Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 22-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.07 22:55

Предложений: 111; Слово: 1595

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ял Совет крыльци ҫинче, унталла пыракан Давыдова тӳртӗн, пӗр кутамас ҫын тӑрать, пуҫне вӑл шурӑ хӑюпа тӳпине хӗреслетнӗ, йӗри-тавра кӗске касса ҫавӑрнӑ лутра хура кубанка-ҫӗлӗк, ҫине туллатнӑ пӗрмеллӗ кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ. Кубанкӑллӑ ҫыннӑн хулпуҫҫийӗсем ытама кӗми сарлака, сайра тӗл пулакан анлӑ ҫурӑмӗпе вӑл алӑка янаххи-мӗнӗпех хупласа хунӑ. Хӑй кӗске те тӗреклӗ урисене чаркаласа тӑрать, ҫеҫенхирти хурама пекех лутра та патмар. Аттин пӗркеленсе ларнӑ кунчисем калама ҫук аслӑ, кӗлисем ҫийӗнсе, чалӑшса кайнӑ, вӑл урисемпе крыльца урайне тымар ярса лартнӑ тейӗн, хӑйӗн упанни пек кӗлеткипе урай хӑмине пусӑрӑнтарсах янӑ.

— Ку пирӗн агитколонна командирӗ, Кондратько юлташ, — терӗ Давыдовпа юнашар утса пыракан ҫамрӑк йӗкӗт. Унтан, Давыдовӑн тутисем йӑл кулса илнине асӑрхаса, шӑппӑн ҫапла хушса хучӗ: — Хамӑр хушӑра эпир ӑна шӳтлесе «Батько Квадратько», тесе чӗнетпӗр… Вӑл — Луганскри пӑравуссем тӑвакан заводра ӗҫлет. Токарь. Ҫулӗсене пӑхсан — атте темелле, ытти енчен — тем тума та пултаракан йӗкӗт!

Ҫак самантра Кондратько, ҫынсем калаҫнине илтсе, хӗп-хӗрлӗ сӑн-пичӗпе Давыдов еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, йӑл кулса янӑ майӑн унӑн усӑнчӑк хӑмӑр мӑйӑхӗ айӗнчен шӑлӗсем шап-шуррӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ:

— Кусем ӗнтӗ вырӑнти власть пулаҫҫӗ пулӗ-ха? Сывӑ пурӑнатӑр-и, тӑвансем?

— Сывах-ха, юлташ. Эпӗ — колхоз председателӗ, ку акӑ — партячейка секретарӗ.

— Аван! Пӳртелле кӗрер-ха, унта манӑн йӗкӗтсем кӗтсе те ывӑнчӗҫ ӗнтӗ. Эпӗ хам, ҫак агитколоннӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ май, сирӗнпе халех калаҫасшӑн. Мана Кондратько тесе чӗнеҫҫӗ, ытах та, манӑн йӗкӗтсем мана Квадратько тесе чӗнни ҫинчен каласа парсан, эсир вӗсене тархасшӑн ан ӗненӗр, мӗншӗн тесен вӗсем манӑн ытла та чарусӑр, иртӗнме юратаҫҫӗ, калама сӑмах та тупаймӑн… — терӗ вӑл аслати пек хулӑм сасӑпа, алӑкран хӑяккӑн хӗсӗнкелесе кӗрсе.

Осип Кондратько Российӑн кӑнтӑр енчи вырӑнӗсенче ҫирӗм ҫул ытла ӗҫленӗ. Малтан Таганрогра, унтан Дон-ҫи-Ростовра, Мариупольре, вара, юлашкинчен, Луганскра пулнӑ, унтан вӑл, хӑйӗн сарлака хулпуҫҫийӗпе ҫамрӑк совет влаҫне тӗрев парас тесе, Хӗрлӗ гвардине ҫырӑннӑ. Вырӑссемпе хутшӑнса пурӑннӑ ҫулсенче вӑл тӑван украина чӗлхин тасалӑхне ҫухатнӑ, анчах сӑнӗ-сӑпатӗнчен, Шевченкӑнни евӗр усӑнса тӑракан мӑйӑхӗнчен ку ҫын украинец иккенне чухласа илме пулать. Донбасс шахтерӗсемпе, Ворошиловпа пӗрле вӑл 1918 ҫулта казаксен контрреволюциллӗ восстанийӗсем хыпса илнӗ хуторсем витӗр пырса, Царицын еннелле ҫул тытнӑ… Кайран вара, ҫынсем калаҫусенче граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӗҫсем ҫинчен сӑмах-юмах тапратсан, — ҫак вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсен чӗринче те, асӗнче те ҫав ӗҫсен кӗрлевӗ-янӑравӗ ӗмӗр вилӗмсӗр пурӑнать, — Кондратько, тӳлеккӗн мӑнаҫланса, ҫапла калатчӗ: «Пирӗн Клементий, Луганск ҫынни… Епле пӗлес мар-ха, хӑй вӑхӑтӗнче эпир унпала лайӑхах паллашнӑччӗ, тен, татах та тӗл пулӑпӑр-ха. Мана вӑл тӳрех палласа илмелле! Царицын патӗнче, шуррисемпе ҫапӑҫнӑ чухне, вӑл манпа тем чухлӗ те шӳтлесе калаҫнӑ: «Ну, Кондратько, тетчӗ, ӗҫсем епле пыраҫҫӗ? Эсӗ, ватӑ кашкӑр, халӗ те чӗп-чӗрех-и?» — тесе ыйтатчӗ. «Чӗп-чӗрех-ха, Клементий Охримыч, халӗ вилме вӑхӑт ҫук, куратӑр-и акӑ, контрасемпе епле пӗрне-пӗри хире-хирӗҫ кастаратпӑр? Урса кайнӑ пекех! — теттӗмччӗ. Хӑҫан та пулин тӗл пулсан, вӑл мана тӳрех ҫупӑрласа илнӗ пулӗччӗ ӗнтӗ», — тесе, хӑйӗн сӑмахне ӗненсех калаҫӑвне вӗҫлетчӗ Кондратько.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл каллех Луганска пырса лекнӗ, транспортри Чека органӗнче службӑра тӑнӑ, унтан ӑна парти ӗҫне куҫарнӑ, кайран унӑн татах заводра ӗҫлеме тивнӗ. Заводран вара, парти мобилизацийӗпе, ӑна коллективизаци тӑвакан ялсене пулӑшма янӑ. Юлашки ҫулсенче Кондратько мӑнтӑрланса сарӑлса кайнӑ. …Халӗ 1918 ҫулта Царицын ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура тӑватӑ казакпа кубански ситнике, «харсӑрлӑхшӑн» Врангель аллинчен ылтӑнпа эрешлесе тунӑ ҫап-ҫутӑ авӑрлӑ кӗмӗл хӗҫе илнӗ Мамалыгӑна хӑех касса пӑрахнӑ Кондратькона вӑрҫӑра пӗрле ҫапӑҫнӑ юлташӗсем паллас та ҫук. Унтанпа Осип патмарланнӑ, ватӑла пуҫланӑ, питҫӑмартисем тӑрӑх тӗксӗм-кӑвак та хӑмӑр-кӑвак тымар каркаланчӑкӗсем выртнӑ… Хытӑ чуптарса, ывӑнтарса ҫитернӗ лашана шап-шурӑ кӑпӑк витнӗ пек, Осипа та, вӑхӑт нумай тертсем кӑтартса, кӑвакартса янӑ; усӑнчӑк мӑйӗхӗсенче те пулин — ҫав ултавлӑ кӑвак пӗрчӗсем чӑшӑлах шӑтса тухнӑ! Анчах ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлӗ, вӑйӗ-хӑвачӗ лайӑх хевтелентерсе тӑраҫҫӗ-ха Кондратькӑна, кӗлетки ытлашширех сарӑлса пыни вӑл — нимех те мар. «Тарас Бульба манран та самӑртарах пулнӑ, ҫапах та ляхсене хирӗҫ епле кастарнӑ? Ҫапла ҫав! Хӑҫан та пулсан, вӑрҫма-ҫапӑҫма тӳрӗ килсен, эпӗ унта пӗр-пӗр хвицерӗнчен иккӗ туса хума пултаратӑпах-ха! Эпӗ аллӑ ҫулта пулни — мӗнех вара вӑл? Ман атте патша вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫул пурӑннӑ, халӗ эпӗ, хамӑрӑн тӑванран та тӑван власть вӑхӑтӗнче, ҫӗр аллӑ ҫул пурӑнатӑпах!» — тет вара вӑл, ҫынсем ӑна ҫулӗсем нумаййине аса илтерсен тата хӑй текех тачкалансах пыни ҫине кӑтартсан.

Кондратько ял Совет пӳлӗмне пуринчен малтан кӗрсе тӑчӗ.

— Шӑпланӑр, каччӑсем! Ку — колхоз председателӗ, акӑ ку — ячейка секретарӗ. Пирӗн кунти ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен итлесе пӑхмалла. Вара эпир хамӑр мӗн тумаллине лайӑх ӑнкарса илӗпӗр. Ларӑр!

Агитколонна составӗнчисем пӗр вунпилӗк ҫын, калаҫкаласа, вырнаҫса ларма пуҫларӗҫ, иккӗшӗ — лашисем патне пулас, картишне тухрӗҫ. Ҫак палламан ҫынсен сӑн-сӑпачӗсем ҫине пӑхкаласа ларнӑ май, Давыдов районра ӗҫлекен виҫӗ ҫынна: агронома, икӗ сыпӑклӑ шкулта ӗҫлекен учителе тата тухтӑра палласа илчӗ; ыттисем, округран янӑскерсем, пур енчен пӑхсан та, производствӑран килнӗскерсем пулас. Ҫав ҫынсем пукансене куҫаркаласа, ӳсӗркелесе, вырнаҫса ларнӑ хушӑра, Кондратько пӑшӑлтатса Давыдова ҫапла каларӗ:

— Пирӗн лашасене утӑ пӑрахса пама хуш-ха, лавҫисем те аяккалла ан кайччӑр, — терӗ, унтан куҫӗсене чеен хӗсӗнтерсе хучӗ. — Тен, пире валли санӑн сӗлӗ те тупӑнӗ?

— Сӗлӗ ҫук, вӑрлӑхлӑх хӑварни кӑна, — хуравларӗ Давыдов, ҫав вӑхӑтрах, ытла та аван мар пулнипе, хӑйне хӑй сивленипе, ӑшра пӗтӗмпех сивӗнсе кайрӗ. Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать.

«Акӑ мӗн вӑл, вак харпӑрлӑхла туйӑм! Мана та ҫавӑрса илме пуҫларӗ пулать… — шухӑшласа илчӗ Давыдов. — Ӗлӗкрех чухне ун пек-кун пек япала пачах та ҫукчӗ-ҫке, факт! Ах, эсӗ… Парам-ши ку сӗлле? Ҫук, халь тин аван мар ӗнтӗ».

— Тен, урпа тупӑнӗ, э?

— Урпа та ҫук.

Урпи чӑнах та ҫукчӗ ӗнтӗ, анчах Давыдов, ун ҫине Кондратько йӑл кулса, ӑнланса пӑхнине курсан, хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ.

— Ҫук, чӑнахах калатӑп — ҫук урпа.

— Питӗ аван хуҫа пулнӑ пулӗччӗ санран… Ҫитменнине тата кулак пулнӑ пулӗччӗ… — Мӑйӑхӗ вӗҫҫӗн йӑл кулса, хулӑн сассипе каласа хучӗ Кондратько, анчах Давыдов куҫ харшисене пӗрӗнтерме пуҫланине курчӗ те ӑна ыталаса илчӗ, кӑштах урай ҫумӗнчен уйӑрса, тытса ҫӗклерӗ. — Ҫук, ҫук! Кӑна эпӗ шӳтлесе каларӑм. Ҫукки ҫуках пултӑр! Хӑвна валли ытларах хӑвар, хӑвӑн выльӑхусене ҫулталӑк тӑрантармалӑх юлтӑр… Ҫапла-ҫке, ну! тӑванӑмсем, — ӗҫе тытӑнар! Вилнӗ пек шӑпӑрт пулӑр. — Унтан, Давыдовпа Нагульнов еннелле ҫаврӑнса: — Сирӗн патӑра эпир мӗнле те пулин пулӑшу парас тесе килтӗмӗр, эсир ӑна пӗлетӗр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та халӗ кунта сирӗн ӗҫсем епле пыни ҫинчен каласа парӑр.

Давыдов коллективизаци ӗҫӗ тата вӑрлӑх фондне хывас ӗҫ епле пыни ҫинчен тӗплӗн доклад туса панӑ хыҫҫӑн, Кондратько ҫапла тума шут тытрӗ:
— Кунта пире пурне те ӗҫлемелӗх ӗҫӗ те ҫук, — вӑл, эхлеткелесе, ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке тата карттӑ туртса кӑларчӗ, ун тӑрӑх тачка пӳрнипе йӗрлесе пӑхрӗ, — эпир Тубянские каятпӑр.
Куратӑп эпӗ, кунтан вӑл хутора ҫитме инҫе мар, кунта сирӗн патӑрта вара тӑватӑ йӗкӗтрен тӑракан бригада хӑваратпӑр, ан тив вӗсем сире ӗҫре пулӑшчӑр. Вӑрлӑх фондне хӑвӑртрах пухса ҫитересси пирки калас пулсам, манӑн сире ҫакӑн пек канаш парса хӑварас килет: малтан пухусем пухса ирттерӗр, хресченсене ҫав фонд мӗн иккенни ҫинчен, вӑл мӗн тума кирли ҫинчен ӑнлантарса парӑр, унтан вара ҫапла массӑллӑ ӗҫ пуҫарса ярӑр, — терӗ те вӑл, мӗн тумаллине тӗплӗн, васкамасӑр каласа пачӗ.

Давыдов унӑн сӑмахне, украина чӗлхипе пӑтраштарнӑ хӑшпӗр пуплевӗсене вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӑнлансах ҫитереймерӗ пулин те, хаваслансах итлерӗ. Ҫапах та ҫакна ҫирӗп туйса илчӗ: Кондратько вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарса ҫитерес кампанин планне, тӗпрен илсен, тӗрӗс кӑтартса парать. Кондратько, малтанхи пекех васкамасӑр, уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем тӗлӗшпе тата хуторти пуянрах хресченсем тӗлӗшпе, ытах та вӗсем кӗтмен ҫӗртен вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарас ӗҫре кутӑнланса тӑма е ҫав ӗҫе мӗнле те пулин хирӗҫ тӑма шухӑш тытсан, мӗнле лини тытса пыма кирлине палӑртса хучӗ, агитколонна ытти ял Совечӗсенче ӗҫленӗ чухне туяннӑ опытран хӑш меслечӗсем витӗмлӗрех пулнине кӑтартса пачӗ, хӑй пӗрмаях ҫемҫен калаҫать, ертсе пыракан ҫынла калаҫас тени, вӗрентсе калас тени асра та ҫук, калаҫнӑ хушӑра пӗрре Давыдовпа, тепре Разметновпа, унтан тата Нагульновпа канашласа илет? «Ку ӗҫе акӑ епле майлаштарса ямалла. Эсир, Гремячий ҫыннисем, мӗнле шухӑшлатӑр? Ара, эпӗ хам та ҫаплах шухӑшланӑччӗ ҫав!» — тесе ҫыпӑҫтарса пырать.

Давыдовӗ тата, Кондратько токарӗн вӗт тымарсемпе йӗрленнӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнӗ ҫине, унӑн тарӑн ларакан куҫӗсем чеен йӑлтӑртатнине йӑл кулса пӑхса ларнӑ май, ҫапла шухӑшлать: «Эккей, еплескер эсӗ, явӑл, ӑслӑ ҫын иккен! Пирӗн инициативӑна ҫыхасшӑн мар, канаш панӑ пек калать, анчах вӑл тӗрӗс вырнаҫтарса каланӑ сӑмахсене хирӗҫлеме хӑтланса пӑх-ха, — вӑл сана, ҫавӑн пекех майӗпен шӑвӑнтарса, хӑй майлӑ ҫавӑрса лартатех, факт! Ун йышши ҫынсене куркаланӑ эпӗ, чӑнахах калатӑп!»

Тата тепӗр пӗчӗк ӗҫе пула юратса пӑрахрӗ вӑл ӑна. Кондратько, тухса каяс умӗн, Гремячий Лог хуторне виҫӗ юлташӗпе юлакан бригадире аяккарах чӗнсе илчӗ, вӗсем хушшинче ҫакӑн пек кӗске калаҫу пулса иртрӗ:

— Мӗн вара эсӗ, жакетку ҫине ҫиелтен наган ҫакса ҫӳретӗн? Халех хывса пӑрахнӑ пултӑр!

— Ну, Кондратько юлташ, кулаксем пур-ҫке-ха… класс кӗрешӗвӗ…

— Ара, мӗн калаҫса тӑратӑн ҫак эсӗ? Кулаксем пур пулсан вара, ну, мӗнех-ха кулаксем? Эсӗ агитаци тума килнӗ, ытах кулаксенчен хӑраса ӳкрӗн пулсан, наган илсе ҫӳре, анчах ӑна ҫиелтен ҫакса ҫӳреме ан хӑйнӑ пултӑр. Тупӑннӑ ӑслӑ ҫын! Пӗчӗк ача! Пӑшалне ҫиелтен ҫакса янӑ та ун ҫинчен куҫне те иле пӗлмест… Халех кӗсйӳне чиксе хур, ҫав подкулачниках сан ҫинчен: «Курӑр-ха, ырӑ ҫынсем, сире авӑ епле агитацилеме килнӗ, нагансемпех!» — тесе ан калатӑр, — терӗ те, шухӑшне шӑлӗ витӗр каласа пӗтерчӗ: — Ытла та ухмах ҫав…

Ҫуна ҫине ларнӑ чухне вара Давыдова чӗнсе илчӗ, унӑн пальто тӳмине тытса пӑркаларӗ:

— Манӑн йӗкӗтсем ырми-канми ӗҫлӗҫ! Анчах эсир хӑвӑр та лайӑх ӗҫлӗр, мӗн тумаллине пурне те тума тӑрӑшӑр тата хӑвӑртрах тӑвӑр. Эпӗ Тубянскире пулатӑп, кирлӗ пулсан — пӗлтер. Унта ҫитсен, тен, паян каҫах спектакль лартса пама тивет пулӗ-ха. Ей, эпӗ кулак рольне епле вылянине курасчӗ санӑн! Манӑн компликаци ҫакнашкалскер-ҫке-ха, чӑн-чӑн кулака выляса пама май парать… Авӑ мӗнле пулма тиврӗ Кондратько мучин ватӑлмалӑх кунӗсенче! Сӗлӗшӗн пулсан, нимӗн те ан шухӑшла, уншӑн сана ҫилленессӗм ҫук, — терӗ те, ҫав тери сарлака ҫурӑмӗпе ҫуна хыҫне таянса ларса, йӑл кулса ячӗ.

— Пуҫӗ те ӑслӑ, хулпуҫҫисем те сарлака, урисем те тӗреклӗ! — ахӑлтатса кулса илчӗ Разметнов. — Тракторпа пӗрех! Плуг кӳлсе ярсан, виҫӗ мӑшӑр вӑкӑру та кирлӗ пулмӗ, вӑл хӑй пӗр-пӗччен туртса кайӗ. Мана ҫакӑ тӗлӗнтерет: ҫавнашкал тӗреклӗ ҫынсене мӗнрен тӑваҫҫӗ-ши, епле шухӑшлатӑн эсӗ, Макар?

— Эсӗ ӗнтӗ Щукарь мучи хӑраххиех: сӳпӗлти пула пуҫларӑн! — ҫилленсе аллипе сулчӗ лешӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней