Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать

Раздел: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Добавлен: 2019.06.13 17:44

Предложений: 230; Слово: 1935

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

— Том!

Хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ.

— Том!

Каллех хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ.

— Тӗлӗнмелле. Ӑҫта кайса кӗме пултарчӗ-ха ҫав ача?.. Том!

Ҫаплах хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ.

Полли мӑнаккӑшӗ куҫлӑхне сӑмси ҫинелле антарса лартрӗ, куҫлӑх ҫийӗпе пӳлӗмелле йӗри-тавра пӑхса илчӗ; унтан куҫлӑхне ҫамки ҫинелле хӑпартса куҫлӑх айӗпе пӑхрӗ… Ача пек пӗчӗк япала шыраса тупмалла чух вӑл нихӑҫан та куҫлӑх витӗр пӑхмасть, мӗншӗн тесен ҫак куҫлӑхӗ унӑн параднӑй куҫлӑх — чӗри мухтанмалли япала. Ӑна вӑл кирлӗшӗн мар, илемшӗн ҫеҫ тӑхӑннӑ; ун витӗр пӑхни икӗ хут питлӗх витӗр пӑхнипе пӗрех. Малтан вӑл нимӗн тума аптӑрарӗ, унтан пӳлӗмри сӗтел-пукан илтмеллех хыттӑн ҫапла каларӗ:
— Лек-ха ман алла, эпӗ сана…

Вӑл сӑмахне каласа пӗтермесӗрех пӗкӗрӗлчӗ те кравать айне щеткӑпа пӑлхатма тапратрӗ. Анчах, кушаксӑр пуҫне, нимӗн те, тупса кӑлараймарӗ.

— Мӗнле ача пулчӗ ку! Ӗмӗрне те ун пеккине курман!

Вӑл яр-уҫӑ алӑк патне утса пычӗ, алӑк сули ҫине тӑрса, хӑй пахчинчи ухмах курӑк пусса илнӗ помидор йӑранӗсем ҫинелле пӑхрӗ. Том унта та курӑнмарӗ. Вара май ҫитнӗ таран инҫерех илтӗнтӗр тесе, сассине хулӑнлатрӗ:
— То-о-о-м, ӑҫта эс?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Хыҫалта хуллен кӑштӑртатни илтӗнчӗ. Карчӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те аяккалла шӑвӑнма тӑнӑ ачана ҫавӑнтах пиншак аркинчен ярса илчӗ.

— Э-э, паллӑ ӗнтӗ. Чӑлана пырса пӑхмаллаччӗ-ҫке манӑн. Мӗн турӑн-ха эсӗ унта?

— Нимӗн те туман.

— Нимӗн те?! Аллуна пӑх-ха. Тутуна та. Мӗнпе вараласа пӗтертӗн-ха?

— Пӗлместӗп, мӑнакка!

— Эпӗ пӗлетӗп! Варени вӑл, акӑ мӗн! Ҫав варение тивсен, пӗҫертетӗп тесе сана ҫӗр хут та каланӑ. Пар-ха кунта ҫав хулла, тирне сӗветӗп санне!

Ҫинҫе хулӑ чӑш! тесе шӑхӑрни илтӗнчӗ сывлӑшра. Хӑрушлӑхран тарса хӑтӑлма май ҫук темелле.

— Эй, мӑнакка, мӗн унта, сирӗн ҫурӑмӑр хыҫӗнче!

Мӑнаккӑшӗ каялла ҫаврӑнчӗ те, инкекрен хӑтӑлас тенӗ пек, юбки аркине пуҫтарса тытрӗ. Ҫав самантра ача, ҫӳлле хӳме ҫине упӑхса кайса, вӗлт ҫеҫ куҫран ҫухалчӗ.

Мӑнаккӑшӗ малтанах тӗленсе хытса тӑчӗ, унтан кӑмӑллӑн кулса ячӗ.

— Ах, мур ачи! Ну ача! Нивушлӗ мана нихҫан та ӑс кӗрсе ҫитмест? Сахал лартнӑ-и вӑл мана? Ватӑ ухмахран ухмаххи никам та ҫук-мӗн. Ахаль калаҫмаҫҫӗ ҫав: «Ватӑ йытта ҫӗнӗ йӑлана хӑнӑхтарас ҫук», — тесе. Ҫитменнине тата, ачи те кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни шутласа кӑларать: ӑҫтан чухласа илӗн-ха? Вӑл мана мӗн таран асаплантарма юранине пӗлет тейӗн, эпӗ ҫилленсе кайсан, ҫавӑнтах аяккалла вӗҫтерет е пӗр-пӗр пустуй япала ҫинчен каласа мана култарса ярать, вара ҫиллӗм иртсе каять те ӑна хулӑпа лайӑхрах вӗрентмешкӗн аллӑм ҫӗкленеймест. Эпӗ хамӑн мӗн тумаллине тумастӑп, мана уншӑн турӑ каҫартӑр. «Кам хулӑ тытмасть, ҫав ачана пӑсать», — тенӗ турӑ ҫырнинче. Эпӗ, ҫылӑхлӑскер, ӑна ачаш усратӑп, ҫавӑншӑн пире иксӗмӗре те лекет-ха. Пӗлетӗп, унӑн пуҫӗнче туллиех тӗрлӗрен ухмахла шухӑшсем. Анчах манӑн мӗн тӑвас-ха? Апӑрша ачи, вӑл ман вилне йӑмӑкӑн ывӑлӗ вӗт-ха, ӑна хулӑпа ҫаптарса илмешкӗн ниепле те хал ҫитмест манӑн. Патак лекесрен хӑтӑлма май килсен, эпӗ ӳкӗнсе асапланатӑп, лектерсессӗн вара — ӑна хӗрхеннипе ватӑ чӗрем ҫурӑлса каяслах ыратать. Тӗрӗс, тӗрӗс каланӑ турӑ ҫырнинче: «Этем ӗмӗрӗ кӗске те пит хурлӑхлӑ», — тенӗ. Юрӗ-ҫке! Паян вӑл уроксенчен тарчӗ, класа та каймарӗ: кӑнтӑрларанпа мӗн каҫ пуличченех кахалланса ҫӳрӗ ӗнтӗ, ыран вара манӑн ӑна лектересех пулать — йывӑр ӗҫ тума кӗртсе лартас-ха. Пур ачасемшӗн те праҫник пулакан вырсарникун ӑна ӗҫлеттерни лайӑх мар пулин те, урӑхла май ҫук: ӗҫе вӑл тӗнчере темӗнрен те ытларах кураймасть, манӑн хамӑн тивӗҫе хӑҫан та пулин пурнӑҫа кӗртес пулать, унсӑрӑн эпӗ пӑсса пӑрахатӑп ачана.

Том, чӑнах та, кунӗпех уссӑр ҫапкаланса ҫӳрерӗ, вӑхӑтне вӑл ытлашшипех те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗ. Киле час таврӑнмарӗ, каҫхи апата лариччен Джим ятлӑ негр ачине ыран валли вутӑ татса пама ҫеҫ, тӗрӗссипе каласан, хӑй мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен каласа пама ҫеҫ ӗлкӗрче вӑл. Томӑн шӑллӗ Сид (тӑван шӑллех мар, аҫаҫурин ывӑлӗ) хӑйне хушнӑ ӗҫе туса та ҫитернӗччӗ ӗнтӗ (ӑна турпаспа ҫункав пуҫтарма хушнӑ-мӗн), мӗншӗн тесен вӑл итлекен, йӑваш лча, нихӑҫан та ашкӑнмасть, аслисене кӳрентермест.

Савӑтран сахӑр катӑкӗсем йӑкӑрта-йӑкӑрта каҫхи апатне ҫинӗ хушӑра Полли мӑнаккӑшӗ ӑна тӗрлӗрен, питех те чее ыйтусем пачӗ, хӑй лартакан «серепесене» Том пырса лекӗ те каламалла маррине те астумасӑр персе ярӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл. Ытти юмарт ҫынсем пекех, Томӑн мӑнаккӑшӗн те кӑшт хӑйӗнпе хӑй мухтанас йӑли пулнӑ: ҫын вӑрттӑнлӑхне вӑлтса пӗлес ӑсталӑх пур тесе шутланӑ вӑл.

— Том, — терӗ хайхи мӑнаккӑшӗ, — паян шкулта чылай ӑшӑ пулчӗ пулӗ?

— Ҫапла, мӑнакка.

— Шутсӑр ӑшӑ, чӑнах вӗт?

— Ҫапла, мӑнакка.

— Санӑн вара шыва кайса кӗрес килмерӗ-и?

Тома ку сӑмахсенче темӗскер ырӑ марри пур пек туйӑнчӗ, вӑл кӑшт шикленме те тытӑнчӗ. Вӑл мӑнаккӑшне питрен тӳрех пӑхрӗ, анчах мӑнаккӑшӗн пит-куҫӗ пӗртте улшӑнман. Том вара ҫапла каларӗ:
— Ҫук, мӑнакка, питех кӗрес килмерӗ.

Карчӑк Томӑн кӗпине аллипе хыпашласа пӑхрӗ.

— Пурпӗр эсӗ пит тарламан пулас, — терӗ вӑл.

Вара хӑйне хӑй каллех мухтаса илчӗ: «Том кӗпи типпине эпӗ питӗ чеен пӗлтӗм-ҫке. Манӑн пуҫри шухӑша никам та сисеймере», — терӗ. Анчах Томӗ ҫил ӑҫталла вернине чухласа та илме ӗлкӗрчӗ ҫав, хӑйне татах ыйтусем париччен ҫапла каласа та хучӗ:
— Уҫӑлас тесе, эпӗр пуҫсене насус айне тытрӑмӑр.
Манӑн ҫӳҫ халӗ те йӗпе-ха. Акӑ, курӑр, — терӗ.

Мӑнаккӑшӗн вара хӑйне хӑй ӳпкелемелле пулса тухрӗ: «Том айӑпне ҫав тери лайӑх кӑтартакан япалана епле астӑваймарӗ-ха вӑл?» Юрать, унӑн пуҫне ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ.

— Том, пуҫна насус айне тытас тесе, эсӗ кӗпе ҫухине эпӗ ҫӗлесе лартнӑ тӗлтен сӳтсе ямарӑн пулӗ-ҫке? Тӳмӳне вӗҫертсе кӑтарт-ха!

Томӑн хӑрасси-тӑвасси пӗтрӗ. Вӑл пиншакне уҫса кӑтартрӗ. Кӗпе ҫухи малтан епле ҫӗлесе лартнӑ, ҫавӑн пекех.

— Ну, юрӗ, юрӗ. Кай! Эсӗ шкула та кайман, шыва та кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ. Юрать, эпӗ ҫилленместӗп: эсӗ улталама хӑтланатӑн пулин те, чылай чухне лайӑх та пулатӑн иккен.

Карчӑк, хӑй чеелӗхӗнчен нимӗн пайтине курмарӗ пулин те, малашне Том хӑйне итлекен пулӗ тесе хӗпӗртерӗ.

Ҫав вӑхӑтра вӗсен калаҫӑвне Сид хутшӑнчӗ.

— эсӗр унӑн кӗпи ҫухине шурӑ ҫиппе ҫӗлене пек астӑватӑп эпӗ, кунта, пӑхӑр-ха, ҫиппи хура, — терӗ.

— Чӑнах, эпӗ шурӑ ҫиппе ҫӗленӗччӗ!.. Том!..

Анчах Том ку калаҫу малалла тӑсӑласса кӗтсе тӑмарӗ: «Ну, пӗрре лектеретӗп сана, Сидди!» — тесе кӑшкӑрса пӳлӗмрен тухса тарчӗ.

Шанчӑклӑ ҫӗре пытанса ларсан, вӑл хӑйӗн пиншакӗ ҫухи ҫумне тирсе лартнӑ икӗ пысӑк йӗпе астуса пӑхрӗ. Пӗр йӗпне хура ҫип тирнӗ, тепӗрне — шурӑ ҫип.

— Сид каламан пулсан, вӑл астӑвас та ҫукчӗ. Мӑнакка та аван-ҫке: пӗрре унӑн хура ҫип пулать, тепре — шурӑ. Ҫӗлесчӗ яланах, пӗр тӗслипе, ахаллӗн ирӗксӗрех унта аташса кайӑн… Сидне ҫавах лектеретӗп-ха, — лектермесен, ҫӑва патнех каймалла пултӑр.

Том пӗтӗм хула мухтанмалӑхах примерлӑ ача пулман. Уншӑн вӑл кам примерлине питӗ аван пӗлнӗ. Пӗлне те ҫав ачана курайман.

Тепӗр икӗ минутранах е маларах та вӑл пӗтӗм хуйхи-суйхине манса та кайрӗ. Унӑн хуйхи-суйхи мӑн ҫын хуйхи-суйхинчен ҫӑмӑлрах пулнӑран тата хӑйӗн пуҫне ҫак минутра тепӗр ҫӗнӗ пысӑк шухӑш пырса кӗнӗрен манчӗ вӑл ӑна. Ҫитӗннисем те ҫавӑн пекех, хӑйсене пӗр-пӗр ҫӗнӗ шухӑш илӗртме пуҫласан, унчченхи хуйха манаҫҫӗ. Тома ҫак вӑхӑтра пӗр ытармалла мар ҫӗнӗ япала илӗртсе ячӗ: хӑй паллакан пӗр негртан вӑл шӑхӑрма вӗренчӗ. Том тахҫанах ӗнтӗ ҫав ӗҫе ирӗкре лайӑхрах вӗренесшӗнччӗ. Негрӗ кайӑкла шӑхӑрать. Сассине вӑл, кайӑк пекех, тӗлӗнмелле лайӑх янраттарать, ун пек тумашкӑн чӗлхене час-час ҫӑвар маччи ҫумне тӗрте-тӗрте илмелле. Ҫакна епле тунине, вулаканӑм, ху хӑҫан та пулин арҫын ача пулнӑ пулсан, астӑватӑн пулӗ. Ҫине тӑрсах тӑрӑшса хӑтланнипе Том ҫак киленӗҫлӗ ӗҫӗн мелне-майне хӑвӑрт вӗренсе ҫитрӗ. Ача урам тӑрӑх савӑнӑҫлӑн утса пырать, шӑхӑра-шӑхӑра кӗвӗ кӑларать. Вӑл, пӗлӗт ҫинче ҫӗнӗ планета шыраса тупнӑ астроном пекех, питӗ хӗпӗртенӗ, анчах унӑн савӑнӑҫӗ тата уҫҫӑнрах палӑрнӑ.

Ҫуллахи каҫсем вӑрӑм. Тӗттӗм пулайман-ха. Сасартӑк Том шӑхӑрма пӑрахрӗ. Ун умӗнче пӗр палламан ача тӑра парать, вӑл хӑйӗнчен кӑшт ҫеҫ пысӑкрах. Кирек мӗнле ҫӗнӗ ҫынна курсан та, Санкт-Петербургра, пӗчӗк те чухӑн хулара, унпа пурте интересленнӗ. Ку арҫын ачи вара питӗ аван тумланнӑскер пулнӑ, праҫник-мӗн мар — ун ҫийӗнче ҫав тери капӑр тум. Тӗлӗнсе кайӑн ҫав. Пуҫӗнче питӗ селӗм шлепке. Кӑвак пуставран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ пиншакне тӑп-тӑп тӳмелесе лартнӑ, брюкийӗ те пиншакӗпе пӗр тӗслех. Эрнекун ҫеҫ пулин те, уринче унӑн пушмак. Мӑйне йӑлтӑркка галстук ҫыхнӑ. Пӗтемӗшпе илсен, вӑл питӗ шукӑль курӑнать, ҫак Тома тӳсмелле мар тарӑхтарса ячӗ. Ун ҫине пӑхнӑҫемӗн хӑйӗн тумӗ тата начартарах пек туйӑнчӗ Тома. Вӑл вара, ҫав шукӑль тумтире курайманнине палӑртса, хӑйӗн сӑмсине тата хытӑрах каҫӑртрӗ. Ачасем иккӗшӗ те пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. Пӗри ура ярса пуссанах, тепри те пӗр утӑм пусрӗ, — анчах унӑн аяккалла, ункӑ майлӑ ҫаврӑнса пусмалла пулчӗ. Куҫа-куҫӑн пӑхса вӗсем питӗ нумайччен тӑчӗҫ. Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:
— Эпӗ сана пӗҫерккӗ пама пултаратӑп, — терӗ.

— Парса пӑх-ха, эппин.

— Пултаратӑп та, хӗртетӗп те!

— Ҫук, эсӗ пултараймастӑн!

— Ҫук, эпӗ пултаратӑп!

— Ҫук, пултараймастӑн!

— Ҫук, пултаратӑп!

— Пултараймастӑн!

— Пултаратӑп!

— Пултараймастӑн!

Ырӑ мара систерсе, вӗсем шӑпах пулчӗҫ.

— Эсӗ мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ юлашкинчен Том.

— Сана мӗн ӗҫ?

— Акӑ кӑтартӑп эпӗ сана, ман мӗн ӗҫ пуррине.

— Кӑтарт-ха. Мӗншӗн тата кӑтартмастӑн?

— Тата икӗ сӑмах ҫеҫ кала, кӑтартатӑп та.

— Икӗ сӑмах! Икӗ сӑмах! Акӑ сана. Ну?

— Ак епле маттурскер! Хӗнес тесен, эпӗ сана хӑрах алапа хӗнеме пултаратӑп, хӑрах алла ҫурӑм хыҫне ҫыхса лартсан та.

— Ма хӗнеместӗн-ха, эппин? Хӗнеме пултаратӑп, тетӗн вӗт.

— Хӗнетӗп те, ман ҫума ҫыпҫанатӑн пулсӑн.

— Эй-эй-эй! Санашкаллисене курккаланӑ-ҫке эпир!

— Капӑрланса лартнӑ та, тем пекех чаплӑ кайӑк тесе шухӑшлатӑн пулӗ ӗнтӗ хӑвна ху! Ой, шлепки мӗнле!

— Ну-ка, ҫапса ӳкер-ха ӑна манӑн пуҫ ҫинчен! Вара сана мӑйӑр туянмалӑх та парӑп…

— Суятӑн!

— Эсӗ ху суятӑн!

— Хӑратать ҫеҫ, хӑй хӑравҫӑ-ха!

— Юрӗ, каях аяккалла!

— Эй, итле-ха эсӗ: чарӑнмастӑн пулсан, санӑн пуҫна ҫапса вататӑп!

— Ватмасӑр! Ой! ой! ой!

— Тататӑп та!

— Мӗн кӗтсе тӑратӑн-ха тата? Мӗн пермаях хӑрататӑн, тӑвассине нимӗн те тумастӑн? Хӑратӑн курӑнать?

— Шухӑшламастӑп та хӑрамашкӑн!

— Ҫук, хӑратӑн!

— Ҫук, хӑрамастӑп!

— Ҫук, хӑратӑн!..

Шӑпланаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне куҫсемпе ҫиеҫҫӗ, пӗр вырӑнта тӑпӑртатаҫҫӗ, ҫӗнӗрен ункӑ туса ҫаврӑнаҫҫӗ.

Юлашкинчен вӗсем хулпуҫҫийӗсемпе пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ.

— Кай кунтан! — тет Том.

— Ху кай!

— Каяс теместӗп.

— Эпӗ те каяс теместӗп.

Ҫапла вӗсем пите-питӗн пӑхса тӑраҫҫӗ, иккӗшӗ те хӑрах урине малалла пуснӑ. Пӗр-пӗрне кураймасӑр, шӑтарас пек пӑхса, вӗсем мӗнпур вӑйпа пӗрне-пӗри тӗртме тытӑнаҫҫӗ. Анчах нихӑшӗ те ҫӗнтереймест. Вӗсем нумайччен тӗртӗшеҫҫӗ, пичӗсем те кӗренленсе каяҫҫӗ. Юлашкинчен ывӑнаҫҫӗ те тӗрткелешме пӑрахаҫҫӗ, анчах кашниех малтанхи пекех сыхланса тӑрать-ха. Том ҫапла калать:
— Эсӗ хӑравҫӑ, йытӑ ҫури эсӗ.
Эпӗ хамӑн пиччене каласа кӑтартатӑп. Вӑл сана кача пӳрнипех пӗҫерккӗ пама пултарать. Эпӗ ӑна калатӑп, вӑл сана хӗнет.

— Шутсӑрах хӑратӑп эпӗ сан пиччӳнтен. Манӑн хамӑн та пичче пур, санӑннинчен те пысӑкрах, вӑл санӑн пиччӳне ав ҫав хӳме урлӑ та тытса пеме пултарать.

Пиччӗшӗсене иккӗшӗ те вӗсем пуҫран шутласа кӑларнӑ.

— Суятӑн!

— Темӗн те калӑн эсӗ!

Том урари пуҫ пӳрнипе тусан ҫинче йӗр турӗ те ҫаплӑ каларӗ:
— Ҫак йӗр урлӑ каҫ анчах, эпӗ сана питӗ хытӑ хӗнетӗп, вырӑнтан та тапранаймӑн.
Йӗр урлӑ каҫма ан хӑйнӑ пултӑр.

Ют ача ҫавӑнтах васкаса йӗр урлӑ каҫрӗ те:
— Пӑхар-ха, эппин, эсӗ мӗнле хӗртнине, — терӗ.

— Хӑп манран! Калатӑп сана, хӑп луччӗ.

— Эсӗ ху каларӑн вӗт — мана хӗнетӗп тесе. Ма хӗнеместӗн-ха?

— Мана икӗ цент парсан, сана тытса хӗнеместӗп-тӗк, ҫӗр ҫӑттӑр мана.

Ют ача кӗсйинчен икӗ пысӑк пӑхӑр укҫа кӑларчӗ те, мӑшкӑлласа, Тома пама тӑчӗ.

Том ӑна алӑран ҫапрӗ те, укҫи ҫӗре ӳкрӗ.

Ҫав самантрах ачасем, иккӗшӗ те кушаксем пек ҫыхланса ӳксе, пылчӑк ҫинче йӑваланма тапратрӗҫ. Вӗсем пӗрне-пӗри ҫӳҫрен, пиншакӗсенчен, йӗмӗсенчен турткалаҫҫӗ, чӗпӗтеҫҫӗ, сӑмсисенчен чаваҫҫӗ. Юлашкинчен, ҫав пӑтрав кӑштах йӗркене кӗрет, ҫапӑҫу тӗтӗм-сӗрӗмӗнче тӑшманӗ ҫине хӑпарса ларнӑ Том ӑна чышкӑпа кӳпкелени курӑнса каять.

— Каҫару ыйт! — тет вӑл.

Ют ача ҫӑлӑнма хӑтланса тапкаланать. Чунӗ кӳтсе ҫитнипе йӗрет вӑл.

— Каҫару ыйт! — тет Том, татах кӳпкеме тапратса.

Юлашкинчен, ют ача каҫару ыйтса мӑкӑртатса илет, Том вара ӑна:
— Ку сана ӑс парӗ-ха.
Тепӗр чухне ӑспӑрах пул, урамра ху кама тивнине асӑрхасарах пӑх, — тесе ирӗке ярать.

Ют ача, тумӗ ҫинчен тусанне силлесе, макӑрнипе нӑшлата-нӑшлата, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӑпе каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, пуҫне сулласа аяккалла танккарӗ. «Тепӗр чухне сана ярса илсессӗн тата хытӑрах кӑтартӑп-ха», — тесе, Тома юнарӗ вӑл. Том, ӑна мӑшкӑлласа, хӑй ҫӗнтернипе мӑнкӑмӑлланса, килнелле утрӗ. Анчах вӑл хӑй палламан ача еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнсанах, лешӗ Тома чулпа яра пачӗ те хулпуҫҫи шӑммисем хушшипе лектерчӗ, хӑй вара антилопа пекех тарма тапратрӗ. Том ун хыҫҫӑн килне ҫитичченех хӑваласа чупрӗ, ҫапла вара вӑл хӑйӗн тӑшманӗ ӑҫта пурӑннине пӗлчӗ. Тӑшмана ҫапӑҫма чӗнсе, вӑл калинкке патӗнче пӑртак тӑчӗ, анчах тӑшманӗ тухасшӑн пулмарӗ, чӳречерен пӑхса пит-куҫне апла та капла ҫеҫ пӑркаласа мӑшкӑлларӗ. Юлашкинчен, тӑшман амӑшӗ тухрӗ те Тома эсӗ киревсӗр ача, пӑсӑлнӑ, тӳрккес ача тесе пӗтерчӗ, ӑна аяккалла кайма хушрӗ. Том пӑрахса кайрӗ, анчах кайнӑ чухне: «Эпӗ ку таврашрах ҫӳретӗп, вӑл ача тухасса сыхлатӑпах», — тесе хӑварчӗ.

Киле вӑл каҫхине, вӑхӑт нумай иртсен тин, таврӑнчӗ, пӳрте чӳречерен хуллен кӗчӗ пулин те, мӑнаккӑшӗ тӗлнех пулчӗ. Унӑн пиншакӗпе йӗмӗ мӗн тӗслӗ пулса кайнине курсан, мӑнаккӑшӗн Тома уявра ӗҫлеттерес тесе шухӑшланӑ шухӑшӗ алмаз пекех ҫирӗпленчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней