Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кичемлӗх патшалӑхӗ

Автор: Александр Алга

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Добавлен: 2019.10.29 23:41

Предложений: 222; Слово: 4080

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Каҫ пулсан — океан ҫинче юмахри пек хула сасартӑк пӗлӗтелле ҫӗкленет, вӑл ҫап-ҫутах. Тӗттӗмре пиншер хӗлхем хӗмленсе те хӗрелсе йӑлкӑшать, вӑл тӗксӗм пӗлӗт ҫине тӗлӗнмелле хитре керменсен кӗрнеклӗ башнисен мӗлкисене тата тӗрлӗрен йӑлттам кӗленчесенчен тунӑ пуян ҫуртсемпе чиркӳсен мӗлкисене яр уҫҫӑн ӳкерет. Витӗр курӑнакан чӗнтӗр пек ҫулӑм сывлӑшра, ылттӑн эрешмен карти пек, вӗлтӗртетсе тӑрать; вӑл хӑйӗн тӗсне шыв ҫине ӳкерет те, хӑйӗн илемӗпе киленсе, тӗлӗрнӗ пек пулать. Юмахри пек ҫав ҫутӑ, вӑл йӑлкӑшнине ӑнланмалла мар, йӑлкӑшать вӑл, анчах ҫунтармасть. Унӑн вут-ҫулӑмлӑ хулан асамлӑ сӑнне пӗлӗтпе океан ҫине эрешлесе ӳкерекен чӗнтӗрӗ вӗлтӗртетнине пӑхса курма та йывӑр, аран ҫеҫ палӑрать вӑл, хӑй вара сӑмахпа калама ҫук илемлӗ. Хула ҫинче хӗрхӗлтӗш ҫулӑм хумханса тӑрать, шыв тӗкӗрӗ ҫинче вара вӑл шӑратнӑ ылттӑнӑн тӗлӗнтермӗш пӑнчисем евӗр курӑнать…

Ҫулӑм пек ҫутӑ выляни пуҫра тӗлӗнмелле ӗмӗтсем ҫуратать: лере, керменсен пӳлӗмӗсенче, ҫулӑм пек хӗрӳллӗ савӑнӑҫ йӑлтӑртатса ҫиҫсе тӑнӑ ҫӗрте, нихҫан та, никам та илтмен музыка шӑппӑн та мӑнаҫлӑн янӑранӑн туйӑнать. Унӑн пӗр тикӗс те сӑпайлӑ юхакан хумӗ ҫийӗпе, ҫунатлӑ ҫӑлтӑрсем евӗр, ҫӗр ҫинчи чи ырӑ шухӑшсем ярӑнаҫҫӗ. Ҫав таса шухӑшсем, ташӑри пек, пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнеҫҫӗ те, самантлӑх ыталашса илнӗ хушӑра, ҫулӑмлӑн ҫиҫсе илсе, ҫӗнӗ вут-ҫулӑм, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ.

Унта, ҫав кӑпӑш тӗттӗмре, океанӑн хумхавлӑ кӑкӑрӗ ҫинче, ылтӑнпа чечек тата ҫӑлтӑр яраписенчен тӗлӗнмелле явса тунӑ пысӑк сӑпка силленсе тӑрать пек — ҫав сӑпкара, ҫӗрле, хӗвел канать.

Хӗвел ҫынна пурнӑҫ тӗрӗслӗхӗ патне ҫывхартать. Ҫӗрле юмахри пек вут-ҫулӑм йӑлтӑртатнӑ пулсан, кӑнтӑрла вара ҫав вырӑнта пӗлӗтелле кармашнӑ шурӑ ҫуртсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Океан вӗрсе кӑларнӑ кӑвак тӗтре ӗнтӗ хулари пӑтранчӑк сарӑ тӗтӗмпе хутшӑнса кайнӑ, черченкӗ шурӑ ҫуртсем ӗнтӗ витӗр курӑнакан витӗнкӗҫпе пӗркеннӗ; вӗсем, юмахри сӑнсем пек, илӗртсе чӗтренеҫҫӗ, хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ те темле лӑплантарса яракан илем сунаҫҫӗ.

Лере, хыҫалта, хулан тӗтӗмпе тусан пуснӑ тӑваткал ҫурчӗсем йывӑррӑн ҫӗкленсе лараҫҫӗ, унта, пӗр чарӑнмасӑр, хулан тӑранма пӗлми выҫӑ та ҫӑткӑн ҫӑварӗ кӗрлесе-шавласа тӑрать. Ҫакӑ хайрӑлса тухакан сасӑ, сывлӑша, чуна ҫӳҫентерсе яраканскер, тата тимӗр хӗлӗхӗсем уласа янӑрашни, Ылтӑн хӑвачӗ пусмӑрланипе пурнӑҫ хурланса ахлатни, Сарӑ Шуйттан ахӑлтатса кулса тӑни, — ҫакӑ шӑв-шав ӗнтӗ хулан шӑршлӑ ӳт-тирӗ вараласа пӗтернӗ, лапчӑтса хунӑ ҫӗр ҫинчен ҫынна таҫта аякка хӑвалать. Ҫынсем океан хӗррине каяҫҫӗ: унта, вӗсене канӑҫпа шӑплӑх сунса, илемлӗ шурӑ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Вӗсем тӗксӗм шыва, ҫӗҫӗ пек, тарӑнӑн та ҫивӗччӗн касса кӗнӗ хӑйӑрлӑ сӑмсах ҫинче пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса лараҫҫӗ. Хӑйӑр хӗвел ҫинче ӑшшӑн йӑлтӑртатса выртать, ылтӑн пек йӑлкӑшать вӑл, ун тӑрӑх лартса тухнӑ витӗр курӑнакан ҫуртсем пир ҫине пурҫӑн ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем пек туйӑнаҫҫӗ. Калӑн, такам ҫав хӑйӑр тӑрӑх утса пынӑ та, ҫыран хӗрне ҫитсен, хӑйӗн чаплӑ тумне хум кӑкӑрӗ ҫине ывӑтса, шыва чӑмнӑ.

Ҫав кӑпӑш та чуна лӑпкакан тум патне пырса, ун ҫумне сӗртӗнес килет; унӑн хӑпартланса тӑракан пӗрмечисем ҫине выртса, пӗр сас-чӗвӗсӗр те хӑвӑрт вӗлтлетсе вӗҫекен шурӑ кайӑксем ҫине пӑхса, йӑлтӑр хӗвел панӑ шӑрӑхра тӗлӗрекен океанпа пӗлӗт ҫине пӑхса киленес килет.

Кӑна — Куни Айланд, теҫҫӗ.

Кашни тунтикун хула хаҫачӗсем вулакансене хӗпӗртесе ҫакна пӗлтереҫҫӗ:
«Ӗнер Куни Айландра300.000 ҫын пулнӑ, 23 ача ҫухалнӑ»…
…Куҫ умне Куни Айландӑн куҫа шартса яракан илемӗ тухса тӑриччен вӑрах вӑхӑт тусанлӑ та шӑв-шавлӑ урампа, унтан трамвай ҫинче Бруклин урамӗпе Лонг Айланд утравӗ тӑрӑх кайма тивет. Ҫын ҫак ҫутӑ хула умне пырса тӑрсассӑнах — суккӑрланса каять. Ун куҫне ҫӗршер пин сивлек те шурӑ ҫутӑ пайӑркисем ӳкеҫҫӗ; ҫакӑ йӑлтӑрти хӗлхемре вара вӑл вӑрахчен ним ӑнланми пулса тӑрать; ун тавра — пур япаласем те кӑпӑк пек ҫулӑмпа пӗрле чӑрсӑррӑн варкӑшса тӑраҫҫӗ, пур япаласем те ялтӑртатаҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ. Ҫын сасартӑк антраса каять, ҫав ҫутӑ ун ӑс-тӑнне лапчӑтса хурать, пуҫри шухӑшне пӗтерсе лартать, вара вӑл хӑй таврари ҫын ушкӑнӗн пӗр татӑкӗ ҫеҫ пулса тӑрать. Ҫынсем, ӳсӗрӗлнӗ пек, йӑлтӑртатакан ҫутӑсем айӗпе таҫталла ирӗксӗр сулланаҫҫӗ. Пуҫ мимине тӗтре йӗпленсе кӗрет, тем кӗтсе ҫӑткӑнланса ӗмӗтленни чуна, нӳрӗ шӑналӑкпа витнӗ пек, ҫӳҫентерсе илет. Йӑлтӑрти ҫутӑпа анранӑ ҫын кӗтӗвӗ ҫаплах, пӑтранчӑк шыв юхӑмӗ пек, пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа тӑракан хускалми кӳлӗ пек, ҫутӑ енне туртӑнать.

Кирек ӑҫта та пӗчӗк лампӑсем сиввӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсене кашни юпа, кашни стена ҫумне, кашни кантӑк ҫине ҫакса тултарнӑ, вӗсем электростанцин ҫӳлӗ труби ҫийӗпе тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлаҫҫӗ, кашни ҫурт тӑрринчех ҫунаҫҫӗ, ҫын куҫне ҫивӗч йӗппе тирнӗ пек чӑрмалаҫҫӗ, ҫынсем вара куҫӗсене хӗсеҫҫӗ те, анкӑн-минкӗн кулкаласа, ҫыхланнӑ сӑнчӑрӑн йывӑр йӑлмакӗсем пек, ҫӗр тӑрӑх ерипен-ерипен сулланаҫҫӗ…

Хавхалану та, савӑнӑҫ та ҫук ҫӗрте тӗлӗннипе аптраса ӳкнӗ ушкӑнти ҫынна хӑй ӑҫта иккенне пӗлме питӗ йывӑр. Ҫухалса кайман ҫын, хӑйне хӑй тупнӑ ҫын, ҫак миллион ҫутӑ — йӑлтах ҫарамаслантаракан салхуллӑ ҫутӑ — мӗн ҫуратнине, ҫав ҫутӑ вара, йӗри-тавра илем пуррине систеренҫи пулса, пур ҫӗрте те ухмахла кичемлӗхпе ирӗксӗрлӗхе уҫса кӑтартнине курать. Инҫетрен пӑхсан юмахри пек курӑнакан хула халь ӗнтӗ кукӑр-макӑр йывӑҫ пек тухса тӑрать; ҫурчӗсем унӑн питӗ васкаса, йӳн хакпа тунӑ пек курӑнаҫҫӗ. Ачасене выляса киленме тунӑ, тейӗн. Ачасем ашкӑннипе аптраса ҫитнӗ ватӑ педагог вӗсене юриех, ача-пӑчана вылямалли япаласемпе илӗртсе те пулин, итлеме, лӑпкӑ пулма вӗрентес тесе туса лартнӑ, тейӗн. Вуншар шурӑ ҫурт пӗр-пӗринчен хӑйсен килпетсӗрлӗхӗпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗрин ҫумӗнче те илем тени ҫук. Йывӑҫ ҫуртсем вӗсем, хӑйпӑнса ӳкекен шурӑ сӑрпа сӑрланӑскерсем, пурте ӳт-тир чирӗпе асапланаҫҫӗ, тейӗн. Ҫӳлӗ башньӑсемпе лутра колоннадӑсем, икӗ тӳрӗ йӗр пулса, пӗр-пӗрине илемсӗррӗн хӗссе тӑраҫҫӗ. Вӗсене пурне те йӑлкӑшакан ҫутӑ ҫарамаслантарса ҫаратса кайнӑ; кирек ӑҫта та — ҫутӑ, мӗлке таврашӗ ниҫта та ҫук. Кашни ҫурт, темрен тӗлӗннӗ ухмах пек, ҫӑварне карса ларать, вӗсен ӑшӗнче — пӗлӗт пек тӗтӗм, йӗс трубасем ҫухӑрса нӑйкӑшни, орган ҫухӑрашни тата ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем. Ҫынсем ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, табак туртаҫҫӗ.

Анчах ҫынна илтеймӗн унта. Сывлӑшра — хунарти ҫутӑ пӗр кӗвӗллӗн юхса чӑшӑлтатни илтӗнет; ҫӑтӑр-ҫатӑр музыка, органӑн йывӑҫран тунӑ чӗлӗхӗсем ыйткалакан сассипе юрлаҫҫӗ, тата пӗҫерме лартнӑ апат-ҫимӗҫӗн пӗр чарӑнми шӑхравлӑ ҫинҫе сасси. Ҫаксем пурте куҫа курӑнми сасӑпа, туртӑнса таракан хулӑн хӗлӗх сассипе хутшӑнса каяҫҫӗ, эхер те ҫак шӑв-шава ҫын сасси кӗрсе каяс пулсан, вӑл хӑра-хӑра пӑшӑлтатса калаҫнӑ пек кӑна илтӗнӗччӗ. Йӗри-тавралӑх пӗтӗмпех, хӑйӗн килпетсӗр ӳтне ҫарамаслантарса, намӑссӑрланса, ҫиҫсе-ҫуталса тӑрать.

Чуна хӗрӳллӗ кӑмӑл ыталаса илет, чӗп-чӗрӗ те хӗп-хӗрлӗ, чечекленекен ҫутта курас кӑмӑл ҫӗкленет; ҫав ҫутӑ ҫынсене хӑлхана ыраттаракан, куҫа йӑмӑхтаракан нумай тӗрлӗ кичемлӗхрен хӑтартӑрччӗ, тетӗн… Ҫак мӗнпур илеме чӗртсе ярса, тӗрлӗ тӗспе ялкӑшакан ҫулӑмсен харсӑр вӑййинче урса кайса, савӑнӑҫлӑн ташлас, кӑшкӑрас та юрлас килет, ҫав чуна лӑплантаракан вилӗ илемсене пӗтерекен ӗҫкӗ-ҫикӗре пулас килет…

Ҫак хула тыткӑнӗнчи ҫынсем — чӑнах та ҫӗршер пинӗн. Ҫумма-ҫумӑн хӗсӗнсе ларакан шурӑ ҫуртсемпе тӑках тулнӑ тем пысӑкӑш площадьре тата ҫуртсен мӗнпур пӳлӗмӗсенче ҫав ҫынсем, хура шӑна ушкӑнӗ пек, вӗркӗшеҫҫӗ. Ҫие юлнӑ хӗрарӑмсем хӑйсен йывӑр хырӑмӗсене ҫырлахнӑ кӑмӑлпа ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ. Ачасем, ҫӑварӗсене карса, чӗнмесӗр утаҫҫӗ; ҫутӑ йӑмӑхтарса суккӑрлатнӑ куҫӗсемпе вӗсем йӗри-тавралла ҫав тери тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Ҫапла пӑхнӑшӑн вӗсене хӗрхенес килет. Чӗре ыратса каять. Ҫав хӑйсем илем вырӑнне хурса пӑхакан йӗрӗнчӗк тавралӑх вӗсен чунне чӑлахлатать вӗт-ха. Арҫынсен хырса якатнӑ пичӗсем, мӑйӑхсӑрскерсем, пурте тӗлӗнмелле пӗр евӗрлӗ, — питсем ҫинче нимӗнле хускану та ҫук. Арҫынсенчен нумайӑшӗ кунта хӑйсен арӑмӗсемпе, ачи-пӑчисемпе тухнӑ та хӑйсене хӑйсем ҫемйисене ырӑ тӑвакансем пек туяҫҫӗ: кур — ҫемйисене вӗсем ҫӑкӑр ҫеҫ мар параҫҫӗ, куҫа йӑмӑхтаракан тӗлӗнмелле япаласем те кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене хӑйсене те кӑмӑла каять ҫак ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ, анчах хӑйсен туйӑмне палӑртма вӗсем пӗчӗк ачасем мар ӗнтӗ — пысӑк ҫынсем, ҫавӑнпа та вӗсем ҫӳхе тутисене пурте пӗр евӗрлӗ чӑп тытнӑ та, куҫӗсене хӗссе, нимӗнпе тӗлӗнтерме ҫук ҫынсем пек, куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ. Анчах та ҫав лӑпкӑлӑх — ҫиелтен пӑхма ҫеҫ; ӑна-кӑна курнӑ ҫын куҫӗнче хулан мӗнпур киленӗҫне тутанас вӑйлӑ кӑмӑл туйӑнсах тӑрать. Акӑ, хайхи пӑхма йӗркеллӗ ҫынсем, темрен йӗрӗннӗ пекрех кулса, ҫав хушӑрах, кӑмӑлӗсем ҫырлахнине палӑртса йӑлкӑшакан куҫсен хӗмне пытарса, электричествӑпа ҫаврӑнакан карусель лашисем ҫине е слонӗсем ҫине утланса лараҫҫӗ, утланса лараҫҫӗ те, урисене сулла-сулла, чун сӳлетмелле киленӗҫе кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ рельсӑсем тӑрӑх вӗҫтерсе пырасса, пӗр ухлатса ҫӳлелле ҫӗкленсе каясса, пӗр шӑхӑрттарса аялалла вӗҫсе анасса кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑн пек кӗрлеттерсе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсем пурте каллех сӑн-пит тирне карӑнтараҫҫӗ, урӑх киленӗҫсем патнелле утаҫҫӗ.

Киленӗҫсем шутсӑрах нумай: авӑ тимӗр башня тӑрринче икӗ вӑрӑм та шурӑ ҫунат ерипен сулланкаласа тӑрать, ҫунатсен вӗҫӗнче читлӗхсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, читлӗхсенче — ҫынсем. Пӗр ҫуначӗ йывӑррӑн пӗлӗтелле ҫӗкленсе кайсан — читлӗхри ҫынсен сӑн-пичӗсем тӗксӗмленеҫҫӗ те, хӑйсем вара ҫаврака куҫӗсемпе аялалла — хӑйсенчен уйрӑлса юлакан ҫӗр ҫинелле чӗнмесӗр, ҫӳҫенсе пӑхаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр ҫунат вӗҫӗнче, асӑрханса тенӗ пек аялалла анакан читлӗхре, ҫынсен пит-куҫӗсем йӑл-кулӑпа чечекленеҫҫӗ, кӑмӑлӗсем ҫырлахнипе вӗсем ҫуйӑхса илеҫҫӗ. Ҫав ҫуйӑху — тирӗнчен тытса сывлӑшра йӑтса тӑнӑ хыҫҫӑн урайне антарнӑ йыта ҫури савӑннипе вӗрсе янине асилтерет.

Тепӗр башня тӑрри тавра, сывлӑшра, кимӗсем ҫаврӑнаҫҫӗ; виҫҫӗмӗш башни, хӑй тӗллӗн ҫаврӑнса, тимӗртен тунӑ темле баллонсене хускатать, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш — вӗсем пурте ҫаврӑнаҫҫӗ, йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑйсен сивлек ҫутисемпе ҫынна илӗртсе йыхӑраҫҫӗ. Тавралӑх йӑлтах ярӑнса-силленсе тарать, ҫуйӑхать, кӗмсӗртетет, ҫынсен пуҫӗсене ҫавӑрать, кӑмӑлӗсене ҫырлахтарса кичемлетсе ярать, вӗсен пуҫ мимисене арпашӑнса вӗлтӗртетекен ҫаврӑнӑҫпа тата ҫутӑсен йӑлтрипе ывӑнтарса ҫитерет. Ҫутӑ куҫсем, йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ йывӑҫ айӗнче юнне ҫухатса шурса кайнӑ пуҫ мими пек, тата ытларах ҫуталса каяҫҫӗ. Кичемлӗх вара, хӑйне хӑй курайманнипе тӑвӑнса ҫитсе, ҫаврӑнать, ҫаврӑнать те ерипен, вуншар пин пӗр евӗрлӗ хура ҫынсене салхуллӑ ташша сӗтӗрсе кӗрет, е ҫил пек — урамри ҫӳп-ҫапсене пӗр купана пуҫтарса, унтан каллех салатса, каллех пуҫтарса, ҫивӗч вӗрекен ҫил пек, шӑлса ывӑтать…

Ҫуртсенче те ҫынсене каллех киленӗҫсем кӗтеҫҫӗ, анчах кунта ҫав киленӗҫсем урӑхла, вӗсем ҫынна вӗрентеҫҫӗ. Кунта ҫынсене Тамӑк кӑтартаҫҫӗ; Тамӑкра йӗркесем ҫирӗп, асаплантармалли мелсем нумай тӗрлӗ, унта ҫынсене, хӑйсемшӗн тунӑ таса законсене пӑсакан ҫынсене кӗтеҫҫӗ…

Тамӑкне хурапа хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ папье-машерен тунӑ, ун ӑшне вут-ҫулӑм тивмен япалапа темле ҫӑвӑн ҫӑра та йӗрӗнчӗк шӑрши тулнӑ. Тамӑка ҫав тери начар тунӑ, — вӑл ытлашши укҫа тӑман ҫынна та йӗрӗнтерме пултарӗ. Вӑл хӗрлӗрех сӑнлӑ ту чакӑлӗ пек. Унта урлӑ та пирлӗ, йӗркесӗр сапаланса чулсем выртаҫҫӗ. Пӗр чулӗ ҫинче, куҫне мӑчлаттарнипе хӑйӗн ырхан та хӗрхӗлтӗм питне тискерлетсе, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑ Сатана ларать; вӑл, тупӑшлӑ ӗҫ тунӑ ҫын пек, аллине сӑтӑркалать. Ӑна ларма питӗ кансӗр пулас — хутран тунӑ чул ҫӑтӑртатса силленет, анчах та вӑл, хӑйӗн кукӑр ури вӗҫӗнче, аялта, шуйттансем ҫылӑха кӗнӗ ҫынсене хӗненине асӑрхаса ларнӑ пирки, ҫавна сисмест те пулмалла.

Акӑ, хӗр ҫӗнӗ шлепке туяннӑ та кӑмӑллӑн та савӑнӑҫлӑн тӗкӗр витӗр пӑхать. Анчах хыҫалтан ун патне пысӑках мар икӗ шуйттан, питӗ выҫӑхса ҫитнӗскерсем пулас, йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ӑна хул айӗнчен ярса тытаҫҫӗ, вӑл ҫухӑрать — анчах кая юлчӗ. Шуйттансем ӑна тӗпсӗр шӑтӑка анса каймалли вӑрӑм та яка валака хураҫҫӗ; шӑтӑкран кӑвак пӑс йӑсӑрланса тухать, хӗрлӗ хутран тунӑ ҫулӑм чӗлхисем ҫӗкленеҫҫӗ, хӗрӗ вара, тӗкӗрӗ-шлепки-мӗнӗпех месерле выртса, валак тӑрӑх ҫав шӑтӑка анса каять. Ҫамрӑк каччӑ пӗр стакан эрех ӗҫет, — шуйттансем ӑна та ҫавӑнтах, ҫав шӑтӑках, тӗпсакайне антарса яраҫҫӗ.

Тамӑкра пӑчӑ, шуйттансем вӗтӗ те имшеркке, вӗсене хӑйсен ӗҫӗ ҫав тери ывӑнтарса ҫитернӗ пулас, вӗҫӗмсӗр пыракан пӗр евӗр ӗҫ тата унӑн курӑнсах тӑракан усӑсӑрлӑхӗ тарӑхтарать вӗсене, ҫавӑнпа та вӗсем ҫылӑха кӗнисемпе ытлашши чӑрманмаҫҫӗ — тытаҫҫӗ те, пуленке ывӑтнӑ пек, валака пӑрахаҫҫӗ. Пӑхатӑн та вӗсем ҫине:
— Ҫитет ухмахланма! Пӑрахӑр ӗҫӗре, атьсемӗр! — тесе кӑшкӑрса ярас килет.

Пӗр хӗр хӑйпе калаҫса тӑракан ҫын кошелёкӗнчен темиҫе манит кӑларса илет, — шуйттансем ӑна ҫав самантрах ярса тытаҫҫӗ те, Сатана телейне, пӗтерсе те хураҫҫӗ; лешӗ — Сатани — савӑнса, урисене сулласа ларать, йӗрӗнчӗклӗн ихӗлтетет. Шуйттансем ҫав ӗҫсӗр ҫине ҫилленсе куҫ хӳрипе пӑхаҫҫӗ те, ӑнсӑртран — ӗҫпе е курас килнипе — тамӑка пырса кӗрекенсене пурне те ҫулӑмлӑ шӑтӑка хаяррӑн вӑркӑнтараҫҫӗ…

Ҫынсем ҫав айкашусем ҫине чӗнмесӗр, кирлӗ япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Залра — тӗттӗм. Пӗр сатур каччӑ, кӑтра ҫӳҫлӗскер, хулӑн пиншак тӑхӑннӑскер, сцена ҫинелле кӑтартса, салхуллӑ сасӑпа сӑмах калать.

Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…

Ун сӑмахӗ ҫывӑрттарса ямалла кичем, вӑл хӑй те проповедниксем хӑйне калама хушнӑ пек, шӑп та шай ҫавӑн пек пурӑнма кирлине ӗненмест пулмалла.

Ҫылӑхлисен чунне тӳрлетмелли мыскара тӑвакан хуҫасем ҫине ирӗксӗрех ҫапла кӑшкӑратӑн:
— Господа!
Эсир, касторка ҫӑвӗн вӑйӗпе те пулин, мораль тени этем чунне тӳрлеттӗр тетӗр пулсан, — мораль проповедникӗсене нумайрах тӳлес пулать!

Ҫак хӑрушӑ истори вӗҫленнӗ самантра хайхи ҫӗр шӑтӑкӗнчи кӗтесрен йӗрӗнмелле илемлӗ ангел тухать. Ӑна тимӗр пралук ҫине ҫакса янӑ та, вӑл, ылттӑн хутпа эрешленӗ йывӑҫ шӑхличне ҫӑварне хыпса, хайхи шӑтӑк тӑрӑх, сывлӑшра шуса ҫӳрет. Сатана, ӑна курсан, ҫылӑхлисем хыҫҫӑн, кӑрттӑш пулӑ пек, шӑтӑка чӑмать, тем кӗреслетни илтӗнсе каять, хутран тунӑ чулсем пӗр-пӗрин ҫине тӳнеҫҫӗ, шуйттансем вара, ӗҫ пӗтнипе савӑнса, канма чупаҫҫӗ, — чаршав хупӑнать. Ҫынсем тӑраҫҫӗ те тухса каяҫҫӗ. Хӑшӗсем, хӑюллӑраххисем, кулаҫҫӗ, нумайӑшӗсем хӑйсене тӑн-тӑн тытаҫҫӗ, Тен, вӗсем:
«Тамӑкра ҫаплах ирсӗр пулсан, — ҫылӑха кӗме кирлех мар пуль ҫав», тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Малалла каяҫҫӗ. Тепӗр ҫуртра вӗсене «Леш тӗнче» кӑтартаҫҫӗ. Ку пысӑк учреждени, ӑна та папье-машеренех тунӑ, вӑл вилнисен ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ чунӗсем сулкаланса ҫӳренӗ вырӑна, шахтӑсене кӑтартса парать. Леш чунсене куҫ хӗсме пулать, анчах чӗпӗтме юрамасть, ку ӗнтӗ — чӑннипех ҫапла. Вӗсене тӗксӗм ҫӗр айӗнчи хушӑкра — нӳрӗ те сивӗ сывлӑш ҫапнӑ кӑтрашкаллӑ стенасем хушшинче — питӗ кичем пулас. Хӑшпӗр чунсем йӗрӗнмелле ӳсӗреҫҫӗ, теприсем, сарӑ сурчӑкӗсене ҫӗре сура-сура, чӗнмесӗр табак чӑмлаҫҫӗ; пӗр чунӗ, кӗтесри стена ҫумне таянса, сигара туртать…

Хӑйсем патӗнчен иртсе пынӑ чух, вӗсем тӗссӗр куҫӗсемпе питрен пӑхаҫҫӗ те, тутисене пӑчӑртанӑн тытса, аллисене леш тӗнчери кӑвакарнӑ ҫӗтӗк-ҫурӑк хутламне пытараҫҫӗ. Выҫӑ хӑйсем, ҫав мӗскӗн чунсем, вӗсенчен нумайӑшӗ ревматизмпа асапланать пулас. Ҫынсем вӗсем ҫине чӗнмесӗр пӑхаҫҫӗ те, нӳрӗ сывлӑш ҫӑта-ҫӑта, хӑйсен чунӗсене тӳсме ҫук йывӑр кичемлӗх ӑшне путараҫҫӗ, ҫав кичемлӗх, кӗтессе пӑрахнӑ кӑшт ҫеҫ мӑкӑрланса выртакан йӗпе те вараланчӑк тутӑр татки пек, шухӑша сӳнтерсе хурать…

Тата тепӗр ҫуртра хаваслансах «Пӗтӗм тӗнчене шыв илнине» кӑтартаҫҫӗ, ӑна, пурте пӗлеҫҫӗ, ҫынсене ҫылӑхсемшӗн наказани пама шухӑшласа кӑларнӑ…

Мӗн кӑна кӑтартмаҫҫӗ ҫак хулара, вӗсен пурин те пӗр тӗллев: ҫынсене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн вилсен мӗн кӗтсе тӑнине кӑтартасси, вӗсене ҫӗр ҫинче лӑпкӑн та законсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнма вӗрентесси…

Кирек ӑҫта та пӗр проповедь:
Юрамасть!

Мӗншӗн тесен курма пыракансенчен пуринчен нумайӑшӗ — рабочи халӑх…

Анчах — укҫа ҫапас пулать, ҫавӑнпа ҫутӑ хулан вӑрттӑнрах кӗтессисенче, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи пекех, аскӑнчӑк суялӑхпа ултавран йӗрӗнсе ахӑлтатать. Паллах, ҫав аскӑнлӑха — витӗнтернӗ; паллах, — вӑл кичем, мӗншӗн тесен вӑл та «халӑхшӑн». Вӑл — лайӑх тупӑш илме тесе тунӑ предприяти, ӑна ҫыннӑн ӗҫ укҫине кӗсйинчен ҫаратма тунӑ, ҫавӑнпа та вӑл, ылтӑна хапсӑнса ҫунаканскер, ҫак йӑлтӑртатса тӑракан кичем пурнӑҫ шурлӑхӗнче виҫӗ хут ирсӗр те йӗрӗнчӗк… Вӑл халӑха хӑй патне туртать…

… Халӑх, темле ҫӑра шыв юхӑмӗ пек, икӗ рет ларса тухнӑ яр ҫутӑ ҫуртсем хушшипе юхать, ҫуртсем ӑна хӑйсен выҫӑ ҫӑварне ҫӑтса яраҫҫӗ. Сылтӑмран, ҫынсене ӗмӗрлӗх асаппа хӑратса:
— Ҫылӑха ан кӗр! Пӗтетӗн! — тесе пӗр сасӑ ӳкӗтлет.
Сулахайра, ташламалли аслӑ залра, хӗрарӑмсем ӳркевлӗн ҫаврӑнаҫҫӗ, унтан:
— Ҫылӑха кӗр! Ырӑ… — тени пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнсе тӑрать.
Ҫутӑсен йӑлтӑрккипе суккӑрланнӑ халӑх, ҫиҫсе тӑракан йӳнӗ те ӗлккен сӑнсем илӗртнипе, шӑв-шавпа ӳсӗрӗлнӗскер, кичем пусса илнӗ ташӑ-вӑйӑра ӳркевлӗн ҫаврӑнкалать те, суккӑрскер, икӗ пая уйрӑлса, хаваслансах е сулахая — ҫылӑх енне, е сылтӑмалла — «тасалӑх» тӗлӗшпе проповедь пыракан ҫуртсем еннелле каять.

Ҫакӑн пек, хӑй ирӗксӗр ҫӳрени ӑна анратса ҫитерет, ку вара моральпе суту-илӳ тӑвакансене те, аскӑнлӑх сутакансене те пӗр пекех усӑллӑ.

Пурнӑҫа ҫапла тунӑ: халӑх ултӑ кун ӗҫлет, ҫиччӗмӗш кунне ҫылӑха кӗрет, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те тӳлет, ҫылӑхӗсене каҫарттарнӑшӑн та тӳлет, — ҫак анчах.

Ҫиллентернипе хаярланса кайнӑ вуншар пин ҫӗлен пек, ҫутӑсем чӑшлатаҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе эрешмен карти пек каркаланнӑ ҫуртсен серепине лекнӗ ҫынсем, хура шӑна ушкӑнӗ евӗр, вӑйсӑррӑн, салхуллӑн сӗрлеҫҫӗ те ерипен хускалаҫҫӗ. Васкамасӑр, яп-яка хыртарнӑ пит ҫине кулӑ кӑлармасӑр, вӗсем кашни алӑкран ӳркевлӗн кӗре-кӗре каяҫҫӗ, тискер кайӑксен читлӗхӗсем умӗнче вӑрахчен тӑраҫҫӗ, табак чӑмлаҫҫӗ, сураҫҫӗ.

Пысӑк читлӗх ӑшӗнче темле ҫын, револьвертен пере-пере, ҫинҫе саламатпа ним хӗрхенми хӗне-хӗне, бенгальск тигрӗсене хӑваласа ҫӳрет. Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет. Анчах та ҫын вӗсене тӳрех куҫран перет те, авӑрламан патронӑн хытӑ сасси тата касса ыраттаракан саламат тискер кайӑкӑн вӑйлӑ та ҫинҫе кӗлеткине читлӗх кӗтессине хӗссе хурать. Ҫилленсе ҫитнипе чӗтрекенскер, хӑй вӑйне кура ниҫта кайса кӗрейми тунсӑхласа, мӗскӗне юлнӑ пирки асапланнипе сывлӑш ҫавӑрайми пулса, тыткӑна лекнӗ тискер кайӑк пӗр секундлӑха кӗтесре вилнӗ пек лӑпланса тӑрать, ӑссӑрланнӑ куҫсемпе пӑхать, ҫӗлен евӗр хӳрине вӑйсӑррӑн сулкаласа, пӑхать…

Ҫӑмӑл хускалма пултарнӑ ӳт хытса пӗр кумкка пулать, чӗтрет; вӑл ӗнтӗ сывлӑша вӗҫсе сикме, саламатлӑ ҫыннӑн ашне чӗрнисемпе чӗрмелеме, ҫынна ҫуркаласа тӑкма, вӗлерме хатӗр…

Кайри урисем, пружина пек, чӗтренсе илеҫҫӗ, мӑйӗ тӑсӑлать, симӗс куҫ шӑрҫисенче савӑнӑҫ хӗлхемӗсем юн пек хӗрлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Пӑхӑртан шӑраткаласа тунӑ пек сарӑ пӑнчӑ питсем, пурте пӗр евӗрлӗскерсем, тата ҫав сӑн-питсенчи тем кӗтсе тӑракан тӗссӗр те сивӗ куҫсем тискер кайӑк ҫине читлӗх тулашӗнчен ҫӗршерӗн шӑтарас пек ухмахла пӑхаҫҫӗ.

Ҫынсен сӑн-пичӗсем хускалмаҫҫӗ, вилнӗ ҫыннӑнни пек хӑрушла пулса кайнӑ вӗсем, сӑн-питсем кӗтеҫҫӗ, — ҫынсем юн курасшӑн, вӗсем ҫавна кӗтеҫҫӗ, тавӑрас тесе мар, тахҫанах парӑнтарнӑ тискер кайӑк пек, пӗр курас килнипе анчах.

Тигр пуҫне хутлатать, куҫне салхуллӑн чарса пӑрахать те, тавӑрас кӑмӑлпа ҫуннӑ ӳтне сасартӑк пӑрлӑ ҫумӑрпа ҫапнӑ пек, пӗтӗм кӗлеткипе, лӑпкӑн ҫеҫ хумханса, каялла чакать.

Ҫын перет, саламатне шӑхӑртать, кӑшкӑрашать, ухмах пек, — ҫапла кӑшкӑрашнипе вӑл тискер кайӑкран вилеслех хӑранине пытарма тӑрӑшать. Ҫав тискер кайӑка мӗнпе те пулин ытлашши тарӑхтарса ярасран та хӑрать вӑл. Ҫын тискер кайӑк хӑй ҫине халь-халь сиксе ларса тӑрмаласа тӑкасса кӗтет, анчах лешӗ ҫын урлӑ та пирлӗ сиккеленине лӑпкӑн та киленсе пӑхать. Ҫын кӗтет — хӑй те чухлаймасть вӑл мӗн кӗтнине, ун ӑшӗнче авалхи инстинкт вӑраннӑ, вӑл сывлать, кӗрешӳ ыйтать, икӗ ӳт пӗр-пӗринпе тытӑҫса ӳксе, юн пӗрхӗнсе тухсан, клетка тӗпне, пӑсланса, таткаласа тӑкнӑ этем ӳчӗ ыткӑнсан, хӑрлатнӑ тата кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсен, унӑн киленсе чӗтренсе илес килет…

Анчах выльӑх пуҫ мими ӗнтӗ чарса тӑракан, хӑрушлӑхран сыхланма хушакан наркӑмӑшпа сӗткенленнӗ, ҫын ушкӑнӗ юн курасшӑн, анчах хӑрать, курасшӑн та, курасшӑн мар та вӑл, ҫапла хӑй ӑшӗнче курӑнми кӗрешӳ пынӑ пирки вӑл чуна пырса тивекен киленӗҫ туять, вӑл — пурӑнать.

Ҫын мӗнпур тискер кайӑксене хӑратрӗ, тигрсем клетка ӑшнелле, таҫта шалалла лӑпкӑн чупса кӗрсе каяҫҫӗ, унӑн ӗнтӗ, тарланӑскерӗн, паянлӑха чӗрӗ юлнипе ҫырлахнӑскерӗн, шурса кайнӑ тутисем кулаҫҫӗ, хӑй, тутисем чӗтреннине пытарас тесе, пӑхӑр питлӗ ушкӑна, турра пуҫҫапнӑ пек, пуҫ таять.

Ушкӑн мӗкӗрет, алӑ ҫупать те, хура кумккасене сапаланса, йӗри-тавралла кичемлӗх кӳрекен путкӑҫ-шурлӑха шӑвӑнса кӗрсе каять…

Ҫынпа тискер кайӑксем кӗрешнине пӑхса киленнӗ хыҫҫӑн, выльӑхсем тата мӗн те пулин тӗлӗнмелли япала шырама каяҫҫӗ. Акӑ — цирк. Ҫаврака арена варринче тӑракан темле ҫын хӑйӗн вӑрӑм урисемпе икӗ ачана сывлӑша ывӑтса ярать. Ачисем сывлӑшра, ҫунат хуҫнӑ икӗ шурӑ кӑвакарчӑн пек, вӗлтӗртетеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсем ун урисенчен вӗҫерӗнеҫҫӗ те ҫӗре ӳкеҫҫӗ, вара, ашшӗн е хуҫин юнпа тӑртӑннӑ сӑн-пичӗ ҫине шикленсе пӑхса илеҫҫӗ те, каллех сывлӑшра ҫаврӑнаҫҫӗ. Арена йӗри-тавра ушкӑн тӑрать. Пӑхаҫҫӗ. Ача артист уринчен вӗҫерӗнсе ӳксен, вараланчӑк кӳлленчӗкри ыйхӑ пуснӑ шыва ҫил чӗтретсе илнӗ пек, пурин сӑн-пичӗсем ҫинче те хаваслӑх ҫути чӗтренсе илет.

Хавас пит-куҫлӑ ӳсӗр ҫынна курас килет, пытӑрччӗ вӑл тӗрткелешсе, ӗҫнӗ пирки хӑйне телейлӗ туйса, юрлатӑрччӗ, кӑшкӑраштӑрччӗ, пур ырӑ ҫынсене те хӑй пекех ӳсӗр пулма чунтан-чӗререн сӗнтӗрччӗ…

Сывлӑша таткаласа-ҫурса, музыка кӗрлет. Оркестр — япӑх, музыкантсем ывӑннӑ, трубасен сассисем пӗр ҫыхӑнусӑр унта-кунта ҫапкаланаҫҫӗ; вӗсем уксах-чӑлах пек, вӗсене лӑпкӑ юхӑм йӗрки пӳрмен, вӗсем, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, пӗрне-пӗри такӑнтара-такӑнтара, кукӑр-макӑр йӗрпе чупаҫҫӗ. Темшӗн-ҫке, кашни сасӑ ҫын пичӗ евӗрлӗ касса тунӑ шӑвӑҫ пек туйӑнать — ҫӑварӗ те, куҫӗсем те пур пек, сӑмса валли те шӑтӑк касса кӑларнӑ пек, тата вӑрӑм та шурӑ хӑлхасем ҫыпӑҫтарнӑ пек. Пӗчӗкҫеҫ патакӗпе музыкантсем умӗнче сулкаласа тӑракан ҫын — лешсем ун ҫине пӑхмаҫҫӗ те — ҫав татӑксене аллисемпе хӑлхисенчен ярса илет те ҫӳлелле курӑнми ывӑтса ярать. Вӗсем вара пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнаҫҫӗ, ҫав хӑлха-ҫӑварсенче сывлӑш шӑхӑрса тӑрать, — ҫакӑ музыка пулать те ӗнтӗ. Ку музыкӑран цирксенчи наездниксен хӑнӑхса ҫитнӗ лашисем те, чанк тӑратнӑ хӑлхисенчен ҫав шӑвӑҫӑн чӗпӗтекен сассине кӑларса ывӑтасшӑн пулса, хӑлхисене силлентере-силлентере, шиклӗн пӑрӑнаҫҫӗ…

Ҫав чухӑн музыка чурасене йӑпатмашкӑн тӗлӗнмелле фантази ҫуратать. Пӗр музыкант аллинчен чи пысӑк йӗс трубине туртса илсе, ун витӗр пӗтӗм кӑкӑр вӑйӗпе, вӑрахчен, хыттӑн, тискеррӗн вӗрес килет; ан тив, урса кайнӑ сасӑран хӑраса, пурте тыткӑнтан тухса тарччӑр…

Оркестртан инҫе мар — упасене хупса лартнӑ читлӗх; вӗсенчен пӗри, хулӑнни, кӑвакки, пӗчӗкҫӗ те чее куҫлӑскер, читлӗх варринче пуҫне пӗр евӗр сулласа тӑрать. Вӑл ҫапла шухӑшлать пулас:

«Ку япалана ҫынсене суккӑрлатма, минретме, йӑлтах пӑсса пӗтерме юри тунӑ тесе ӗнентерсен тин, эп ӑна ӑспа тунӑ япала вырӑнне хума пултаратӑп. Апла пулсан, паллах, тӗллевӗ тӑкак тӗшне тӑрать… Анчах ҫынсем ҫаксене пурне те чӑнласах тӗлӗнтермелли япала тесе шухӑшлаҫҫӗ пулсан, эпӗ вӗсен ӑс-хакӑлне текех ӗненместӗп!..»

Тепӗр икӗ упи, шахмӑтла вылянӑ пек, пӗрне-пӗри хирӗҫ лараҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш, хура чӗрнисемпе тимӗр хулӑсене тивертсе, тӑрӑшсах читлӗх кӗтессине улӑм шӑлса пуҫтарать. Сӑн-сӑпачӗ унӑн тӗлӗнмелле лӑпкӑ. Вӑл ҫак пурнӑҫран нимӗн те кӗтмест, выртса ҫывӑрасшӑн ҫеҫ пулас…

Тискер кайӑксем хӑйсем ҫине тинкерсе пӑхтараҫҫӗ — ҫынсен шӗвек куҫӗсем арӑслансемпе пантерӑсен илемлӗ кӗлеткисем ирӗккӗн те вӑйлӑн авкаланнинче темскер, хӑйсем тахҫанах маннине шыранӑ пек, тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Читлӗх ҫумне тӑрса, ҫынсем решетке витӗр патак чиксе яраҫҫӗ те, чӗнмесӗр, тӗпченӗ пек, тискер кайӑксене хырӑмран, аякран тӗрте-тӗрте илеҫҫӗ, сӑнаҫҫӗ: мӗн пулать-ха?

Ҫынсен характерне пӗлсе ҫитме ӗлкӗреймен тискер кайӑксем хӑйсене тӗксе илнӗшӗн ҫилленеҫҫӗ, урисемпе читлӗх решеткисене ҫапаҫҫӗ те, хаяррӑн чӗтренекен ҫӑварӗсене карса, ҫухӑрса яраҫҫӗ. Ку килӗшет. Тискер кайӑк тапӑнассинчен хӑйсене тимӗр решетке хӳтӗленине кура, хӑйсем сыхӑ иккенне шанса тӑракан ҫынсем, юн карса илнӗ куҫсене лӑпкӑн пӑхса, кӑмӑллӑн кулкаласа тӑраҫҫӗ. Анчах тискер кайӑксенчен нумайӑшӗ ҫынсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ. Хӑйсене патак е сурчӑк тивсен, вӗсем ерипен кӑна тӑраҫҫӗ те, мӑшкӑлакан ҫине пӑхмасӑр, читлӗхӗн аякри кӗтессине каяҫҫӗ. Унта, тӗттӗмре, вӑйлӑ та илемлӗ кӗлеткеллӗ арӑслансем, тигрсем, пантерӑсем тата леопардсем выртаҫҫӗ; вӗсен ҫынсене курайман пирки ҫунакан ҫаврака куҫ шӑрҫисем симӗс тӗспе йӑлкӑшаҫҫӗ…

Ҫынсем пур, вӗсем ҫине тепӗр хут пӑхса илеҫҫӗ те; пӑрӑнса кайнӑ май ҫапла калаҫҫӗ:

— Ку — кичем тискер кайӑк…

Темле сарлака карӑлакан тӗттӗм ҫӑвар пек ҫурма уҫӑ алӑк умне —шалта унта пукан хыҫӗсем шӑл речӗ пек курӑнса тӑраҫҫӗ — чунтанах тӑрӑшса вылякан музыкантсен оркестрӗ умне пӗр юпа лартнӑ, юпи ҫинче ҫинҫешке сӑнчӑрпа кӑкарнӑ икӗ упӑте — амӑшӗпе ачи. Ачи, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳрнеллӗ вӑрӑм та ҫинҫешке аллисене амӑшӗн ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хурса, амӑш кӑкӑрӗ ҫумне йӑпшӑннӑ; амӑшӗ пӗр аллипе ачине хыттӑн ыталанӑ, тепӗр аллине сыхлавлӑн малалла тӑснӑ. Чӗрмелесе тӑкма, ҫапса яма хатӗр аллин пӳрнисем пӗр пек мар хутланнӑ. Амӑшӗн куҫӗсем чармак, вӗсенче вӑй ҫуккипе тарӑхни, сирсе яма ҫук мӑшкӑл кӳнипе чун ыратни, халтан кайнӑ хаярлӑхпа хурлӑх яр уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ. Ачи, амӑшӗн кӑкӑрӗ ҫумне пичӗпе ҫыпҫӑнса, хӑравҫӑ куҫӗпе ҫынсем ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илет, — вӑл хӑй пурӑнма пуҫланӑ малтанхи кунах хӑраса курнӑ пулас, хӑрушлӑх вара ун чунӗнче ӗмӗрлӗхех пӑрланса юлнӑ. Вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартса, унӑн амӑшӗ, тӑван ачин ӳтне ыталанӑ аллине секундлӑха та вӗҫертмесӗр, тепӗр аллипе хӑйӗн асапне курма пынисем тӑсакан патаксемпе зонтиксене пӗр вӗҫӗмсӗр сире-сире ярать.

Вӗсем нумайӑн. Вӗсем, шурӑ ӳтлӗ дикарьсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, хур шӑмми тирнӗ шлепке е цилиндр тӑхӑннӑскерсем. Вӗсем упӑте хӑйӗн ачине патак тивесрен сыхланине киленсе пӑхаҫҫӗ.

Упӑте турилкке пысӑкӑш ҫаврака хӑма татӑкӗ ҫинче хӑвӑрттӑн ҫаврӑнкалать, кашни секундрах куракансен ури айне ӳкессе пӑхмасӑр, вӑл ачине мӗн пырса тивме пултарать, ҫавсене пӗтӗмпех, ырма пӗлмесӗр тӗрте-тӗрте ярать. Хӑш чухне вӑл патака сирсе яма ӗлкӗреймест те йынӑшса илет. Унӑн алли, пушӑ пек, йӗри-тавра питӗ хӑвӑрт авкаланса илет, анчах куракансем питӗ нумайӑн, кашнийӗнех ҫапас килет, упӑтене хӳринчен е мӑйӗнчи сӑнчӑрӗнчен туртас килет. Вӑл — ӗлкӗреймест. Куҫӗсем вара унӑн хурланчӑклӑн мӑчлатса илеҫҫӗ, ҫӑвар таврашне хурлӑха, ыратнине пӗлтерекен йӗрсем — ҫунса тӑракан йӗрсем туха-туха выртаҫҫӗ.

Ачин аллисем амӑшӗн кӑкӑрне пусса пӑчӑртаҫҫӗ, вӑл ун ҫумне ҫав тери хыттӑн пӑчӑртаннӑ, амӑшӗн ӳчӗ ҫинчи ҫӳхе ҫӑм ӑшӗнче унӑн пӳрнисем курӑнманпа пӗрех. Унӑн куҫӗсем ҫынсен сарӑ пӑнчӑ пек пичӗсем ҫине, вӗсен тӗксӗм куҫӗсем ҫине вӗҫерӗнмесӗр пӑхаҫҫӗ. Упӑте ачи хӑрани ҫав ҫынсене кӑштах киленӗҫ парать…

Хутран-ситрен музыкантсенчен пӗри хӑйӗн йӗс трубин ухмахла карса пӑрахнӑ ҫӑварне упӑте еннелле ҫавӑрать те, ун ҫине кӗмсӗртетекен сасӑ кӑларса ярать, — упӑте хутланса илет, шӑлне йӗрет те музыканта ҫивӗч куҫӗпе пӑхать…

Ҫынсем кулаҫҫӗ, музыканта ырласа, пуҫӗсене сулаҫҫӗ. Музыкант кӑмӑллӑ, тепӗр минут иртсен вӑл каллех ҫавнах кӑтартса илет.

Куракансем хушшинче хӗрарӑмсем пур; вӗсенчен хӑшӗсем ача амӑшӗсем пулас. Анчах нихӑшӗ те ҫак тӗлӗнсе йӑпанмалли усал япалана хирӗҫ сӑмах чӗнмест. Пурне те ҫырлахтарать-мӗн ку…

Амӑшӗ асапланнине тата ачи вилес пек хӑранине киленсе пӑхакан хӑшпӗр мӑшӑр куҫ, ытлашши чарӑлнипе, ҫурӑлса каяссӑн туйӑнать.

Оркестрпа юнашар — слон читлӗхӗ. Ку ватӑ господин, пуҫ тирӗ унӑн сӗвеленет ӗнтӗ. Решетке витӗр кӑларнӑ хоботне вӑл мӑнкӑмӑллӑн сулласа тӑрать, ҫынсене сӑнать. Ырӑ та ӑслӑ выльӑх пек, вӑл ҫапла шухӑшлать:

«Паллах, кунта кичемлӗх текен вараланчӑк шӑпӑр шӑлса пуҫтарнӑ ҫак ирсӗрсем хӑйсен пророкӗсенчен те мӑшкӑлласа кулма пултараҫҫӗ, — ҫапла илтнӗччӗ эпӗ асатте-слонсенчен. Анчах — ҫапах та — упӑтене шел… Ҫынсем, шакалсемпе гиенӑсем пек, хутран-ситрен пӗрне-пӗри ҫуркалаҫҫӗ тенине те илтнӗччӗ эпӗ, анчах ку упӑтесене ҫӑмӑллӑх памасть, ҫук, ҫӑмӑллӑх ҫук!..»

… Пӑхатӑп та хӑй ачине сыхлама вӑй ҫитереймен амӑшӗн хурлӑхлӑ мӑшӑр куҫне тата ачан ҫынтан хӑранипе сивлеккӗн хытса ларнӑ тарӑн куҫне, пӑхатӑп та чӗрӗ чун асапне пӑхса киленекен ҫынсем ҫине, вара, упӑте енне ҫаврӑнса, хам ӑшра ҫапла калатӑп:

— Чӗмсӗр чӗрӗ чун! Каҫар вӗсене! Пурӑна-киле вӗсем лайӑхланӗҫ…

Паллах, ку кулӑшла та ухмахла. Усӑсӑр та. Хӑй ачине асаплантарнӑшӑн каҫаракан амӑшӗ тӗнчере ҫук-тӑр. Ман шухӑшпа, йытӑсем хушшинче те ҫук вӑл…

Сыснасем пулсан анчах…

Ҫапла…

Ҫапла ҫав — каҫ пулсан, — океан ҫинче сасартӑк витӗр курӑнакан, вӗҫӗмсӗр ҫутӑпа йӑлкӑшса тӑракан асамлӑ хула курӑнса каять. Вӑл, хӑйӗн илемне океан хумӗсем ҫинче сарӑлса выртакан йӑлтӑр ҫутӑсем ӑшне пӑрахса, ҫӗрлехи тӗттӗм пӗлӗтре те — ҫунса каймасӑр — вӑрахчен ялкӑшса ларать.

Унӑн витӗр курӑнакан ҫурчӗсен йӑлтӑрти эрешмен картийӗ тӑрӑх, ыйткалакан ҫӗтӗк-ҫурӑкӗнчи пыйтӑсем пек, тӗссӗр куҫлӑ кӑвак ҫынсем вуншар пинӗн кичеммӗн шӑвӑнаҫҫӗ.

Ҫӑткӑннисемпе ирсӗррисем вӗсене хӑйсен ултавне, айванлӑхне, хӑйсен тӑранма пӗлми ҫӑткӑнлӑхӗн вӑйне йӗрӗнмелле ҫарамаслантарса кӑтартаҫҫӗ. Вилӗ ҫуттӑн сивлек хӗлхемӗ пур ҫӗрте те ӑс-хакӑл чухӑнлӑхне уҫса кӑтартать, ҫав чухӑн ӑс-хакӑл вара, хӗпӗртенипе ҫиҫсе, ҫынсем тавра, пур ҫӗрте те тӗлӗрсе выртать.

Анчах ҫынсем суккӑрланнӑ та хӑйсен чунне пӑсса яракан киревсӗр наркӑмӑша киленсе, пӗр чӗнмесӗр ӗҫеҫҫӗ.

Хӑй вӑйсӑррипе асапланакан кичем пурнӑҫ ӳркевлӗ ташӑра ерипен ҫаврӑнса тӑрать.

Пӗр япала ҫеҫ лайӑх ҫак ҫутӑ хулара — унта ухмахлах вӑйне хирӗҫ хӑвӑн чунӑнта ӗмӗрлӗхе пыракан курайманлӑх чӗртме пулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней