Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.03 11:58

Предложений: 376; Слово: 3470

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Вӑтӑр икӗ ҫын — Гремячири активпа чухӑнсем — пӗр сывлӑшпа сывлаҫҫӗ.

Давыдов сӑмах калама ӑста ҫын мар, анчах вӑл каланине малтан, чи ӑста халапҫӑ каланинчен те тимлӗрех итлесе ларчӗҫ.

— Хам эпӗ, юлташсем, Хӗрлӗ Путилов заводӗнчи рабочи. Мана сирӗн пата хамӑрӑн Коммунистсен партийӗпе рабочи класс колхоз йӗркелесе яма пулӑшма тата пирӗн пурин юнне те ӗмсе пурӑнакан кулака пӗтерме ячӗҫ. Эпӗ кӗскен калӑп. Сирӗн пурин те колхоза кӗмелле, ҫӗре тата хӑвӑрӑн мӗнпур инструментсемпе выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗрлештермелле. Мӗншӗн колхоза кӗмелле-ха? Мӗншӗн тесен малашне те каплах пурӑнма май ҫук-ҫке! Тырӑ тӗлӗшпе пулакан йывӑрлӑхсем вӗсем кулак тырра ҫӗр айӗнче ҫӗртнинчен килеҫҫӗ, ҫав тырра пирӗн кулакран ҫапӑҫса туртса илмелле пулать! Эсир, акӑ, кӑмӑллӑнах панӑ пулӑттӑрччӗ, анчах сирӗн хӑвӑрӑн та сахалтарах. Вӑтамсемпе чухӑнсен тыррипе Совет Союзне тӑрантарса усраймӑн. Ытларах акас пулать. Анчах сухапуҫӗпе е пӗр касӑллӑ плугпа ӑҫтан ытларах тырӑ акса тӑвайӑн-ха эсӗ? Кунта трактор кӑна ҫӑлма пултарать. Факт! Эпӗ сирӗн Дон тӑрӑхӗнче пӗр касӑллӑ плугпа кӗрхи ҫӗртме сухине мӗн чухлӗ сӳхаласа хӑварма пултарнине пӗлейместӗп…

— Ҫӗрлерен ҫӗрлеччен плуг аврине тытса утсан — хӗллечен пӗр вуникӗ теҫеттина яхӑн сухалама пулӗ-и тен.

— Ха! Вуниккӗ? Ҫӗрӗ хытӑ пулсан?

— Мӗн лӗпӗртетсе ларатӑр эсир унта! — хӑлхана ҫурасла янӑраса кайрӗ пӗр хӗрарӑмӑн ҫинҫе сасси. — Кашни плугах виҫӗ е тӑватӑ мӑшӑр лайӑх вӑкӑр кӳлмелле, анчах ӑҫта-ха вӗсем пирӗн? Хӑшӗсен, чӑн та, пӗрер мӑшӑр ырханкка вӑкӑр пур ӗнтӗ, анчах нумайӑшӗн вӗсем те ҫук, ытларахӑшӗн ӗнесемпе ӗҫлеме тивет. Пуянсен пурте пур, ҫилӗ те вӗсен майлах вӗрет.

— Сӑмах ун ҫинчен пымасть! Кӗпӳ аркине шӑлпа ҫыртасчӗ те, ларасчӗ чӗнмесӗр, — илтӗнчӗ тахӑшин хӑйӑлтатакан хулӑн сасси.

— Эсӗ тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын! Арӑмна кайса вӗрент, мана вӗрентмесен те юрӗ!

— Тракторпа мӗн чухлӗ сухалама пулать?

Давыдов, ҫынсем шӑпланнӑ хыҫҫӑн, ҫапла каларӗ:

— Тракторпа пулсан, акӑ, пирӗн путиловецпа пулсан та, ӗҫе пӗлекен лайӑх трактористсем икӗ сменӑра талӑк хушшинче ҫавӑн чухлех, вуникӗ теҫеттинах сухаласа пӑрахма пултараҫҫӗ.

Пуху тӗлӗнсех кайрӗ. Пӗри, ним калама аптраса, ҫапла персе ячӗ:

— Эх…

— Ку вара — вӑйлӑ! Ҫавӑн пек ӑйӑрпа сухаласа курасчӗ… — ӑмсанчӑклӑн шӑхӑрттарса ассӑн сывларӗ тепри.

Давыдов, хумханнине пула типсе куштӑрканӑ тутисене аллаппипе шӑлчӗ те, малалла каларӗ:

— Акӑ эпир заводра сирӗн валли тракторсем туса кӑларатпӑр. Чухӑнпа вӑтам хресчен пӗр пӗччен трактор туянма хал ҫитерейрес ҫук: пыршисем ҫинҫе! Апла пулсан, ҫавна туянасах тесен, батраксен, чухӑнсен тата вӑтамсен эртеле пӗрлешес пулать. Трактор вӑл — ҫавнашкал машина, эсир пӗлетӗр ӑна, пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ ҫинче хӑваласан — тӑкак ҫеҫ кӳрет, ӑна чупма анлӑ ҫӗр кирлӗ. Пӗчӗк эртелсем туни те, качака такине сунипе пӗрех.

— Унтан та сахалтарах! — витӗмлӗн патлаттарчӗ хыҫалти ретрисенчен пӗри хулӑн сасӑпа.

— Апла, мӗн тумалла-ха? — сӑмахне малалла тӑсрӗ Давыдов, хӑйне чӑрмантарнине пӑхмасӑрах — Парти, сире тракторпа ҫаклатса нушалӑхран туртса кӑларас тесе, талкӑшӗпех коллективизаци тума палӑртса хунӑ. Ленин юлташ, вилес умӗн, мӗн каланӑ-ха? Ӗҫ хресченӗ колхозра ҫеҫ чухӑнлӑхран хӑтӑлма пултарать, тенӗ. Унсӑрӑн ӑна — труба. Кулак-вампир ӑна ӗмсех пӗтерет… Ҫавӑнпа та сирӗн ҫак кӑтартнӑ ҫулпа чӑнласах ҫирӗппӗн каймалла. Рабочисемпе союзлӑ пулса, колхозниксем мӗнпур кулаксемпе тӑшмансене ҫапа-ҫапа сирпӗтрӗҫ. Эпӗ тӗрӗс калатӑп. Халӗ ӗнтӗ сирӗн юлташлӑх ҫине куҫатӑп. Калӑпӑшӗпе вӑл пӗчӗккӗ, халсӑр, ҫавна пула унӑн ӗҫӗсем те шутсӑр начар. Ҫапла пулнипех ӗнтӗ арман урапи ҫине вӗҫсӗрех шыв юхать те… Пӗр сӑмахпа каласан, кирек те мӗнле шыв пултӑр, анчах унтан тӑкак курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук! Апла пулин те, пирӗн ҫав юлташлӑхран колхоз туса хумалла, ӑна колхозӑн шӑмшакки вырӑнне хӑвармалла, вара ҫав шӑмшак йӗри-тавра вӑтамсем пӗрлешсе, колхоза ӳт илтерсе пымалла…

— Тӑхта, кӑштах пӳлем-ха! — Шатра питлӗ, куҫӗсем тӗрӗсех мар Демка Ушаков, пӗр вӑхӑтра юлташлӑх членӗ пулнӑскер, ура ҫине тӑчӗ.

— Сӑмах ыйт, вара калаҫ, — хӑтӑрса ӑнлантарчӗ ӑна Нагульнов, сӗтел хушшинче Давыдовпа Андрей Разметнов хушшинче лараканскер.

— Эпӗ ыйтса тӑмасӑрах калатӑп, — аллине сулчӗ те Демка, пӗр вӑхӑтрах президиум ҫинелле те, пухӑннӑ халӑх еннелле те пӑхнӑ пек, куҫӗсене хӑнчӑрлатса хучӗ. — Каҫару ыйтатӑп та-ха, вӗсем мӗн пирки убыткӑна кӗрсе ӳкрӗҫ, тата мӗншӗн совет влаҫӗшӗн сиенлӗ пулса тӑчӗҫ? Мӗн пирки, ыйтатӑп эпӗ сиртен, вӗсем кивҫен паракан юлташлӑх ҫӑкрипе кӑна пурӑнчӗҫ? Ҫав ТОЗ-ӑн ытарма ҫук председателӗ пирки! Аркашка Менок пирки!

— Элемент пекех суятӑн! — илтӗнчӗ хыҫалти ретсенчен автанӑнни евӗр тенор. Вара Аркашка, чавсисемпе тӗрткелесе, президиум сӗтелӗ патнелле вирхӗнчӗ.

— Эпӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе паратӑп! — шурса кайнӑ Демкӑн куҫӗсем сӑмса кӑкӗ ҫумне пырса пӗрлешрӗҫ. Разметнов шӑммисем палӑран чышкипе сӗтеле шанлаттарнине пӑхмасӑрах, вӑл Аркашка еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. — Хӑтӑлаймастӑн! Эпир колхозра сахалӑн пулнӑшӑн мар, эсӗ улшуҫла хӑтланнӑран юхӑнтӑмӑр. «Элемент» тенӗшӗн эпӗ сана саккун тӑрӑх ответ тыттарӑп. Вӑкӑра никамран ыйтмасӑр мотоциклетпа улӑштартӑн-и? Улӑштартӑн! Ҫӑмарта тӑвакан чӑхсене мӗнпе… улӑштарма кам шут тытнӑччӗ-ха…

— Каллех суятӑн-ҫке! — халӑх хушшипе иртнӗ ҫӗртех хӑйне хӳтӗлеме тӑрать Аркашка.

— Кастарнӑ виҫӗ такана тата пушмак пӑрӑва тачанкӑпа улӑштарса яма эсӗ ӳкӗтлемерӗн-и? Купца! Ҫавӑ ҫав! — ҫиеле тухнипе савӑнать Демка.

— Йӗркеллӗрех пулӑр-ха! Мӗн эсир автансем пекех сиксе ӳкрӗр? — ӳкӗтлерӗ Нагульнов, ҫав хушӑрах хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартинчи мускулӗ кӑрт та кӑрт турткаланма тытӑнчӗ.

— Мана сӑмах парӑр-ха, — ыйтрӗ сӗтел умне хӗсӗнкелесе тухса тӑнӑ Аркаша.

Вӑл ӗнтӗ, калама хатӗрленсе, сарӑ пӗчӗк сухалне ывӑҫласа тытнӑччӗ, анчах Давыдов ӑна айккинелле сирчӗ:

— Эпӗ пӗтерем-ха, унччен, тархасшӑн, ан чӑрмантар… Ҫапла вара, юлташсем, эпӗ акӑ мӗн калатӑп: колхоз урлӑ анчах…

— Ара, эсӗ пире ӑнлантарса ан тӑр-ха! Эпир пыршӑ-пакартамӑрсемпех колхозшӑн! — пӳлсе хучӗ ӑна Павел Любишкин, пуринчен те алӑк ҫывӑхнерех лараканскер.

— Пире колхоз кирлӗ!

— Эртелпеле аттене хӗнеме те лайӑх.

— Анчах хуҫалӑха ӑслӑ тытса пырас пулать. Кӑшкӑрашусене ҫав Любишкинех чарса лартрӗ: вӑл пукан ҫинчен тӑчӗ, ҫав тери лапсака хура ҫӗлӗкне хыврӗ те — ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗскер — алӑка кӗлеткипе хупӑрласа хучӗ.

— Мӗн эсӗ, айван, пире совет влаҫӗшӗн агитацилесе тӑратӑн? Эпир ӑна кунта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ура ҫине хамӑр тӑратнӑ, тайӑлса ан кайтӑр тесе, хамӑрах хулпуҫҫисемпе тӗревлесе тӑнӑ. Колхоз мӗн иккенне пӗлетпӗр эпир, ҫавӑнпа кӗретпӗр те унта. Машинӑсем парӑр! — Вӑл хытса куштӑрканӑ алтупанне тӑсса кӑтартрӗ. — Трактор вӑл — паха япала, каламалли те ҫук, анчах эсир, рабочисем, вӗсене сахалтарах туса кӑларнӑ-ха, ҫакӑншӑн эпир сире ятлакалатпӑр та! Нимрен ярса тытмалли ҫук-ҫке-ха пирӗн, акӑ ӑҫта инкек. Вӑкӑрсемпе — пӗр алӑпа ӑна хистесе, тепринпе куҫҫульне шӑлса пырса — колхозсӑр та пурӑнма пулать. Эпӗ, ҫӗр ӗҫлекенсене ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа яма мӗнпе те пулин пулӑшчӑр тесе, колхоз пуҫланичченех Калинин патне ҫыру ҫырса яма шухӑшланӑччӗ. Унсӑрӑн малтанхи ҫулсенче, кивӗ режим чухнехи пекех, налогне тӳле, пурӑн хӑв пӗлнӗ пек. РКП мӗн тума тата? Ну, ҫӗнтертӗмӗр, малалла мӗн тумалла-ха? Каллех ӗлӗкхилле, камӑн кӳлмелли пур, ҫаплах плуг хыҫҫӑн ҫӳре. Теприн нимӗн те ҫук пулсан? Вӑрӑм аллуна тӑсса чиркӳ умне ыйткалама кайса тӑмалла-и? Е йывӑҫ йӗппе кӗпер айне ҫӗвӗ ҫӗлеме кайса ларса, иртен-ҫӳренсен ҫухисене ҫӗле-ҫӗле ямалла-и? Пуянсене ҫӗр тара илме, ҫынсене тара тытса ӗҫлеттерме ирӗк пачӗҫ… Революци ҫапла тума хушать-им-ха вара? Эсир унӑн куҫӗсене хупӑрласа хутӑр! Хӑш чухне: «Мӗншӗн кӗрешрӗмӗр-ши?» тесе ыйтатӑн та, тар шӑршине шӑршласа курман служащисем ҫав сӑмахран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн тата тӗрлӗрен шурӑ сӗлӗхсем те лӗхлетсе тӑраҫҫӗ. Ҫук, эсӗ пирӗн шӑлсене ан имле! Хитре сӑмахсем нумай илтнӗ эпир. Эсӗ пире кивҫен е тырӑлла машина пар, букарь е запашник мар, лайӑх машина илсе кил! Хӑв каласа кӑтартнӑ пек трактор пар. Ҫакна мӗншӗн туяннӑ эпӗ? — Вӑл, тенкелсем ҫинче ларакан ҫынсен чӗркуҫҫийӗсем хушшипе иртсе, тӳрех сӗтел патнелле утрӗ. Унта ҫитсен, кӗпи аркине ҫӗклерӗ, ӑна янаххипе кӑкри ҫумне хӗстерсе тытрӗ. Унӑн тӗксӗм сарӑ хырӑмӗпе аяк пӗрчи ҫинче ӳтпе пӗрӗнтерсе лартнӑ хӑрушӑ ҫӗвӗк курӑнса кайрӗ. — Мӗншӗн туяннӑ эпӗ кадет кучченеҫӗн ванчӑкӗсене?

— Намӑссӑр шуйттан! Эппин, йӗммӳне антарсах кӑтартмаллаччӗ санӑн! — тарӑхса, ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ Демка Ушаковпа юнашар ларакан тӑлӑх арӑм Униҫҫе.

— Антарнине курас килет-им санӑн? — куҫӗсене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса пӑхса илчӗ Демка ун ҫине.

— Шӑлна ҫырт, Униҫҫе инке! Эпӗ кунта хам сурансене рабочие кӑтартма вӑтанмастӑп. Ан тив, куртӑр! Мӗншӗн тесен, малашне те ҫакӑн пек пурӑнсан, манӑн ҫак япаласене витмелӗх тумтир те пулас ҫук! Йӗмӗ вӑл халӗ те ҫӗтӗк, пӗр ячӗ кӑна юлнӑ. Кӑнтӑр кунӗнче хӗрсем куҫӗ умне курӑнас пулсан, вӗсем вилеслех хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗҫ.

Хыҫалта хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ, анчах Любишкин хаяр куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн каллех лампа хӑювӗ шӑппӑн ҫатӑртатса ҫунни илтӗнекен пулчӗ.

— Апла, пуянсем каллех манран лайӑх пурӑнччӑр тесе ҫапӑҫрӑм пулать-им-ха эпӗ кадетсемпе? Вӗсем тутлӑ ҫиччӗр те, эпӗ вара суханпа ҫӑкӑр? Ҫапла-и, рабочи юлташ? Эсӗ, Макар, ман ҫине пӑхса куҫусене ан мӑчлаттар! Эпӗ ҫулталӑкра пӗрре калатӑп, мана юрать.

— Малалла кала, — пуҫне сулчӗ Давыдов.

— Малалла калатӑп. Кӑҫал эпӗ виҫӗ теҫеттин тулӑ акса хӑвартӑм. Манӑн виҫӗ ача, уксах-чӑлах аппа тата чирлӗ арӑм пур. Апла пулин те, эпӗ хамӑн тырӑ памалли плана парса татнӑ-и, Разметнов?

— Татнӑ. Анчах ытла ан шавла-ха эсӗ.

— Ҫук, шавлатӑп! Фрол Рваный кулак вара… — Любишкин хытӑ кӑна ятлаҫса илчӗ.

— Но-но! — Нагульнов чышкипе шаккама тытӑнчӗ.

— Фрол Рваный хӑйӗн планне парса татнӑ-и? Ҫук-и? Ӑна суд штрафларӗ тата тыррине те туртса илчӗҫ — хушса хучӗ Разметнов, чӑрсӑр куҫӗсене ялкӑштарса Любишкин ҫине пӑхнӑ май.

«Сана, ерипен пыраканскере, илсе килсе ярасчӗ ҫакӑнта!» — аса илчӗ Давыдов райком секретарьне.

— Вӑл кӑҫаллӑха каллех Фрол Игнатьевичах пулса юлать! Ҫуркунне вара татах мана тара тытма пырать! — ҫапла каларӗ те хура ҫӗлӗкне Давыдов ури айнелле вӑркӑнтарчӗ. — Мӗн эсӗ мана колхоз ҫинчен каласа тӑратӑн?! Кулакӑн шӑнӑрӗсене касса татӑр, вара кӗретпӗр! Пире унӑн машинисене, унӑн вӑкрисене, унӑн вӑй-хӑватне парӑр, вара эпир унпала тин танлашӑпӑр. Ҫапла тӑвас вырӑнне «кулака пӗтермелле» тесе калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ, вӑл пур ҫулран ҫул хупах пек ашкӑрса пырать, тата хӗвеле те пиртен хупласа тӑрать.

— Фрол пурлӑхне паччӑр кӑна, Аркашка Менок ҫавӑнтах ероплан улӑштарса илет унпа — лаплаттарса хучӗ Демка.

— Ох-ха-ха-ха!..

— Ӑна вӑл часах тӑвать.

— Мана кӳрентернине курса тӑракан свидетельсем пулатӑр!

— Чим! Итлеме памастӑн, чарӑн!

— Мӗн эсир, шуйттансем, сирӗншӗн нимӗнле йӗрке те ҫук тетӗр-им?

— Ну, ӗнтӗ, шӑпрах пулсамӑрччӗ!..

Тапранса кайнӑ шӑв-шава Давыдов аран-аран чарчӗ.

— Ҫакӑнта пулать те ӗнтӗ пирӗн партин политики! Умӑнти алӑк уҫӑ пулсан, мӗн шаккаса тӑратӑн ӑна? Кулака класӗпех пӗтермелле, унӑн пурлӑхне колхоза памалла, факт! Эсӗ вара, партизан юлташ, ҫӗлӗкне кӑлӑхах сӗтел айне вӑркӑнтаратӑн, вӑл сана кирлӗ пулӗ-ха. Ҫӗре тара илесси тата батраксене тара тытасси халӗ текех пулма пултараймасть! Кулака эпир нушалӑха пула тӳссе пурӑннӑ: вӑл колхозсенчен ытларах тырӑ парса тӑратчӗ. Халӗ ӗнтӗ — пачах урӑхла. Сталин юлташ ҫав арифметикӑна тӗп-тӗрӗс шутласа кӑларнӑ та ҫапла каланӑ: кулака пурнӑҫран кӑларса пӑрахмалла! Унӑн пурлӑхне колхозсене памалла, тенӗ… Эсӗ машшинсем пирки макӑртӑн… Колхозсене вӑй илсе ура ҫине тӑма пилӗкҫӗр миллион тенкӗ параҫҫӗ, ку мӗнле пек? Ҫавӑн ҫинчен илтнӗ-и эсӗ? Апла пулсан, мӗне курса пуҫна минрететӗн-ха тата? Малтан колхозсене ҫуратас пулать, унтан вара машинӑсем пирки шухӑшламалла. Эсӗ пур, малтан сӳсменне туянасшӑн, кайран, сӳсменӳ мӗнлине кура, лаша илесшӗн. Мӗнрен кулатӑн-ха эсӗ? Ҫапла, ҫапла!

— Любишкин кутӑн утма пуҫланӑ иккен!

— Хо-хо…

— Ара эпир пӗтӗм чунтанах колхоза кӗме хатӗр-ҫке!

— Хайхи сӳсмен пирки ку… лайӑхах тивертрӗ-мӗн…

— Кӗҫӗр тесен кӗҫӗрех!

— Халех ҫырӑр!

— Кулаксене тустарма илсе кайӑр.

— Кам колхоза ҫырӑнать, аллӑрсене ҫӗклӗр! — сӗнчӗ Нагульнов.

Ҫӗкленӗ алӑсен шучӗ вӑтӑр виҫҫӗ пулчӗ. Пӗри, астумасӑр, ик аллине те ҫӗкленӗ.

Шӑрӑх пирки Давыдов пальтине те, пиншакне те хывса пӑрахрӗ. Унтан кӗпе тӳмисене вӗҫертрӗ; йӑл кулса, ҫынсем шӑпланасса кӗтрӗ.

— Ӑнланасса эсир лайӑх ӑнланатӑр, факт! Анчах эсир колхоза кӗрсен пурте пулать тесе шутлатӑр-и? Ҫук, ку ҫеҫ сахал-ха. Эсир, чухӑнсем, — совет влаҫӗн тӗрекӗ. Сирӗн едрена зелена, хӑвӑрӑн та колхоза кӗмелле, хӑвӑр хыҫҫӑн сулкаланакан вӑтам хресчене те сӗтӗрмелле.

— Хӑй кӗресшӗн мар пулсан, епле сӗтӗрсе кӗртен-ха эсӗ ӑна? Вӑл вӑкӑр мар-ҫке, ӑна мӑйракаран ҫаклатса ҫавӑтса кӗреймӗн, — терӗ Аркашка Менок.

— Ӑнлантарса пар! Хӑвӑн шухӑшна тепӗр ҫынна ертеймесен, епле хамӑр тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен боец-ха вара эсӗ? Ыран акӑ пуху пулать. Унта хӑв та колхозшӑн сасӑла, ҫумӑнти вӑтам хресчене те ӳкӗтлесе ҫавӑр. Халӗ кулаксем пирки сӳтсе явма тытӑнатпӑр. Вӗсене Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнчен кӑларса ямалла туса, постановлени йышӑнар-и е мӗнле?

— Алӑ пусатпӑр!

— Тымар кӑкӗнченех вӗсене!

— Ҫук, тымар кӑкӗнчен мар ӗнтӗ, тымарӗ-мӗнӗпех кӑкласан лайӑхрах, — тӳрлетрӗ Давыдов, унтан Разметнова ҫапла каларӗ:  — Кулаксен списокне вуласа пар. Халӗ вӗсене раскулачить тума палӑртса ҫирӗплететпӗр.

Андрей папкӑран хут листи туртса кӑларчӗ те Давыдова пачӗ.

— Фрол Дамасков. Пролетариат енчен ҫавӑн пек наказани илме тивӗҫлӗ-и вӑл?

Алӑсем пӗр харӑсах ҫӗкленчӗҫ. Анчах сасӑсене шутланӑ чухне Давыдов пӗри алӑ ҫӗклемесӗр юлнине асӑрхарӗ.

— Килӗшместӗн-им? — Вӑл тар пӗрчисемпе витӗннӗ кӳҫхаршисене ҫӗклерӗ.

— Тытӑнса тӑратӑп-ха, — кӗскен хуравларӗ сасӑламасӑр юлнӑ ҫын, сӑн-сӑпачӗпе палӑрсах кайман тӳлек казак.

— Мӗншӗн апла? — тӗпчерӗ Давыдов.

— Мӗншӗн тесен вӑл манӑн кӳршӗ тата эпӗ унран ырлӑхне те нумай курнӑ. Ҫавӑнпа та ун ҫине алӑ ҫӗклеме пултараймастӑп.

— Халех пухуран тухса кайнӑ пултӑр! — вырӑнӗнчен йӗнер пускӑчисем ҫинче ҫӗкленсе тӑнӑ пекех ҫӗкленсе, чӗтрекен сассипе приказ пачӗ Нагульнов.

— Ҫук, апла юрамасть, Нагульнов юлташ! — пӳлчӗ ӑна Давыдов, сассине хытарса.

— Тухса ан кай, гражданин! Хӑвӑн линине ӑнлантарса пар. Дамасков сан шухӑшупа кулак-и е ҫук-и?

— Эпӗ ӑна-кӑна ӑнланмастӑп. Эпӗ хутла пӗлмен ҫын, ҫавӑнпа та мана пухуран тухса каймашкӑн ирӗк пама ыйтатӑп.

— Ҫук, эсӗ, тархасшӑн, ӑнлантарса парсамччӗ пире, мӗнле ырлӑх куртӑн эсӗ унран?

— Вӑл мана яланах пулӑшса тӑнӑ, вӑкӑрсем панӑ, кивҫен вӑрлӑх панӑ… сахал пулнӑ-и… Анчах эпӗ влаҫа сутмастӑп. Эпӗ — власть майлӑ…

— Вӑл сана хӑй майлӑ тӑма ыйтрӗ-и? Мӑкарычне укҫан пачӗ-и е тырӑ халлӗн-и? Эсӗ тумса ан тӑр, ан хӑра! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Разметнов. — Ну, кала, мӗн пама пулчӗ вӑл сана? — йӑл куланҫи пулчӗ вӑл, хӑй тӳррӗн лартнӑ ыйтӑвӗсемшӗн аван мар пек туйса.

— Тен, нимӗн те сӗнмен пулӗ, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?

— Суятӑн, Тимофей! Сутӑннӑ ҫын эсӗ, подкулачник! — кӑшкӑрчӗ пӗри ҫынсем хушшинчен.

— Тем те каласа хӑратма пултаратӑр, сирӗн ирӗк… Давыдов пырӗ патне ҫӗҫӗ илсе пынӑ пекех ҫапла ыйтрӗ:

— Эсӗ совет влаҫӗ майлӑ-и е кулак майлӑ? Эсӗ, гражданин, чухӑнсен класне намӑс ан кӑтарт, пухӑва тӳрех каласа пар, кам майлӑ тӑратӑн?

— Мӗн чӑрманмалли пур унпа! — тарӑхса сӑмаха пӳлчӗ Любишкин. — Пӗр кӗленче эрехшӗн ӑна пӗтӗм пырши-пакартипех сутӑн илме пулать. Сан ҫине, Тимофей, куҫпа пӑхсан — куҫ ыратать!

Сасӑламан Тимофей Борщев, юлашкинчен, юри йӑвашлананҫи пулса, ҫапла каларӗ:

— Эпӗ — влаҫшӑн-ҫке, мӗне кура ҫулӑхатӑр-ха ман ҫума? Хамӑн тӗттӗмлӗхӗм аташтарчӗ мана… — Анчах иккӗмӗш хут сасӑланӑ чухне те вӑл аллине ҫӗклес килмен ҫӗртенех ҫӗклени сисӗнчӗ.

Давыдов блокночӗ ҫине кӗскен ҫапла чарлаттарса ҫырса хучӗ: «Тимофей Борщев — класс тӑшманӗ сӗрӗмлетнӗ ҫын. Ӑнлантармалла, шухӑшне ҫавӑрмалла».

Пуху пӗр сасӑпа тата тӑватӑ кулакӑн хуҫалӑхне раскулачить тума ҫирӗплетрӗ.

Анчах Давыдов: «Тит Бородин» тесе вуласан тата: «Кам ӑна раскулачить тӑвассишӗн?» тесе ыйтсан, пуху шӑпӑртах пулчӗ. Нагульнов, хӑйне аван мар туйса, Разметнова куҫран кӑн пӑхса илчӗ. Любишкин йӗп-йӗпе ҫамкине ҫӗлӗкӗпе шӑлкалама пуҫларӗ.

— Мӗншӗн шӑплантӑр? Мӗн пулчӗ? — Давыдов, нимӗн ӑнланмасӑр, йӗрки йӗркипе ларакан ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ, никампа та куҫпа-куҫ тӗл пулайман пирки, Нагульнов енне ҫаврӑнчӗ. — Ӗҫӗ акӑ мӗнре, — пуҫларӗ лешӗ иккӗленчӗклӗн. — Ҫав Бородин, урамра эпир ӑна Титок тесе чӗнетпӗр-ха, пирӗнпеле пӗрле вун-саккӑрмӗш ҫулта хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ гвардие кайрӗ. Чухӑн йӑхран тухнӑскер, ҫирӗп ҫапӑҫрӗ. Суранӗсем пур унӑн тата революцилле ӗҫсем тунӑшӑн ӑна награда та панӑ — кӗмӗл сехет илнӗ вӑл. Эсӗ ӑнланатӑн-и, рабочи юлташ, епле касса ҫурчӗ вӑл пирӗн чӗресене? Килне таврӑнсан, аҫа йытӑ кайӑк виллине ҫатӑрласа ҫыртса лартнӑ пекех, хуҫалӑхран ярса тытрӗ… Вара, эпир асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, пуйнӑҫем пуйма пуҫларӗ, Кунӗн-ҫӗрӗнех ӗҫлерӗ, хӑйне пӗтӗмпех тискер ҫӑм-сухал пусса илчӗ, хӗлӗн-ҫӑвӗнех килти пиртен ҫӗлетнӗ пӗртен-пӗр йӗмпеле ҫӳрерӗ. Виҫӗ мӑшӑр вӑкӑр туянса ячӗ тата, тӗрлӗрен йывӑр япаласем йӑтнипе, ӑшӗ анакан пулчӗ, ҫапах тӑранмарӗ вӑл! Икшер, виҫшер ҫын тара тытса ӗҫлеттерме пуҫларӗ. Ҫил арманӗ лартрӗ, унтан тата пилӗк лаша вӑйлӗ пӑспа ӗҫлекен двигатель туянса ячӗ те ҫу ҫапакан завод туса лартрӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе суту-илӳ тума тытӑнчӗ. Хӑй те начар ҫиетчӗ, тарҫисем вара, талӑкра ҫирӗмшер сехет ӗҫлетчӗҫ пулин те, лашасене апат пӑтратса пама е выльӑх-чӗрлӗхсене утӑ-улӑм пама ҫӗрхута пилӗкшер хут тӑрса тухатчӗҫ пулин те, вӗсене выҫӑпа антӑхтаратчӗ. Эпир унпа ячейкӑра та, Советра та темиҫе хутчен калаҫнӑ; тем тӗрлӗ намӑслантарса та пӗтернӗ. Хӑш чухне ҫаплах калаттӑмӑрччӗ: «Пӑрах-ха, Тит, хамӑр хаклӑ совет влаҫӗн ҫулне пӳлсе ан тӑр! Эсӗ уншӑн фронтсенче шуррисене хирӗҫ ҫапӑҫса асап курнӑ-ҫке-ха…» теттӗмӗрччӗ. — Нагульнов ассӑн сывласа илчӗ те аллисене сарса пӑрахрӗ:  — Ҫын шуйттана ҫаврӑннӑ пулсан, мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ? Хамӑр та курсах тӑратпӑр, харпӑрлӑх пӗтерет ӑна! Каллех чӗнетпӗр, ҫапӑҫусенче пулнисене тата пӗрле терт-асап курнисене аса илетпӗр, ӳкӗтлесе калаҫатпӑр, ытах та вӑл пирӗн ҫула пӳлме тытӑнсан, буржуйланса кайсан тата тӗнчери революцие кӗтсе тӑрасшӑн мар пулсан, эпир хӑйне таптаса тӑкса ҫӗр айне путарса лартассипе те хӑрататпӑр.

— Эсӗ кӗскентерех кала-ха, — тӳсеймесӗр каласа хучӗ Давыдов.

Нагульнов сасси чӗтренсе илчӗ, унтан лӑпкӑнрах калама пуҫларӗ.

— Кун ҫинчен кӗскен калама май ҫук. Ку вӑл юнпа илнӗ… Ну, вӑл, хайхи Титок, пире хирӗҫ ҫапла хуравлать: «Эпӗ совет влаҫӗн приказне пурнӑҫлатӑп — тырӑ акмалли ҫӗр лаптӑкне ӳстеретӗп. Тарҫӑсене те саккун тӑрӑх тара тытатӑп: манӑн арӑм чирлӗ. Эпӗ нимӗн те, никам та марччӗ, халӗ, акӑ, манӑн пурте пур, ҫавӑншӑн ҫапӑҫнӑ та ӗнтӗ. Тата совет влаҫӗ те сирӗн ҫинче тытӑнса тӑмасть имӗш. Эпӗ ӑна хамӑн аллӑмпа чӑмламалли паратӑп, эсир — портфельщиксем, кураймастӑп эпӗ сире», тет. Эпир ӑна вӑрҫӑ ҫинчен тата хамӑр пӗрле тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласан, тепӗр чухне унӑн куҫӗсенче куҫҫуль йӑлтӑртатса илет, анчах вӑл ӑна ирӗккӗн юхма памасть, пӑрӑнать, чӗрине хурҫӑ пек хытарать те: «Мӗн пулни — пулнӑ та иртсе кайнӑ!» тесе хурать. Вара эпир ӑна гражданла сасӑ тивӗҫӗсӗр хӑвартӑмӑр. Вӑл унта та, кунта та чупкаласа ҫӳрерӗ, края, Мускава хутсем ҫырса пӑхрӗ. Анчах эпӗ ҫапла ӑнланатӑп: центрти учрежденисенчи тӗп вырӑнсенче пурне те ӑнланакан ватӑ революционерсем лараҫҫӗ пулмалла: пире сутрӑн пулсан — эсӗ тӑшман, ҫавӑнпа сана нимӗнле каҫару та ҫук!

— Ҫапах та, кӗскереххӗн кала-ха эсӗ…

— Халех пӗтеретӗп. Унта та ӑна сасӑ тивӗҫлӗхне тавӑрса паман, ҫапла вара, вӑл халичченех ҫав тивӗҫлӗхсӗр пурӑнать. Работниксене, чӑнах та, ӗҫрен кӑларса ячӗ ӗнтӗ…

— Ну, апла пулсан, ӗҫ мӗнре тӑрать-ха вара? — Давыдов Нагульнова шӑтарасла пӑхса сӑнарӗ. Анчах лешӗ, хӗвел ӗнтсе янӑ кӗске хӑрпӑкӗсемпе куҫне хупӑрларӗ те, ҫапла хуравларӗ:

— Ҫавӑнпа пуху шӑпӑртах ларать те. Эпӗ сире ӗлӗкхи хаклӑ вӑхӑтсенче Тит Бородин, хальхи кулак, мӗнле ҫын пулнине ӑнлантарса патӑм.

Давыдов тутине ҫыртрӗ, хуралса кайрӗ:

— Мӗн эсӗ пире куҫҫуль кӑлармалли халапсем каласа тӑратӑн? Партизан пулнӑ — уншӑн чыс та хисеп ӑна, кулак пулса кайнӑ — тӑшман пулса тӑнӑ. Апла ӑна таптаса лапчӑтмалла! Мӗн калаҫса тӑмалли пур унта?

— Эпӗ ӑна хӗрхенсе мар. Эсӗ, юлташ, кирлӗ-кирлӗ мара ман ҫине ан тие!

— Кам Бородина раскулачить тӑвасшӑн, алӑ ҫӗклӗр. Давыдов йӗркесем тӑрӑх пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Алӑсем пӗр харӑс мар, пӑт-паттӑн пулин те, ҫапах ҫӗкленчӗҫ.

Пуху хыҫҫӑн Нагульнов Давыдова хӑй патне ҫӗр выртма чӗнчӗ.

— Ыран сире валли хваттер тупса хатӗрлетпӗр, — терӗ вӑл, Совет ҫурчӗн тӗттӗм ҫенӗкӗнчен аллисемпе хыпашлакаласа тухнӑ май.

Вӗсем нӑтӑртатакан юр ҫийӗпе юнашар утса пычӗҫ. Нагульнов кӗске кӗрӗкӗн тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те хул-лен кӑна калаҫма тытӑнчӗ:

— Эпӗ, хаклӑ рабочи юлташ, ҫӗрӗҫлекенсен харпӑрлӑхне пӗтӗмпех колхоза пуҫтарса пӗрлештермелле тенине илтрӗм те ҫӑмӑллӑнрах сывлама пуҫларӑм. Эпӗ ачаранпах харпӑрлӑх таврашне кураймастӑп. Нумай вӗреннӗ ученӑй юлташсем, Маркспа Энгельс, мӗнпур усал-инкек ҫавӑнтан килет тесе тӗрӗс ҫырнӑ. Унсӑр совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче те ҫынсем, вӑлашка умӗнчи сыснасем пек, ҫав ылханлӑ муршӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗрткелешеҫҫӗ! Ӗлӗк тата, кивӗ йӗрке вӑхӑтӗнче, епле пулнӑ? Шухӑшлама хӑрушӑ! Манӑн атте тӗреклӗ пурӑнакан казак пулнӑ, тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑр тата пилӗк лаша тытнӑ. Акмалли ҫӗр питӗ нумай пулнӑ пирӗн, утмӑл-ҫитмӗл теҫеттина, ҫӗр теҫеттина та ҫитнӗ. Кил-йыш пысӑкчӗ, ӗҫченччӗ. Хамӑрах алӑ ҫитерсе пыраттӑмӑр. Шухӑшласа пӑхсан та ара: авланнӑ пиччесем кӑна виҫҫӗ пулнӑ манӑн. Ҫавӑн чухнехи пӗр тамаша ман аса ҫивӗччӗн кӗрсе юлчӗ те, ҫавна пула вара эпӗ харпӑрлӑха хирӗҫ хытӑ тӑра пуҫларӑм. Теплерен пӗрре кӳршӗсен сысни пирӗн пахчана кӗрсе кайнӑ та сӑмсипе темиҫе тӗм ҫӗрулмие сухаласа тӑкнӑ. Анне ҫавна курсан чугунтан пӗр курка вӗри сӑмала ӑсса илнӗ те мана ҫапла калать: «Хӑвала-ха ҫавна, Макарка, эпӗ пӗчӗк хапха хыҫне кайса тӑрам», тет. Эпӗ ун чухне вуникӗ ҫулалла ҫитнӗскерччӗ. Ну, паллах, эпӗ ҫав мӗскӗн сыснана хапха патне хӑваласа пытӑм. Анне ҫавна вӗри сӑмалапа чашт! сапрӗ. Хайхискерӗн шӑрчӗ йӑсӑрлансах пӑсланма тытӑнчӗ! Сысна вилсе выртрӗ. Кӳршӗ ҫилленсе ҫӳрерӗ. Тепӗр эрнеренех вара хирте ҫирӗм виҫӗ ҫӗмел тулӑ ҫунса кайрӗ пирӗн! Атте, ҫак ӗҫе кам алли тунине пӗлсе тӑнӑскер чӑтаймарӗ, суда пачӗ. Вара ҫавсем пӗр-пӗрне ҫав тери курайми пулса ҫитрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхма та пултараймастчӗҫ. Кӑшт-кашт ӗҫкелесенех — ҫапӑҫма тапрататчӗҫ. Пилӗк ҫула яхӑн судланнӑ хыҫҫӑн вилӗм патнех пырса тухрӗҫ… Ҫӑварнире ҫак кӳршӗн вӗлернӗ ывӑлне хӑйсен анкартинче тупрӗҫ. Такам ҫавна сенӗкпе кӑкринчен темиҫе тӗлтен чике-чике шӑтарса хӑварнӑ. Хӑшпӗр паллӑсем тӑрӑх, эпӗ ҫав ӗҫе хам пиччесемех тунине чухласа илтӗм. Тӗпчерӗҫ, анчах ҫын вӗлерекенсене тупаймарӗҫ. Ӳсӗрпе супса вилнӗ, тесе акт ҫырса кайрӗҫ. Эпӗ ҫавӑнтан вара атте патӗнчен тарҫӑна тухса кайрӑм. Вӑрҫа лекрӗм. Выртатӑн ҫапла нимӗҫ йывӑр снарядсемпе ҫунтарать, тӑпрапа хутӑш хура тӗтӗм пӗлӗтелле сирпӗне-сирпӗне ҫӗкленет. Выртнӑ ҫӗрте пуҫра темле-темле шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ: «Камшӑн, кам харпӑрлӑхӗшӗн сехрене хӑптарсах вилӗм кӗтсе выртатӑп-ши кунта эпӗ?» — тетӗп. Хамӑн пуля-снаряд айӗнче тимӗр пӑта пулса тӑрас килет: шлепке таранах ҫӗре тӑрӑнса кӗрсе ларнӑ пулӑттӑм! Эх, эсӗ, ҫуратнӑ аннеҫӗм! Газсем шӑршласа куртӑм, антраса пӗтрӗм. Халӗ, кӑштах тӑвалла утмалла пулсанах, — сывлӑш питӗрӗнет, пуҫа юн капланса килет, — хӑпараймастӑп. Ӑслӑ ҫынсем фронтра чухнех тӑна кӗртрӗҫ те, большевик пулса таврӑнтӑм. Граждан вӑрҫинче вара, эх, турарӑм та ҫав леш ҫӗлен-калтасене, пӗрре те шеллесе тӑмарӑм! Касторнӑй патӗнче контузи пултӑм, кайран тытамак силлеме тапратрӗ. Халӗ, акӑ, ҫакнашкал паллӑ пур. Нагульнов пысӑк алтупанне орденӗ ҫине хучӗ, ҫав самантрах унӑн сассинче ҫӗнӗ хӗлӗхсем тӗлӗнмелле ӑшшӑн янӑраса кайрӗҫ:  — Ӑна курсанах мана ӑшӑрах пек туйӑнса каять. Халӗ эпӗ, хаклӑ юлташӑм, хама граждан вӑрҫи кунӗсенче позицире тӑнӑ чухнехи пекех туятӑп. Ҫӗр айне кӗрсе выртатпӑр, анчах колхоза пурне те кӗртетпӗр. Тӗнчери революци патнелле ҫывхарсах пыратпӑр-ҫке-ха.

— Тит Бородина ҫывӑх пӗлетӗн-и эсӗ? — утнӑҫем шухӑша кайса, ыйтрӗ Давыдов.

— Пӗлмесӗр, эпир унпа туслӑ пулнӑ, анчах вӑл харпӑрлӑхшӑн ытла та хытӑ ҫуннӑ пирки уйрӑлса кайма тиврӗ. Ҫирӗммӗш ҫулта эпир унпа пӗрле Донецки округри пӗр вулӑсра кулаксен восстанине путарнӑ ҫӗрте пултӑмӑр. Икӗ эскадрон тата ЧОН атакӑна кайнӑччӗ. Восстани тӑвакансенчен нумайӑшне слобода хыҫӗнче каса-каса вӗлерсе хӑвартӑмӑр. Титок ҫӗрле хваттере таврӑннӑ та пӳрте темскерле ҫыхӑсем ҫӗклесе кӗнӗ. Ҫыхӑсене силленӗ те, вӗсенчен касса татнӑ ҫын урисем — сакӑр ура тухса ӳкнӗ. «Ухмаха ернӗ эсӗ!.. — тенӗ ҫакна пӗр юлташ — Халех каялла илсе тухса кай!» «Текех пӑлханмӗҫ, сволочсем. Мана тесен, тӑватӑ мӑшӑр атӑ кансӗрлемест. Эпӗ пӗтӗм килйышӑма атӑ тӑхӑнтаратӑп ӗнтӗ» тавӑрнӑ Титок ӑна хирӗҫ. Вара ҫавсене кӑмака ҫине хурса ӑшӑтнӑ та, ҫӗввисене хӗҫҫипех касса, урисене турта-турта кӑларнӑ, кайран улӑм ури ӑшне кайса чикнӗ. «Чавсах пытартӑм», — тенӗ лешне. Ун чухнех вӑл ҫапла ҫын иккенне пӗлнӗ пулсан-и — персе пӑрахнӑ пулӑттӑмӑр ӑна, ҫӗлене! Анчах юлташӗсем ӑна хӳтӗлесе хӑварнӑ, никама та пӗлтермен. Каярахпа эпӗ, ҫав ӗҫ чӑнах пулнӑ-ши тесе тӗпчесе пӑхрӑм. «Чӑнах, — тет Титок, — ара, урисем шӑнса юман пекех хытса ларнӑ та, ахаль хывса илеймерӗм, хӗҫпе качлаттара-качлаттара касса татрӑм. Мана, атӑ ӑстине, лайӑх атӑсемех ҫӗрте ҫӗрмелле пулни пӑшӑрхантарчӗ. Анчах халӗ — хама та хӑрушӑ, — тет. — Хӑш чухне вара ҫӗрле вӑранса каятӑп та, арӑмран хама стена ҫумне вырттарма ыйтатӑп, хӗрринче выртма хӑрушӑ…» — тет. Ну, эпир акӑ манӑн хваттере ҫитрӗмӗр те. — Нагульнов килхушшине кӗчӗ, алӑк кӗлине шалтлаттарса хӑварчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней