван Иваныч та — Калӑр-ха, тархасшӑн, кунта пурӑнать-и Настасья Петровна Тоскунова?

— Кунта! Мӗн тума кирлӗччӗ вӑл сире?

Иван Иванычпа Егорушка ун патне ҫывхарчӗҫ. Вӗсем ҫине вӑл шанчӑксӑррӑн пӑхса илчӗ те тепӗр хут ыйтрӗ.

— Мӗн тума кирлӗ вӑл сире?

— Чим-ха, эсир хӑвӑр Настасья Петровна мар-и?

— Ну, эпӗ!

— Питӗ аван… Сире хӑвӑрӑн тахҫанхи юлташӑр Ольга Ивановна Князева салам каласа ячӗ. Ак ҫак ача — унӑн ывӑлӗ. Эпӗ вара, тен, илтнӗ пуль, ун тӑван пиччӗшӗ, Иван Иваныч… Эсир пирӗн N хулинче ҫуралса ӳснӗ-ҫке-ха… Качча та унтах тухнӑ…

Чӗнмерӗҫ. Тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, ӗненмен е ӑнланман пек, Иван Иваныч ҫине пӗр хушӑ тӗлсӗр-палсӑр пӑхкаласа тӑчӗ, унтан хӗрелсе кайрӗ те аллисене ҫапса илчӗ; ун саппунӗ ҫинчен сӗлли тӑкӑнчӗ, куҫӗнчен куҫҫулӗ юхса тухрӗ.

— Ольга Ивановна! — пӑлханнипе йывӑррӑн сывласа, ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрчӗ вӑл. — Ытарайми кӑвакарчӑнӑм, чунӑм! Ах, турӑ, мӗн-ха эп ухмах пек тӑратӑп кунта? Ах, пирӗштийӗм-пӗчӗкскерӗм…

Вӑл Егорушкӑна ыталаса илчӗ, унӑн питне куҫҫульпе йӗпетрӗ, вара йӗмеллипех йӗрсе ячӗ.

— Турӑҫӑм! — терӗ вӑл, пӳрнисене пӑчӑртакаласа. — Оля ачи! Мӗнле телей!.. Йӑлт амӑшӗ пек! Каснӑ-лартнӑ амӑшӗ! Мӗн-ха эсир картишӗнчех тӑратӑр? Атьӑр пӳрте кӗрер!

Йӗрсе те пӳлӗне-пӳлӗне, утнӑ майӑнах калаҫса, вӑл пӳрт еннелле васкарӗ; хӑнасем ун хыҫҫӑн сулланчӗҫ.

— Ман кунта тирпейлемен-ха! — пӗтӗмпех турӑш та чечек чӳлмекӗ лартса тултарнӑ пӗчӗк пӑчӑ зала кӗрсен каларӗ вӑл. — Ах, тур амӑшӗ! Василиса, кайса чӳрече хупписене уҫ-ха хӑть. Пирӗштийӗм! Чиперскерӗм! Олечкӑн ҫакӑн пек ывӑл ача пуррине пӗлмен те эпӗ!

Хӑнасене хӑнӑхса лӑплансан, Иван Иваныч ӑна уйрӑммӑн юлса калаҫма сӗнчӗ. Егорушка тепӗр пӳлӗме тухрӗ; кунта ҫӗвӗ машини ларать, чӳрече ҫинче шӑнкӑрч хупнӑ читлӗх ҫакӑнса тӑрать, залри пекех, турӑшпа чечек чӳлмекӗ нумай тата. Машина патӗнче Тит пекех мӑнтӑркка питлӗ хӗрача тӑрать. Вӑл йӑлтах хӗвелпе пиҫсе кайнӑ, таса ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӑл куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр Егорушка ҫине пӑхать, ахӑртнех, хӑйне хӑй мелсӗррӗн туять пулмалла.

Егорушка ун ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан вӑл мӗн ятлине ыйтрӗ:

— Мӗн ятлӑ эсӗ?

Хӗрача тутине хускаткаласа илчӗ, халь-халь йӗрсе ярас пек пулса, хуллен хуравларӗ:

— Атька…

Ку ӗнтӗ «Катька» тенине пӗлтерчӗ.

— Эсир ырӑ ҫын пулсан, вӑл сирӗн патӑрта пурӑнӗ, эпир вара сире уйӑхра вуншар тенкӗ тӳлӗпӗр, — пӑшӑлтатрӗ залра Иван Иваныч. — Ачи вӑл пирӗн ашкӑнчӑк мар, лӑпкӑскер…

— Мӗн каламаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ, — йӗрес пек ассӑн сывла-сывла ячӗ Настасья Петровна. — Вунӑ тенкӗ вӑл лайӑх укҫа-ха, анчах ют ачана илсе юлма хӑрушӑ-ҫке-ха! Сасартӑк чирлесе ӳксен е тата мӗн те пулин урӑх…

Егорушкӑна каллех зала чӗнсе илнӗ тӗле Иван Иваныч шӗлепкине аллине тытнӑччӗ ӗнтӗ, сывпуллашатчӗ.

— Мӗнех? Апла ӗнтӗ халь вӑл сирӗн патӑрта юлтӑр, — калаҫрӗ вӑл. — Сыв пулӑр! Эс кунта юлатӑн, Егор! — йӑмӑкӗн ывӑлне каларӗ хальхинче. — Ан ашкӑн, Настасья Петровнӑна итле… Сыв пул! Эпӗ ыран тепре килсе каятӑп.

Вӑл кайрӗ вара. Настасья Петровна Егорушкӑна тепре ыталарӗ, пирӗшти тесе ачашларӗ, унтан сӗтел ҫине апат лартма пуҫларӗ. Тепӗр виҫӗ минутран Егорушка ӗнтӗ унпа юнашар ларчӗ, унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр ыйтӑвӗсене хуравларӗ, ҫавна май ҫуллӑ купӑста шӳрпи ҫирӗ.

Каҫхине вӑл каллех ҫав сӗтел хушшинчех ларчӗ, пуҫне алли ҫине тӗрентерсе, Настасья Петровна калаҫнине итлерӗ. Лешӗ ӑна кула-кула та йӗре-йӗре амӑшӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен, хӑй мӗнле качча тухнипе хӑйӗн ачисем ҫинчен каласа пачӗ… Кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк чӗриклетет, лампа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле чӑшӑлтатса ҫунать. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫурма сасӑпа калаҫрӗ, пӑлханнипе вӗҫсӗрех пӳрнескине ҫӗре ӳкерчӗ, Катя вара, ун ачин ачи, ӑна шырама сӗтел айне кӗре-кӗре кайрӗ; унта вӑл кашнинчех чылай вӑхӑт тухмасӑр ларчӗ, ахӑртнех, Егорушка урисене пӑхрӗ пуль. Егорушка тӗлӗнсе итлерӗ, карчӑкӑн питне, ҫӑм пӗрчиллӗ шӗпӗнне, куҫҫуль йӗрӗсене сӑнарӗ… Ҫавна май ӑна тунсӑхлӑ, питӗ тунсӑхлӑ пула-пула кайрӗ! Ҫывӑрма ӑна арча ҫине вырттарчӗҫ, ҫӗрле, хырӑм выҫсан, коридора тухса чӳрече янаххи ҫинчен турилккепе витнӗ чӑх какайне илсе ҫиме каларӗҫ.

Тепӗр кун ирхине Иван Иванычпа Христофор атте сывпуллашма килчӗҫ. Настасья Петровна савӑнсах кайрӗ, сӑмавар лартма хатӗрленчӗ, анчах Иван Иваныч, питӗ васкаканскер, аллине сулчӗ те:
— Чейпе-сахӑрпа аппаланса тӑма вӑхӑт ҫук пирӗн. Халех каятпӑр эпир! — тесе хучӗ.

Уйрӑлас умӗн пурте пӗр ҫур минут пек чӗнмесӗр ларчӗҫ. Настасья Петровна ассӑн сывласа ячӗ те куҫҫуллӗ куҫӗпе турӑшсем ҫине пӑхрӗ.

— Ну, — терӗ Иван Иваныч, ура ҫине тӑрса, — эсӗ ӗнтӗ, ҫапла вара, кунта юлатӑн…

Унӑн пичӗ ҫинчен ӗҫлӗ типӗлӗх сирӗлчӗ, вӑл кӑштах хӗрелчӗ, тунсӑхлӑн кулса илчӗ, вара ҫапла каларӗ:

— Асту, вӗрен… Аннӳне ан ман, Настасья Петровнӑна итле… Енчен те лайӑх вӗренетӗн пулсан, эп сана, Егор, пӑрахмӑп.

Вӑл кӗсйинчен укҫа енчӗкӗ кӑларчӗ, Егорушка енне ҫурӑмӗпе тӑрса, унта вак укҫисене чылайччен чӑнкӑртаттарчӗ, вара, вунӑ пуслӑххине тупсан, ӑна Егорушкӑна пачӗ, Христофор атте ассӑн сывларӗ те васкамасӑр Егорушкӑна пиллерӗ.

— Ашшӗн, ывӑлӗн тата ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе… Вӗрен, — терӗ вӑл — Вӑй хур, ӗҫле, тӑванӑм… Эп вилсен, аса ил. Манран та вунӑ пус ил ак…

Егорушка ун аллине чуптурӗ те йӗрсе ячӗ. Ӑшӗнче ӑна темскер хӑй ҫак старикпе урӑх нихӑҫан та тӗл пулаймасси ҫинчен пӑшӑлтатса систерчӗ.

— Эп, Настасья Петровна, гимназие прошени патӑм ӗнтӗ, — залра вилнӗ ҫын выртнӑ чухнехи пек сасӑпа калаҫрӗ Иван Иваныч. — Августӑн ҫиччӗмӗшӗнче ӑна эсир экзамена илсе каятӑр… Ну, сыв пулӑр! Тур сыхлатӑр сире. Сыв пул, Егор!

— Хӑть чей те пулин ӗҫсе каймаллаччӗ сирӗн! — ахлатса ячӗ Настасья Петровна.

Куҫне карса лартнӑ куҫҫулӗ витӗр куккӑшпе Христофор атте мӗнле тухса кайнине Егорушка кураймарӗ. Вӑл чӳрече патне чупса пычӗ, анчах вӗсем картишӗнче ҫукчӗ ӗнтӗ, хапха патӗнчен халь ҫеҫ вӗрнӗ хӗрлӗ йытӑ хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланине туйса кӑмӑллӑн каялла чупса таврӑнатчӗ. Егорушка, мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, вырӑнтан сиксе тӑчӗ те тулалла вирхӗнчӗ. Вӑл хапхаран чупса тухнӑ тӗле Иван Иванычпа Христофор атте, пӗри ҫекӗллӗ патакпа, тепри ахаль патакпа сулласа, кӗтеселле пӑрӑнса кӗретчӗҫ. Егорушка ҫак ҫынсемпе пӗрле ку таранччен хӑй мӗн курни, мӗн чӑтса ирттерни халь ӗнтӗ пӗтӗмпех тӗтӗм пек ирӗлсе ҫухалнине туйса илчӗ; вӑл, халтан кайса, сак ҫине ларчӗ те хӑйшӗн ҫак самантран тытӑнса пуҫланакан паллӑ мар пурнӑҫа йӳҫӗ куҫҫульпе саламларӗ…

Ах, мӗнле пулӗ-ши ҫав пурнӑҫ?

Сайт:

 

Статистика

...подробней