Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III. Ҫурҫӗрелле!

Раздел: Пусмӑрта –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 15:29

Предложений: 215; Слово: 2023

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Йытӑ вӗрсе яни Огнянова таҫтан сылтӑм енчен ҫывӑхранах илтӗнсе кайрӗ, урӑхран тата илтӗнмерӗ те. Ун вырӑнне ура сасси кӑптӑртатнӑ пек пулчӗ. Чӑн та, ун патнелле ҫынсем пыратчӗҫ, вӗсем айлӑмалла анатчӗҫ пулмалла, ҫыранран шӑпах вӑл пытанса тӑнӑ шӑтӑк тӗлнелле хӑйӑр юхса анчӗ. Шӑтӑк умӗнчен часах царвульӑ сырнӑ ура мӗлтлетсе иртрӗ те куҫран ҫухалчӗ; унтан каллех ура курӑнса кайрӗ те курӑнми пулчӗ; виҫҫӗмӗш ҫынни те малтанхи пекех шӑппӑн пускаласа иртрӗ. Унтан тӑваттӑмӗшӗ курӑнчӗ. Ку вара иртсе каймарӗ.

Вӑл чарӑнса тӑчӗ те пӗшкӗнчӗ.

Огнянов ӑна хӑяккӑн ҫеҫ курчӗ, лапсӑркка пуҫӗ вӑрӑмччӗ, ӑна упӑте пуҫӗ пек туйӑнчӗ. Вӑл ҫын ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пынӑ царвульӑ кантрине ҫыхма тытӑнчӗ.

Огнянов, аллинчи пӑшалне хальтен халь пеме хатӗр тытса, сывлӑш ҫавӑрми тенӗ пек тӑчӗ.

Леш ҫын самантлӑха ҫеҫ шӑтӑк еннелле пӑхса илчӗ. Унтан вара, ура ҫине тӳремӗн тӑрса, пӗтӗм шӑплӑха хускатса шӑхӑрса ячӗ. Лешсене каялла ҫаврӑнма чӗнчӗ ӗнте вӑл.

Ҫынни татах пӗшкӗнчӗ те шӑтӑкалла тинкерсе пӑхрӗ. Огнянов персе яма шут тытрӗ.

— Эй, мӗнле ҫын эс? — мӗкӗрсе ячӗ аслати пек сасӑ.

— Иван бай! — хӗпӗртесех кайрӗ Огнянов.

Чӑн та, ку ҫын Иван Боримечка пулчӗ кайрӗ.

— Учитель! — кӑшкӑрса ячӗҫ каялла таврӑннӑ ҫырсем те, вӗсем те шӑтӑкалла пӗшкӗнсе пӑхрӗҫ.

Шалтан чӗнессе кӗтмесӗрех Боримечка чи малтан шӑтӑка кӗрсе кайрӗ те Огнянов аллине куҫҫуль витӗр хӗссе тытрӗ. Ыттисем те шӑтӑка кӗчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Клисурӑ ҫыннисемччӗ.

— Мӗнле йытӑ вӗрчӗ кунта? — чи малтанах ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ Огнянов.

— Йытӑ мар, Боримечка вӗрсе кӑтартрӗ, — терӗҫ Клисурӑ ҫыннисем.

Огнянов ҫак улӑпӑн хӑтланчӑшне пӗле тӑркачӑ кулкаласа илчӗ. Хӑй патне пынӑ ҫынсенчен вӑл тем ҫинчен те ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

— Лачаканах кӗрсе ҫаклантӑмӑр ӗнтӗ, мур илесшӗне! — канӑҫлӑн сывлӑш ҫавӑрса ячӗ Боримечка.

— Ан парӑн, Иван, турӑ пӑрахас ҫук Болгарие.

— Клисурӑ пӗтрӗ-ҫке, — салхуллӑн каласа хучӗ Клисурӑ ҫыннисенчен пӗри.

— Кӗл ҫине тӑрса юлчӗ… ҫапах халь те пулин ҫунать, — хушрӗ тепри.

— Ах! — йынӑшса ячӗ виҫҫӗмӗшӗ.

— Тӑвансем, апла ӳпкелешсе калаҫнипе мӗн усси? Пирӗн лайӑх тӑвас килетчӗ-ҫке… ӗҫӗмӗр ӑнмарӗ… Чӑтӑр, вӑйлӑрах пулӑр!.. Мӗн тунӑ ӗҫӗмӗр усӑсӑр пӗтес ҫук… мӗн те пулин ҫикеленӗ-и эсир?

— Тухнӑранпа та пӗр хӗлхем ҫӑвара илмен, — салхуллӑн пӗлтерчӗҫ Клисурӑ ҫыннисем.

Ун пирки сӑмах вакламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пӗтсе кайнине Огнянов хӑех асӑрхарӗ. Вӑл юлнӑ ҫӑкӑрне хуҫкаларӗ те кашнине пӗрер татӑк валеҫсе тухрӗ.

Лешсем ҫивӗч шӑлӗсене ӗҫлеттерме те тытӑнчӗҫ. Боримечка хӑй пайне илмерӗ.

— Вӑл татӑка кӗсйӳнех чик-ха, ху та типӗ тытакан ҫын пек типсе кайнӑ… Манӑн пур мӗн ҫимелли.

Боримечка ҫавӑнтах хутаҫҫинчен тирне сӳнӗ мулкач туртса кӑларчӗ, мулкачи тӗллӗн-паллӑн юнпа хыта-хыта ларнӑ. Боримечка пӗр татак какай касса илчӗ, ӑна тӑвар сапрӗ те ҫивӗч шӑлӗпе таткалама та тытӑнчӗ.

— Эс мӗнле апла? Какайне пӗҫермен-ҫке!

— Пӗҫернӗ-и, пӗҫермен-и, — выҫлӑх ӑна-кӑна уяса тӑмасть. Таркӑн пӑлхавҫӑсен вут хумашкӑн та юрамасть ӑнлантарчӗ Иван, ҫӑварӗнчи хытӑ какайне чӑмласа. — Ак ҫак сӑваплӑ христиансем какай таврашне тиркеҫҫӗ те, аппару тимӗр шапасем курӑк чӑмласах тӑранаҫҫӗ, — хушса хучӗ Боримечка, тутинчи мулкач юнне шӑлкаласа.

— Мӗнле вӗлертӗн вара мулкача? Пӑшалпа персе-и? — пӗлесшӗн пулчӗ Бойчо.

— Хир сысни тӗл пулаймарӑм, мулкача вӗлермелле пулчӗ; хам тӗле хир сысни ҫакланнӑ пулсан, ӑна та пӑвса пӑрахнӑ пулӑттӑм.

Боримечка, чӑн та, мулкач йӗрне ӳксен, пӑшалпа пемесӗрех ӑна вӗтлӗхре алӑ вӗҫҫӗн тытнӑ иккен.

— Эс мӗншӗн ҫак упа шӑтӑкне килсе кӗтӗн? — ыйтрӗ вӑл, енчен енне пӑхкаласа.

— Мана черкессем хӑваларӗҫ, — терӗ Огнянов, — тепле тупайманнинчен халь те пулин тӗлӗнетӗп: вӗшле йыттисем те пурччӗ хӑйсен.

— Ак мӗншӗн ыйтрӑн иккен эс кам унта вӗрет тесе!.. Халь паллӑ ӗнтӗ. Вӗшлисем, ан хӑра, урӑх кайӑк тупрӗҫ пуль, тен, мулкач йӗрнех ӳксе чупрӗҫ пуль. Иван бай кун пек ӗҫсене шӑршӑранах сисет.

— Апла ҫав йӗксӗксем пулчӗҫ-и-ха ҫырма леш енче хамӑр курнисем? — ыйтрӗ Клисурӑ ҫыннисенчен пӗри.

— Турӑ тӗп тутӑрах вӗсене! — хушса хучӗ тепри. — Ҫавсене пула пуҫа ҫӗклесе пӑхма ҫук… Пӗтӗм Балкан ҫав черкессемпе те тӗрӗксемпе хуртланса пӗтрӗ… Турӑ сывлӑх патӑрах сана, Огнянов, ҫак ҫӑкӑршӑн, ҫимен пулсан урана тӑснӑ пулӑттӑм.

Огнянов тинех лӑпланса ҫитрӗ. Ӑнсӑртран кӑна хӑй ҫӑлӑнса юлнине ӑнланса илчӗ ӗнтӗ вӑл, шӑпа ӑна пӗр хут кӑна мар ҫавӑн пек инкекрен хӑтара-хӑтара хӑварнӑ.

— Ӑҫта каяс тетӗр эсир?

— Румыние. Эс ӑҫта каясшӑн?

— Бяла Черквана ҫитесчӗ тесе, виҫӗ кун танккатӑп акӑ. Ӑҫта ҫитнине хӑвӑрах куратӑр.

— Ытла чее пулчӗ Бяла Черква халӑхӗ! — терӗ Клисурӑ ҫыннисенчен пӗри. — Лӑпкӑнах лараҫҫӗ, ҫынсем темерӗн!

Ҫакна вӑл ҫилле хывса каларӗ. Бяла Черква пӑлхава ҫӗкленмерӗ иккен тесе тарӑхнипе мар, вӑл ыттисем пек инкек-синкек тӳссе курмарӗ тенипе. Ҫыннӑн кӑмӑлӗ кирек хӑҫан та ҫавӑн пек ӗнтӗ!.. Ыттисем, ҫывӑх тус-юлташсем пулсан та, тӳссе ирттернине чӑтса ирттермешкӗн мӗн тесен те ҫӑмӑлтарах пек. Ҫак хаяр туйӑм пирӗн чунра вӗчӗлтетсех тӑни вӑл, тискер вӑрҫа кӗрсен, унта-кунта вилӗм курнӑ хушӑра та паттӑра тухма хӗтӗртет. Ҫав паттӑра хӑйне пӗр-пӗччен хӑрушлӑхпа тӗлме-тӗл тӑратса пӑх-ха, вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ пулӗччӗ. Ахальтен мар ҫав ваттисен сӑмахӗнче: «Халӑхпа нуша курни вӑл туйра савӑнни», теҫҫӗ.

— Бяла Черква пирки мӗнле хыпар-хӑнар ҫӳрет? — ыйтрӗ Огнянов.

— Сана пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ… Чее пулчӗҫ вӗсем! Пӗтӗм Болгари патшалӑхне ирӗке кӑларма хамӑр кӑна ҫӗклентӗмӗр!

— Ҫапах та тем пулса тӑчӗ; Бяла Черква йӑлтах хатӗрленсе ҫитнӗччӗ-ҫке! — тарӑн шухӑшлӑн каласа хучӗ Огнянов.

— Ун ҫинчен мӗн каласси пур?.. Сыхланса юлчӗ — ҫапла юрать те; тусмарӗ. Вӑл та ҫунса кайнӑ пулсан, мӗнле усӑ пултӑр? — терӗ Клисурӑ ҫыннисенчен пӗри.

— Эх, мӗн чухлӗ ял ҫунса кӗлленмерӗ-ши! Мӗнле ялсемччӗ-ха тата! — сӑмаха хӳтшӑнчӗ тепри. — Куртӑн пуль, каҫсерен тӳпе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе тӑчӗ?

— Курмасӑр, — салхуллӑн тавӑрчӗ Огнянов.

— Пӗтӗмпе аркатса тӑкрӗҫ… Пӑлхав ҫавӑн пек пулмалла-и вӑл? Тӗнче кулӑшӗ ҫав! Эпир ӑна, ватӑ ашаксем, шанса тӑраттӑмӑр… Халӑха улталакансем ак халь турӑ умӗнче сӑмах тытӗҫ ӗнтӗ. Хатӗрленсе ҫитеймерӗн пулсан, ларах кутна хӗссе.

Ҫак кӳренмелли элеклӗ сӑмахсене Огнянов шӑппӑн итлесе ларчӗ. Тарӑхтарасса тарӑхтарчӗҫ те ӑна ҫак сӑмахсем, ҫапах та вӑл ҫилле хывмарӗ. Сӑлтав та ҫукчӗ пулӗ те ҫапла каламашкӑн, анчах ҫак ҫынсем мӗншӗн ун пек сӑмахланине пӗлме пулать. Огнянов хӑй те ӑшӗнче пӗр хут кӑна мар халӑх пирки шухӑшланӑ та, халь ак халӑх та хӑйне ертсе пыракансене тиркесе калаҫать. Ӗҫ ӑнӑҫман чухне ун пек-кун пек сӑмах пулмасӑр пултараймасть.

— Эй тата, мӗн тутӑрсене тӑсатӑр? Тем пулнӑ пек нӑйкӑшатӑр! — ҫӗклентересшӗн пулчӗ юлташӗсене Боримечка. — Турӑпа ун амӑшне ҫакӑн пек пулни кирлӗччӗ пуль… Сирӗн шутӑрпа ӗнтӗ, Клисурӑ пӗтрӗ пулсан, пӗтӗм Болгари пӗтет пулать, ҫапла тетӗр-и?

— Иван бай, арӑму мӗнле сан тата? Ӑҫта ӑсатрӑн эс ӑна? — ыйтрӗ Бойчо.

— Стайка-и? Сывах вӑл. Эп ӑна Алтӑнӑвӑ ялне ӑсатса хӑвартӑм, унтан вара… Э, мансах кайнӑччӗ сана калама, учительницӑ пирки пӗлместӗн пуль-ха!

Огнянов чӗтресе кайрӗ. Радӑна мӗн пулнине вӑл хӑй те сисетчӗ-ха, ҫак хӑрушӑ чӑнлӑха кам та пулин каласа парасран чунӗ ҫукчӗ унӑн. Рада пурӑнакан ҫурт ҫунса йӑтӑнса аннине вӑл хӑй куҫӗпе хӑй курса тӑчӗ, Рада та ҫавӑнтах вилнӗ ӗнтӗ, енчен хӑйне хӑй маларах вӗлереймен пулсан… Ытла кая юлчӗ ҫав вӑл ӑна хӑтарма каймашкӑн. Ҫак йывӑр шухӑш унӑн чунне калама ҫук ыраттарса пӑчӑркарӗ. Тепӗр туйӑм ӑна ҫаплах тарӑхтарчӗ те, пӑшӑрхантарчӗ те, ун пирки вӑл хӑй асне илме те хӑраса тӑчӗ.

— Сан пикӳ вилӗмрен аран хӑтӑлса юлчӗ, — терӗ Боримечка.

— Епле, сывах-и вӑл? — кӑшкӑрсах ячӗ Огнянов.

— Сывах, пурӑнать вӑл, учитель!.. Боримечка пулман пулсан…

— Ӑҫта вӑл халь? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Бойчо, Иванӑн шатраллӑ пит-куҫӗ ырӑ сӑмах калассӑн ҫуталасса кӗтсе.

— Ан пӑшӑрхан, эп ӑна шанчӑклӑ ҫӗре вырнаҫтарса хӑвартӑм, — лӑплантарасшӑн васкарӗ Боримечка.

Тинех чун кӗрсе ҫитнӗ пек пулчӗ Бойчона. Пичӗ-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, чун хавалӗпе каласа хучӗ вара ҫак улӑпа.

— Рехмет сана, Иван бай виҫесӗр пысӑк асапран хӑтартӑн эс мана.

— Каларӑн та, — пӳлчӗ ӑна Иван, — юрать-ха, мӑшӑрӑм мана ун пирки шӑп вӑхӑтра систерме ӗлкӗрчӗ… мӗншӗн тесен Рада хуҫи, Аничка, тарса кайнӑ чух ман арӑма тӗл пулать те: Стайка, эс Ивана кала-ха, тет (мана пулать ӗнтӗ), Рада тарса каясшӑн мар, тет, тем пек ӑна тархасларӑм, тет, учительницӑна ан пӑрахӑр ӗнтӗ, вӑйпа та пулин хӑвӑрпа илсе кайӑр, тет. Ҫакна илтрӗм те, мур илесшӗне! Пӑрахса хӑваратӑп пулать-и вара эп ӑна, тесе шухӑша илтӗм. Урана ҫӗре тивертмесӗр чупрӑм хайхи, вӑл алӑка питӗрнӗ-илнӗ… Шаккатӑп, кӑшкӑратӑп — алӑкне уҫмасть. Алӑкне тапса ҫӗмӗртӗм те пӳлӗмне кӗтӗм… Пӑхатӑп, вӑл сӗтел умӗнче тӑрать, аллине ҫурта тытнӑ, сӗтелӗ ҫинче темле михӗ пур…

— Тар миххиччӗ вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ Огнянов, Рада хӑйне мӗнле вӗлерме хӑтланнине сиссен.

— Мӗн миххи пултӑр тата, тар миххи ҫав! — Пин татӑка таткаланма пултарнӑ вӑл, пӗлӗте ҫити сирпӗнсе пулӗччӗ!.. Айван хӗр мар-и, чӑнах! Ҫав михӗре тар иккенне эпӗ ҫийӗнчех сиссе илтӗм, — терӗ Боримечка. — Тӳрех ун патне кӗретӗп. Турӑ хушнипе-ши, уҫнӑ алӑкран ҫил вӗрчӗ-ши, ҫурти сунчӗ-ларчӗ. «Кунта мӗн тӑватӑн, учительница? Пурте хуларан тараҫҫӗ, эс тата мӗн аппаланса тӑратӑн?» — тесе ыйтрӑм та хайхискере хул хушшине ярса илтӗм, атя Балкан ҫинелле, Стайка ман хыҫӑмран чупать. Стайка лӑплантарма пӑхать ӑна, вӑл ҫаплах ахлатса йӗрет. Эх, учитель, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкмарӗ пуль вӑл саншӑн! Эп сана вилнӗ тесех шутлаттӑм-ха, анчах ун пек чух чееленмесен юрамасть, улталаса калатӑп ҫакна: «Учитель сывах-ха, уншӑн ан пӑшӑрхан, учительница…» — тетӗн. Пирӗн кӑштах чӑрманмалла пулса тухрӗ. Вырлиштиицӑра тӗрӗксемччӗ ӗнтӗ, унтан иртесси пулмарӗ… Эх, кансӗр те пулчӗ!.. Мӗн тумалла тата?.. Вара эпир вӑрманалла таптартӑмӑр та ҫӗр варринче хамӑр яла ҫитсе ӳкрӗмӗр. Учительницӑпа Стайкӑна хамӑр Вӑлко патӗнче, хуячӑкам патне эппин, вырнаҫтарса хӑвартӑм, хам каллех Стара-планинана таптартӑм. Апла эс сывах иккен-ха, мур илесшӗ!

Огнянов шӑппӑн кӑна Боримечка аллине хӗссе чӑмӑртарӗ.

— Алтӑнӑвра хӑвартӑм ҫав вӗсене, — малалла каларӗ Иван. — Халь ӗнте Бяла Черквана ҫитрӗҫ те пуль. Хунчӑкам вӗсене тӗрӗкле тумлантаратӑп та хам леҫӗп терӗ. Алтӑлӑвӑра хӑрушӑрах-ха, унта тӗрӗксем йышлӑ. Бяла Черквара лӑпках, тет-ха. Эс, учитель, унта ҫитсен, ман Стайкӑна курса та салам пар. Мана сывах куртӑм тесе кала. Кунта шаритленӗ мулкач ҫиет, те, астивсе пӑхмашкӑн — чи лайӑх чӑкӑт, тесе пӗлтер. Ан пӑшӑрханса тӑтӑр вӑл.

— Эпӗ, Иван бай, Бяла Черквана каяймастӑп та пуль.

Боримечка тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Эс ҫавӑнта каясшӑнччӗ-ҫке?

— Тепӗр май шухӑшларӑм…

— Ӑҫта каятӑн вара эс?

— Пӗлместӗп те, куҫӑм курӗ унта.

— Атя пӗрле Румыние кайӑпӑр.

— Пыраймастӑп эпӗ, мансӑрах кайӑр. Сире те уйрӑмшар ҫӳреме канаш панӑ пулӑттӑм, пӗрле ҫӳреме юрамасть.

Айлӑма ҫупӑрланӑ каҫ тӗксӗм шӑтӑка тӗттӗмлетсе те хучӗ. Йынӑшса шӑнкӑртатать шыв. Каҫ пулчӗ. Туссем пӗр-пӗрне аран уйӑрса илеҫҫӗ. Иван Боримечкӑпа Клисура ҫыннисем малалла кайма ҫӗкленчӗҫ.

— Уйрӑлас умӗн ыталашса чуп тӑвар пуль, учитель. Хамӑртан кам сывӑ юласса турӑ кӑна пӗлет, — терӗ Боримечка.

Вӗсем виҫӗ хут чуп туса сыв пуллашрӗҫ те уйрӑлчӗҫ. Огнянов пӗччен тӑрса юлчӗ.

Ҫӗрелле ӳпне выртрӗ вӑл, ӑшӗ ытла тӑкӑлса ҫитнипе чӑтаймасӑр тинех хӗрарӑм пек уласа йӗрсе ячӗ.

Чун варӗнче мӗн кӑна вӗресе тӑратчӗ-ши, ҫавӑ тинех капланса ҫитсе татӑлчӗ те вӗри куҫҫульпе шӑранса тӑкӑнчӗ. Ҫак тимӗр пек ҫирӗп те хӑюллӑ ҫын хӑй ас тӑвасса пӗрремӗш хут сасӑпа уласа йӗрсе ячӗ. Ӗнтӗ пӗтӗм паттӑрлӑхӗ унӑн сӗвӗрӗлсе ҫитрӗ. Пур асапӗ-тӗсепӗ, тарӑхса хӑшкӑлни, хушӑран намӑсланни те, ҫывӑх тус-йышӗсем пуҫӗсене кӑлӑхах хуни, ҫавсемпе пӗрлех тата шанчӑксӑр юратӑвӗ те хупӑнса ларни, ӑша кантарми ҫилӗ, нимӗнле йӑпатайми тунсӑхӗ, пӗр-пӗччене тӑрса юлни те кун-ҫулӗнче ӗмӗчӗ сӳнни, вӗҫӗ-хӗррисӗр аса илӗвӗ — ырри те пулнӑ пуль унта, усалли те, анчах пур пӗрех ҫавсем халь нимӗне тӑманни — пӗхӗмпех куҫҫульпе хутшӑнса тӑкӑнчӗ. Халь кӑна вӑл ҫак телейсӗр чунсене, Огнянов хӑй те тата унӑн юлташӗсем тӗртсе янӑ пушарта вӗтӗнсе ҫуннӑ ҫынсене хӑпартлантарса тӑратчӗ-ха, чӑтса ирттерме ӳкӗтлерӗ вӗсене, хӑй вара йӑлтах путланса пӗтрӗ. Вӗсем пур чух вӑл йывӑр шӑпа кӳрен асапа пӗр кӳренмесӗр чӑткаласа ирттерчӗ. Клисурӑ ҫыннисем умӗнче хӑйне лӑпкӑрах тыткаланӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, чӗри хӑйӗн ҫав вӑхӑтрах юнпа имрелчӗ, вилеймен чун пек тапкалашрӗ. Леш те тата… Рада-ҫке, ӑна ниепле те манма пултараймасть вӑл… вӑл лере куҫҫуль тӑкать… Огнянов хӑйне хӑй тарӑхрӗ, тӑван ҫӗршывӗ пирки вӗҫӗмсӗр хуйхӑрать-ҫунать пулин те, чӗри ун тепӗр хуйхӑпа та хыпса-ҫунса сурать. Ан ырат тесе хушма та пултараймасть ӑна, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитрӗ-ҫке, каҫару та, килӗшӳ те ҫук, ун пӗрремӗш юратӑвне сиктерсе ӳстернӗ Бяла Черква та урӑх ҫук. Уншӑн вӑл халь «Шурӑ чиркӳ» мар ӗнтӗ, «Хура тупӑк» пулса тӑчӗ. Клисурӑра чухне вӑл: сан пек ултавҫӑпа нихҫан та ҫывӑх пулас ҫук эп, тенӗччӗ Радӑна. Вӑл ӑна куҫпа пӑхса ҫунтарса ячӗ, йӗрӗнсе таптаса тӑкрӗ. Клисурӑ ҫуннӑ чухне вара хӑй пурӑнас кунне хӗрхенмесӗр ӑна хӑтарасшӑн пулчӗ; ҫак мухтавлӑ ӗҫе вӑл Радӑна савса тӑнипе мар, ним чухлӗ те ҫавӑншӑн мар, тем урӑххи илӗртнипе ҫӗкленчӗ. Тен, ҫынна ырӑ кӑтартас ӗмӗчӗ хӗтӗртрӗ пуль. Ҫавна вӑл хӑй асне илмесӗрех турӗ. Халь эппин вара сура-сура питленӗ савӑнӑҫне инҫетрен те пулин пӑхса курам тесе кайтӑр-им ҫав Бяла Черквана? Ҫук ӗнтӗ, халь ӑна мӑнаҫлӑхех унталла ярас ҫук. Ак Румыние кайӗ, унта мӗнле те пулин ҫитӗ, — йышлӑн каяҫҫӗ-ҫке унта. Бяла Черквара пулас пулсан вара унӑн тискер кайӑк пек пытансах пурӑнмалла пулӗччӗ, унта ӑна тӑшманӗсем те тытса пама пултараҫҫӗ, тепӗр тесен, унта ун нимӗн тумалли те ҫук. Румыние, Румыние — хапӑл туса йышӑнакан ирӗклӗх ҫӗршывне! Унта вӑл Болгарин ҫутӑ кунӗшӗн каллех ӗҫ хускатса яма пултарать… Ҫурҫӗре, ҫурҫӗрелле!

Огнянов ҫурҫӗрелле ҫул тытрӗ те.

Пӗлӗтлерӗ. Ту таврашӗнче тӗттӗм.

Сӑрт-туне пӑхмасӑр, йӑлӑм-айлӑм урлӑ каҫса, Огнянов тул ҫутӑличчен утрӗ, унччен малтан иртнӗ ҫулӗнчен аяккинелле пӑрӑнасшӑн пулчӗ вӑл. Ҫӗнӗ шухӑшӗ ҫунат хушрӗ тейӗнех, уҫӑлнӑ вӑй-хӑват ӑна ҫӗклентерсе ячӗ.

Ирпе ирех вара пӗр ту хысакӗпе хӑпарчӗ. Кунтан ӑна кӑнтӑр ен курӑнса кайрӗ — ытарма ҫук илемлӗ ешернӗ йӑлӑм. Огнянов Стрем айлӑмне палласа илчӗ. Ун умӗнче, ту айлӑмӗнчех, Бяла Черква сарӑлса выртать!.. Ҫаплах вӑл хӑй шӑпинчен пӑрӑнаймарӗ иккен.

Сайт:

 

Статистика

...подробней