Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Источник: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Добавлен: 2019.12.10 08:21

Предложений: 218; Слово: 2864

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Робинзон ҫынсем пурӑнман утрав ҫинче. — Путнӑ карап ҫинчи япаласене вӑл ҫӗр ҫине илсе тухать, хӑйне пурӑнма ҫурт тӑвать

Эпӗ пит нумай ҫывӑрнӑ. Эпӗ тӑнӑ ҫӗре ҫанталӑк уяртнӑ, ҫил чарӑннӑ, тинӗс те хумханмасть ӗнтӗ.

Карап ларса юлнӑ еннелле пӑхрӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: вӑл унта ҫук. Хумсем ӑна тинӗс хӗрринелле илсе килнӗ. Пирӗн карап чул ту патне ҫывхарса ларнӑ, ӗнер мана хумсем ҫав ту ҫумне чутах ҫапса лапчӑтатчӗҫ. Ҫӗрле, тинӗс тулнӑ вӑхӑтра, ӑна шыв ҫӗкленӗ пуль те хумсем ӑшӑх вырӑнтан кунталла хӑваласа килнӗ пулмалла. Эпӗ ҫӗр каҫнӑ вырӑнпа карап хушши халӗ пӗр мильӑран ытла мар. Хумсем ӑна ҫапса ҫӗмӗреймен пулмалла: шывра вӑл тӳп-тӳрӗ ларать.

Эпӗ, апат-ҫимӗҫ тата ытти тӗрлӗ япаласем илес тесе, халех карап ҫине кайма шут тытрӑм.

Йывӑҫ ҫинчен ансан, эпӗ тепӗр хут йӗри-тавра пӑхса илтӗм. Чи малтан акӑ мӗн куртӑм: сылтӑм енче, пӗр-ик миль инҫӗшӗнче, пирӗн кимӗ выртать, ӑна ҫыран хӗрне тӑвӑл кӑларса пӑрахнӑ ӗнтӗ. Эпӗ кимӗ патнелле кайма тӑнӑччӗ, анчах унталла каяс тӳрӗ ҫула пӗр пӗчӗк бухта пӳлсе тӑрать: анлӑшӗпе вӑл ҫур миля пулать, тӑршшӗпе ҫырана чылаях шала касса кӗнӗ. Эпӗ каялла таврӑнтӑм, мӗншӗн тесен маншӑн карап ҫине каясси темрен те хаклӑрах: эпӗ унта ҫимелли тупасса шантӑм.

Кӑнтӑрла иртсен, тинӗс ҫинче хумсем йӑлтах лӑпланса ҫитрӗҫ, шыв ытла та хытӑ чакрӗ. Карап патне ҫитиччен пӗр чӗрӗк миля хушши эпӗ типӗ ҫӗр тӑрӑх утса пытӑм.

Акӑ манӑн хурланнипе каллех чӗрем ыратса кайрӗ: эпир, тӑвӑлтан хӑраса, хамӑр карапа пӑрахса хӑварман пулсан, халӗ пурте чӗрӗ юлнӑ пулӑттӑмӑр. Тинӗс тӑвӑлӗ иртессе ҫеҫ кӗтмеллеччӗ, эпир вара тӗрӗс-тӗкелех ҫыран ҫине тухаттӑмӑр, эпӗ те ҫын пурӑнман ҫак вырӑнта асапланас ҫукчӗ.

Хам пӗччен юлни ҫинчен шухӑшларӑм та макӑрса ятӑм, анчах, куҫҫулӗ ҫыннӑн инкекӗсене нихҫан та пӗтерме пултарайманнине аса илсен, малаллах кайма шут тытрӑм, арканнӑ карап патне ҫитесех терӗм. Кӗпе-йӗме хыврӑм та, шыва кӗрсе, карап еннелле ишсе кайрӑм.

Анчах чи йывӑрри малта пулчӗ: эпӗ карап ҫине хӑпараймарӑм. Вӑл ӑшӑх вырӑнта ларнӑ пирки пӗтӗмпех шывран тухса тӑрать, ниҫтан пырса тытма та ҫук. Эпӗ карап тавра нумайччен ишсе ҫӳрерӗм, ҫавӑн чухне карап айккинче канат ҫакӑнса тӑнине курах кайрӑм (тӗлӗнетӗп, эпӗ ӑна мӗнле малтанах асӑрхаман-ха). Канат люкран аялалла усӑнса тӑрать. Унӑн вӗҫӗ шывран питех те ҫӳлте пулнипе эпӗ ӑна аран-аран ҫавӑрса тытрӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара канат тӑрӑх кубрик патне улӑхса кайрӑм. Карап тӗпӗ шӑтнӑ, трюма шыв кӗрсе тулнӑ. Карап хӑйӑр ҫинче ларать, унӑн хӳри ҫӳлелле питӗ каҫӑрӑлса тӑрать, сӑмси кӑшт ҫеҫ шыва перӗнеймест. Ҫавна пула хӳре вӗҫне шыв тулман, унта хунӑ япаласенчен пӗри те йӗпенмен. Эпӗ япаласем патне хӑвӑртрах пытӑм та вӗсенчен хӑшӗ пӑсӑлнипе пӑсӑлманнине тӗрӗслесе тухрӑм.

Карап ҫинчи апат-ҫимӗҫ пӗтӗмӗшпех типӗ юлнӑ. Хамӑн тем пек ҫиес килнӗрен эпӗ апат-ҫимӗҫ хунӑ пӳлӗме кӗтӗм, кӗсьесене сухари тултартӑм та, вӑхӑта ахалех сая ярас мар тесе, карапа пӑхса ҫӳренӗ чухнех ҫиме тытӑнтӑм. Кают-компанире эпӗ пӗр кӗленче ром тупрӑм та темиҫе ҫӑвар сыпрӑм. Ку маншӑн ытла та лайӑх пулчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫе тытӑнас умӗн вӑй-хала ҫирӗплетни питех те кирлӗччӗ.

Хама кирлӗ япаласене карап ҫинчен илсе тухма мана чи малтан кимӗ кирлӗ пулчӗ. Анчах кимӗ ниҫтан та илме ҫук, ҫукки ҫинчен ӗмӗтленни усӑсӑр, Мӗн те пулин урӑх япала шухӑшласа кӑларма тиврӗ. Карап ҫинче запас мачтӑсем, стеньгӑсем, рейӑсем пурччӗ. Ҫак япаласенчен эпӗ сулӑ тума шут тытрӑм та пикенсех ӗҫлеме пуҫларӑм.

Эпӗ темиҫе ҫӑмӑлтарах пӗрене суйласа илтӗм, унтан вӗсене юхса каясран кашнине канатпа ҫыхрӑм та шыва пӑрахрӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн карап ҫинчен антӑм, хам паталла тӑватӑ пӗренене туртса илтӗм, пӗренесене юнашар хутӑм та вӗҫӗсене вӗренпе яваласа хытӑ ҫыхрӑм, пӗренесем ҫине ик-виҫ хӑма хӗреслетсе хутӑм, ҫапла вара манӑн сулӑ евӗрлӗ япала пулса тӑчӗ.

Сулӑ мана лайӑхах чӑтать, анчах ун ҫине япаласем нумай тиеме ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ытла та ҫӑмӑл, пӗчӗккӗ.

Мана тепӗр хут карап ҫине хӑпарма тиврӗ. Кунта эпӗ карап ҫинчи хамӑр платникӗн пӑчкине шыраса тупрӑм, запаслӑх мачтӑна виҫӗ татӑк турӑм. Унтан ҫав татӑксене сулӑ ҫумне майлаштарса хутӑм. Сулӑ сарлакарах пулса тӑчӗ, нумай ҫирӗпленчӗ. Ку ӗҫ маншӑн питех те йывӑр пулчӗ, анчах пурӑнма кирлӗ япаласем тупас шухӑш мана хавхалантарчӗ, эпӗ вара ахаль чухне тем парсан та тӑваяс ҫук япаласем туса хутӑм.

Халӗ ӗнтӗ манӑн сулӑ сарлака та ҫирӗп, ун ҫине ҫителӗклӗ таранах япаласем тиеме май пулса тӑчӗ.

Ҫав сулӑ ҫине мӗн тиесе тултарас-ха? Ӑна хумсем ан путарччӑр тесен, мӗн тумалла-ха? Нумай шухӑшласа тӑмашкӑн вӑхӑт пулмарӗ, васкама тиврӗ.

Эпӗ чи малтан карап ҫинче тупнӑ хӑмасене майлаштарса хутӑм, унтан хамӑр матроссен виҫӗ арчине илтӗм, кун хыҫҫӑн вӗсен ҫӑрисене ҫӗмӗртӗм те арчисенчи япалисене кӑларса тӑкрӑм. Хама кирлӗ пулма пултаракан япаласене суйласа илсе, арчасене виҫҫӗшне те тултартӑм. Пӗр арчине эпӗ апат-ҫимӗҫсем: рис, сухари, виҫӗ ҫавра голланди чӑкӑчӗ, пилӗк пысӑк татӑк типӗтнӗ качака ашӗ — ку ӗнтӗ пирӗншӗн чи тутӑ тытакан апат шутӗнчеччӗ, — карап ҫинчи чӑхсене тӑрантарма Европӑра илнӗ урпа юлашкине хутӑм; чӑхсене эпир тахҫанах пусса ҫинӗччӗ, тырри кӑшт ҫеҫ юлнӑччӗ. Ҫав урпа тулӑ пӗрчисемпе хутшӑнса кайнӑ; ҫапах та вӑл мана питех те кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ, анчах каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ: пирӗн тырра йӗкехӳресем ҫисе пӑснӑ-мӗн. Ку япаласемсӗр пуҫне, эпӗ тата темиҫе ещӗк хӗрлӗ эрех, ултӑ галлон рис эрехӗ тупрӑм. Ку эрехсене пирӗн капитан валли ҫул ҫине илнӗччӗ.

Ещӗксене те сулӑ ҫине арчасемпе юнашар лартрӑм.

Эпӗ асӑрхах кайрӑм: сулӑ ҫине япаласем тиенӗ вӑхӑтра тинӗс тулма тытӑннӑ, манӑн ҫыран хӗррине хывса хӑварнӑ сӑхмана, кӗпене, жилеткӑна хумсем тинӗселле илсе кайнӑ.

Халӗ ӗнтӗ манӑн чӑлха та пир йӗм (кӗске, чӗркуҫҫи таран ҫӗлетнӗскер) ҫеҫ юлчӗ, карап патне ишнӗ чухне вӗсене эпӗ хывманччӗ. Нимсӗр тӑрса юлнипе эпӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси ҫинчен ҫеҫ мар, тумтир тупасси ҫинчен те шухӑшларӑм. Карап ҫинче кӗпе-йӗм тавраш нумайччӗ, анчах эпӗ халлӗхе пӗр мӑшӑр ҫеҫ илтӗм, мӗншӗн тесен мана ытти япаласем, пуринчен ытла ӗҫ инструменчӗсем илсе тухасси хаклӑрах пулчӗ.

Нумай шыранӑ хыҫҫӑн эпӗ хамӑр платникӗн ещӗкне тупрӑм, ку маншӑн чӑннипех те чи паха япала пулчӗ, ӑна эпӗ ун чухне карап тулли ылтӑнла та парас ҫукчӗ. Эпӗ вӑл ещӗке, унта мӗн пуррине пӑхмасӑрах, сулӑ ҫине лартрӑм, мӗншӗн тесен ещӗкре мӗнле инструментсем пулнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлнӗ.

Халӗ манӑн пӑшалпа тар-етресем хатӗрлесси ҫеҫ юлчӗ. Каютӑра эпӗ сунара ҫӳремелли икӗ пӑшал тата икӗ пистолет тупрӑм, вӗсене сулӑ ҫине антартӑм та тар тата пӑшал етри тултарнӑ хутаҫсемпе тутӑхса кайнӑ икӗ хӗҫ ҫумне хутӑм. Эпӗ карап ҫинче тата виҫӗ пичке тар пулнине аса илтӗм, анчах вӗсем хӑш вырӑнта ларнине пӗлеймерӗм; тӗплӗрех шыранӑ хыҫҫӑн пичкесене виҫҫӗшне те тупрӑмах. Пӗр пички йӗпеннӗ, иккӗшӗ типех, вӗсене те пӑшалсемпе хӗҫсем патне вырнаҫтарса лартрӑм. Халӗ ӗнтӗ сулӑ ҫинчи япаласем ҫителӗклех пулчӗҫ, ҫыран еннелле ҫул тытасси ҫеҫ юлчӗ. Ҫыран хӗррине сулӑпа парӑссӑр тата рульсӑр ҫитесси — ҫӑмӑл ӗҫ мар: кӑшт ҫеҫ ҫил хирӗҫле вӗрсенех, манӑн сулӑ ҫине тиенӗ япаласем шыва ӳпӗнсе кайма пултараҫҫӗ.

Телейӗме пула, тинӗс тӳлек тӑчӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, шыв хӑпарма тытӑнчӗ, ҫавӑнпа та мана ҫыраналла ишме ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Вӑйлах мар ҫил тухрӗ, мана майлӑ вӗрме пуҫларӗ. Ҫапла эпӗ, карап киммин икӗ хуҫӑк кӗсменне илсе, ҫыран ҫине тухма васкарӑм. Часах вара эпӗ пӗр пӗчӗк бухта куртӑм та хамӑн сулла ун патнелле тытрӑм. Шыв мана хирӗҫ юхать, ҫавӑнпа ишме питех те йывӑр пулчӗ. Юлашкинчен вара, ӑшӑх вырӑнта кӗсменпе шыв тӗпне тӗксе, аран-аран бухтӑна ҫитсе кӗтӗм. Шыв чакнӑ-чакманах манӑн сулӑ типӗ ҫыран ҫине ларса юлчӗ.

Халӗ ӗнтӗ манӑн, ҫакӑнти тавралӑха сӑнаса тухса, пурӑнма тата хамӑн пурлӑха тӗрӗс-тӗкел упрама меллӗрех вырӑн тупасси юлчӗ. Хам ӑҫта килсе тухнине ҫаплах пӗлеймерӗм-ха: материк ҫине лекнӗ-и эпӗ е утрав ҫине-и? Кунта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ши? Тискер кайӑксем пур-ши? Пӗр ҫур миля инҫерех чӑнкӑ та ҫӳллӗ сӑрт курӑнса тӑрать. Тавралӑхра мӗн пуррине курас тесе, эпӗ ҫав сӑрт ҫине хӑпарса пӑхма шут тытрӑм. Пӑшалпа пистолет тата тар хутаҫҫине илтӗм те сӑрт тӑрринче мӗн пуррине курса пӗлме ҫӳлелле утрӑм.

Сӑрт тӳпине ҫитме ҫӑмӑлах пулмарӗ. Хӑпарса ҫитрӗм те хам ума мӗнле йывӑрлӑх тухса тӑнине ӑнланса илтӗм: эпӗ утрав ҫинче иккен! Йӗри-тавра тинӗс сарӑлса выртать. Инҫетре шывран тухса тӑракан темиҫе чулпа икӗ пӗчӗк утравсӑр пуҫне, ниҫта та ҫӗр курӑнмасть. Утравӗсем эпӗ килсе лекнӗ утравран чылай пӗчӗкрех, вӗсем хӗвеланӑҫ енче кунтан пӗр тӑхӑр мильӑра выртаҫҫӗ.

Эпӗ тата тепӗр япала пӗлтӗм: кунта вӑрман курӑкӗсемпе йывӑҫӗсем ҫеҫ ӳсеҫҫӗ, этем ӗҫлесе лайӑхлатнӑ ҫӗр пӗр татӑк та курӑнмасть. Ҫапла ӗнтӗ, ку утравра ҫынсем чӑннипех те ҫук иккен!

Тискер кайӑксем те ҫук пулмалла, эпӗ вӗсене пӗрре та курмарӑм. Кайӑк-кӗшӗк вара ҫав тери нумай. Ҫакӑнти пек вӗҫен кайӑксене эпӗ ку таранччен ниҫта та курман. Каярахпа, пӗр-пӗр кайӑка пӑшалпа персе тытсан, унӑн какайӗ ҫиме юрӑхлӑ-и е юрӑхсӑр-и — эпӗ ҫавна тӗсӗнчен пӑхса пӗлейместӗмччӗ.

Сӑрт ҫинчен аннӑ чухне эпӗ пӗр кайӑк персе ӳкертӗм, хӑй питӗ пысӑк; вӑл вӑрман хӗрринчи йывӑҫ ҫинче ларатчӗ.

Ку вӑхӑтчен ҫак кичем вырӑнта нихҫан та пӑшал сасси илтӗнмен пулӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Пӑшал пенӗ-пеменех вӑрман ҫийӗн пӗлӗт пек кайӑк-кӗшӗк ҫӗкленчӗ. Кашни вӗҫен кайӑк хӑйне уйрӑм кӑшкӑрать, анчах пӗрин сасси те эпӗ пӗлекен кайӑксен сасси пек мар.

Эпӗ персе вӗлернӗ кайӑк хӑйӗн тӗкӗпе тата сӑмсипе Европӑри хурчӑка евӗрлӗрех. Анчах чӗрнисем хурчӑка чӗрнинчен нумай кӗскерех. Какайӗнчен виле шӑрши кӗрет. Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна ҫиеймерӗм.

Малтанхи кун эпӗ курса пӗлнӗ япаласем ҫаксем пулчӗҫ. Унтан эпӗ сулӑ патне таврӑнтӑм та япаласене ҫыран хӗрне кӑларма тытӑнтӑм. Ку ӗҫпе тӗттӗм пуличченех аппалантӑм.

Тӗттӗмленеспе эпӗ каллех ӑҫта ҫӗр каҫасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм.

Ҫӗр ҫине выртма шиклентӗм. Мана мӗнле те пулин тискер кайӑк тапӑнсан, эпӗ мӗн тӑвӑп-ши, терӗм. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫӗр каҫма ҫыран хӗрринче майлӑрах вырӑн шыраса тупрӑм та йӗри-тавра арчасемпе ещӗксем лартса тултартӑм, варринче хӑмасенчен хӳшӗ пек вырӑн туса хутӑм.

Хатӗр апат-ҫимӗҫ пӗтсен, ҫимелли ӑҫтан тупас пирки те пӑшӑрханатӑп. Пӑшал сассине илтсе вӑрмантан сиксе тухнӑ мулкач евӗрлӗ чӗрчунпа кайӑк-кӗшӗксемсӗр пуҫне эпӗ кунта урӑх нимӗн те курмарӑм.

Ҫак самантра мана пуринчен ытла урӑх япала шухӑшлаттарчӗ: эпӗ карап ҫинчен мӗн илме пултарнине пурне те мар, пӗр пайне кӑна илтӗм; унта мана кирлӗ пулма пултаракан япаласем тата нумай юлчӗҫ-ха; пуринчен ытла парӑспа канатсем питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ, ума нимӗнле чӑрмав та сиксе тухмасан, тепӗр хут карап ҫине кайма шут тытрӑм. Тепре тӑвӑл пуҫлансан, карап турпас пек ванса каясса эпӗ пӗлсех тӑратӑп. Ытти ӗҫсене пӑрахсах, карап ҫинчи япаласене хӑвӑртрах кӑлармалла. Карап ҫинчен пӗтӗм япаласене, пер тимӗр пӑта хӑвармичченех илсе тухмасӑр та манӑн чӗрем лӑпланас ҫук.

Ҫакӑн пек шут тытсан, эпӗ кӑштах иккӗленсе тӑтӑм: сулӑпа каймалла-и е малтанхи пекех ахаль ишсе кӗмелле-и? Ахаль ишсе кайсан лайӑхрах пулӗ, терӗм эпӗ. Хальхинче эпӗ хӳшӗре салтӑнтӑм, ҫие пӗр аялти кӗпе тата пир йӗм ҫеҫ хӑвартӑм, урана ҫараллах сӑран пушмак тӑхӑнса ятӑм.

Карап ҫине эпӗ малтанхи пекех канат тӑрӑх хӑпартӑм, унтан ҫӗнӗ сулӑ турӑм та япаласем нумай турттарса тухрӑм. Хамӑр платникӗн чӑланӗнче мӗн тупнине пурне те сулӑ ҫине тиерӗм, ик-виҫӗ михӗ шултра тата вӗтӗ пӑта, пӑта кӑлармалли пӑркӑҫ, ҫирӗм ытла пуртӑ тата питех те кирлӗ япала — хӑйра илсе тухрӑм.

Кайран эпӗ хамӑр канонир пӳлӗмӗнче татах темиҫе япала тупрӑм, ҫак шутра — виҫӗ тимӗр лум, икӗ пичке етре, кӑштах тар. Унтан эпӗ карап ҫинчен пӗр ҫӗклем тӗрлӗ кӗпе-йӗм, парӑс, гамак, темиҫе тӳшекпе минтерсем илсе тухрӑм. Ҫак япаласене, пурне та сулӑ ҫине тиесе, телейӗме пула, ҫыран ҫине тӗрӗс-тӗкелех илсе ҫитертӗм.

Карап ҫине кайнӑ чухне манӑн апат-ҫимӗҫе мӗнле те пулин кӑйӑк ҫисе ярасран хӑрарӑм. Анчах вӑл-ку пулмарӗ, ҫимӗҫе никам та пырса тӗкӗнмен.

Темӗнле пӗчӗкҫӗ тискер кайӑк ҫеҫ вӑрмантан чупса тухнӑ та пӗр арча ҫине улӑхса ларнӑ. Мана курсан, вӑл кӑштах аяккалла чупса кайрӗ, унтан часах чарӑнчӗ, кайри урисем ҫине тӑчӗ те мана куҫран шӑтарасла пӑхма тытӑнчӗ, манпа паллашма шут тытрӗ тейӗн.

Ҫак пӗчӗкҫӗ тискер кайӑк питех те хитре, хӑй тискер кушак евӗрлех. Эпӗ ун ҫине пӑшалпа тӗллерӗм, анчах вӑл хӑрушлӑха туймасӑрах ларчӗ, вырӑнтан та тапранмарӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна сухари татӑкӗ ывӑтса патӑм. Ку вӑл айванла хӑтланни пулчӗ, мӗншӗн тесен сухари ахаль те сахалччӗ, ҫавӑнпа та ман ӑна перекетлӗрех тыткаламаллаччӗ. Ҫак пӗчӗкҫӗ тискер кайӑк мана ытла та килӗшрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ сухари татӑкне парасах терӗм. Вӑл сухари патне чупса пычӗ те шӑршласа пӑхрӗ, ҫисе ярсан савӑннипе чӗлхине ҫуласа илчӗ. Татах сухари парасса кӗтрӗ пулмалла. Анчах эпӗ ӑна сухари урӑх памарӑм. Тискер кайӑк кӑшт пӑхса ларчӗ те каялла чупса кайрӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хама валли палатка тума тытӑнтӑм. Малтан вӗрлӗксем тӑратса хутӑм, унтан парӑс картӑм. Вӗрлӗкӗсене эпӗ вӑрмантан касса тухнӑччӗ. Хӗвел ҫинче тата ҫумӑр тивнипе пӑсӑлма пултаракан япаласене эпӗ пурне те палаткӑна вырнаҫтартӑм, тул енне йӗри-тавра арчасемпе ещӗксем лартса тухрӑм. Вӗсем мана, ҫынсем е тискер кайӑксем тапӑнас-тӑвас пулсан, хӳтӗлӗҫ, терӗм.

Палаткӑна кӗмелли вырӑна хуплама тулашӗнчен пысӑк арча хӑяккӑн лартрӑм, шалтан хӑмасемпе пӳлтӗм. Унтан эпӗ ҫӗр ҫинех вырӑн сартӑм, пуҫ вӗҫне — икӗ пистолет, тӳшек ҫумне, хампа юнашар, пӑшал хутӑм та выртрӑм.

Карап путнӑранпа эпӗ пуҫласа тӳшек ҫине выртрӑм. Ирчченех канлӗ ыйхӑпа ҫывӑртӑм, мӗншӗн тесен малтанхи каҫ ытла та сахал ҫывӑрнӑччӗ, тепӗр кунне каҫченех пӗр канмасӑр ӗҫленӗччӗ, малтан карап ҫинчи япаласене сулӑ ҫине тиенӗччӗ, унтан ҫыран хӗррине куҫарнӑччӗ.

Халӗ ӗнтӗ никамӑн та манӑн чухлӗ япала ҫук пулӗ, тетӗп эпӗ. Анчах ҫапах та сахал пек туйӑнать. Карап хӑй вырӑнӗнчех тӑнӑ чухне, ӑна аяккалла хумсем илсе кайиччен, эпӗ унтан пӗр япала юлмичченех илсе тухма шут тытрӑм, вӗсем мана кирлӗ пулма пултараҫҫӗ, терӗм. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ кашни кунах карап ҫине хутларӑм, ҫӗнӗ те ҫӗнӗ япаласем иле-иле килтӗм.

Пуринчен ытла виҫҫӗмӗш хутӗнче ӑнӑҫлӑ кайса килтӗм. Карапри хатӗрсене, вӗренсене пурне те илсе тухрӑм. Ҫакӑн чухнех тата парӑс юсамалли пысӑк пир тӗрки илтӗм, карап ҫине хӑварнӑ йӗпе тар пичкине те илсе тухрӑм. Ҫапла вара, юлашкинчен, эпӗ парӑссене пӗтӗмпех ҫыран ҫине куҫартӑм; анчах вӗсене касса, татӑкӑн-татӑкӑн турттармалла пулчӗ. Ку мана кулянтармарӗ, мӗншӗн тесен парӑссем мана тинӗсре ҫӳреме мар, урӑххишӗн кирлӗ пулчӗҫ, парӑс пирӗ маншӑн тем пекех хаклӑ япала пулса тӑчӗ.

Пӗччен йӑтма пултаракан япаласене пурне те карап ҫинчен илсе тухрӑм. Пысӑк япаласем ҫеҫ юлчӗҫ. Эпӗ вӗсене тепре кайсан илсе тухма шутларӑм. Чи малтан канатсене пухма тытӑнтӑм. Канатсене эпӗ темиҫе татӑка касса пайларӑм, татӑкӗсем йӑткаланӑ чух ытлашши йывӑр ан пулччӑр, терӗм. Ҫапла майпа вара эпӗ ҫыран хӗррине виҫӗ канат илсе тухрӑм. Кунсӑр пуҫне, карапӑн тимӗр пайӗсене пуртӑпа хӑйпӑтрӑм, вӗсене те турттарса тухма хатӗрлесе хутӑм. Унтан эпӗ карап ҫинчи юлашки хӑмасене каса-каса пысӑкрах сулӑ турӑм та сулӑ ҫине пӗтӗм йывӑр япаласене тиерӗм.

Анчах хальхинче ӗҫ пит ӑнӑҫлах тухмарӗ: сулӑ ҫине йывӑр япаласем нумай тиенӗ пирки ӑна тытса пыма ытла та кансӗр пулчӗ.

Бухтӑна кӗрсен, ҫыран патне, хам япаласене купаласа хунӑ ҫӗре, ҫывхарса пынӑ чухне, сулӑ ӳпӗнсе кайрӗ те эпӗ пӗтӗм япаласемпе пӗрле шыва ӳкрӗм. Хам путмарӑм, мӗншӗн тесен сулӑ ҫыран хӗрринче ӳпӗнчӗ. Анчах япаласем пурте шыва кайрӗҫ, маншӑн хакли — тимӗр — шыв тӗпнех путрӗ.

Чӑн та, шыв чаксан, эпӗ канат татӑкӗсене пурне те тенӗ пекех илсе тухрӑм, темиҫе тимӗр татӑкне те тупрӑм, анчах кашни татӑкӗшӗн шыв тӗпне чӑмма тиврӗ. Ку мана ывӑнтарсах ҫитерчӗ.

Карап ҫине эпӗ кунсерен кайрӑм, кашни кунах мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала илсе килтӗм.

Эпӗ ӗнтӗ утрав ҫинче вунвиҫӗ кун пурӑнтӑм, ҫав вӑхӑт хушшинче карап ҫинче вунпӗр хут пултӑм, этемӗн икӗ алли ҫӗклеме пултарнӑ япаласене пурне те ҫыран ҫине турттарса тухрӑм. Иккӗленместӗп: лайӑх ҫанталӑк ытларах тӑнӑ пулсан, эпӗ пӗтӗм карапа вакласа илсе тухнӑ пулӑттӑм.

Вуниккӗмӗш хут кайма хатӗрленнӗ чухне эпӗ ҫил ҫӗкленме пуҫланине асӑрхарӑм. Ҫапах та, шыв чакасса кӗтсе илсе, карап ҫине кайрӑм. Малтанхи кунсенче карап ҫинче пулнӑ чухне эпӗ хамӑр каютӑна пӗтӗмпех ухтарса тухнӑччӗ, унта ӗнтӗ нимӗн те юлман пек туйӑнатчӗ. Акӑ халӗ каютӑра куҫӑма пӗр пӗчӗк шкап курӑнса кайрӗ; шкапӑн икӗ ещӗк; пӗринче виҫӗ бритва, пӗр хачӑ тата вуннӑ ытла лайӑх ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем тупрӑм; тепринче укҫа сиксе тухрӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем — Европӑра ҫӳрекен, теприсем — Бразилире ҫӳрекен ылтӑнпа кӗмӗл укҫасем, пӗтӗмпе вӑтӑр ултӑ кӗрепенкке стерлинг таран пухӑнчӗ.

Вӑл укҫасене курсан эпӗ кулса ятӑм.

— Нимӗне юрӑхсӑр ҫӳпӗ-ҫапӑ, халӗ эсир мана мӗн тума кирлӗ? — тесе хутӑм эпӗ. — Ҫав пӗтӗм ылтӑн купине виҫӗ пуслӑх ҫӗҫӗшӗн пӗр сӑмахсӑр парӑттӑм. Сире ниҫта хума та ҫук; апла пулсан, тинӗс тӗпнелле ыткӑнӑрах ӗнтӗ! Эсир урайӗнче выртнӑ пулсан, сирӗншӗн пӗшкӗнме те ӳркеннӗ пулӑттӑм.

Анчах кӑштах шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫав укҫасене эпӗ ҫапах та парӑс татӑкӗпе чӗркерӗм те хампа пӗрле илтӗм.

Тинӗс ҫӗрӗпех вӑйлӑн хумханса тӑчӗ, ирхине палаткӑран пӑхрӑм та курах кайрӑм: карап ларнӑ вырӑнта нимӗн те юлман.

Малтанхи кунтан пуҫласах мана пӗр ыйту канӑҫ памарӗ. Халӗ каллех эпӗ ҫав ыйту пирки шухӑшлама тытӑнтӑм: тискер кайӑксем те, тискер ҫынсем те ан тапӑнччӑр тесен, манӑн мӗн тумалла-ха? Манӑн мӗнле ҫурт тумалла? Пурӑнма ҫӗрпӳрт алтмалла-и е палатка карса тумалла-и?

Шухӑшланӑ-шухӑшланӑ хыҫҫӑн, эпӗ иккӗшне те тӑвас терӗм.

Пурӑна киле маншӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: эпӗ суйласа илнӗ вырӑн ҫурт тума юрӑхсӑр, Вӑл шурлӑхлӑ, тикӗс мар, ҫитменнине тата, тинӗс хӗрринчех. Кун пек вырӑнсенче пурӑнма сывлӑхшӑн ытла та сиенлӗ. Тепӗр енчен тата ҫӑл шывӗ те ҫук. Эпӗ вара пурӑнма юрӑхлӑрах вырӑн шырама тытӑнтӑм. Пурӑнмалли вырӑн хӗвел пӗҫертнинчен те, тискер кайӑксенчен те хӳтӗленме май патӑр; унта ҫӗр нӳрлӗ пулмалла мар; ҫӑл шывӗ аякра ан пултӑр. Кунсӑр пуҫне, мана ҫуртран тинӗс курӑнса тӑни кирлӗ.

«Тен, телейӗме пула, пӗр-пӗр карап утрав ҫывӑхӗнченех иртсе кайӗ, — терӗм эпӗ хама хам, — тинӗсе курмасӑр пурӑнсан, карапсене асӑрхамасӑрах ирттерсе ярӑп».

Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ ҫаплах-ха ҫӑлӑнасса шанса пурӑнтӑм.

Нумай шыранӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫурт тума юрӑхлӑ вырӑн тупрӑм.

Ку вӑл ҫӳллӗ сӑрт сӗвекӗнчи пӗр пӗчӗк тӳрем уҫланкӑ пулчӗ. Мӗн ҫӳлтен пуҫласа уҫланка ҫитичченех сӑрт чӑнкӑ стена пек анать. Ҫӳлтен тапӑнас хӑрушлӑх ҫук. Уҫланкӑ ҫумӗнчех чӑнкӑ ту ӑшнелле пӗр тарӑнах мар шӑтӑк пур, вӑл ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли алӑк пек туйӑнать, анчах ҫак шӑтӑк шалалла инҫех каймасть. Шӑпах ҫакӑнта ӗнтӗ, ҫӗр хӑвӑлне хирӗҫ, симӗс уҫланкӑра эпӗ палатка карса лартма шутларӑм.

Ку вырӑн сӑртӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ аяккинче пулчӗ, унта каҫченех сулхӑн тӑрать. Каҫалапа вара ӑна анакан хӗвел ҫутатать.

Палатка карса хуриччен шӗвӗр вӗҫлӗ патак илтӗм те ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли шӑтӑк тӗлне ҫур ункӑ (диаметрӗ унӑн пӗр вунӑ ярд) ҫырса ҫаврӑнтӑм. Унтан вара ҫав ҫырнӑ йӗр тӑрӑх икӗ рет ҫӳллӗ те ҫирӗп шалҫасем ҫапса тухрӑм. Вӗсен ҫӳлти вӗҫӗсене те шӗвӗртнӗччӗ. Шалҫасен икӗ речӗ хушшинчи пушӑ вырӑна ҫӳле ҫитичченех канат татӑкӗсем хурса тултартӑм. Вӗсене эпӗ пӗр-пӗрин ҫине майлаштарса хутӑм, шал енчен тӗкӗсемпе ҫирӗплетрӗм. Лайӑх хӳме пулса тӑчӗ манӑн: ун витӗр тухма та, урлӑ каҫса кӗме те никам та — ҫын та, тискер кайӑк та — пултарас ҫук. Ку ӗҫпе эпӗ нумай вӑхӑт ирттертӗм, нумай вӑй пӗтертӗм. Пуринчен ытла вӑрмантан сайхахсем касса килме, вӗсене, шӗвӗртсе, ҫапса кӗртме йывӑр пулчӗ.

Хӳме йӗри-таврах пулчӗ. Алӑк ҫук. Кӗрес пулсан, пусма тӑратса кӗмелле. Тухас е кӗрес пулсан, эпӗ ҫав пусмана кашнинчех шалҫасем ҫумне тӑрататтӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней