Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ

Раздел: Пусмӑрта –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 15:40

Предложений: 117; Слово: 1301

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Мӑнастир патӗнчи уҫланка тухсан, Марийка чарӑнса тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, енчен енне сыхланса пӑхкаларӗ, хӑйне никам та асӑрхаса тӑманнине сиссен каллех хӑй ҫулӗпе чупрӗ. Мӗн хулана ҫитичченех ӑна пӗр чун та хирӗҫ пулмарӗ; уйсенче ҫын ҫук, хула хӗрринче пуҫланакан урам та пуш-пушах. Акӑ Марийка каллех чарӑнса тӑчӗ. Урамӑн аякри вӗҫӗнче вӑл виҫӗ тӗрӗке курах кайрӗ. Вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр каялла ҫаврӑнчӗ те пахча хушшисемпе шӑлан тӗмӗсем урлӑ чупрӗ, хӑй шухӑшӗпе вӑл хулан хӗвеланӑҫӗнчи урамӗпе кӗресшӗнччӗ. Унтан Соколов ҫуртне ҫитмешкӗн тата инҫерехчӗ-ха, ҫавна пула хӗрачан ҫулӗ ытла та ҫаврӑнӑҫрах пулчӗ. Чупсан-чупсан Марийка хулан хӗвеланӑҫӗ енне тухрӗ. Сылтӑм енче анлӑ хир сарӑлса выртать, сулахайра икӗ рет лутра лавккасем лартса тухнӑ, унталла пӗр тӑвӑр урам пур. Урамӗнче пӗр ҫын та ҫук, — пӑлхар ҫынни те, тӗрӗк те курӑнмасть. Лавккасем пурте хупӑ, алӑкӗсене ҫӑрапа питӗрнӗ, чӳрече хупписене ҫапса лартнӑ. Урамра ҫынсем ҫукки ҫак айван хӗрачана самай лӑплантарчӗ, вӑл урампа чупсах кайрӗ. Ҫапла, вунӑ утӑмран ытла та иртеймерӗ пуль, Марийка темӗне пула каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑпах чарӑнса тӑчӗ. Хирте, унтан инҫе те мар, ҫӑра тусан мӑкӑрланса тухать, ҫав тусан хыҫӗнчен лаша тӑпӑртатни те ҫын сасси илтӗнет. Часах ҫав тусан мӗншӗн ҫӗкленни те ҫынсен шавӗ мӗншӗн хускални паллӑ пулчӗ: Тосун-бейӑн хурах ушкӑнӗ таврӑнать иккен. Ҫав ушкӑн Клисурӑ хулинчен кӗл туса хӑварнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши ҫын вӗлерсе те ҫаратса тухнӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳллӗн ҫӗр ҫӗмӗрсе таврӑнать. Хӑшӗ утпа пырать, хӑшӗ ҫуран, хӑйсемпе пӗрле хӗҫ-пӑшал та тӗрлӗрен тупра йӑтнӑ. Часах ҫав ушкӑн хула урамне пӑтранчӑк хум майлӑ ҫитсе кӗчӗ, урам сарлакӑш пулса, тискеррӗн кӑшкӑрашса та кӗмсӗртетсе капланчӗ. Ку вӑл Тосун-бей ушкӑнӗн пӗр пайӗ кӑначчӗ-ха — Клисурӑран хӗвелтухӑҫ енчи ялсенчен пынӑ ҫӗршер башибузуксен ушкӑнӗччӗ.

Ҫак ҫӗнтерӳллӗ ушкӑн ялавсемпе те вӑрҫӑра ҫаратнӑ пурлӑхпа пӗтӗм урам тӑршшӗпе вӗҫӗ-хӗррисӗр тенӗ пек тӑсӑлчӗ, ушкӑнран кашни ҫын хӑй мӗн чухлӗ йӑтма пултарнӑ таран ҫаратса ҫӗкленӗ, ҫӗклейменнине вара ураписем ҫине тиенӗ. Йӑтмалли кӑштах та пулин ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, башибузуксем Клисурӑра ҫаратнӑ чи хаклӑ тумтирсене хӑйсем ҫине уртса-ҫакса янӑ. Ҫак юн ӗҫен ушкӑна пӑхмашкӑн халь хӑрушӑ та, кулӑшла та. Вӑл халь пӗр азиатла уява тухнӑ ушкӑн пек курӑнать. Ҫанталӑк сывлӑша пӳлес пек шӑрӑх пулсан та, нумайӑшӗ хӗрарӑм сӑхманӗсене тӑхӑна-тӑхана янӑ, сӑхманӗсене вӑрман кушак тирӗпе сӑрнӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр башибузукӗсем тата христансенчен куласшӑн пулса пуль — чиркӳсенче ҫаратнӑ ылтӑн ука тумтирсене уртса янӑ. Ушкӑна ертсе пыракан Тосун-бей хӑй вара килте тӑхӑнса ҫӳремелли чаплӑ халатпа, халатне сӑрӑ кашимиртен ҫӗлетнӗ пулнӑ, ӑна хӗрлӗ пуставпа пӳксе тухнӑ, пиҫиххи вӗҫӗсене хӑмачӑ ярапа тыттарнӑ. Тосун-бей ҫав тумтире хӑҫан, ӑҫта тӑхӑнмаллине те пӗлмен иккен, ҫак чаплӑскере мухтавлӑ уявсенче тӑхӑнмалли пуль тенӗ те, Бяла Черквана «парадпа» пырса кӗнӗ чух тӑхӑнса та янӑ.

Унӑн ҫӗнтерӳллӗ ушкӑнне пӗртен пӗр чӗрӗ трофей илем кӗртсе тӑрать — вӗсем пӗр ҫынна тыткӑна илсе килчӗҫ, тыткӑнри ҫыннин аллисене хыҫалалла ҫавӑрса ҫыхнӑ, Вӑл Пӑртлӑ Рачко пулчӗ-кайрӗ.

Мӗн курасси хаяррӑн та курӑнать!

Анчах Марийка тӗплӗн пӑхса тӑма ӗлкӗреймерӗ те ушкӑн куҫа курӑнсанах вӑл тепӗр урамалла чупрӗ, унтан виҫҫӗмӗшне тухрӗ. Пур ытти урамсем пушах, сас-чӳ те пулин илтӗнмест. Ак хайхискер Соколов пурӑнакан ҫурт хапхи патне те ҫитсе тӑчӗ. Марийка хапха алӑкне тӗксе пӑхрӗ — уҫӑлмарӗ, вара вӑл шаккама тытӑнчӗ.

— Кам унта? — пӗр карчӑк сасси илтӗнчӗ шал енчен.

— Якилиша инке, уҫ-ха! — аран сывлӑш ҫавӑрса ыйтрӗ Марийка.

— Мӗн кирлӗ сана кунта?

— Соколов тухтӑр патне килтӗм… Уҫ ӗнтӗ хӑвӑртрах! — йӑлӑнса ыйтрӗ хӗрача.

Карчӑк темӗн ҫиллес мӑкӑртатрӗ, хапхи алӑкне ҫапах та уҫрӗ.

— Мӗншӗн кирлӗ вӑл сана? Ҫук вӑл кунта! — терӗ вӑл, кӑмӑлсӑр пулса.

— Ӑҫта кайнӑ вара?

— Эс мана ху каласа пар-ха вӑл ӑҫта кайнине, унтан сана каласа парӑп… Ӗнертен вара шыраҫҫӗ ӑна, ун ҫинчен сас-хура та ҫук… Ну, каях ху ҫулупа!

Карчӑк алӑка шак хупса та хучӗ.

Аптраса ӳкнӗ Марийка урамрах тӑрса юлчӗ.

Вӑл малалла чупрӗ. Фотографи катарах марччӗ. Марийка ҫавӑнта чупса ҫитрӗ те алӑкне шаккарӗ.

— Кам кирлӗ сана, хӗрача? — ыйтрӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ курпун та шуранка хӗрарӑм, ытла начар тумланнӑскер.

— Нимӗҫ…

— Мӗншӗн кирлӗ вӑл сана?

— Кӗрт эс мана нимӗҫ патне! — терӗ Марийка умӗнче тӑракан хӗрарӑма тӗккелесе, вӑл вӑйлах кӗресшӗн пулчӗ.

— Мимӳ юхса тухман пуль-ҫке санӑн? Нимӗҫе пусса вӗлерчӗҫ… — ҫилленсе урнӑ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ хӗрарӑм, Марийкӑна вара ҫавӑнтах урама тӗксе кӑларчӗ.

Хӗрачан сехри хӑпса тухрӗ… «Бойчо пиччӗшне» те ҫаплах пусса вӗлерме пултарасса вӑл тинех тӗшмӗртсе илчӗ, — ӑна тытма тесех килнӗ-ҫке кунта тӗрӗксем.. Ак вӗсем ун ҫырӑвне тӑпӑлтарса илӗҫ… Тен, кам та пулин пӗлтернӗ те пуль вӑл Бойчо пиччӗш ҫырӑвӗпе пынине… «Мӗн тумалла пулать ӗнтӗ халь?» — тесе шухӑшларӗ хӗрача. Мӗн тумалла? Каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те урам пуш-пушӑ иккенне тинех асӑрхарӗ, ниҫта та пӗр чӗрӗ чун та ҫук… Аптраса ӳкнӗ Марийка нӑшӑклатса йӗме тытӑнчӗ, унӑн пӗтӗм шанчӑкӗ татӑлчӗ, анчах сасартӑк такам хӑйне ҫурӑмран тӗкрӗ те, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Ун умӗнче Колчо тӑра парать.

Урампа вӑл туйипе таклаттаркаласа пӗчченех пынӑ иккен. Хӑй темле тарӑн шухӑша кайнӑ, тем пирки ӑшӗ вӑркать.

— Мӗн йӗретӗ-и? савнӑ хӗрачам? — тесе ыйтрӗ суккӑр, шурӑ куҫӗпе Марийка еннелле пӑхса, вӑл кам иккенне пӗлесшӗн пулнӑ тейӗнех.

Енчен Марийка Колчона лайӑхрах пӗлнӗ пулсан, Огнянов урӑх ҫынна пӗлтерме хушман хыпарне каласа панах пулӗччӗ, вара Колчо ҫав Соколов вырӑннех тупӑннӑ пулӗччӗ. Анчах хӗрача ҫак ют ҫынран хӑрарӗ, вӑл урамӑн тепӗр енне чупса каҫрӗ те тӑкӑрлӑка кӗрсе пытанчӗ.

— Хӗрача! Марийка! — кӑшкӑрса юлчӗ Колчо.

Стоян хӗрачине вӑл йӗнӗ сасӑранах тӗлӗнмелле тӗрӗс илтсе палларӗ. Ҫакна та асӑнса хӑварар, вӑл Марийка хыҫҫӑнах Соколовсен хапхине пырса шаккарӗ, тухтӑр пирки вӑл та ҫав карчӑкран ыйтса пӗлесшӗнччӗ, ҫав карчаках ӑна тухтӑра халь кӑна темле хӗрача шыратчӗ тесе пӗлтерчӗ. Ҫавӑнтан сиссе илчӗ те вӑл ку хӗрача Марийка иккенне, вӑл тухтӑра шырать пулсан, темле пит кирлӗ ӗҫпе шырать ҫав ӗнтӗ; хӗрача макӑрни вара темӗнле тытӑннӑ ӗҫ ӑнӑҫманнине ҫеҫ пӗлтерчӗ… Ҫакӑн пек вӑхӑтра кам ӑна Соколов патне яма пултарнӑ? Кунта ӗҫсем мӗнле пулса пынине пӗлмен ҫын кӑна, инҫетрен килнӗ ҫынах пулма кирлӗ, ҫав ҫын кӑна янӑ… Огняновах мар-ши вара? Иртнӗ каҫхине ҫеҫ вӑл вилмен, тусем ҫине тарнӑ тенӗ хыпар сарӑлчӗ, Огнянов шет халь те ҫавӑнтах ҫӳрет пуль-ха. Тен, Бойчо тусем ҫинчен анчӗ пуль, Марийка йыснӑшӗ пурӑнакан Мӑнастир ҫырмине ҫитнӗ пуль те хӑй кунта иккенне пӗлтерме Марийкӑна янӑ пуль — ҫапла пулма пултарать! Ҫакӑн пек шухӑшланӑ хыҫҫӑн Колчон савӑннӑ чунӗ ытла пӑшӑрханма тытӑнчӗ. Вӑл хӑй тӑнӑ вырӑнтан кӑштах сикрӗ те:
— Хӗрача! Марийка! Марийка! Хӗрача, эй! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Анчах та никам та сас памарӗ.

Шанчӑкне ҫухатнӑ Колчо аптранипе йынӑшса ячӗ.

Часах вӑл аслӑ урам варрине ҫитрӗ.

Кунта халӑх та нумай, шӑв-шав та кӗрлесе кӑна тӑрать. Урамра утсем тӑпӑртатни илтӗнет… Халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ ҫав ӗнтӗ.

Пур енче те тӗрӗкле калаҫаҫҫӗ.

«Мӗн тӑваҫҫӗ-ши кунта?» — шухӑшласа илчӗ Колчо.

Тӗлӗннӗ Колчо кофейня патне ҫитрӗ те чарӑнса итлесе тӑчӗ.

Такам пӗри пӑлхарла кӑшкӑрашрӗ:

— Акӑ пире мӗнле мӑшкӑл кӑтартасшӑн пулчӗҫ? Хамӑр хулана вут тӗртме!.. Хамӑра йытӑсем пек вӗлерсе пӗтересрен аран ҫӑлӑнса юлтӑмӑр-ҫке, хуларан чул ванчӑкӗ те хӑвармастчӗҫ! Ӑҫта халь ҫав путсӗрсем? Эп вӗсенчен ыйтса пӗлесшӗн, кам хушнӑ вӗсене харкашма? Халех вӗсене кунта илсе килӗр те — кӑтартӑттӑм вӗсене!.. Пӑлхав хускатма шухӑшланӑччӗ-и? Кама хирӗҫ? Хамӑра пархатар кӑтартакан атте султана хирӗҫ, вӑл пире куҫ шӑрҫине сыхласа усранӑ пек пӑхать, пӗрчӗ ҫӳҫе пуҫӑмӑртан ӳкме памасть иккен те — ӑна хирӗҫ-и?.. Миҫе ҫӗр ҫул хушши эпир султан хӳтлӗхӗнче ыр курса пурӑнатпӑр, — хамӑр та, аттесем те, асаттесем те пурӑннӑ — мӑнукӑмӑрсем те ҫакӑнтан лайӑххине ӗмӗтленес ҫук! Пуҫ пулмалла-ҫке ӗнтӗ ҫынсен, мур илесшӗне!.. Кунти йӗрке кама килӗшмест, ан тив ҫав Московине тухса кайтӑр!.. Пире кунта та лайӑх…

Ку ҫын Юрдан чорбаджи иккенне Колчо сасартӑках уйӑрса илчӗ.

— Сывӑ пултӑр хамӑр аслӑ султанӑмӑр! — кӑшкӑрса ячӗ пӗри.

Колчо хальхинче Фратю господин сассине уйӑрса илчӗ.

Ҫак икӗ ҫын ӗнтӗ халь халӑх кӑмӑлне пӗлтерекен ҫыннисем пулса тӑчӗҫ. Сехӗрленсе ҫитнӗ халӑх выльӑх пек шӑпланчӗ.

Малтан калаканнин сӑмахӗ чун патӗнчен тухатчӗ-ха — вӑл пӑлхав умӗн те ҫаплах калаҫатчӗ, ҫаплах шухӑшланӑ та, — ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ курайманлӑх кӑна ҫӗкленет; тепри вара хӑй тӑшмана сутӑннипе ытла та йӗрӗнтерет.

Фратю кӑшкӑрнине хирӗҫ пӗр сӑмах та илтӗнмерӗ. Ҫапла шӑп тӑниех ӑна пит лайӑх тавӑрса калани вырӑнне пулчӗ. Юрдан пеккисем тӳрре тухнӑ кунсем те ҫитрӗҫ ҫав, Фратю йышши ҫынсем тӳрӗ ҫынсен шутӗнчеччӗ-ха. Пӑлхава ӑнӑҫтарайманнисене темле те хӑртса пӗтеретчӗҫ, ҫӗнтерекенсен вӑйӗ саккуна кӗрсе ҫитрӗ: пӑлхавҫӑсем чӑтса кӑна тӑччӑр!

Апрельти катастрофа Батакра туранӑ пекех ытла хӑрушӑ мар та, анчах чун-вар мӑшкӑла тухни вӗҫӗ-хӗррисӗр вара.

Колчо сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. Унтан каялла ҫаврӑнчӗ те Гинка патнелле утрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней