Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку пысӑк леопард пулнӑ иккен, тирӗ тӗлӗнмелле хитре, чӑпарскер.Это был большой леопард с необыкновенно красивой пятнистой шкурой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ман пуҫа пӗр шухӑш килсе кӗчӗ: арӑслан тирӗ пире кирлӗ пулма пултарать пулӗ.Тут мне пришло в голову, что шкура этого льва может нам, пожалуй, пригодиться.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Качака тирӗ сарнӑ урайӗнче каччӑсемпе тупра хатӗрлекен хӑнасем ларса тухнӑ.На полу, устланном козьими шкурами, сидели парни и гостьи, готовившие приданое.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Сирӗн тахта ҫинчи барс тирӗ тӗл-тӗл ҫаралса хитремарланнӑ.— На эту барсовую шкуру с плешинами просто неприятно смотреть, —
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ӗнер Верочкӑна тискер кайӑк тирӗ айӗнчен ҫын пит-куҫӗ курӑннӑ пек туйӑнатчӗ, халӗ авӑ каллех тискер кайӑк, урӑх нимӗн те мар.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӗлеретӗп, анчах кушак тирӗ хатӗрлеместӗп вӗт-ха!
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Энтри пичче, кушак тирӗ эсир хатӗрлетӗр-и? — тесе ыйтрӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тата ҫакна та астӑватӑп: темлерен эпир пӗр ухмах ҫын пирки калаҫса кайрӑмӑр, ун чухне вӑл ӑна вӗлермелле кӑна мар, «ун какайне ҫисе ямалла та тирӗ ҫине выртса ҫывӑрмалла» терӗ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Юлашкинчен храмӑн тӗп мӑчавӑрӗ те тухнӑ, — пуҫӗ ҫине тиара лартнӑ, хулпуҫҫийӗсем урлӑ тигр тирӗ уртнӑ, шаккал хӳрисемпе эрешленӗ парча саппунлӑ ҫӗр ҫулхи старик.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑнсӑртран каялла ҫаврӑнса пахнӑ та Щукарь, хыпӑнсах ӳкнӗ: ун хыҫӗнчен хӑй туяннӑ мӑн хырӑмлӑ та мӑнтӑркка кӗсре мар, хырӑмӗ пӗрӗнсех ларнӑ, тирӗ вӗче шӑммисем хушшинех путса кӗнӗ ырханкка янавар лапсӑртатса пырать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав шухӑшсенче Яков Лукич ун чухне хӑйне хӑй шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа мар, чесучаран ҫӗлетнӗ пиншак-шӑлаварпа, хырӑм урлӑ ҫакса янӑ ылтӑн вӑчӑрапа куратчӗ, ӗҫпеле хытнӑ алӑсем вырӑнне ҫеп-ҫемҫе те шап-шурӑ алӑсем пуласса, хытнӑ алӑсенчи пӳрнесен пылчӑкпа хуралса ларнӑ чӗрнисем сӗвӗнчӗк ҫӗлен тирӗ евӗрлех сӗвӗнсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ку ватӑ господин, пуҫ тирӗ унӑн сӗвеленет ӗнтӗ.Это пожилой господин, с вытертой и лоснящейся кожей на голове.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Эпӗ ӑна, шӑммипе тирӗ ҫеҫ юлнӑскере, ҫӗклерӗм те, вӑл хыпалансах пуҫне чӳрече витӗр тулалла кӑларса итлеме тытӑнчӗ, унӑн типсе хӑрнӑ урисем, стена ҫумне сӗртӗнкелесе, вӑйсӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ман пата ватӑ йытӑ пычӗ (ӑна вӗри шывпа пӗҫертсе янӑ пулас, унӑн ҫурӑмӗ ҫинчи тирӗ кукшаланса юлнӑ), вӑл, ман урана шӑршласа, хуллен, выҫҫӑн уласа илчӗ; эпӗ ӑна ирӗксӗрех хӗрхентӗм.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Чунӗ пӑшӑрханни сӑнӗнче палӑрсан, куҫӗсем тӗтреленеҫҫӗ, ҫамки тирӗ пӗрӗнет, иккӗленсе шухӑшлани, кулянни, шикленни сисӗнет; анчах ҫав пӑшӑрханчӑк туйӑм сайра хутра ҫеҫ пӗр-пӗр уҫӑмлӑ ӗмӗт ҫуратать, е пӗр-пӗр ҫирӗп шут тытма хистет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тен, унӑн тирӗ хаклӑ йышшискер? — каласа хучӗ сасартӑк Маргарита.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Тирӗ револьвер йӗнни пекех ҫаврака.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик курать: аслашшӗн тӑснӑ мӑйӗ чӗтрет, янах айӗнчи авалхи суранлӑ типӗ тирӗ икӗ тилхепе пек карӑнать.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсен тирӗ ҫинче ракушка евӗрлӗ шӑмӑ йӗпсем пур.Их кожа усеяна плоскими костяными шипами, похожими на ракушки.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Куҫӑм йӗпеннӗ манӑн, анчах куҫҫульне шӑлмастӑп, аллӑма ватӑ тилӗ тирӗ ӑшӗнчен кӑлармашкӑн сивӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951