Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 31-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.11 21:49

Предложений: 394; Слово: 5204

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Щукарь мучи хӑйне яланлӑхах колхоз правленин кучерӗ туса хунипе калама ҫук хытӑ хавасланчӗ. Ӗлӗк кулаксен пулнӑ икӗ ӑйӑра, правлени валли служба ӗҫӗсемпе тухса ҫӳреме хӑварнӑскерсене ун аллине шанса панӑ чухне Яков Лукич ҫапла каларӗ:

— Хӑвӑн куҫ шӑрҫисене сыхланӑ пекех упра вӗсене!

Вӗсем яланах самӑр пулччӑр, асту — хытӑ чуптарса ан ҫӳре, ураран ӳкмелле ан хӑвала. Ку акӑ, Титокӑн тимӗр-кӑвак ӑйӑрӗ, — ӑратлӑскер, тепри те, ҫӳренни, Дон таврашӗнчи лайӑх ӑратсен йӑхӗ. Кайса ҫӳремеллисем пирӗн питех нумай мар, кӗҫех вӗсене кӗсресем патне яма пуҫлатпӑр. Эсӗ вӗсемшӗн ответ тытатӑн!

— Кала-ха, тархасшӑн! — хуравласа хучӗ Щукарь мучи. — Ара эпӗ лашасене мӗнле пӑхмаллине пӗлместӗп-им-ха? Хамӑн ӗмӗрте вӗсене эпӗ пайтах куркаланӑ ӗнтӗ. Вӗсем ман алӑ витӗр тухнӑ чухлӗ теприн пуҫӗнче ҫӳҫ пӗрчи те пулас ҫук.

Тӗрӗссипе каласан, Щукарь «алли витӗр» пӗтӗм пурнӑҫӗнче те икӗ янавар кӑна тухса курнӑ. Ҫитменнине тата пӗр лашине вӑл ӗнепе улӑштарса янӑ, тепринпе вара ҫакнашкал истори пулса иртнӗ. Пӗр ҫирӗм ҫула яхӑн каялла, Щукарь мучи, питех те ӳсӗр пуҫпа Войсковой хуторӗнчен таврӑннӑ чухне, ҫав лашана иртен-ҫӳрен чикансенчен вӑтӑр тенкӗлле туянса юлнӑ. Ҫиелтен пӑхма кӗсри чип-чиперех пек курӑннӑ: шӑши тӗслӗ, усӑк хӑлхаллӑ, хӑрах куҫне шур илнӗ, анчах питех те шухӑскер пулнӑ. Щукарь мучи чиканпа кӑнтӑрлачченех хаклашнӑ. Хӗрӗх хутчен вӗсем алӑ ҫапа-ҫапа илнӗ, уйрӑла-уйрӑла утнӑ, унтан каллех хире-хирӗҫ пырса тӑнӑ.

— Кӗсре мар вӑл, ылтӑн! Сиккипе чупнине курасчӗ санӑн — куҫна хупсан, ҫӗр курӑнми пулать. Шухӑш пек хытӑ вӗҫет! Вӗҫен кайӑк пек! — сӗлехине сирпӗтсе, ӗшеннипе лӑштӑрах кайнӑ Щукаре сюртукӗ аркинчен турта-турта, турра асӑна-асӑнах ӗнентернӗ чикан.

— Кайри шӑлӗсем юлманпа пӗрех-ҫке, хӑрах куҫсӑр, чӗрнисем катӑлса пӗтнӗ, усӑк хырӑмлӑ… Мӗн ылтӑнӗ пултӑр унта, ылтӑн мар, вӗри куҫҫулӗ кӑна! — тесе тиркенӗ лашана Щукарь мучи. Вӑл ҫунса-хыпӑнсах чикана юлашки пӗр тенкине чакарттарасшӑн, ҫав пӗр тенке пула вӗсем лаша хакне килӗштереймесӗр тӑнӑ.

— Ара сана унӑн шӑлӗсем мӗн тума кирлӗ? Апатне сахалтарах ҫийӗ. Кӗсри вара ҫап-ҫамрӑкскер, аҫа ҫапасшӗ! Пӗчӗк ачах ҫав ӗнтӗ, кӗсре мар; шӑлсӑр тенӗрен, ӑнсӑртран чирлесе ӳкнӗ пирки кӑна шӑлсӑр тӑрса юлчӗ вӑл. Тата сана мӗн сиенӗ пултӑр-ха унӑн хӑрах куҫне шур илнишӗн! Шур илни те мар-ха вӑл, хытса ларни ҫеҫ! Чӗрнисем те ӳссе ҫитӗнӗҫ, тасалӗҫ… Кӗсри, чӑн та, тӗсрен питех мар, анчах эсӗ унпа юнашар выртса ҫывӑрас ҫук-ҫке, унпа суха сухаламалла, тӗрӗс калатӑп-и?

Эсӗ вӑл мӗншӗн мӑн хырӑмлӑ иккенне лайӑхрах сӑнаса пӑхсам, — вӑйӗ нумайран! Сиккипе вирхӗнет — ҫӗр кисренет, ӳксе кӑтартать — виҫӗ кун выртать… Эх, мучиҫӗм! Вӑтӑр тенкӗпе эсӗ рысаках туянасшӑн пуль-ха? Чӗррине туянаймӑн, вилсе выртсан — какайне сана ахалех парса ярӗҫ…

Тавах-ха, чиканӗ ырӑ кӑмӑллӑскер пулнӑ: хаклашсан-хаклашсан юлашки пӗр тенкине те катса панӑ, чӗлпӗрне, аркӑ вӗҫӗпе чӗркесе Щукаре тыттарнӑ, Щукарӗ те ӑна хӑйӗн сюртук аркипе чӗркесе тытнӑ. Вӑл, вӑрӑм аркӑллӑ кӑн-кӑвак сюртукӑн ҫаннипе тӗксӗм-сарӑ ҫамкине шӑла-шӑла, юриех кӑштах йӗренҫи те туса илнӗ.

Чӗлпӗр Щукарь аллине куҫнӑ-куҫманах кӗсрен унчченхи шухӑлӑхӗ таҫта кайса кӗрет. Щукарь мучи пӗтӗм вӑйӗпе сӗтӗрнипе кӑна вӑл хӑйӗн ухват урисене аран-аран яркаласа пусать, хуҫи хыҫҫӑн ӳркенчӗклӗн утать. Вара чикан кулса ярать, хӑйӗн пурӑ пек шурӑ шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, Щукарь хыҫҫӑн ҫапла кӑшкӑрса юлать:

— Эй, мучи! Дон казакӗ! Эпӗ ырӑ тунине асрах тыт! Вӑл лаша ман алӑра хӗрӗх ҫул ӗҫлерӗ, сан аллунта тата ҫавӑн чухлӗ ӗҫлӗ, анчах эсӗ ӑна эрнере пӗрре кӑна ҫитер, унсӑрӑн ӗрӗхсе кайӗ!.. Манӑн атте ун ҫинче Румыниренех ларса килнӗ, атте аллине вӑл Мускавран таракан французсенчен пырса лекнӗ. Лаши хаклӑ тӑрать!

Туяннӑ выльӑхне сӗтӗрсе каякан Щукарь хыҫҫӑн чикан татах тем те пӗр кӑшкӑрса юлать. Чатӑр умӗнче, ашшӗ ури йӗри-тавра, чанасем пекех хуп-хура та шавлӑ ачасем ҫуйӑхашаҫҫӗ; чикан майрисем шӑри-шари ҫухӑрсах ахӑрашаҫҫӗ. Анчах Щукарь мучи, ним ҫине пӑхмасӑр, хӑй ҫулӗпе утать, ырӑ кӑмӑлпа ҫапла шухӑшлать: «Мӗнле выльӑх туянса янине хамах куратӑп-ха. Укҫа пулнӑ пулсан, кунран лайӑххине ҫаклатнӑ пулӑттӑм. Чиканӗ вара — шӳтлеме юратакан ҫын, хам пекех савӑк чунлӑскер… Ну, халӗ ӗнтӗ лаша та пур акӑ. Вырсарникун арӑмпа юнашар ларса станицӑна пасара тӗпӗртеттерсе ҫитӗпӗр».

Анчах вӑл Тубянскине ҫитме те ӗлкӗреймен, ун лаши тӗнчене тӗлӗнтере пуҫланӑ… Ӑнсӑртран каялла ҫаврӑнса пахнӑ та Щукарь, хыпӑнсах ӳкнӗ: ун хыҫӗнчен хӑй туяннӑ мӑн хырӑмлӑ та мӑнтӑркка кӗсре мар, хырӑмӗ пӗрӗнсех ларнӑ, тирӗ вӗче шӑммисем хушшинех путса кӗнӗ ырханкка янавар лапсӑртатса пырать. Кӗсре пӗр ҫур сехет хушшинчех ҫурмалла ырханланса кайнӑ. Тӑкӑл-такӑл сӑхсӑхкаласа: «Свят, свят, свят!» — тесе пӑшӑлтатса, Щукарь тӑпах чарӑнса тӑрать, йӗвен аврине лаштӑрах алӑран кӑларса ӳкерет, мухмӑрӗ янках уҫӑлса каять. Кӗсрене йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнсан тин вӑл ҫак выльӑх мӗншӗн кун пекех тӗлӗнмелле хӑвӑрт ырханланса кайнин сӑлтавне тупать: кӗсрен, шуйттан пӗлет-и мӗнле, пӗр аяккинелле намӑссӑррӑн пӑрса хунӑ мунчала хӳри айӗнчен, шӑхӑрса та чашкӑрса, ирсӗр шӑршлӑ сывлӑшпа шӗвӗ тислӗк пӗрчисем сирпӗнсе тухаҫҫӗ. «Ну, ку вара мӑшкӑл!» — ахлатса ярать Щукарь, пуҫне ҫатӑрласа тытса. Унтан, нӑхтаран ярса илсе, кӗсрене мӗнпур вӑйӗпе тата хытӑрах сӗтӗрсе кайма тытӑнать. Кӗсре хырӑмӗ, ҫул тӑрӑх мӑшкӑл йӗрӗ хӑварса, шӑп та шай Тубянские ҫитичченех вулкан пек пӗрӗхтерсе пырать.

Тен, лашине чӗлпӗртенех ҫавӑтса пынӑ пулсан, Щукарь Гремячий Лог хуторне чиперех ҫитсе ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл, хӑйӗн кумӗ тата палланӑ казаксем пурӑнакан Тубянски хуторне кӗрсен, чи хӗрринчи кил тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех, чӗлпӗртен сӗтӗрсе пырас марччӗ, уттарса та пулин утланса пырасчӗ тесе, лаши ҫине хӑпарса ларма шут тытать. Унӑн чӗринче сасартӑк халиччен пулман мӑнкӑмӑллӑх тата, яланхи пекех, хӑйпе мухтанса илес шухӑш вӑранать: вӑл та акӑ, Щукарь мучи те, халӗ чухӑнлӑхран тухнӑскер, хӑйӗн лаши ҫинче ларса пынине кӑтартас килет. Хӑй чарӑнса тӑнӑ тӗлти пӳртрен палланӑ казак тухнине куҫ хӳрипе курсан, вӑл: «Тррр, хӑямат! шавах вылясшӑн эсӗ!» — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ярать, нӑхтине кӑрт-карт турткаласа илет, чаплӑн кӑна тӳрленсе ларать. Лаши, тахҫан, чӗчӗ тихи чухне, вылянӑ та, сиккеленӗ те пуль ӗнтӗ, анчах халь, тӗрӗссипе каласан, пачах та выляма шухӑшламасть, Вӑл, сӑлхуллӑн пуҫне пӗксе, кайри урисене юнашар тытса, тӑпах чарӑнса тӑрать. «Кум умӗнчен ларсах иртсе каясчӗ. Ан тив пӑхса юлтӑр!» — шухӑшлать Щукарь, ҫав шухӑшпа якӑлт сикет те, лашин касса кӗрес пек ҫӳхе тӳрчӗ ҫине хырӑмӗпе ӳпӗнет. Ҫакӑнта вара кайран Тубянскири казаксем тахҫанчченех асӑна-асӑна калаҫса пурӑннӑ мыскара пулса иртет: шӑп та шай ҫав вырӑнта Щукарь нихӑҫан курман намӑс курать, ун ҫинчен тухнӑ халап халӑх хушшинче паян кунччен те ҫӳрет, ахӑртнех, малашнехи ӑрӑва та куҫса юлать пулӗ… Щукарь кӗсри ҫине уртӑннӑ-уртӑнманах, хайхи кӗсре сулӑна-сулӑна каять, ӑшӗнче унӑн темскер пакӑртатма тапратать, вара кӗсре, епле тӑнӑ ҫаплипех, хӳрине тӑсса, ҫул ҫине тӳнсе каять. Щукарь, аллисене малалла тӑсса, ҫул урлӑ ывтӑнса каять, ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑк ӑшне пашлатса тӑсӑлса выртать. Тарӑхса кайнӑ Щукарь ҫав самантрах сиксе тӑрать, казак ун инкекне пӑхса тӑнине курса, ӗҫе ҫапла кӑшкӑрса тӳрлетет: «Эсӗ яланах ҫапла тапӑртатса тӑрасшӑн! Шо-о-о-орт!» — ҫухӑрашать вӑл, лашине урисемпе тапкаласа. Лешӗ ура ҫине тӑрать, нимӗн пулман пекех, тутине ҫул хӗрринчи шанса ларнӑ курӑк патнелле тӑсать.

Щукарӗн тертне сӑнаса тӑнӑ казак питех те шӳтлеме юратакан мыскараҫӑ. Вӑл ҫатан карта урлӑ сиксе каҫать те Щукарь патне пырать. «Ырӑ сывлӑх сунатӑп, Щукарь. Лаша туяннӑ курӑнать эсӗ?» — «Туянтӑм та-ха, кӑштах йӑнӑш турӑм пулас, шуйттан пуҫӗ, чӑхӑмҫӑскер лекрӗ: утланма тытӑнсанах персе анать. Хӑй ҫинче ҫынна лартса ҫӳремен пулмалла. Вӗрентмен ӑна». Хайхи казак, куҫӗсене хӗссе, кӗсре йӗри-тавра пӗр-икӗ хутчен утса ҫаврӑнать, ытахальтен тенӗ пек, кӗсрен шӑлӗсене пӑхса илет те чӑнласах ҫапла калать: «Ну, паллах, — вӗрентмен! Лаши лайӑх, ӑратлӑ пулмалла. Шӑлӗсене пӑхсан, вӑл аллӑ ҫулсене ҫитнӗ ӗнтӗ, унтан сахал мар, анчах хӑй лайӑх ӑратран пулнӑ пирки ӑна никам та алла вӗрентме пултарайман». Щукарь, ҫак ҫын ӑна хӗрхенсе калаҫнине курса, хӑйсах ҫапла ыйтать: «Каласамччӗ, Игнатий Порфирич, мӗне пула вӑл ҫапла ытла та хӑвӑрт ырханланса кайрӗ-ха? Эпӗ ӑна ҫавӑтса пыраттӑмччӗ, вӑл пур, куҫ умӗнчех ырханланса пырать; хӑйӗн ӑшчиккинчен йывӑр шӑршлӑ сывлӑш пӗрӗхӗнсе тухать тата, тӗпсӗр ахратран тухнӑ пекех, пӗр вӗҫсӗр тислӗк сирпӗнет. Ҫула тӑршшӗпех йӗрлесе хӑварчӗ!» — «Эсӗ ӑна ӑҫта туяннӑччӗ вара? Чикансенчен мар-и?» — «Ҫавсенчен ҫав, халӗ кӑна сирӗн хутор хыҫӗнче тапӑрпа тӑратчӗҫ». — «Ну, апла пулсан, вӑл акӑ мӗншӗн ырханласа кайнӑ, — ӑнлантарса парать казак, лашасене те, чикансене те лайӑх пӗлекенскер, — вӗсем ӑна, сана сутас умӗн, вӗрсе хӑпартнӑ пулнӑ. Ватӑ пирки начарланса кайнӑ лашана вӗсем, сутас умӗн, хӳри айне витӗрех хӑвӑллатнӑ хӑмӑш туни чиксе лартаҫҫӗ те, пӗтӗм халӑхӗ-йышӗпе черетленсе тӑрса, хайхискерӗн аяккисем тулса хӑпаричченех, аякран пӑхсан чӑп-чӑмӑр та пысӑк хырӑмлӑ пек курӑнакан пуличченех, вӗрсе хӑпартаҫҫӗ. Унтан, ӑна вӑкӑр хӑмпи пекех карӑнтарса ҫитерсен, — хӑмӑш тунине вӑштах туртса кӑлараҫҫӗ, ун вырӑнне, сывлӑш ан тухтӑр тесе, ҫӗтӗк-ҫатӑкран пӑкӑ туса чикеҫҫӗ е кукуруза пуҫне чиксе лартаҫҫӗ. Ҫавнашкал вӗрсе хӑпартнӑ лашана туянса янӑ та ӗнтӗ эсӗ. Пӑкки ҫул ҫинче тухса ӳксе юлнӑ пулмалла, ҫавӑнпа ырханланма тытӑннӑ сан кӗсрӳ… Эсӗ каялла кайса пӑх, пӑккине шыраса туп… Кӗсрӳне эпир пӗр самантрах тепӗр хут вӗрсе хӑпартса парӑпӑр…» «Хайсене шуйттансем вӗрсе хӑпартасчӗ!» — тесе кӑшкӑрса ярать те Щукарь, нимӗн тума аптранипе чикансен тапӑрӗ еннелле ыткӑнать, анчах ҫӳллех мар тӗмеске ҫине чупса хӑпарсан, ҫакна курать: пӗчӗк юханшыв хӗрринче чатӑрсем те, кӳме урапасем те ҫук. Стан тӑнӑ ҫӗрте халӗ сӳнме пуҫланӑ кӑвайтран кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тухать, инҫетре, лере, ҫуллахи ҫул тӑрӑх, сӑрӑ тусан мӑкӑрланса тӑни, вӑл ҫилпе вӗҫсе сирӗлни курӑнать. Чикансем юмахри пекех куҫран ҫухалнӑ.

Щукарь йӗрсе ярать, каялла таврӑнать. Тарават Игнат Порфирьевич каллех пӳртӗнчен тухать те: «Хӑйӗн шухӑлӑхне пула… кӗсрӳ каллех кайса ан ӳктӗр тесе, эпӗ ун айне кӗрсе тӑрам, эсӗ ҫав вӑхӑтра ун ҫине утланса лар», — тесе сӗнет. Намӑс курса пӗтнипе, хуйхӑ-суйхӑпа тата чӑм тара ӳкнипе йӗп-йӗпе пулнӑ Щукарь пулӑшӑва йышӑнать, аран-аран утланкаласа ларать. Анчах унӑн инкек-синкекӗсем ҫакӑнпах пӗтмелле пулман иккен-ха: хальхинче кӗсре ӳкмест, ун вырӑнне вӑл пачах тӗлӗнмелле сиккелеме тытӑнать. Вӑл, сиккипе чупса пынӑ чухнехи пек, малти урисене малалла ыткӑнтара-ыткӑнтара тӑсса хурать, кайрисемпе вара, вӗсене ҫурӑмӗнчен те ҫӳлерех ҫӗкле-ҫӗкле, тапкалашса пырать. Ҫапла майпа вӑл Щукаре ҫывӑхри тӑкӑрлӑка ҫити вирхӗнтерсе каять. Ҫакӑн пек асар-писер сиктерсе, ӗрӗхтерсе пынӑ вӑхӑтра, мучин пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗ ӳксе юлать, тата, пӗр виҫӗ-тӑватӑ хутчен калама ҫук хытӑ лӑканса илнипе, ӑшчиккинчен темскер татӑлса аннӑ пекех, карт туртӑнкаласа илет. «Тур-рӑм-ҫӑм, епле ларса пырӑн-ха капла!..» — тесе шутлать Щукарь, сиккипе пынӑ ҫӗртех лаши ҫинчен анса юлма ӗлкӗрсе. Вӑл ҫӗлӗкне илме ҫаврӑнса утать, анчах ун патнелле тӑкӑрлӑкпа халӑх васкаса пынине курса, каялла кайма васкать, вара, кӗтмен ҫӗртенех ҫакӑн пек шухӑлӑхне кӑтартнӑ ӑнӑҫсӑр кӗсрине тытса, хутор хыҫне ҫавӑтса тухать. Ун хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗшӗлтетсе чупаҫҫӗ, вӗсем ҫил арманӗ патне ҫитсен тин тӑрса юлаҫҫӗ. Щукарь ӗнтӗ халӗ чиканӑн «шухӑш пекех ҫӑмӑл» кӗсри ҫине тепӗр хут ларма хӑяймасть, вӑл хутор тавра питӗ аякран, сӑрт ҫийӗн кайса ҫаврӑнать, анчах сӑрт тӳпинче кӗсрене чӗлпӗртен сӗтӗрсе пынипе шалтах халран каять, вара ӑна хӑй умӗнче хӑваласа пыма шутлать. Кунта тата акӑ мӗн куҫ умне тухса тӑрать: вӑл ҫакнашкал йывӑр тертленсе туяннӑ лашан икӗ куҫӗ те сӗм суккӑрах иккен. Утнӑ чухне вӑл лакӑм-тӗкӗмсене тӳрех кӗрсе каять, вӗсем урлӑ сиксе каҫайман пирки, тӑрӑнса ӳкет, унтан тӑрлатса чӗтрекен малти урисем ҫине тӗренкелесе тӑрать те йывӑррӑн хашка-хашка малалла утать, ҫитменни ҫине тата утасса та тӑрлавлӑ утмасть, темле кукӑр-макӑр ункӑсем туса утать.

… Щукарь, ҫак ҫӗнӗ япалана курнипе тӗлӗнсе хытсах кайнӑскер, кӗсрине урӑх чарса тӑмасть, хӑй епле пӗлнӗ пек утма ирӗк парать те акӑ мӗн курать: унӑн кӗсри пынӑ ҫӗртех пӗр ҫаврӑм туса илет те тепӗр ҫаврӑм тума тытӑнать, ҫапла вара тӑршшипех куҫа курӑнман ҫаврӑмсем тӑва-тӑва пырать. Кунта хайхи Щукарь никам пулӑшмасӑрах чухласа илет: вӑл туяннӑ лаша хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр ӗмӗрӗ тӑршшипех чигирь кулӗмӗнче утса ирттернӗ-мӗн, унтах суккӑрланса, ватӑлса ҫитнӗ.

Кӑнтӑр ҫутинче хутора пырса кӗме вӑтаннипе мучи тӗттӗм пула пуҫличченех кӗсрине сӑрт ҫинче курӑк ҫитерсе ҫӳрет, ҫӗрле пулсан тин ӑна килне хӑваласа ҫитерет. Арӑмӗ, тӗреклӗ те самӑрскер, стариккине пӑскӑртас ӗҫре питех те хаярскер, мучие килте епле кӗтсе илнине, имшеркке Щукарь хӑйӗн ӑнӑҫсӑр туяннӑ кӗсрине пула мӗн-мӗн тӳссе ирттернине — вӑл вӑхӑтра Щукарьпе туслӑ пурӑннӑ атӑ ӑсти Локатеев калашле — «никам та илтмен те, курман та». Ҫынсем ҫакна кӑна пӗлсе юлнӑ: ҫав кӗсре часах кӗҫӗ чирӗпе чирленӗ пулать, ҫӑмӗ тӑкӑнса пӗтнӗ, ҫакнашкал тӑрлавсӑр ӳт-тирлӗскер вара, пӗррехинче, ҫурҫӗр тӗлӗнче килхушшинчех тӳлеккӗн вилсе выртнӑ. Унӑн тирне Щукарь хӑй тусӗ Локатеевпа сутса ӗҫсе янӑ.

Щукарь Яков Лукича хӑй ӗмӗрӗнче пайтах лаша тытса курнӑ тесе ӗнентерме тӑрсан, Яков Лукич ӑна ӗненме пултарайманнине пӗлсе тӑрать. Мӗншӗн тесен Щукарь пурнӑҫӗ Яков Лукич куҫӗ умӗнче иртнӗ. Анчах Щукарь мӗн ҫуралнӑранпах ҫавнашкал ҫын ӗнтӗ: мухтанса илмесӗр, суйса кӑтартмасӑр чӑтма пултараймасть. Темскерле хӑйне пӑхӑнман вӑй хӗтӗртнипе вӑл малтан темӗн те пӗр каласа тултарать, кайран, тепӗр виҫӗ минутранах, ӳкӗнет, хӑйӗн сӑмахӗсене тем пекех каялла илӗччӗ те, илме ҫук…

Пӗр сӑмахпа каласан, Щукарь мучи пӗр вӑхӑтрах ямшӑк та, конюх та пулса тӑчӗ. Тата ҫакна калас пулать: хӑйне хушнӑ кӑткӑсах мар ӗҫсене вӑл аванах туса пычӗ. Лашасене хӑвӑрт чуптарса ҫӳреме юратакан Нагульнова унӑн пӗртен пӗр йӑли кӑна килӗшмерӗ — лешӗ ҫул ҫинче лашасене час-часах сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех чарса тӑратать. Нагульнов картишӗнчен ларса тухнӑ тухманах ку: «Тпрууу, чунӑмсем!» — тесе чӗлпӗрӗсене туртса та лартать. «Ма чартӑн?» — тесе ыйтсан: «Лаша хӑйне кирлипе тӑчӗ» — тесе хуравлать те Щукарь мучи, лашине хӑй ӗҫне тума йыхӑрать. Вара Нагульнов ун ларчӑкӗ айӗнчен чӑпӑркка туртса кӑларса ӑйӑра ҫурӑмӗ тӑрӑх туртса ҫапичченех, ши! те ши! шӑхӑркаласа ларать. «Халӗ ӗнтӗ ямшӑк ларчӑк ҫинче, хуҫи хыҫалта, ҫемҫе вырӑн ҫинче ярӑнса пыма, патша чухнехи вӑхӑт мар. Халь акӑ эпӗ ямшӑк, ҫапах та ҫӑмӑл урапа ҫинче Давыдов юлташпа юнашарах ларса пыратӑп. Тепӗр чухне туртас килсе каять те эпӗ ӑна: «Ме-ха, тыт тилхепене, эпӗ чикарккӑ ҫавӑрам», — тетӗп. «Хаваслансах тытатӑп», — тет вӑл. Тилхепене илет те, хӑш чухне сехечӗпех тытса пырать, эпӗ вара мӑнаҫланса ларатӑп та ҫутҫанталӑк ҫине пӑхса савӑнса кӑна пыратӑп», — тесе мухтанать Щукарь мучи казаксем умӗнче. Вӑл ҫиелтен пӑхма та мӑнкӑмӑлланчӗ, калаҫасса та сахал калаҫакан пулчӗ. Ҫурхи каҫсенче самаях шӑнтса лартатчӗ пулин те, ҫывӑрма витене, ӑйӑрсем ҫывӑхне куҫрӗ. Анчах ку вӑраха пымарӗ, пӗр эрнерен унӑн арӑмӗ Щукарь мучи патне ҫӗрлесенче ҫамрӑк хӗрарӑмсем ҫӳреҫҫӗ тенине илтрӗ те, ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче намӑслантарса килне сӗтӗрсе кайрӗ. Тӗрӗссипе ҫак хыпара ҫамрӑксем карчӑкран тӑрӑхласа кӑна сарнӑ пулнӑ иккен, ҫапах та мучи карчӑкне хирӗҫлесе-туса тӑраймарӗ, ҫывӑрма килне куҫрӗ, вара ҫӗр каҫиччен пӗр-икӗ хутчен хӑйӗн кӗвӗҫекен карчӑкӗпе пӗрле ӑйӑрӗсене кая-кая пӑхакан пулчӗ.

Лашана питӗ хӑвӑрт кӳлме хӑнӑхса ҫитрӗ, хӑвӑртлӑх енчен вӑл Гремячири пушар командипе те ӑмӑртма пултарать. Витере тӑрса йӑлӑхнӑ кӗҫенекен ӑйӑрӗсене кӳлме ҫавӑтса тухсан, вӗсене лӑплантарса, яланах янӑравлӑн: «Но-но-о-о! Кӗҫенсе те ятӑн пулать, шорт!.. вӑл кӗсре мар-ҫке, сан пек чечекех!» — тесе кӑшкӑркаласа илет. Кӳлсе тӑратнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑл урапи ҫине улӑхса ларсан, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ пулса: «Ну, кайса килетпӗр те акӑ, пӗр патак ӗҫлесе илетӗп. Ку пурнӑҫ мана, тӑванӑмсем, питех те килӗше пуҫларӗ!» — текелет.

* * *

27-мӗш числара Давыдов пӗрремӗш бригада хирне кайса килме, ҫав бригада чӑнах та — вӑл кӑтартса панисене пӑхмасӑр — суха кассине тӑрӑхла сӳрет тенине тӗрӗслесе пӑхма шутларӗ. Кун ҫинчен ӑна Ипполит Шалый тимӗрҫӗ пӗлтерчӗ, вӑл хире сеялка тӳрлетме тухсан, сӳресем суха кассисене урлӑлла мар, тӑрӑхла сӳрелесе пынине асӑрханӑ-мӗн. Хутора таврӑнсан тӳрех правление пычӗ; Давыдов аллине тытса чӑмӑртарӗ те ҫиллессӗн ҫапла каларӗ:

— Пӗрремӗш бригада сӳрисене суха кассине май хӑвалать. Унашкал сӗтӗрттерни ниме те тӑмасть. Хӑвах кайса пӑх-ха ҫавӑнта, мӗнле тумаллине лайӑхрах хытарса кӑтартса хӑвар. Эпӗ вӗсене ҫавӑн пирки каласа пӑхрӑм та, Ушаков, хӑнчӑр куҫлӑ шуйттан: «Санӑн ӗҫӳ сунтал ҫине шаккасси те вӗркӗчне вӗртересси, кунта сӑмсуна чиксе ан ҫӳре, унсӑрӑн эпир ӑна пӗр самантрах плугпа касса татса илӗпӗр!» — тесе хучӗ. Ҫакна хирӗҫ эпӗ ӑна: «Вӗркӗчне вӗртерме кайиччен малтан эпӗ сана, хӑнчӑр куҫа, ислетсе илнӗ пулӑттӑм!» — терӗм. Ну, кӗҫех ҫапӑҫса каяттӑмӑрччӗ вара.

Давыдов Щукарь мучие чӗнсе илчӗ:

— Лашасене кӳл-ха!

Тӳссе тӑраймарӗ, пулӑшма хӑй чупса тухрӗ. Тухса кайрӗҫ. Кунӗ тӗтреллӗ тӑни тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен нӳрӗ ҫил вӑштӑртатни часах ҫумӑр пуласса пӗлтерет. Пӗрремӗш бригада кӑвак хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинчи чи аякри лаптӑкра ӗҫлет. Ҫав лаптӑк хутортан пӗр вунӑ ҫухрӑмри хир тӳпи леш енче, Хаяр пӗве хӗрринче сарӑлса выртать. Бригада ҫӗре пучахлӑ тырӑсем акма сухаласа хатӗрлет. Ҫумӑр шывӗ суха касси тӑрӑх айлӑмалла юхса ан кайтӑр, тикӗслетсе хунӑ лаптак ҫинчех тытӑнса юлтӑр тесен, сухаласа пӑрахнӑ хыҫҫӑн ҫӗре питӗ типтерлӗн сӳрелесе хӑвармалла.

— Хӑвала, хӑвала, мучи! — хистет Давыдов, хура пӗлӗтсем вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӑралса та капланса килни ҫине пӑхкаласа.

— Халӗ те хӑвалатӑп-ха. Авӑ, Кӑвакки кӗҫех кӑпӑка ӳкес пек пырать.

Сӑрт ҫинче, ҫуллахи ҫултан инҫех те мар, шкул ачисем карталанса утаҫҫӗ, вӗсене хӑйсен ватӑ учителӗ Шпыня ертсе пырать. Вӗсем хыҫҫӑн тӑватӑ лав пичкесемпе шыв турттарса пыраҫҫӗ.

— Вӗтӗр-шакӑрсем тыркассене пӗтерме тухнӑ. — Щукарь чӑпӑрккипе тӗллесе кӑтартрӗ.

Давыдов, кӑмӑлне питех палӑртмасӑр йӑл кулса, ачасем ҫине пӑхать. Ҫӑмӑл урапа ачасем тӗлне ҫитсен, вӑл Щукаре: «Тӑрат-ха», — терӗ те куҫӗпе тӗллесе, пӗр ҫара уран пыракан ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ шурӑ пуҫлӑ ачана чӗнсе илчӗ:

— Кил-ха кунта.

— Мӗн тума пымалла-ха вара? — никама пӑхӑнман ҫын пек ыйтрӗ лешӗ, ашшӗн хӗрлӗ кӑшкарлӑ, кусурукӗнчен ҫӳлерехре тӗссӗрленсе юлнӑ кокарда йӗрриллӗ картузне ӗнси ҫине антарса лартса.

Эсӗ миҫе тыркас вӗлертӗн?

— Вунтӑваттӑ.

— Кам ачи эсӗ?

— Федот Демидыч Ушаков.

— Ну, лар манпа юнашар, Федот Демидыч, катаччи чуптарам. Эсӗ те лар. — Давыдов тутӑр ҫыхнӑ хӗрача ҫине пӳрнипе тӗллерӗ. Пӗчӗк ачасене урапа ҫине вырнаҫтарса лартрӗ те: — Чуптар! — терӗ мучие. Унтан арҫын ача енне ҫаврӑнчӗ: — Эсӗ хӑш группӑра-ха?

— Пӗрремӗшӗнче.

— Пӗрремӗшӗнче? Апла пулсан, сӑмсуна шӑнкарас пулать, факт.

— Ӑна шӑнкартса ҫитерес ҫук. Эпӗ шӑнса пӑсӑлнӑ.

— Ну, епле шӑнкартса ҫитерес ҫук? Кӳр-ха кунта сӑмсуна! — Давыдов тӑрӑшсах пӳрнисене йӗмми ҫумне шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ. — Пӗр-пӗр чухне колхоз правленине кӗрсе тух-ха, эпӗ сана канфет парап, шӑккалатлине. Хӑҫан та пулин шӑккалат ҫисе курнӑ-и эсӗ?

— Ҫу-у-ук…

— Апла ман пата правление хӑнана пыр, ҫитерсе пӑхтарӑп.

— Мана вӑл, канфет таврашӗ, кирлех те мар!

— Мӗншӗн тата, Федот Демидыч?

— Шӑлсем тӗпренеҫҫӗ манӑн, аялтисем ӳксе пӗтрӗҫ ӗнтӗ, акӑ, кур-ха! — хайхискер ача хӗп-хӗрлӗ ҫӑварне карса кӑтартрӗ: аялти икӗ шӑлӗ чӑнах та ҫук иккен.

— Апла эсӗ, Федотка Демидыч, катӑк шӑллӑ-ҫке?

— Эсӗ ху та катӑк шӑллӑ!

— Хм… Авӑ епле эсӗ… Асӑрхама та ӗлкӗрнӗ!

— Манӑн шӑтса тухӗҫ-ха, санӑн шӑтайрас ҫук вара. Аха!

— Ну, кунта эсӗ улталатӑн, тӑванӑм! Манӑн та шӑтса тухӗҫ-ха, факт!

— Ытла та лайӑх суятӑн иккен! Ҫитӗннисен ҫӗнӗрен шӑтмаҫҫӗ вӗсем. Эпӗ, акӑ, ҫӳлтисемпе те ҫыртса илме пултаратӑп, туршӑн та!

— Тем ҫыртӑн ӗнтӗ вӗсемпе!

— Кӳр-ха пӳрнӳне! Ӗненместӗн-и?

Давыдов, йӑл кулса, шӗвӗр пӳрнине тӑсса пачӗ те, ҫав самантрах ахлатса ярса, каялла туртса илчӗ: пӳрне вӗҫӗнчи сыпӑкӗ ҫинче ҫыртса кӑвакартнӑ йӗрсем палӑрса юлчӗҫ.

— Ну, халӗ ӗнтӗ, Федотка, кӳр, эпӗ те санӑн пӳрнӳне ҫыртса пӑхам, — сӗнчӗ вӑл, анчах Федотка, кӑштах турткаланса тӑранҫи пулчӗ те, пынӑ ҫӗртех сасартӑк ҫӑмӑл урапа ҫинчен кӑвак шӑрчӑк пек ялт ҫеҫ сиксе анса юлчӗ; хӑрах ури ҫинче сиккелесе, хыҫран ҫапла кӑшкӑрчӗ:

— Ҫыртас килет пулӗ те, ҫук, халӗ ӗнтӗ ҫыртаймӑн!.. Давыдов ахӑлтатса кулса ячӗ. Вӑл ҫӑмӑл урапа ҫинчен хӗрачана антарса хӑварчӗ те ҫул ҫинче хӗп-хӗрлӗн курӑнса юлнӑ Федотка картузӗн кӑшкарӗ еннелле чылайччен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса пычӗ, чӗри теплерен ӑшӑнса кайнине тата куҫӗсем нӳрленнине туйрӗ, вара йӑл кулса илчӗ. «Лайӑх пурнӑҫ туса паратпӑр вӗсене, факт! Халӗ Федотка казакла фасонпа ҫӗлетнӗ ашшӗ картузне тӑхӑнса чупса ҫӳрет-ха, анчах тепрер ҫирӗм ҫултан, акӑ, ҫак ҫӗре вӑл электроплугпа ҫавӑрттарма пуҫлӗ… Унӑн ӗнтӗ эпӗ хамӑн анне вилсен тертленнӗ пек тертленмелле пулмасть. Эпӗ пӗчӗк йӑмӑксене кӗпе-йӗм ҫуса параттӑм, ҫӗтӗк-ҫатӑксене саплаттӑм, апат-ҫимӗҫне пӗҫереттӗм, завода та чупаттӑм… Федоткӑсем телейлӗ пулаҫҫӗ, факт!» — шухӑшласа пырать Давыдов, ачашшӑн ешӗлленсе выртакан вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫеҫенхир ҫине пӑхса. Пӗр самантлӑха вӑл тӑрисем янӑравлӑн шӑхӑрттарса юрланине тимлесе итлерӗ, лере, инҫетре, сухаҫӑ плуг ҫине пӗшкӗнсе утнине тата вӑкӑрсемпе юнашар, такӑна-такӑна, суха касси тӑрӑх вӑкӑрсене хӑваласа пыракан ҫынна курчӗ, — кӑкӑр туллин, тарӑннӑн сывласа илчӗ: «Мӗнпур йывӑр ӗҫсене этемшӗн машина ӗҫлеме пуҫлӗ… Ун чухнехи ҫынсем тар шӑршине те манса кайӗҫ… Ҫав вӑхӑтчен пурӑнса курасчӗ, шуйттан илесшӗ!.. Курса кӑна юласчӗ! Унсӑрӑн, вилсе кайӑн та, нимле Федотка та сан ҫинчен аса илмӗ. Вилессе ӗнтӗ вилетӗнех-ха эсӗ, тӑванӑм, Давыдов, нимӗн иккӗленмелли те ҫук! Ачу-пӑчу вырӑнне санран вара Гремячири колхоз тӑрса юлӗ. Колхозран коммуна пулса тӑрӗ, унтан — курса тӑр-ха тата — каярахпа ӑна путиловски заводра ӗҫленӗ слесарь Семен Давыдов ятне парӗҫ…» — хӑйӗн шухӑшӗсем шӳтле ҫаврӑнса кайнине курса, Давыдов йӑл кулса ячӗ те Щукарьтен:
— Час ҫитетпӗр-и-ха? — тесе ыйтрӗ.

— Икӗ хут ҫаврӑнса пӑхнӑ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗшӗнче ҫитетпӗр.

— Мӗн чухлӗ ҫӗр усӑсӑр сая каять кунта сирӗн, мучи, калама та хӑрушӑ! Тепӗр икӗ пилӗкҫуллӑхран кунта акӑ эпир заводсем туса лартатпӑр. Пурте — хамӑрӑн, пурте хамӑр алӑра пулӗҫ, факт! Тарӑхса кайсах тепӗр вунӑ ҫул пурӑн-ха, вара, тилхепе вырӑнне аллунта машина пулӗ. Ун чух хӑвала ҫеҫ вара!

Щукарь мучи ассӑн сывласа ячӗ:

— Кӑштах каярах юлтӑм ҫав! Пӗр хӗрӗх ҫул ӗлӗкрех мана рабочи туса хунӑ пулсан, эпӗ, тен, урӑхла ҫын пулнӑ пулӑттӑм… Хресчен пурнӑҫӗнче манӑн ӗҫсем ӑнса пымарӗҫ. Пӗчӗкренех манӑн пурнӑҫӑм таҫталла кукӑр-макӑр ҫулпа пӑрӑнса кӗрсе кайрӗ те халичченех ҫапла пӑркаланса пырать. Мана ӗмӗр тӑршшипех ҫил вӗҫтерсе пынӑ темелле: пӗрре хӑяккӑн тӳнтерсе ярать, тепре пӗр-пӗр япала ҫумне ҫӗклесе ҫапать е тата таҫта ҫӑва патнех кайса тӑрӑнтарать…

— Мӗншӗн апла тата? — интересленчӗ Давыдов.

— Халех акӑ тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӑп. Ӑйӑрсем, ан тив, юртчӑр, эпӗ сана хамӑн хуйхӑм-суйхӑма каласа парам. Ҫынни эсӗ, салхуллӑ пулин те, ӑнланма та, хӗрхенме те тивӗҫ… Ман пурнӑҫра ӑнӑҫсӑр япаласем миҫе хутчен пулса иртмен-ши. Чи малтанах, акӑ, эпӗ ҫуралсанах, эпи-карчӑк манӑн вилнӗ аннене тӳрех ҫапла каланӑ: «Санӑн ывӑлу, ҫитӗнсе ҫитсен, генерал пулать. Вӑл генерал пуласси паллах. Пур енчен те: унӑн ҫамки те ансӑр, пуҫӗ те кавӑн евӗрлӗ, хырӑмӗ те пысӑк, сасси те хулӑнрах. Савӑнса тӑр, Матӗрне!» — тенӗ. Тепӗр икӗ эрнеренех ӗҫсем эпи-карчӑк каланинчен пачах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ… Ҫураласса эпӗ «Алтак-кин» ыран тенӗ чух ҫуралнӑ. Ырра пулсан, ҫав кун чӑх ӗҫмелӗх шыв пуҫтарӑнмалла иккен, анчах эпӗ ҫуралнӑ ҫул, анне каласа панӑ тӑрӑх, чӑх ӗҫмелӗх шыв мар, ҫерҫисем те вӗҫсе пынӑ ҫӗртех шак хытса ҫӗре персе анатчӗҫ тет, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Мана ят хуртарма Тубянские ҫӗклесе кайнӑ. Ну, хӑвах шухӑшласа пӑх: ҫавӑн пек шартлама сивӗре пӗчӗк ачана шыва чиксе кӑларма юрать-и? Шывне ӑшӑтма лартнӑ, тиечукпа пупӗ, ама йытӑ ҫуратса янӑскерсем, ӳсӗр пулнӑ. Пӗри ача шыва кӗртмелли савӑта вӗри шыв тултарать, тепри, шывне тӗрӗслесе пӑхмасӑрах: «Хоспоти-исусе, ят хунӑ ятпа турӑ чури шыва кӗрет» — тесе илет те, мана вӗри шыва шампӑрт! чӑмтарать, пуҫӑм курӑнмиех путарать… Вара манӑн ҫӳхе тир чӑшӑлах сӗвӗнме тапратнӑ! Киле йӑтса таврӑнаҫҫӗ — манӑн ӳт-тир пӗтӗмпех пиҫсе хӑмпӑланса каять. Ну, паллах ӗнтӗ, ҫавна пула мана пӳсӗр ҫисе шӑтарнӑ. Ара, ыратнипе питӗ хытӑ кӑшкӑрнӑ та, халран кайичченех тӑвӑнса мекӗрленнӗ-ҫке-ха эпӗ… Ҫавӑнтан вара манӑн, чирлӗ ҫыннӑн, тертлӗ-асаплӑ пурнӑҫӑм пуҫланса кайнӑ! Ҫавӑ пӗтӗмпех мана ҫут тӗнчене хресчен ҫемйинче ҫуратса янӑран пулнӑ. Тӑхӑр ҫула ҫитиччен мана йытӑсем те туланӑ, хур аҫи те тӳсме ҫук хытӑ сӑхнӑ. Пӗррехинче тиха ҫав тери хытӑ тапса ячӗ те, эпӗ вилнӗ пекех кайса ӳкрӗм. Тӑххӑр тултарнӑ хыҫҫӑн вара ман тӗле тата йывӑртарах инкексем килсе тухма пуҫларӗҫ. Вунна пуссан эпӗ чӑн-чӑн вӑлтана ҫаклантӑм…

— Мӗнле вӑлтана? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Давыдов, Щукарь калавне тимлесех итлесе пыраканскер.

— Чип-чипер вӑлтанах, пулӑ тытаканнинех ҫаклатрӗҫ. Ун чухне пирӗн Гремячире питӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр хӑлхасӑр мучи пурччӗ, Купырь тесе чӗнетчӗҫ ӑна. Хӗлле вӑл хир чӑххисене лӑпӑпа тата шӑналӑкпа витсе тытатчӗ, ҫулла вара ҫырма хӗрринче ҫухалса ҫӳретчӗ, вӑлтапа пулӑ тытатчӗ. Пирӗн ҫырма шывӗ ун чухне тарӑнччӗ, унта Лапшиновсен пӗр чуллӑ шыв арманӗ те аванах ӗҫлетчӗ. Пӗве хыҫӗнче сасансемпе питӗ пысӑк ҫӑрттансем нумайччӗ. Ҫавӑнта ӗнтӗ, пӗр-пӗр хӑва тӗми хӳттинче, хайхискер мучи вӑлтасем ярса ларатчӗ. Пӗр ултӑ-ҫичӗ вӑлтине, пӗрин ҫине ӑман, теприн ҫине чуста чӑмӑркки е ҫӑрттан тытма вӗт пулӑ тирсе, йӗркипе ывӑтать те, — пулӑсем пырса хыпасса кӗтсе ларать. Эпир вара, ача-пӑчасем, ҫавӑн вӑлтисене ҫырта-ҫырта татса тарма хӑнӑхса ҫитнӗччӗ. Мучи чул пекех, пачах та илтмест-ҫке-ха, хӑй хӑлхине шыв пырса ярсан та нимӗн сисес ҫук. Эпир ҫырма хӗррине пуҫтарӑнаттӑмӑрччӗ те, мучи патнерехри хӑва тӗми хыҫне йӑпшӑнса пырса, кӗпе-йӗмсене хываттӑмӑрччӗ. Пиртен пӗри, хум ан сарӑлтӑр тесе, хуллен кӑна шыва кӗрсе каять, мучин чи хӗрринчи вӑлтине ярса илес тесе, шыв айне чӑмать — ҫав вӑлтана шӑлӗсемпе шӑтӑрт ҫыртса илет те, тӗмесем айӗн каялла чӑмса тухать. Мучи, хайхискер, вӑлтине туртса кӑларать те пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтреве ерет: «Каллех ҫыртса татса кайнӑ, эсрел пуҫӗ! Ах, турӑ амӑшӗ!» — тесе шапӑлтатма тытӑнать. Вӑл ӗнтӗ ҫӑрттан ҫинчен ҫапла шухӑшлать, вӑлтине татса кайнӑшӑн чӑнласах тарӑхать. Вӑлтисем унӑн лавккара туяннӑскерсемччӗ, пирӗн вӗсене нимӗнпе тӳлесе илме ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпир мучи тавра явӑнса ҫӳреттӗмӗрччӗ. Пӗррехинче, ҫавнашкал самантра, эпӗ пӗр вӑлтине ҫыртса татса илнӗччӗ. Анчах кӑмӑл тӑранмасть мар-и, мучи ӑман тирсе ларнине куртӑм та, ҫав хушӑра шыва чӑма патӑм. Вӑлта ҫиппине хуллен хыпашласа тупма тата унӑн вӗҫне ҫӑвара хыпма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ эпӗ, мучи вӑлтине ҫӳлелле ка-а-арт! туртрӗ. Вӑлта ҫиппи манӑн аллӑмран вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑлта йӗппи вара ҫӳлти тута хӗррине витӗрех шӑтарса тирӗнсе ларчӗ. Эпӗ ҫариех ҫухӑрса ятӑм, ҫӑвара шыв кӗрсе тулчӗ. Мучи вӑлтине туртать, мана сӗтӗрсе кӑларасшӑн тӑрӑшать. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, ытла та хытӑ ыратнӑран, шывра урасемпе тапкаланатӑп, вӑлта хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе пыратӑп, ҫав хушӑрах мучи шыва ман ая ӑскӑчӑ чиксе янине те туятӑп… Ну, вара эпӗ чӑмса тухрӑм та тискеррӗн уласа йӗрсе ятӑм. Мучи шаках хытса тӑчӗ, сӑхсӑхса илме хӑтланать хӑй, анчах пултараймасть, сехри хӑпса тухнипе пичӗ-куҫӗ чугунран та хурарах хуралса кайрӗ. Ара епле сехри хӑпса тухас мар-ха унӑн? Вӑл ҫӑрттан сӗтӗрнӗ, ун вырӑнне арҫын ача туртса кӑларнӑ. Пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ҫакӑ, эх, тарма пуҫларӗ… Уринчи пушмакӗсем хывӑна-хывӑна ӳксе юлчӗҫ! Эпӗ киле тута хӗррине тӑрӑннӑ ҫав вӑлтапах пырса кӗтӗм. Вӑлта йӗппине атте касса кӑларчӗ-ха, анчах кайран хама ӑнран кайичченех ӑшалантарчӗ. Халӗ ыйтас килет: ҫапла хӗненипе мӗн усси тунӑ-ши? Тута хӗррине йӗркеллех ӳт илсе лартрӗ, анчах ҫавӑнтан вара мана Щукарь тесе чӗнме пуҫларӗҫ. Ҫав ухмахла ят вара ман ҫума яланлӑхах ҫыпҫӑнса юлчӗ…

Тепӗр ҫулхине, ҫуркунне, эпӗ пӗрре хур чӗпписене ҫитерме ҫил арманӗ патне хӑваласа тухрӑм. Ҫил арман ҫунаттисем ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах манӑн хур чӗпписем ҫисе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗлӗнче ҫӳлте хӑлат явӑнать. Унӑн куҫа илӗртекен сап-сарӑ хур чӗпписенчен хӑшне те пулин ҫаклатса каяс килет, анчах эпӗ чӗпсене пикенсех хураллатӑп, хӑлата: «Кӑшша-а, кӑшша-а!» — тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑвалатӑп. Ҫав вӑхӑтра ман пата хамӑн тусӑмсем, ача-пӑчасем чупса пычӗҫ. Эпир ҫил арманӗн ҫунаттисем ҫине ҫакӑнса ярӑнма тытӑнтӑмӑр: кашни ҫунаттинчен пӗрерӗн-пӗрерӗн ярса илсе ҫакӑнатпӑр та, ҫунат пире ҫӗр ҫумӗнчен пӗр-икӗ аршӑн ҫӗклесе улӑхтарать. Унтан алӑсене вӗҫертсе яратпӑр та, ҫӗре персе анатпӑр, тӑсӑлса ӳкетпӗр, — унсӑрӑн тепӗр ҫунатти ҫитсе ҫакланать. Ача-пӑчасем вӗсем — чӑн-чӑн тӑшман чӗпписемех ҫав! Ара, вӑйӑ шухӑшласа кӑларнӑ: кам та кам пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленет, ҫавӑ «патша» пулать имӗш, вӑл вара, ыттисем ҫине утланса ларса, ҫил арманӗ патӗнчен анкарти хыҫне ҫитичченех кайма пултарать. Ну, кашниннех «патша» пулса курас килет-ҫке-ха. Эпӗ те ӗнтӗ: «Халех пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе кӑтартатӑп!» — тесе шухӑшларӑм, хур чӗпписем ҫинчен мансах кайнӑ хам. Ҫунат чылаях ҫӗклесе хӑпартрӗ ӗнтӗ мана, пӑхатӑп, — хӑлат хур чӗпписем тӗлӗнчех явӑнать; кӗҫ-вӗҫех пӗрне ҫаклатса каять. Ҫав тери хӑраса ӳкрӗм, киле пырсан, патак лекетех мана — ун пирки калаҫмалли те ҫук… «Ачасем! — кӑшкӑратӑп хам. — Хӑлат! Хӑлата хӑваласа ярӑр-ха!.. — Ҫав самантра хам ҫунат ҫинче ҫакӑнса тӑнине аса та илмен… Кайран аса илтӗм, анчах ҫунат мана ҫӗр ҫумӗнчен таҫта шуйттан таранах ҫӗклесе улӑхтарса кайнӑ иккен! Аялалла сикме те хӑрушӑ, ҫӳлелле вӗҫсе улӑхма вара тата та хӑрушӑрах. Ӑҫта кайса кӗрес тетӗн-ха? Ӗнтӗ манӑн мӗн тумалла-ши, тесе шухӑшласа илнӗ хушӑра, ҫунат чи ҫӳле хӑпарса ҫитрӗ те чӑнках тӑчӗ, эпӗ ун ҫинче пуҫ-хӗрлӗ ҫакӑнса тӑратӑп. Ҫунат аялалла ҫаврӑнса анма пуҫласан вара татӑлса антӑм. Ҫӗр ҫумне ҫитиччен тем вӑхӑт вӗҫсе аннӑ, пӗлместӗп, питӗ вӑрах вӗҫсе аннӑ пек туйӑнчӗ мана, ҫапах та анса ҫитрӗм-ҫитрӗмех, анчах та питӗ хытӑ ҫитсе ҫапӑнтӑм. Хӗрсе кайнӑскер, йӑпӑр-япӑрах сиксе тӑтӑм, пӑхатӑп, манӑн алӑ сыппи шӑммисем иккӗшӗ те тул еннелле тухса ларнӑ. Вӗсем тӳсме ҫук ыратма тытӑнчӗҫ, ним ҫине те пӑхас килми пулчӗ: хӑлат хур чӗппине ҫаклатса кайрӗ-кайрех, анчах маншӑн пулсан халь ӗнтӗ ку пӗрре те интереслӗ мар. Сикнӗ шӑмӑсене лартакан карчӑк манӑн алтунисене каллех хӑйсен вырӑнне туртса вырнаҫтаркаласа лартрӗ, ҫапах та, мӗн усси пулчӗ-ха? Пурпӗрех тепӗр ҫулхине тырӑ выракан машина вӗсене ҫӗнӗрен ватса мӑкӑлтаса тӑкрӗ тата хама та каскаласа пӗтерчӗ.

Питрав кунӗ хыҫҫӑн эпир пиччепе ыраш ҫулма тухса кайрӑмӑр. Эпӗ лашасене тытса пыратӑп, пичче ҫулнӑ тырра машина ҫинчен иле-иле пӑрахса пырать. Хӑвалатӑп лашасене, вӗсем тавра пӑвансем явӑнаҫҫӗ, тӳперен вӗри хӗвел ҫунтарать, ҫав тери шӑрӑх, ӑшша пиҫнипе йӑлтах халран кайрӑм, ыйӑх пуснипе ларса пынӑ ҫӗртех ларчӑк ҫинчен тирӗнсе антӑм. Ӑнсӑртран тенӗ пек — куҫа чарса чӑр пӑхрӑм та курах кайрӑм: хампа юнашар ҫуха касси хушшинче дудак-усач текен ҫав тери пысӑк вӗҫен кайӑк чӑпӑркка пекех тӑсӑлса выртнӑ. Эпӗ лашасене чартӑм, пичче мана: «Эпӗ ӑна сенӗкпе тӑрӑнтаратӑп!» — тет. Эпӗ ҫакна: «Кӳр-ха, пичче ун ҫине хам сиксе ларам та чӗрӗллех ярса тытам?» — терӗм. — «Яра пар!» — терӗ. Ну, эпӗ ҫак дудак ҫине сиксе лартӑм. Вӑл пур ҫунаттисемпе ҫӑтӑл-ҫатӑл тутарчӗ те вӗҫерӗнсе тарма хӑтланчӗ! Ҫунаттисене ман алӑ айӗнчен вӗҫертсе кӑларчӗ те, пуҫларӗ хайхи мана пуҫран ҫатлаттарма, йӑлт та ялт сике-сике илет, мана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрет, хӑй тата, сехри хӑпса тухнипе (ытла та хытӑ хӑраса ӳкнӗ пулмалла ҫав!), шӗвӗ чӗкрипе мана пӗтӗмпех вараласа пӗтерчӗ, чӑхӑмҫӑ лаша сӳрене сӗтӗрнӗ пек, мана татах хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайрӗ. Мӗне кура каялла ҫаврӑнма шухӑшларӗ-ши вӑл, пӗлместӗп, анчах лаша урисем айне пырса тирӗнчӗ те аяккалла сиксе ӳкрӗ, лашисем хӑравҫӑскерсемччӗ: ман урлӑ тӑпӑрт-тапӑрт сиксе каҫрӗҫ, хӑрт-харт турӗҫ те вӗҫтере пачӗҫ. Эпӗ тырӑ выракан машина айне кӗрсе ӳкрӗм… Пичче вӑр-вар машина пускӑчи ҫине пусрӗ те машинӑна хӑпартрӗ. Машина мана хӑми айне персе чикрӗ, аялтан сӗтӗрттерсе пырать, хӑй, шӑлтӑр-шалтӑр тайкаланса, ун пек те — кун пек муталать… Пӗр лашан урине шӑмми таранах ватса кӑларчӗ, шӑнӑрӗсене касса татса пӗтерчӗ, мана сусӑрлатса хӑварчӗ — паллама та ҫук. Пичче лашасене аран-аран чарчӗ, пӗрне тӑварса, мана ун ҫине урлӑ хучӗ те юланутпа хуторалла юрттарчӗ, эпӗ ӑнран кайнӑ, пӗтӗмпех хам дудак чӗкрипе тата тӑпрапа вараланса пӗтнӗ, дудакӗ путсӗрскер, чип-чиперех вӗҫсе кайнӑ. Чирлесех выртрӑм ҫавӑн хыҫҫӑн…

Тепӗр ҫур ҫултан, пӗррехинче, кӳршӗсем патӗнчен таврӑнаттӑм, хамӑр хуторти вӑкӑр ҫул урлӑ каҫать. Эпӗ унтан пӑрӑнса иртсе кайма тӑтӑм, вӑл хайхи, хаяр-тигр пек, хӳрине пӑтраткалать, мӑйракисемпе хӑмсаркалать. Мӗн эсӗ, мана ҫавӑн мӑйраки ҫине пырса тӑрӑнса чуна кӑларма питех те интереслӗ тетӗн-им-ха? Эпӗ вырӑнтан тапса сикрӗм, анчах вӑл мана хӑваласа ҫитрӗ те мӑйракипе аяк пӗрчинчен пӗрех ҫаклатса илчӗ, вара ҫатан карта урлӑ вӑшт ҫеҫ вӑркӑнтарчӗ. Аяк пӗрчи-хӑямачӗ шатӑрах турӗ. Манӑн вӗсем, ҫав аяк пӗрчисем ара, тӑхӑрвуннӑ — ҫӗр таран пулсан татахчӗ-ха, капла вара нимӗн кӗтмен-туман ҫӗртенех аяк пӗрчисӗр тӑрса юласси шел-ҫке… Ҫавна пулах эпӗ салтака кайма та юрӑхсӑр пулса юлтӑм. Каярахпа тата мана тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхсем мӗн-мӗн кӑна туман пулӗ — шучӗ те ҫук! Эпӗ шуйттан паллӑ туса янӑ ҫын пекех: кирек епле йытӑ сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ пултӑр, ҫав мур илесшӗ ӑҫта кӑна ҫитсе ҫӳремен пултӑр, пурпӗрех вӑл ман ума килсе тухатех, е эпӗ хам ун ҫине ӑнсӑртран пырса тӑрӑнатӑп. Ну, туласа хӑварать вара, урасене ҫыртса-ҫурса пӗтерет, мана ӗнтӗ ҫавӑнтан мӗн усси пултӑр-ха? Ман хыҫран пӑсарасем те Ҫӗлен варӗнчӗн пуҫласа ҫул ҫине тухичченех хӑваланӑ, хир сыснисем те тапӑнса курнӑ. Пӗррехинче вӑкӑра пула хӗнесе тӑкрӗҫ мана, атӑсӑр тӑратса хӑварчӗҫ. Пӗрре, ҫапла, ҫӗрле, хутор тӑрӑх утса пыраттӑм, Донецковсен пӳрчӗ тӗлӗнче мана хирӗҫ каллех вӑкӑр пыра парать. «Муууук!..» — мӗкӗрет хӑй, хӳрине пӑтраткалать. Ҫук, тетӗп ӗнтӗ, сирӗн таврашпа ҫыхланса курнӑ эпӗ, пӗлетӗп! тетӗп. Пӳрт ҫуммипе утса пыратӑп хайхи, вӑкӑр — ман хыҫран, эпӗ — тарма тытӑнтӑм, вӑл пур, кӗҫ-вӗҫ хӑваласа ҫитес пек, ҫурӑм хыҫӗнчех мӑшлатса чупать. Пӳртӗн урам енчи кантӑкӗ уҫӑ тӑрать. Эпӗ ҫавӑн витӗр, ҫара ҫерҫи пек, вӑшлатса пӳрте сирпӗнсе кӗтӗм, йӗри-тавра пӑхкалатӑп — пӳлӗмре никам та ҫук. Апла ҫынсене хускатам мар-ха, каялла та кантӑкранах тухса каям, тесе шухӑшлатӑп хам. Вӑкӑр кӑштах мӗкӗркелесе тӑчӗ, мӑйракипе никӗс тӑприне хӑйӑрса илчӗ те пӑрӑнса утрӗ. Эпӗ кӗҫех кантӑк витӗр урама сиксе тухма хатӗрленсе тӑнӑччӗ, ҫав хушӑра тахши мана алӑран кап! ярса тытрӗ те ӗнсерен темле хытӑ япалапа шан! тутарчӗ. Ку кил хуҫи — Донецковсен аслашшӗ иккен, — шӑв-шав илтнӗ те мана ярса та тытнӑ: «Эсӗ мӗн тума килсе кӗтӗн кунта, йӗкӗт?» — тесе ыйтать. «Вӑкӑртан тарса хӑтӑласшӑн пултӑм», — тетӗп хайхискерне. «Ҫук, — тет, — пӗлетпӗр эпир сире, вӑкӑрсене! — тет. — Эсӗ капла пирӗн кин патне, Олютка патне, килсе кӗтӗн-и-ха?» — тет. Ҫапла каласа хучӗ те, пуҫларӗ мана кӳпкеме, малтан шӳтлесе ҫапкаланӑ пек туйӑнчӗ, кайран хытӑрах та хытӑрах илтерме тытӑнчӗ. Старикки вӑл вӑйлӑччӗ, кинӗ ҫумне хӑй ҫулӑхкалама хӑтланатчӗ, ну, тарӑхнипе вара манӑн пӗр кайри шӑла ҫапса катса кӑларчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн та: «Олютка патне татах килсе ҫӳрес тетӗн-и-ха?» — тесе ыйтать. «Ҫук, тетӗп, ҫӳреместӗп, ҫӑварна пӑкӑ пересшӗ! Хӑвӑн Олюткуна эсӗ ҫумри хӗрес вырӑнне хӗрес кантри ҫине ҫакса ҫӳре! » — «Ну, хыв аттуна, — тет ҫакӑ, — унсӑрӑн татах ислетсе яратӑп!» Хыврӑм вара эпӗ атта, нимӗн айӑпсӑрах парса хӑвартӑм. Каллех акӑ, калама та ҫук интереслӗ тетӗн пулӗ юлашки атта хывса парса хӑварма! Кайран ҫав Олютка ҫине эпӗ пӗр пилӗк ҫула яхӑн ҫилленсе ҫӳрерӗм, анчах мӗн усси пулчӗ-ха? Татах та, татах та пулкаланӑ ун йышши япаласем…

Ара ҫак тӗслӗхех илер-ха: эпир сирӗнпе иксӗмӗр Титока раскулачить тунӑ чухне, мӗне кура-ши? тесе ыйтас килет, ун аҫа йытти ман кӗрӗке татса ҫуркаласа тӑкрӗ? Унӑн тем каласан та Макар е Любишкин ҫине сиксе лармаллаччӗ, тем шуйттанӗ ҫавна картишӗ тавра ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ман ҫине пырса тӑрӑнтарчӗ. Юрать-ха тата вӑл ман карланкӑ патне ҫитеймерӗ, ярса илнӗ пулсан, пӗр-икӗ хутчен пӑвнӑ пулӗччӗ те, вара хайхи Щукаре вилнисене асӑнмалли кӗнеке ҫине ҫыр та хур пулатчӗ. Ҫу-у-ук, унашкал япаласене пӗлетпӗр эпир. Вӑл ӗнтӗ манӑн аллӑмра ливольверт пулман пирки ҫапла килсе тухрӗ. Манӑн аллӑмра ливольверт пулнӑ пулсан; турӑ ан хуштӑрах та, мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши? Вӗлереттӗм. Пӗр хӗрсе кайсан, эпӗ тем тума та пултаракан ҫын. Ҫав самантра аҫа йытта вӗлерсе пӑрахнӑ пулӑттӑм, Титок карчӑкне те, Титокне хӑйне те тӗп туса, пӗтӗм пульӑсене тӳрех ҫӑварӗсене персе тултарнӑ пулӑттӑм. Вӗсене вӗлернӗшӗн вара каллех Щукаре тӗрмене хупса лартма пултараҫҫӗ… Мана тӗрмене кайса ларни ним тума та кирлӗ мар, манӑн хамӑн интерес пур. Ҫапла… Ҫакӑн пек генерал пулса тухрӗ те вара манран. Ҫав эпи-карчӑк халӗ те пурӑнас пулсан-и, эпӗ ӑна чӗрӗллех ҫисе янӑ пулӑттӑм!.. Кирлӗ-кирлӗ мара ан лӑркаса ҫӳре! Кӑкӑр ачисене ан пӑснӑ пултӑр!.. Ну, акӑ вӑл, бригада станӗ, ҫитрӗмӗр!

Сайт:

 

Статистика

...подробней