Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXI сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.21 23:18

Предложений: 242; Слово: 2961

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫуркуннеренпех, ҫатан хыҫӗнче ҫурҫӗр енче те юлашки юр, тап-таса шыв юхтарса, пусӑрӑнма пуҫланӑранпах, Разметновсен килне пӗр мӑшӑр хир кӑвакарчӑнӗ иленчӗ. Вӗсем пӳрт тӗлӗнче нумайччен ҫаврӑнса ҫӳрерӗҫ, кашни ҫаврӑмрах аяларах та аяларах анса пычӗҫ. Нӳхреп патӗнче вӗсем ҫӗр патнех анчӗҫ те, вӑрт! вӗҫсе хӑпарса, пӳрт тӑррине ларчӗҫ. Вӗсем нумайччен пуҫӗсене пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхкаласа ларчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхрӗҫ; унтан аҫи кӗрен урисене йӗрӗннӗ пекрех те шукӑллӗн ҫӗклекелесе, мӑрье тавра сапнӑ вараланчӑк пурӑ ҫийӗпе утса иртрӗ, тӗршӗнсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те хӑюсӑррӑн кӑлтӑртатса илчӗ. Ами аялалла вӗҫсе анчӗ, вӗҫнӗ чухне ҫуначӗпе икӗ хут хыттӑн лапӑстатса илчӗ, ҫур ункӑ туса вӗҫсе ҫаврӑнса, Разметновсен малти пӳлӗмӗн хӑпӑнчӑк кантӑк хашакӗ ҫине ларчӗ. Ҫунаттипе икӗ хут лапӑстатни хӑйӗн тусне хӑй хыҫҫӑн вӗҫме чӗннисӗр пуҫне урӑх мӗне пӗлтерме пултартӑр-ха?

Кӑнтӑрла ҫитсен, Разметнов киле апат ҫиме таврӑнчӗ те калинкке витӗр пӳрт умӗнче кӑвакарчӑнсем ҫӳренине курчӗ. Ами, капӑр урисемпе вӗттӗн-вӗттӗн пусса, ҫурхи шыв кӳлленчӗкӗ тавра чупать, чупнӑ ҫӗртех темскер сӑха-сӑха илет, аҫи ун хыҫҫӑн чупать, унтан кӑштах чарӑнса тӑрса, пӑрт-парт ҫаврӑна-ҫаврӑна илет, сӑмсине, усӑнчӑк пӗсехине ҫӗре тивертес пекех пуҫне тайса, ҫине тӑрсах кӑлтӑртатать, вара, хӳрине сарса пӑрахса, хӗллехи пекех сивӗ ҫӗр ҫине ӳке-ӳке йӑпшӑнса, каллех хӑвалама пуҫлать. Амине кӳлленчӗк патӗнчен хӗссе кӑларма тӑрӑшса, вӑл сулахай енӗпе чупса пырать.

Разметнов, урисемпе сыхлӑн пусса, вӗсенчен икӗ утӑмран пек утса иртрӗ, анчах кӑвакарчӑнсем вӗҫсе кайма шутламарӗҫ те, вӗсем кӑшт пӑрӑнчӗҫ кӑна.

«Хӑнасем мар, хуҫасем вӗҫсе килчӗҫ!» — ача пекех савӑнса шухӑшларӗ Разметнов, пӳрт алӑкӗ патне ҫитсе тӑрсан. Вара, хурлӑхлӑн йӑл кулса, пӑшӑлтатса илчӗ: «Мана ватлӑхра телей кӳме вырнаҫаҫҫӗ, урӑх шутпа мар…»

Кӗлете кӗрсе, вӑл ывӑҫ тулли тулӑ илчӗ те кантӑк умне сапрӗ.

Разметнов иртенпех кичем те ҫиллесчӗ: акана хатӗрленес, вӑрлӑха алласа тасатас ӗҫ йӗркеллӗ пулса пымасть; паян тата Давыдова станицӑна чӗнчӗҫ: пиҫсе ҫитнӗ ҫӗре хӑй курас тесе, Нагульнов лаша ҫине утланса уя кайрӗ, кӑнтӑр тӗлнелле Разметнов икӗ бригадирпа, кладовщикпе вилесле вӑрҫма ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Килте, сӗтел хушшинче ларнӑ чух, чашӑкра сивӗнекен купӑста шӳрпи ҫинчен манса кайсах кӑвакарчӑнсем ҫине пӑхма тытӑнсан, унӑн ҫурхи ҫилпе хуралнӑ пичӗ ҫутӑлсах кайрӗ, анчах чӗрене йывӑрлӑх пусрӗ…

Салхуллӑн йӑл кулса, тӗтреленнӗ куҫӗсемпе вӑл пӗчӗккӗ те илемлӗ кӑвакарчӑн ами тулӑ пӗрчине епле ҫине тӑрса сӑхнине, аҫи, патмарскер, ывӑна пӗлмесӗр, пӗр пӗрчине те сӑхса илмесӗр, пӗрмай ун тавра ҫаврӑннине пӑхса ларчӗ.

Ҫирӗм ҫул каярах Андрей ҫак кӑвакарчӑн аҫи пекех ҫамрӑк та патмар каччӑччӗ, хӑйӗн савнийӗ тавра ҫакнашкалах явӑнса ҫӳретчӗ. Унтан — авлану, ҫар служби, вӑрҫӑ… Епле хӑрушла та кӳренӳллӗ хӑвӑртлӑхпа иртсе кайрӗ пурнӑҫ! Арӑмӗпе ывӑл ачине аса илсен, Разметнов хурланса кайрӗ. «Сире эпӗ, тӑванӑмсем, чӗрӗ чухне сайра хутра курнӑ, халӗ те сайра хутра ҫӳретӗп сирӗн пата…» — шухӑшларӗ вӑл.

Апрельти ҫак чи ҫап-ҫутӑ хӗвеллӗ кун кӑвакарчӑн аҫине апат та кирлӗ мар. Ҫаплах Андрей Разметнов та апатшӑн мар халӗ. Кантӑкран вӑл ӗнтӗ тӗтреллӗ куҫпа мар, куҫҫуль хупласа илнипе пачах курман куҫпа пӑхать, кантӑк хашакӗ леш енче вӑл кӑвакарчӑнсене те, ҫурхи ачаш кӑвак пӗлӗте те мар, хӑй ӗмӗрӗнче пӗр ӑна ҫеҫ юратнӑ хӗрарӑмӑн кӗлеткине курать. Вӑл ӑна пурнӑҫран та ытларах юрататчӗ пулмалла, анчах юратса ҫитереймерӗ, унтан ӑна тискер вилӗм вуникӗ ҫул каярах, тен, ҫакнашкалах ҫурхи ҫутӑпа ялкӑшакан кун уйӑрса кайрӗ…

Пит ҫӑмарти тӑрӑх йӑрӑлтатса анса, ахаль те тӑварлӑ купӑста яшкине тӑварлакан куҫҫульне амӑшӗ асӑрхасран хӑраса, Разметнов ҫӑкӑрне чашӑк ҫине ӳпӗнсе чӑмлать. Кашӑкне вӑл икӗ хут та алла илчӗ, анчах кашӑкӗ унӑн икӗ хутӗнче те тӗлӗнмелле вӑйсӑрланса кайнӑ, хытӑ чӗтрекен аллинчен шуса тухса, сӗтел ҫине ӳкрӗ.

Пирӗн пурнӑҫра ҫапла та пулса тухать вӗт-ха: ҫыннӑн мар, кайӑкӑн кӗске вӑхӑтлӑх кӑна телейӗ те чун-чӗрине суран тивнӗ хӑш-пӗр этеме пӗртте ӑмсантармасть, йывӑр аса илӳсемпе хурлантарса асаплантарать ҫеҫ… Разметнов сӗтел хушшинчен васкаса тухрӗ, амӑш енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса, ваткӑллӑ пиншакне тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне чӑмӑртаса лутӑркарӗ.

— Тупата туршӑн, анне, халӗ манӑн, темскер, пӗртте ҫиес килмест.

— Купӑста яшки анмасть пулсан, тен, турӑхпа пӑтӑ парас?

— Ҫук, ҫиес килмест, кирлӗ мар.

— Е мӗнле те пулсан хуйхӑ пур-и санӑн? — асӑрханса ыйтрӗ амӑшӗ.

— Мӗн хуйхи пултӑр унта, нимле хуйхӑ та ҫук. Пулнӑ та, тахҫанах манӑҫа тухнӑ.

— Мӗн пӗчӗкрен темле вӑрттӑн ҫын эсӗ, Андрюшка… Нихҫан та аннӳне ним те каламастӑн, нимӗн те пӗлтерместӗн… Сан чӗрӳ варринче шӑмӑ пур пулмалла…

— Хӑв ҫуратнӑ, анне, никама айӑпламалли те ҫук. Ҫут тӗнчене епле кӑларса янӑ, ҫавӑн пекех эпӗ, кунта ӗнтӗ ним те тӑваймӑн.

— Турӑ ҫырлахтӑрах сана, — терӗ карчӑк, шурӑхнӑ тутисене кӳреннӗн пӑчӑртаса.

Калинккерен тухсан, Разметнов сылтӑмалла, ял Советнелле каякан ҫул ҫине мар, сулахаялла, ҫеҫен хирелле пӑрӑнчӗ. Пысӑккӑн яра-яра пусса, анчах васкамасӑр, вӑл пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗрех, авалтанпах вилесем ҫеҫ вырнаҫнӑ тепӗр Шырланпуҫ патнелле утрӗ. Масар тавра карта тытнӑ. Ҫак йывӑр ҫулсенче чӗррисем вилесене хисеплемен… Кивелсе хуралнӑ хӗрессем чалӑшса кайнӑ, вӗсенчен хӑшӗсем ҫӗр ҫинче е ӳпне, е месерле выртаҫҫӗ. Пӗр виле тӑприне те тирпейлемен, ҫавӑнпа хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекен ҫил тӑмлӑ тӗмескесем ҫинчи иртнӗ ҫулхи хыт хурана хурлӑхлӑн силлентерет, типсе тӗссӗрленнӗ армутине хӗрарӑмӑн ҫинҫе пӳрнисемпе суйланӑ пек чӑштӑртаттарать. Вил тӑприсем ҫинче ҫӗрӗш шӑршипе пӑнтӑхнӑ курӑк, ирӗлсе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑршин хутӑшӗ пӗр сирӗлми тӑрать.

Чӗрӗ ҫынна кирек хӑш масар та, кирек хӑҫан та хурлантарать, анчах тем териех хытӑ хурлантаракан туйӑм вӑл унта ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те тарӑн кӗр кунӗсенче пулать.

Пӑрусем такӑрлатнӑ сукмакпа Разметнов масарӑн ҫурҫӗр чиккинчен иртрӗ, халиччен хӑйсене хӑйсем вӗлернӗ ҫынсене пытарнӑ вырӑна ҫитрӗ, айккисем ишӗлнӗ, хӑй пӗлекен вил тӑпри патӗнче чарӑнса тӑчӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ҫӗрелле тайнӑ пӳҫӗнчи ҫӗлӗкне хыврӗ. Ҫынсем маннӑ ҫак саплӑк пек пӗчӗк ҫӗр ҫинчи шӑплӑха тӑрисем ҫеҫ пӑсаҫҫӗ.

Йӑлтӑркка хӗвелпе ҫутӑлнӑ, ыйхӑран вӑранакан пурнӑҫпа лӑк тулнӑ ҫак ҫурхи кун мӗншӗн ҫакӑнта килчӗ-ши Андрей? Тӗтреллӗрех ӑрша витӗр хӑйӗн манӑҫа тухман ҫамрӑклӑхне, хӑйӗн вӑраха пыман телейне курса илме хӑтланнӑ пек, хӑйӗн пуклак та вӑйлӑ пӳрнисене хӗреслетсе, шӑлне ҫыртса, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти тӗтрелӗхе куҫа хӗссе пӑхма-и? Тен, ҫапла та пулӗ. Вилсе манӑҫа тухнӑ, анчах чун-чӗрешӗн хаклӑ иртнӗ кун-ҫулсем яланах е масар ҫинчен, е ыйхӑсӑр каҫсен чӗмсӗр тӗттӗмлӗхӗнчен лайӑх курӑнаҫҫӗ вӗт.

* * *

Ҫав кунран пуҫласа Разметнов хӑй патне вырнаҫнӑ мӑшӑр кӑвакарчӑна тем пекех тӑрӑшса пӑхма тытӑнчӗ. Кунне икӗ хут вӑл кантӑк умне пӗрер ывӑҫ тулӑ сапса парать те, сӗмсӗр чӑхсене хӑваласа, кӑвакарчӑнсем тӑраничченех хуралта тӑрать. Ирхине ирех вӑл, табак туртнӑ май, кӗлет умӗнче вӑрахчен кӑвакарчӑнсем кантӑк хашакӗ хыҫне улӑм, ҫинҫе туратсем, ҫатан ҫумне ҫыпӑҫнӑ вӑкӑр ҫӑмне епле йӑтнине пӑхса ларать. Тирпейлех мар йӑвана лешсем часах туса ҫитерчӗҫ те Разметнов ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ: «Пурӑнма юлчӗҫ! Халӗ ӗнтӗ вӗҫсе каймаҫҫӗ».

Икӗ эрне иртсен, кӑвакарчӑн ами апат ҫиме анмарӗ… «Чӗп кӑларма ларнӑ. Хуҫалӑхра хутшӑну пулать», — йӑл кулчӗ Разметнов.

Кӑвакарчӑнсем вӗҫсе килнӗренпе унӑн ӗҫӗ палӑрмаллах хутшӑнчӗ: вӗсем валли вӑхӑтра апат сапса памалла, алӑк умӗнчи шыв кӳлленчӗкӗ часах типнине пула чашӑкри шыва улӑштарсах тӑмалла тата хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман мӗскӗн кӑвакарчӑнсене сыхлама хуралта тӑмалла пулчӗ.

Пӗррехинче, уйран таврӑннӑ чух, вӑл хӑй килӗ патне ҫитеспе амӑшӗ юратакан ватӑ кушак, пӗтӗм пӗвепе улӑм ҫине йӑпшӑнса, пӳрт тӑрринче шуса пынине, унтан ҫурри уҫӑ кантӑк хуппи ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анса, хӳрине пӗтеркелесе, сикме хатӗрленсе ларнине асӑрхарӗ. Кӑвакарчӑн йӑвара шӑпах ларать, кушак енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑннипе вӑл хӑрушлӑха туймасть те пулмалла. Вилӗмрен ӑна пӗр хӗрӗх сантиметр ҫеҫ уйӑрса тӑрать.

Разметнов наганне туртса кӑларчӗ те сывламасӑр, хӗсӗк куҫне кушак ҫинчен илмесӗр, чӗрне вӗҫҫӗн чупма пуҫларӗ. Кушак, малти урисемпе тӑрмаласа, кӑшт каялла чаксан, — пӑшал сасси янраса кайрӗ, кантӑк хуппи кӑшт силленсе илчӗ. Кӑвакарчӑн ами йӑвинчен вӗҫсе тухрӗ, пуля витӗрех тухнӑ кушак тӑпрас ҫине пуҫӗпе персе анчӗ.

Пӑшал сассине илтсе, пӳртрен Андрей амӑшӗ чупса тухрӗ.

— Тимӗр кӗреҫе ӑҫта пирӗн, анне? — ним пулман пек ыйтрӗ Разметнов.

Вӑл, вӗлернӗ кушака хӳререн йӑтса тӑраканскер, пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе илчӗ.

Карчӑк аллипе шарт ҫапрӗ, йӗре-йӗре кӑшкӑрашма пуҫларӗ:

— Ылханлӑ чунилли! Чӗррине, ниме те шеллеместӗн эсӗ! Сирӗншӗн, Макарпа иксӗршӗн, ҫынна вӗлересси те, кушака вӗлересси те — пурпӗрех! Ылханлӑ ҫынсем, вӗлерме хӑнӑхса ҫитнӗ те, эсир, табаксӑр пурӑнайман пек, вӗлермесӗр пурӑнаймастӑр та, унсӑр пурнӑҫ та йӗрӗнтерет сире!

— Но-но, ан шавла! — хаяррӑн пӳлчӗ ӑна ывӑлӗ. — Кушаксемпе халӗ ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех сывпуллаш! Пире, Макарпа иксӗмӗре, ан тӗкӗн. Пире тем-тем калама тытӑнсан, эпир унпа иксӗмӗр ытла хӗрсе кайма пултаратпӑр. Ыттисене пурӑнма паман тӗрлӗ паккӑҫа эпир — икӗ ураллӑ-и вӑл, тӑватӑллӑ-и, — пӗр йӑнӑшмасӑр перетпӗр. Ӑнланатӑр-и эсир, анне? Кӗрӗрех пӳрте. Пӳртре хумханӑр, кил картинче хумханса мана вӑрҫма эпӗ — ял Совет председателӗ — пачах ирӗк памастӑп сире.

Амӑшӗ ывӑлӗпе эрне хушши калаҫмарӗ, анчах амӑшӗ чӗнменни уншӑн лайӑх та пулчӗ: эрне хушшинче вӑл кӳршӗсен кушакӗсене пӗтӗмпех персе вӗлерчӗ, ҫавна пула хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсене нумай вӑхӑтлӑха хӑрушлӑхран ҫӑлчӗ. Пӗррехинче, ял Советне кӗрсен, Давыдов унран ҫапла ыйтрӗ:

— Сан таврара мӗн пӑшал сасси янӑрать унта? Кашни кун наганпа пенине илтетӗп. Халӑха мӗншӗн пӑшӑрхантаратӑн эсӗ? Персе пӑхмалла пулсан, ҫеҫен хире тух та, унта кӗрлеттер, капла аван мар вӗт, Андрей, факт!

— Кушаксене майӗпен тӗп тӑватӑп. — тӗксӗммӗн тавӑрчӗ Разметнов. — Пурӑнма памаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫӑтманскерсем!

Давыдов, тӗлӗнсе, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫ харшине ҫамка ҫинелле улӑхтарчӗ:

— Мӗнле кушаксене?

— Кирек мӗнлисене те. Чӑпаррисене те, хурисене те, улисене те. Куҫ умне мӗнли тӗл пулать, ҫавӑ манӑн.

Давыдовӑн ҫӳлти тути чӗтреме пуҫларӗ — ку вӑл каҫса кайсах кулса ярассинчен хӑтӑлма хӑтланнине пӗлтерекен паллӑ. Ҫакна Разметнов пӗлет, ҫавӑнпа вӑл пит-куҫне тӗксӗмлетрӗ, аллине сыхлануллӑн та шиклӗн малалла тӑсрӗ.

— Эсӗ, матрос, кулма тӑхта-ха! Эсӗ малтан мӗншӗн аплине пӗл.

— Мӗншӗн апла? — питне асаплӑн пӗркелентерсе, макӑрас пекех кулса ыйтрӗ Давыдов. — Заготживсырье енӗпе плана тултарайман пулӗ-ха? Мамӑк тирлӗ тискер кайӑк тирӗсене патшалӑха парасси вӑрах пулса пырать, ҫавӑнпа эсӗ ку ӗҫе хутшӑннӑ пулӗ-ха? Ох, Андрей! Ой, тӳсме пултараймастӑп… Кала хӑвӑртрах, атту кунтах, сан сӗтел хушшинчех вилетӗп…

Давыдов пуҫне аллисемпе тӗрелерӗ, ун ҫурӑмӗ ҫинче хул калаккисем сиккелеме пуҫларӗҫ. Ҫак самантра Разметнов, сӑпса сӑхнӑ пек сиксе тӑрса, кӑшкӑрса ячӗ:

— Ухмах! Хула ухмахӗ! Манӑн кӑвакарчӑнсем чӗп кӑлараҫҫӗ, чӗпписем кӗҫех ҫӑмартине сӑхаҫҫӗ акӑ, эсӗ — «Заготживсырье, мамӑклӑ тир пама тытӑннӑ…» Ҫак япала — ҫӑм, выльӑх чӗрни — мӗн тума кирлӗ мана? Ман патра кӑвакарчӑнсем пурӑнма тытӑнчӗҫ, вӗт эпӗ вӗсене кирлӗ пек сыхлатӑп. Халӗ ӗнтӗ ӑшу каничченех кулма пултаратӑн.

Каллех мӑшкӑлласа кулнине итлеме хатӗрленнӗ Разметнов хӑйӗн сӑмахӗсем Давыдова чӗре патне пырса тивессе кӗтнӗччӗ, анчах Давыдов шывланнӑ куҫне васкаса шӑлса илчӗ те тӗплӗн пӗлме тӑрӑшса, ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗнле кӑвакарчӑнсем? Ӑҫтан килнӗ вӗсем?

— Мӗнле кӑвакарчӑнсем, мӗнле кушаксем, ӑҫтан вӗсем… Мур пӗлет сана, Ҫемен, паян мана мӗншӗн ухмахла ыйтусем паратӑн эсӗ? — тарӑхса каларӗ Разметнов. — Ну, чип-чипер кӑвакарчӑнсемех, икӗ ураллӑ, икӗ ҫунатлӑ, кашнин — пӗрер пуҫ, тепӗр вӗҫӗнче кашнийӗнех хӳре пур, иккӗшӗн тумтирӗ те тӗкрен, урисене ним те тӑхӑнман, чухӑннине пула хӗлле те ҫара уранах ҫӳреҫҫӗ. Ҫитет-и сана?

— Эпӗ ун ҫинчен мар, ӑратлӑ-и вӗсем е ҫук-и, тесе ыйтатӑп. Ача чухне кӑвакарчӑнсем манӑн хамӑн та пулнӑ, факт. Вӗсем мӗнле йӑхран пулнине ҫавӑнпа пӗлесшӗн эпӗ: вертунсем-и е дутышсем-и, тен, манахсем е карликсем пулӗ? Ӑҫтан тупнӑ-ха эсӗ вӗсене?

Халӗ ӗнтӗ, уссине яката-яката, Разметнов хӑй кулкалама пуҫларӗ:

— Ют итемрен вӗҫсе килчӗҫ, апла пулсан, вӗсен «итем йӑхӗ» пулать, чӗнмесӗр вӗҫсе килнине илес пулсан, вӗсене, калӑпӑр, «аташуксем» е «ҫичӗ ютсем» теме юрать, мӗншӗн тесен, ман апатпа пурӑнаҫҫӗ, хӑйсене ҫиме ним те тупаймаҫҫӗ… Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсене хӑвна кӑмӑла каякан кирек епле йӑх ҫумне те хушма пултаратӑн.

— Мӗн тӗслӗ вӗсем? — халӗ ӗнтӗ пӗр шӳтлемесӗр ыйтрӗ Давыдов.

— Яланхи тӗслех, кӑвакарчӑн тӗслӗ.

— Мӗнле?

— Пиҫсе ҫитнӗ слива пек, ӑна алӑпа тӗкӗнмен чухнехи пек кӑвакрах, тӗтӗм евӗрлӗ.

— А-а-а, сӑрӑ-кӑваккисем, кулюккасем, — кӑмӑлсӑррӑн тӑсса каларӗ Давыдов. Ҫав самантрах аллине хыпаланса сӑтӑрса илчӗ. — Сарӑ-кӑваккисем те, тӑванӑм, калама ҫук чаплисем пулаҫҫӗ! Курас пулать вӗсене. Питӗ интереслӗ, факт!

— Кӗрсе тух, куратӑн, хӑна пулатӑн!

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн темиҫе кун иртсен, Разметнова урамра ача-пӑчасен ушкӑнӗ чарса тӑратрӗ. Вӗсенчен чи хӑюллӑраххи, чылай инҫере тӑраканни, ҫинҫешке сасӑпа:

— Энтри пичче, кушак тирӗ эсир хатӗрлетӗр-и? — тесе ыйтрӗ.

— Мӗ-ӗн?! — сиксе ӳкрӗ Разметнов ачасем еннелле. Лешсем, ҫерҫисем пек, пӑр! саланчӗҫ, анчах пӗр минут пек иртсен, каллех пӗр ушкӑна кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

— Кушаксем ҫинчен кам каларӗ сире? — ҫиллине шӑнараймасӑр ҫине тӑрса ыйтрӗ Разметнов.

Анчах ачасем шарламарӗҫ, пуҫӗсене усса, хутран-ситрен пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа, ҫул ҫинчи кӑҫал пуҫласа сивӗннӗ тусана урисемпе эрешлӗн йӗрлесе тӑчӗҫ.

Юлашкинчен чи малтан ыйту панӑ ачах хӑюлӑх ҫитерчӗ. Ырханкка хул пуҫҫийӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, вӑл ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:

— Эсир кушаксене пӑшалпа вӗлеретӗр тесе анне каларӗ.

— Вӗлеретӗп, анчах кушак тирӗ хатӗрлеместӗп вӗт-ха! Ку, тӑванӑм, тӗрлӗ япала.

— Вӑл ҫапла каларӗ те! «Вӗсене пирӗн председатель хатӗрленӗ чухнехи пекех перет. Пирӗн кушака та вӗлертӗрччӗ, атту вӑл кулуюккасене тустарать», терӗ.

— Ку, ывӑлӑм, пачах урӑх ӗҫ! — кӑшкӑрса ячӗ Разметнов, палӑрмаллах савӑннӑ пек пулса. — Апла, сирӗн кушак кӑвакарчӑнсене тустарать? Эсӗ кам ачи пулатӑн ҫак? Санӑн яту мӗнле?

— Манӑн атте Чебаков Ерофей Василич, мана Тимошка теҫҫӗ.

— Тимофейчик, мана хӑв килне ертсе кай-ха эппин.

Сан кушакна, аннӳ хӑй те килӗшет пулсан, халех кӑк! тӑватпӑр.

Чебаковсен кӑвакарчӑнӗсене ҫӑлса хӑварни Разметнова ни ӑнӑҫу, ни чап памарӗ, йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ… Шавлӑ ача-пӑча ушкӑнӗпе пӗрле Ерофей Чебаков килӗ патнелле васкамасӑр утнӑ май, Разметнов унта хӑйне питӗ аван мар япала кӗтме пултарасси ҫинчен шухӑшламарӗ те. Хӑй тавра ҫаврӑнкалакан ачасенчен хӑшин те пулин ҫара урине таптас мар тесе сыхланкаласа пусса, тӑкӑрлӑкран утса тухсанах, Чебаковсен крыльци ҫине карчӑк, Ерофей амӑшӗ, тухса тӑчӗ.

Вӑрӑм пӳллӗ, мӑнтӑр, пӑхма питӗ кӗрнеклӗ карчӑк, хаяррӑн пӑхкаласа, крыльца ҫинче лайӑх апатпа самӑрӑлса кайнӑ пысӑк сарӑ кушак аҫине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса тӑрать.

— Сывлӑх сунатӑп, асанне! — ватӑ хуҫа арӑмӗн ҫулне хисеплесе сӑпайлӑн сывлӑх сунчӗ те ӑна Разметнов, сӑрӑ ҫӗлӗкне пӳрнипе тӗксе илчӗ.

— Турра шӗкӗр. Мӗн тума килтӗн тата, хутор атаманӗ? Каласам, — хулӑн саспа тавӑрчӗ ӑна карчӑк.

— Кушак аҫи пирки килтӗм. Ачасем: вӑл кӑвакарчӑнсене тустарать, теҫҫӗ. Пар-ха ӑна кунта, эпӗ ӑна халех трибунал кӑтартатӑп. Ӑна, усала, ҫапла ҫырӑпӑр: «Приговор татӑклӑ, жалоба пама юрамасть».

— Кӑна эсӗ мӗнле правӑпа? Совет влаҫӗ кушаксене пӗтермелли саккун кӑларчӗ-им-мӗн?

Разметнов йӑл кулчӗ:

— Закон мӗн тума кирлӗ сана? Кушак аҫи тустарать пулсан, вӑл вӑрӑ-хурах, тӗрлӗ кайӑксене тӗп тӑвакан пулсан — ӑна пит хытӑ айӑпламалла, калаҫу ҫавӑ ҫеҫ кунта! Бандитсем пирки пӗр закон пирӗн: «революциллӗ право ӑнланӑвне тӗпе хумалла», вара — пулчӗ те! Кун пирки нумай лӑпӑртатса тӑмалли ҫук, кушак аҫине кунта пар-ха, асанне, эпӗ унпа кӑшт калаҫса пӑхам…

— Пирӗн кӗлетри шӑшисене кам тытӗ вара? Пирӗн пата ҫак вырӑна, тен, эсӗ кӗретӗн?

— Манӑн хамӑн вырӑн пур, эсӗ вара ӗҫсӗр ларатӑн, турра усӑсӑр кӗлтӑвас, турӑшсем умӗнче ҫурӑмна пустуях авас вырӑнне луччӗ шӑши тыт.

— Мана вӗрентме ҫамрӑк-ха эсӗ! — янратма пуҫларӗ карчӑк. — Ҫакнашкал юрӑхсӑр ҫынна пирӗн казаксем председателе епле суйлама пултарнӑ-ха! Манпа ӗлӗкхи саманара хуторти пӗр атаман та калаҫса татӑлма та, ним тума та пултарайманнине пӗлетӗн-и эсӗ?! Хӑвна хам кил картинчен мӗнле кӑларса сирпӗтнине те тӑкӑрлӑкра ҫеҫ тавҫӑрса илӗн!

Карчӑк ҫухӑрнине илтсе, кӗлет айӗнчен ула анчӑк чупса тухрӗ те хӑлхана ҫурмалла вӗрме пуҫларӗ. Крыльца умӗнче тӑракан Разметнов, ним пулман пек, пирус чӗркерӗ. Пирус пысӑкӑшне пӑхас пулсан, вӑл хӑй тӑракан вырӑнтан часах тапранас ҫукки палӑрмаллаччӗ. Пӗр шит тӑршшӗ те шӗвӗр пӳрне хулӑнӑш пируса тӗплӗн калаҫма чӗркерӗ вӑл. Анчах ӗҫӗ апла пулса тухмарӗ…

Разметнов лӑпкӑн та шухӑшлӑн калаҫма пуҫларӗ:

— Эсӗ тӗрӗс калатӑн, асанне! Казаксем мана председателе ухмах пуҫпа суйларӗҫ. «Казакӑн унӑн ӑсӗ кайра», тесе ахаль каламаҫҫӗ ҫав. Ҫак асапа тӳсме эпӗ хам та ӑс ҫитейменнине ҫеҫ килӗшнӗ… Анчах эсӗ ан хурлан председатель вырӑнӗнчен часах тухатӑп эпӗ.

— Тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ!

— Вӑхӑт ҫитнӗ, тетӗп ҫав, анчах халӗ, асанне, хӑвӑн кушак аҫипе сывпуллаш та ӑна манӑн председатель аллине пар.

— Эсӗ ахаль те хуторти кушаксене пӗтӗмпех персе вӗлернӗ; кӗҫех хуторта шӑшисем темӗн чухлӗ ӗрчесе кайӗҫ те акӑ чи малтан ҫӗрле сан чӗрӳне кӑшласа татӗҫ.

— Ҫук, пулаймӗ ун пек! — татӑклӑн тавӑрчӗ Разметнов. — Манӑн чӗрнесем питӗ ҫирӗп, вӗсене ҫыртса пӑхас пулсан, санӑн йыт аҫи те шӑлне хуҫӗ. Кушак аҫине парсам эсӗ, санпа сутлашса тӑма вӑхӑт ҫук манӑн. Хӗрес хур та ӑна — мана пар, алӑран алла.

Карчӑк, сылтӑм аллинчи шултра сыпӑллӑ хӑмӑр пӳрнисене чӑмӑртаса, пысӑк «мулкач» турӗ, сылтӑм аллипе вара кушак аҫине лешӗ хаяррӑн ҫухӑрса ямаллах пӑчӑртаса тытрӗ, кушакӗ чӑрмалама, урса кайнӑ пекех хӑрлатма пуҫларӗ. Разметнов хыҫӗнче стена пек тӑракан ачасем, мӑшкӑлласа, ихиклетсе илчӗҫ: вӗсем Разметнова кӑмӑллани куҫкӗретех паллӑ. Анчах хумханнипе, лӑпланма кушак аҫине лӑплантарса, карчӑк:
— Халех тухса кай кунтан, усал-тӗсел, ылханлӑ басурман! Ырӑпа тухса кай, атту эпӗ сана тем туса хурӑп! — тесе кӑшкӑрса ярсан, ачасем пурте команда пана пек шӑпланчӗҫ.

Разметнов, кӑтрашкаллӑ хаҫат хучӗн хӗррине чӗлхи вӗҫӗпе васкамасӑр, тимлӗн ҫула-ҫула, пирусне ҫыпӑҫтарчӗ, хӑй вара кӗрешме хатӗр карчӑк ҫине куҫ айӗпе чеен пӑхкаласа, мӑшкӑлчахлӑн кулкаласа тӑчӗ. Ҫылӑха пытарма ҫук ӗнтӗ, амӑшӗсӗр пуҫне, хуторти карчӑксемпе хирӗҫни ӑна темшӗн яланах хаваслантарса ярать, ҫитменнине тата килентерет те. Чылай ҫула ҫитнӗ пулсан та, унра казакла аскӑнлӑх, темле сыхланса юлнӑ тирпейсӗр хаваслӑх пӑтранать-ха. Ку хутра та вӑл хӑйӗн ырӑ мар йӑлине пӑрахмарӗ — пирусне икӗ хут ҫине-ҫинех ӗмсе илсе, кӑмӑллӑн та хӗпӗртенӗ пек ҫапла каларӗ:

— Мӗнле лайӑх сан сассу, Игнатьевна кинемей! Ӗмӗр-ӗмӗр итлесен те, итлесе тӑранман пулӑттӑм! Ҫимен, ӗҫмен пулӑттӑм, сана ҫеҫ иртен пуҫласа каҫчен кӑшкӑрттарнӑ пулӑттӑм… Ним калама та ҫук, тӗлӗнмелле лайӑх! Хулӑн, янравлӑ, шӑпах станицӑри ватӑ тиаккӑн е пирӗн колхозри Чечек текен ӑйӑр сасси пек. Паянтан пуҫласа эпӗ сана «Игнатьевна кинемей» мар, «Чечек кинемей» тесе чӗнӗп. Атя-ха, санпа ҫапла калаҫса татӑлар: халӑха пухӑва чӗнме кирлӗ пулса тухсан, эсӗ урам варрине тухса тӑрӑн та пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрӑн, ҫавӑншӑн эпир сана колхозран икшер ӗҫ кунӗ…

Разметнов сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗреймерӗ: урса кайнӑ карчӑк, кушак аҫине ӗнсе чиккинчен ярса тытса, арҫынла сулса ячӗ. Разметнов хӑранипе айккинелле сиксе ӳкрӗ, кушак аҫи, тӑватӑ урине чармакласа, симӗс куҫне вылятса, мекӗрленсе ҫухӑрса, ун умӗпе вӗҫсе иртрӗ, унтан ҫӗр ҫине ҫемҫен пырса ӳкрӗ те, тем пысӑкӑш хӳрине тилӗ пек саркаласа, пӗтӗм вӑйпа пахчаналла сирпӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн, вилесле ҫухӑрса, хӑлхисене силлентерсе, анчӑк чупрӗ, анчӑк хыҫҫӑн ахӑра-ахӑра ачасем ыткӑнчӗҫ… Кушак аҫине ҫатан урлӑ ҫил вӗҫтерсе каҫрӗ тейӗн, анчӑк, ҫавнашкал ҫӳлӗ карлӑк урлӑ сиксе каҫма пултарайманнипе, хӑй ҫӳрекен тахҫанхи шӑтӑкӗ патне тавран чупса кайрӗ; ачасем, кивӗ ҫатан ҫине пӗр харӑс сиксе улӑхса, ӑна йӑвантарса ячӗҫ.

Кушак аҫи хӑяр йӑранӗ, помидорпа купӑста тӗмӗсем хушшипе хӗрлӗ ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе чупрӗ, хӗпӗртесе ӳкнӗ Разметнов, чӗркуҫлене-чӗркуҫлене ларчӗ, чӗркуҫҫине аллипе ҫапа-ҫапа:
— Тыт ӑна! Тарать! Тыт, пӗлетӗп эп ӑна!.. — тесе кӑшкӑрчӗ.

Унтан Разметнов ӑнсӑртран крыльца ҫине пӑхса илчӗ те, унта тӑракан Игнатьевна карчӑк вӑйлӑн хӑпарса пусӑрнакан нӑх кӑкӑрне тытса каҫса кайсах кулнине курсан, тӗлӗнсе кайрӗ. Карчӑк пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗпе куҫне нумайччен шӑлчӗ, вара, ҫаплах кулма чарӑнаймасӑр, хыттӑн мар кӑна:

— Андрюшка Разметнов! Ҫӗмӗрнӗшӗн эсӗ-и, е санӑн ял Совечӗ мана ҫавах тӳлетӗр! Хӑв ертсе килнӗ вӑрӑ-хурахсем мӗн-мӗн таптанине каҫхине шута илетӗп те вара енчӗкне пушат!

Андрей крыльца патне утса пычӗ, карчӑк ҫине аялтан ҫӳлелле тилмӗрсе пӑхрӗ:

— Асанне, хамӑн председатель шалӑвӗнчен-и, е кӗркунне хамӑр пахчаран — пӗтӗмпех тӳлесе тататӑп! Уншӑн мана хӑвӑн кушак аҫи тустарнӑ кӑвакарчӑн чӗпписене пар. Манӑн хамӑн кӗҫех пӗр мӑшӑр кӑвакарчӑн чӗп кӑлармалла, эсӗ пӗр мӑшӑр парӑн, вара манӑн та хуҫалӑх пулӗ.

— Эсӗ вӗсене хуть пӗтӗмпех илсе кай. Пӗтӗм тупӑш та вӗсенчен манӑн чӑхсене выҫӑ хӑварнинче те вӗсен апатне ҫисе янинче кӑна.

Разметнов пахча еннелле ҫаврӑнса:
— Ачасем, чарӑнӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Тепӗр вунӑ минутран вӑл килелле уттарчӗ, анчах тӑкӑрлӑкпа мар, Шырланпуҫри ӗҫсӗр аптранӑ хӗрарӑмсем ан курччӑр тесе, айлӑмпа, ҫырма хӗррипе кайрӗ… Ҫурҫӗр енчен сулхӑн, сивӗ ҫил вӗрет. Пысӑк пӗсехеллӗ пӗр мӑшӑр ӑшӑ кӑвакарчӑн чӗппине вӑл ҫӗлӗкӗ ӑшне лартнӑ, ҫиелтен ӑна ваткӑллӑ пиншак аркипе витнӗ, хӑй, вӑрӑ пек, тавраналла йӑлт-ялт пӑхкалать, именчӗклӗн кула-кула илет, ҫил, ҫурҫӗртен вӗрекен сивӗ ҫил, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркине вӗлтӗртеттерет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней