Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIII. Хаваслӑ курнӑҫу

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.05 23:47

Предложений: 294; Слово: 2992

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Колчо, ҫав Мичо патӗнчен тухса кайсанах, хӑйне куракансем тӗлӗнсе пӑхса юлнӑ май, урам тӑрӑх Рада патне чупрӗ, вӑл ӑна хаваслӑ хыпар пӗлтерме васкарӗ.

Колчо хӑйне унта лӑпкӑрах тыткаласшӑнччӗ. Вӑл сиккелени те кӑшкӑрашни арҫынсен ӑшне хыптарчӗ иккен те, эппин ахаль те хӑраса пурӑнакан хӗр патӗнче те ҫаплах хӑтлансан, ун сехрине хӑпартма пулать. Тепӗр тесен, чӑтса тӑмашкӑн та пит кансӗр. Чун патӗнчи хаваслӑхне чарса тӑрас пулсан, вӑл сывлайми те пулать. Рада пурӑнакан ҫурт патне ҫитсен, Колчо чӗри сиксе тухас пек тапакан пулчӗ, хӑйне кӑшт йӑпатас тесе шӳтле тропарне пӗтӗм сассипе юрласа ячӗ.

Рада ҫавӑнтах алӑк уҫрӗ.

— Килех, кил, Колчо бай! — хапӑл турӗ вӑл ӑна.

— Рада, савнӑ ҫыннӑм, пире никам та илтмест-и? — ыйтрӗ Колчо.

— Ҫук, Колчо бай, эпӗ яланхи пекех, пӗр-пӗччен.

Колчо, хӗпӗртенипе, сывлӑш ҫавӑрайми пулса ҫитнӗччӗ.

— Ларса кан, Колчо, ларса кан! — терӗ Рада, Колчо хӗпӗртенине вӑл ӗшеннӗ пек йышӑнчӗ пулас.

Сӗм-суккӑр Колчо куҫран пӑхас пек хӗр умне пырса тӑчӗ.

— Рада, савнӑ тусӑм, санран мӑкӑриччи тухать — ырӑ хыпар пӗлтерес тетӗп! — сасартӑк каласа хучӗ вӑл. Пӗртен пӗр ҫакӑнпа йӑпатрӗ ӗнтӗ хӑйӗн чун хавалне.

Рада чӗри сиксе тапма тытӑнчӗ. Темле ытла пысӑк хаваслӑх илтессе сиссе илчӗ вӑл, ҫавӑнпа хӑраса та кайрӗ «Колчона ҫакӑнта ырӑ пирӗшти ертсе ҫитерчӗ», — шухӑшласа илчӗ хӗр.

— Кала, Колчо.

— Хаваслан, савнӑ хӗрӗм, аслӑ савӑнӑҫпа хаваслан!.. Ахальтен мар эс Рада ятлӑ.

Колчо ачалла сиккелесе илчӗ те, хӑйне тыткалама пултарас тесе, каллех юрласа ячӗ:

Госпожа Серафима та
Йӑваш Херувима,
Ытарайми Еноха…

Рада калаҫайми пулса тӑчӗ. Вӑл сиссе илчӗ ӗнтӗ.

— Ҫитӗ, Колчо, ан хӑрат мана! — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Эпӗ хӑратмастӑп сана, эпӗ ҫакна кӑна калатӑп: хаваслан… Вӑл пурӑнать, сывах вӑл!

Урамра чухне Колчо тепӗр тӗрлӗ шухӑшланӑччӗ те, хӑй шухӑшне тытаймарӗ, — хӗре вӑл хаваслӑ хыпар пӗлтерме хатӗрлентерсе ҫитереймерӗ. Ун пек чух ҫирӗп пулма куҫлисем кӑна пултараҫҫӗ ҫав, — вӗсен ҫӗкленнӗ кӑмӑлӗсем тӗрлӗрен япала курнипе сапаланма та пултараҫҫӗ. Суккӑр ҫын тесен, вӑл ӗмӗрӗпех тӗттӗмре ҫӳрет, ӑна ҫакӑн пек самантсенче кӑна, ярӑм ҫутӑ пек, пӗртен пӗр хаваслӑх хӗлхемӗ кӑна ялкӑшса ҫутатать. Эппин сӑмахпа та пулин каламасӑр чӑтса пӑх-ха ҫавӑн пек чухне, хаваслӑх тени ҫӳлелле те сиктерет, савӑнтарса та калаҫтарать, ҫавсене хӑвӑртрах тумашкӑн та хистет-ха… Кирек те мӗнле пултӑр та, хаваслӑх пур пӗрех тулалла тухмасӑр чӑтаймасть.

Суккӑрӑн юлашки сӑмахӗсене хӗр хӑйӗн чӗри хӑвачӗпе сиссе илчӗ, ҫавна илтсессӗнех ӳкес марччӗ тесе, вӑл стенаран тӗренсе тӑчӗ.

Калама ҫук пысӑк хаваслӑхсем те пулаҫҫӗ, тем пек тарӑн хуйхӑ-суйхӑ та пулать, ҫавсене ҫын хӑйне евӗр чӑтса та тӑрас ҫук темелле. Ҫын ҫапах та чӑтать. Шалти туйӑм пускӑчи хивреленнӗҫемӗн чун чӑтӑмӗ те ытларах пулать, енчен ҫав чун тени сывах пулсан. Темле вӑрттӑн сисӗм хатӗрлентерме те ӗлкӗрчӗ-и ӗнтӗ ҫак хӗре.

— Сывӑ-и? Ах турӑҫӑм! — ӑсран кайнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ Рада. — Ӑҫта-ха вӑл? Кам каларӗ сана, Колчо? Сывах-и? Ман Бойчо сывах-и вара? Ах, турӑҫӑм, тупата, чӑтсах чӑтайӑп-ши эп ҫак хыпара, хӗпӗртенипе вилсе каяс марччӗ! Пуҫӑм та йӑлт ҫаврӑна пуҫларӗ…

Ӑна куҫҫуль тухни пулӑшрӗ, кӑкӑрӗнче пӗтӗм пӑркӑчланӑ туйӑмне шӑратрӗ вара ҫав куҫҫульпе.

Кӑштах лӑплансан, Колчо ӑна Огняновпа хӑй Мичо Бейзаде хапхи патӗнче тӗл пулни ҫинчен, кайран та мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ.

— Хӑҫан килет, вӑл?

— Каярахпа. Тӗттӗм пуличчен кӗтмелле пулать; ӗҫӗ те ун паян мӑй таран.

— Ах турӑҫӑм! — терӗ Рада тепӗр хут, куҫҫуль витӗр хаваслӑн кулкаласа.

Ҫак самантра вӑл ытармалла мар чиперччӗ.

— Тавтапуҫ сана, Колчо! Тем пек, тем пек тавтапуҫ! — терӗ вӑл хаваслӑхне ниҫта чикеймесӗр.

Колчо тухса кайрӗ, тинех ун чунне ҫӑмӑлтарах пулчӗ.

Колчон ачаш та ырӑ чӗри ҫын телейӗпех телейлӗ. Ҫутҫанталӑк унӑн чи кирлӗ енне туртса илнӗ, кӑшт йӑпанмалӑх ҫын хаваслӑхӗпе савӑнас енне кӑна хӑварнӑ.

Рада хӑй мӗн тӑвасса пӗлмерӗ. Мӗнле кӗтсе илмелле пулать ӗнтӗ хаклӑ хӑнана? Вӑл килсе кӗрессе пӗлтермелле-и, ҫук-и? Кӗрсе тухмалла мар-ши вӗсем патне? Юрамасть ҫав, тем курса тӑрасси пулӗ тата, вӑл унта хӑйне ӑсран кайнӑ ҫын пек тыткалӗ. Хӑй пӗччен кӑна ҫакӑнта юлас пулсан та чӗри чӑтса тӑрас ҫук!.. Бойчоран ӑна пӗр ӗмӗр уйӑрса тӑрать тейӗн ҫав, вара, вӑхӑтне мӗнле те пулин кӗскетесшӗн пулса, вӑл пӳлӗмне тирпее кӗртсе аппаланчӗ, ҫӳҫне якатса турарӗ. Куҫ кӗски умӗнче юсаннӑ чух хальхинче вӑл чӑн та хӑй пит хитре иккенне асӑрхарӗ, хӑй тӗллӗн ҫеҫ кулкаласа, чӗлхине те кӑларса хӑйне кӑтартрӗ. Ӗнтӗ урӑх нимӗн тумалли те ҫукчӗ, Рада вара пилӗк ҫулхи ача пек хӑрах ура ҫинче сиккелесе ҫаврӑнчӗ, темле юрӑ та юрласа ячӗ, юррин сӑмахӗсене пӗлмерӗ вӑл, ҫав юрра хӑй, тен, нихҫан та илтмен пуль. Рада пӗрмай алӑк еннелле пӑхкаласа тӑчӗ, тул енчен кӑштӑртатни илтес-тӑвас пулсанах вӑл хӑратнӑ кайӑк пек сиксе чӗтреве ӳкрӗ. Телейӗ ытла пысӑк-ҫке!

Огнянова тепӗр кунхине кӑна мӑнастиртен тухса Радӑпа курнӑҫма тӳрӗ килчӗ, ун чух тӗттӗм пулса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Рада Лиловица карчӑк патӗнче, тӑрӑхла картишӗн шал енче, йӑвӑ лартса тухнӑ улмуҫҫи чӑтлӑхӗнче, уйрӑм пӳлӗмре пурӑнать. Пӳлӗмӗ аяккинче уҫӑ пӑлтӑр пур, Рада ҫавӑнта кӑнтӑрла ӗҫлет те, кӗнеке те вулать.

Ӗнтӗ Бойчо пырса кӗрессе кӗте-кӗте талӑк та иртрӗ, Рада ҫаплах пӑхса тӑчӗ. Кӗтнӗ сехетсем ытла вӑрах иртрӗҫ, шуйхатрӗҫ те вӗсем, канӑҫа та ҫухаттарчӗҫ, ҫапла ӗмӗрӗпе тӑсӑлассӑн туйӑнчӗ. Каҫхине Рада килӗнче текех лараймарӗ, урама тухрӗ.

Тӗттӗм пулатчӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем чӗрӗлсе тӑнӑ аламазсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ. Уҫӑ, таса сывлӑша кӳршӗ пахчари чечек шӑрши ҫапнӑ, пуринчен ытла туратлӑ акаччи симӗ тулнӑ. Каҫхи ҫил вӑшӑрхаса иртсенех техӗмлӗн ыйхӑланӑ ҫулҫӑ шӑпӑлтатса илет. Ҫак уйӑх курӑнман каҫхине ытарма ҫук шӑплӑх асамлӑн туйӑнать. Рада иртсе пынипе вӑраннӑ мӑшӑр чӗкеҫсем пӑлтӑр витти айӗнчи йӑвинчен тӗлӗрнӗ куҫӗсемпе пӑха-пӑха илчӗҫ те каллех пӗр-пӗрин ҫумне хӗсӗнчӗҫ… Пур енче те ҫут тӗнче савӑшса хӗпӗртенӗ пек, темле аса илейми тӳпери хаваслӑхпа тулнӑ пек туйӑнать. Тӗттӗм кӑвак тӳпе те, алмаз пек ҫӑлтӑрсем те, витӗр курӑнакан сывлӑш та, йывӑҫсем те мамӑк вырӑн ҫинче ӑшӑнса пусӑрӑннӑ мӑшӑр чӗкеҫсем те, чечек те, сим те — пӗтӗмпех Рада чунне канӑҫлӑн лӑплантарать, чӗрере юрату та поэзи хускатать, каҫхи шӑплӑхра киленсе чуп тӑвас кӑмӑл вӑратать.

Рада тунсӑхласа аптрарӗ…

Акӑ тинех Огнянов килсе алӑка шаккарӗ те, Радӑна ури тытса тӑрас ҫук пек туйӑнса кайрӗ, вӑл ҫапах та хӑйне тыткалама вӑй ҫитерчӗ, алӑка пырса уҫрӗ.

Савнӑ мӑшӑр пӗрне-пӗри ыталаса илсе нумайччен хӗрсе чуп турӗҫ. Вӗсен чарса чарӑнми хаваслӑхӗ чуп тунипе тинех канӑҫрӗ, вӗсем тытӑнкаланӑ сасӑпа пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ.

Ҫак телейлӗ ҫамрӑксем кӑштах лӑплансан та пӗр-пӗрне пӑхса савӑнса тӑранаймарӗҫ. Савӑннипе ҫуталнӑ Рада ытарма ҫук илемлӗ. Бойчо та ӑна ӗлӗкхинчен темиҫе хут чиперрӗн курӑнчӗ, — ҫийӗнчи хресчен тумтирӗ унӑн паттӑр та ӑслӑ сӑнарне тата лайӑхрах кӑтартнӑ пек туйӑнчӗ.

— Ну, мӗнле пурӑнтӑн эс, чӗппӗм? — терӗ Бойчо. — Тарӑхсах ҫитрӗн пуль ҫав, мӗскӗн хӗрӗм! Эпӗ сана асап кӑтартрӑм-ҫке, Рада, хӗрхене пӗлмерӗм… Эс мана ҫапах та ӳпкелеместӗн иккен-ха, ҫаплах саватӑн тата; чӗрӳ сан ачашлама та, савма, йеме ҫуралнӑ иккен… Каҫар мана, Рада, каҫарсам, савнӑ тусӑм…

Огнянов унӑн аллине хӗссе чӑмӑртарӗ, йӑлтӑртатан пысӑк куҫӗнчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ.

— Каҫарма-и? Нимӗншӗн те каҫармастӑп! — юри ҫилленнӗ пек каласа хучӗ Рада. — Мӗнле ун пек калаҫма пултаратӑн? Эс вилнӗ тенине илтсен епле асапланмалла марччӗ вара манӑн? Ху ҫинчен пӗр сӑмахпа та пулин пӗлтернӗ пулсанччӗ… Ах, Бойчо, Бойчо, тархасшӑн урӑх ан вил ӗнтӗ! Халь эп санран ниепле те уйрӑлас ҫук… Ӗмӗр пӗрле пулас килет, куҫ шӑрҫи пек сыхлӑп сана, пӗтӗм чӗрепе савса юратӑп та саншӑн хавасланӑп. Темле асап та куртӑн ӗнтӗ, Бойчо, ҫапла мар-и? Эх, тупата, мӗн калаҫса тӑратӑп-ха? Ӑсран кӑна кайрӑм ӗнтӗ! Мӗнле пурӑннине те ыйтса пӗлмерӗм-ҫке, — ҫак иртнӗ уйӑхсем мана калама ҫук вӑрӑм пек те вӗҫӗмсӗр пек туйӑнчӗҫ, — эс мӗн-мӗн чӑтса ирттернине те ыйтса пӗлмерӗм!

— Нумай чӑтса ирттермелле пулчӗ, Рада… хӑрушши те пит нумайччӗ те, турӑ ҫӑлса хӑварчӗ-ха мана — халь ак эпир каллех пӗрле.

— Чим-ха, чим, эс мана пӗтӗмпе йӗркипе каласа пар, пӗтӗмпе каласа пар! Ман пӗтӗмпе пӗлес килет… Кунта сан пирки темле сӑмах та юптарчӗҫ, тем те сӳпӗлтетрӗҫ, итлес пулсан, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрса каймалла!.. Ҫынсен чӗрисем те ҫук пуль ҫав, ӑҫтан кӑна шухӑшласа кӑларма ӑс ҫитереҫҫӗ, тупата! Каласа пар ӗнтӗ, Бойчо! Халь эс манпа юнашар сывах ларнӑ чухне эп пӗтӗмпе паттӑррӑн итлесе тӑма пултаратӑп, сехре хӑпмалла пулсан та хӑрас ҫук.

Огнянова вӑл темле хута кӗрес пек савса та тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Бойчо хирӗҫсе тӑраймарӗ. Радӑн пӗтӗмпе пӗлме тивӗҫӗ те пурччӗ. Унӑн хӑйӗн те унпа калаҫасси килетчӗ, мӗн курса-чӑтса ирттернине хӑйӗн савнӑ тусне каласа парасси килетчӗ, — чӗри питех уҫӑ-ҫке унӑн. Телейлӗ самантра курса ирттернӗ инкек-синкеке асӑнса илни темле хӑйне уйрӑм савӑнтарать. Бойчо вара хӑй Бяла Черкваран тарса кайнӑ кунран пуҫласа мӗн курнине пӗтӗмпе каласа пама тытӑнчӗ. Каласса вӑл нимӗн илемлетмесӗр каларӗ-ха, ӗнерхи канашлура е Викентие каласа кӑтартнӑ пек васкавлӑн та каламарӗ, тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ. Рада, итлесе тӑнӑ май, пӗр шуйханчӗ, пӗр хӗпӗртерӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех унӑн ачалла пӑхакан куҫӗнче палӑрса тӑчӗ; Бойчо ҫавна асӑрхасах тӑчӗ, унта вӑл шикленнине те, хавасланнине те, йывӑр чухне хута кӗрес кӑмӑлне те курса чун хавалӗпе хӗпӗртесе савӑнчӗ. Рада ҫаплах унӑн кашни сӑмахне итлесе, куҫ сиктермесӗр ӑна пӑхса тӑчӗ.

— Ах, Бойчо, сана кам та пулин сутрӗ пуль ҫав! — терӗ Рада, пӑшӑрханса. Огнянов шӑпах хӑйне Алтӑнӑвӑри трактирте тӗрӗксем тытма пынӑ тӗле каласа ҫитнӗччӗ.

— Пӗлместӗп. Пӑлхар ҫынни мана сутма тӑнӑ тесе шантараймастӑп. Тӗрӗксен кофейнинче хама мӗнпе те пулин сыхлаймарӑм пулинех.

— Малалла мӗн пулчӗ вара? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Рада.

— Эпӗ хам пӳлӗмреччӗ, иртсе пыран тӗрексен ури сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫитрӗҫ иккен мана вӗлерме терӗм, куҫӑм-пуҫӑм хуралса килчӗ. Нимӗнле шанчӑк та ҫуккине курсанах тӑратӑп ӗнтӗ, пӗтрӗм тетӗп… Револьвере кӑлартӑм та алӑк патӗнче тӑратӑп. Манӑн ултӑ патронччӗ: пиллӗкӗш вӗсем валли, улттӑмӗш хама тетӗп…

— Ах тупата, чӑтса кур-ха ҫавӑн пеккине! Ун чухне эп шухӑша та илмен, тен, кулкаланӑ та пуль ҫав самантра.

— Ун чухне эс, Рада, кӗл тунӑ пуль, сан кӗллӳне илтсе турӑ мана вилӗмрен хӑтарса хӑварчӗ пуль.

— Тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварнӑ вӑл сана, Бойчо!

— Тӗлӗнмеллех те пулса тухрӗ ҫав. Вӑл тӗрӗксене ҫав самантра суккӑрлатнӑ. Тӗрӗксем ман патӑма кӗрес вырӑнне картишнелле тухакан тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайнӑ. Унта Пловдивран пынӑ пӗр грек, хырҫӑ пуҫтараканскер, чарӑннӑччӗ, вӑл манпа юнашар пурӑнатчӗ. Иксӗмӗрӗн пӗр пекрех сӑнарччӗ пирӗн, хама унччен малтан пӗр кун курнӑ жандарма ҫав иккӗлентернӗ пулинех, кайран пӗлтӗм эп ҫавӑн ҫинчен.

Рада ҫӑмӑллӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ.

— Кӳршӗ пӳлӗмре шӑв-шав илтӗнсен, чухласа илтӗм вара вӗсем кӑшт тӑрсанах хам пата пырасса. Вӗсенчен мана пӗр минут кӑна уйӑрса тӑратчӗ ҫав, тепӗр майлӑ каласан, пӗр минутра кӑна хӑтӑлса юлтӑм эп вилӗмрен… Халь аса илсе те ҫитейместӗп ӗнтӗ, темле майпа чӳрече рамине сирпӗтсе кӑлартӑм та аялалла ҫул ҫине сиксе тухрӑм… Ҫул та марччӗ-ха вӑл, пӑрпа витӗннӗ ҫырмаччӗ… Пӑрӗ ҫӗмӗрӗлсе анчӗ те, эпӗ чӗркуҫҫи таран пӑрлӑ шыва пута патӑм. Тип вырӑна тухма туртӑнтӑм кӑна, пӑшалпа пеме те тытӑнчӗҫ: пилӗк-ултӑ хут печӗҫ ман енне. Пулисем пуҫ ҫийӗнченех иртсе кайрӗҫ, мана пӗри те тивеймерӗ… Вара эп ӑнран кайнӑ ҫын пек чупма тытӑнтӑм. Тӗттӗмре хӑҫанччен чупрӑм-ши, ӑҫтан чупса иртрӗм-ши, хам та пӗлместӗп.

— Йӗрлерӗҫ те-и сана?

— Йӗрлемесӗр ара! Йӗрлесси пирки ан та кала ӗнтӗ, анчах вӗсем мана ҫитеймерӗҫ… Эп вӑрмана кӗрсе ӳкрӗм. Сӗм-тӗттӗмччӗ. Ҫил питрен ҫапса вӗрчӗ… йӗпе тумтирӗм шӑнса пӑрланнӑ та хӑма пек пулса тӑнӑ. Ту хысакӗ тӑрӑх икӗ сехет хушши хӗвеланӑҫнелле кайрӑм, халтан кайса ӳкеспе тин аран-аран Овчери ялне сӗтӗрӗнсе ҫитрӗм. Унта мана ырӑ ҫынсем алӑк уҫса кӗртрӗҫ те ӑшӑтрӗҫ. Турра шӗкӗр, эп хӑрах урари пӳрнене кӑна тӑм илтернӗ пулнӑ. Овчеринче ик эрне пурӑнтӑм, кирек ӑҫта та хампа пӗрле инкек илсе пыратӑп-ҫке, — ҫынсене инкек кӑтартас мар тесе вара Пирдопа таптартӑм, Пирдопра Муратлийский пиччӗшӗ учительте тӑрать, ҫавӑн патне чарӑнтӑм. Ун патӗнче эпӗ виҫ уйӑх чирлесе выртрӑм, — темле йывӑр чир ҫакланнӑччӗ мана.

— Мӗскӗн Бойчо, эс шӑнса пӑсӑлнӑ пулнӑ, хӗлӗпех тусемпе айлӑмсем тӑрӑх ҫӳренӗ-ҫке… Эс чӑн асап курнӑ ҫын, Бойчо! — терӗ Рада, тем пекех хута кӗресшӗн пулса.

— Ылтӑн чӗреллӗ ҫын иккен ҫав Муратлийскин пиччӗшӗ. Вӑл мана хӑй патӗнче ҫывӑх тӑван пек лайӑх пӑхрӗ.

— Епле пархатарлӑ ҫын апла, чӑн-чӑн пӑлхар ҫынни вӑл! — терӗ Рада.

— Калама ҫук патриот тата. Ун шӑллӗне эп тӗплерен пӗрре усӑ кӑтартнӑччӗ те, ҫавӑншӑн вӑл мана ик-виҫӗ хут ытла тӳлесе татрӗ.

— Унтан вара? Малалла мӗнле пулчӗ?

— Сывалса ҫитрӗм те вӑл мана укҫа пачӗ, ак ҫак ҫӗнӗ тумтирне парса ячӗ, йӗре-йӗре мана ӑсатрӗ. Эпӗ тӳрех кунта килтӗм.

— Сана никам та паллаймарӗ-и?.. Бойчо, тархасшӑн эс хӑвна сыхланарах тыткала!

Огнянов ҫӗлӗксӗрех ларатчӗ; вӑл шарӑхне те салтса пӑрахнӑччӗ.

Анчах хальхинче ура ҫине тӑчӗ те куҫ кӗски патнелле иртрӗ, ҫӳҫне тӑраткалантарса ячӗ, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ, сӑнне улӑштарам пек турӗ; йӑлт урӑхланса, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Халь мана палласа илейӗн-и?

— Эп сана маскӑпа пулсан та палласа илетӗп… Эс мана мӗнле куҫпа пӑхнинчен те палласа илетӗп!.. Ытла култармӑш эс, Бойчо! — терӗ хӗр савӑнса.

— Эс мана саватӑн, ҫавӑнпа паллатӑн. Ют ҫын мана ӑҫтан паллатӑр?

— Тӑшманӑн та куҫӗ ҫивӗч, шӳтлеме юрамасть унпа!

— Ун пеккисем валли манӑн хатӗрлени пур, — Огнянов плащне ҫӗклесе кӑтартрӗ, — пиҫиххинчен икӗ револьверпе кинжал тыткӑчи курӑнса кайрӗ.

— Ак мӗнле хурах иккен эс! — кулса ячӗ Рада. — Ровоама хаджи тӗрӗс калать…

— Эпӗ хурах пулсан, эс шӑлтах урӑхла ҫын, — эс пӗчӗк пирӗшти.

— Кулах ӗнтӗ мӗскӗн хӗртен!

Огнянов каллех ларчӗ.

— Малалла кала. Кунта епле ҫитнине каласа кӑтарт тата. Кам вара ҫав Муратлийский текенни? — ыйтрӗ Рада, ун хушаматне вӑл икӗ хут та илтсеччӗ ӗнтӗ.

— Бӑрзобегунек пиччӗшӗ.

— Нимӗҫӗн-и? Фотографӑн-и?

— Ҫавӑн, Рада, Бӑрзобегунек унӑн вӑрттӑн хушамачӗ. Чӑн ячӗ унӑн Добри Муратлийский. Вӑл фотограф пекех нимӗҫ. Стара Загорӑри пӑлхава путарнӑ хыҫҫӑн унӑн кунта тарса килмелле пулнӑ. Эп ӑна кунта хӳтӗлесе ӑшӑтрӑм, хушаматне улӑштарма та канаш патӑм. Вӑл ман тахҫанхи чи шанчӑклӑ юлташ. Сана мӗн те пулин кирлӗ пулсан, пӗр именмесӗр унран ыйтма пултаратӑн.

Рада пӑшӑрханса пӑхрӗ ӑна.

— Мӗншӗн вара ман ют ҫынсенчен ыйтса тӑмалла? Мана нимӗн те кирлӗ мар… Эпӗ учительте ӗҫленӗ чухнехи укҫапа пурӑннине эс пӗлетӗн-ҫке.

— Калатӑп-ҫке, ют ҫын вырӑнне ан хур ӑна тетӗп.

— Эс ху вара мӗн?

— Эп каятӑп, Рада.

— Татах каятӑн-и? Хӑҫан? Эс мӗнле мана пӑрахса хӑварма пултаран?

— Манӑн кӗҫӗрех каймалла, тата ик сехетренех, — терӗ те Огнянов, сӗхечӗ ҫине пӑхса илчӗ, сехетне каллех аяккинчи кӗсйине чикрӗ.

Рада шурса кайрӗ.

— Эс апла каятӑн та-и? Санӑн ҫаплах васкамалла-и? Эпӗ сана пӑхса юлма та ӗлкӗреймерӗм-ҫке?

— Ҫутӑлнӑ ҫӗре ман К. хулине ҫитмелле. Ӗҫӗм пур унта, Бяла Черквара мана вӑрахчен пулма юрамасть. Марко бая тав тума та ӗлкӗреймерӗм-ҫке сана ырӑ кӑтартнӑшӑн. Вӑл маншӑн та ыррине нумай тунӑ. Эх, Рада, Рада, хамӑр хушӑрах ырӑ ҫынсем сахал мар, ҫакӑ мана тӑван Болгарие тата ытларах юраттарать. Тата эп ӑна сан пек лайӑх хӗрсене ӳстернӗшӗн юрататӑп…

— Бойчо, мӗншӗн каятӑн эс? Ах, турӑҫӑм! Эппин эс мана та хупа пӗрле илсе кай. Эс ялан ҫул ҫинчи ҫын, хӑвна пӗтӗмпех Болгарие халалларӑн, — илсе кай мана эс ҫак ылханлӑ хуларан, ӑҫта та пулин яла вырнаҫтар, санпа ытларах курнӑҫмалла пултӑрччӗ. Чим-ха, эс мана та халӑхшӑн ӗҫлеме хуш, — эпӗ те пӑлхар ҫынни-ҫке… Сан идеалу, Бойчо, манӑн идеал та, сана Болгаришӗн вилме пӳрнӗ пулсан, эп те санпа пӗрле вилӗп… Пӗр-пӗринчен кӑна уйрӑлар мар, — сансӑр юлмашкӑн мана пит хӑрушӑ, сан ҫинчен усал хыпар илтесси вара пин хут та хӑрушӑрах… Ах турӑҫӑм, епле телейлӗ эп санпа!

Аллине ун хул пуҫҫи ҫине хучӗ.

— Савнӑ Рада, сана кунта пурӑнма калама ҫук кансӗр, — ун хутне кӗчӗ Огнянов, — эп ӑна хам куратӑп. Эс каласа пӗтерменне те туятӑп: кунта сана ман тӑшмансем кураймаҫҫӗ, ҫапла мар-и. Ҫын курайманлӑхӗ пусать сана, ӑна хам пӗлетӗп… Рада, чунӑм, ирсӗр тӑшмана пулах эс нуша куратӑн!.. Унта пӗр Ровоама хаджи кӑна мар, эп ҫавна та пӗлетӗп. Эс пӗтӗмпе шӑппӑн чӑтса ирттеретӗн, мана пула эс ҫавсене паттӑррӑн чӑтатӑн-ха. Ырӑ пирӗштиҫӗм! Аслӑ ӗҫ ман пӗтӗм вӑхӑта илет, сан ҫинчен шухӑшламашкӑн кӑштах та пушанаймастӑп. Эп айӑплӑ сан умӑнта, хам ҫинчен кӑна шухӑшларӑм пуль; тархасшӑн каҫар мана, чӗппӗм.

— Ах, Бойчо, Бойчо! Эс каллех мана пӑрахса кайсан, сана урӑхран ӗмӗрне те курас ҫук пек туйӑнать мана, яланлӑхах ҫухататӑп пуль! — терӗ те Рада, куҫҫулӗ сӑрхӑнса тухрӗ. — Ан хӑвар эс мана кунта, Бойчо! — шӑппӑн йӑлӑнса каларӗ вӑл. — Эс пурӑнатӑн-и, вилетӗн-и, ман санпа юнашар пулас килет… Нимӗнпе те кансӗрлес ҫук сана, сана пулӑшаканӗ пулӑп. Мӗн тумаллине пӗтӗмпе тӑвӑп… Сана кӑна ытларах куркаласчӗ.

— Ҫук, Рада, сана юрамасть пирӗн ӗҫре пулма, — ун пек пӑлхавра арҫын хӑвачӗ кирлӗ, унта хаярри те нумай, хӗрхенмелле марри те, эсӗ вара, эсӗ — чӑн пирӗшти-ҫке!.. Эс хӑвӑн тивӗҫне чипер туса пытӑн ӗнтӗ — эс ху аллупа тӗрлесе панӑ арӑсланлӑ ялав пире паттӑр пӑлхавра ҫӗклентерсе те вӑй парса тӑрӗ. Пӑлхар хӗрӗ ҫавна туни те ҫитет пире.

Огнянов чарӑнса тӑчӗ, анчах кӑшт тӑрсанах сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Итле-ха, Рада, Клисурӑна каймалла мар-ши санӑн, Муратлийский арӑмӗ патӗнче кӑштах хӑнара пул. Вӑл халь Клисурӑра пурӑнать. Ку ӗҫе хамах тӑвӑп эпӗ… Хӑрамалли унта та пулать ӗнтӗ… анчах эс кунта хӑвӑн пирки тем те пӗр калаҫнинчен хӑтӑлӑн.

— Эп кирек ӑҫта пурӑнма та хатӗр, санпа кӑна курнӑҫмалла пултӑрччӗ.

— Агитаци ӗҫне эпӗ халь шӑпах ҫавӑнта ирттеретӗп, ку тӑруҫӑн ҫавӑнта пулатӑп та. Бяла Черквана эпӗ пӑлхав хускатма кӑна таврӑнатӑп… Ҫак кунччен, Рада, санпа курнӑҫма та пултаратпӑр, унтан вара — вӑрҫӑран кам сывӑ тухасса турӑ кӑна пӗлет. Вӑрҫӑ хаяр та юнлӑ пулать. Турӑ пирӗн хӗҫ-пӑшала кӑна пил патӑр, хамӑрӑн асап-тӗсен курса нушаланнӑ ҫӗршывӑмӑр, ан тив, вӑл кӗрешӳре юнланнӑ пултӑр та, ирӗк пурнӑҫра чӗрӗлме тытӑнӗ, ҫавӑншӑн эп хаваслансах вилме хатӗр!.. Мӗн хуйхӑрасси те манӑн ҫак кӑна — вилӗм мана санран уйӑрма пултарать… Виҫесӗр юрататӑп-ҫке сана, эх, савнӑ ачам, эс ман чӗрене илтӗн, вӑл санӑн… Анчах пурнӑҫӑм Болгаришӗн ҫунать… Ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та пулин маншӑн хуйхӑрнине пӗлсе вилетӗп эпӗ, тӑпрам ҫинче кам куҫҫулӗ тӑкӑнасса та пӗлетӗп.

Бойчо пит-куҫӗ тӗксӗмленчӗ.

Рада ун аллине хӗссе тытрӗ.

— Бойчо, эс сывах юлатӑн, сан пек паттӑра турӑ Болгаришӗн упраса хӑварать; чап кӗтет сана, Бойчо… эх, вара мӗнле телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм хам та!

Бойчо иккӗленсе пуҫне сулкаларӗ.

— Эх, пирӗштийӗм… — тесе пуҫларӗ те вӑл, анчах тем аса илсен чарӑнчӗ, хӗрӗн аллине чӑмӑртаса тытса вара ҫакӑн пек каласа хучӗ: — Ӗнтӗ хама кирек мӗн пулсан та, шухӑшӑм саншӑн канӑҫтӑрччӗ. Вилетӗп пуль эп кӗрешӳре, ҫакна сиснӗ пек туйӑнать хама…

— Ун пек ан кала, Бойчо!

— Итле, Рада, эп чӑн та вилме пултаратӑп, ара, вилӗме хирӗҫех каятӑп-ҫке; анчах эп кӑштах та пулин сан пирки пӑшӑрханасшӑн мар. Хӑвӑн шӑпуна эс манпа ҫыхӑнтартӑн, манпа, суд тунӑ ҫынпа; ху савса тӑнипе эс мана тӗнчере чи телейлӗ ҫын турӑн, маншӑн эсӗ пурнӑҫра чи хаклине — хӑвӑн чысна хӗрхенсе тӑмарӑн, маншӑн тесе эсӗ нимӗнрен те хӑраса-шикленсе тӑмарӑн, ҫавӑншӑнах асапне те тӳсетӗн. Енчен мана вилме пӳрнӗ пулсан, пурнӑҫран хам уйрӑличчен эс телейлӗ пулмасан та, турӑ умӗнче те, ҫын умӗнче те чӑн тӳрӗ ҫын иккенне те пулин пӗлсе вилесшӗн… Эсӗ ман ятпа пурӑн, Рада, Огнянов ята йышӑн — вӑл ята нимӗн те чыссӑрлатман, нимӗн те вараламан. Эсӗ Клисурӑна пырсан эп унта пупа чӗнтерӗп, вӑл пире минчетлӗ, пил тӑвӗ, кайран вара сан кун-ҫулу пирки те пӗтӗмпех хам шухӑшлама тытӑнӑп. Ман аттен пурлӑхӗ ҫитет, вӑл мана пит юратать… Хӑйӗн пӗртен пӗр ывӑлӗн юлашки сӑмахӗ ҫине тӑратех вӑл… Ҫак ӗҫе пӗтӗмпех кунта тунӑ пулӑттӑм та, анчах халь ниепле те май килмест. Ҫапах та эпир хамӑр мӗн те пулин тума пултаратпӑр… Манӑн ҫӗррӗм ҫук, Рада, парне памашкӑн, ылтӑн ҫӗррӗм те, тимӗрӗ те ҫук… Хампа пӗрле илсе ҫӳрекен тимӗр — тӑшмансем валли. Пире мӑшӑрланма ҫӗрӗ тавраш кирлех те мар, — пире турӑ курать, Болгарин аслӑ тӳрӗ турри, асапланакансен те хуйхӑракансен турри курать пире. Вӑл пӗтӗмпе курать те, илтет те.

Хӗре аллинчен тытса Огнянов чӗркуҫленсе ларчӗ.

— Тупа тавар ун умӗнче! Вӑл пирӗн таса ҫыхӑнӑва пиллетӗр.

Хӗр те чӗркуҫленсе ларчӗ.

Темӗн пӑшӑлтатрӗҫ вӗсем, сӑмахӗсене вара пӗр ҫӳлти турӑ кӑна илтрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней