Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 21-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.07 22:47

Предложений: 279; Слово: 2547

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Гремячий Лог хуторӗн план тӑрӑх кӑҫал 472 гектар ҫурхи суха тумалла, вӑл шутран 110 гектарӗ — ҫерем уҫмалли ҫӗр. Кӗркунне — ун чухне уйрӑм хуҫалӑх йӗркипе ӗнтӗ — 643 гектар ҫинче кӗрхи ҫӗртме туса хӑварнӑ, 210 гектар ыраш акнӑ. Пӗтӗм акмалли ҫӗре, тӗрлӗ тырӑсем тата ҫу ҫапмалли культурӑсем акма, ҫапла пайлама шутласа хунӑччӗ: тулӑ — 667 гектар акмалла, ыраш — 210, урпа — 103, сӗлӗ — 50, вир — 65, кукуруза — 167, хӗвелҫаврӑнӑш — 45, кантӑр — 13. Пурӗ — 1325 гектар, ун ҫумне тата Гремячий Лог хуторӗнчен кӑнтӑр еннелле Ҫӗлен варӗ патне ҫитиех тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫӗре пахча ҫимӗҫ лартма уйӑрса хунӑ.

Февралӗн вуниккӗмӗшӗнче анлӑ производствӑллӑ канашлу пулса иртрӗ, унта колхоз активӗ хӗрӗх ҫын ытла пухӑнчӗ. Ҫав канашлура вӑрлӑх фончӗ тӑвасси ҫинчен, уйри ӗҫсен нормисем ҫинчен, инвентарьсене юсаса хатӗрлесси ҫинчен тата запаслӑх хӑварнӑ выльӑх апатӗнчен ҫураки вӑхӑтӗнче ҫитерме кирлӗ чухлӗ апат уйӑрса хурасси ҫинчен калаҫрӗҫ.

Яков Лукич канаш панипе, Давыдов вӑрлӑхлӑх тулӑ кашни гектар пуҫне, пӗтӗмӗшлетсе илсе, ҫичшер пӑт, пӗтӗмпе — 4669 пӑт хывма сӗнчӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вара хӑлхасене ҫурса яракан кӑшкӑрашу тапранса кайрӗ. Пурте харӑс кӑшкӑрчӗҫ, ытла хытӑ шавланипе Титок пӳртӗнчи кантӑксем тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе, чӑнкӑртатса кӑна тӑчӗҫ.

— Ытлашши нумай!

— Сая ярас марччӗ!

— Кӑвак хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫине эпир ӗмӗрне те ун чухлӗ акман.

— Чӑхсем те кулӗҫ!

— Нумай аксан пилӗкшер пӑт акмалла.

— Ну, пиллӗк ҫурӑ пултӑр.

— Теҫеттин пуҫне ҫичшер пӑт акмалли хура тӑпраллӑ ҫӗре те пирӗн ҫерҫи сӑмси чухлӗ кӑна! Пӑрлак ҫӗре сухаласа пӑрахмалла, влаҫӗ мӗн шухӑшласа тӑнӑ-ши?

— Е Панюшкин баракӗ патӗнчине, леш уй пуссине.

— Ха! Чи лайӑх курӑк пулакан вырӑнсене сухаласа пӑрахасшӑн! Шыв ҫине вӗрнӗ пекех каласа хучӗ!

— Эсир тырӑ пирки калаҫӑр-ха, ҫав га ҫине миҫе кило таран кирлине калӑр.

— Эсӗ килосемпе пирӗн пуҫа ан пӑтрат! Виҫе чӗрессипе е пӑтпа виҫсе пар!

— Граждансем! Граждансем, шӑпрах пулӑр! Ее-е-ей, ӗрӗхсе кайрӗҫ, мур илесшӗсем! Мана пӗр сӑмах калама парсамӑрччӗ! — каҫса кайса кӑшкӑрать иккӗмӗш бригадӑн бригадирӗ Любишкин.

— Мӗнпур сӑмахсене ил, паратпӑр!

— Ну, халӑхӗ те ҫав, пӳрисем шӑтасчӗ! Выльӑхпа пӗрех… Игнат! Мӗн вара эсӗ вӑкӑр пекех мӗкӗретӗн! Мекеҫленнипе кӑвакарсах кайнӑ-ҫке…

— Санӑн хӑвӑн, урнӑ йыттӑнни майлах, ҫӑварӑнтан кӑпӑк пӑчӑртатса тухать авӑ!

— Любишкина сӑмах парсамӑр!

— Чӑтма ҫук, хӑлхана ҫураҫҫӗ!

Канашлу хӗрсе-тарӑхсах ҫуйхашрӗ. Юлашкинчен вара, чи хытӑ кӑшкӑрашакан карма ҫӑварсен сассисем хӑйӑлтатма тытӑнсан, Давыдов, халиччен ун пек пулманскер, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Ка-а-ам сирӗн пек ҫакнашкал канашлать? Мӗншӗн кӑшкӑратӑр? Кашниннех йӗркипе тухса каламалла, ыттисен чӗнмесӗр лармалла, факт! Кунта бандитла хӑтланмалли ҫук! Тӑнлӑрах пулас пулать! — Унтан, хуллентерех, малалла каларӗ:  — Пухусене епле йӗркеллӗ ирттермеллине сирӗн рабочи класран вӗренмелле. Пирӗн цехра, сӑмахран, е клубра пуху пуҫтарӑнсан, вӑл чип-чиперех, йӗркеллӗ иртет, факт! Пӗри тухса сӑмах калать, ыттисем итлесе лараҫҫӗ, эсир авӑ, пурте пӗр харӑс кӑшкӑратӑр та нимӗн шуйтанне те ӑнланса илме ҫук!

— Пӗри сӑмах каланӑ чухне кам та кам тепри ҫӑвар уҫать, ҫавна, туршӑн та, ак ҫак алӑк кӗлипе лӗпки урлӑ туртса ҫапатӑп! Пӗҫҫи-каҫҫине чарса пӑрахсах вырттӑр вара! — Любишкин ура ҫине тӑчӗ те алӑк питӗрмелли питӗ тачка юман кӗлене силлесе кӑтартрӗ.

— Ара, капла эсӗ пуху пӗтнӗ ҫӗре пире пурне те сусӑрлатса тӑкӑн! — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерсе хучӗ Демка Ушаков.

Канашласа ларакансем кулкаласа илчӗҫ, табак туртса ячӗҫ те хайхискер, акмалли норма ҫинчен тӑракан ыйтӑва тимлӗнех сӳтсе явма тытӑнчӗҫ. Ҫитменни ҫине тата — ҫакӑ паллӑ пулчӗ — нимӗн тавлашмалли те, кӑшкӑрашмалли те пулман-мӗн… Чи малтан Яков Лукич сӑмах илчӗ те пӗтӗм хирӗҫӳсене харӑсах татса пачӗ.

— Ахалех каҫӑхса кайса кӑшкӑратӑр. Мӗншӗн Давыдов юлташ ҫичшер пӑт хӑварма сӗнчӗ-ха? Ӑнланма ҫӑмӑл, кун пирки эпир пӗрле канаш тунӑ. Вӑрлӑха им-ҫампа ҫума тата триерпа тасатма шухӑшлатпӑр-и? Шухӑшлатпӑр. Каяш таврашӗ пулать-и? Пулать. Каяшӗ нумай та пулма пултарать-ха, мӗншӗн тесен хӑшпӗр тирпейсӗр кил хуҫисен вӑрлӑхлӑх тыррине каяшран уйӑрса илме те ҫук. Ӑна ҫимелли тырӑпа пӗрлех тытса усраҫҫӗ, епле килчӗ ҫапла аллакаласа илеҫҫӗ. Ну, каяш юлашкисем юлсан та, пурпӗрех пӗтмеҫҫӗ-ҫке-ха вӗсем? Кайӑк-кӗшӗксене, выльӑх чӗрлӗхе ҫитерсе ярӑпӑр.

Ҫичшер пӑт хӑварма сӑмах татрӗҫ. Плугпа ӗҫлес норма патне ҫитсен, ӗҫ начартарах кайрӗ. Кунта вара ытла та тем тӗрлӗ калаҫма тытӑнчӗҫ, Давыдов аптӑрасах ӳкрӗ, темелле.

— Ҫуркунне мӗнле килессине пӗлмесӗрех, епле эсӗ мана плуг пуҫне мӗн чухлӗ сухаламаллине малтанах палӑртса пама пултаратӑн-ха? — кӑшкӑрса ячӗ виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ те патмар кӗлеткеллӗ Агафон Дубцов, Давыдов ҫине сиксе ӳксе. — Эсӗ юр епле ирӗлессине, ун айӗнчен ҫӗр епле — нӳрӗ е типӗ — тухассине пӗлетӗн-и-ха? Мӗн эсӗ, ҫӗр айӗнчине витӗрех куратӑн-им?

— Эсӗ хӑв мӗнле тума сӗнетӗн тата, Дубцов? — ыйтрӗ Давыдов.

— Ҫапла тума сӗнетӗп: хута ахалех сая ярас мар тата халӗ нимӗн те ҫырса аппаланас мар. Ака вӑхӑчӗ ҫитсен, ҫӑнӑх мӗнлине кисеппи хӑех кӑтартӗ унта.

— Епле-ха вара эсӗ — бригадир, ҫапах та нимӗн ӑнланмасӑр плана хирӗҫ калаҫатӑн? Сан шухӑшупа план кирлӗ мар-им вара?

— Мӗнле ӗҫе епле тӑвассине малтанах каласа хума май ҫук! — кӗтмен ҫӗртенех Дубцов майлӑ пулчӗ Яков Лукич. — Нормине те епле палӑртса парӑн-ха тата? Сирӗн, сӑмахран, плугра виҫӗ мӑшӑр лайӑх, ватӑ вӑкӑрсем ҫӳреҫҫӗ пултӑр, манӑн — виҫӗ ҫулхисем, ҫитӗнсе ҫитейменнисем пулччӑр. Эпӗ сирӗн чухлӗ сухаласа пӑрахӑп тетӗр-и? Ӗмӗрне те пулмасть.

Анчах кунта Кондрат Майданников хутшӑнчӗ:

— Островновран, завхозран, ҫакӑн пек сӑмахсем илтни пире питех те тӗлӗнтерет! Заданисӗр епле ӗҫлес тетӗн-ши эсӗ? Турӑ хушнипе мӗн чухлӗ ӗҫлес килет, ҫавӑн чухлӗ-и? Эпӗ плуг авринчен алла вӗҫертмесӗр сухалам, эсӗ пур, хӗвел ҫинче ҫурӑмна хӗртсе вырт, ҫапла ӗҫленӗшӗн вара пӗр пекех илӗпӗр-и? Хӑватлӑ пурӑнатӑн, Яков Лукич!

— Турра шӗкӗр, Кондрат Христофорыч! Анчах вӑкӑр вӑйӗпе ҫӗре епле танлаштарас тетӗн-ха эсӗ? Санӑн — ҫемҫе ҫӗр, манӑн — хытса кайнӑ, санӑн пусӑ — лапамра, манӑн — тӗме ҫинче. Хӑв питех те ӑслӑ пулсан, каласа парсам ӗнтӗ.

— Хытӑ ҫӗр ҫинче — пӗр задача, ҫемҫе ҫӗр ҫинче — тепӗр задача. Вӑкӑрсене танлаштарса кӳлме пулать. Пурне те шута илме май пур, эсӗ мана ан ӑнлантар!

— Ушаков сӑмах каласшӑн.

— Калатӑр!

— Эпӗ, тӑванӑмсем, акӑ мӗн каланӑ пулӑттӑм: ӗҫ выльӑхӗсене, яланхи пекех, акана тухиччен пӗр уйӑх малтан лайӑх апатпа тӑрантарма пуҫламалла: лайӑх утӑпа, кукурузӑпа, урпапа тӑрантармалла. Кунта вара ыйту пекки тухса тӑрать: выльӑх апачӗ тӗлӗшпе ӗҫсем епле пулӗҫ-ха пирӗн? Тырӑ хатӗрлевӗ ытлашши тырра ҫисе ячӗ…

— Выльӑхсем ҫинчен кайран калаҫӑпӑр. Ку сӑмах халӗ эпир сӳтсе явакан ыйтӑва кӗмест, факт! Пирӗн кунне мӗн чухлӗ сухаламалли нормӑсем ҫинчен лартнӑ ыйтӑва татса памалла. Хытӑ ҫӗр ҫинче плуг пуҫне миҫе гектар, сеялка пуҫне миҫе гектар хумаллине палӑртмалла.

— Сеялкӑсем те вӗсем — тӗрлӗрен пулаҫҫӗ! Вунпӗр ретлипе эпӗ вунҫичӗ ретлипе акнӑ чухлех акас ҫук ӗнтӗ.

— Факт! Хӑв мӗн сӗннине каласа пар. Эсир тата, гражданин, мӗншӗн ҫаплах ним чӗнмесӗр ларатӑр? Хӑвӑр активра шутланатӑр, анчах сирӗн сассӑра эпӗ пӗрре те илтсе кураймарӑм-ха.

Демид Молчун Давыдов ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ те шалтан тухакан хулӑн сассипе хуравласа хучӗ:

— Эпӗ килӗшетӗп.

— Мӗнпе?

— Сухаламалла тенипе эппин… тата акмалла, тенипе.

— Ну?

— Ҫавӑ кӑна.

— Ҫавӑ кӑна-и?

— Хмм.

— Калаҫса илтӗмӗр пулать! — Давыдов йӑл кулса илчӗ, тата тем каларӗ, анчах пурте ахӑлтатса кулса янӑ пирки унӑн сӑмахӗсем илтӗнмесӗрех юлчӗҫ.

Молчуншӑн вара Щукарь мучи ӑнлантарса пачӗ.

— Хуторта ӑна пирӗн, Давыдов юлташ, Молчун тесе чӗнеҫҫӗ. Ӗмӗрӗ тӑршшипех вӑл ним чӗнмесӗр пурӑнать, чи кирлӗ чухне кӑна калаҫкалать, арӑмӗ те ҫавӑн пиркиех пӑрахрӗ ӑна. Хӑй вӑл ухмах казак мар, анчах анкӑ-минкӗрех пекскер е, ачашраххӑн каласан, тӑмсайрах темелле-ши ӗнтӗ, е кӗтес кукринчен михӗпе ҫапса тӑрӑнтарнӑ майлӑскер. Эпӗ ӑна астӑватӑп-ха, ача чухнех ҫавнашкал мӑнкӑмӑллӑскерччӗ тата ниҫта юрӑхсӑрскерччӗ, йӗмсӗр чупса ҫӳретчӗ, хӑйӗн нимӗнле талант пурри те палӑрмастчӗ, халӗ авӑ, ҫитӗнсе ҫитрӗ те, пӗр чӗнмесӗр пурӑнать. Ӗлӗкхи прижим чухне Тубянскири пачӑшкӑ ӑна пӗрре причастисӗр те хӑварнӑччӗ. Ҫылӑх каҫарттарма кайсан, пӗррехинче, ҫакна пуп хура тутӑрпа витсе хурать те ыйтать пулать (ку ӗҫ аслӑ типӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ, ҫиччӗмӗш эрнереччӗ пулас): «Вӑрлакалатӑн-и, ачам?» — тет. Ку чӗнмест. «Аскӑнланатӑн-и?» Каллех чӗнмест. «Табак туртатӑн-и? Хӗрарӑмсемпе ясар ӗҫсем туса хӑтланатӑн-и?» Татах чӗнмест. Унӑн, ухмахӑн: «Ҫылӑхлӑ, пачӑшкӑ!» — тесе кӑна тӑмалла пулнӑ-мӗн, ҫав самантрах ҫылӑхсене каҫарса та янӑ пулӗччӗ…

— Ара ҫӑварна хупсамччӗ эсӗ! — кӑшкӑрчӗҫ хыҫалтан, кулкаласа.

— …Халех, пӗр самантрах пӗтеретӗп! Ну, вӑл, хайхискер, мӑшӑлтатса кӑна тӑрать, тата, ҫӗнӗ хапха ҫине пӑхакан така пек, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ иккен. Пачӑшкӑ нимӗн тума пӗлмест, хӑраса ӳкет, ҫийӗнчи питрахилӗ тӑрлатса чӗтрет, хӑй ҫапах та ыйтать: «Тен, эсӗ ҫын арӑмне е унӑн ҫывӑх ашакне, е унӑн ытти выльӑх-чӗрлӗхне хӑҫан та пулсан хапсӑннӑ?» Ну, евангели тӑрӑх тата тӗрлӗрен тӗрлӗ ыйтусем парать… Демид каллех нимӗн те чӗнмест. Ара, каламалли те мӗнех пултӑр-ши унӑн? Ну, ытах, камӑн та пулин арӑмне хапсӑнма шутлатӑр, пурпӗрех хӑй шутланӑ пек пулас ҫук…

— Ҫитӗ, мучи! Санӑн халапу ӗҫ яхӑнне те пымасть, — чарӑнма хушрӗ ӑна Давыдов сиввӗн.

— Халех яхӑнне пырать, кӗҫ-вӗҫех ӗҫ патне пырса ҫитет. Ку вӑл пуҫламӑш сӑмахӑм кӑна-ха. Тата тепӗр самант ҫеҫ. Пӳлсе хучӗҫ… Ах, хӑямат, мӗн ҫинчен каланине мансах кайрӑм!.. Турӑ, аса илтерсемччӗ… Ҫ-ҫӑва патне!.. Кун пек тӑнпала! Астуса илтӗм! — Щукарь мучи, хӑйӗн кукша пуҫне шак! шаккаса илчӗ те пулеметран пенӗ евӗрлех черетӗн-черетӗн ҫатӑртаттарма тытӑнчӗ:  — Ҫапла вара, ҫын арӑмне хапсӑнас тӗлӗшпе Демидӑн ӗҫӗсем начар пынӑ, ашака тесен ӗнтӗ е ытти ҫветтуй выльӑх-чӗрлӗх таврашне хапсӑнас тесен, вӗсене хапсӑнма мӗне кирлӗ пулнӑ-ха ӑна? Тен, лашасӑр хуҫалӑхпа пурӑннӑ пулсан, вӑл хапсӑннӑ та пулӗччӗ, анчах ашак таврашӗ ҫук-ҫке-ха пирӗн, вӗсене вӑл хӑй ӗмӗрӗнче те курман. Акӑ сиртенех ыйтам-ха эпӗ, хаклӑ граждансем, ашаксем ӑҫтан пулччӑр-ха пирӗн? Кунта вӗсем ӗмӗрте те пулман! Тигр тени е ашак тени пулман ҫав, тӗве те ҫавнашкалах…

— Чарӑнма пӗлетӗн-и эсӗ паян? — ыйтрӗ Нагульнов. — Халех пӳртрен кӑларса яратӑп.

— Хӑв эсӗ, Макарҫӑм, Майӑн пӗрремӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен шкулта кӑнтӑрларан пуҫласа хӗвел анса ларичченех каларӑн-ҫке. Кичем каларӑн, сӑмах та ҫук, пӗр япаланах апла та, капла та тӳсе тӑтӑн. Эпӗ сак ҫинче хуллен кӑна хутланса выртнӑччӗ те ҫывӑрсах кайнӑччӗ, ҫапах та санӑн сӑмахна пӳлме хӑяймарӑм, эсӗ, авӑ, пӳлетӗн…

— Ан тив, каласа пӗтертӗрех ӗнтӗ мучи. Вӑхӑчӗ тӳсет-ха пирӗн, — терӗ Разметнов, шӳтленине тата кулӑшла каланисене питех те итлеме юратаканскер.

— Кам пӗлет ӑна, тен, вӑл ҫавна пулах нимӗн те чӗнмен пулӗ. Пуп тӗлӗнсе каять вара. Пуҫне Демид патне, тутӑр айне, чикет те ыйтать хайхискер: «Ара эсӗ чӗлхесӗр мар пуль те?» — тет. Демид ҫакна: «Ҫук-ҫке, йӑлӑхтарса ҫитертӗн эсӗ мана!» — тесе хурать. Пуп ҫавӑнтах ҫилленсе каять, сӑнне-питне сип-симӗс тӗс ҫапать, вара ҫавӑ, ҫывӑхри карчӑксем ан илтчӗр тесе, хуллен кӑна чӑшкӑрттарса: «Мӗн тата юпа пек чӗнмесӗр тӑратӑн-ха?» — тесе ыйтать. Унтан пӗчӗк шанталпа Демида ик куҫӗ хушшинчен я-а-а-ра парать!

Ҫынсем кӗрех ахӑлтатса кулса янӑ шава Демидӑн мӗкӗрекен хулӑн сасси витсе хучӗ:

— Суятӑн! Ҫапман.

— Неушлӗ ҫапмарӗ? — ҫав тери тӗлӗнсе кайрӗ Щукарь мучи. — Ну, ҫапах та ҫапма тӑчӗ пулӗ-ха… Ҫавӑн чухне вара пуп ҫакна причастисӗр тӑратса хӑварнӑ. Мӗнех-ха ӗнтӗ, граждансем, Демид чӗнмесӗр лартӑр, эпир калаҫар, пирӗн вӑл чӗнменшӗн нимӗнле ӗҫ те ҫук. Чӑнах та ҫав, эпӗ каланӑ пек, лайӑх сӑмах — кӗмӗл, анчах чӗнменни — ылтӑн.

— Санӑн мӗнпур кӗмӗлне ылтӑнпа улӑштармаллаччӗ! Вара ыттисене те кӑнлӗрех пулнӑ пулӗччӗ… — канаш пачӗ Нагульнов.

Кулнӑ сасӑ пӗрре типсе хӑрнӑ вӑрман ҫатӑртатса ҫуннӑ пек кӗрлесе илет, тепре лӑпланса ларать. Щукарь мучи халлапӗ ӗҫ ҫинчен калаҫас кӑмӑла хавшатса ячӗ. Анчах Давыдов пичӗ-куҫӗ ҫинчи йӑл куллине сӳнтерчӗ те ҫапла ыйтрӗ:

— Ӗҫ норми ҫинчен мӗн каласшӑнччӗ ҫак эсӗ? Ӗҫ пирки кала-ха!

— Эпӗ-и? — Щукарь мучи тарласа кайнӑ ҫамкине ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, куҫӗсене мӑчлаттарма пуҫларӗ. — Ун пирки эпӗ нимӗн те калама шухӑшламанччӗ… Эпӗ Демид пирки кӑна ыйтӑва ҫутатса патӑм… Норма кунта яхӑнне те пымасть…

— Ку канашлура сана эпӗ урӑх сӑмах памастӑп! Ӗҫ пирки калаҫас пулать, мыскарасем кӑтартса ларма кайран та пулӗ, факт!

— Талӑкра плуг пуҫне пӗр теҫеттин, — сӗнчӗ агроуполномоченнӑйсенчен пӗри, Батальщиков Иван колхозник.

Анчах Дубцов тарӑхсах кӑшкӑрса ячӗ:

— Ухмаха ернӗ эсӗ! Унашкал юмахсене хӑвӑн асаннӳне каласа кӑтарт! Талӑк хушшинче пӗр теҫеттин сухалаймастӑн! Лачкам шыва ӳксен те ун чухлӗ ӗҫлейместӗн!

— Халиччен сухаланӑ эпӗ. Ну, кӑштах сахалтарах пулӗ-и, тен…

— Сахалтарах пулӗ ҫав!

— Плуг пуҫне ҫур теҫеттин. Ку — хытӑ ҫӗр ҫинче. Чылайччен тавлашнӑ хыҫҫӑн талӑкра сухаламалли ҫак нормӑна ҫирӗплетрӗҫ: хытӑ ҫӗр ҫинче плуг пуҫне — 0,60 гектар, ҫемҫе ҫӗр ҫинче — 0,75 гектар сухаламалла.

Сеялкӑсен вара, вунпӗр ретлин — 3,25 гектар, вунвиҫӗ ретлин — 4, вунҫичӗ ретлин — 4,75 гектар акмалла.

Гремячий Лог хуторӗнче пӗтӗмпе 184 мӑшӑр вӑкӑр тата 73 лаша пур ҫинче ҫураки планне пурнӑҫлама йывӑрах та мар. Ун ҫинчен Яков Лукич ҫаплах каларӗ:

— Тӑрӑшса ӗҫлесен ир акса пӗтеретпӗр. Ӗҫ выльӑхӗ пуҫне ҫураки тума тӑватӑ теҫеттин ҫуршар тивет. Ку вӑл ҫӑмӑл, тӑвансем! Калаҫмалли те ҫук.

— Тубянскинче, авӑ, выльӑх пуҫне саккӑршар теҫеттин тивет, — пӗлтерчӗ Любишкин.

— Ну, вӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсене кӑпӑклантарччӑрах эппин! Эпир иртнӗ кӗркунне ҫӗр шӑнтма тапратичченех кӗрхи ҫӗртме турӑмӑр, вӗсем вара пукравранах кӗрӗк арки йӑвалама тытӑнчӗҫ.

Вӑрлӑх фондне виҫӗ кун хушшинче пуҫтарса ҫитерме йышӑнчӗҫ. Ипполит Шалый тимӗрҫӗн савӑнтарман сӑмахне итлерӗҫ. Вӑл, хӑлхи илтсех кайман пирки, хыттӑн, пыр тӗпӗнчен илтерсе калаҫрӗ. Ҫакӑн чухлӗ нумай халӑхлӑ пуху умӗнче сӑмах калама именнипе, вӑл, калаҫнӑ хушӑра хӑй ӗҫре ҫапа-ҫапа лапчӑтса пӗтернӗ хуп-хура аллинчи тӗтӗм-сӗрӗмпе хуралса, ҫуланса пӗтнӗ ҫӗлӗкне ҫавӑркаларӗ.

— Пурне те юсама пулать. Манра ӗҫ тӑмасть. Анчах тимӗр пирки акӑ, темле пулсан та, ӑна халех тупма тӑрӑшас пулать. Плуг тӗренӗсемпе шӑрчӗсене юсама пӗр татӑк тимӗр те ҫук. Нимӗнпе ӗҫлеме ҫук. Акмалли машинӑсене юсама ырантан тытӑнатӑп эпӗ. Мана пулӑшма пӗр ҫын кирлӗ, кӑмрӑк та кирлӗ, тата колхозран мана мӗн чухлӗ тӳлемелле тӑваҫҫӗ?

Давыдов ӑна тӳлев пирки тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ, вара Яков Лукича ыранах тимӗрпе кӑмрӑк патне района тухса кайма хушрӗ. Выльӑх апачӗ уйӑрса хурас пирки хӑвӑртах калаҫса татӑлчӗҫ.

Унтан Яков Лукич сӑмах илчӗ.

— Сирӗн, тӑвансем, ӑҫта, епле тата мӗн акассине тӗплӗн сӳтсе явас пулать, ҫакӑнпа пӗрлех, хутла вӗреннӗ, ӗҫе пӗлекен ҫынна полевода суйламалла. Мӗнле-ха вара, колхоз пуличчен пирӗн пилӗк агроуполномоченнӑйччӗ, анчах вӗсен ӗҫӗ курӑнмастчӗ. Ватӑ казаксенчен хамӑрӑн пӗтӗм ҫӗре лайӑх пӗлекен ҫынна полевода суйламалла. Ҫӗнӗ ҫӗрйӗркелӳ пулса иртиччен вӑл пире питӗ кирлӗ! Эпӗ ҫапла калатӑп: халӗ пирӗн пӗтӗм хуторӗ тенӗ пек колхозра. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех юлашкисем те кӗреҫҫӗ. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнаканнисем пӗр аллӑ киле яхӑн кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем те пулин ыран вырӑнӗсем ҫинчен колхозниксем пулса вӑранӗҫ… ҫавӑнпа та пирӗн наука хушнӑ пек акса хӑвармалла. Эпӗ кӑна акӑ мӗн пирки калатӑп: пирӗн ҫав суха туса акмалли культурӑсем валли уйӑрса хунӑ икҫӗр теҫеттин ҫӗртен ҫуррине херсонла ҫӗртме туса хӑвармалла. Кӑҫалхи ҫуркунне ҫӗр те вунӑ теҫеттин ҫерем уҫатпӑр, атьӑр-ха ҫав ҫӗр ҫинче херсонла ҫӗртме туса хӑварар.

— Унашкал ҫӗртме ҫинчен илтмен те, туман та!

— Мӗнлескер херсон вӑл?

— Эсӗ ӑна пире ӑнлантарса пар-ха, — терӗ Давыдов, хӑйӗн ҫакӑн чухлӗ пысӑк опытлӑ завхозӗ нумай пӗлнипе вӑрттӑн мухтанса.

— Ку вӑл акӑ мӗнле ҫӗртме, урӑхла тата ӑна кулиснӑй е америкӑлла ҫӗртме теҫҫӗ. Вӑл питех те тӗлӗнмелле, ӑспа шухӑшласа тупнӑ япала! Сӑмахран, эсир кӑҫал ҫуркунне кукурузӑна е хӗвелҫаврӑнӑшне йӑран хушшисене ахаль чухнехинчен икӗ хут сарлакарах хӑварса акатӑр, вӗсен тухӑҫлӑхне те вара, тӗрӗс акнипе танлаштарсан, аллӑ процент кӑна пуҫтарса кӗртетӗр. Кукуруза е хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсене татса илетӗр те тунисем вырӑнтах ларса юлаҫҫӗ. Ҫав кӗркуннех вара тунасем хушшине кулисӑсем тӑрӑх тулӑ акса хӑваратӑр.

— Епле акмалла-ха? Акакан машина тунасене хуҫса пӗтерет-ҫке? — ыйтрӗ ҫӑварне карсах итлесе ларакан Кондрат Майданников.

— Мӗншӗн хуҫса пӗтертӗр? Речӗсем сайра пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл тунасене тивмест, унӑн ҫаннисем тунасен аяккипе иртсе каяҫҫӗ, ҫапла вара тунасем хушшине юр ҫуса лартать те вӑрахчен выртса юлать. Ирӗлессе вӑл майӗпен ирӗлет, ҫакна пула нӳрне ытларах парать. Ҫуркунне хайхи, тулӑ ӳссе хӑпарсан, ҫав тунасене пуҫтарса илеҫҫӗ, ҫумне ҫумласа тӑкаҫҫӗ. Самаях ӑслӑ шухӑшласа кӑларнӑ. Хам эпӗ унашкал акса курман пулин те кӑҫалхи ҫул акса пӑхма шухӑшланӑччӗ ӗнтӗ. Кунта пысӑк усӑ пулассине тӗрӗс шутласа хунӑ, нимӗнле йӑнӑш та ҫук!

— Ку чӑн та аван япала! Эпӗ ҫапла тӑвассишӗн тӑратӑп! — Давыдов сӗтел айӗнчен урипе Нагульнова тӗртсе илчӗ, пӑшӑлтатса: — Куратӑн-и? Эсӗ авӑ ӑна хирӗҫ тӑраттӑнччӗ… — терӗ.

— Эпӗ халӗ те хирӗҫ…

— Ку ӗнтӗ кутӑнланнипе, факт! Вӑкӑр пек пӗрре пырса тӑрӑннӑ та…

Канашлу Яков Лукич сӗннине йышӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тата темӗн чухлӗ вак-тӗвек ыйтусем татрӗҫ, вӗсем пирки канашласа пӑхрӗҫ. Саланма пуҫларӗҫ. Давыдовпа Нагульнов ял Совет тӗлне ҫитме те ӗлкӗрейменччӗ, ял Совет картишӗнчен вӗсене хирӗҫ сӑран тужуркине йӳле янӑ, юнгштурмла костюм тӑхӑннӑ пӗр лутра йӗкӗт васкавлӑн утса тухрӗ. Хулара туяннӑ шахмӑт хӑми пек пусмаран ҫӗлетнӗ кепкине тыткаласа, вашлатса килекен ҫиле хирӗҫ хӑвӑрт утать вӑл.

— Районтан килнӗскер пулмалла. — Нагульнов куҫӗсене хӗсрӗ.

Йӗкӗт ҫывӑхах ҫитсе тӑчӗ, аллине ҫар ҫынни пек кепка сӑмси ҫумне тытрӗ:

— Эсир ял Советӗнчен мар-и?

— Сире кам кирлӗччӗ вара?

— Кунти ячейка секретарӗ е ял Совет председателӗ.

— Эпӗ ячейка секретарӗ, ку акӑ — колхоз председателӗ.

— Питех те аван. Эпӗ, юлташсем, агитколоннӑран. Эпир тин ҫеҫ килсе ҫитрӗмӗр те сире Советра кӗтсе ларатпӑр.

Каҫӑр сӑмсаллӑ, кӗрен сӑн-сӑпатлӑ йӗкӗт Давыдова сӑн-питрен вӗлт ҫеҫ пӑхса илчӗ те тем ыйтнӑн йӑл кулса ячӗ:

— Эсӗ Давыдов пулмастӑн-и, юлташ?

— Давыдов.

— Эпӗ сана палласа илтӗм. Пӗр икӗ эрне каялла эпир санпа окружкомра тӗл пулнӑччӗ. Эпӗ округри ҫу ҫапакан заводра прессовщик пулса ӗҫлетӗп.

Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней