Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXIX. Юнпа тӗне кӗртни

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 02:48

Предложений: 72; Слово: 675

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Огнянов окопсем тӑрӑх уткаласа пӑшӑрханса ҫӳрерӗ. Сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн пӗтсе кайнӑ, салхуллӑ шухӑша пула ҫамки ҫинче пӗркеленчӗксем палӑраҫҫӗ.

Вӑл ҫӗнӗ окоп чавакан пӑлхавҫӑсен ушкӑнӗ патне ҫитсе тӑчӗ, вӗсене асӑрхаман пек пулса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, хӑйне йӑпӑлтатса пӑхса кулнине сисмесӗр тенӗ пек, тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑчӗ. Хӗвелтухӑҫнелле бинокльпе пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл тата ытларах салхуланчӗ; вара тӑпра купи ҫинчен анчӗ, малтанхи вырӑна пырса тӑчӗ.

— Мӗнле халӑх! Мӗнле халӑх, тупата! — тесе тарӑхса каларӗ вӑл.

Марчев Зли-долӑран васкаса таврӑнчӗ, сывлӑшне аран ҫавӑрать хӑй.

— Персе вӗлермелле приговор йышӑнчӗҫ! — тесе пӗлтерчӗ вӑл.

— Приговорне ҫар канашӗ йышӑннӑ-и?

— Ара… халех вӗлерме каларӗҫ! — терӗ Марчев, вӑл тата тем хушса каларӗ те, пӑшӑлтатнине пула, илтӗнмерӗ.

Огнянов килӗшсе пуҫне сулчӗ.

Марчев «халех вӗлермелле» тенине нумайӑшӗ илтрӗ. Ҫав сӑмахсем пӗр-пӗрне шӑппӑн пӗлтернипех арестленисем патне те ҫитрӗҫ.

Вӗсем унчченех шурса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак хыпара илтсен вара кӗл пекех пулса тӑчӗҫ.

Кунта шӳт тумаҫҫӗ иккен, вӗсем ҫавна ӑнланчӗҫ. Ҫар канашӗ вӗсемшӗн пӗр самантрах пит хӑрушӑ пулса тӑчӗ, ҫавӑнтан вӑйлӑраххи те вӗсемшӗн турӑ кӑна туйӑна пуҫларӗ.

Огнянов патне пӗр пӑлхавҫӑ пычӗ те: арестленӗ ҫынсем ӳкӗнеҫҫӗ, каҫару ыйтаҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.

— Кая юлнӑ. Приговор йышӑннӑ ӗнтӗ лӑпкӑн тавӑрчӗ Огнянов…

Кӑшт тӑхтасан, ҫав пӑлхавҫах вӑл акӑ мӗн каларӗ:

— Брайков, хӑвӑнпа пӗрле Нягулпа Благоя тата Искрова чӗн те, хупнӑ ҫынсене тӑваттӑшне те ҫав айлӑма ертсе пырӑр, унта вӗсем хӑйсене тивӗҫекен асапа кӗтсе илӗҫ. Ҫар канашӗн приговорне тӗрӗс пурнӑҫа кӗртмелле.

Брайков кунашкал ӗҫрен шалт тӗлӗнсе, укреплени начальникӗ хушнӑ приказа тума кайрӗ. Хупнисене хӳтӗлес тесе калаҫни пӗр сӑмах та илтӗнмерӗ. Хӑравҫӑсене никамӑн та хӗрхенес килмерӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗ те вӗсен пӗртен пӗр ҫар совечӗ татса калассинчен килнине пит лайӑх ӑнланчӗҫ.

Пӑлхавҫӑсем хайхи хупнӑ ҫынсене ертсе окопсем хӗррипе иртрӗҫ те ҫырма хӗрринчи айлӑмалла анчӗҫ.

— Тикана та ҫавӑнтах ертсе кайӑр! — хушрӗ Огнянов. Унтан вӑл теҫетнике тем пӑшӑлтатса каларӗ, — вара теҫетникӗ те ыттисем хыҫҫӑн айлӑма анчӗ.

Персе пӑрахмалли вырӑна чулсен хушшинчи ешӗл курӑкпа витӗннӗ нӳрлӗ айлӑма суйласа илчӗҫ, аялта шыв шӑнкӑртатса юхать. Ту хысакӗсем кунта ытла чӑнкӑ та тикӗс мар. Огняновӑн укрепленийӗ ҫав чӑнкӑ ҫыран хӗррипе хӗвеланӑҫ енче ҫӳлте курӑнса тӑрать. Пӑлхавҫӑсем пӑшалпа персе пӑрахнине курма пухӑнса тӑчӗҫ.

Шывран сулахай енче ватӑ юман тӑрать, аҫа ҫапнине пула вӑл ҫурри хӑрнӑ.

Ҫав юман патне икӗ пӑлхавҫӑ хайхи тикана ертсе пычӗҫ, унӑн хӗрлӗ пиҫиххине салтрӗҫ, ҫав пиҫиххипех ӑна юман ҫумне ҫыхса хучӗҫ. Тиканӑн тути-ҫӑварӗ хӑпаланса ҫуркаланнӑ, ҫав ҫурӑксенчен юн сӑрхӑна-сӑрхӑна тухать.

Шыв хӗрринчех хайхи тӑватӑ ҫын та хӑйсене мӗн пуласса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Сехрисем хӑпнипе сӑн-питӗнче вӗсен ҫын ӗренки юлман.

— Ҫавсене те кунта илсе килӗр! — терӗ Марчев.

Айӑплисем тапранчӗҫ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ урисене аран сӗтӗреҫҫӗ, теҫетник кӑтартнӑ вырӑна ҫитме вӗсене конвой ҫыннисем ҫавӑтса пычӗҫ.

Марчев ҫаксене хайхи тиканран вунӑ утӑм аяккарах тӑратрӗ. Вӗсем ҫакӑнти хӑрушӑ ӗҫе ҫывӑхранах курса тӑччӑр та, унтан кайран вилӗм мӗнле пулассине ыттисем те ҫапла пӑхса тӑччӑр терӗҫ пулмалла.

Вӗсене тӑваттӑшне те ҫыхмарӗҫ. Анчах айӑплисем ахаль те хӑраса ӳкнӗччӗ ӗнтӗ, тарса каяс пирки асне те илмерӗҫ. Тинех тармашкӑн та май ҫукчӗ.

Пурте шӑп пулса тӑчӗҫ. Акӑ Марчев янаракан сассипе хыттӑн калама та тытӑнчӗ:

— Клисурӑ ҫыннине Мехмед тикана Болгарин киревсӗр тӑшманӗсене пулӑшма вӑл темиҫе хут тӗрмерен тарма хӑтланнӑшӑн ҫар канашӗ ӑна персе пӑрахмалла турӗ, ытти сутӑнчӑксем те ҫапла пуласран хӑраса тӑччӑр. — Вара вӑл хайхи тӑватӑ ҫын енне ҫаврӑнчӗ те: — Эсир те Мехмед енне ҫаврӑнса тӑрӑр! — тесе хушрӗ.

Лешсем пӗр хирӗҫмесӗр ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

— Кашнине пӗрер пӑшал парӑр.

Пӑлхавҫӑсем вӗсене хӑйсен пӑшалӗсене пачӗҫ. Лешсем йӑлт хӑраса ӳкнипе ытла айванла курӑна пуҫларӗҫ.

— Халь ҫавна персе пӑрахӑр! — терӗ те Марчев: — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ! — тесе шутлама тытӑнчӗ. Пӑшал сасси айлӑмӑн чӑнкӑ ҫыранне чӗтрентерчӗ. Перекенсене тӑваттӑшне те тӗтӗм карса илчӗ..

Анчах йывӑҫ ҫумне ҫыхса тӑратнӑ тикан вырӑнӗнчен те тапранмарӗ. Ӑна пӗр пуля та лекмен иккен. Лешсем тӗллемесӗрех печӗҫ пулмалла. Тиканӑн пичӗ вилнӗ ҫыннӑнни пек пулса кайрӗ.

— Намӑс! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Марчев. — Тепӗр хут перӗр!

Вӑл тепӗр хут пеме хушрӗ. Тепӗр хут та пӑшалсем шалтлатрӗҫ… Тикан тинех пуҫне усрӗ, аллисем те усӑнса анчӗҫ.

Ҫӳлте алӑ ҫупни илтӗнсе кайрӗ.

— Хальхинче сире эпир юнпа тӗнӗ кӗртрӗмӗр. Куншӑн эсир ырӑ кӑмӑллӑ Огняновпа хӑвӑра хӗрхеннӗ Ҫар канашне тав тӑвӑр, — терӗ Марчев.

Хайхи айӑплӑ ҫынсем, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннине ӑнланса, хӑрушӑ тӗлӗк хыҫҫӑн вӑраннӑ ҫынсем пек тавралалла хӑюсӑр пӑхкаласа илчӗҫ.

Хӑранипе кӑвакарса кайнӑ сӑнӗсем тинех кулкалам пек турӗҫ.

Окопсем патӗнче каллех хаваслӑн шапӑлтатни илтӗнме тытӑнчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней