Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 8-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.05 23:38

Предложений: 74; Слово: 787

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Нагульновпа Титок хутора кӑнтӑрлапа тин ҫитрӗҫ. Вӗсем хуторта пулман вӑхӑтра Давыдов икӗ кулак хуҫалӑхӗнчи пурлӑха опись туса тухрӗ, хуҫисене килӗсенчен кӑларса ячӗ. Унтан тепӗр хут Титок патне кайрӗ, кулакӑн тислӗк кирпӗчӗ хумалли вырӑна пытарнӑ тыррине тупса, ӑна Любишкинпа пӗрле пӑтавккапа виҫсе шутласа пӑхрӗ. Щукарь мучи сурӑхсем валли валашкасене утӑ-улӑм юлашкисем пӑрахса пачӗ, унтан, Титок хӑй патнелле ҫывхарнине асӑрхасан, карта патӗнчен вӑр-варах пӑрӑнса утрӗ.

Сӑхманне йӳле янӑ Титок ҫара пуҫӑнах картишӗнче каллӗ-малле уткаласа ҫӳрет. Вӑл анкартинелле тухма тӑнӑччӗ, — Нагульнов ӑна кӑшкӑрса чарчӗ:

— Халех каялла ҫаврӑннӑ пултӑр, унсӑрӑн кӗлете хупса питӗрсе илетӗп!..

Вӑл тарӑхса, пӑлханса кайнӑ, питҫӑмартийӗ те унӑн яланхинчен хытӑраххӑн туртӑнкаласа илет… Титок хӑйӗн кӗске пӑшалне ӑҫта тата епле ывӑтса хӑварма ӗлкӗрнине асӑрхаса юлайман-ҫке-ха вӑл. Анкарти патне ҫитсен тин Нагульнов унран:
— Кӗске пӑшална паатӑн-и? Унсӑрӑн пурпӗрех туртса илетпӗр, — терӗ.

— Пӑрах шӳтлеме! — Титок йӑл кулса ячӗ. — Сана вӑл тӗлӗкре курӑнчӗ пулӗ?..

Сӑхманӗ айӗнче чӑн та кӗске пӑшалӗ курӑнмарӗ. Каялла кайса шырасан, усси пулас ҫук: тарӑн юр ӑшӗнче, хытхурасем хушшинче, пурпӗрех тупас ҫук. Нагульнов, хӑй ҫине тарӑхса, ҫакӑн ҫинчен Давыдова каласа пачӗ, лешӗ вара Титок ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те, ун патне пырса тӑчӗ:

— Эсӗ пӑшална пар, гражданин! Парсан, сана хӑвнах канӑҫлӑрах пулӗ.

— Нимӗнле пӑшал та пулман манӑн! Нагульнов ӑна ман ҫине ҫилленнипе ҫеҫ калать. — Титок, пӑсаранни пек куҫӗсене выляткаласа, куланҫи пулчӗ.

— Ну, апла пулсан, арӗслесе района ӑсатма тивет.

— Мана-и?

— Ҫапла, сана. Эсӗ епле шухӑшланӑччӗ тата? Санӑн иртнӗ пурнӑҫупа ӗҫӳсене пӑхса тӑрӑпӑр терӗн-им? Эсӗ тырруна пытаратӑн, хатӗрлетӗн…

— Мана?.. — тепӗр хут ыйтрӗ Титок. Вӑл сиксе ларма хатӗрленнӗ пек кукӑрӑлса тӑчӗ. Сывлӑшне шӑхӑрттарса сывларӗ.

Ку таранччен савӑнӑҫлӑ пек калаҫни, хӑйне виҫеллӗ тыткалани, — ҫак самантра пӗтӗмпех таҫта кайса кӗчӗ. Давыдов сӑмаххисем унӑн халиччен капланса тулнӑ, анчах ҫиеле кӑларман хаяр ҫиллине сасартӑках амалантарса ячӗҫ. Вӑл каярах тӑракан Давыдов патнелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ, картиш варринче выртакан вӑкӑр сӳсменӗ ҫине сасартӑк такӑнчӗ те пӗшкӗнсе сӳсменӗн тимӗр тиркӗчне туртса кӑларчӗ. Нагульновпа Любишкин Давыдов патнелле чупрӗҫ. Щукарь мучи картишӗнчен тухса сирпӗнчӗ. Вӑл хӑй кӗрӗкӗн вӑрӑм аркисемпе чӑлханса ӳкрӗ те, пулӑшма чӗнсе, тискеррӗн ҫухӑрса ячӗ:

— Ху-ра-а-ах, ырӑ ҫынсем! Вӗлереҫҫӗ!

Давыдов Титока сулахай алӑ сыппинчен ярса тытрӗ, анчах лешӗ, ҫапах та, сылтӑм аллипе ӑна пуҫран ҫапма ӗлкӗрчӗ. Давыдов сулӑнсах кайрӗ, ҫапах ураран ӳкмерӗ. Ҫапса ҫурнӑ суранӗнчен шапӑрах сирпӗнсе тухнӑ юн куҫӗсем ҫине юхса анчӗ, вӗсене хупӑрласа лартрӗ. Давыдов Титок аллине вӗҫерчӗ, тайкалана-тайкалана, алтупанӗпе куҫӗсене хупласа тытрӗ. Титок иккӗмӗш хут ҫапсан, вӑл юр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра Любишкин Титока пилӗкӗнчен пырса ыталаса илчӗ, анчах вӑйӗ сахал мар пулин те, вӑл ӑна тытса чараймарӗ. Титок, ун аллинчен вӗҫерӗнсе, анкарти еннелле тапса сикрӗ. Анкарти хапхи патӗнче ӑна Нагульнов хӑваласа ҫитрӗ, ҫӑра ҫӑм пусса илнӗ лапчӑк ӗнсинчен наган аврипе шаклаттарчӗ.

Ҫак пӑтӑрмаха Титок арӑмӗ тата ытларах вӑйлантарса ячӗ. Ун упӑшки патнелле Любишкинпа Нагульнов чупса пынине курсан, вӑл кӗлет умне чупса пычӗ, аҫа йыттине сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, йытти, тимӗр мӑйкӑчне чӑнкӑртаттарса, картиш тавра сиккипе чупса ҫаврӑнчӗ, унтан, Шукарь мучи сехри хӑпса тухнипе кӑшкӑрашнине илтсе тата юр ҫинче унӑн кӗрӗкӗ саркаланса выртнине курса, ун ҫине сиксе ларчӗ… Щукарь мучи, аҫа йытта урисемпе тем тӗрлӗ те тапкаласа, ҫатан картаран пӗр-пӗр шалча хуҫса илме хӑтланса, ури ҫине сиксе тӑчӗ. Урса кайсах кӗрӗк ҫухинчен ҫатӑрласа ҫыртса лартнӑ йытӑ ҫав тери вӑйлӑ туланӑран, вӑл, тайкалана-тайкалана пулин те, хӑй ҫурӑмӗ ҫинчи йытта пӗр икӗ чалӑша яхӑн сӗтӗрсе пычӗ. Юлашкинчен, пӗтӗм вӑйпа тапаҫланса, ҫатан карта юпине хуҫса илчӗ-илчех. Аҫа йытӑ ӳлесе-харлатса аяккалла сиксе ӳкрӗ, анчах мучи кӗрӗкне ҫурмаран ҫурса антарма ӗлкӗрчӗ-ӗлкӗрчех.

— Пар-ха мана ливольвертне, Макар, — куҫне-пуҫне чарса пӑрахса, пыр тӗпӗнчен тухакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ кӑштах чун кӗнӗ Щукарь мучи — Пар-ха, халь, чӗрем ҫунса тӑнӑ чухне! Эпӗ ӑна кил хуҫи арӑмӗ-мӗнӗпе пӗрлех вӗлерсе хӑваратӑп!..

Ҫав хушӑра Давыдова ҫавӑтса пӳрте кӗме пулӑшрӗҫ, хура юн кӑпӑкланса, сӑрхӑнса юхакан суранӗ йӗри-тавра ҫӳҫне касса ҫаратрӗҫ. Картишӗнче Любишкин Титокӑн пар лашине ҫавӑтса пырса ҫунана кӳлме пикенчӗ, Нагульнов, сӗтел умӗнче, васкавлӑн ҫырма пуҫларӗ:

«Районри ГПУ уполномоченнӑйне Захарченко юлташа. Сирӗн пата контрреволюцилле киревсӗр элемента Тит Константинович Бородин кулака хуралпа тытса яратӑп. Ҫав кулакӑн пурлӑхне опись туса тухнӑ чухне вӑл ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе пирӗн пата янӑ Давыдов ҫине официально тапӑнчӗ, ӑна тимӗр тиркӗчпе пуҫӗнчен икӗ хутчен кастарса илме хал ҫитерчӗ.

Кунсӑр пуҫне тата ҫакна пӗлтеретӗп: эпӗ Бородинӑн вырӑс винтовкине татса тунӑ кӗске пӑшалне куртӑм, ӑна туртса илеймерӗм, мӗншӗн тесен условисем ҫапла пулчӗҫ, хир тӑрӑх пыма тиврӗ тата юн тӑкӑнасран шиклентӗм. Кӗске пӑшалне вӑл систермесӗр юр ҫине пӑрахса хӑварнӑ. Шыраса тупсан, айӑпне кӑтартмалли япала тесе, ӑна сирӗн пата ҫитерсе паратпӑр.

Гремячири ВКП(б) ячейкин секретарӗ тата Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ М. Нагульнов.»

Титока ҫуна ҫине лартрӗҫ. Вӑл хӑйне шыв ӗҫтерме тата хӑй патне Нагульнова чӗнсе тухма ыйтрӗ. Лешӗ крыльца ҫинченех кӑшкӑрчӗ:

— Мӗн кирлӗ сана?

— Макар! Асту, — ҫыхса лартнӑ аллисене силлесе, ӳсӗр ҫын пек кӑшкӑрса ячӗ Титок. — Асту: пирӗн ҫулсем хире-хирӗҫ пулӗҫ-ха! Эсӗ мана таптарӑн, ун чухне вара эпӗ сана таптӑп. Пурпӗрех — вӗлеретӗп! Пирӗн туслӑх ҫине виле тӑпри купаланса выртӗ!

— Каях, контра! — аллине сулчӗ Нагульнов. Лашасем картишӗнчен ҫӑмӑллӑн тапранса тухса кайрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней