Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Инкер-синкер

Автор: Александр Артемьев

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Добавлен: 2019.10.28 22:37

Предложений: 498; Слово: 4191

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ҫуллахи пӑчӑ каҫхине, хула хӗрринчи тӑкӑрлӑкра, эпӗ тӗлӗнмелле япала куртӑм: пӗр хӗрарӑм сарлака шыв кӳлленчӗкӗ варрине кӗрсе тӑнӑ та, пӗчӗк ачасем евӗр тӑпӑртатса, пылчӑк сирпӗтет, — тӑпӑртатнӑ май, йӗрӗнмелле киревсӗр юрӑ юрлать, темле Фомка ятлӑ ҫынна тӑрӑхласа асӑнать.

Кӑнтӑрла тӑвӑллӑ ҫумӑр ҫурӗ те тӑкӑрлӑкри таса мар, тӑмлӑ ҫӗре пушшех йӗпетсе ячӗ; ҫавӑнпа шыв кӳлленчӗкӗ тарӑн, хӗрарӑм урисем чӗркуҫҫи таранах путнӑ. Сассинченех паллӑ — ку юрлакан хӗрарӑм ӳсӗр. Вӑл ташласа ывӑнса ӳкес пулсан, тӳрех ҫав шӗвӗ пылчӑкпа чыхӑнса вилнӗ пулӗччӗ.

Эпӗ атӑ кунчисене ҫӳлерех туртса хӑпартрӑм та, кӳлленчӗк ӑшне кӗрсе, ташлакан хӗрарӑма аллинчен тытса типӗ ҫӗре туртса кӑлартӑм. Малтанах вӑл хӑраса ӳкрӗ пулас, — ман хыҫран шавламасӑр, шӑпах пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетки ҫулӑмӗпе туртӑнса, сылтӑм аллине вӗҫертрӗ те, мана кӑкӑртан чышса, кӑшкӑрса ячӗ:

— Кӑравул!

Вара каллех, хӑй хыҫҫӑн мана та сӗтӗрсе, кӳлленчӗке кӗрсе кайма пикенчӗ.

— Явӑл, — мӑкӑртатса калать вӑл. — Каймастӑп! Сансӑр та пурӑнатӑп, мансӑр пурӑнса пӑх-ха… кӑравул!

Тӗттӗмрен каҫхи хуралҫӑ килсе тухрӗ те, пирӗнтен пилӗк утӑмра чарӑнса, хаяррӑн ыйтрӗ:

— Кам кунта харкашать?

Эпӗ, хӗрарӑм кӳлленчӗкре путса вилесрен хӑраса, ӑна туртса кӑларма шут тытрӑм, терӗм; хуралҫӑ ӳсӗр хӗрарӑма сӑнарах пӑхрӗ те хытӑ сурса кӑшкӑрчӗ:

— Машка — тух унтан!

— Тухмастӑп.

— Тух тетӗп сана!

— Эпӗ пурпӗрех тухмастӑп.

— Хӗнетӗп, киревсӗр, — ҫилленмесӗр каларӗ хуралҫӑ, унтан, ман енне ҫаврӑнса, кӑмӑллӑн хушса хучӗ:

— Вӑл — кунтискерех, чӳпӗк тӑвакан Фролиха, Машка. Сан пирус ҫук-и?

Эпир пирус чӗртрӗмӗр. Хӗрарӑм кӳлленчӗк тӑрӑх чӑрсӑррӑн уткаласа кӑшкӑрать:

— Пуҫлӑхсем! Эпӗ хама хам пуҫлӑх… Ҫӑвӑнас тесен — ҫак кӳлленчӗкрех ҫӑвӑнма пултаратӑп…

— Эпӗ сана ҫӑвӑнтарӑп, — асӑрхаттарчӗ ӑна хуралҫӑ, мӑн сухаллӑ ҫирӗп старик. — Ҫакнашкал вӑл кашни каҫах харкашать. Килӗнче унӑн — урасӑр ывӑлӗ пур…

— Инҫетре пурӑнать-и ку?

— Вӗлермелле ӑна, — терӗ хуралҫӑ, эпӗ ыйтнине хирӗҫ ним те каламасӑр.

— Килне ӑсатса ярасчӗ ӑна, — сӗнтӗм эпӗ.

Хуралҫӑ, хӑйне ӑссӗн ҫилӗллӗн тем мӑкӑртатса, ҫунакан пирусӗпе ман пите ҫутатса илчӗ те, йӑплака ҫӗр ҫине аттисемпе йывӑррӑн пускаласа, аяккалла утса кайрӗ.

— Илсе кай! Анчах малтан эсӗ унӑн пит-куҫне курсамччӗ. Хӗрарӑм ҫӗре ларчӗ те, аллисемпе пылчӑка сире-сире, хӑйӑлти сассипе йӗрӗнчӗклӗн те тискеррӗн юрласа ячӗ:

— Как по-о мор-ю…

Унран инҫех те мар, пылчӑклӑ шыв ҫинче, тӗттӗм тӳпери пӗртен-пӗр пысӑк ҫӑлтӑр йӑлтӑртатса тӑратчӗ. Шыв кӳлленчӗке вӗттӗн-вӗттӗн хумханма тытӑнсан, ун ҫийӗнче вылякан ҫӑлтӑр ҫути ҫухалчӗ. Эпӗ каллех шыв кӳлленчӗкне кӗтӗм те юрлакан хӗрарӑма хул айӗнчен ҫӗклесе, хыҫран чӗркуҫҫипе тӗрткелесе, хӳме патне илсе тухрӑм; вӑл каялла туртӑнать, аллисене сулкаласа кӑшкӑрать:

— Хӗне эппин, хӗне! Нимех те мар, — хӗне!.. Эх, эсӗ, тискер кайӑк… эх, эсӗ, Ирод… хӗне эппин!

Эпе ӑна хӳме ҫумне сӗвентерсе тӑратрӑм та хӑй ӑҫта пурӑннине ыйтрӑм. Вӑл, хура пӑнчӑсем евӗр курӑнакан куҫӗсемпе ман ҫине пӑхса, ӳсӗр пуҫне ҫӗклерӗ те, эпӗ унӑн пит-куҫне асӑрхарӑм: сӑмси шалалла путса кӗнӗ, сӑмси тӑрри ҫеҫ, тӳме пек, ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, ҫӳлти тута хӗрри сурана пула йӗрӗлнӗ пирки вӗтӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, пӗчӗкҫеҫ шыҫмак пичӗ ҫинче ирсӗр кулӑ йӑлкӑшать.

— Юрӗ, кайрӑмӑр, — терӗ хӗрарӑм.

Хӳмерен тыткаласа пыратпӑр. Йӗпе кӗпе арки ман урасене сӗртӗнсе ҫапкаланать.

— Каяр, савниҫӗм, — урӑ пекех ачашланса калать хӗрарӑм. — Эпӗ сана хӑна тӑвӑп… эпӗ сана ырлӑх кӑтартӑп…

Вӑл мана икӗ хутлӑ пысӑк ҫуртӑн картишне ертсе кӗчӗ; урапасемпе пичкесем, ещӗксемпе урлӑ-пирлӗ выртан вут-сыпписем хушшипе суккӑр ҫын пек асӑрханса иртрӗ, вара ҫурт никӗсӗнчи темле шӑтӑк умӗнче чарӑнчӗ те мана шалалла кӗме хушрӗ:

— Кӗр.

Сулӑна-сулӑна каякан хӗрарӑма пилӗкӗнчен ыталаса, нӳрӗ стенаран тыткаласа, йӑлмака пусма картлашки тӑрӑх антӑм та тӗттӗмре кӗҫҫе ҫапнӑ алӑкӑн хӑлӑпне хыпашласа тупрӑм, шалалла кӗме хӑяймасӑр, тӗттӗм шӑтӑк анинче чарӑнса тӑтӑм.

— Анне, эсӗ-и? — илтӗнчӗ тӗттӗмрен лӑпкӑ сасӑ.

— Э-эпӗ…

Ҫӗрӗк шӑршипе темле сӑмала шӑрши пуҫа ыраттарать. Шӑрпӑк ҫутӑлчӗ те, самантлӑха ачан шуранка питне ҫутатса ҫавӑнтах сӳнчӗ.

— Кам килтӗр-ха тата сан патна? Э-эпӗ, — тет хӗрарӑм, ман ҫине уртӑнса.

Каллех шӑрпӑк ҫутӑлчӗ, лампа тӑрпи сас турӗ, вара ҫинҫе, кулӑшла алӑ пӗчӗк лампа ҫутса ячӗ.

— Манӑн савнӑҫӑм, — терӗ те хӗрарӑм, сулӑнса кайса, кӗтессе ӳкрӗ; унта, чул урайӗнчен кӑшт ҫӳлерех, сарлака вырӑн пур-мӗн.

Лампа тӗтӗмлӗрех ҫунма пуҫламассерен, ача ун хӑюне антарсах пырать. Хӑйӗн сӑнӗ ӑслӑ, сӑмси шӗвӗр, тутисем хӗрачанни пек кӳпшек, — унӑн ачаш пит-куҫӗ ҫак тӗттӗм шӑтӑкра питӗ тӗлӗнмелле те пек, вырӑнлӑ та мар пек туйӑнать. Лампа ҫутине пӗчӗклетсен, вӑл ман ҫине темле ҫӑмламас куҫӗсемпе пӑхса ыйтрӗ:

— Ӳсӗр-им вӑл?

Унӑн амӑшӗ, ӗсӗклесе те хӑрӑлтатса, вырӑна урлӑ выртать.

— Хывӑнтарас пулать ӑна, — терӗм эпӗ.

— Хывӑнтар, ара, — ҫӗрелле пӑхса каларӗ ача.

Эпӗ хӗрарӑмӑн йӗпе кӗпине туртса хывнӑ чух — ӗҫ ҫинчен калаҫнӑ пек, вӑл лӑпкӑн ыйтрӗ:

— Лампӑна мӗнле, — сӳнтерес-и?

— Мӗншӗн?

Ача чӗнмерӗ. Амӑшне ҫӑнӑх миххине ҫавӑркаланӑ пек тыткаланӑ хушӑра эпӗ ачана сӑнарӑм, вӑл урайӗнче, чӳрече патӗнче ларать, ун умӗнче — хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑ ещӗк, ещӗкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе:
ОСТОРОЖНО Т-ВО Н. Р. и К° — тесе ҫырнӑ.

Тӑваткал чӳрече янахӗ шӑпах ача хулпуҫҫийӗ таран. Стена тӑрӑх темиҫе хут ҫӳлӗк тунӑ, унта пирус е шӑрпӑк курупкисем купаланса выртаҫҫӗ. Ача ларакан ещӗкпе юнашар — тата тепӗр ещӗк, кӑна сарӑ хулӑн хутпа витнӗ, — вӑл ещӗк сӗтел вырӑнне пулас. Ача, кулӑшла та мӗскӗн аллисемпе ӗнсинчен тытса, чӳречен хура кантӑкӗ ҫинелле пӑхать.

Эпӗ хӗрарӑм ҫинчи йӗпе кӗпене хывса кӑмака ҫине пӑрахрӑм та кӗтесре ҫакӑнса тӑракан тӑм чӳлмекри шывпа алӑ ҫурӑм, тутӑрпа шӑлӑннӑ хушӑра ачана:
— Ну, сывӑ юл! — терӗм.

Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те кӑшт селӗпрех каларӗ:

— Халӗ — сӳнтерес-и?

— Хӑть мӗн ту.

— Эсӗ каятӑн-и, выртмастӑн-и? Амӑшӗ енне аллипе тӑсса кӑтартрӗ:

— Унпа пӗрле.

— Мӗншӗн? — ӑнланаймасӑр, тӗлӗнсе ыйтрӑм эпӗ.

— Ху пӗлетӗн, — ним вӑтанмасӑр каларӗ вӑл, унтан, карӑнса илсе, хушса хучӗ:

— Пурте унпа пӗрле выртаҫҫӗ.

Эпӗ вӑтаннипе ҫаврӑнса пӑхрӑм: манран сылтӑмалла илемсӗр кӑмака ҫамки, кӑмака умӗнче таса мар чашӑк-тирӗк ларать, кӗтесре, ещӗк хыҫӗнче — сӑмалаланӑ канат татӑкӗсем, сӳс лӑстӑкӗсем, вут-сыпписем, картлӑ кӗвенте тата тӗрлӗ турпас-тӗрпес йӑванса выртать.

Ман ура вӗҫӗнчех сарӑ ӳтлӗ хӗрарӑм тӑсӑлса выртнӑ та харлаттарса ҫывӑрать.

— Санпа ларма юрать-и? — ыйтрӑм эпӗ ачаран. Вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑхса каларӗ:

— Вӑл пурпӗрех ирччен вӑранмасть ӗнтӗ.

— Вӑл мана кирлӗ те мар.

Эпӗ ещӗк умне кукленсе лартӑм та ачана ун амӑшне хам мӗнле тӗл пулни ҫинчен кулӑшларах каласа пама тӑрӑшрӑм.

— Пылчӑк ӑшне кӗрсе ларнӑ та, кӗсменпе ишнӗ пек, аллисемпе пылчӑка сире-сире юрлать…

Ача куланҫи пулса пуҫне сӗлтрӗ те ансӑр кӑкӑрне хыҫса илчӗ.

— Ӳсӗр вӑл, ҫавӑнпа ҫапла хӑтланать, урӑ чухне те ашкӑнма юратать, пӗчӗк ача пекех…

Эпӗ халӗ унӑн куҫӗсене лайӑх куртӑм, — вӗсем чӑнах та ҫӑмлӑ пек; куҫ тӗкӗсем тӗлӗнмелле вӑрӑм, куҫ хупанкисем ҫинче те темле тӗксем илемлӗ кукӑрӑлса ӳснӗ. Куҫ айӗнчи кӑвак йӑрӑмсем ахаль те шуранка питне пушшех шурӑ кӑтартаҫҫӗ, икӗ куҫхарши хушшинче ӳт пӗркеленчӗкӗ пур, ҫӳлӗ ҫамкине хӗрлӗрех кӑтра ҫӳҫ тӑпки витсе тӑрать. Унӑн лӑпкӑ та витӗр куҫӗсем мӗнле пӑхнине каласа пама май ҫук, — эпе ҫав тӗлӗнмелле этемӗнни евӗрлӗ мар куҫсене хирӗҫ аран ҫеҫ пӑхатӑп.

— Сан урусене мӗн пулчӗ капла?

Ача йӑшӑлтатма пуҫларӗ те ҫӗтӗк-ҫатӑк ӑшӗнчен хӑйӗн типсе хӑрнӑ, турчка евӗрлӗ урине туртса кӑларчӗ те ӑна аллипе ҫӗклесе ещӗк хӗррине хучӗ.

— Ак мӗнле урасем. Иккӗшӗ те ҫавӑн пек, ҫуралнӑранпах. Утаймаҫҫӗ, хускалмаҫҫӗ те, — ахаль кӑна:

— Ку пӗчӗк курупкӑсенче мӗн вара?

— Тискер кайӑксене усрамалли вырӑн, — терӗ вӑл; урине пӗр-пӗр патака тытнӑ пек йӑтрӗ те ещӗк тӗпӗнчи ҫӗтӗк-ҫатӑкӑшне чиксе хучӗ, вара хаваслӑн, юлташла кулса каларӗ:

— Курас килет-и? — кӑтартатӑп. Лар эппин лайӑхрах. Эсӗ кун пеккине нихҫан та курман-ха.

Ҫинҫе те виҫесӗр вӑрӑм аллисемпе вӑр-вар тыткаласа, вӑл кӑштах ҫӗкленчӗ, ҫӳлӗк ҫинчи курупкӑсене илсе, пӗрин хыҫҫӑн теприне мана пама пуҫларӗ.

— Асту, ан уҫ, — тухса тарса пӗтӗҫ! Хӑлху ҫумне тытса итле-ха! Мӗнле?

— Тем йӑшӑлтатать…

— А-ха! Эрешмен вӑл унта — путсӗрскер! Параппан ятлӑ вӑл. Чее!

Ачан куҫӗ ӑшшӑн ҫуталчӗ, кӑвакрах сӑнӗ кулӑпа йӑлкӑшма пуҫларӗ. Ҫивӗч аллисемпе хӑвӑрт тыткаласа, вӑл ҫӳлӗк ҫинчен курупка илет те ӑна хӑлхи ҫумне тытса итлет, унтан, ман хӑлха ҫумне тытса, мана итлеттерет, хавхаланса каласа кӑтартать:

— Кунта — Униҫӗм ятлӑ таракан, салтак пек мухтанчӑкскер. Ку, акӑ, Чиновник арӑмӗ, ун йышши киревсӗр урӑх ҫук! Кунӗпех нӑрлать, пурне те ятлать, амӑшне те ҫӳҫрен сӗтӗрчӗ. Шӑна мар ҫав, — каснӑ-лартнӑ чиновник арӑмӗ, урамалла пӑхакан чӳречеллӗ пӳртре пурӑнакан чиновник арӑмӗ, анчах вӑл шӑна сӑнарлӑ пулнӑ. Ку, акӑ, — хура таракан, питӗ пысӑкскер, — Хуҫа ятлӑ; вӑл аптрасах каймасть, анчах ӗҫке юратать тата намӑса пӗлмест. Ӗҫсе ӳсӗрлет те, хура йытӑ пек ҫӑмлӑскер, картиш тӑрӑх ҫара пакартан йӑраланса ҫӳрет. Кунта — Никодим пичче ятла нӑрӑ. Эпӗ ӑна картишӗнче тытрӑм; вӑл — турра кӗлтуса ҫӳрекенскер, ултавҫӑ йышшискер; чиркӳ валли укҫа пуханҫи пек пулса ҫӳрет; анне ӑна Йӳнӗ этем тесе тӑрӑхлать; вӑл та аннен еркӗнӗ. Сӑмсасӑр тӑрса юлнӑ пулин те, аннен ун еркӗнӗсем — темӗн чухлех, шӑна чухлӗ…

— Вӑл сана хӗнемест-и?

— Вӑл-и? Ак тата! Вӑл мансӑр пурӑнма пултараймасть. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ хӑй, анчах ӗҫке юратать, пирӗн урамра пурте — ӗҫке ернӗ ҫынсем. Анне — илемлӗ, хаваслӑ тата… Питӗ хытӑ ӗҫет, аскӑнскер! Эпӗ ӑна калатӑп: пӑрах, ухмах, ҫав эрехе кӳпме, пуйса каятӑн, тетӗп — вӑл кулать кӑна. Хӗрарӑм-ҫке, — ҫавӑнпа ухмах та! Ҫапах лайӑх вӑл, акӑ вӑрантӑр — курӑн-ха.

Вӑл ҫав тери илӗртӳллӗ, илемлӗ кулать; ӑна пӗтӗм чунтан, виҫесӗр хӗрхеннипе, пӗтӗм хула илтмелле кӑшкӑрса, макӑрса ярас килет. Унӑн вӑрӑм мӑйлӑ илемлӗ пуҫӗ, темле тӗлӗнмелле чечек евӗр, енчен енне сулланать, куҫӗсем хавасланнӑҫемӗн хавасланса йӑлкӑшаҫҫӗ, — ҫӗнтерейми вӑйпа хӑйсем еннелле туртаҫҫӗ.

Унӑн ачалла, ҫапах та хӑрушӑ калаҫӑвне итлесе, эпӗ вӑхӑтлӑха хам ӑҫта ларнине те мантӑм, унтан каллех сасартӑк асӑрхарӑм: тӗрмери пек пӗчӗк чӳрече, ӑна тул енчен пылчӑкпа сирпӗтсе пӗтернӗ; хуралса тӑракан кӑмака ҫӑварӗ, кӗтесре — сӳс тӗрки, алӑк патӗнчи ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫинче ҫу пек сарӑ ӳтлӗ хӗрарӑм выртать.

— Тискер кайӑксене хупса усрамалли вырӑн лайӑх-и? — мӑнкӑмӑллӑн ыйтрӗ ача.

— Питӗ лайӑх.

— Лӗпӗшсем ҫук-ха манӑн, — пысӑк лӗпӗшсемпе пӗчӗккисем ҫук.

— Мӗн ятлӑ эсӗ?

— Ленька.

— Ман ятлах.

— Чӑнах-и? Эсӗ мӗнле ҫын вара?

— Хама майлӑскер. Нимлескер те мар.

— Кӑна суятӑн вара! Кашни ҫынах — мӗнлескер те пулин пулатех, эпӗ пӗлетӗп ӑна. Эсӗ — кӑмӑллӑ ҫын.

— Пулма пултарать.

— Эпӗ витӗр курса тӑратӑп! Эсӗ — хӑюсӑр тата.

— Мӗншӗн — хӑюсӑр?

— Эпӗ пӗлетӗп ӗнтӗ!

Вӑл, чеен кулса, куҫне хӗссе илчӗ.

— Ҫапах мӗншӗн хӑюсӑр тетӗн-ха?

— Акӑ эсӗ манпа ларатӑн: ҫӗрле пӗччен кайма хӑратӑн!

— Халӗ ҫутӑлма пуҫларӗ-ҫке.

— Ҫутӑлсанах — каятӑн эсӗ.

— Эпӗ каллех сан пата килетӗп.

Вӑл ӗненмерӗ, илемлӗ, вӑрӑм тӗклӗ куҫӗсене хупрӗ те, кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн:
— Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ.

— Санпа ларма. Эсӗ питӗ кӑмӑла каятӑн. Килме юрать-и?

— Яра пар! Пирӗн пата такам та килет… Унтан, вӑрӑммӑн сывласа, хушса хучӗ:

— Улталатӑн.

— Туршӑн та — килетӗп!

— Апла — кил эппин. Килсен те — ман пата кил ӗнтӗ, анне патне мар, ҫӑва патне ӑна! Атя, иксӗмӗр туслашар, — юрать-и?

— Юрать.

— Ҫапла кирлӗ те. Эсӗ пысӑкки нимех те мар, — миҫе ҫулта эсӗ?

— Ҫирӗмпӗрте.

— Эпӗ вуникке кайрӑм. Манӑн туссем ҫук, шыв турттараканӑн хӗрӗ пӗр Катька пур та, ӑна та ман пата килнӗшӗн амӑшӗ хӗнет… Эсӗ — вӑрӑ-и?

— Ҫук. Мӗншӗн — вӑрӑ, тетӗн?

— Сан пит-куҫу ытла тискер, хыткан, сӑмсу та вӑрӑсенни пекех. Пирӗн пата икӗ вӑрӑ килкелеҫҫӗ, пӗри — Сашка, ухмах, хаярскер, тепри — Ваничка, вӑл вара йытӑ пекех кӑмӑллӑ. Санӑн пӗчӗк курупкӑсем пур-и?

— Илсе килӗп.

— Илсе кил! Эсӗ килессине аннене пӗлтермӗп эпӗ…

— Мӗншӗн?

— Ахалех. Арҫынсем иккӗмӗш хут хӑй патне килсен, вӑл яланах хӗпӗртет. Вӑт, — питӗ юратать вӑл арҫынсене, намӑссӑрскер, — йӑлтах аптрамалла унпа! Ман анне, пӗчӗк хӗрача пекех, кулӑшла. Вунпиллӗкрех мана ҫуратма пултарнӑ, мӗнле майпа пултарнине хӑй те пӗлмест! Эсӗ хӑҫан килетӗн?

— Ыран каҫхине.

— Каҫхине — вӑл ӗҫсе ӳсӗрӗлме ӗлкӗрет. Эсӗ, вӑрра каймастӑн пулсан, мӗн ӗҫпе пуранатӑн-ха?

— Бавари квасӗ сутатӑп.

— Чӑнах-и? Илсе кил пӗр бутылкине, э?

— Паллах — илсе килетӗп! Ну, эпӗ кайрӑм.

— Яра пар. Килетӗн-и?

— Килетӗпех.

Вӑл мана хӑйӗн вӑрӑм аллисене тӑсса пачӗ, эпӗ унӑн ҫинҫе е сивӗ пӳрнисене пӑчӑртаса силлерӗм те, вара, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ӳсӗр ҫын пек аран-аран уткаласа, картишне тухрӑм.

Тул ҫутӑлса килет; ҫӗрсе ишӗлсе анас пек ларакан ҫуртсем ҫийӗн Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ сӳни-сӳнми мӑчлатса ҫунать. Пӳрт стени айӗнчи шӑтӑкран ман ҫине тӑваткал чӳречесем пӑхаҫҫӗ, вӗсем, ӳсӗр ҫын куҫӗсем пек, тӗссӗр те таса мар. Урам алӑкӗ патӗнчи урапа ҫинче хӗрлӗ питлӗ арҫын пысӑк ҫара урисене сарса пӑрахса ҫывӑрать, ҫӑра хытӑ сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ — сухалӗ витӗр шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, — арҫын куҫне хупса, чӑтма ҫук тӑрӑхласа, такамран кулнӑ пек туйӑнать. Ман пата ватӑ йытӑ пычӗ (ӑна вӗри шывпа пӗҫертсе янӑ пулас, унӑн ҫурӑмӗ ҫинчи тирӗ кукшаланса юлнӑ), вӑл, ман урана шӑршласа, хуллен, выҫҫӑн уласа илчӗ; эпӗ ӑна ирӗксӗрех хӗрхентӗм.

Урамсенчи ҫӗр каҫӑ тӑрӑлса тӑнӑ кӳлленчӗксенче ирхи кӗрен-кӑвак тӳпе курӑнать, — ҫавна пула таса мар кӳлленчӗксем те илемлӗрех пек туйӑнаҫҫӗ, анчах вӑл илем ниме те кирлӗ мар, чуна та килӗшӳсӗр.

Тепӗр кунхине эпӗ хамӑр урамри ачасенчен нӑрӑсем, лӗпӗшсем тытса пама ыйтрӑм, аптекӑра илемлӗ курупкӑсем туянтӑм, вара, икӗ бутылка квас, премӗксем, канфетсем, булкӑсем илсе, Ленька патне кайрӑм.

Ленька манӑн парнесене курсан, тӗлӗннипе, куҫне-пуҫне чарса пӑрахрӗ, — кӑнтӑр ҫутинче унӑн куҫӗсем питех те илемлӗ пек туйӑнчӗҫ.

— У-ю-юй, — терӗ вӑл мӑн ҫын пек хулӑн сасӑпа. — Мӗн чухлӗ илсе килнӗ эсӗ! Эсӗ пуян-им? Мӗнле-ха вара, — пуян, ҫапах начар тумланнӑ, тата хӑвна вӑрӑ мар тетӗн? Курупкисем илемлӗ-ҫке! У-ю-юй, тӗкӗнме те шел: манӑн алӑсем таса мар. Мӗн унта курупкӑра? Ай, — нӑрӑ-ҫке! Пӑхӑр тӗслех, симӗсси те пур-ҫке, ха эсӗ, шуйттан… Е сасартӑк вӗсем чупса тухса вӗҫсе кайсан? Ну, ӗнтӗ… Ача сасартӑк хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Анне! Анса ман алӑсене ҫу-ха, — курсамччӗ эсӗ, лапа, мӗн илсе килнӗ вӑл! Ку, хай — лешӗ, ӗнерхи, сана ҫӗрле сӗтӗрсе килекенни, — кӑна йӑлтах вӑл илсе килчӗ! Вӑл та Ленька ятлӑ…

— Тавтапуҫ тес пулать ӑна, — илтӗнчӗ ман хыҫра тӗлӗнмелле, лӑпкӑ сасӑ.

Ача пуҫне сула-сула каларӗ:

— Тавтапуҫ, тавтапуҫ!

Путвалра куҫ курми тусан мӑкӑрланать, ун витӗр эпӗ кӑмака ҫинчи хӗрарӑма аран-аран асӑрхарӑм: унӑн ҫӳҫӗсем сапаланса кайнӑ, пичӗ питӗ илемсӗр, яланах кулас килмесӗр кулнӑ пек, шӑлӗсем йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ.

— Ырӑ кун!

— Ырӑ кун, — терӗ хӗрарӑм.

Унӑн сӑмса витӗр тухакан сасси хытах янӑрамарӗ пулин те хаваслӑ пекех илтӗнчӗ. Хӑй вӑл ман ҫине, тӑрӑхласа кулнӑ пекрех, куҫне хӗссе тӑрать.

Ленька, ман ҫинчен манса кайсах, премӗк чӑмлать, курупкӑсене уҫа-уҫа тем мӑкӑртатать, — вӑрӑм куҫ тӗкӗсен мӗлки пичӗ ҫине ӳкнӗрен куҫ айӗнчи кӑвак йӑрӑмсем хытӑрах палӑраҫҫӗ. Таса мар кантӑк витӗр пӳлӗме ватӑ ҫын сӑнӗ пек тӗксӗм хӗвел ҫути ӳкет, ачан хӗрлӗрех ҫӳҫне ҫутатать; Ленькӑн кӗпе ҫухи ярханах — унӑн чӗри мӗнле тапни чечен кӑкӑр шӑмми витӗрех курӑнса тӑрать.

Амӑшӗ кӑмака ҫинчен анса алшӑлли йӗпетрӗ те, Ленька патне пырса, унӑн сулахай аллине ҫума тытрӗ.

— Тӑхта-ха, тарчӗ, тарчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Ленька, ҫавӑнтах ещӗкре ҫаврӑнкаласа, айӗнчи шӑршлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка сирсе пӑрахрӗ, кӑвакарса кайнӑ, хускалми урисем курӑнчӗҫ. Хӗрарӑм кулса ячӗ те, ҫӗтӗк-ҫатӑк ӑшӗнче тем хыпашласа кӑшкӑрма пуҫларӗ:

— Тыт ӑна!

Нӑрра тытрӗ те ал тупанӗ ҫине хурса утмӑл турат тӗслӗ ҫивӗч куҫӗпе сӑнарӗ, унтан мана тахҫантанпах ҫывӑх пӗлнӗ евӗр каларӗ:

— Кун пекки нумай!

— Лапчӑтса ан вӗлер, — хыттӑн астутарчӗ ӑна ывӑлӗ. — Вӑл пӗрре ӳсӗрпе ман курупкӑсем ҫине ларчӗ те тем чухлӗ чӗрчун лапчӑтса вӗлерчӗ!

— Эсӗ ан асӑн ун ҫинчен, савнӑҫӑм.

— Эпӗ вара пытартӑм, пытартӑм вӗсене…

— Эпӗ сана кайран урӑххисене тытса патӑм-иҫ.

— Тытса патӑн! Лешсем, уй тӑмани, эсӗ лапчӑтса вӗлернисем — пурте алла вӗреннӗскерсемччӗ! Эпӗ вӗсене, вилнисене, кӑмака айне пытаратӑп, упаленсе тухатӑп та пытаратӑп, кӑмака айне ҫӑва турӑм… Пӗлетӗн-и, манӑн Минька ятлӑ эрешмен пурччӗ. Вӑл каснӑ-лартнӑ аннен малтанхи еркӗнӗ пекехчӗ; лешӗ вӑл, мӑнтӑр та хаваслӑскер, халӗ тӗрмере…

— Эх, эсӗ, манӑн ырӑ савнӑҫӑм, — терӗ хӗрарӑм, ачан кӑтра ҫӳҫне хӑйӗн пуклак пӳрнеллӗ, пӗчӗк ҫеҫ тӗксӗм аллипе ачашласа, унтан мана чавсипе тӗртрӗ те куҫӗпе кулса ыйтрӗ:
— Лайӑх ывӑл вӗт? Куҫӗсем мӗнле, э? — терӗ.

— Эсӗ пӗр куҫне ил, ун вырӑнне урасене тавӑрса пар, — терӗ Ленька куланҫи пулса, аллинчи нӑрра сӑнанӑ май. — Мӗнлерех вӑл… тимӗр пек! Мӑнтӑр. Анне, эсӗ пӗр манаха вӗрен пусма ҫыхса парсаттӑн — астӑватӑн-и? — ку нӑрӑ ҫав манах пекех.

— Астумасӑр! — терӗ те хӗрарӑм кулкаласа калама пуҫларӗ — Вӑл акӑ мӗнле, пӗлетӗн-и, пӗрре пирӗн пата ҫав тери пысӑк манах килсе кӗчӗ те манран ыйтать: «Эсӗ мана валли вӗрентен пусма ҫыхса тума пултаратӑн-и?» — тет. Эпӗ ун пек пусмасем ҫинчен нихҫан та илтменччӗ; ҫук, пултараймастӑп, тетӗп. «Апла эпӗ сана вӗрентетӗп», — тет. Хайхискер хӑйӗн сарлака ҫанӑллӑ тумтирне йӳле ячӗ — хӑй хырӑмӗ тавра вӑл ҫинҫе пӑяв чӗркесе тултарнӑ, пӑявӗ вӑрӑм та ҫирӗп! Манах мана пӑявран пусма ҫыхса тума вӗрентрӗ. Эпӗ ҫыхатӑп, ҫыхатӑп та хампа хам шухӑшлатӑп: мӗн тума кирлӗ ӑна кун пек пусма? Чиркӗве ҫаратма хатӗрленмест-ши вӑл? — тетӗп.

Амӑшӗ ывӑлне хулӗнчен тытса ыталарӗ те, ӑна лӑпкаса, кулса ячӗ.

— Эй, тӗлӗнтермӗшсем! Хайхи манах каланӑ вӑхӑтра килсен, эпӗ унран ыйтрӑм: ку сана вӑрра кайма кирлӗ пулсан, кала — эпӗ ӑна сана памастӑп! — терӗм… Вӑл вара чеен кулкаласа каларӗ: «Ҫук, хӳми питӗ ҫулӗ, эпир хамӑр — ҫылӑхлӑ ҫынсем, ҫылӑхӗ хӳме хыҫӗнче пурӑнать, ӑнлантӑн-и?» Эпӗ ӑнлантӑм: ку пусма ӑна хӗрарӑмсем патне хӳме урлӑ каҫса ҫӳреме кирлӗ-мӗн. Култӑмӑр, култӑмӑр вара унпа…

— Юрататӑн та эсӗ ахӑлтатма, — терӗ ача мӑн ҫын пек. — Сӑмавар лартса ярасчӗ сан.

— Ара, сахӑр ҫук-ҫке пирӗн. — Кайса ил…

— Укҫа та ҫук.

— Эх, эсӗ, эрех пички! Ил, акӑ, унран.

Ача манран:
— Санӑн укҫа пур-и? — тесе ыйтрӗ.

Эпӗ хӗрарӑма укҫа патӑм; вӑл хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, кӑмака ҫинчен вараланса, лапчӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сӑмавар илчӗ те, сӑмса витӗр юрлакаласа, тухса кайрӗ.

— Анне! — ун хыҫҫӑн кӑшкӑрчӗ ывӑлӗ. — Чӳрече кантӑкне ҫуса тасат-ха, ним те курӑнмасть мана!.. Ҫивӗч хӗрарӑм вӑл! — терӗ вӑл, хурт-кӑшпанкӑ тултарнӑ курупкисене ҫӳлӗк ҫине йӗркипе хурса, — ҫӳлӗкне хулӑн хутран тунӑ, нӳрӗ кирпӗчсем хушшине ҫапнӑ пӑтасенчен ҫакса янӑ. — Пите ӗҫчен вӑл… сӳс тӑпкисене чавма тытӑнсан, тусан кӑларса тултарать — хӑть чыхӑнса вил! Эпӗ кӑшкӑратӑп: Анне, илсе тухсам мана килкартине, чыхӑнса вилетӗп эпӗ кунта! — тетӗп. Чӑтса лар, сансӑр мана кичем, тет вӑл. Юратать вӑл мана, мӗн тӑвӑн! Сӳс тӑпки чавнӑ май юрлать, вӑл пин юрӑ та пӗлет!

Хавхаланнипе, ача, тӗлӗнмелле куҫӗсене илемлӗн йӑлкӑштарса, ҫӑра куҫхаршисене ҫӗклентерсе, хӑрӑлти сассипе юрласа ячӗ:

— Урине тӳшек ҫинче выртать…

Эпӗ кӑшт итленӗ хыҫҫӑн:
— Питӗ киревсӗр юрӑ, — терӗм.

— Вӗсем пурте ҫавнашкал, — пӗлнӗ пек ӑнлантарчӗ Ленька, унтан сасартӑках ҫӳҫенсе илчӗ. — Шӑп, музыка сасси илтӗнет! Ҫӗкле-ха мана часрах…

Эпӗ ӑна, шӑммипе тирӗ ҫеҫ юлнӑскере, ҫӗклерӗм те, вӑл хыпалансах пуҫне чӳрече витӗр тулалла кӑларса итлеме тытӑнчӗ, унӑн типсе хӑрнӑ урисем, стена ҫумне сӗртӗнкелесе, вӑйсӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ. Тулта шарманка сасси килӗшӳсӗр хӑйӑлтатать, темле кӗвӗ ҫаврӑнӑшӗсем татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ, хулӑн саслӑ ача хаваслӑн кӑшкӑрать, йытӑ ӳле-ӳле ярать, — Ленька, ҫав кӗвве итленӗ май, хӑй те шӑл витӗр хуллен ӗнерлесе юрлать.

Путвалра тусан выртрӗ те, кӑштах ҫуталчӗ. Амӑшӗн вырӑнӗ тӗлӗнче пӗр тенкелех сехет ҫакӑнса тӑрать, унӑн пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫа пысӑкӑш маятнике хуллен, уксахласа шаккать. Кӑмака умӗнчи чашӑк-тирӗке ҫуман, пур япала ҫине те тусан ларса тулнӑ. Уйрӑмах ҫӗтӗк пир таткисем евӗрлӗ эрешмен картисем сырӑннӑ кӗтессенче тусан питӗ нумай. Ленька пурӑннӑ пӳлем ҫӳп-шӑтӑкне аса илтерет, ҫак шӑтӑкри кашни кӗтес чуна тӑвӑрлать, ҫитмен пурнӑҫӑн киревсӗр енӗсене лайӑх кӑтартать.

Сӑмавар салхуллӑн кӗрлеме пуҫларӗ, унран хӑранӑ пекех, шарманка сасси сасартӑках шӑпланчӗ, такам хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ:

— Ҫӗтӗк-ҫатӑксем!

— Хам вырӑна илсе ларт, — терӗ Ленька, вӑрӑммӑн, сывласа, — хӑваласа ячӗҫ вӗсене.

Эпӗ ӑна ещӗк ӑшне лартрӑм, вӑл, пит-куҫне пӗркелентерсе, кӑкӑрне аллисемпе сӑтӑркаласа, хуллен ӳсӗрсе илчӗ:

— Кӑкӑр ыратать ман, уҫӑ сывлӑшпа нумай сывлани ырӑ мар мана. Итле-ха, эсӗ усалсене курман-и?

— Ҫук.

— Эпӗ те курман. Ҫӗрле эпӗ яланах кӑмака айнелле пӑхатӑп — тухмӗҫ-ши, тетӗп. Тухмаҫҫӗ. Усалсем вӗҫем ҫӑва ҫинче пулаҫҫӗ вӗт, — тӗрес-и?

— Мӗн тума кирлӗ вӗсем сана?

— Пӗлес килет. Е пӗр-пӗр усалӗ — кӑмӑллӑ пулсан? Шыв турттараканӑн хӗрӗ — Катька — нӳхрепре усал ҫурине курнӑ та — хӑраса ӳкнӗ! Эпӗ, ак, хӑрушӑ япаларан хӑрамастӑп.

Урисене ҫӗтӗк-ҫатӑкпа чӗркере те ҫивӗччӗн малалла каларӗ:

— Юрататӑп та, — хӑрушӑ тӗлӗксем курма юрататӑп. Пӗррехинче ҫапла тымарӗсемпе ҫӳлелле ӳсекен йывӑҫ куртӑм, — ҫулҫисем унӑн ҫӗр ҫинче, тымарӗсем пӗлӗтелле кармашса ӳсеҫҫӗ пек. Эпӗ йӑлтах тарласа, хӑраса вӑранса кайрӑм. Пӗрре тата аннене тӗлӗкре куртӑм: вӑл ҫаппа-ҫарамас выртать пек, пӗр йытӑ унӑн ӑшчикне ҫиет, пӗр татӑк ҫыртса илет те сурса кӑларать, пӗр татӑк ҫыртса илет те сурса кӑларать. Тата тепрехинче — пирӗн пӳрт вырӑнтан тапранчӗ те урам тӑрӑх куҫса кайрӗ пек, алӑкӗсемпе чӳречисем уҫӑлса хупӑнса кӑна пыраҫҫӗ, пӳрт хыҫҫӑн чиновник кушакӗ чупса пырать пек…

Ача имшеркке хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗ те канфет илчӗ, унӑн илемлӗ хутне уйӑрса илсе тирпейлӗн тӳрлеткелерӗ те чӳрече янахӗ ҫине хучӗ.

— Эпӗ ку хутсенчен тӗрлӗрен хитре япаласем тӑватӑп е Катькӑна паратӑп, — терӗ вӑл. — Вӑл та лайӑх япаласене, хут таткисене, теме те юратать. Итле-ха: таракана пӗрех май тӑрантарсан, вӑл лаша пысӑкӑш ӳсет-и?

Кӑна хӑй ӗненни лайӑх палӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ:
— Лайӑх тӑрантарсан — ӳсет, — терӗм.

— Чӑн, ҫапла! — хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ ача. — Аннене калатӑп та — вӑл, ухмах, кулать!

Ача ҫавӑнтах хӗрарӑма кӳрентерекен киревсӗр сӑмах каласа хучӗ.

— Ухмах вӑл! Кушака вара лаша пысӑкӑш тӑрантарса ӳстерме часрах пулать — ҫапла-и?

— Пулмасӑр? Пулать!

— Эх, ҫитермелли ҫук ҫав манӑн! Вӑт лайӑх пулнӑ пулӗччӗ!

Вӑл, кӑкӑрне хытӑ пӑчӑртаса тытса, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе ӳсӗрме пуҫларӗ.

— Йытӑ пысӑкӑш шӑнасем вӗҫнӗ пулӗччӗҫ! Таракансене кӳлсе кирпӗч турттарма май килӗччӗ, — вӑл лаша пысӑкӑш ӳссен вӑйлӑ пулать ӗнтӗ! Ҫапла-и?

— Анчах вӗсен мӑйӑхӗ вӑрӑм-ҫке…

— Мӑйӑхӗсем чармаҫҫӗ. Вӗсем тилхепе вырӑнне пулаҫҫӗ! Е, калӑпӑр, тем пысӑкӑш эрешмен упаленсе пырать, мӗн пысӑкӑш? Эрешмен кушак ҫуринчен пысӑк пулмалла мар, унсӑр вӑл хӑрушӑ пулать! Урасем ҫук манӑн, пулнӑ пулсан! Эпӗ ӗҫлӗттӗм те хам курупкӑсенчи чӗрчунсене йӑлтах тӑрантарса ӳстерӗттӗм. Суту-илӳ тӑвӑттӑм, унтан анне валли таса хир варринче ҫурт туянӑттӑм. Эсӗ таса хирте пулкаланӑ-и?

— Пулкаланӑ-ҫке!

— Каласа кӑтарт-ха вӑл мӗнлине, э?

Эпӗ ӑна хирсем, улӑхсем ҫинчен калама пуҫларӑм. Вӑл сӑмах чӗнмесӗр итлесе ларчӗ. Унӑн куҫӗсем хупӑнчӗҫ, пӗчӗк ҫӑварӗ хуллен уҫӑлчӗ, ача тӗлӗрсе кайнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫакна кура эпӗ шӑппӑнрах калама тытӑнтӑм, анчах ҫак вӑхӑтра амӑшӗ вӗрекен сӑмавар илсе кӗртрӗ, хул айне вӑл хут хӗстернӗ, хӗвӗнчен эрех кӗленчи курӑнать.

— Акӑ эпӗ кайса та килтӗм.

— Ла-а-йӑх, — вӑрӑммӑн сывласа куҫӗсене чарса каларӗ ача. — Нимӗн те ҫук, курӑк та чечексем кӑна иккен. Анне, сан пӗчӗк урапа тупасчӗ те мана таса хире илсе тухасчӗ! Сансӑр эпӗ вилсен те хир кураяс ҫук. Хӑвӑншӑн ҫеҫ ҫӑткӑнланатӑн ҫав эсӗ, анне, чӑн та! — кӑмӑлсӑрланса та хурланса каларӗ вӑл. Амӑшӗ ӑна ӑшшӑн вӗрентсе каларӗ:

— Эсӗ — ан ятлаҫ, кирлӗ мар! Эсӗ пӗчӗк-ха…

— Ан ятлаҫ! Сана — лайӑх, ӑҫта кирлӗ унта йытӑ пек ҫӳретӗн. Эсӗ телейлӗ… Итле-ха, — ыйтрӗ манран ача, — хире ӑна турӑ тунӑ-и?

— Ҫавӑ пуль.

— Мӗншӗн?

— Ҫынсене уҫӑлса ҫӳремешкӗн.

— Таса хир! — тем шутланӑ май кулкаласа, вӑрӑммӑн сывласа каларӗ ача. — Эпӗ хам курупкӑсенчи чӗрчунсене унта илсе тухӑттӑм та ирӗке кӑларса ярӑттӑм, — уҫӑлса ҫӳреччӗр вӗсем! Итле-ха тата! — турра ӑҫта тӑваҫҫӗ — ваттисен ҫуртӗнче-и?

Унӑн амӑшӗ кӑшкӑрса ярса ахӑлтатса кулма пуҫларӗ, вырӑн ҫине кайса ӳксе, урисемпе тапкалашса ҫухӑра-ҫухӑра ячӗ:

— Эй, сана пӗрре… эй, турӑҫӑм! Манӑн савнӑҫӑм эсӗ! Турра ӑна — икона тӑвакансем ӗнтӗ… ай, ман култармӑш, тӗлӗнтермӗш ачам…

Ленька ун ҫине хаваслӑн пӑхрӗ те киревсӗр сӑмахпа ачашшӑн вӑрҫса илчӗ:

— Пӗчӗк ача пек йӑванать! Юратать-ҫке ҫав ахӑлтатма. Вӑл каллех киревсӗр сӑмах каларӗ.

— Култӑрах ӗнтӗ, — терӗм эпӗ. — Эсӗ уншӑн кӳренместӗн вӗт!

— Ҫук, кӳренместӗп, — килӗшрӗ Ленька. — Эпӗ ӑна чӳрече ҫуманшӑн кӑна тарӑхатӑп. Ыйтатӑп, ыйтатӑп: чӳрече кантӑкӗсене ҫу-ха, эпӗ кун ҫутине кураймастӑп, тетӗп; вӑл пур — яланах манса каять…

Хӗрарӑм кула-кулах чей чашкисене ҫӑвать. Ҫутӑ кӑвак куҫӗсене хӗскелесе, мана:
— Лайӑх-и, ман савнӑҫӑм? — тет.
— Вӑл пулмасан — эпӗ тахҫанах шыва сиксе вилнӗ пулӑттӑм, туршӑн та! Пӑвӑнса вилнӗ пулӑттӑм…

Кӑна вӑл кулкаласа каларӗ. Ленька сасартӑках манран:
— Эсӗ — ухмах-и? — тесе ыйтрӗ.

— Пӗлместӗп. Ма вара?

— Анне калать — ухмах, тет!

— Эпӗ мӗншӗн апла каларӑм тетӗн-ха? — ним вӑтанмасӑр каларӗ хӗрарӑм. — Ӳсӗр хӗрарӑма урамран ҫавӑтса кӗрсе ҫывӑрма вырттарать, хӑй тухса каять, шутла-ха! Эпӗ ӑна ҫилленсе каламан вӗт. Эсӗ пур — элеклеме те хатӗр, у-у, мӗнле апла…

Хӗрарӑм та ача пекех калаҫать, унӑн калаҫни-туни хӗрача пакӑлтатнине аса илтерет. Куҫӗсем те унӑн пӗчӗк ачанни пекех таса, — ҫавӑнпа та унӑн сӑмсасӑр пичӗ ҫӳлелле туртӑнса тӑракан тута хӗрри, йӗрӗлсе тӑракан шӑлӗсем пушшех илемсӗррӗн курӑнаҫҫӗ. Вӑл темле питӗ хӑрушшӑн тӑрӑхласа кулнӑ пек, тата — хаваслӑн тӑрӑхласа кулнӑ пек те туйӑнать.

— Ну, чей ӗҫме ларӑр, — мӑнаҫлӑн сӗнсе каларӗ вӑл. Сӑмавара вӑл Ленькӑпа юнашар ещӗк ҫине лартать.

Унӑн лапчӑнса пӗтнӗ хупӑлчи витӗр выляса тухакан пӑс ача хулпуҫҫине ӑшӑтать. Ленька пӗчӗк аллине пӑс ҫине тытрӗ, ал тупанӗ пӑспа йӗпенмессерен, вӑл теме ӗмӗтленнӗ пек куҫӗсене хӗссе, тарланӑ аллине ҫӳҫӗ ҫумне шӑлать.

— Ҫитӗнсе ҫитем вӑт, — тет вӑл. — Мана анне пӗчӗк урапа туса парать те, урам тӑрӑх шуса ыйткаласа ҫӳреме пуҫлатӑп. Ыйткаласа ҫитнӗ хыҫҫӑн таса хире шуса тухатӑп!

— Эх-ха-хай, — йывӑррӑн сывларӗ амӑшӗ, ҫавӑнтах хуллен кулса ячӗ. — Рай пек курӑнать пуль сана хир, савнӑ ывӑлӑм! Унта — лагерьсем, намӑса пӗлмен сӑмахсем те ӳсӗр хресченсем кӑна.

— Суятӑн, — тарӑхса пӳлчӗ ӑна Ленька. — Акӑ ыйт-ха, унран хир мӗнлине, вӑл курнӑ.

— Эпӗ курмӑн-им вара?

— Ӳсӗрпе-и!

Вӗсем, пӗчӗк ачасем пекех, хӗрсе те тӗлли-паллисӗр тавлашма тытӑнчӗҫ; тулта ҫуллахи ӑшӑ каҫ пуҫланчӗ ӗнтӗ каҫхи шуҫӑм ҫути ӳкнӗ тӳпере ҫӑра кӑвак пӗлӗт хускалмасӑр тӑни курӑнать. Путвалра тӗттӗм пула пуҫларӗ.

Ача пӗр курка чей ӗҫрӗ те тарласа кайрӗ, унтан ман ҫине, амӑшӗ ҫине пӑхса илсе каларӗ:

— Ҫисе-ӗҫсе тӑрантӑм — ҫывӑрас килсе кайрӗ, туршӑн та…

— Ҫывӑр эппин, — терӗ амӑшӗ.

— Вӑл тухса каять-и? Эсӗ каятӑн-и?

— Ан хӑра, эпӗ ӑна ямастӑп, — терӗ хӗрарӑм, мана чӗркуҫҫипе тӗртсе.

— Ан кай, — тесе ыйтрӗ Ленька, куҫӗсене хупса, вара тутлӑн карӑнса илчӗ те ещӗк ӑшне ӳкрӗ. Унтан сасартӑках пуҫне ҫӗклерӗ те амӑшне ӳпкевлӗн каларӗ:

— Санӑн, ак, качча тухасчӗ ӑна, венчете тӑрасчӗ, ытти хӗрарӑмсем пек, — пурӑнатӑн ҫав пуринпе те ерӗшсе… Хӑвна хӗнеҫҫӗ кӑна… Ку ак — кӑмӑллӑ…

— Ҫывӑр эсӗ, — хуллен каларӗ хӗрарӑм, чей чашки ҫинелле ӳпӗнсе.

— Вӑл — пуян, — хушса хучӗ ача.

Пӗр вӑхӑт хӗрарӑм чӗнмесӗр, хӑйӗн майсӑр тутисемпе чей сыпса ларчӗ, унтан, мана тахҫантанпах пӗлнӗ пек каларӗ:

— Вӑт ҫапла пурӑнатпӑр та ӗнтӗ эпир, ывӑлпа иксӗмӗр, урӑх никам та ҫук. Аскӑн хӗрарӑм тесе вӑрҫаҫҫӗ мана кунтисем. Мӗнех-ха вара? Манӑн никамран та вӑтанмалли ҫук. Ҫитменнине тата, куратӑр, сӑн-пуҫӑм епле пӑсӑлчӗ? Эпӗ мӗн тума юрӑхли пурне те тӳрех курӑнса тӑрать. Ҫапла. Ҫывӑрса кайрӗ ывӑлӑм, ман савнӑҫӑм. Лайӑх-и ман ача?

— Ҫапла. Питӗ лайӑх!

— Курса тӑранаймастӑп. Ӑслӑ вӗт вӑл?

— Питӗ ӑслӑ.

— То-тӑ ҫав! Ун ашшӗ — улпутчӗ, ватӑскерччӗ. Мӗнле калатчӗҫ-ха ҫавсене? Кантурта хут ҫырса лараҫҫӗ вӗсем.

— Нотариус-и?

— Самӑй ҫавӑ ӗнтӗ! Питӗ ырӑ старикчӗ… Кӑмӑллӑччӗ. Юрататчӗ мана, эпӗ ун патӗнче горничнӑйра ӗҫлеттӗм.

Вӑл ачин урисене ҫӗтӗк-ҫатӑкпа витрӗ, пуҫелӗкне тӳрлетрӗ те каллех ҫӑмӑллӑн калаҫма пуҫларӗ:

— Сасартӑках вилсе кайрӗ. Ҫӗрле, эпӗ ун патӗнчен тухсанах, вӑл урайне кӗрслетсе ӳкет те — чун та туртаймасть! Эсир кӑвас сутатӑр-и?

— Кӑвас.

— Хӑвӑрӑнне-и?

— Хуҫанне.

Вӑл ман ҫумарах шуҫса ларса каларӗ:

— Эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, манран ан йӗрӗнӗр, эпӗ халь намӑс чирлӗ мар ӗнтӗ, хамӑр урамри ҫынсенчен кирек камран та ыйтса пӗлме пултаратӑр, пурте пӗлеҫҫӗ!

— Эпӗ йӗрӗнместӗп.

Пӗчӗк аллине ман чӗркуҫҫи ҫине хурса (унӑн пӳрнисем ҫинчи ӳчӗ вистенсе пӗтнӗ, чӗрнисем хуҫӑлса пӗтнӗ), хӗрарӑм ачашшӑн каларӗ:

— Эпӗ сире Ленькӑшӑн питӗ тав тӑватӑп, уяв ҫитрӗ ӗнтӗ ӑна паян. Савӑнтартӑр эсир ӑна.

— Манӑн каяс пулать, — терӗм эпӗ.

— Ӑҫта? — тӗлӗнсе ыйтрӗ вӑл.

— Ӗҫ пурччӗ.

— Юлӑр.

— Пултараймастӑп…

Вӑл ывӑлӗ ҫине, унтан чӳрече витӗр тӳпенелле пӑхса илчӗ те хуллен каларӗ:

— Юлсамӑрччӗ. Эпӗ пит-куҫӑма тутӑрпа хуплӑп… манӑн сире ывӑлшӑн тав тӑвас килет… Эпӗ — сӑнӑма тутӑрпа хупласа выртӑп, юрать-и?

Вӑл ҫав тери ачашшӑн, ҫав тери ырӑ туйӑмпа, чун-чӗрене витермелле калаҫать. Унӑн куҫӗсем — илемсӗр пичӗ ҫинчи ачанни пек айӑпсӑр куҫсем — ыйткалакан куллипе мар, пуян ҫын куҫӗпе йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ — вӗсем ним те йӑлӑнмаҫҫӗ, хӑйсем тем парса ырӑ тӑвасса шантараҫҫӗ.

— Анне, — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ те ача, ҫӳҫенсе, пуҫне ҫӗклерӗ, — шӑваҫҫӗ! Анне, тетӗп… ки-ил!

— Тӗлӗк курать вӑл, — терӗ хӗрарӑм мана, ывӑлӗ ҫинелле ӳпӗнсе.

Эпӗ килкартине тухрӑм та шухӑша кайса тӑтӑм, — путвалӑн уҫӑ чӳречинчен килкартине ирсӗр те хаваслӑ юрӑ янӑраса тухать, амӑшӗ ывӑлне ҫывӑратса янӑ май, тӗлӗнмелле сӑмахсене уҫӑмлӑн асӑнса юрлать:

— Придут Страсти-Мордасти,
Приведут с собой Напасти;
Приведут они Напасти,
Изорвут сердце на части!

Ой беда, ой беда!

Куда спрячемся, куда?

Эпӗ, кӑшкӑрса макӑрса ярасран шӑлсене шатӑртаттарса, килкартинчен хӑвӑрт тухса кайрӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней