Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтарса (тĕпĕ: хӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, кӑшт каярах юлса, казаксене хыттӑн хӑтарса кӑшкӑрчӗ:

Приотставая, он закричал казакам:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халь Марийкӑна хӑтарса кӑларма тивсен, Лозневой, Гобельмана хуса ҫитсе, халех Анфиса Марковнӑна хуптарса лартма сӗнесшӗн пулчӗ, анчах комендатура крыльци ҫине хӑпарнӑ чухне ун пуҫне урӑхла шухӑш пырса кӗчӗ: Марийка нимӗн те каламарӗ пулсан, Макариха мӗн те пулин каласа парасса кӗтмелли те ҫук.

Когда же пришлось отпустить Марийку, Лозневой, догоняя Гобельмана, решил было предложить немедленно арестовать Анфису Марковну, но, пока поднимался на крыльцо комендатуры, передумал: если Марийка ничего не сказала, то от Макарихи тем более нельзя ждать каких-либо признаний.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак анчах хӑтарса хӑварчӗ Лозневоя Лопухов ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларассинчен.

Только это и спасло Лозневого от изгнания из лопуховского дома.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапла капитуляци йӗрки пӗтӗмпех ҫӗнтерсе те илнӗ, Бяла Черквана ҫапла майпа хӑтарса та хӑварнӑ.

Итак, громоотвод, имя которому капитуляция, был установлен, и Бяла-Черква была спасена.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла майпа вара Юрдан чорбаджи те тата Стефчов та хӑйне май килнӗ таран тӑрӑшам пек тунипе хулана хӑтарса хӑваракансем пулса тӑчӗҫ.

Таким образом, чорбаджи Юрдан и отчасти Стефчов оказались теперь спасителями города.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр сӑмахсӑр килӗштернӗ капитуляци хӑй вӑхӑтӗнче Батак халӑхне Мехмет Тымрашлийӗн ушкӑнӗ ҫӗмӗрсе тӑкасран хӑтарса хӑварайман, анчах Бяла Черквана хӑтарса хӑваратчех-ха.

Безоговорочная капитуляция в свое время не спасла Батак от Мехмеда Тымрышлии, но Бяла-Черкву она спасла.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл ҫапла-ха, анчах эп хам героя хӑтарса хӑварасшӑн…

— Да, но я хочу спасти своего героя…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварнӑ вӑл сана, Бойчо!

— Он сотворил чудо, Бойчо!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ун чухне эс, Рада, кӗл тунӑ пуль, сан кӗллӳне илтсе турӑ мана вилӗмрен хӑтарса хӑварчӗ пуль.

— В это время ты, надо полагать, молилась, Рада, потому что господь смилостивился и спас меня от неминуемой гибели.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла туса, чылаях пысӑк ҫӗр талккишне ҫурхи шывсем ҫисе каясран хӑтарса хӑварчӗҫ.

Немалая площадь земли была спасена от размыва.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучине те пулин, вӑхӑтлӑха конюх ӗҫӗнчен хӑтарса, иккӗмӗш бригадӑна ячӗ, хӑй вара тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтрах бригадӑсем ӗҫлекен ҫӗре тухса каять те ҫурҫӗр иртсен, килӗренех автансем ҫынсене ыйӑхран вӑратмалла шарлаттарса авӑтма тытӑнсан тин хутора таврӑнать.

И даже деда Щукаря временно отстранил от обязанностей конюха, послал во вторую бригаду, а сам с рассветом уезжал на участки бригад и возвращался в хутор за полночь, когда по базам уже начиналась побудняя перекличка кочетов.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку приказӑн тӗп шухӑшӗ ҫапларах пулчӗ: Гремячий ҫыннисен, пӗтӗм вӑя хурса тата пур майсемпе те тӑрӑшса, колхоза саланса каясран хӑтарса хӑвармалла, май килнӗ таран колхозниксене колхозрах хӑварма тӑрӑшмалла, тухнисен пурлӑхне каялла тавӑрса парассине кӗркуннене хӑвармалла.

Смысл приказа сводился к тому, чтобы гремяченцы всеми силами и средствами предотвратили развал колхоза, удержали от выхода возможно большее число колхозников, а все расчеты с выходцами, а также и возвращение им имущества перенесли на осень.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов хӑй пулсан ӗнтӗ, ҫапла шӳтлесе саламланине хирӗҫ саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе хунӑ пулӗччӗ те, хӑтарса тӑкма хатӗр сассине хытарса: «Шӳтлесе тӑма вӑхӑт ҫук кунта пирӗн. Мӗншӗн халиччен те тырруна кӳрсе памастӑн?» — тесе янӑ пулӗччӗ, анчах Ванюшка Найденов авӑ, кил хуҫисен сӑнӗ-пичӗсенче кӑшт сивӗрех кӑмӑл палӑрнине асӑрхаман пекех, йӑл кулса: — Ҫӑкӑр-тӑвар умӑрта пултӑр! — терӗ.

Нагульнов бы в ответ на шутливое приветствие сдвинул разлатые брови и — преисполненный строгости — сказал: «Некогда нам шутки вышучивать. Почему до се хлеб не везешь?» — а Ванюшка Найденов, будто не замечая холодноватой сдержанности в лицах хозяев, улыбаясь, сказал: — Хлеб-соль вам!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Колхоз председательне вӗлересрен хӑтарса хӑвартӑн иккен!

— Покушение на жизнь председателя колхоза отвратил!

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта йывӑҫ тункатисем тӑртанкаласа лараҫҫӗ, сайраланнӑ хырлӑх ешӗркелет; пер ҫӳле йывӑҫ кӑна хӑтӑлса юлнӑ, ку — ватӑ тополь, яштакаскер, пуртӑ ӑна юриех, хӑйпе пӗр ҫулхи йывӑҫсен телейсӗр кун-ҫулӗсемшӗн хурланса йӗме хӑтарса хӑварнӑ, тейӗн.

Тут торчат пни да редеет жиденький ельник; уцелело одно только высокое дерево — это стройный старик тополь, пощаженный топором словно для того только, чтобы оплакивать несчастную судьбу своих сверстников.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

— Ҫук, — пуҫне пӑркаларӗ Санька, — ӑна Федя хӑтарса хӑварнӑ.

— Нет, — покачал головой Санька, — ее Федя спас.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра Федя ҫилтӑвӑллӑ ҫумӑртан парникри калчасене мӗнле хӑтарса хӑвармаллине асне илчӗ.

И тут Федя вспомнил, как спасают от ливня рассаду в парниках.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах тырра мӗнле хӑтарса хӑвармаллине ҫак самантра никам та пӗлме пултараймарӗ.

Но чем помочь посевам сейчас — никто не знал.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырма ҫеҫ хӑтарса хӑварать вӗсене.

Спастись можно было только на реке.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан, аллине ҫеҫ йӑмӑкӗн ытамӗнчен хӑтарса, алӑк патнелле утрӗ, чарӑнса тӑчӗ, йӑмӑкӗ ҫине пӑхмасӑр, шӑппӑн ҫапла ыйтрӗ:

А только освободил руку и молча направился к двери, у порога остановился и, не глядя на сестренку, тихо спросил:

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней