Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III. Мӑнастир

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.01 21:54

Предложений: 107; Слово: 1260

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Вӗсем шултра чуллӑ уҫланкӑ урлӑ каҫрӗҫ, ҫӗршер ҫулхи мӑйӑр йывӑҫҫи айӑпе иртрӗҫ, вӗсене мӑнастирӗн ҫӳллӗ стени курӑнса та кайрӗ. Уйӑх ҫутатнине пула вӑл юмахри пек, вӑтам ӗмӗртен юлнӑ кермен пек палӑрать.

Ӗлӗк-авал ҫав кивӗ мӑнастире паттӑр яхтӑ хупӑрласа тӑнӑ, яхтӑ тӑрринче туллиех вӗҫен кайӑк йӑви пулнӑ, лапсӑркка турачӗсен хӳттинче пӗчӗк чиркӳ пытанса ларнӑ. Пӗррехинче вӑйлӑ тӑвӑл ҫав яхта тымарӗ-мӗнӗпе вӑтӑрса кӑларнӑ та, игумен вара ҫав кивӗ чиркӳ вырӑнне ҫӗннине лартнӑ. Ҫӗнӗлле май тунӑ чиркӗвӗн тӑрри ҫӳллӗ, мӑнастирӗн ытти хуралтисемпе — мӗн иртнине аса илтерекен палӑксемпе ӗнтӗ — ниепле те килӗшсе тӑмасть, авалхи пергамент ҫумне хут листи ҫыпӑҫтарнӑ пек палӑрса, архитектурӑ илемне пӑсса тӑрать. Кивӗ чиркӳпе паттӑр ватӑ яхтӑ ӑрӑс хӗнне чӑтайман, пӗлӗтелле ҫӗкленекен ҫӳллӗ яхтӑ та текех куҫа савӑнтарса курӑнмасть, стенасем ҫине ӳкернӗ таса аттесемпе архангелсен, турӑ ячӗшӗн хӗн-хур тӳссе курнӑ ҫынсен сӑнӗсем те сӑваплӑ чуна ҫӗклентереймеҫҫӗ.

Пирӗн пӗлӗшсем виҫҫӗшӗ те мӑнастир тавра ҫаврӑнса, хыҫалти стена патне ҫитсе чарӑнчӗҫ, — ун тӑрӑх чакаланса хӑпармашкӑн ҫӑмӑлтарах. Викентий тияккӑнӑн пӳлӗмӗ те ҫакӑнтан инҫе мар. Ҫакӑнтан каҫнӑ чух мӑнастир йыттисене вӑратасран та, хуралҫӑсем сисесрен те хӑрасси ҫук, — юнашарах туран анакан кӗрленкесем шавлаҫҫӗ, вӗсен шавӗ пӗтӗм таврана янӑратса кӗрлет.

Стена урлӑ чи малтан камӑн та пулин пӗрин каҫмаллаччӗ, унтан, шалта чикмек тупса, ыттисене каҫма памаллаччӗ. Ҫак ӗҫе, паллах ӗнтӗ, Кралич тытӑнчӗ, кӗҫӗрхи каҫа вӑл Марко ҫуртне вирхӗнсе кӗрессинчен, пуҫласа ячӗ-ҫке.

Часах виҫҫӗш те стена урлӑ каҫрӗҫ, хаяр игумен куҫӗ тӗлне пулнӑ пулсан, леш вӗсене пӑшалпа персе пӑскӑртмашкӑн та шухӑшласа тӑрас ҫукчӗ пуль, енчен ӑнсӑртран, чӳречерен пӑхса ют ҫынсене курнӑ пулсан, унран та хӑраса тӑмӗччӗҫ. Вӗсем хыҫалти картишне кӗчӗҫ, малти картишне иртесрен кунта шалтан питӗрсе илнӗ хапха пур. Тияккӑн ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче пурӑнать, чӳречисем хыҫалти картишне тухаҫҫӗ; алӑкӗнчен кӗрес пулсан, малти картишне иртмелле. Ҫутӑ курӑнакан чӳрече патне мелник пычӗ.

— Викентий ҫывӑрмасть иккен-ха, кӗнеке вулать, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн чӗвен тӑрса пӳлӗмелле пӑхса илнӗ хыҫҫӑн.

Вӑл кантӑкран тӑкӑртаттарчӗ. Чӳрече уҫӑлсанах такам пӗри сасӑ пачӗ:

— Эс-и ку, Стоян пичче? Мӗн кирлӗ сана кунта?

— Хапху ҫӑраҫҫине пар-ха, тияккӑн. Кайран пӗтӗмпе каласа парӑп. Пӗчченех-и эс?

— Пӗчченех, пурте ҫывӑраҫҫӗ. Ак ҫӑраҫҫи!

Тӗттӗмре мелник курӑнми пулчӗ те ик-виҫ минутранах таврӑнчӗ, хӗрӗпе Краличе малти картишне ирттерчӗ, хапхана питӗрсе илчӗ.

Малти пысӑк картишӗнче шӑпах, ҫӑл куҫӗнчен пӗр евӗр канӑҫлӑн юхакан шыв шӑнкӑртатни кӑна илтӗнсе тӑрать, — ҫав сасӑ вилӗ умӗнче псалтырь вуланӑ пек туйӑнать. Тӗттӗм уҫӑ аслӑксем ытла кичем те шӑп, пӗтӗм картиш тавра курӑнаҫҫӗ. Хура кипариссем акӑш-макӑш пысӑк мӗлкесем пек тӑсӑлса юмахри пек ҫӗкленнӗ.

Тияккӑн пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ, каҫхи хӑнасем шала кӗчӗҫ.

Тияккӑнӗ ытла ҫамрӑк-ха, хуп-хура ӑслӑ куҫлӑ, канӑҫа пӗлмен питлӗ, ӑна бритва та тӗкӗнмен-ха, Краличе вӑл туслӑнах сывлӑх сунчӗ, ун паттӑрлӑхӗ пирки мелник систерме ӗлкернӗччӗ ӗнтӗ ӑна. Старикпе хӗрачана ҫав икӗ усал ҫынран хӑтаракан паттӑра вӑл тӗлӗнсе те сума суса пӑхса илчӗ. Тияккӑнӑн тӳрӗ чӗри ҫак ырӑ та, хӑюллӑ хӑнана тӗрӗс тӗшмӗртрӗ. Стоян мучи, арман ҫуртӗнче мӗн пулса иртнине васкаса та пулин йӗркипе каласа, хӑйсене ҫӑлса хӑваракана тав турӗ. Викентий вара хӑна ытла ӗшӗнсе ҫитнине, сӑнӗ-пичӗ пир пек шурса кайнине асӑрхарӗ те ҫӗр каҫмашкӑн пӗр пушӑ пӳлӗм сӗнчӗ. Вӗсем кайрӗҫ. Тияккӑн картишпе малта пычӗ, хул айне вӑл тӗрлӗ тумтир ҫыххи те каҫхине кӑшт апатланмалли ҫӗкленӗ. Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн крыльци патне пырсан, Викентипе Кралич пусмапа хӑпарчӗҫ, коридорпа утрӗҫ, сас тӑвар мар тесе, ҫӳлелле улӑхрӗҫ, ҫапах та пур пушӑ йывӑҫ ҫуртри пекех, вӗсем утнӑ май, урай хӑмисем чӗриклетсе тӑчӗҫ. Акӑ тинех ӗнтӗ чи ҫӳлти хута улӑхса ҫитрӗҫ те пӗр пӳлӗме кӗчӗҫ. Викентий ҫурта ҫутса ячӗ. Стени ҫара, тӗксӗм пӳлӗмре ытлашши япала ҫук, пӗртен пӗр улӑм тӳшек сарнӑ кравать те шыв тыткаламалли кӑкшӑм пур. Ҫак хӳтлӗх тӗрме камеринех аса илтерет, анчах Кралич халь ҫакӑнтан лайӑх пӳлӗм тупасса ӗмӗтленмен те.

Арманта мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫкаланӑ хыҫҫӑн Викентий хӑй патне пынӑ ҫынна ырӑ каҫ сунса хӑварасшӑн пулчӗ.

— Эсӗр ытла ырса ҫитнӗ, хӑвӑртрах выртса канӑр, — терӗ вӑл. — Текех ыйтса-калаҫса чӑрмантарам та мар. Тепӗр тесен, кирлех те мар-ха вӑл. Сирӗн кӗҫӗрхи паттӑр ӗҫӗре нимӗнле хисеп сӑмахӗ те ҫитес ҫук. Ирпе курнӑҫӑпӑр акӑ; халь тесен, ҫакна ҫеҫ калам: нимӗн пирки те ан пӑшӑрханӑр, — тияккӑн кирек хӑҫан та сирӗн хута кӗме хатӗр… Ыр каҫ пултӑр!

Ҫапла сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Викентий Краличе алӑ пачӗ, леш ун аллине нумайччен вӗҫертмесӗр хӗссе тытса тӑчӗ.

— Эсӗр мана ҫакӑн пек чысласа йышӑнса хӑвӑра инкек кӑтартма пултаратӑр, — терӗ вӑл. — Сирӗн эпӗ кам иккенне те пулин пӗлмелле. Мана Иван Кралич тесе чӗнеҫҫӗ.

— Иван Кралич тетӗр-и? Ҫав, тӗрмене хупнӑ ҫун-и эсӗр?.. Хӑҫан кӑларчӗҫ вара сире? — шалт тӗлӗнсе ӳкрӗ тияккӑн.

— Ас ту, кӑларӗҫ унта! Диарбекир керменӗнчен эпӗ хам тарса тухрӑм. Таркӑн эпӗ.

Викентий ӑна каллех аллинчен чӑмӑртарӗ.

— Ырӑ сунатӑп, Кралич бай. Халь ӗнтӗ эсир маншӑн ҫывӑх тӑван вырӑнӗнче, чи хаклӑ хӑна пулатӑр. Пӑлхар халӑхне чипер маттурсем кирлӗ. Пирӗн халь ӗҫ пит нумай, пит нумай. Тӗрӗксен пусмӑрне текех чӑтса пулмасть. Халӑх ҫилли йӑлтах тулса ҫитрӗ. Хатӗрленмешкӗн те вӑхӑт… Юлӑрах кунта, Кралич, эсӗр кунта иккенне никам та пӗлес ҫук. Пирӗнпе пӗрле ӗҫлессӗр килет-и? — кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ тияккӑн хӑвӑрт-хӑвӑрт кала-кала хучӗ.

— Викентий атте, эпӗ шӑпах сирӗнпе ӗҫлесшӗн те.

— Ирхине калаҫса татӑлӑпӑр-ха… Кунта сирӗн нимӗн хӑрамалли те ҫук. Ҫак пӳлӗмре эп Левские пытарса усраттӑм. Кунта никам та килсе пӑхмасть. Ҫынран хӑрамалли ҫук кунта, хӑрамалли пулсан та, вилӗ чун мӗлкисем курӑнсан кӑна, — тияккӑн хӑй сӑмахне шӳтлӗн каласа хучӗ алӑк патнелле утнӑ май. — Ырӑ каҫ пултӑр!

— Сире те ырӑ каҫ сунатӑп, атте, — терӗ те Кралич алӑка ҫаклатса хучӗ.

Часах вӑл тумтирне улӑштарса тӑхӑнчӗ, апатланчӗ. Унтан выртрӗ те ҫуртине вӗрсе сӳнтерчӗ, кравачӗ ҫинче енчен енне ҫаврӑнкаларӗ; хӑйӗн ҫаплах ыйхи килмерӗ. Ун чӗрине йывӑр аса илӳсем канӑҫ памарӗҫ. Ҫак каҫхине пулса иртнӗ хӑрушӑ ӗҫсем, ытла та уҫҫӑн асне килсе, ӑна тарӑхтарса тӑчӗҫ… Ҫав асаплӑ тертрен вӑл часах хӑтӑлса ҫитеймерӗ.

Хайхискер чылай вӑхӑт иртсен тин халран кайса ҫитнине туякан пулчӗ, ытла ӗшеннине чӑтаймасӑр ҫывӑрса та кайрӗ, анчах шӑп ҫӗр варринче чӗтреве ӳксе куҫне уҫрӗ. Такам пӗри, аслӑк хӗррипе васкамасӑр утса, тап-тап пускаласа, пӳлӗм патнелле пырать. Унтан темле хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе кайрӗ, тен, юрлани те марччӗ пуль ҫавӑ, йынӑшнӑ пекрех илтӗнсе тӑчӗ. Утса килнӗ сасӑ пӳлӗм патнеллех ҫывхарчӗ, темле юрри те уҫҫӑнрах янӑра пуҫларӗ, юрри вара те вилнисене асӑнса кӗл тунӑ майлӑрахчӗ, те хурлӑхлӑн йынӑшниччӗ.

Таҫта инҫетре юрлаҫҫӗ пулмалла, тесе шухӑшне илчӗ Кралич, инҫетре юрланине пула сасӑ илемсӗр янӑрать, ҫывӑхра илтӗннӗ пек туйӑнсан та, ҫак вырӑн ытла шӑп пулнипе кӑна ҫакӑн пек уҫҫӑн илтӗнет пулас… Апла та мар иккен, утса пыни аслӑк патӗнче сисӗнет-ха.

Сасартӑк такам мӗлки чӳречерен курӑнса кайрӗ, ҫав мелке пӳлӗмелле ӳпӗнсе пӑхать. Краличӗн сехри хӑпрӗ, вӑл ун еннелле тинкерчӗ те, уяр тӳперен уйӑх ҫутатнӑ май, лешӗ ӑна аллипе темле кӑчӑк туртнӑ пек тукаласа, хӑй патнелле чӗннӗ пек туйӑнчӗ. Кралич чӳречерен куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ. Ҫак палламан мӗлке тем майӗпе ӑна сасартӑк ҫав Эмексиз-Пехливан пек курӑнса кайрӗ, ара вӑл ӑна халь кӑна вӗлернӗччӗ-ҫке! Тӗлӗкне тӗлленетӗп пуль, тесе шухӑшне илчӗ те Кралич, куҫне сӑтӑркаларӗ, куҫне уҫса пӑхсан, ӑна каллех ҫав чӳрече умӗнчи мӗлке курӑнса кайрӗ, мӗлке ҫаплах пӳлӗмелле ӳпӗнсе пӑхать пек.

Кралич тӗшмӗше-мӗне ӗненмест, ҫапах та ҫакӑнти пуш ҫурт та тупӑкри пек шӑплӑх ун сехрине хӑпартрӗ. Вӑл тияккӑнӑн вил мӗлкесем пирки шӳтлесе каланӑ сӑмахне те асне илчӗ, хайхискер хӑй сисмесӗрех хӑраса ӳкрӗ. Ҫавӑнтах хӑйӗнчен хӑй вӑтанчӗ те. Револьверне хыпашласа тупсан, ура ҫине тӑчӗ, алӑкне шӑппӑн уҫрӗ, ҫарранах галерее тухрӗ. Галерейӑ тӑрӑх такам пӗр ҫӳллӗ ҫын, малалла та каялла уткаласа, темле, юрланӑ пек, нӗрлесе ҫӳрет. Кралич ун умне хӑюллӑн ҫитсе тӑчӗ. Анчах ҫак юрлакан мӗлке юмахри пек куҫран ҫухалас вырӑнне хӑраса кӑшкӑрса, ячӗ. Кралич хӑй те, тияккӑнӑн аялта шурӑ кӗпе-йӗмне тӑхӑннӑскер, вил мӗлкерен хӑрушӑ курӑнать.

— Кам эсӗ? — кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ иккӗмӗш «мӗлке» пӗрремӗшне.

Леш мӗскӗнӗн сехри хӑпнипе чӗлхи ҫӗтсе ларчӗ. Вӑл сӑхсӑха-сӑхсӑха куҫ чалӑртса пӑхрӗ те ухмах пек пуҫне сулкаларӗ. Кралич хӑй умӗнче ӑнран кайнӑ ҫын тӑнине тавҫӑрса илчӗ, каллех хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ.

Мунчо ухмах тахҫантанпах мӑнастирте пурӑнать, каҫхине унӑн ҫавӑн пек ҫӳрекелес йӑли пуррине Викентий Краличе каласа кӑтартма асне те илмен. Мунчо шӑпах хайхи тӗрӗксене чавса чикнине курса тӑракан палламан ҫын пулнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней