Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултаратӑр (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир ман ҫинчен темле кирлӗ мар шухӑш шухӑшлама пултаратӑр, турӑ сыхлатӑрах, Андрей Степанович!

Вы меня в чем не надо подозрить могете, упаси бог, Андрей Степаныч!

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тем те каласа хӑратма пултаратӑр, сирӗн ирӗк…

— Обзывайте как хотите, воля ваша…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Никама та каламасси пирки иккӗленмесен те пултаратӑр.

— За язык могете не сомневаться.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ай, ыр ҫынсем, мӗнле пурӑнма пултаратӑр ара ҫакӑнта?

Эх, господа, как вы можете тут жить!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, манран ан йӗрӗнӗр, эпӗ халь намӑс чирлӗ мар ӗнтӗ, хамӑр урамри ҫынсенчен кирек камран та ыйтса пӗлме пултаратӑр, пурте пӗлеҫҫӗ!

— Вы мною, молодой человек, не брезгуйте, теперь уж я не заразная, спросите кого хотите в улице, все знают!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Хӑвӑра хӑвӑр пулӑшас тесе, мӗн тума пултаратӑр эсир?

Что сделали вы в помощь себе?

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Мана правленинче тупма пултаратӑр.

Меня в правлении искать будете.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗслеме пултаратӑр, — терӗ вӑл.

— Можно проверить, — сказал он.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халлӗхе кунтан тасалма та пултаратӑр.

А пока от ворот поворот.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тасалма пултаратӑр!

От ворот поворот!

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир ун ҫинчен Катерина Васильевна Коншаковӑран, Захар Митрич Векшин опытникрен тӗплӗн ыйтса пӗлме пултаратӑр.

Расспросите об этом поподробнее Катерину Васильевну Коншакову и опытника Захара Митрича Векшина.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлетӗр пулсан, эсир тӑвӑр, пултаратӑр пулсан, пулӑшӑр; ӗҫленӗшӗн вара мӗн илес килет, ҫавна илӗр — ҫавӑншӑн наука пур та!

Делайте вы, если знаете, и помогите, если можете, а за труд возьмите себе, что хотите, — на то и наука!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пултаратӑр пулсан, вӗрентӗр мана.

Научите меня, если можете.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тырӑ хакӗ аван, сутнине хӑвӑр тӗрӗслесе тӑрсан, мартра е апрельте укҫа илме пултаратӑр.

Хлеб был хорош и в цене, и в марте или апреле вы получите деньги, если сами присмотрите за продажей.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ял пирки, — хушса хучӗ барон, — ҫитес уйӑхра сирӗн ӗҫ пӗтет, вара апрель уйӑхӗнче эсир хӑвӑр имение кайма пултаратӑр.

— A propos о деревне, — прибавил он, — в будущем месяце дело ваше кончится, и в апреле вы можете ехать в свое имение.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Талӑкра сакӑр сехет хушши уҫӑлса ҫӳреме пултаратӑр.

Ходить можете часов восемь в сутки.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫусӑр шӳрпе, симӗс апат ҫиме пултаратӑр; анчах сыхланӑр: халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех халер чирӗ, ҫавӑнпа та асӑрханас пулать…

Можете кушать легкий бульон, зелень; только берегитесь: теперь холера почти везде бродит, так надо осторожнее…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Чӑнах, эсир шалу илнӗ, халӗ пама пултаратӑр», тет.

«Верно, вы, говорит, жалованье получили, теперь можете отдать».

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вара эсир 90 пинрен кая мар перекетлеме пултаратӑр, мӗншӗн тесен ҫав стапельсем ҫинче кайран миноносецсем ҫеҫ мар, крейсерсем те тума май пулӗ.

Тогда вы сэкономите не менее девяноста тысяч рублей, и расчет надо вести так, чтобы на этих стапелях можно было строить не только миноносцы, но и крейсеры.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Эсир яланхи пекех чи перекетлӗ те чи меллӗ йышӑну тума пултаратӑр.

— Вы, как всегда, находите наилучшее и самое экономное решение.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней