Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланӑччӗ (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шухӑшланӑччӗ те, нимпе акма та ҫук-ҫке…

— Думалось, да нечем…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, эпӗ хам та ҫаплах шухӑшланӑччӗ ҫав!» — тесе ҫыпӑҫтарса пырать.

Ото ж и я так соби думал!»

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хам эпӗ унашкал акса курман пулин те кӑҫалхи ҫул акса пӑхма шухӑшланӑччӗ ӗнтӗ.

Я сам хучь и не пробовал так сеять, а в этом году уж было намеревался спытать.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Революциччен тӗрекленмех пуҫланӑччӗ, ывӑлне Новочеркасскра юнкерсен училищинче вӗрентме ӗмӗтленнӗччӗ, ҫу ҫапакан машина туянма шухӑшланӑччӗ, ҫавна валли укҫине те пуҫтаркаласа хатӗрленӗччӗ, хӑй патӗнче пӗр виҫӗ ҫынна тара тытса усрама шухӑшласа хунӑччӗ (ун чухне, пурнӑҫ юмахри пекех пулса каясси ҫинчен шухӑшласан, савӑннипе унӑн чӗри ирӗлсех каятчӗ ӗнтӗ!), вӑл, суту-илӳ пекки пуҫласа ярса, ӑнӑҫсӑр ҫӗр улпучӗн — войсковой старшинӑн Жоровӑн — ҫурри япӑха юлнӑ арманне туянма шухӑшлатчӗ.

До революции начал крепнуть, думал сына учить в Новочеркасском юнкерском училище, думал купить маслобойку и уже скопил было деньжат, думал возле себя кормить человек трех работников (тогда, бывало, даже сердце радостно замирало от сказочного, что сулила жизнь!), думалось ему, открыв торговлишку, перекупить у неудачного помещика — войскового старшины Жорова — его полузаброшенную вальцовку…

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ епле шухӑшланӑччӗ тата?

А ты думал как?

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, ҫӗр ӗҫлекенсене ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа яма мӗнпе те пулин пулӑшчӑр тесе, колхоз пуҫланичченех Калинин патне ҫыру ҫырса яма шухӑшланӑччӗ.

Я сам до колхозного переворота думал Калинину письмо написать, чтобы помогли хлеборобам начинать какую-то новую жизню.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тен, пӗр-пӗр начаркка трактора тӳрлеткелесе парӑп-и тесе шухӑшланӑччӗ те, кунта, авӑ, тракторӗсем те ҫук.

Думал, может, тракторишко подлечить, а тут и тракторов-то нет.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ сире казаксемпе пӗрле Турцие кайрӗ пуль тесе шухӑшланӑччӗ.

Я так думал, что вы в Турцию с казаками уплыли.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Обломов Ольгӑпа калаҫса лӑпланма шухӑшланӑччӗ, ун ҫине пӑхса, ун сӑмахӗсене илтсе вӑй илеп тенӗччӗ, анчах Ольга нимех те каламаннине пула, вӑл сасартӑк вӑйсӑрланчӗ.

Обломов думал успокоиться, разделив заботу с Ольгой, почерпнуть в ее глазах и ясной речи силу воли и вдруг, не найдя живого и решительного ответа, упал духом.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хам ун ҫинчен мӗн шухӑшланӑччӗ, пурне те асӑнчӗ, вара манӑн, ун патне пырса, каламалла пулнӑ иккен: «Иван Павлыч, эсир — ирсӗр ҫын», темелле пулнӑ, енчен эпӗ хам ун ҫинчен ырӑ шухӑшламан пулсан.

он рассказал мне все, что я о нем думал, и объявил, что я обязан был явиться к нему и сказать: «Иван Павлыч, вы — подлец», если я думал, что он подлец.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун пичӗ шупка пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.

А я так думала, что у него лицо бледное.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫапла тума шухӑшланӑччӗ те Платон.

Помоги переводом

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Эпӗ те, ачасем те эсӗ пирӗн патӑрта ҫывӑратӑп пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.

А мы с ребятами ждали тебя вчера, думали, что ты у нас заночуешь.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ хамӑн мухмӑр иртсе кайнӑ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.

— Я думал, что успею протрезвиться.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ шкула та кайман, шыва та кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ.

Я, признаться, думала, что ты сбежишь с уроков купаться.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хамӑн ПТК карточкине таҫти мура персе чикнӗ хыҫҫӑн тепре туянасси пирки шухӑшланӑччӗ, анчах пуҫлӑхсем савӑнтарчӗҫ — ахаль карточкӑпа та тӳлеме май пуса панӑ терӗҫ.

После того как засунул черт знает куда свою карточку ПТК, подумал о приобретении другой, но руководители порадовали - сказали, что сделали возможность платить и обычной карточкой.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Ку ҫухалса кайнӑ пуль тесе шухӑшланӑччӗ ун чухне.

Этот заблудился наверно, подумалось тогда.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Пылак ҫимӗҫ юратакан арҫын пуль тесе шухӑшланӑччӗ малтан.

Помоги переводом

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Ун ҫинчен пӗрмай шухӑшласа ӑсран тайӑлатӑп пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.

Помоги переводом

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

9. Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр.

9. Но сами в себе имели приговор к смерти, для того, чтобы надеяться не на самих себя, но на Бога, воскрешающего мертвых,

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней