Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VIII сыпӑк

Раздел: Обломов –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.09 18:23

Предложений: 659; Слово: 6403

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Захар Тарантьевпа Алексеев хыҫҫӑн алӑк питӗрсе юлчӗ те вырӑнӗ ҫине лармарӗ, улпут чӗнессе кӗтсе тӑчӗ, мӗншӗн тесен вӑл лешӗ ҫырма хатӗрленнине илтрӗ. Анчах Обломов пӳлӗмӗнче тупӑкри пекех шӑп. Захар шӑтӑкран пӑхрӗ — мӗн унта? Илья Ильич пуҫне аллисемпе тӗревлесе диван ҫинче выртать; ун умӗнче кӗнеке выртать. Захар алӑк уҫрӗ.

— Мӗн эсир каллех выртатӑр? — ыйтрӗ вӑл.

— Ан чӑрмантар; куратӑн, вулатӑп! — пат татса каларӗ Обломов.

— Ҫӑвӑнма вӑхӑт, унтан ҫырас пулать, — терӗ хӑпма пӗлмен Захар.

— Чӑнах та, вӑхӑт, — вӑраннӑ пек пулчӗ Илья Ильич. — Халех: эсӗ кай. Эпӗ шухӑшласа пӑхатӑп.

— Хӑш вӑхӑтра выртма ӗлкӗрчӗ-ха вӑл каллех! — мӑкӑртатрӗ Захар, кӑмака ҫине сиксе хӑпарса. — Ҫивӗч!

Ҫапах та Обломов нумай выртнипе саралнӑ страницӑна вуласа тухрӗ, — ҫакӑнта пӗр уйӑх каялла вулама чарӑннӑччӗ. Вӑл кӗнекене хӑй вырӑнне хучӗ те анасласа илчӗ, кайран манӑҫма пӗлмен икӗ инкек ҫинчен шухӑша кайрӗ.

— Мӗнле кичем! — пӑшӑлтатрӗ вӑл, урисене пӗрре тӑсса ярса, тепре хуҫлатса хурса.

Унӑн ӗмӗтпе киленес, ачашланас килчӗ; вӑл, тӳпенелле пӑхса, хӑй юратнӑ хӗвеле шырарӗ, анчах хӗвел чӑн тӳпене ҫитнӗ-мӗн те курӑнмасть, пӳрт стенине ҫеҫ куҫа йӑмӑхтармалла ҫутатать, вӑл анса ларни ҫеҫ Обломова чӳречерен курӑнать. «Ҫук, малтан ӗҫ тӑвас», — ҫирӗппӗн шухӑшларӗ вӑл, — «унтан вара…»

Ялта вӑраннӑ вӑхӑт паҫӑрах иртрӗ, Петербургра вӑранмалли вӑхӑт та иртсе пырать. Обломова тултан тӗрлӗрен сасӑсем илтӗнме пуҫларӗҫ: куҫса ҫӳрекен артистсем юрлани, унтан та хытӑрах — йытӑсем вӗрни. Тинӗсре пурнакан тискер кайӑка кӑтартакансем, тӗрлӗрен ҫимӗҫ сутакансем тем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрса иртме пуҫларӗҫ.

Обломов ҫурӑм ҫине выртрӗ те аллисене пуҫ айне хуҫлатса хучӗ. Илья Ильич имени планӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Вӑл куланай, ака-суха пирки, тӗп ыйтусене хускатрӗ, хресченсене юлхавланма, тарма чарасси пирки ҫӗнӗ, ҫирӗп мел шухӑшласа кӑларчӗ, вара хӑйӗн ялти пурнӑҫне мӗнле майлаштармалли ҫинчен шухӑшларӗ. Ӑна ялта ҫурт тӑвасси пӑшӑрхантарчӗ; пӳлӗмсем мӗнлерех пулмаллине, апатланмалли пӳлӗм, бильярд пӳлӗмӗн тӑршшӗ мӗн сарлакӑш пулмаллине темиҫе минут хушши савӑнсах палӑртрӗ, хӑйӗн кабинечӗн чӳречисем хӑш еннелле тухмаллине те палӑртса хучӗ; сӗтел-пуканпа кавирсем ҫинчен те манмарӗ.

Ун хыҫҫӑн вӑл ҫуртӑн флигелӗсем хӑш енне тухмаллине, хай йышӑнма шутланӑ хӑнасем мӗн чухлӗ пуласса шута илчӗ, лаша витисем, тарҫӑ пӳлӗмӗсем тата ытти хуралтӑсем пирки те шухӑшларӗ.

Юлашкинчен сад ҫине куҫрӗ: ватӑ ҫӑкасемпе юмансене вӑл ҫаплипех хӑварас терӗ, улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисене касса, акаци лартма шут тытрӗ; парк пирки те шухӑшларӗ те, анчах, тӑкак нумай тухнине шута илсе, парк тума тӑхтас терӗ, чечек йӑранӗсемпе оранжерейӑсем тӑвас пирки шухӑшларӗ.

Хӑйӗн садӗнче мӗнле ҫимӗҫсем пулассине вӑл ӗмӗтӗнче яр-уҫҫӑн курчӗ те ялти пурнӑҫӗ темиҫе ҫултан мӗнлерех пуласси, хӑйӗн планӗ тӑрӑх тунӑ именире мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Акӑ вӑл ҫуллахи каҫ веранда ҫинче, сулхӑнра, чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, ларать пек, ун аллинче вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм; вӑл ӳркевлӗн чӗлӗм туртса, умӗнчи ҫутҫанталӑк илемӗпе, уҫӑ сывлӑшпа, шӑплӑхпа киленет; инҫетре сарӑ уй курӑнать, палланӑ хурӑнлӑх хыҫне анса ларакан хӗвел тӗкӗр пек тикӗс пӗве ҫине хӗрлӗ тӗс ӳкерет; сулхӑн ҫапать, каҫ пулса килет; хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хиртен кӗреҫҫӗ.

Ӗҫсӗр тарҫӑсем урам алӑкӗ умӗнче лараҫҫӗ; унта хаваслӑ шӑв-шав, кулни, тӑмра сасси илтӗнет, хӗрсем хурчкалла выляҫҫӗ; Обломов тавра ун ачисем ҫуйӑхса чупаҫҫӗ, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑпарса лараҫҫӗ, мӑйӗнчен ҫакӑнаҫҫӗ; сӑмавар умӗнче… ҫак таврари патша майри, Обломовӑн турри… хӗрарӑм ларать! Ун арӑмӗ! Ҫав хушӑра илемлӗ тирпейленӗ столовӑйра саламлӑ ҫутӑсем йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ, ҫаврака пысӑк сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ; кӑвакарнӑ бакенбардлӑ Захар, мажордом ятне илнӗскер, сӗтел ҫине шӑнкӑртаттарса хрусталь савӑт-сапасем лартать, кӗмӗл кашӑксем хурать, час-часах стакан е вилка урайне ӳкерет; сӗтел тулли лартса тултарнӑ апата ҫиме пикенеҫҫӗ; кунтах Обломовӑн ачаранхи ҫывӑх тусӗ Штольц та, ытти палла-тӑран та пур; унтан ҫывӑрма выртаҫҫӗ…

Обломов сӑнӗ сасартӑк телейлӗн ҫуталса каять, ӗмӗт ҫав тери ҫутӑ, чӗрӗ, илемлӗ пулнипе, вӑл самантрах минтер ҫине пичӗпе выртрӗ. Унӑн сасартӑках юратас, телей курас, сасартӑках хӑй ҫуралнӑ ҫӗршыври уйсемпе тусене, хӑйӗн ҫуртне, арӑмӗпе ачисене курас килсе кайрӗ…

Пӗр пилӗк минут ӳпне выртнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ. Унӑн сӑнӗ кӑмӑла ҫемҫетен йӑваш туйӑмпа ҫуталчӗ: вӑл телейлӗ.

Вӑл, киленсе, урисене ерипен тӑсрӗ те, унӑн панталон вӗҫӗсем кӑштах таврӑнчӗҫ, анчах вӑл ҫак пӗчӗк йӗркесӗрлӗхе асӑрхамарӗ те. Ҫӑмӑл та ирӗк ӗмӗт ӑна, хальхи ҫинчен мантарса, пуласлӑха куҫарчӗ.

Вӑл хӑйӗн юратнӑ шухӑшне шухӑшларӗ: акӑ вӑл хӑйӗн тусӗсемпе колони тӑвать, тусӗсем ун ялӗнчен вунпилӗк-ҫирӗм ҫухрӑмра ялсенче, фермӑсенче вырнаҫаҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрин патне апатланма, ташлама пухӑнаҫҫӗ; кунсем ялан хаваслӑ, ҫынсем те пурте хаваслӑ, пӗр пӗркеленчӗксӗр те шухӑшсӑр, йӑлкӑшса кулакан, ҫаврака хӗрлӗ питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, нумай ҫиекен ҫынсем; ялан ҫулла, ялан хаваслӑх, тутлӑ апат, пылаклӑ канлӗх пулать…

— Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! — терӗ те телейлӗ Обломов, тӑна кӗчӗ.

Ҫак вӑхӑтра тултан темиҫен кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ: — Ҫӗрулми! Хӑйӑр, хӑйӑр кирлӗ мар-и? Кӑмрӑк! Ырӑ господасем, турӑ ҫуртне тума укҫа парсамӑр! — Ҫӗнӗрен тӑвакан юнашар ҫуртран пуртӑ сасси, ӗҫлекенсем кӑшкӑрашни илтӗнет.

— Ах! — салхуллӑн сывласа ячӗ Илья Ильич. «Мӗнле пурнӑҫ ку! Мӗн тери киревсӗр-ҫке тӗп хула шавӗ! Хӑҫан ҫитӗ-ши кӗтнӗ райри пурнӑҫ? Хӑҫан уй-хире, ращасене куҫас?» — шухӑшларӗ вӑл. — «Выртасчӗ ӗнтӗ халӗ курӑк ҫинче, йывӑҫ айӗнче, туратсем витӗр хӗвел ҫине пӑхасчӗ, туратсем ҫине миҫе кайӑк пырса ларнине шутласчӗ. Ҫав хушӑра сан патна пӗр-пӗр хӗрлӗ питлӗ хӗр-тарҫӑ курӑк ҫине е ирхи апат, е кӑнтӑрлахи апат пырса парать, хӑйӗн чавсисем ҫара, ҫаврашка та ҫемҫешке, мӑйӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ; вӑтаннӑ пек пулса, юри ҫӗрелле пӑхса кулать вӑл… Хӑҫан ҫитӗ-ши ҫав вӑхӑт?..»

«План вара? Староста вара, хваттер вара мӗнле?» — сасартӑк аса илчӗ вӑл.

— Ҫапла, ҫапла! — васкаса каларӗ Илья Ильич. — Халех, ҫак минутрах!

Обломов хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, унтан урисене урайнелле усрӗ, харӑсах икӗ туфлине те тӑхӑнчӗ те ҫаплипех ларчӗ; унтан тӑмаллипех тӑчӗ те пӗр-икӗ минут хускалмасӑр шухӑшларӗ.

— Захар, Захар! — хытӑ кӑшкӑрчӗ вӑл, сӗтел ҫине, чернильница ҫине пӑхса.

— Мӗн унта тата? — илтӗнчӗ, сикнӗ хыҫҫӑн. — Урасем епле йӑтса ҫӳреҫҫӗ-ши мана? — хӑрӑлтатса пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Захар! — терӗ каллех Илья Ильич шухӑшлӑн, сӗтел ҫинчен куҫ илмесӗр. — Акӑ мӗн, тӑванӑм… — чернильница ҫине кӑтартса калама пуҫларӗ вӑл, анчах каласа пӗтермерӗ, каллех шухӑша кайрӗ.

Ҫавӑнтах унӑн аллисем ҫӗкленчӗҫ, чӗркуҫҫийӗсем хуҫланчӗҫ, вӑл карӑнма, анаслама пуҫларӗ…

— Пирӗн унта, — карӑннӑҫемӗн чарӑна-чарӑна каларӗ вӑл: — чӑкӑт юлнӑччӗ, тата мадера пар; апатчен инҫе-ха, эпӗ унччен кӑшт ҫырткалам…

— Ӑҫтан чӑкӑт юлтӑр-ха? — терӗ Захар: — ним те юлман…

— Мӗнле юлман? — пӳлчӗ ӑна Илья Ильич. — Эпӗ питӗ лайӑх астӑватӑп: ак ҫакӑн пек татӑкчӗ.

— Ҫук, ҫук! Нимле татӑк та пулман! — хӑйӗннех печӗ Захар.

— Пурччӗ! — терӗ Илья Ильич.

— Пулман, — тавӑрчӗ Захар.

— Ну, сутӑн ил эппин…

— Укҫа парӑр.

— Ав унта вакки, ил.

— Кунта тенкӗ те хӗрӗх пус ҫеҫ, тенкӗ те утмӑл пус кирлӗ.

— Унта тата пӑхӑрри пурччӗ.

— Эпӗ курман! — терӗ Захар, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа. — Кӗмӗл укҫа пурччӗ, акӑ вӑл, пур, пӑхӑр укҫа пулман!

— Пурччӗ: ӗнер мана разносчик хам алла пачӗ.

— Вӑл ман умра пачӗ, — терӗ Захар: — вак укҫа панине куртӑм, анчах пӑхӑр ӳкҫа панине курман…

«Тарантьев илмен-ши? — иккӗленерех шухӑшларӗ Илья Ильич. — Ҫук, вӑл ваккине те илнӗ пулӗччӗ».

— Тата мӗн пур-ха унта апла? — ыйтрӗ вӑл.

— Нимӗн те пулман. Ӗнерхи ветчина ҫук-ши, Анисьйӑран ыйтса пӗлес пулать, — терӗ Захар. — Илсе килес-им?

— Мӗн пуррине илсе кил. Мӗнле пулман-ха?

— Пулман ара! — терӗ те Захар, тухса кайрӗ.

Илья Ильич вара хуллен, шухӑшласа, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ.

— Чӑрмавӗ нумай ҫав, — терӗ вӑл шӑппӑн. — Акӑ план тӑвас пирки те — ӗҫ тем чухлех-ха! Чӑкӑт юлнӑччӗ вӗт-ха, — хушса хучӗ вӑл шухӑшласа, — ҫав Захар ҫисе янӑ ӗнтӗ ӑна, пулман, тет тата хӑй! Ӑҫта кайса кӗчӗ-ха ҫав пӑхӑр укҫа? — терӗ вӑл, аллисемпе сӗтел ҫине хыпашласа.

Тепӗр чӗрӗк сехетрен Захар алӑка патнуспа тӗксе уҫрӗ, пӳлӗме кӗрсенех, алӑка урипе тӗксе хупас тенӗччӗ вӑл, анчах тивертеймерӗ: черкке, унпа пӗрлех графин пробкипе булка ҫӗре ӳкрӗҫ.

— Ӳкермесӗр пӗр утӑм та утаймасть! — терӗ Илья Ильич. — Ну, мӗн ӳкернине илесчӗ хӑть; вӑл пур — киленсе пӑхса тӑрать тата!

Захар аллинчи патнусӗпех булка илме тесе пӗшкӗннӗччӗ, анчах кукленсен, булка илме аллисем пушӑ маррине сасартӑк асӑрхарӗ.

— Ну-кӑ, ил-ха! — тӑрӑхласа каларӗ Илья Ильич. — Мӗн эсӗ? Мӗншӗн чарӑнтӑн?

— Эй, ҫӗр ҫӑтманскерсем! — тарӑхса ятлаҫма пуҫларӗ Захар, ӳкнӗ япаласем ҫине пӑхса. — Ӑҫта пулнӑ-ши вӑл ирхи апата кӑнтӑрла ҫиесси? — Вара патнуса лартрӗ те ӳкернӗ япаласене урайӗнчен пухрӗ; булкӑна илчӗ те вӗрсе сӗтел ҫине хучӗ.

Илья Ильич апатланма тытӑнчӗ, Захар унтан кӑшт аяккарах кайса, ун ҫине хӑяккӑн пӑхса тӑчӗ, темӗн каласшӑн пулчӗ пулмалла. Анчах Обломов ҫирӗ, ун ҫине кӑшт та ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Захар пӗр-икӗ хут ӳсӗркелесе илчӗ.

Обломов ҫаплах нимӗн те шарламарӗ.

— Управляющи каллех пӗлтерме ячӗ, — хӑюсӑррӑн каларӗ юлашкинчен Захар. — Подрядчик пулнӑ ун патӗнче, — вӑл пирӗн хваттере кӗрсе курма пулать-ши? тет. Юсас пирки йӑлтах…

Илья Ильич пӗр сӑмах шарламасӑр ҫисе ларчӗ.

— Илья Ильич, — терӗ тата шӑппӑнрах Захар, кӑшт шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Илья Ильич илтмӗш пулчӗ.

— Ҫитес эрнере куҫма хушаҫҫӗ, — хӑйӑлтатса каларӗ Захар.

Обломов пӗр черкке эрех ӗҫрӗ те нимӗн те шарламарӗ.

— Мӗн тумалла ӗнтӗ, Илья Ильич? — пӑшӑлтатнӑ пекех ыйтрӗ Захар.

— Эпӗ сана кун ҫинчен мана калама чартӑм-ҫке, — хаяррӑн каларӗ те Илья Ильич, тӑрса Захар умне пычӗ.

Лешӗ каялла чакрӗ.

— Мӗнле усал ҫын эсӗ, Захар! — хушса хучӗ Обломов тарӑхса.

Захар кӳренчӗ.

— Усал! Мӗнле усал эпӗ? Эпӗ никама та вӗлермен.

— Мӗнле усал мар-ха? — терӗ Илья Ильич. — Эсӗ ман пурнӑҫа пӗтеретӗн.

— Эпӗ усал мар! — ҫине тӑрсах каларӗ Захар.

— Мӗн-ха эсӗ мана хваттер пирки аптрататӑн?

— Мӗн тумалла-ха манӑн?

— Манӑн тата мӗн тумалла?

— Эсир кил хуҫи патне ҫырма пултӑр-ҫке?

— Ҫырӑп-ха; тӑхта; тӳрех юрамасть-ҫке-ха!

— Халӗ акӑ ҫырасчӗ!

— Халӗ, халӗ! Манӑн кирлӗрех ӗҫ пур. Мӗн эсӗ ӑна вутӑ татасси терӗн-им? Пулчӗ-пулмарӗ ҫырмашкӑн? Авӑ, — терӗ Обломов, типӗ хур тӗкне чернильница ӑшӗнче пӑтратса, — чернилӗ те ҫук ав! Мӗнле ҫырам-ха эпӗ?

— Эпӗ акӑ халех квас ярса шӗвететӗп ӑна, — терӗ те Захар, чернильницӑна илсе, хӑвӑрт малти пӳлӗмелле тухрӗ.

Обломов хут шырама тытӑнчӗ.

— Хут та ҫук пулмалла! — хӑйне хӑй каларӗ вӑл, ещӗкре тата сӗтел ҫинче хыпашласа. — Ҫуках! Ах, ҫав Захар: пурӑнма памасть!

— Ну, мӗнле усал ҫын мар-ха эсӗ? — терӗ Илья Ильич халь ҫеҫ кӗнӗ Захара. — Нимӗн те пӑхмастӑн эсӗ? Мӗнле-ха килте хут пулмалла мар?

— Мӗнле наказани ку, Илья Ильич! Эпӗ христианин: мӗн мана усал тесе вӑрҫатӑр? Тупнӑ япала: усал. Эпир ватӑ улпут пурӑннӑ чухне ҫуралса ӳснӗ, вӑл сысна ҫури тесе те, хӑлхаран туртса та ятлатчӗ, анчах ҫакӑн пек сӑмаха илтмен вара, асӗнче те пулман пулӗ! Ҫылӑха кӗресси йывӑр-им? Акӑ хут, мейӗр.

Вӑл этажерка ҫинчен ҫур листа кӑвак хут илчӗ те Обломова тыттарчӗ.

— Ҫакӑн ҫине ҫырма юрать-им вара? — ыйтрӗ Обломов, хута ывӑтса. — Эпӗ мӗн те пулин… усал япала ан кӗрсе ӳктӗр тесе, унпа стакан ҫине витнӗ.

Захар ҫаврӑнса стена ҫинелле пӑхрӗ.

— Ну, нимех те пулмӗ: пар кунта, эпӗ малтанлӑха ҫеҫ ҫыратӑп, Алексеев тепӗр хут куҫарса ҫырать.

Илья Ильич сӗтел патне ларчӗ те ҫырма тытӑнчӗ: «Милостивый государь!..»

— Мӗнле киревсӗр чернил! — терӗ Обломов. — Тепӗр чухне эсӗ хӑлхуна тӑратса итле, Захар, хушнӑ ӗҫе кирлӗ пек ту!

Вӑл кӑштах шухӑшларӗ те ҫырма тытӑнчӗ.

«Квартира, которую я занимаю во втором этаже дома, в котором вы предположили произвести некоторые перестройки, вполне соответствует моему образу жизни и приобретенной, вследствии долгого пребывания в сем доме, привычке. Известясь через крепостного моего человека, Захара Трофимова, что вы приказали сообщить мне, что занимаемая мною квартира…»

Обломов чарӑнчӗ те ҫырнине вуласа тухрӗ.

— Ҫыпӑҫуллӑ мар, — терӗ вӑл, — кунта икӗ хут что юнашар, лере которое тени икӗ хут.

Вӑл пӑшӑлтатса илчӗ те сӑмахсене улӑштарса лартрӗ, анчах капла который тени этаж пирки каланӑ пек пулса тухрӗ. Аран-аран тӳрлеткелерӗ те что тенине мӗнлерех икӗ хут асӑнмасӑр ҫырма май пурри ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Вӑл сӑмаха пӗрре чӗрсе хучӗ, тепре каллех ҫырса лартрӗ. Пӗр виҫӗ хутчен что сӑмаха куҫаркаласа лартрӗ, анчах капла пуплев ӑнланмалла тухмасть е икӗ что юнашар пулаҫҫӗ.

— Ку тепӗр что тенинчен хӑтӑлма та ҫук! — терӗ Обломов чӑтаймасӑр. — Э! Ҫӑва патне ӑна, ку ҫырӑва! Ҫук япаласемшӗн пуҫа ҫӗмӗрмелле тата! Ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма маннӑ эпӗ. Акӑ виҫҫӗмӗш сехет иртет ӗнтӗ.

— Захар, акӑ, ме сана.

Вӑл ҫырӑва тӑватӑ пая туса ҫурчӗ те урайне пӑрахрӗ.

— Куртӑн-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Куртӑм, — терӗ Захар, хут татӑкӗсене пуҫтарса.

— Хваттер пирки мана ан ҫыпҫӑн урӑх. Ку мӗн тата сан?

— Счетсем ара.

— Ах, турӑҫӑм! Эсӗ пӗтӗмпех асаплантарса ҫитертӗн мана! Ну, мӗн чухлӗ унта, кала хӑвӑртрах!

— Аш сутакана 86 т. 54 п.

Илья Ильич аллине шарт ҫапрӗ.

— Эсӗ ухмаха ертӗн-и? Аш сутакана ҫавӑн чухлӗ купа укҫа-и?

— Пӗр виҫӗ уйӑх хушши тӳлемен, ҫавӑн чухлӗ пулать те ӗнтӗ! Акӑ кунта ҫырса хунӑ, вӑрламан!

— Ну, мӗнле усал мар-ха эсӗ? — терӗ Обломов. — Мильонлӑх ӗне ашӗ илнӗ! Ӑҫта каять ку санӑн? Усӑллӑ пулсан юрӗччӗ.

— Эпӗ ҫисе яман! — харкашса каларӗ Захар.

— Ҫук! Ҫимен-и?

— Мӗн эсир мана ҫӑкӑршӑн ӳпкелешетӗр? Акӑ, пӑхӑр!

Вӑл ӑна счетсене тӗртсе пачӗ.

— Ну, тата кама? — терӗ тарӑхса Илья Ильич, ҫулланса пӗтнӗ тетраде тӗртсе ярса.

— Тата 121 т. 18 п. ҫӑкӑр сутаканпа пахча ҫимӗҫ сутакана.

— Ку ҫарату! Ку ним майсӑр япала! — терӗ Обломов, хытӑ тарӑхса. — Мӗн эсӗ, ӗне мар пулӗ-ҫке ҫавӑн чухлӗ пахча ҫимӗҫ чӑмласа яма?..

— Ҫук! Эпӗ — усал ҫын! — хурланса каларӗ Захар улпута, тӳртӗн ҫаврӑнса тӑрса. — Михей Андреевича кӗртмен пулсан, сахалтарах пӗтетчӗ! — терӗ вӑл.

— Ну, пӗтӗмпе ку мӗн чухлӗ пулать-ха, шутла! — терӗ те Илья Ильич, хӑех шутлама пуҫларӗ.

Захар та пӳрнисене хуҫлатса шутларӗ.

— Шуйттан пӗлет-и, темӗнле пулса тухать: кашнинчех тӗрлӗрен тухать! — терӗ Обломов. — Ну, санӑн мӗн чухлӗ? Икҫӗр тенкӗ-и?

— Тӑхтӑр-ха, шутласа пӗтерме парӑр! — терӗ Захар, куҫӗсене хӗстерсе, мӑкӑртатса калаҫса. — Сакӑр хут вуннӑ та вунӑ хут вуннӑ — вунсаккӑр, тата икӗ хут вуннӑ…

— Ну, эсӗ капла нихҫан та пӗтерейместӗн, — терӗ Илья Ильич. — Ху пӳлӗмне кай-ха, счетсене мана ыран пар, тата хутпа чернил хатӗрлеме ан ман… Ҫавӑн чухлӗ укҫа купи! Пӗчӗккӗн тӳлес пулать, тесе каларӑм — ҫук, палтах харӑс парасшӑн… пулать те халӑх!

— Икҫӗр пилӗк тенкӗ те ҫитмӗл икӗ пус, — терӗ Захар, шутласа пӗтерсен. — Укҫа парӑр.

— Мӗнле-ха, халех! Тӑхтӑр-ха: ыран тӗрӗслесе пӑхам.

— Сирӗн ирӗкӗр, Илья Ильич, вӗсем ыйтаҫҫӗ…

— Ну, ну, чарӑн! Каларӑм: ыран, тесе, ыран илетӗн те. Кай ху пӳлӗмне, эпӗ ӗҫлетӗп: манӑн кирлӗрех ӗҫ пур.

Илья Ильич урисене хӑй айнелле хуҫлатса хурса, пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ те шухӑша кайма та ӗлкӗреймерӗ, шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.

Ун патне пысӑках мар хырӑмлӑ, шурӑ сӑнлӑ, хӗрлӗ питлӗ, лутра ҫын килсе кӗчӗ. Вӑл кукша пуҫлӑ, хыҫалта, ҫилхе пек, хура ҫӑра ҫӳҫ ҫитӗнсе ларнӑ. Кукши ҫаврака та таса, слон шӑмминчен ҫавӑрса тунӑ пекех ҫуталать. Ку ҫын кирек мӗн ҫине пӑхнӑ чух та тимлӗн, ытлашши кулмасӑр, хӑйне йӗркеллӗ тыткаланӑ пек курӑнать.

Ҫине вӑл кӑшт перӗнсенех хапха пек уҫӑлса каякан шалпар фрак тӑхӑннӑ. Кӗпи шап-шурӑ, кукшийӗпе пӗр майлах ялтӑртатать. Сылтӑм аллинчи шӗвӗр пӳрнине темӗнле тӗксӗм куҫлӑ пысӑк ҫӗрӗ тӑхӑннӑ.

— Тухтӑр! Мӗнле майпа? — кӑшкӑрчӗ Обломов, пӗр аллине хӑна еннелле тӑсса, тепринпе пукан шутарса лартса.

— Эсир пӗри те чирлеменрен кичемленсе ҫитрӗм, чӗнместӗр, хам килтӗм, — терӗ тухтӑр шӳтлесе. — Ҫук, — хушса хучӗ вӑл кайран чӑнласа: — эпӗ ҫӳлти хутра сирӗн кӳршӗ патӗнче пултӑм та, кунта кӗрсе тухас терӗм.

— Тавтапуҫ. Кӳрше мӗн пулнӑ?

— Мӗн пуласси, виҫ-тӑватӑ эрне, тен, кӗркуннеччен пурӑнкалӗ-и, кайран… кӑкӑрӗ шыҫнӑ: пӗтесси паллах. Ну, эсир мӗнле?

Обломов пуҫне хуйхӑллӑн сулчӗ.

— Япӑх, тухтӑр. Эпӗ хам та сирӗнпе канашласа пӑхма шутланӑччӗ. Пӗлместӗп, тем тумалла. Вар-хырӑм апата ирӗлтерменпе пӗрех, ӑшчике йывӑр, кӑкӑр хӗртнипе аптратӑп, сывлӑш питӗрӗнет… — терӗ Обломов, пит-куҫне хӗрхенчӗклӗн пӗркелесе.

— Кӳрӗр-ха аллӑра, — терӗ тухтӑр; ал тымарне тытрӗ те пӗр минутлӑха куҫне хупрӗ. — Ӳслӗк пур-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Каҫсерен, уйрӑммӑнах апат ҫинӗ хыҫҫӑн.

— Кхм! Чӗре хӑвӑрт тапни пулкалать-и? Пуҫ ыратать-и?

Тухтӑр татах ҫакнашкал темиҫе ыйту пачӗ, кайран пуҫне усрӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ. Тепӗр икӗ минутран вӑл сасартӑк пуҫне ҫӗклерӗ те татӑклӑн каларӗ:

— Эсир тата тепӗр икӗ-виҫӗ ҫул ҫак климатпах, тата пӗрмай выртса, ҫулла та йывӑр апат-ҫимӗҫ ҫисе пурӑнсассӑн — паралич ҫапнипе вилетӗр.

Обломов ҫӳҫенсе илчӗ.

— Мӗн тӑвас-ха манӑн! Вӗрентӗр, тархасшӑн! — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ, ҫавнашкалах: ют ҫӗршыва каймалла.

— Ют ҫӗршыва! — тӗлӗнсе каларӗ Обломов.

— Ҫаплах; мӗнех вара?

— Итлер-ха, тухтӑр, ют ҫӗршыва! Мӗнле-ха апла?

— Мӗншӗн каяс мар-ха?

Обломов хӑй ҫине, унтан хӑйӗн пӳлӗмӗ ҫинелле ним шарламасӑр пӑхса илчӗ те шухӑшламасӑр каларӗ:

— Ют ҫӗршыва!

— Мӗн чӑрмантарать-ха сире?

— Мӗнле мӗн? Пурте…

— Мӗн пурте? Укҫа ҫук-им?

— Укҫа, чӑнах та, ҫук вара, — ҫивӗччӗн каласа хучӗ Обломов, укҫа ҫукки ют ҫӗршыва каяссинчен хӑтаракан пӗртен-пӗр тӗрӗс сӑлтав пулнишӗн савӑнса. — Староста мӗнле ҫырнине вуласа пӑхӑр-ха эсир… Ӑҫта-ха ҫырӑвӗ, ӑҫта чикрӗм ӑна эпӗ? Захар!

— Юрать, юрать, — терӗ тухтӑр: — ку ман ӗҫ мар; эпӗ сире пурнӑҫа урӑхлатасси, пурӑнан вырӑна, сывлӑша, ӗҫе — пурне те улӑштарасси ҫинчен ҫеҫ пӗлтерме тивӗҫ.

— Юрать, шухӑшласа пӑхӑп, — терӗ Обломов. — Ӑҫта каяс-ха манӑн, мӗн тӑвас? — ыйтрӗ вӑл.

— Киссингена е Эмса кайӑр, — терӗ тухтӑр: — унта июнь, июль уйӑхӗсенче пурӑнӑр, сыватакан шывсем ӗҫӗр; кайран Швейцарине е Тироле виноград ҫисе юсанма кайӑр. Унта сентябрь, октябрь уйӑхӗсенче пурӑнӑр…

— Шуйттан пӗлет-и, Тирольте мӗнлине! — кӑшт илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Илья Ильич.

— Кайран ӑҫта та пулин типӗ ҫӗршыва, Египета та юрать…

«Авӑ епле!» шухӑшларӗ Обломов.

— Шухӑша, хуйха-суйха сирсе ярӑр…

— Сире калама лайӑх, — терӗ Обломов: — эсир старостӑран ҫакӑн пек ҫырусем илместӗр…

— Унтан та хӑтӑлас пулать, — терӗ тухтӑр.

— Шухӑшсенчен-и?

— Ҫапла, пуҫа ӗҫлеттерессинчен.

— Имени лартма план тӑвасси мӗнле вара? Каҫарӑр, эпӗ ӑвӑс каска-им?..

— Ну, хӑвӑрӑн ирӗкӗр. Манӑн сире сыхласа хӑварасси ҫеҫ. Ытлашши хӑрама, хӗрӳленме юрамасть: вӑл та сывлӑха кансӗрлет. Юланутпа уҫӑлса ҫӳреме, ташлама тӑрӑшас пулать, уҫӑ сывлӑшра канса ҫӳрес пулать, чӗре ҫӑмӑллӑн та ырӑ туйӑмсемпе сиктӗр тесе, кӑмӑла савӑнтарма, уйрӑмах хӗрарӑмсемпе калаҫма тӑрӑшас пулать.

Обломов ӑна пуҫне усса итлерӗ.

— Вара? — ыйтрӗ вӑл.

— Тата вуласран, ҫырасран — турӑ сыхлатӑр сире! Кӑнтӑр еннелле пӑхакан кантӑклӑ виллӑна йышӑнӑр, чечексем нумайрах пулччӑр, ҫывӑхрах музыка, хӗрарӑмсем пулччӑр…

— Мӗнле апат-ҫимӗҫ ҫимелле?

— Аш-какай таврашне, ҫӑнӑхран тунӑ ҫимӗҫсене, студень йышши апатсене ҫиме юрамасть. Ҫусӑр шӳрпе, симӗс апат ҫиме пултаратӑр; анчах сыхланӑр: халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех халер чирӗ, ҫавӑнпа та асӑрханас пулать… Талӑкра сакӑр сехет хушши уҫӑлса ҫӳреме пултаратӑр. Пӑшал туянар…

— Турӑҫӑм!.. — йынӑшса ячӗ Обломов.

— Юлашкинчен, — терӗ тухтӑр, — хӗллене Парижа кайӑр та унта, ҫавраҫил пек пурнӑҫра, ан пӑшӑрханӑр, театртан бала, маскарада, палланӑ ҫынсемпе хула тулашне ҫӳрӗр, сирӗн тавра палланӑ ҫынсем, шав, кулӑ пултӑр…

— Тата мӗн те пулин кирлӗ мар-и? — ыйтрӗ Обломов, кӳреннине пытараймасӑр.

Тухтӑр шухӑша кайрӗ…

— Тинӗс ҫинчи сывлӑшра пулсан та юрамалла: Англире пӑрахут ҫине ларӑр та Америкӑна ҫити кайӑр…

Вӑл тӑчӗ те сывпуллашма тытӑнчӗ.

— Ҫаксене пурне те тӗрӗссипех пурнӑҫласан… — терӗ вӑл…

— Юрать, юрать, пурнӑҫлатӑпах, — тарӑхса каларӗ Обломов, ӑна ӑсатнӑ май.

Тухтӑр тухса кайрӗ, вӑл Обломова хурлантарса хӑварчӗ. Обломов куҫӗсене хупрӗ, икӗ аллине те пуҫӗ ҫине хучӗ те ниҫталла пӑхмасар, нимӗн туймасӑр, пукан ҫине хутланса ларчӗ.

Ун хыҫӗнче хӑюсӑррӑн чӗнни илтӗнчӗ:

— Илья Ильич!

— Ну? — тавӑрчӗ вӑл.

— Управляющине мӗн калас?

— Мӗн пирки?

— Куҫса каяс пирки!

— Эсӗ каллех ҫавӑн ҫинчен-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Обломов.

— Илья Ильич, улпутӑм, мӗн тӑвас-ха манӑн тата? Хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр: ахаль те манӑн пурнӑҫӑм йывӑр, тупӑкалла пӑхатӑп…

— Ҫук, куҫассупа мана эсӗ тупӑка кӗртсе вырттарасшӑн пулмалла, — терӗ Обломов. — Итле-ха, тухтӑр мӗн калать!

Захар нимӗн те калаймарӗ, кӑкӑр ҫинчи мӑй тутрин кӗтесӗсем чӗтренмелле ассӑн сывласа илчӗ ҫеҫ.

— Эсӗ мана вӗлерме шут тытрӑн-им? — терӗ каллех Обломов. — Эпӗ йӑлӑхтарса ҫитертӗм-и сана, э? Ну, кала ӗнтӗ?

— Турӑ упратӑр сире! Ватӑличченех пурӑнӑр! Кам усал тӑвас тет сире? — мӑкӑртатрӗ Захар, ҫакӑн пек хирӗҫсе калаҫмалла пулса тухнишӗн именсе.

— Эсӗ! — терӗ Илья Ильич. — Куҫасси пирки асӑнма хушмарӑм сана, эсӗ пур — кунсерен пилӗк хут аса илтеретӗн: тарӑхтарать-ҫке ку мана — ӑнлан ҫакна. Ахаль те сывлӑхӑм ҫав тери начар.

— Эпӗ, сударь, мӗншӗн куҫмалла мар-ха, терӗм? — хумханнипе чӗтрекен сасӑпа каларӗ Захар.

— Мӗншӗн куҫмалла мар! Эсӗ питӗ ҫӑмӑл тетӗн-им ӑна! — терӗ Обломов, креслипех Захар еннелле ҫаврӑнса. — Эсӗ ун ҫинчен лайӑхрах шухӑшласа пӑхрӑн-и, э? Шухӑшламан, ҫапла-и?

— Шухӑшламан пултӑр! — терӗ лӑпкӑн Захар, пӗтӗмпех улпутпа килӗшсе; «хирӗҫсе каяс марччӗ кӑна, ку маншӑн йӳҫӗ кӑшмантан та йӳҫӗрех» — терӗ вӑл ӑшӗнче.

— Шухӑшламан пулсан, шухӑшла, куҫма юрать-и е ҫук-и. Мӗне пӗлтерет куҫасси? Манӑн тухса каяс пулать те кунӗпех тумтир хывмасӑр ҫӳрес пулать…

— Мӗнех, каяс пулсан та? — терӗ Захар. — Мӗншӗн ҫӳремелле мар кунӗпе? Килте ларнипе усси ҫук вӗт. Авӑ мӗнле илемсӗрленсе кайрӑр хӑвӑр! Ӗлӗк хӑяр пек ҫавракаччӗ эсир, халӗ ав, килте ларма пуҫланӑранпа мӗнле пулса кайнине турӑ пӗлет. Ҫӳресчӗ урамра, ҫынсене е урӑххине мӗн те пулин курасчӗ…

— Ҫитӗ уссӑр сӑмаха лӗпӗртетме, итле ак! — терӗ Обломов. — Урамра ҫӳремелле!

— Чӑнах та, — терӗ Захар хӗрсе кайса. — Авӑ, темӗнле халиччен илтмен пысӑк чӗрчун илсе килнӗ, теҫҫӗ, ҫавна кайса курасчӗ. Театра е маскарада каяс, кунта сирӗнсӗрех куҫӗҫ…

— Кирлӗ мара ан лӗпӗртет! Эсӗ тӑрӑшатӑн ҫав улпутшӑн! Саншӑн пулсан, ҫӳре ярӑнса кунӗпе — эпӗ, кам пӗлет, ӑҫта, мӗнле апатланатӑп, апат хыҫҫӑн выртса канатӑп-и? — эсӗ пӗлместӗн ӑна?.. Мансӑрах куҫаҫҫӗ вӗсем унта! Асӑрхамасан, ванчӑк кӑна куҫараҫҫӗ. Пӗлетӗп эпӗ, куҫасси мӗнле иккенне! — терӗ Обломов, шухӑшне ҫирӗп ӗненсе. — Ҫӗмӗреҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, пӗтӗм япалине урайне пӗр ҫӗре купалаҫҫӗ: унтах чемоданӗ те, диван хыҫӗ те, картинӑсем те, чӑпӑксем те, кӗнекесем те, темӗнле кирлӗ пулсан та шыраса тупайман пӗчӗк кӗленчесем те, унта вара, шуйттан пӗлет-и, таҫтан тупӑнаҫҫӗ! Ан ҫухатчӑр, ан ҫӗмӗрччӗр тесе, йӑлтах астӑвас пулать… ҫурри кунта, тепӗр ҫурри е ҫӗнӗ хваттерте, е лав ҫинче: туртас тесе чӗлӗм тытатӑн та, табакӗ ҫук… Ларма шутлатӑн — ниҫта лармалли ҫук; кирек мӗн тытсан та — лапӑртанатӑн: йӑлтах тусанлӑ; ҫӑвӑнмалли те, нимӗн те ҫук, ҫӳре вара, сан пек, хура алӑсемпех…

— Ман алӑсем таса, — терӗ Захар, аллисем вырӑнне темӗнле икӗ патуш татӑкӗсем кӑтартса.

— Ну, ан кӑтартсамччӗ! — терӗ Илья Ильич, каялла ҫаврӑнса. — Ӗҫме тӑратӑн, — малалла каларӗ Обломов: — графинӗ пур, стаканӗ ҫук…

— Графинран та ӗҫме пулать, — кӑмӑллӑн каларӗ Захар.

— Сирӗн йӑлтах ҫавнашкал ҫав: шӑлмасан та, тусан пуҫтармасан та, кавирсенчен тусан шаккаса кӑлармасан та юрать. Ҫӗнӗ хваттерте, — терӗ Илья Ильич, куҫасси ҫинчен шухӑшласа: — виҫӗ кунта вырнаҫтарса пӗтереймеҫҫӗ, нихӑш япали те вырӑнӗнче мар: картинӑсем стена ҫумӗнче ҫӗрте выртаҫҫӗ, калушсем вырӑн ҫинче, атӑсем чейпе, помадӑпа пӗр ҫыхӑра. Пӑхатӑн та, е кресла ури хуҫӑлнӑ, е картина ҫинчи тӗкӗр ҫӗмӗрӗлнӗ, е диван пылчӑкланса пӗтнӗ. Кирек мӗн ыйтсан та — ҫук, ӑҫтине никам та пӗлмест, те ҫухалнӑ, те кивӗ хваттере манса юлнӑ: чуп вара унта.

— Тепӗр чухне вунӑ хут та каллӗ-маллӗ чупатӑн, — пӳлчӗ Захар.

— Куратӑн-и, ав мӗнле! — терӗ Обломов. — Ҫӗнӗ хваттерте ирхине ҫывӑрса тӑратӑн та, епле кичем! Шывӗ те, кӑмрӑкӗ те ҫук, хӗлле шӑнсах ларатӑн, пӳлӗмӗсем сивӗ, вутти ҫук; чупса ҫӳре вара, тупса ил…

— Тата темӗнле кӳршӗсем пулаҫҫӗ-ха унта, — терӗ каллех Захар: — теприсенчен пӗр ҫӗклем вутӑ мар, пӗр курка шыв та ыйтса илейместӗн.

— Ҫапла ҫав! — терӗ Илья Ильич. — Куҫса ҫитетӗн — каҫ пулнӑ ҫӗре ӗҫ пӗтет темелле; ҫук, тата тепӗр икӗ эрне аппаланатӑн. Вырнаҫтарса пӗтернӗ пек туйӑнать… пӑхатӑн та, мӗн те пулин юлнӑ: чӳрече каррисем ҫакмалла, картинкӑсем ҫапмалла — чуна кӑларса илет, пурӑнас килми пулса ҫитет… Тӑкаксем, тӑкаксем тата…

— Иртнӗ хутра, сакӑр ҫул каялла, икҫӗр тенке ларчӗ — хальхи пекех астӑватӑп, — ҫирӗплетрӗ Захар.

— Ну, вӑт, мыскара! — терӗ Илья Ильич. — Малтанах ҫӗнӗ хваттерте пурӑнма мӗн тери хӑрушӑ тата! Час хӑнӑхатӑн-и? Эпӗ пӗр пилӗк каҫ ҫывӑраймастӑп ҫӗнӗ вырӑнта; тунсӑхласа пӗтетӗп, тӑрсанах, ҫав ҫакӑнса тӑракан токарь вывески вырӑнне урӑх мӗнле те пулин килӗшмелле маррине куратӑп пулсан, е кӑнтӑрлахи апат умӗн ав ҫав кантӑкран ҫӳҫне кастарнӑ карчӑк пӑхмасть пулсан, мана кичем те… Куратӑн-и ӗнтӗ халӗ, ху улпутна мӗнле кӳрентернине, э? — ӳпкевлӗн ыйтрӗ Илья Ильич.

— Куратӑп, — лӑпкӑн пӑшӑлтатрӗ Захар.

— Мӗншӗн-ха куҫма хушатӑн мана? Этем чӑтма пултарать-и ҫакна йӑлтах?

— Ҫынсем пирӗнтен начар мар та, ҫапах куҫаҫҫӗ, пире те куҫма юрать, тесе шухӑшларӑм… — терӗ Захар.

— Мӗн, мӗн? — сасартӑк тӗлӗнсе ыйтрӗ Илья Ильич, кресла ҫинчен тӑрса. — Мӗн терӗн эсӗ?

Захар, хӑй мӗншӗн улпута ҫавӑн пек тарӑхтарма пултарнине пӗлеймесӗр, сасартӑк именсе кайрӗ. Вӑл чӗнмерӗ.

— Ҫынсем пирӗнтен начар мар! — хӑраса каларӗ Илья Ильич. — Акӑ мӗнешкел калаҫма пуҫларӑн эс! Хуть ыттисем, хуть эпӗ — саншӑн пӗрреххине эпӗ халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ!

Обломов, тӑрӑхласа, Захара пуҫ тайрӗ те питӗ кӳренсе кайрӗ.

— Итлӗр-ха, Илья Ильич, эпӗ сире кампа та пулин танлаштаратӑп-им вара?..

— Тасал куҫ умӗнчен! — хушса каларӗ Обломов, аллипе алӑк патнелле кӑтартса. — Курас килмест сана. А! «Ыттисем?» Юрать!

Захар, ассӑн сывласа, хӑй пӳлӗмне кайрӗ.

— Пурнӑҫ-и ку, пӗр шутласан! — мӑкӑртатрӗ вӑл, кӑмака сакки ҫине ларса.

— Турӑҫӑм! — ахлатрӗ Обломов та. — Ирхине кирлӗ ӗҫе тӑвас тенӗччӗ, кунта ав яра кунлӑх тарӑхтарчӗҫ! Кам-ха? Хамӑн парӑннӑ, шанчӑклӑ тарҫах, мӗн каларӗ тата! Мӗн калама пултарчӗ вӑл ӑна?

Обломов чылайччен лӑпланаймарӗ; вӑл выртрӗ, тӑчӗ, пӳлӗмре утса ҫӳрерӗ, каллех выртрӗ. Захар ӑна ыттисемпе танлаштарса хур туни Обломова питӗ кӳрентерчӗ; халиччен вӑл хӑйне Захар ыттисенчен пуринчен те аслӑрах шутлама тивӗҫ тесе пурӑнатчӗ.

Захар хайне ыттисемпе танлаштарни пирки Обломов тӗплӗн шухӑшласа пӑхрӗ те танлаштару мӗн таран тӗрӗссине, Захар хӑйне мӗн таран кӳрентернине ӑнланма тӑрӑшрӗ; Илья Ильич та ыттисем пекех, тесе ӑнлансах каларӗ-и Захар, хӑй мӗн каланине тавҫӑрса илчӗ-и вӑл, е ӑнсӑртран, ним шутламасӑр персе ячӗ-и? Обломова ҫака тарӑхтарса ҫитерчӗ, вӑл вара Захара хӑйпе «ыттисем» хушшинчи уйрӑмлӑха, Захар хӑйӗн улпучӗ умӗнче киревсӗр хӑтланнине кӑтартасшӑн пулчӗ.

— Захар! — тӑсарах, хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл.

Захар, чӗннине илтсен, вырӑн ҫинчен яланхи пек тӳплеттерсе сикмерӗ, вӑраххӑн анчӗ те, пур япалана та аллисемпе, аяккисемпе сӗртӗнкелесе, хӑйне ятлама чӗннине хуҫа сассинченех сисекен йытӑ пек, хуллен, каяс килмесӗр, кайрӗ. Захар алӑка ҫурри уҫрӗ, анчах кӗме хӑймарӗ.

— Кӗр! — терӗ Илья Ильич.

Алӑкӗ лайӑхах уҫӑлать пулин те, Захар ӑна аран-аран, кӗме май ҫук пек уҫкаларӗ, ҫавна пулах вӑл алӑк патӗнчех тӑчӗ, шала кӗмерӗ.

Обломов диван хӗрринче ларать.

— Кил кунта! — ҫине тӑрсах каларӗ вӑл.

Захар хирӗнсе кӗрсенех алӑка хупса лартрӗ, ун ҫумне ҫурӑмпа лӑпчӑнса тӑчӗ.

— Кил кунта! — терӗ Илья Ильич, хӑйпе юнашар лармалли вырӑна пӳрнипе тӗллесе кӑтартса.

Захар ҫур утӑм турӗ те кӑтартнӑ вырӑнтан икӗ чалӑшра чарӑнчӗ.

— Тата! — терӗ Обломов.

Захар утнӑ пек турӗ, анчах хӑй тайӑлса, вырӑнтан куҫмасӑр, урисене тапратрӗ ҫеҫ.

Илья Ильич, Захара хальхинче ниепле те хӑй ҫывӑхнерех чӗнсе илме май ҫуккине курса, вӑл чарӑннӑ вырӑнтан тапратмарӗ, ун ҫине чылайччен чӗнмесӗр, ӳпкевлӗн пӑхрӗ.

Обломов ҫакӑн пек чӗнмесӗр пӑхнӑран, Захар хӑйне хӑй аван мар пек туйрӗ, вӑл Обломов пӑхнине курмӑш пулчӗ, ҫитменнине тата ытти чухнехинчен те ытларах хӑяккӑн тӑчӗ, Илья Ильич ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмарӗ.

Вӑл тимлесех тепӗр еннелле, сулахаялла пӑхрӗ: унтан вӑл, хӑйне тирпейсӗрлӗхшӗн ӳпкелемелли, тахҫанах курнӑ япалана — картинӑсем патӗнчи эрешмен картине курчӗ.

— Захар! — хуллен, мӑнаҫлӑн чӗнчӗ Илья Ильич. Захар чӗнмерӗ; вӑл ҫакӑн пек шухӑшларӗ пулмалла: «Ну, мӗн сана? Урӑх Захара чӗнетӗн-и-мӗн? Эпӗ кунта тӑратӑп-ҫке!», кайран вӑл улпут урлӑ, сулахайран сылтӑмалла пӑхма тытӑнчӗ, унта та ӑна шалатка пирпе карнӑ пек, тусанлӑ тӗкӗр ҫакӑн ҫинченех аса илтерчӗ: ун витӗр хӑйӗн ҫине сиввӗн, куҫ айӗн, тӗтре витӗр пӑхнӑ пек, хӑйӗн хуйхӑллӑ, илемсӗр сӑнӗ пӑхать.

Вӑл кӑмӑлсӑррӑн ҫак хуйхӑллӑ, хӑй ытлашшипех палланӑ япалана пӑхма чарӑнчӗ те минутлӑха Илья Ильич ҫинелле тинкерме шутларӗ. Вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ.

Захар улпут ӳпкелесе тинкернине тӳсеймерӗ, ҫӗрелле, ура айнелле пӑхма тытӑнчӗ, пылчӑкпа хытса ларнӑ кавире курсан, вӑл каллех хӑй улпутшӑн тӑрӑшса ӗҫлеменнине астурӗ.

— Захар! — хыттӑнах каларӗ Илья Ильич.

— Мӗн каласшӑн? — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ те лешӗ, лайӑх мар калаҫу пуласса сиссе, кӑштах чӗтресе илчӗ.

— Кӑвас пар-ха! — терӗ Илья Ильич.

Захарӑн чӗри лӑштах пулчӗ; вӑл, савӑннипе, ача пек, хӑвӑрт буфета чупса кайрӗ те кӑвас илсе килчӗ.

— Мӗн, мӗнлерех сана? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ Илья Ильич, кӑштах ӗҫнӗ хыҫҫӑн стакана алӑрах тытса. — Аван мар вӗт?

Захарӑн тискерленнӗ сӑнӗ ҫавӑнтах ӳкӗнӳпе ҫемҫелчӗ. Вӑл халь тин хӑйӗн чӗринче улпута хисеплен туйӑмсем ҫуралнине сисрӗ, вара сасартӑк улпута куҫран пӑхма тытӑнчӗ.

— Ху айӑплине туятӑн-и эсӗ? — ыйтрӗ Илья Ильич.

«Мӗнле «айӑп» вӑл унашкалскер? — шухӑшларӗ Захар хурлӑхлӑн. — Мӗн те пулин мӗскӗнлескер; кунашкалах пӗҫертме тытӑнсан, ирӗксӗрех макӑрса ярӑн».

— Мӗнле-ха, Илья Ильич, — терӗ Захар, пултарнӑ таран сассине хулӑнлатса, — эпӗ нимех те каламарӑм, ҫав…

— Ҫук, эсӗ тӑхта-ха! — пӳлчӗ Обломов. — Мӗн туса хунине эсӗ ӑнланатӑн-и? Акӑ ме, стакана сӗтел ҫине ларт та кала!

Захар нимӗн те шарламарӗ, мӗн туса хунине нимӗн те ӑнланса илеймерӗ, ҫапах та улпута хисеплесе пӑхрӗ; вӑл, хӑв айӑплине туйса, кӑштах пуҫне усрӗ.

— Мӗнле сиенлӗ этем мар-ха эсӗ? — терӗ Обломов. Захар ҫаплах нимӗн те шарламарӗ, куҫӗсене виҫе хут мӑчлаттарса хупса илчӗ ҫеҫ.

— Эсӗ улпута кӳрентертӗн! — пат татса каларӗ Илья Ильич Захар именнишӗн савӑнса.

Захар, хурланса ҫитнипе, ниҫта кайса кӗме те пӗлмерӗ.

— Кӳрентертӗн вӗт? — ыйтрӗ Илья Ильич.

— Кӳрентертӗм! — пӑшӑлтатрӗ Захар, ҫак мӗскӗн сӑмахшӑн пӗтӗмпех ҫухалса кайса.

Вӑл, ӑҫта та пулин ҫӑлӑнӑҫ тупас тесе, сылтӑмалла, сулахаялла, малалла пӑхрӗ, вара каллех ун умне эрешмен карти, тусан, хӑйӗн сӑнӗпе тата улпут пит-куҫӗ тухса тӑчӗҫ.

«Ҫӗр ҫӑтасчӗ пӗреххутчен! Эх, вилӗм ҫук!» — шухӑшларӗ вӑл, темӗнле хӑтлансан та тип мунчаран ҫӑлӑнса юлас ҫуккине сиссе.

Вӑл куҫне час-час мӑчлаттарнине асӑрхарӗ, пӑх та кур, халь-халь куҫҫуль шӑпӑртатса анать.

Юлашкинчен вӑл улпута паллӑ юрӑри сӑмахсемпе тавӑрса каларӗ.

— Мӗнпе кӳрентертӗм-ши сире, Илья Ильич? — макӑрас пекех каларӗ вӑл.

— Мӗнпе? — терӗ Обломов. — Ытти ҫынсем, тени мӗне пӗлтернине шухӑшласа пӑхрӑн-и эсӗ?

Вӑл калама чарӑнчӗ, Захар ҫине пӑхма тытӑнчӗ.

— Вӑл мӗне пӗлтернине калас-и сана?

Захар, упа шӑтӑкра ҫаврӑнкаланӑ пек, ҫаврӑнса тӑчӗ те пӗтӗм пӳлӗме илтӗнмелле ассӑн сывласа ячӗ.

— Эсӗ ытти ҫын тени вӑл — ҫӗтӗк-ҫатӑк, хытӑ кӑмӑллӑ, тӗттӗм ҫын, вӑл япӑх, чухӑн, чартак ҫинче пурӑнать; ҫывӑрасса та ӑҫта та пулин тулта кӗҫҫе ҫинче ҫывӑрать; мӗн пултӑр-ха ӑна? Нимӗн те. Кӳпессе те вӑл ҫӗрулмипе селедка ҫеҫ кӳпет. Нуша ӑна кӗтесрен кӗтесе хӑвалать, вара вӑл кунӗ-кунӗпе чупса ҫӳрет. Вӑл ҫӗнӗ хваттере те куҫма пултарать. Акӑ, Лягаев пур, линейкине хул хушшине хӗстерет те икӗ кӗпине сӑмса тутрипе чӗркет, вара каять… «Ӑҫта ҫул тытатӑн?» — тетӗн те: «Куҫатӑп», — тет. Акӑ ҫакӑн пек «ытти ҫынсем!» Эпӗ сан шутпа, «ытти ҫынсем-и» — э?

Захар улпут ҫине пӑхса илчӗ, пӗр уринчен теприн ҫине пусрӗ те шарламарӗ.

— Мӗнле ҫынсем вӗсем, ытти ҫынсем? — малалла каларӗ Обломов. — Теприсем пур, ыттисем, хӑйсемех тасатаҫҫӗ, хӑйсемех тумланаҫҫӗ; тепӗр чухне вӑл хӑйне улпутла тыткалать пулин те, суять, вӑл тарҫӑ мӗн иккенне те пӗлмест; кирлӗ ҫӗре яма та унӑн никам ҫук — хӑех чупать; кӑмакари вутта та хӑй пӑтратать, тепӗр чухне тусан та шӑлать…

— Ун пеккисем нимӗҫ хушшинче нумай, — кӑмӑлсӑррӑн каларӗ Захар.

— Ҫапла ҫав! Эпӗ вара? Мӗнле шухӑшлатӑн, эпӗ «ытти ҫынсем» пек-и?

— Эсир пачах урӑхла! — мӗскӗннӗн каларӗ Захар, улпут мӗн каласшӑн пулнине ӑнланаймасӑр. — Сире мӗн пулнине турӑ кӑна пӗлет…

— Эпӗ пачах урӑххи-и — э? Тӑхта, ху мӗн каланине ӑнланса ил-ха эсӗ! Шухӑшласа пӑх-ха, мӗнле пурӑнаҫҫӗ «ыттисем»? «Ытти ҫынсем» ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ, тӗлсӗр чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, — терӗ Обломов; — ӗҫлемесен, ҫиеймеҫҫӗ. Вӗсем пуҫ таяҫҫӗ, йӑлӑнса ыйтаҫҫӗ, куҫран ӳкеҫҫӗ… А эпӗ? Ну-ка, кала: мӗнле шутлатӑн, «ытти ҫынсем-и» эпӗ — э?

— Ҫитӗ сире, аттеҫӗм, мана мӗскӗн сӑмахсемпе асаплантарма! — йӑлӑнчӗ Захар. — Ах, турӑҫӑм!

— Эпӗ «ытти ҫынсем» пек! Чупса ҫӳретӗп-и, ӗҫлетӗп-и эпӗ? Сахал ҫиетӗп-и? Начаркка-и, е сӑнран пӑхма мӗскӗн-и? Мӗн те пулин ҫитмест-и мана? Маншӑн ӗҫлеме ҫын ҫук мар вӗт! Пурӑнма пуҫланӑранпа эпӗ пӗрре те урана чӑлха хам тӑхӑнса курман, мухтав турра! Мӗншӗн пӑшӑрханас манӑн? Мӗн пирки? Кама калатӑп эпӗ ҫакна? Эсӗ мар-и пӗчӗкренпе ман хыҫҫӑн ҫӳрерӗн? Эпӗ ачаш ӳснине, нихҫан выҫӑхса, шӑнса курманнине, нуша мӗн иккенне пӗлменнине, хама ҫимелӗх ҫӑкӑр туманнине, хура ӗҫпе аппаланманнине те — эсӗ ҫакна йӑлтах пӗлетӗн, курнӑ. Мӗншӗн-ха вара эсӗ мана ыттисемпе танлаштарма хӑюлӑх ҫитертӗн? Ман сывлӑхӑм «ҫав «ыттисенни» пекех-им? Эпӗ ҫакна йӑлтах тума, тӳсме пултараятӑп-им?

Захар Обломов каланине пачах ӑнланайми пулчӗ; анчах тутисем унӑн хӑй пӑлханнине пула тӑсӑлса кайрӗҫ; Обломов ӑна аслати кӗрленӗ пек ятларӗ. Захар чӗнмерӗ.

— Захар! — терӗ Илья Ильич.

— Мӗн каласшӑн? — кӑшт кӑна илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Захар.

— Татах квас пар-ха.

Захар квас илсе килсе пачӗ, вара, Илья Ильич ӗҫсе тӑранса стакана ӑна тыттарсан, вӑл хӑвӑрт хӑй пӳлӗмне кайма хатӗрленчӗ.

— Ҫук, ҫук, тӑхта-ха эсӗ! — терӗ Обломов. — Санран ыйтатӑп эпӗ: мӗнле-ха эсӗ ҫав ху ача чухнех алра йӑтса ҫӳренӗскерне, ӗмӗрӗпех ун патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑскер, хӑвна ыра тӑвакан улпута, ҫав териех намӑслантарма пултартӑн?

Захар тӳсеймерӗ: ыра тӑвакан, тенӗ сӑмах асаплантарса пӗтерчӗ ӑна! Вӑл куҫӗсене ҫине-ҫинех мӑчлаттарса хупма пуҫларӗ. Обломов ятласа каланине пӗтӗмпех ӑнланайман пирки унӑн ӑшӗ пушшех вӑркарӗ.

— Айӑплӑ, Илья Ильнч, — хӑйӑлтатса калаҫма пуҫларӗ вӑл ӳкӗннипе: — кӑна эпӗ хам ухмахӑмпа, чӑнах, ухмахӑмпа…

Захар вара хӑй мӗн тунине ӑнланаймасӑр, мӗнле сӑмах каламаллине те пӗлмерӗ.

— Эпӗ пур, — терӗ Обломов, намӑсланнӑ, хӑйне тивӗҫлипе хакламан ҫын сассипе: — кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшатӑп, ӗҫлетӗп, тепӗр чухне пуҫ ыратать, чӗре тапма чарӑнать, каҫсерен ҫывӑраймасӑр ҫаврӑнкаласа выртатӑп, пӗрмай, мӗнле тусан лайӑхрах пулать-ши, тесе шухӑшлатӑп… камсем ҫинчен? Кама валли? Йӑлтах сирӗншӗн, хресченсемшӗн; апла пулсан, саншӑн та. Эсӗ, тен, тепӗр чухне, эпӗ утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе выртнӑ чух, ман ҫине пӑхса шухӑшлатӑн пуль, мӗнле ку, каска пек, выртать те ҫывӑрать, тетӗн пуль; ҫук, ҫывӑрмастӑп эпӗ, питӗ хытӑ шухӑшлатӑп, хресченсем нимӗнле нуша та ан курччӑр, ҫынсен пурнӑҫне ан хапсӑнччӑр, хӑрушӑ судра мана ан ӳпкелеччӗр, маншӑн кӗл туччӑр, ыр сӑмахпа асӑнччӑр, тетӗп. Пархатарсӑрсем! — хурлӑхлӑн ӳпкелесе каларӗ Обломов.

Юлашкинчен каланӑ мӗскӗн сӑмахсем Захарӑн чӗрине хытах пырса тиврӗҫ. Вӑл хуллен ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ; хальхинче хӑйӑлтатнипе хӑрӑлтатнӑ сасӑ пӗрлешсе кайрӗҫ те нимӗнле инструментпа та калама май ҫук сасӑ пулса тухрӗ мӗнле те пулин китай халӑхӗн гонгӗпе е инди халӑхӗн там-тамӗпе ҫавнашкал сасӑ кӑларма пулӗччӗ-и тен.

— Илья Ильич, аттеҫӗм! — йӑлӑнчӗ вӑл. — Ҫитӗ сире! Мӗн эсир, тур ҫырлахах, ҫав териех калатӑр? Ах эсӗ, таса тура амӑшӗ! Кӗтмен-туман ҫӗртенех мӗнле инкек килсе тухрӗ…

— Эсӗ тата, — терӗ Обломов, ӑна итлемесӗр: — вӑтанасчӗ санӑн калаҫма! Акӑ мӗнле ҫӗлене хӗвӗмре ӑшӑтса усрарӑм!

— Ҫӗлен! — терӗ Захар, пӗҫҫине шарт ҫапса, вара питӗ хытӑ йӗрсе ячӗ: пӳлӗме пӗр ҫирӗм нӑрӑ вӗҫсе кӗрсе нӑрлатнӑн туйӑнчӗ. — Хӑҫан ҫӗлен ҫинчен асӑнтӑм-ха эпӗ? — терӗ вӑл кӑшкӑрса йӗрнӗ хушӑрах. — Вӑл ирсӗре тӗлӗкре те курмастӑп эпӗ!

Вӗсем иккӗшӗ те пӗрпӗрине, юлашкинчен харпӑр хӑйне те ӑнланаймарӗҫ.

— Чӗлхӳ мӗнле ҫаврӑнчӗ санӑн? — терӗ Илья Ильич. — Эпӗ тата ун валли хам планра уйрӑм ҫурт, пахча, тырӑ уйӑрса пама палӑртрӑм, шалу парса тӑмалла турӑм! Эсӗ манӑн управляющи те, мажордом та, ӗҫри поверӑннӑй та! Мужиксем сана пилӗк таран пуҫ таяҫҫӗ; сана пурте Захар Трофимыч, Захар Трофимыч! теҫҫӗ. Вӑл пур — ҫаплах килӗшмест манпа, мана «ыттисемпе» танлаштарать! Акӑ тав туни! Лайӑх хисеплет улпута!

Захар ҫаплах ӗсӗклесе йӗчӗ, Илья Ильич хӑй те хурланчӗ. Захара ӳкӗтленӗ май, вӑл ҫак минутра хӑй хресченсене ырӑ туни ҫинчен тӗплӗн шухӑшларӗ, юлашки ӳпкевлӗ сӑмахсене вара чӗтрекен сасӑпа, куҫҫульпе каласа пӗтерчӗ.

— Ну, каях ӗнтӗ халь! — терӗ вӑл, Захарпа килӗшнӗ пек пулса. — Тӑхта-ха, тата квас пар-ха! Пыр йӑлтах типсе ларчӗ: хӑвӑн тавҫӑрса илесчӗ — илтетӗн-и, улпут хӑйӑлтатать? Акӑ мӗн туса хутӑн!

— Ху айӑпна ӑнланса илтӗн пулӗ тесе шанатӑп, — терӗ Илья Ильич, Захар квас илсе килсе парсан, — малашне мана ыттисемпе танлаштармастӑн пулӗ тетӗп. Айӑпна тӳрлетес тесен, эсӗ хваттер хуҫипе мӗнле те пулин килӗштер, мана кунтан куҫмалла ан ту. Акӑ мӗнле канлӗх туса паратӑн улпутна эсӗ: кӑмӑла пӗтӗмпех хуҫрӑн та мӗнле те пулин ҫӗнӗ, усӑллӑ шухӑшӑма пӗтерсе хутӑн. Камӑнне пӗтерсе хутӑн? Хӑвӑннех; сире эпӗ пӗтӗм пурнӑҫӑма халаларӑм, сирӗншӗн отставкӑна тухрӑм, ниҫта тухмасӑр лартӑм… Ну, каях ӗнтӗ! Авӑ, виҫӗ сехет ҫапать! Икӗ сехет кӑна юлчӗ кӑнтӑрла ҫитесси, икӗ сехет хушшинче мӗн тума ӗлкӗретӗн?  — Нимӗн те! Ӗҫӗ пит нумай. Ҫыру яма почта тепре киличчен тӑхтас пулать ӗнтӗ, планне ыран тӑватӑп. Ну, эпӗ халӗ кӑштах выртса канатӑп: пӗтӗмпех ывӑнса ҫитрӗм; эсӗ чӳрече каррисене усса яр та алӑка ҫирӗпрех хуп: ан чӑрмантарччӑр; тен, эпӗ пӗр сехетрен ҫывӑрса та кайӑп; тӑваттӑ ҫурӑ ҫитсен вӑрат.

Захар Обломова пӳлӗмре питӗрсе хума тытӑнчӗ; вӑл малтанах ӑна витрӗ те утиялне ун айнелле ҫавӑрса чикрӗ, кайран чӳрече каррине усса ячӗ, пур алӑка та ҫирӗппӗн питӗрчӗ те хӑй пӳлӗмне кайрӗ.

— Кӑнасчӗ хӑть санӑн, арҫури хӑраххи! — мӑкӑртатрӗ вӑл, куҫҫульне шӑлса, кӑмака сакки ҫине кайса выртса. — Чӑнах та, арҫури! Уйрӑм ҫурт, пахча, укҫа парса тӑмалла тӑватӑп! — терӗ Захар, юлашки сӑмахсене ҫеҫ ӑнланса. — Мӗскӗн сӑмахсем калама пултаратӑн-ха: чӗрене ҫӗҫӗпе тирнӗ пекех… Акӑ ҫакӑнта манӑн кил те, пахча та, ҫакӑнтах вилсе выртатӑп та! — терӗ вӑл, тарӑхнипе кӑмака саккине ҫапса. — Укҫа илсе тӑмалла тӑватӑп! Вунӑ пуспа пилӗк пуслӑх укҫасем алла илсе тӑма тытӑнсан, табак та илеймӗн, кумана та нимӗнпе хӑналаймӑн! Санӑн нимӗн те ан пултӑр!.. Шухӑшлатӑп та вилӗм ма ҫук-ши, тетӗп!

Илья Ильич месерле выртрӗ, анчах та тӳрех ҫывӑрса каяймарӗ. Вӑл шухӑшларӗ, шухӑшларӗ, пӑлханчӗ, пӑлханчӗ…

— Сасартӑк икӗ инкек килсе тухрӗ! — терӗ вӑл, утиялӗпе пуҫ урлӑ пӗркенсе выртса. — Чӑтас пулать!

Анчах, чӑннипе, ҫав икӗ инкек, урӑхла каласан, староста ҫыравӗпе хваттертен куҫса каясси, Обломова тарӑхтарма пӑрахрӗҫ, ытти канӑҫсӑр асаилӳсем шутне кӗчӗҫ.

«Староста хӑратакан инкексем ҫитесси инҫе-ха», шухӑшларӗ вӑл: «унччен нумай улшӑну пулӗ-ха: тен, ҫумӑр ҫуса тырӑсене пулӑшӗ, тен, староста куланай пухса пӗтерӗ; тен, тарнӑ хресченсене «хӑйсем пурӑннӑ ҫӗре каялла тавӑрӗҫ».

«Ӑҫта тарнӑ ҫав мужиксем?» шухӑшларӗ вӑл; ӑна ҫак ӗҫӗн художествӑлла енӗ ҫеҫ илӗртрӗ. — Тен, ҫӗрле, нӳрӗ ҫӗр тӑрӑх, ҫӑкӑрсӑр тарчӗҫ пулӗ. Ӑҫта ҫывӑрччӑр-ха вӗсем? Нивушлӗ вӑрманта? Килте ларасчӗ! Пӳртре, шӑршлӑ пулин те, ӑшӑ хӑть…»

«Мӗншӗн пӑшӑрханас-ха? — шухӑшларӗ вӑл. — Часах ак план та хатӗр пулать — мӗнрен шикленес-ха малтанах? Эх, эпӗ…»

Хваттертен куҫасси ӑна кӑшт ытларах пӑшӑрхантарчӗ. Ку инкек — ҫӗнӗреххи, каярахри; анчах лӑпкӑ Обломовшӑн ку та манӑҫа тухма пуҫларӗ. Пурпӗрех куҫса каймаллине вӑл кӑштах сисрӗ, мӗншӗн тесен ку ӗҫе Тарантьев хутшӑнчӗ, ҫапах вӑл ку ӗҫе тепӗр эрнене хӑварма ӗмӗтленчӗ: акӑ тепӗр эрне лӑпкӑ пурӑнма пулать те!

«Тен, Захар калаҫса татӑлӗ те, пачах куҫмалла пулмӗ, майлаштарӗҫ! Ҫитес ҫулччен тӑхтӗҫ-и е ҫуртне пачах пӑсса юсамӗҫ-и унта: мӗнле те пулин тӑвӗҫех! Куҫса кайма, чӑнах та… юрамасть ӗнтӗ!..»

Ҫапла Обломов пӑшӑрханать те, лӑпланать те; ҫав лӑплантаракан тен, мӗнле те пулин текен сӑмахсенче вӑл хӑйӗн шанчӑкне, йӑпанӑвне тупать пулас, ҫавӑнпа вӑл ҫак юлашки икӗ инкекрен ҫав сӑмахсемпе хӑтӑлма тӑрӑшрӗ.

Пирвайхи сивӗ шыв ҫине кӑштах тӗтре сарӑлнӑ пек, Обломов кӗлетки тӑрӑх ырӑ канӑҫлӑх сӑрӑлтатса саланчӗ, тӗлӗрнӗҫемен туйӑмсем кӑштах сӳрӗлме тытӑнчӗҫ, тепӗр минутранах шухӑш йӗрӗ татӑлатчӗ пулӗ, анчах Илья Ильич сасартӑк тӑна кӗрсе, куҫне уҫрӗ.

— Эпӗ ҫӑвӑнман-ҫке! Мӗнле-ха капла? Ҫитменнине нимӗн те тумарӑм, — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Плана хут ҫине ҫырса хурас теттӗм — ҫырса хумарӑм, исправник патне ҫырса ямарӑм, губернатор патне те, хваттер хуҫи патне те ҫырма пуҫланӑччӗ — ҫырса пӗтереймерӗм, счетсене тӗрӗслеймерӗм, укҫа та тулемерӗм — ир ҫапла усӑсӑр иртрӗ! Вӑл шухӑша кайрӗ…

«Мӗнле-ха ку капла? Тепри пулсан — йӑлтах тунӑ пулӗччӗ? — вӗҫсе илчӗ ун пуҫӗнче шухӑш: — Тепри… — тепри… Мӗнлескер вӑл, тепри?»

Вӑл хӑйне урӑххипе танлаштарма пикенчӗ. Вӑл шухӑшларӗ, шухӑшларӗ; ун пуҫӗнче вара Захара каланинчен пачах хирӗҫле шухӑш ҫурала пуҫларӗ.

Вӑл ирӗксӗрех ҫак шухӑшпа килӗшрӗ: тепри пулсан — пур ҫырусене те ҫырӗччӗ, унӑн который, что сӑмахсем юнашар пулмӗччӗҫ; тепри пулсан — ҫӗнӗ хваттере те куҫӗччӗ, плана та пурнӑҫлӗччӗ, яла та кайса килӗччӗ…

«Эпӗ те ҫакна тума йӑлтах пултарнӑ пулӑттӑм-ҫке…» шухӑшларӗ Обломов. «Эпӗ ҫырма та пӗлетӗп мар-и; ҫыру кӑна мар, ӑслӑрах хутсем те ҫыркалаттӑм-ҫке! Ӑҫта кайса кӗчӗ ҫав йӑлтах? Урӑх хваттере куҫасси те мӗнех вара? Куҫас килтӗр кӑна! «Тепри» халат та нихҫан та тӑхӑнмасть, — теприн пирки шухӑшларӗ вӑл: — «тепри…» — ҫак тӗлте вӑл анасларӗ… «пачах ҫывӑрмасть темелле… «тепри» пурнӑҫпа киленет, таҫта та ҫитет, йӑлт пӗлет, йӑлтах тӑвать… Эпӗ вара! Эпӗ… «тепри» мар! — хурланса каларӗ те вӑл, тарӑн шухӑша путрӗ. Вӑл пуҫне те утиял айӗнчен кӑларчӗ.

Обломов пурнӑҫӗнче уҫӑмлӑ, шухӑшлӑ минут пуҫланчӗ.

Этемӗн шӑпипе тивӗҫлӗхне чун-чӗрипе чӗррӗн те уҫҫӑн курсан, ҫав тивӗҫлӗхпе хӑйӗн пурнӑҫне танлаштарса пӑхсан, пурнӑҫ ыйтӑвӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗттӗм ишӗлчӗкре хӗвел ҫутинчен хӑраса вӑраннӑ кайӑксем пек хускалсан, Обломова хӑрушӑ пулса кайрӗ.

Вӑл ӑс-кӑмӑлӗ аталанса ҫитмесӗрех юлнишӗн, пурне те чӑрмантаран йывӑрлӑхшӑн хуҫӑлса хурланчӗ; ыттисем туллин те сарлакан пурӑннипе кӗвӗҫрӗ, хӑйӗн пурнӑҫ сукмакӗ урлӑ чул выртнӑ пек туйрӗ.

Йӑваш чунӗпе асапланса, вӑл ҫакна ӑнланса илчӗ: унӑн нумай енӗсем кӑштах палӑра пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитиех аталанайман.

Ҫав хушӑрах вӑл асаплӑн ҫакна туйрӗ: ун чунӗнче, ҫӑвари пек, темле ырӑ, ҫутӑ вӑй пытарӑнса тӑрать, тен, вӑл халиччен пӗтсе те ларнӑ пуль, е вӑл ту айӗнчи ылтӑн пек выртать, ҫав ылтӑнӑн тахҫанах алӑран алла ҫӳрекен укҫа пулма вӑхӑтчӗ ӗнтӗ.

Анчах ҫав пурлӑх ҫине тем хулӑнӑш йывӑр ӑпӑр-тапӑр, ҫӳп-ҫап купаласа хунӑ. Обломовӑн ҫав пӗтӗм пурлӑхне такам вӑрласа унӑн чуннех пытарса хунӑ, тейӗн. Пурнӑҫа ӑслӑ та ирӗклӗ пурӑнса ирттерме ӑна темскер чарнӑ. Темле вӑрттӑн тӑшман ун ҫине йывӑр аллине хунӑ та ӑна этемӗн тӳрӗ тивӗҫлӗхӗнчен аяккалла ывӑтса янӑ…

Ҫав тӗттӗм чӑтлӑхран тӳрӗ сукмак ҫине тухассӑн туйӑнмасть ӑна. Йӗри-тавра вӑрман, унӑн чунӗнче тата чӑтлӑхрах та тӗттӗмрех; сукмака курӑк пуснӑҫем пусать; ҫутӑ шухӑш сайра хутра ҫеҫ вӑранать те тӗлӗрен вӑя самантлӑха ҫеҫ хускатать.

Унӑн ӑсӗ те, ирӗкӗ те тахҫанах хытса ларнӑ, вӗсем нихҫан та чӗрӗлес ҫук пек туйӑнаҫҫӗ.

Унӑн пурнӑҫӗнче нимӗнле чӑрмав та пулман пекех, анчах вӑл чи пӗчӗк чӑрмава та ҫӗнтереймен пулӗччӗ; вӑл пӗр ӗҫне пӗтерсе теприн ҫине куҫмасть, вӗсем хӑйсем ӑна вӑйлӑ хумсем евӗр сиктереҫҫӗ; вӑл пӗр-пӗр ӗҫе чунне хытарса тума е тепӗр ӗҫе ӑспа хавхаланса тума пултараймасть.

Хай ҫинчен ҫапла тӗрес шухӑшлани ӑна хурлантарать. Иртнишӗн кулянни, хӑйне хӑй ӳпкелени унӑн чӗрине йӗппе тирнӗ пекех ыраттараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне ӳпкелесшӗн мар, хӑйшӗн такама урӑххине айӑпласа, ӑна ӳпкелесшӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Анчах кама айӑплас?

— Йӑлтах… Захар! — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Захарпа ятлаҫнине тӗпӗ-йӗрӗпе аса илчӗ, унӑн пичӗ вӑтаннипе пӗҫерсе кайрӗ.

«Е кам та пулин ҫакна илтрӗ пулсан?» шухӑшларӗ вӑл, хӑраса ӳксе. «Мухтав турра, Захар никама та каласа кӑтартма пӗлмест; ӗненмеҫҫӗ те ӑна, мухтав турра!»

Вӑл ассӑн сывларӗ, хӑйне хӑй ылханчӗ, пӗр айккинчен теприн ҫине ҫаврӑнкаларӗ, кам айӑплине шырарӗ, анчах тупаймарӗ. Вӑл ахлатни, ассӑн сывлани Захара та илтӗнчӗ.

— Квас ӗҫсе авӑ мӗнле кӳпсе кайрӗ иккен! — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ Захар.

«Мӗншӗн эпӗ ҫакнашкал?» куҫҫулленсех ыйтрӗ те Обломов, пуҫне каллех утиял айне пытарчӗ: «чӑнах та?» Хӑйне йӗркеллӗ, «ыттисем» пурӑннӑ пек пурӑнма чӑрмантаракан усал сӑлтава кӑлӑхах шыранӑ хыҫҫӑн, вӑл йывӑррӑн сывласа илчӗ; куҫне хупрӗ, тепӗр темиҫе минутран унӑн туйӑмӗсене каллех ыйхӑ хуплама пуҫларӗ.

— Эпӗ те… мӗн те пулин… — терӗ вӑл, аран-аран куҫне мӑчлаттаркаласа: — тунӑ пулӑттӑм… Ҫутҫанталӑк ҫав териех кӳрентернӗ-им мана? Ҫук, мухтав турра… ӳпкелешмелли ҫук…

Кун хыҫҫӑн вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Пӑлханнӑ хыҫҫӑн вӑл, яланхи пекех, лӑпланма, сӳрӗкленме пуҫларӗ.

— Шӑпам ҫапла пулӗ ӗнтӗ! Мӗн тӑвам-ха эпӗ?.. — ыйхӑ пуснипе аран ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Икӗ пин тенке яхӑн тупӑш каярах… — терӗ вӑл хыттӑн, ыйхӑ тӗлӗшпе. — Халех, халех, тӑхта… — терӗ те ҫурри вӑранчӗ.

— Ҫапах… питӗ пӗлесчӗ… мӗншӗн эпӗ… ҫакнашкал?.. — теме тӑрӑшрӗ те вӑл, анчах калаймарӗ.

Ҫапла вӑл сӑлтавне тупса ҫитереймерӗ; чӗлхи те, тути те, ҫур сӑмахрах чарӑнчӗҫ, ҫаплипех хускалми пулчӗҫ. Сӑмах вырӑнне ассӑн сывлани, ун хыҫҫӑн вара ним хуйхӑрмасӑр ҫывӑракан ҫын ерипен харлаттарни илтӗнчӗ.

Вӑл хӑйӗн васкавсӑр, ӳркевлӗ шухӑшӗсене манчӗ те тӗлӗкре урӑх ӗмӗре, урӑх ҫынсем патне, урӑх вырӑна куҫрӗ; тепӗр сыпӑкра эпир те вулаканпа пӗрле ҫавӑнта ҫитсе курӑпӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней