Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: ХХХI. Алтӑнӑври улах

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.04 11:48

Предложений: 203; Слово: 2220

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Огнянов Бяла Черквана каймарӗ, каялла ҫаврӑнса, ҫав трактиртен хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ айлӑм вӗҫӗнчи Алтӑнӑвӑ ялнелле уттарчӗ. Унта ҫитиччен икӗ сехет хушши каймаллаччӗ-ха, лаши йӑлт ӗшенсе ҫитрӗ, ҫулӗ те пит ашӑм пулчӗ. Ҫул тӑрӑх кашкӑрсем ӳлесе пычӗҫ, вӗсем укӑлча патне ҫитеричченех йӗрлерӗҫ, ҫапла Огнянов каҫ пуласпа тин яла пырса кӗчӗ.

Яла вӑл пӑлхарсем пурӑнакан урамран кӗчӗ (унта тӗрӗксем те, пӑлхарсем те пурӑнаҫҫӗ), часах Цанко бай хапхи патне ҫитсе чарӑнчӗ.

Цанко бай Клисурӑра ҫуралса ӳснӗ, анчах нумайранпа ӗнтӗ Алтӑнӑвӑра пурӑнать, ҫуртне те кунтах ҫавӑрнӑ. Хӑй вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ савӑк ҫын, чӑн-чӑн патриот. Апостолсем ун патӗнче тӑтӑшах чарӑнкалаҫҫӗ. Огнянова вӑл хапӑл туса кӗтсе илчӗ.

— Ман пата чарӑнни пит аван-ха… Кӗҫӗр каҫ шӑпах пирӗн патӑмӑрта улах лараҫҫӗ, пирӗн хӗрсене курса кайӑн. Ӳкӗнӗҫӳ пулмӗ, — терӗ Цанко кулкаласа. Килнӗ хӑнана вӑл тепӗр пӳлӗмелле ирттерчӗ.

Огнянов хӑйне йӗрлени ҫинчен, мӗн пирки йӗрлени ҫинчен васкӑвлӑн каласа пачӗ.

— Илтнӗ, эпир те илтнӗ, — сӑмах хушрӗ Цанко бай, — кусем ытла катара пурӑнаҫҫӗ те, тӗнчери хыпарсене нимӗн те пӗлмеҫҫӗ тетӗн пуль-ха эс?

— Мана пула сана инкек-синкек пулма пултарать тетӗп-ҫке?

— Ан пӑшӑрхан тенӗ сана. Кӗҫӗр ху валли хӗр суйласа хур… ялавна ҫӗклекенне, — шӳтлерӗ Цанко. — Ак ҫак кантӑкран патша пек пӑхса ларӑн.

Огнянов тӑкӑс та тӗттӗм пӳлӗме кӗрсе вырнаҫрӗ. Пӗчӗк кантӑкран ӑна пысӑк пӳлӗм курӑнать. Пӳлӗме унта чипер хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем пуҫтарӑннӑ та хуҫан ҫураҫнӑ хӗрӗ валли, Донка валли, тупра хатӗрлеҫҫӗ. Вучахра вут ялкӑшса ҫунать, стенана ҫутатать, стена ҫинче таса Иван Рыльскин вылямалла пек тунӑ турӑшӗ ҫакӑнса тӑрать, ҫӳлӗксем ҫинче йӑлтӑркка сӑрӑпа сӑрланӑ тӑм чашӑк-тирӗксем пур. Кашни пуян ҫуртри пекех, ҫӑвӑнмалли пур, сӗтел, сакӑсем, Цанкон килти япалисене тытмалли тем пысӑкӑш шкап пур. Качака тирӗ сарнӑ урайӗнче каччӑсемпе тупра хатӗрлекен хӑнасем ларса тухнӑ. Ҫак каҫшӑн хуҫисем хӗрхенсе туса тӑман-мӗн — вут ҫути кӑна ҫитмен вӗсене, краҫҫин ламппине те иккӗ тан ҫутса янӑ.

Огнянов тахҫан авалхи йӑлапа ҫакӑн пек пухӑнса ларнине нумайранпа курман ӗнтӗ. Пӗчӗк тӗттӗм чӑланра пытанса, вӑл ял пурнӑҫӗн тахҫан авал пулкаланӑ сценине пит мерттесленсе пӑхма тытӑнчӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те, Цанко арӑмӗ пырса кӗчӗ, вӑл та, Клисурӑра ҫуралнӑскер, элекҫӗ те сӳпӗлти хӗрарӑм. Огняновпа юнашар ларса, вӑл чи хитре хӗрсене кӑтартма тытӑнчӗ, кашнине ятпа каласа тухрӗ, мӗнле кӑмӑллине те асӑнсах пычӗ.

— Ҫав хӗрлӗ питлӗ хулӑнламасне пӑх-ха эс. Вӑл Стайка Чонина… Ас ту-ха эс, Иван Боримечка ӑна мӗнле куҫ хывать… Епле хӗрхенсе пӑхать, калама ҫук хӗрхенсе пӑхать! Стайкӑна култарма хӑтланса, вара йытӑ пек вӗрет. Хӗрӗ пит ӗҫчен, тирпейлӗ те тасаскер. Анчах ытла хӑвӑрт, вӗрсе хӑпартнӑ пек, хулӑнланса кайрӗ, мӗскӗн, темӗн мар тепӗр тесен, качча тухӗ те ҫинҫелӗ. Сирӗн вара хулари хӗрсем урӑхла-ҫке, вӗсем качча тухсан туларах параҫҫӗ… Унран сулахай енчи — Цвета Проданова: вӑл ав ҫав ӗннӗ пек тӑраткаланнӑ мӑйӑхлине савать. Цвета лара-тӑра пӗлмест! Пур енне те пӑхкаласах тӑрать. Ахаль вӑл пырать, чипер хӗр. Унпа юнашар — Цвета Драганова, Цветӑпа юнашар лараканӗ — Райна, пуп хӗрӗ… Вӗсене эп Пловдиври ҫирӗм сар пикепе те улӑштармастӑп. Пӑх-ха, эс вӗсен шап-шурӑ мӑйӗсене, акӑшӑнни пек-ҫке. Пӗррехинче ман Цанко ҫапла печӗ ячӗ, ҫав хӗрсенчен пӗри те пулин мана мӑйне чуп тутарсан, тет, эп ӑна хамӑн чи лайӑх Малтеп йӗсӗм пахчине парнелесе панӑ пулӑттӑм, тет… Ҫавӑншӑн эп ӑна турчӑкапа яра патӑм… Ав ҫавна куратӑн-и тата, хулӑнламас Стайкӑран сылтӑмрине? Вӑл Кара-Велюв хӗрӗ — чи пуян тупралли. Чи лайӑх каччӑсем пиллӗк таран ӑна ҫураҫасшӑн пулса хӑтана ҫӳрерӗҫ те, ашшӗ яхӑнне те ямасть… Хӗрӗ шучӗпе пуясшӑн, тыркас… Хӑй тыркас пекех вӑл, чӑн та… Чӗлхем типсе лартӑрах манӑн, енчен ӑна Иван Неделков илсе каяймасан… Леререх тата Рада Милкина ларать — юрӑ ӑсти вӑл пирӗн: юрласса вара шӑпах шӑпчӑк пек шӑратать, тирпейлехӗ ҫитмест, мӗскӗне. Мӗн каласси пур, ман кӑмӑла Димка Тодорова ытларах каять, вӑл акӑ чашӑк-тирӗк ҫӳлӗкӗ патӗнче тӑрать; кур-ха, вӑл епле чипер, епле капӑр тумланнӑ. Хам каччӑ пулнӑ пулсан-и, тупата, куҫа хупса ҫураҫнӑ пулӑттӑм. Кала, сана тупса парам-и? Куҫӗ унӑн, тупата турӑшӑн, ытарма ҫук хитре.

…Пирӗн Донкӑпа юнашар ав Пею хӗрӗ тӑрать. Вӑл та хитре, ӗҫчен те, нимӗн те хурласа калаймӑн, пирӗн Донкӑран начар мар. Сасси те унӑн Рада Милкинӑнни пек, куласса та — шӑнкӑрав кӑна-и? — итлесе тӑранаймӑн!

Тӗттӗмре ҫапла Бойчопа юнашар тӑрса, Цанко арӑмӗ «Турӑ комединчи» Беатричене аса илтерчӗ, Беатриче те Дантене тамӑкра кам-кам пурӑннине черечӗпе кӑтартса ҫӳренӗ чух кашнин историне кала-кала парать.

Огнянов унӑн хӑш-пӗр сӑмахне итлекелерӗ, хӑшне-пӗрне хӑлхи урлӑ ҫеҫ ирттерсе ячӗ, ҫакӑнта мӗн курса тӑни ӑна калама ҫук хаваслантарчӗ, улах пирки хӑйне ӑнлантарса тӑмашкӑн кирлӗ те пулмарӗ. Хӑюллӑрах хӗрсем каччӑсене чеен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, каччӑсем те ахӑлтатса кулаҫҫӗ, вӗсем те шапӑлти хӗрсене ҫивӗччӗн йӗпле-йӗпле илеҫҫӗ. Шӳтле сӑмахсем, кӑмӑллӑн виртлешкеленисем, хушӑран тата ирӗкрех каланӑ сӑмах та ик енчен те илтӗнсе тӑчӗ, каччӑсем хавасланса кулчӗҫ, хӗрӗсен пит ҫӑмартисем вара, хурарах сӑнарлисен те, самай хӗрелкелесе тӑчӗ. Ҫамрӑксен савӑк ӗҫне Цанко та хутшӑнчӗ, арӑмӗ хӑна тӑвас енӗпе аппаланма тытӑнчӗ. Донка хушӑран ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ, татах ларчӗ.

— Ну, ҫитӗ ӗнтӗ сире мӗн ахӑлтатнипе, юрласа парӑр пӗрех хут! — терӗ хуҫа арӑмӗ, паҫӑртарах вӑл хӑнасем валли апат мӗнле пиҫнине пӑхма Бойчо патӗнчен пӑрӑннӑччӗ. — Рада, Станка, шӑратӑр-ха пӗр-пӗр юрӑ, ан тив, каччӑсем вӑтанса тӑччӑр. Енчен ҫав каччӑсем юрласшӑн та мар пулсан, эппин вӗсем катӑк кӗмӗле те тӑмаҫҫӗ.

Радӑпа Станка хӑйсене тепӗр хут тимлесе кӗттерсе тӑмарӗҫ, юрӑ пуҫласа та ячӗҫ, унтан ытти хӗрсем те, икӗ ушкӑна пайланса, юрра хутшӑнчӗҫ. Ҫинҫе сасӑллисем пӗр ушкӑнра пулчӗҫ, вӗсем пӗр ҫаврӑм юрланӑ хыҫҫӑн кӑшт чарӑнса тӑраҫҫӗ те, кайран тепӗр ушкӑн юрласа ярать:

Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, юратрӑр-и,
Чипер туслашрӑр-и, чипер-и, мӗн ачаран.

Чипер курнаҫрӑр-и, чипер-и паян каҫпа,
Чипер-и урамра та, чипер-и тӗттӗм урамра,
Чипер лартӑр-и, чипер калаҫрӑр-и.

Чиперччӗ-и ҫут уйӑх, чипер-и уйӑх ҫурли,
Чипер-и уяр тӳпе, чипер-и йӑлтӑр ҫӑлтӑр,
Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, уйрӑлман-и-ха,
Чипер лараҫҫӗ ҫуммӑн, чипер тек калаҫаҫҫӗ,
Чипер-и тулли витрисем, чипер-и шывӗ пӑрланнӑ,
Чипер-и кӗвенти, чипер-и вӗрене кӗвенти,
Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер савӑшаҫҫӗ-и.

Хӗрсем юрласа пӗтерчӗҫ, каччӑсене те ҫак савӑш юрри пит килӗшрӗ пулмалла, вӗсенчен кашни хӑйӗн кун-ҫулне ҫак юрӑпа ҫыхӑнтарать, ҫавӑнпа ку юрра мухтать те. Иван Боримечка пӗрех май Стайка Чонинӑна тӗккелесе илет, хӑй унран куҫ та сиктермест.

— Ку юрра мӑшӑрлатса юрлаҫҫӗ те, мӑшӑрлантарассах ҫитерет пулас вӑл! — аслати кӗрленӗ пек илтӗнчӗ ун сасси.

Хӗрсем кулса ячӗҫ, Боримечка енне тӑрӑхлакаласа пӑхса илчӗҫ.

Иван Боримечка ту пек: пӗвӗ ҫӳллӗ те сарлака, вӑйӗ паттӑрӑнни пек, пит-куҫӗ шатраллӑ та кӑмӑллӑ. Юрлама тесен, каҫсах каять, сасси вара хӑй пекех паттӑр. Боримечкӑн кӑмӑлӗ юлчӗ. Вӑл шӑппӑн кӑна аяккинелле пӑрӑнчӗ те, ватӑ йытӑ пек, кӗтмен ҫӗртен вӗрсе ячӗ. Шартах сикнӗ хӗрсем кӑшкӑрса ячӗҫ, ҫавӑнтах ахӑлтатса та кулчӗҫ. Хӑюллӑраххисем Боримечкӑна вӑрҫтарма тытӑнчӗҫ. Пӗр хӗр ӑна ҫакӑн пек юрласа пачӗ:

Иванӑм, кӑвак кӑвакарчӑнӑм,
Иванӑм, ҫип-ҫинҫе тирекӗм…

Пурте ахӑлтатса кулчӗҫ. Тепӗр хӗр те юрласа ячӗ:

Иванӑм, ырханкка упаҫӑм,
Иванӑм, шӑчӑ пек тӑрнаккайҫӑм…

Каллех ихӗрсе илни илтӗнчӗ. Иван чӑтса тӑраймарӗ. Тулли питлӗ Стайка Чонинӑна тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл, лешӗ хӑйне савакан ҫынтан епле тӑрӑхласа кулать иккен. Иван ҫӑварне тем сарлакӑш карса пӑрахрӗ те мӗкӗрсе ячӗ:

Пейка инкӗшӗ каларӗ:

«Пейка, Пейка, кӑвакарчӑн,
Ҫынсем те калаҫаҫҫӗ,
Кӳршӗсене ҫеҫ итле-ха,
Эсӗ хӗрлӗ те тулли теҫ,
Эсӗ йывӑр та патвар теҫ,
Хамӑр ял кӗтӳҫинчен те.

«Эх инкеҫӗм, — теп, — инкеҫӗм,
Ҫын сӑмахне ан итле, — теп, —
Сӳпӗлтетчӗр те калаҫчӑр.

Эпӗ хӗрлӗ те, тулли те,
Эпӗ йывӑр та, патвар та
Аттен ыр ҫӑкӑрӗнчен,
Унӑн тутӑ туллинчен.

Эпӗ чуста ҫӑрнӑ чух
Кунтӑк ҫырла ҫиетӗп,
Витре эрех ӗҫетӗп…»

Ку ӗнтӗ куҫ кӗрет йӗкӗлтени пулчӗ, Стайка вӑтаннипе ниҫта кайса кӗреймерӗ. Пит ҫӑмарти унӑн писев сӗрнӗ пек хӗрелсе кайрӗ. Хӗр-тантӑшӗсем вӗчӗрхенсе кулни ӑна пушшех ыраттарчӗ. Хӑшӗ-пӗри, кулма юратаканни, уҫӑ кӑмӑллӑ пек курӑнса:
— Епле ун пек пултӑр-ха, йӗсӗм ҫырли те ҫимелле, тет, эрехне те ӗҫмелле иккен? Суять ку юрӑ, — тесе хучӗ.

— Иккӗшӗнчен пӗри тӗрӗсех ӗнтӗ, юрри суять-и, хӗрӗ суять-и, — хушрӗ Боримечка та.

Уҫҫӑнах тӗртсе калани Стайкӑна ӑнран ярасса ҫитерчӗ. Енчен енне пӑхакан Боримечкӑна вӑл ҫунтарас пек пӑхса илчӗ, тарӑхнипе чӗтренсе тухакан сасӑпа ҫапла юрласа ячӗ:

«Пейка, пахчари чечекӗм,
Сан кулӑшла сӑмахху та,
Ман ҫӳресе йӑлӑнни те
Ахальтен пулмарӗ-ҫке:
Качча тухчӗ мана, Пейка!»

«Йовка, эс хура ӗҫре-ҫке,
Пейка сана савнӑ пулсан,
Сан пек сысна кӗтӳҫине
Ырханкка кӗтӳҫсенчен,
Улпутсен тарҫисенчен
Пахча тытнӑ пулӗччӗ,
Сан пек ухмах ачана
Алӑк айне сарӗччӗ.

Картишне эп тухӑттӑм,
Пӑру хуса кӗртӗттӗм,
Пушмакӑма хуратсан,
Хӑвӑнпа эп шӑлӑттӑм!»

Тарӑхтарса кӳрентернӗшӗн хӑрушӑ тавӑру!

Стайка енчен енне мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ. Юрӑ сӑмахӗсем Иван Боримечка чӗрине ҫӗҫӗпе тӑрӑнтарнӑ пек пулчӗҫ. Вӑл куҫне чалӑртса сӑмах калаймасӑр аптраса тӑчӗ, пуртӑ тӳртӗшӗпе ӑна пуҫӗнчен ҫапса янӑ пек пулчӗ. Ҫынсем пӳрте ишсе антарас пек ахӑрашса кулчӗҫ. Пурте мӗскӗн Иван еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Вӑл пур — ытла намӑсланнипе, ячӗ ҫаплах кайнипе ниҫта кайса кӗреймест; куҫҫулӗ те сӑрхӑнса тухрӗ хӑйӗн. Тата хытӑрах кулма тытӑнчӗҫ. Цанко арӑмӗ ҫамрӑксене хӑтӑрса илме ӑс ҫитерчӗ:

— Мӗнле вӑл аплах тӑрӑхласси? Хӗрпе каччӑн ҫавӑн пек тытӑҫма юрать-и? Вӗсен пӗр-пӗринпе ачашланса кӑвакарчӑнсем пек пурӑнмалла!

— Лайӑх кӑвакарчӑнсем ӗнтӗ, нимӗн те калаймӑн! — мӑкӑртатрӗ кулакан хӗрсенчен пӗри. — Пӗри тепӗрне тӑрать, курӑр та савӑнӑр.

Савӑк хӗрсем татах кулса ячӗҫ.

— Савнӑ ҫынсем ятлаҫни вӑл савӑнни кӑна пулать, — систерсе хучӗ Цанко килӗштерттерес кӑмӑлпа. Ҫилле хывнӑ Иван Боримечка пӳртрен тухса кайрӗ.

— Кам кама савать, ҫавна хурать, — терӗ Неда Ляговичина.

— Эс пӗлетӗн-и-ха, Неда: камран ҫын кулать, ҫавна турӑ пулӑшать, — сӑмах хушрӗ Боримечкӑсен пӗр тӑванӗн ачи Коно Горан.

— Итлӗр-ха, маттурсем, юрласа парӑр-ха, эппин, чӗрене лӑплантараканне, гайдуксен пӗр-пӗр авалхи юррине шӑрантарӑр-ха, — тесе хушрӗ Цанко. Каччӑсем харӑссӑн юрласа та ячӗҫ:

«Пирӗн паттӑр Стояна
Икӗ ҫулпа йӗрленӗ,
Виҫҫӗмӗш ҫулпа тытсан,
Аллисене кантрапа
Ҫыхса минӗретнӗ.

Ертсе пыраҫ Стояна
Ерни пупӑн картишне.

Пупӑн икӗ хӗрӗ пур,
Ружа ятлӑ кинӗ пур.

Сад алӑкӗ патӗнче
Ружа уйран уҫланӑ,
Хӗрӗсем карта шӑлнӑ,
Стояна ҫапла калаҫ, тет:
«Ах тӑванӑмӑр, Стоян,
Патша кил картишӗнче
Сана ыран ҫакӗҫӗ,
Патшан пӗтӗм кил-йышӗ
Пӑхса тӑрса савӑнӗ».

Ружӑна Стоян калать:
«Ружа, илтнӗ пул мана,
Кунӑма хӗрхенес ҫук,
Тӗнче маншӑн савӑк мар,
Маттур нихҫан йӗрес ҫук.

Ружа, эп ҫакна калап,
Кӗпе ҫуса пар мана,
Тураса яр кӑтрама —
Тата ҫакна ҫеҫ ыйтам:
Мана туртса ҫакнӑ чух
Шурӑ кӗпем курӑнтӑр,
Кӑтра ҫӳҫӗм вӗлкӗштӗр».

Огнянов чунтан-вартан хӗпӗртесе итлерӗ юрӑ вӗҫне.

«Ҫав Стоян, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, — халапри пӑлхар гайдуйӗн чӑн-чӑн сӑнарӗ. Вӑл хӑй вилӗмне те лӑпкӑн кӗтсе илет. Хӑйне пӗр сӑмахпа та хӗрхентермест, ӳкӗнмест, каҫарасса кӗтсе тӑмасть. Пӗртен пӗр ӗмӗчӗ — тивӗҫне ҫухатмасӑр вилесси! Хальхи пӑлхарсем те ҫавӑн пек паттӑрсем пулӗҫинччӗ! Вара кӗрешӳ мӗнле килсе тухӗ тесе ним чухлӗ те иккӗленесси пулмӗччӗ. Ҫавӑн пек кӗрешессе ӗмӗтленетӗп те, ҫавӑн пек вӑй-хӑват шыратӑп та. Вилме пӗлесси те вӑл — ҫӗнтерӳ кӳрекен хӑват-ҫке…»

Ҫамрӑксем кавал калама тытӑнчӗҫ.

Кӗвви вӗсен малтанласа ачашшӑн та салхуллӑн пуҫланчӗ, каярахпа вӑй илсе, ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленсе пычӗ; вӑйӑҫисен куҫӗсем йӑлкӑшса пӑхма тытӑнчӗҫ, сӑнарӗсем хавхаланнӑн курӑнчӗҫ. Авалхи ту юрри ҫӗр варринче темле асамлӑн янӑраса кайрӗ. Вӑл пӗрре Балкан тӑррине ҫӗкле-ҫӗкле хӑпартрӗ, тепре тытан амаках антара-антара ячӗ, сӗм вӑрман шӑплӑхӗ те, хупӑрти ҫулҫӑ шӑпӑлтатӑвӗ те, вӑрманти утмӑл турат чечекӗн симӗ те, ян-янӑран сасӑ та, тунсӑхличчен савса юратни те илтӗнсе тӑчӗ ҫав юрӑра. Кавал — пӑлхар тӑвӗсемпе йӑлӑмӗсен арфи!

Ҫак тӑван та ҫывӑх поэзиллӗ музыкӑна пурте тилмӗрсе итлерӗҫ. Цанко арӑмӗ вут хутнӑ ҫӗрте тӑратчӗ, аллисемпе пилӗкне тытса итлерӗ вӑл. Пуринчен ытла хӗпӗртекенни Огнянов пулчӗ — кӑштах аллисене ҫупса яратчӗ вӑл.

Унтан шапӑлтатса калаҫма тытӑнчӗҫ. Каллех кулкаласа илчӗҫ. Огнянов ятне те асӑнчӗҫ. Вӑл тимсӗлсерех итлеме пикенчӗ. Петр Овчаров, Райчин, Спирдончо, Иван Остен тата ыттисем те пулас пӑлхав пирки сӑмах хускатса ячӗҫ.

— Пулас туя йӑлтах хатӗрленсе ҫитрӗм ӗнтӗ, Пловдивран револьвер илсе килессе кӑна кӗтсе тӑратӑп. Ҫавна туянма тесе ҫӗр ҫитмӗл грошӑ укҫа парса ятӑм, виҫӗ така сутрӑм, — терӗ Петр Овчаров кӗтӳҫӗ, вӑл вырӑнти комитет председателӗнче тӑрать.

— Пӑлхав ялавӗ хӑҫан ҫӗкленессе пӗлместпӗр-ха эпир. Хӑшӗ калать: пӑлхавӑшни вӑхӑтӗнче хамӑр хӗҫсене хатӗрлетпӗр, тет, тепри; Юрьев кунӗ, тет, Божил пичче ав ҫу вӑхӑчӗ ҫитичченех кӗттересшӗн-ха… — терӗ пит чипер те хитре йӗкӗт Спирдончо.

— Юман ҫулҫӑ сарса куккук авӑтма тытӑниччен кӗт-ха… Тепӗр тесен, эпӗ халех те хатӗр — калаччӑр кӑна.

— Пирӗн Стара-планина чылай маттура хӳтӗленине пире те хӳтӗлӗ, — хушса хучӗ Иван Остен та.

— Петро, эппин хайхи учитель иккӗшне леш тӗнчене ӑсатнӑ-им-ха? Ай маттур та!

— Хӑҫан килет вӑл пирӗн пата хӑнана? Ҫавӑн пек чипер ачашлама пӗлекен алла тытса чуп тӑвӑттӑм, — терӗ Райчин.

— Учитель вӑл пиртен иртсе кайрӗ-ха, эпир те ӑна хуса ҫитме тӑрӑшӑпӑр. Ун пек ӗҫре хамӑр та кӑштах пултарма кирлӗ-ха, — сӑмах хушрӗ Иван Остен.

Иван Остен пит паттӑр ҫын, тӗл пемешкӗн те ӑста. Пӗлтӗр вӑл Дели-Ахмеда вӗлернӗ тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ. Тӗрӗксем ӑна ай-яй йӗрлерӗҫ те халь те пулин вӗҫне-хӗррине тухаймарӗҫ, тытаймарӗҫ ӑна.

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Огнянов сывлӑхӗшӗн курка ҫӗклерӗҫ.

— Турӑ пӳртӗрех пире ӑна сывлӑхлӑ курмашкӑн… Ҫавӑн пек пулма тӑрӑшӑр, ачасем, — терӗ Цанко, тулли куркине пушатса.

— Кам ӑна курас тет, ҫавӑнпа тава кӗме пултаратӑп, — сӑмаха хутшӑнчӗ ҫӑвар уҫмасӑр чӑтайман Цанко арӑмӗ, — ыран вӑл ирпе ирех кунта кӑйкӑр пек вӗҫсе ҫитет.

— Ай, тупата, мӗн калаҫатӑн эс? Эп акӑ ыран К. хулине тухса каятӑп, — терӗ ӳкӗннӗ Райчин. — Енчен вӑл кунталла килсен, раштавччен те пулин ан кайтӑрччӗ… Уявне пӗрле ирттернӗ пулӑттӑмӑр.

— Мӗн шӑв-шавӗ илтӗнет тата урамра? — терӗ Цанко, аллинчи эрехне сыпмасӑрах сӗтел ҫине лартса хӑй ура ҫине тӑчӗ.

Картишӗнче, чӑн та, сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Цанкопа арӑмӗ тулалла тухрӗҫ, хӑнисем те сӗтел хушшинчен тӑчӗҫ. Цанко арӑмӗ часах каялла килсе кӗчӗ, хӑй лара-тӑра пӗлмест, вара ҫапла каласа хучӗ:

— Тата пӗр ӗҫ турӗҫ иккен, турӑ сывлӑх патӑрах ӗнтӗ вӗсене!

— Мӗн унта? Мӗн пулчӗ?

— Боримечка Стайкӑна вӑрласа кайнӑ. Пурте ахлатса сывлӑш ҫавӑрчӗҫ.

— Ҫав маттур йӗкӗт ӑна ытамласа илнӗ те, путек ҫӗкленӗ пек, хул пуҫҫи ҫине хурсах хӑй килне ҫӗклесе кайнӑ.

Пурте савӑк шапӑлтатма тытӑнчӗҫ.

— Мӗнле пулса тӑчӗ вара ҫавӑн пек? — ыйта-ыйта пӗлме тытӑнчӗҫ.

— Ҫавӑнпа вӑл ыттисенчен маларах шурӗ те, ун хыҫҫӑн хӑйсен тӑванӗ Горан та тухса кайрӗ.

— Стайка тухасса вутӑ шаршанӗ хыҫӗнче кӗтсе тӑнӑ, — ӑнлантарса пачӗ Цанко арӑмӗ, — ҫавӑнта хапха патӗнчех ҫупӑрласа та илнӗ! Ак хӗрхен ӗнтӗ ҫав качча, вӑл хӗре те хӗрхенсе тӑмасть теҫҫӗ-и-ха. Боримечка та ҫав! Ҫапла пулӗ тесе кам шухӑшласа тӑтӑр!

— Чӑннипе каласан ӗнтӗ, икӗ атӑ — пӗр мӑшӑр! — терӗ хӑнасенчен пӗри.

— Стайки сербсен ҫитерме хупнӑ сысна ҫури пек, лешӗ вара — мадьярсен ӑйӑрӗ пек, — шӳтлерӗ тепри.

— Ан тив, сывлӑхӗсем тӗрӗс-тӗкел пулччӑр, савччӑр та юратчӑр, ыран ак вӗсем патӗнче хӗрлӗ эрех ӗҫӗпӗр, — терӗ Цанко.

— Вӗсен мана та хӑна тумалла, кама-кама пулӗ те, мана тӳпи тиветех, — кӑшкӑрарах каларӗ Цанко арӑмӗ, — вӗсене хам ҫураҫтартӑм теме те пултаратӑп.

Кӑштах тӑрсан, савӑк хӑнасем килӗсене саланчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней