Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXIII. Эмел

Раздел: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 02:14

Предложений: 166; Слово: 1470

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Алӑк умне ҫитсе чарӑнсан, Кандов тарланӑ питне шӑлкаласа илчӗ те алӑка шаккарӗ.

— Entrez, — илтӗнчӗ пӳлӗмрен.

Студент шала кӗчӗ. Ун умӗнче тухтӑр тӑратчӗ, вӑл хӗрӗхелле ҫитнӗ ҫӳллӗ те хыткантарах ҫын, шурнӑ питлӗскер, пит ҫӑмарти путарах кӗнӗ, бакенбарди сайра, чееленнӗ пекрех куҫлӑ. Тухтӑр жилетка вӗҫҫӗн кӑна, тухса кайма хатӗрленетчӗ пуль, япалисене чӑматана пуҫтарать. Лалкӑна леш тӗнчене ӑсатрӗ те, кунта унӑн урӑх ӗҫӗ те ҫукчӗ ӗнтӗ.

Кандов хӑй кам иккенне пӗлтерчӗ.

— Ларӑр, сударь, — хисеплӗн сӑмах хушрӗ тухтӑр. — Йӗрке ҫук-ха кунта манӑн, — эсир айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ.

Ҫапла сума суса йышӑнни студента хапӑллантарчӗ.

— Чӑрмантарнӑшӑн каҫарсамӑрччӗ, тухтӑр, эпӗ сирӗн пата кӗске вӑхӑта кӑна кӗрсеттӗм.

— Чирлисене пӑхакан тухтӑршӑн чӑрману пулма пултараймасть. Чирлӗ ҫынна сывлӑхсӑр кичем пулнӑ пекех, чирлисемсӗр тухтӑра та кичем.

Ҫак килӗшӳсӗр шӳтле сӑмахне каласан, тухтӑр пациентӑн салхуллӑ сӑн-сӑпатне тинкерсерех пӑхса илчӗ.

— Мӗнлерех-ха сывлӑхӑр?

— Тавтапуҫ, сывлӑхӑм пит аван, — юри кулкаланӑ майлӑ тавӑрчӗ студент. — Анчах эп сирӗн пата тепӗр ҫын валли канаш ыйтма килсеттӗм.

— Вӑл кунти ҫын-и?

— Кунти те, анчах…

— Мӗншӗн вара хӑвӑрпа пӗрле илсе килмерӗр? Инкекне тата, вӑхӑтӑм та ытла сахал…

Кандов именсе тӑчӗ.

— Калама та аптрамалла-ха, тухтӑр. Эпӗ сиртен пӗр литература ӗҫӗ пирки канаш ыйтса пӗлес тесеттӗм…

Тухтӑр тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Эсир мана психологи енӗпе пулӑшма пултаратӑр, хам кӑна пӗлсе ҫитерес ҫук эпӗ ҫавӑн ҫинчен. Вӑл ыйту медицинӑпа ҫыхӑннӑ… Эпӗ роман ҫыратӑп, — каласа хучӗ Кандов, сӑмах каламассерен сасӑ пусӑмне ӳстерсе.

— Эсир писатель-и вара?

— Ҫук-ха, тӳррипе каласан, ҫыркаласа пӑхас тетӗп. Роман ҫырма пуҫларӑм… Геройӑм ман юратса пӑрахнӑ; ӑсран каяс пек, ухмаха тухас пек юратать те, анчах лешӗ тепӗрне савать, ҫавна пула геройӑм хӑйне вӗлерме те пултарать.

— Нимӗҫсен пӗр ҫавӑн пек повеҫ пур… тахҫан эп ӑна Венӑра вуласа тухсаттӑм, — терӗ тухтӑр ӗнсине хыҫкаласа, вӑл темӗн асне илесшӗн пулчӗ, — унта ҫавӑн пек юрату ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ…

— Гете «Вертерӗ» мар-и? — хӗрсех каласа хучӗ студент.

— Шӑпах ҫавӑ, Гете романӗ, — асне илчӗ тухтӑр, — Вертер хӑйне хай вӗлернӗ, ҫапла мар-и?

— Вӑл ҫапла-ха, анчах эп хам героя хӑтарса хӑварасшӑн…

— Мӗне кирлӗ? Вӗлерсе пӑрахӑр та, тек асаплантарас мар тесе, пӑнчӑ лартӑр. Ун пек чухне эсир тухтӑрсем пек тӑвӑр… апла авантарах пулать.

Тухтӑр ҫак сӑмахсене виртлешнӗ пек хӑйсен пациенчӗсен асапӗпе вилӗмне ҫӑмӑллӑнах пӑхса ирттерсе яракан тухтӑрсем пек хӗрхенме пӗлменле каласа хучӗ.

Кандов шурса кайрӗ.

— Ун пек юрамасть, вулакансене ун пекки кирлӗ мар… Хӑйсене хӑйсем вӗлерни те сикекен чир пек…

— Мӗнле халӑх ҫынни сирӗн геройӑр?

— Пӑлхар.

— Пӑлхар-и? Тӗлӗнсе каймалла. Пӑлхарсем «карасевда» текен чирпе аптрасах каймаҫҫӗ пулас. Вӗсен чӗри буйвол тирӗпе витӗннӗ… «Карасевда» мӗн тенине пӗлетӗр-и эсир? Вӑл ӗнтӗ — amonr disespere.

— Вӑл ҫаплах, шанчӑксӑр юрату, — шӑппӑн мӑкӑртатрӗ студент.

— Ытлашши юратнипе чӑтаймасӑр вилсе кайнӑ пӑлхар ҫынни ҫинчен илтсех кайман вара эпӗ… Иртнӗ кунсенче, чӑнах та, пӗр каччӑ ҫакӑнса вилнӗччӗ те, анчах вӑл пӗр еврей шанчӑкран тухнине пула мулне ҫухатнӑ пирки кӑна…

— Тухтӑр, сире каласаттӑм-ҫке, ман герой…

— Чухлатӑп-ха, ун пекки урӑх пулман тесшӗн эсир, — пӳлчӗ ӑна тухтӑр. Анчах вӑл пӑлхар ҫынни пулсан, ӑна хӑйне хӑй вӗлерттерме юрамасть, — чӑн пулмасть вӑл ун пек… Унӑн хуйхӑрса тарӑхасси кӑна юлать…

Ҫапла виртлешсе кулкаланӑ маях тухтӑр хӑй сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ. Ахӑрнех васкатчӗ пулмалла.

Кандов вӑл васканине сиссе илчӗ те васкама тытӑнчӗ:

— Ҫавӑнпа эпӗ сиртен канаш ыйтса пӗлесшӗнччӗ те, тухтӑр. Ман романри сюжетра геройӑн урӑх ӗҫсем тумалла та ҫавӑнпа вӑл сывах юлмалла. Анчах ҫав ӗҫсене туса ӗлкӗрмешкӗн ман ӑна сыватса хӑвармалла. Чӑн пурнӑҫра пулнӑ пек туса кӑтартасшӑн та, мӗнле, ҫапла тума пулать-ши?

Тухтӑр ун сӑмахне чиперех итлесе пӗтерчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ: кулленхи ӗҫӗнче унӑн кун майлӑ консультаци пирвайхи хут памалла-ха. Хӑй патне пыракан ҫынсене вӑл куҫран пӑхсанах лешӗ мӗн каласса хӑйне кура тӗрӗс тӗшмӗртме пӑхать. Вӑл студента та ҫапла тинкерсе пӑхрӗ, Кандовӑн хурарах сӑнарлӑ пичӗ кӑштах хӗреле пуҫларӗ. Тухтӑр ӑна тӑрӑхларах пӑхнине ӑнкарсан, вӑл ытларах та именчӗ.

— Пӗлтӗм, пӗлтӗм! Сире психикӑллӑ кӑрчанкӑран сыватмалли эмел кирлӗ иккен.

— Тӗрӗс.

— Пур ун пек эмел. Анчах вӑл, Кандов господин, сивӗ чиртен сыватакан хинин пек усӑллах мар, усси ытла сахал пулать.

Тухтӑр каллех Кандова тинкерсе пӑхса илчӗ.

— Чи лайӑх эмел сӗнсемӗрччӗ, тухтӑр.

— Чӑн малтан сире эп хӗрарӑмсен эмелне сӗннӗ пулӑттӑм: «йӗклентерекен шӗвек» текен курӑк пур тӗнчере (латыньле темле калатчӗҫ-ха ҫавна, манса кайрӑм), эрнекун каҫхине ҫав курӑка вӗретмелле, анчах чӳлмекӗ кӑмакара хӗртсе хытарни ан пултӑр — турӑ сыхлатӑрах! — ҫав вӗретнӗ шывпа хӑвӑр геройӑра шӑпах ҫывӑрнӑ вӑхӑтра чашлаттарӑр та, вӑл хӑй савнӑ хӗрӗнчен пӗр самантра сивӗнет, курайми те пулать ӑна…

Тухтӑр лӗкӗртетсе кулса илчӗ.

Кандов кӑмӑлсӑрланчӗ:

— Чӑнласах калаҫатӑр-и эсир, тухтӑр?

— Килӗшмест-им? — кулкалама чарӑнмарӗ тухтӑр. — Эппин эпӗ сирӗн геройӑра Летӑ шывне ӗҫсе пӑхмашкӑн канаш панӑ пулӑттӑм, — вара йӑлтах манса каять. Летӑ шывӗ мӗн иккенне пӗлетӗр-и эсир? Пӗлме кирлӗ пек туйӑнать мана…

Кандов хӗремесленсе кайрӗ. Ун пек вырӑнсӑр шӳтсемпе йӗкӗлтеш ыйтусем килӗшмерӗҫ ӑна.

— Мӗн тӑвӑпӑр ҫав ӗнтӗ, — хушса хучӗ тухтӑр, — Летӑ шывӗ тахҫанах типсе пӗтнӗ.

Кандов тухса кайма тӑчӗ.

Тухтӑр ӑна алӑ сулса чарса тӑчӗ, вӑл тек кулкаламарӗ.

— Чимӗр, итлӗр-ха, енчен сирӗн геройӑр хӑй юратаканне текех куҫран ан пӑхтӑр тесен, эсир ӑна урӑххине ӑсран каяс пек юраттарӑр та, ӗҫӗ те пӗтрӗ…

Кандов ун сӑмахӗпе килӗшмерӗ.

— Шуйттана ӑншӑртпа улӑштарни кӑна пулнӑ пулӗччӗ, — терӗ вӑл.

— Тӗрӗс калатӑр, тӗрӗс, — унпа савӑнса килӗшрӗ тухтӑр. — Анчах тепӗр меслет те пур: иртӗхсе аскӑнлатӑр ӑна эсир, пӗтӗм чунӗ эрехпе те киленӳпе хӑрса лартӑр! Вара шӑпах выльӑх пулса тӑрать — пӗтӗмпе манать.

Кандов йӗрӗнсе пӑхса илчӗ.

— Вӑл манӑн пыра киле аслӑ ӗҫсем тумалла-ҫке. Ҫинчен тата, ман герой — пархатарлӑ ҫын, унӑн выльӑх пек пулма юрамасть.

— Э, апла пулсан! Апла эппин ӗҫ те урӑхла пулать. Енчен вӑл герой ҫаплах тирпейлӗ ҫын пулсан, ун валли пӗртен пӗр эмел кӑна юрӑхлӑ. Вӑл эмел — паллиатив. Паллиатив мӗн иккенне пӗлетӗр-и эсир?

Студент каллех сиввӗн пӑхса илчӗ, пӗлнине пӗлтерсе пуҫне ухрӗ.

— Эсир ӑна хӑй савнӑ ҫыннинчен уйӑрӑр та пӗр-ик ҫуллӑха таҫта инҫете ҫӳреме кӑларса ярӑр, ан тив, вӑл инҫете кайтӑр… Калӑпӑр, Бразилие кайтӑр е Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океана кайса пурӑнтӑр, пӑрпа сӑтӑрӑнса нуша куртӑр, тӑхӑр уйӑх хушши пӗртен пӗр кит ҫӑвӗ ҫисе пурӑнтӑр. Вӑл унта шӑнса пӑсӑласран хӑратӑр пулсан е цингапа чирлесрен шикленетӗр пулсан, ӑна Сахара пуш хирне ярӑр, — унта вӑл пӗр-пӗр хура халӑха пӑхӑнтартӑр та патша пекки пултӑр.

Ҫакӑн пек кашни канашне шӳтле сӑмахсемпе хуша-хуша, тухтӑр ура ҫине тӑчӗ. Кандов та ҫӗкленчӗ.

— Тавтапуҫ сире, тухтӑр. Эсир панӑ канашсемпе усӑ курмалла пултӑрах.

Хӑй тухса каясса пӗлтерсе вӑл алӑ тӑсрӗ.

— Чиперех кайӑр! Сывлӑхлӑ пулӑр, хӑвӑр та, хӑвӑрӑн чирлӗ ҫыннӑр та нумай ҫулсем пурӑнмалла пултӑр.

Кандов алӑк патнелле кӑна ҫитетчӗ, тухтӑр каллех чарса тӑчӗ:

— Килнӗшӗн тӳлемелле пулать, сударь… Эпир тухтӑрсем, ҫавӑнпа пурӑнатпӑр-ҫке.

Кандов аптраса пӑхрӗ ун енне. Вара ҫавӑнтах леш мӗн каланине асне илчӗ те, жилет кӗсйине хыпашласа, тенкӗ тупрӗ, укҫине пукан ҫине хурсан, вӑл тухтӑр пӳлӗмӗнчен васкаса тухрӗ.

— Ну ухмах та! — терӗ тухтӑр, тенкине хуҫлата-хуҫлата чиксе хунӑ май. — Манран чее пултӑм тесе шутлать ӗнтӗ вӑл… Эп ӑна чи малтанхи сӑмахранах эмелне хӑй валли шыранине ӑнкарса илтӗм. Вӑл такама савать тесе тава кӗме хатӗр, тӗлӗкӗнче те кантра йӑлмакӗ кӑна курать… Ухмах!

Вӑл каллех япалисене майлаштарса хума тытӑнчӗ.

«Ҫак айван ытла сӳпӗлти пулсан та мана вырӑнлӑ канаш пачӗ-ха, — тесе шухӑшларӗ Кандов урамалла тухнӑ чух. — Тӗрӗс калать вӑл — уйрӑлсан кӑна, инҫетелле кайсан кӑна хӑтӑлма пултаратӑп эпӗ… Урӑх пӗлӗт айӗнче пурӑнса курмалла, ҫӗршывӑн урӑх кӗтессинче, тепӗр полюсра, Рада пирки нимӗн те аса илтермен ҫӗрте пурӑнса пӑхмалла… Ҫавӑн пек чухне уйрӑлмаллине, тармаллине халь акӑ хам та аса илетӗп. Вара эпӗ ҫав Венӑран килнӗ сӳпӗлти калакан шыв хӗррине ҫитсе чарӑнатӑп! Тар, Кандов, тар! Мускава, Мускавалла!»

Ҫак шухӑшпа ҫунатланнӑ Кандов, тинех хӑтӑлатӑп иккен тесе, вырӑссен юррине шӑппӑн юрласа ячӗ:

Эх, Мускав, Мускав, Мускав!

Ылтӑн пуҫлӑ эс, Мускав!

Эх, Мускав, Мускав, Мускав!

Шурӑ чуллӑ эс, Мускав!..

Вӑл килне васкавлӑн ҫитрӗ те, тӑванӗсене ыран Мускава каятӑп, вӗренсе пӗтермелле тесе, ҫула каймашкӑн хыпаланса хатӗрленме тытӑнчӗ.

Каҫхине вӑл чӑматанне чыхса тултарчӗ, вак-тӗвекӗсене ҫыхӑ туса майлаштарчӗ, темиҫе талӑк канӑҫлӑн ҫывӑрайманнине пула, вӑратмалла мар тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрчӗ.

Ирпе унӑн кӑмӑлӗ йӑлтах уҫӑлчӗ. Рада пирки нимӗн те шухӑшлас мар тенӗрен хӑй каяс ҫул пирки, ҫӗнӗ ҫӗрте, шурӑ чуллӑ хулара пурӑнас пирки шухӑша кайрӗ… Хавасланса юрласа та ячӗ:

Санран инҫе чух эп телейсӗр,
Юратнӑ вырӑнӑм, Мускав…

Акӑ лаша та ҫавӑтса пычӗҫ, Кандов ҫавӑнпа Балкан урлӑ каҫмаллаччӗ.

— Мускава, Мускава! — терӗ Кандов, маннӑ кӗнекисене чӑматанне чиксе.

Чӳрече умӗнче тӑнӑ май, вӑл ӑнсӑртран кӑна урамра Лиловицӑна курах кайрӗ, лешӗ темле карчӑкпа калаҫса тӑратчӗ. Кандов чӗтресе илчӗ, вӗсем хытӑ сӳпӗлтетнине ирӗксӗрех итлеме тытӑнчӗ.

— Эппин эс, тӑхлачӑ, каллех пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑн иккен?

— Мӗн тӑвас тен? Ӗнер ак Клисурӑна Радӑна ӑсатрӑм. Ытла кулянса кайрӗ те, уйрӑлнӑ чух чӗрем ҫурмалла пайланать пуль терӗм… Турӑ пулӑштӑрах ӗнтӗ ӑна!

Кандов нимӗн тӑва пӗлмесӗр хытса тӑчӗ.

Тепӗр сехетрен тухса та кайрӗ.

Вӑл Клисурӑна ҫул тытрӗ.

Николай Недковичпа Франгов ҫав кунхине Кандов мӗншӗн аплах улшӑнчӗ-ха тесе пӗлме ӑна курма кӗчӗҫ те, вӑл Клисурӑна «хӑйӗн тӑванӗ патне хӑнана» кайнине пӗлчӗҫ.

Пӳлӗмӗнче тирпейлӗх ҫукчӗ: чӑматанне уҫса пӑрахнӑччӗ, япалисем ӑҫта килнӗ унта выртатчӗҫ… Сӗтелӗ ҫине кӗнеке купаланӑччӗ. Кӗнекисен ячӗсене пӗлнипех вӗсем мӗнле иккенӗсем паллӑ пулчӗҫ, Лондонра та Женевӑра кӑларнӑ политикӑлла та анархистла кӗнекесем. Ҫиелте Достоевскийӗн «Айӑпа пула айӑплани» романӗ выртать. Сӗтелӗ ҫинчех тепӗр кӗнеке те уҫса хунӑ — «Ҫамрӑк Вертер асапӗ» роман. Уйрӑм йӗркесене, тӗллӗн-паллӑн страницисене те хӗрлӗ кӑранташпа турта-турта тухнӑ.

Ҫак кӗнекесене курнипех Кандовӑн шухӑш-кӑмӑле мӗнле пулнине тавҫӑрса илме пулать…

Хӑнисем Рада патне яма хатӗрлесе хунӑ ҫырӑва та асӑрхарӗҫ. Вара мӗн пулнине пӗтӗмпе ӑнланса илчӗҫ.

Недкович, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, ҫырӑвне хӑй портфельне чикрӗ, капла ӗнтӗ ҫак ҫыру урӑххисен аллине ҫакланас ҫук.

Сайт:

 

Статистика

...подробней