Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XII

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Добавлен: 2020.03.11 20:34

Предложений: 467; Слово: 4493

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Каменскинче казак-фронтовиксен съезчӗ уҫӑлас умӗн полкран подъесаул Изварин тухса тарать. Ҫакӑн умӗн кӑна вӑл Григорий патӗнче пулчӗ, хӑй тарса кайма шут тытни ҫинчен аякран систерсе каласа ларчӗ:

— Кунашкал лару-тӑрура полкра юлма йывӑр. Казаксем икӗ йывӑҫ хушшинче ҫӗтсе кайнӑ: большевиксемпе кивӗ монархи хушшинче вӑркӑнса ҫӳреҫҫӗ. Никам та Каледин правительствине пулӑшас шутлӑ мар. Ку вӑл Каледин хӑйӗн паритечӗпе тӗрленӗ хутаҫ йӑтнӑ ухмах пек йӑкӑртатса ҫӳренинчен те кӑштах килет. Пире казак маррисене хӑйсен вырӑнне тупса пама пултаракан хӑюллӑ ҫын кирлӗ… Ҫапах та, ӗҫ пӗтӗмпех путланса ларасран, ман шутпа, халӗ Каледина пулӑшас пулать. — Вӑл пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр ларчӗ те, чӗлӗм чӗртсе ярса, ыйтрӗ:

— Эсӗ хӑть хӗрлисен тӗнне йышӑнтӑн пулас-ха?

— Ҫапла темелле пуль, — килӗшрӗ Григорий.

— Чунтанах е, Голубов пек, казаксем хушшинче чапа тухас тесе кӑна?

— Мана чап кирлӗ мӑр. Хам ҫула шыратӑп.

— Ҫулна тупайман эсӗ, тунката ҫине тӑрӑннӑ.

— Курӑпӑр…

— Хӑратӑп, Григорий, иксӗмӗр санпа тӑшмансем пек тӗл пуласран.

— Ҫапӑҫу хирӗнче тусне-юсне пӑхмаҫҫӗ, Ефим Иваныч, — кулса илчӗ Григорий.

Изварин кӑшт ларкаларӗ те тухса кайрӗ, тепӗр ир вара — шыва путнӑ тейӗн — пӑчах таҫта ҫухалчӗ.

Съезд уҫӑлнӑ кун Григорий патне хӑй паллакан атаманец-казак — Вешенски станицӑри Акӑшкас хуторӗсем — пырса ларчӗ. Григорий ун чухне, наганне тасатса, пӑшал ҫӑвӗ сӗрсе аппаланатчӗ. Атаманец пӑртак калаҫкаласа ларчӗ те каяс умӗн ҫеҫ (Атамански полк офицерӗ пулнӑ Листницкий Григорий арӑмӗпе явӑҫса кайни ҫинчен илтнӗ вӑл, ҫавӑнпа та Листницкие ӑнсӑртран вокзалта тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Григорие систерме юри ун патне килнӗ), сӑмах май тенӗ пек, каласа ячӗ:

— Григорь Пантелевич, станцӑра паян сан тусна куртӑм вӗт эпӗ.

— Кама?

— Листницкине. Пӗлетӗн пуль?

— Хӑҫан куртӑн? — сасартӑк ыйтрӗ Григорий.

— Пӗр сехет каялла.

Григорий ларчӗ. Тахҫанхи кӳренӳ унӑн чӗрине вӗшле йытӑ ҫыртса лартнӑ пек ярса илчӗ. Вӑл тӑшманӗ ҫине вӗчӗ ӗлӗкхи пек хаяррӑн тӑвӑлса тӑнине туймарӗ пулин те, халӗ, граждан вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра, унпа тӗл пулас-мӗн пулсан, ҫав тӗл пулу иккӗшӗн хушшинчи юнлӑ тытӑҫусӑр иртес ҫуккине пӗлсех тӑчӗ. Листницкий ҫинчен кӗтмен ҫӗртен илтнипе Григорий хӑйӗн чӗринчи кивӗ суран темиҫе ҫултан та тӳрленсе ҫитейменнине ӑнланса илчӗ: асӑрхамасӑр персе янӑ сӑмахпа сӗртӗн ҫеҫ — юн сӑрхӑнса тухать. Иртнишӗн, ылханлӑ ҫын айӑпне пула пурнӑҫӗ тӗссӗрленсе юлнӑшӑн, малтанхи тулли савӑнӑҫ вырӑнне чуна выҫӑ тунсӑх кӑшласа тӑнӑшӑн, пушанса юлнӑ кун-ҫулшӑн хӗпӗртесе кайсах тавӑрнӑ пулӗччӗ халь Григорий.

Пӗр хушӑ шӑпӑрт ларкаларӗ те, пичӗ ҫине килсе капланнӑ юн майӗпен кимӗлсе пынине туйса, ыйтса пӗлчӗ:

— Пӗлместӗн-и, кунта килнӗ-ши-ха вӑл?

— Ҫук-тӑр. Черкасска ҫул тытма тивӗҫлӗ.

— А-а-а…

Атаманец фронтовиксен съезчӗпе полкри хыпар-хӑнарсем ҫинчен сӑмахласа ларкаларӗ те кайрӗ. Малаллахи кунсенче Григорий чӗрере сӑрӑлтатса тӑракан вӗри сурана тем пек ирттерсе яма тӑрӑшса та ирттерсе яраймарӗ. Пуҫ ҫаврӑнакан сурӑх пек анкӑ-минкӗллӗн минресе ҫӳрерӗ вӑл, Аксинйӑна яланхи пек мар час-час аса илчӗ, ҫӑварӗнче темӗнле йӳҫӗ япала ирӗлсе тӑнине, чӗри чул пек пирчесе хытнине туйрӗ. Вӑл Наталйӑпа ачисем ҫинчен шухӑшласа ӑшне вырттарма тӑрӑшрӗ, анчах ку уншӑн вӑхӑт таптаса тӗпретнӗ тахҫанхи савӑнӑҫ пек ҫеҫ пулчӗ. Чӗрипе пур пӗрех вӑл Аксинйӑран хӑпма пултараймарӗ; Аксинья ӗлӗкхи пекех ӑна йывӑррӑн та хистевлӗн хӑй патне илӗртсе тӑчӗ.

Чернецов хӗсме пуҫласан, Каменскинчен васкавлӑн чакса тухма тиврӗ. Донревкомӑн сахалланса юлнӑ пӗчӗк отрячӗсем, ҫуррине яхӑн хухнӑ сотньӑсем, поездсем ҫине йӗркесӗррӗн тиенеҫҫӗ, ал айӗнче кирлӗ пулман йывӑр япаласене пӑраха-пӑраха хӑварса, поход йӗрмипе хуларан тухса каяҫҫӗ. Тивӗҫлӗ йӗрке ҫукки, тӗпрен илсен, ҫак начарах мар вӑя пӗрлештерсе тытма пултаракан ҫирӗп алӑ ҫукки сисӗнсе тӑрать.

Казаксем суйланӑ командирсенчен юлашки кунсенче таҫтан чӑмса тухнӑ ҫар старшини Голубов ҫеҫ палӑрать. Вӑл, ытти полксемпе танлаштарсан, лайӑхрах ҫапӑҫма пултаракан 27-мӗш полка йышӑннӑ та казаксене хиврен тыткаланипе тӳрех ӗҫе йӳнеҫтерсе янӑ. Вӑл полка пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе тӑма, кашнинех тивӗҫлӗ ӗҫ хушма, ертсе пыма пӗлнине кура — малтан лӑпах ҫавӑ ҫитмен кунта — казаксем ӑна пӗр хирӗҫмесӗр пӑхӑнаҫҫӗ. Шӑпах вӑл пулчӗ те ӗнтӗ, Голубов, шыҫмак сӑн-питлӗ, сӗмсӗр куҫлӑ кӳпшек офицер, станцире пуйӑс ҫине тиенме васкаман казаксене хӗҫпе юна-юна хӑтӑраканни:

— Эсир мӗн? Пытанмалла вылятӑр?! Ах, юхха юлашкисем!.. Тийӗр!.. Революци ячӗпе пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлама хушатӑп!.. Мӗ-ӗ-ӗн?.. Кам унта демагог? Персе пӑрахатӑп, ирсӗр!.. Шӑпӑрт пул! Эпӗ саботажниксемпе вӑрттӑн контрреволюционерсемшӗн юлташ мар!

Казаксем пӑхӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрен хӑнӑхнине кура, ҫакӑ нумайӑшне килӗшет, — манма ӗлкӗреймен-ха вӗсем кивӗ йӗркесене. Ӗлӗк вара казаксемшӗн хӑшӗ шӑрчӑкрах — ҫавӑ лайӑх командир шутланнӑ. «Айӑпа кӗрес-мӗн пулсан, ку тире сӳсе илет, кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, ҫӗннине ҫӗлесе ярать», — ҫапла сӑмах ҫӳренӗ ун чух Голубов йышши командирсем пирки.

Донревком чаҫӗсем, каялла чакса, Глубокай станцине пырса капланаҫҫӗ. Тӗрӗссипе илсен, ҫав чаҫсене ертсе пырасси пӗтӗмпех халь Голубов аллине куҫать. Вӑл сайралса юлнӑ чаҫсене икӗ кун хушшинчех пӗрлештерсе ҫитерет те Глубокӑй станцине хӳтӗлес тӗлӗшпе тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттерет. Голубов хистенипех ӗнтӗ 2-мӗш запасной полкри икӗ сотньӑпа атаманецсен тепӗр сотнинчен тӑракан дивизиона Мелехов Григорий ертсе пыма пуҫлать.

Январӗн 20-мӗшӗнче, каҫ пулттипе, Григорий атаманецсен чукун ҫул леш енчи застависене тӗрӗслеме тесе хваттерӗнчен тухрӗ те хапха умӗнче Подтелкова хирӗҫ пулчӗ. Подтелков палларӗ ӑна.

— Ку эсӗ-и, Мелехов?

— Эпӗ-ҫке.

— Ӑҫта кайма тухрӑн?

— Заставӑсене пӑхма. Черкасскран килни нумай пулать-и? Ну, мӗн унта?

Подтелков пит-куҫне шӑмарса хучӗ.

— Халӑхӑн ылханлӑ тӑшманӗсемпе ыррӑн калаҫса татӑлаймӑн. Куртӑн-и, мӗн туса хучӗҫ? Калаҫу пырать… хӑйсем Чернецова вӗскӗртсе янӑ. Мӗнле ирсӗр ҫӗлен вӑл — Каледин?! Ну, ман халӗ вӑхӑт питех ҫук-ха — штаба ҫитме васкатӑп.

Вӑл Григорипе васкавлӑн сыв пуллашса уйрӑлчӗ те тӗп урам еннелле вӑрӑммӑн утса кайрӗ.

Хӑйне ревком председательне суйличченех вӑл Григорипе хӑй паллакан ытти казаксем тӗлӗшпе пӑртак улшӑнни сисӗнкеле пуҫларӗ. Ун сассинчен халӗ хӑйне пысӑка хуни, кӑштах тата мӑн кӑмӑлланни сӑрхӑнса тӑрать. Мухмӑр-сухмӑр пек анӑратса ячӗ влаҫ чун-чӗрипе яланах юмарт кӑмӑллӑ пулнӑ казакӑн ӑс-пуҫне.

Григорий, шинель ҫухине ҫӗклесе, хӑвӑрт малалла утса кайрӗ. Ҫӗрлерехпе хытах сивӗтсе яма кирлӗ. Ҫил хӗвелтухӑҫ енчен вӗрет. Тӳпе тӑрӑлнӑ. Сисӗнмеллех шӑнтнӑ иккен тулта. Ура айӗнче юр пӗрчисем кӑчӑртатаҫҫӗ. Уйӑх, картлашка тӑрӑх улӑхакан сусӑр этем хӑраххи, майӗпен те чалӑшшӑн йӑраланса ҫӗкленет. Ҫуртсен хыҫӗнче, тӗксӗм кӑвак ӗнтрӗкпе пӗркенсе, ҫеҫен хир йӑсӑрланса выртать. Пӗтӗм таврари кӳмерккесене, йӗрсене, тӗссемпе хушӑсене шӗветсе ирӗлтерекен каҫ хупланса килет: лӑп та шай ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ кун ҫути ҫӗрлехи кӑвак сӗмлӗхпе чӑлханса арпашать те, куҫа курӑнакан япаласем пурте юмахри пек асамлӑн мӗлтлетсе чӗтренме тытӑнаҫҫӗ; тавралӑхри шӑршӑсем те ҫак сехетре, ирӗлсе кайса; хӑйсене евӗр хӗрхӳленнӗн туйӑнса тӑраҫҫӗ.

Заставӑсене тӗрӗслесе пӗтерсен, Григорий хваттере таврӑнчӗ. Кил хуҫи, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен служащи, кулӑшларах санлӑ шатра питлӗ этем; сӑмавар чӗртрӗ те сӗтел патне пырса ларчӗ.

— Наступлени тӑвас тетӗр-и?

— Паллӑ мар.

— Е вӗсене кӗтме шухӑшлатӑр?

— Курӑнать унта.

— Питӗ тӗрӗс. Эпӗ шухӑшланӑ тӑрӑх сирӗн наступлени тума ним те ҫух, ун пек чух, паллах, кӗтни кӑна аван. Оборонӑра тӑни усӑллӑрах пулӗ. Германи вӑрҫинче хам та эпӗ саперта ҫӳресе курнӑччӗ. Тактикӑллӑ. стратегире ӑна-кӑна чухлакалаттӑм… Вӑй сахалтарах сирӗн.

— Ҫитӗ, — хӑйне йӑлӑхтара пуҫланӑ калаҫӑва пӑрса яма пикенчӗ Григорий.

Анчах хваттер хуҫи ҫаплах тӗпчесе йӗрӗнтерчӗ, пустав жилетка айӗнчи ҫӗлен-пулӑнни пек ҫинҫешке хырӑмне хыҫкаласа, сӗтел патӗнче йӑшаланса ларчӗ.

— Артиллери нумай-и хӑть? Тупӑсем, тупӑсем пур-и тата?

— Службӑра пулнӑ — служба йӗркисене пӗлместӗн! — урса кайнӑ пек талӑрса сиввӗн татса хучӗ те Григоргий ун ҫине хаяр куҫӗсемпе мӗкӗлтеттерсе пӑхса илчӗ; кил хуҫи вара, ӑнран кайнӑ пек, шартах аяккалла сиксе ӳкрӗ. — Службӑра пулнӑ, служба йӗркине пӗлместӗн!.. Пирӗн ҫарсен вӑйӗпе плансем ҫинчен тӗпчесе пӗлме кам ирӗк панӑ сана? Халех ак допроса сӗтӗрсе каятӑп…

— Господ… офицер!.. Чу… чунӑм!.. — сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта пӳлӗнчӗклӗн калаҫрӗ сӑнран шурса кайнӑ кил хуҫи; унӑн ҫурри карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ хӗрринчи чӑпар шатрасем ҫав самантрах кӑвакарса тухрӗҫ. — Ухма… ухмахланса пулчӗ! Каҫарӑр!..

Чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра Григорий, ӑнсӑртран тенӗ пек, кил хуҫи ҫине пӑхса илчӗ те унӑн куҫӗсем ҫиҫӗм вӑхӑтӗнчи евӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса хупӑннине асӑрхарӗ; куҫ хӑрпӑкӗсем ик еннелле сирӗлсе уҫӑлсан вара ҫав куҫсемех Григорий ҫине урӑхла — кӑмӑллӑн та ытараймасӑр тӗмселсе пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнчӗҫ. Хуҫан кил-йышӗ — арӑмӗпе пӗве ҫитнӗ икӗ хӗрӗ — хӑйсен хушшинче темскер пӑшӑлтатса илчӗҫ. Григорий иккӗмӗш куркине ӗҫсе ямасӑрах хӑй пӳлӗмне кайрӗ.

Кӗҫех иккӗмӗш запас полка кӗрекен тӑваттӑмӗш сотньӑри ултӑ казак, Григорипе пӗр хваттере вырнаҫнӑскерсем, таҫтан кӗпӗртетсе килчӗҫ. Вӗсем хыттӑн лӗрӗплеттерсе чей ӗҫрӗҫ, шавласа калаҫрӗҫ, кулчӗҫ. Тӗлӗрсе кайма пуҫланӑ Григорий казаксен сӑмахӗсене татӑкӑн-татӑкӑн илтсе выртрӗ. Пӗри (вӑл Лугански станици казакӗ, взвод командирӗ Бахмачев иккенне Григорий тӳрех уйӑрса илчӗ) каласа пачӗ, ыттисем, ӑна теплерен пӗрре пӳлсе, хӑйсен шухӑшӗсене хушса каларӗҫ.

— Ӗҫӗ ман умрах пулчӗ ку. Горловка районӗнчи шахтерсем, вун пӗрмӗш шахтӑран, виҫҫӗн килчӗҫ те хайхи, ҫапла та капла, пирӗн гарнизаци пухӑнчӗ, хӗҫ-пӑшал кирлӗ — май килнӗ таран пулӑшӑрччӗ, теҫҫӗ. Ревкомра ӗҫлекенни ав… Хам хӑлхапа илтрӗм вӗт-ха! — тахӑшӗ хӑйне уҫӑмсӑррӑн пӳлсе ыйтнине хирӗҫ хуравланӑ май, сассине хӑпартрӗ вӑл, — калать ҫакскер: «Саблинпа кайса калаҫӑр, юлташсем, пирӗн нимӗн те ҫук», тет. Епле-ха нимӗн те ҫук пултӑр! Ытлашши винтовкӑсем юлнине хам эпӗ пӗлсе тӑратӑп. Ӗҫ ним те ҫуккинче мар кунта… Мужиксем ҫыхланнӑшӑн кӗвӗҫе пуҫларӑмӑр.

— Тӗрӗс те! — сӑмаха хутшӑнчӗ тепри. — Вӗсене хӗҫ-пӑшал пар та, — те ҫапӑҫаҫҫӗ-ха хӑйсем, те ҫук. Ҫӗр пирки сӑмах тапрат ҫеҫ — чӑн та, тӳрех ун чух аллисене кӑнтарса хураҫҫӗ.

— Пӗлетпӗр-ҫке те вӗсем мӗнле кайӑкне! — хулӑн сасӑпа хушса каларӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Шухӑша кайнӑ Бахмачев, чей кашӑкӗпе стакана тӗнкӗлтеттерсе, ҫакӑнпа пӗр виҫеллӗн татса каларӗ:

— Ҫук, юрамасть апла. Большевиксем пӗтӗм халӑха ырлӑх кӳресшӗн, эпир вара, ку енӗпе, япӑх большевиксем. Пирӗншӗн пулсан, Каледина тапса сирпӗтесчӗ те — унтан лешсене хӗстерме.

— Шутла-ха, ырӑ ҫыннӑм! — ӳкӗтлесе каларӗ тахӑшӗ. — Ӑнлан, пирӗн ыттисене уйӑрса памалӑх ним те ҫук! Акма юрӑхлӑ ҫӗр ҫын пуҫне те теҫеттин ҫурӑшар кӑна лекет, ытти пӗтӗмпех. — е тӑмлӑ ҫӗр, е ҫырма-ҫатра, е пусу. Мӗн паратӑн унта?

— Санран илмеҫҫӗ те. Сансӑр пуҫне те ҫӗр нумай тытакансем пур.

— Ҫар ҫӗрӗ тата?

— Тавах, каларӑн та сӑмаха! Хӑвӑнне пар та, куккунтан тархасла, ҫапла-и?.. Кур-ха, мӗнле шутлать вӑл!

— Ҫар ҫӗрӗ пире хамӑра кирлӗ.

— Сӑмахсӑрах паллӑ.

— Выҫлӑхланни пӗтерет-ҫке пире.

— Мӗн выҫлӑхланни унта!

— Тен, хамӑрӑн тури казаксене куҫарса пымалла килсе тухӗ. Пӗлетпӗр вӗсен ҫӗрӗ мӗнлине — ҫара хӑйӑр кӑна.

— Ҫапла ҫав.

— Эпир касман, ҫӗлессе те эпир ҫӗлемӗпӗр.

— Эрехсӗр вӗҫне-хӗрне тупаймӑн кунта.

— Эх, атьсемӗр! Нумай пулмасть эрех складне ватса кӗнӗ кунта. Пӗри спирт ӑшӗнчех путса вилнӗ, антӑхса кайнӑ та…

— Ӗҫмелле пулнӑ тӳрех. Ҫан-ҫурӑма кайтӑр пулатчӗ.

Казаксем кӑштӑртаткаласа урайне вырӑн сарчӗҫ, анасла-анасла хыҫкаланса илчӗҫ, ҫаплах ҫӗр уйӑрас пирки мӑкӑртатса калаҫрӗҫ. Ҫаксене йӑлтах Григорий ыйхӑ тӗлӗшпе илтсе выртрӗ.

Кӑвак ҫутӑлла кантӑк умӗнче пӑшал сасси кӗрӗслетсе кайрӗ. Казаксем хӑвӑрт сике-сике тӑчӗҫ. Гимнастерка тӑхӑннӑ чух Григорий вӑрахчен аллине ҫанни ӑшне лектереймесӗр аппаланчӗ. Чупнӑ ҫӗртех вӑл аттине тӑхӑнчӗ, шинельне ярса илчӗ. Тулта ҫине-ҫине пӑшал пенисем патлатса татӑлаҫҫӗ. Урампа темле лав тӗрлеттерсе иртрӗ. Пӗри хӑраса ӳкнӗ сасӑпа алӑк патӗнче ҫухӑрса ячӗ:

— В ружье!.. В ружье!..

Чернецов отрячӗ, заставӑсене каялла хӗссе пырса, Глубокӑй станцине ҫитсе кӗрет. Кӑвак тӗтрепе витӗннӗ тӗттӗм урамсенче юлан утсем сиктерсе иртеҫҫӗ. Аттисемпе кӗптӗртеттерсе, пехотинецсем чупаҫҫӗ. Хӗресле урамра пулемет вырнаҫтарса аппаланаҫҫӗ. Казаксем пӗр вӑтӑр ҫын пулӗ урам урлӑшӗпе сапаланса тӑнӑ. Татах тепӗр ушкӑн тӑкӑрлӑкран чупса каҫать. Патронсене шутарса, затворсем чанклатаҫҫӗ. Юнашар кварталта ҫивӗч те янӑравлӑ сасӑпа команда пани илтӗнет:

— Виҫҫӗмӗш сотня, хӑвӑрт! Кам унта строя пӑсать?.. Смирно! Пулеметчиксем — сылтӑм фланга! Хатӗр-и? Со-отня…

Батарея взвочӗ кӗмсӗртетсе иртет. Лашасем сиккипе ӗрӗхтерсе пыраҫҫӗ. Лавҫӑсем чӑпӑрккисемпе хӑмсараҫҫӗ. Патрон ещӗкӗсем чӑнкӑртатни, урапасем тӗрлеттерсе чупни, лафетсем кӗмсӗртетни хула хӗрринче вӑйлӑн пенӗ сасӑсемпе арпашӑнса каять. Таҫта ҫывӑхрах пулеметсем харӑссӑн шӑтӑртатса ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Юнашарта кӗтесре, палисадник умне чавса лартнӑ юпаран ҫакланса, таҫталла сикӗпе илтерсе пыракан кухня ӳпӗнсе каять.

— Суккӑр шуйттан!.. Курмастӑн-им! Куҫусем тӑпӑлса тухрӗҫ-и? — йывӑррӑн мӗкӗрсе ярать тахӑшӗ вилес пек хӑраса ӳкнӗ сасӑпа.

Григорий сотньӑна аранах пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те васкавлӑ юртӑпа станци вӗҫнелле ертсе кайрӗ. Унтан ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе каялла чакакан казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

— Ӑҫта?.. — винтовкинчен ярса илчӗ Григорий чи малта ывтӑнса пыраканнине.

— Я-а-ар! — туртӑнчӗ казак. — Яр, теҫҫӗ, шуйттан кӗвенти!.. Ма тытатӑн? Курмастӑн-им — чакаҫҫӗ?..

— Вӑйлӑ вӗсем!..

— Эсремет пек сӗкӗнсе килеҫҫӗ…

— Ӑҫталла чакмалла пирӗн?.. Миллерски еннелле-ши? — янӑрарӗҫ пашкаса тухакан сасӑсем.

Станци хӗрринчи темӗнле вӑрӑм сарай патӗнче Григорий хӑйӗн сотнине ҫапӑҫӑва кӗртсе яма хатӗрленнӗччӗ, анчах таракансен тепӗр ушкӑнӗ капланса килчӗ те казаксене те пӗрлех шӑлса кайрӗ. Григорий сотнинчи казаксем, вӗсемпе хутшӑнса кайса, каялла — станци урамӗсем еннелле — чупрӗҫ.

— Стой!.. Ан чак!.. Персе пӑрахатӑп!.. — урса кайнӑ пек чӗтренсе ҫухӑрса ячӗ Григорий.

Ӑна итлемерӗҫ. Урам тӑрӑх пулеметран кӑларса янӑ черет вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ; казаксем самантлӑха ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса выртрӗҫ, унтан, ҫуртсен стенисем патне шӑвӑнса пырса, урлӑ урамсене тарса кӗчӗҫ.

— Халӗ алла илейместӗн, Мелехов! — кӑшкӑрчӗ взвод командирӗ Бахмачев, Григорий патӗнчен чупса иртнӗ чух ӑна куҫран пӑхса.

Григорий Бахмачев хыҫӗнчен шӑлӗсене кӑчӑртаттарса, винтовкине ҫапкалантарса утса кайрӗ.

Чаҫсенче хускалса кайнӑ арпашу Глубокӑй станцийӗнчен йӗркесӗррӗн тухса тарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ лӑпланса ҫитет. Отрядри ҫар техникине пурне те пекех станцире хӑварса, казаксем каялла чакса тухаҫҫӗ. Тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ сотньӑсене пӗр ҫӗре пухса контрнаступление кӗртсе яма тӳр килет.

Ӑшӑрхаса лачкам тара ӳкнӗ Голубов, кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ та, хӑй ертсе пыракан 27-мӗш полкри ретсем хушшипе ӑшталанса ҫӳрет, хӗрсе кайсах янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрашать:

— Хӑвӑртрах ут!.. Ан выртнӑ пул!.. Марш, марш!.. 14-мӗш батарея, майлӑрах вырӑна тухса, тупӑсене вырнаҫтарса хатӗрлерӗ; батарейӑн аслӑ офицерӗ, снаряд ещӗкӗ ҫине тӑрса, бинокльпе пӑхрӗ.

Ҫапӑҫу ирхине ултӑ сехет ҫитес умӗн пуҫланчӗ. Казаксем тата Петров ертсе пыракан Воронежски отрядри хӗрлӗ гвардеецсем, пӗр-пӗринпе пӑтрашӑнса кайса, ҫӑра ретсемпе кӗпӗрленсе утаҫҫӗ. Юрлӑ ҫеҫен хирӗн ытамне вӗсем хӑйсен хура мӗлкеллӗ кӳлеписемпе тӗрлесе чӗнтӗрленӗ.

Хӗвелтухӑҫ енчен витӗр касакан ҫил тулашса вӗрет. Ҫил хӑваласа кайнӑ пӗлӗт хыҫӗнчен юнпа пӗвеннӗ шурӑмпуҫӗн хӗрлӗ ҫутисем пайӑркаланса курӑнаҫҫӗ.

Григорий атамански сотня казакӗсенчен ҫуррине 14-мӗш батарея хӳттине хӑварчӗ те ыттисемпе наступление кӗрсе кайрӗ.

Тӗрӗслемелле персе пӑхнӑ малтанхи снаряд Чернецов отрячӗ патне вӗҫсе ҫитеймесӗр чылай мала пырса ӳкрӗ. Вӑл шартлатса ҫурӑлнӑ тӗлте, хӗрлӗрех пек тӗслӗ тӑрмаланчӑк ялав пек, ҫӑра тӗтӗм хутӑшӗ явӑнса хӑпарчӗ. Хӑватлӑн хӗнтӗртетсе кайрӗ иккӗмӗш хут пенӗ сасӑ. Кашни туппах уйрӑмшарӑн пере-пере тӗрӗслеҫҫӗ.

— Вши-вши-вши!.. — вшиклетсе иртет снаряд. Персе янӑ хыҫҫӑн пӗр ӑстрӑм — виле ҫинчи пек шӑп, унтан таҫтан лерен снаряд ахлатса ҫурӑлни урӑм-сурӑммӑн кӗмсӗртетсе килет. Снарядсем пӗр хушӑ тӑшман речӗсен хыҫне ӳксе ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн ҫывӑхарах ӳкме пуҫларӗҫ. Ҫил каснипе куҫне хӗстерсе пӑхса, Григорий тулли кӑмӑллӑн шухӑшларӗ: «Тупрӗҫ!»

44-мӗш полк сотнисем сылтӑм флангпа пыраҫҫӗ. Голубов хӑйӗн полкне варрипе илсе кайрӗ. Григорий унран кӑшт сулахайра пырать. Ун хыҫҫӑн, сулахай фланг хӳринче, хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗсем куҫаҫҫӗ. Григорий сотнисене виҫӗ пулемет хушса панӑ. Пулеметчиксем командирӗ, тӗксӗм сӑн-питлӗ, ҫӑмламас алӑллӑ, ҫӳллӗ мар хӗрлӗ гвардеец, наступлени тума ӑнтӑлакан тӑшманӑн маневрӗсене пӑчлантарса, пулеметпа меллӗн ҫунтарса тӑрать. Вӑл пӗрмаях атаманецсен ҫурма сотнипе пӗрле малалла куҫса пыракан пулемет патӗнче пулчӗ. Унпа юнашар — шинель тӑхӑннӑ тулли ӳтлӗ хӗрарӑм-хӗрлӗ гвардеец. Григорий ретсем хушшипе иртнӗ чух ҫилӗллӗн вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ: «Хӗрарӑм тарҫи! Ҫапӑҫӑва кӗнӗ чух та хӗрарӑмран уйрӑлаймасть. Ҫапӑҫ вара ҫавӑн йышшисемпе!.. Ачи-пӑчипе тӳшек-минтерне те пӗрле илмелле пулнӑ.»

Пулемет командин начальникӗ Григорий патне пычӗ те унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи наган ҫаккине майласа тӳрлетрӗ:

— Эсир-и ку отрядӑн командирӗ?

— Ҫапла, эпӗ!

— Эпӗ атаманецсен ҫурма сотнине хӳтӗлемелле пеме пуҫлатӑп. Куратӑр-и — ҫул памаҫҫӗ пире.

— Яра парӑр, — килӗшрӗ те Григорий шӑпланнӑ пулемет патӗнчен кӑшкӑрнӑ сасӑ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Пысӑк сухаллӑ тӗреклӗ пулеметчик хаяррӑн талхӑрса ҫухӑрать:

— Бунчук!.. Машинкӑна ирӗлтерсе яратпӑр!.. Юрать-и вӑл ун пек?

Ун патӗнче шинеллӗ хӗрарӑм чӗркуҫленсе тӑрать. Унӑн мамӑк тутӑрӗ айӗпе йӑлтӑртатса пӑхакан хура куҫӗсем. Григорие Аксинья ҫинчен аса илтерчӗҫ. Пӗр самант вӑл, сывлама чарӑнса, тунсӑхланнӑ куҫӗсене пӗр сиктермесӗр, ун ҫине тӗмсӗлсе пӑхрӗ.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, Голубов парса янӑ ҫырӑва илсе, Григорий патне ординарец сиктерсе ҫитрӗ. Полевой блокнотран тикӗс мар чӗрсе илнӗ хут листи ҫине шултра саспаллисемпе чарлаттарса ҫырнӑ:

«Дон ревкомӗ ячӗпе сире — хӑвӑра шанса панӑ икӗ сотньӑпа пӗрле халех позицирен тухма, тӑшмана сылтӑм флангран ҫавӑрса илме хатӗрленсе, кунтан курӑнакан ҫил арманӗнчен сулахай енчи участока тип ҫырма тӑрӑх юртӑпа васкаса кайма хушатӑп… Хӑвӑр унталла кайни паллӑ пуласран маскировка тӑвӑр (уйӑрса илмелле мар темиҫе сӑмах)… Эпир тӑшмана вӑйлӑн хӗсме тытӑнсан, эсир ӑна флангран пырса ҫапатӑр.

Голубов.»

Григорий икӗ сотньӑна аяккарах илсе тухса утсем ҫине утлантарчӗ те, тӑшман хӑйсем ӑҫталла кайнине сиссе илесрен, малтан килнӗ ҫулпа каялла илсе тухрӗ.

Ҫирӗм ҫухрӑм тавра ҫул турӗҫ. Утсем тарӑн юр ӑшне кӗре-кӗре лараҫҫӗ. Вӗсем ҫаврӑнса тухнӑ типӗ ҫырмана юр хӳсе тултарнӑ — вырӑнӗ-вырӑнӗпе лашасем хырӑмӗ таранах анса каяҫҫӗ. Тупӑсен кӗрлевне итлесе пынӑ май Григорий сехечӗ ҫине (ӑна вӑл Румынире вӗлернӗ нимӗҫ офицерӗн аллинчен салтса илнӗ) пӑха-пӑха илчӗ, — кая юлса ҫитесрен шикленчӗ. Вӑл тӗрӗс кайнипе кайманнине компаспа тӗрӗслесе пӑхрӗ, — ҫапах та ҫултан кӑшт сулахая пӑрӑнса кӗнӗ иккен. Тип ҫырмана юпленсе кӗрекен сарлака васанпа казаксем таса хире тухрӗҫ. Лашасен ҫурӑмӗсенчен пӑс йӑсӑрланса хӑпарать, хысисем айне лачкам йӗпе тар ҫапса тухнӑ. Григорий, казаксене утсем ҫинчен анма хушса, сӑрт тӳпине пуринчен малтан улӑхса кайрӗ. Утсене типӗ ҫырмара — коноводсене парса хӑварчӗҫ. Казаксем Григорий, хыҫӗнчен вашмӑк сӑрт ҫинелле хӑпарчӗҫ. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, тип ҫырма хӗрринчи юр хӳсе кайнӑ тайлӑмра хӑй хыҫҫӑн ҫӗр ҫын ытла сапаланса утнине курса, хӑйне хӑюллӑрах та вӑйлӑрах туйрӗ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче яланах ун, кашни ҫынӑнни майлах, ут кӗтевӗнчи евӗр ушкӑнлӑх туйӑмӗ ҫиеле шӑвӑнса тухать. Григорий йӗри-тавра пӑхса илчӗ, йывӑр ҫула шута хуманнипе, сахалтан та сехете яхӑн кая юлса ҫитнине ӑнланчӗ.

Голубов, стратеги тӗлӗшӗнчен хӑюллӑ маневр туса, чернецовецсен каялла чакмалли ҫулне пӳлсе хунӑ та, аяккалла кӗрсе каймалли ҫулсене питӗрсе, ҫурри хупӑрласа илнӗ тӑшман ҫине тӳррӗн пырса ҫапмалла тапӑнса пырать. Батарейӑсен залпӗсем кӗмсӗртетсе янӑраҫҫӗ. Винтовка сассисем пӑтӑртатса илтӗнеҫҫӗ, тимӗр ҫатма тӑрӑх кустарса янӑ пек сиккелесе, етресем сирпӗнсе вӗҫеҫҫӗ. Шрапнель чернецовецсен таткаланса пӗтнӗ речӗсене ним шелсӗр шӑла-шӑла каять, татти-сыпписӗр снарядсем ӳксе ҫурӑлаҫҫӗ.

— В це-е-пь!..

Григорий хӑйӗн сотнисемпе флангран пырса ҫапрӗ. Вӗсем, вӗренмелле пенӗ чухнехи пек, ним васкамасӑр утса кӗрсе кайнӑччӗ, анчах «максимкӑпа» ӗҫлекен темле харсӑр чернецовец пулемечӗпе казаксен речӗсем тӑрӑх шӑлтарса илчӗ те, казаксем хӑйсен стройӗнчен виҫӗ ҫынна ҫухатса, йӑпӑр-япӑр ҫӗр ҫумне йӑпшӑнса выртрӗҫ.

Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет ҫитес умӗн Григорие пуля пырса ҫулӑхрӗ. Вӗри тӑхлан чӑмӑркки, ҫиелтен никельпе витнӗскер, чӗркуҫҫийӗнчен ҫӳлерехри ҫемҫе ӳте шел кӑвар пек пӗҫертсе кайрӗ. Пуҫӗ вӗриленсе килнине тата ӑша лӗклентерсе юн сӑрхӑнма пуҫланине туйса, Григорий шӑлӗсене шӑтӑртаттарса ҫыртрӗ. Унтан вӑл казаксен речӗсем хушшинчен шуса тухрӗ те, ыратнине тӳсеймесӗр ури ҫине тӑрса, пуля анкӑ-минкӗлентерсе янӑ пуҫне чӑтӑмсӑррӑн ывӑтса илчӗ. Пуля витӗр тухса кайман пирки, пӗҫӗ пушшех хытӑ ыратма тытӑнчӗ. Тивнӗ чух шинеле, шӑлавара тата ӳте шӑтарса кӗнипеле, пульӑн вӑй пӗтсе ҫитнӗ те, витӗр тухса каяймасӑр, тӑкӑс шӑнӑрсем хушшинче сивӗнме ларса юлнӑ. Пӗтӗм шӑм-шака вӗрилентерсе ярса, пӗҫӗре чӑтма ҫук туртса ыратнӑ пирки халӗ ниҫта тапранма ҫук. Юр ҫине тӑсӑлса ӳкнӗ чух Григорий Румынире, Трансильвани тӑвӗсем патӗнче, хӑйсен 12-мӗш полкӗ наступление кӗрсе кайнӑ саманта аса илчӗ. Ун чухне ӑна алӑран амантнӑччӗ; Чубатый, Мишка Кошевойӑн тарӑхса тискерленнӗ сӑн-пичӗ, ҫуранланнӑ сотника сӗтӗрсе, анаталла чупса анакан Емельян Грошев — атака вӑхӑтӗнчи ҫак пӗтӗм сцена ун куҫӗ умне уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Сотньӑсене Григорий помощникӗ — Любишкин офицер — йышӑнса юлчӗ. Вӑл хушнипе икӗ казак Григорие коноводсем патне ҫавӑтса кайрӗҫ. Вӗсем ӑна учӗ ҫине утланма пулӑшрӗҫ, хӗрхенсе калаҫса илчӗҫ:

— Ҫыхӑр хӑть суранне.

— Бинт пур-и?

Григорий йӗнер ҫинех улӑхса ларнӑччӗ, анчах шухӑшласа пӑхрӗ те каялла анчӗ. Унтан, шӑлаварне антарса, ҫан-ҫурӑмпа урасем тӑрӑх саланнӑ сивӗрен ҫӳҫенсе, пекӗпе чиксе ҫурнӑ пек курӑнакан юнлӑ суранне лайӑх майласа ҫыхрӗ.

Ординарецӗ ӑна малтан килнӗ тавра ҫулпах контрнаступлени пуҫланнӑ вырӑна ҫитерсе ячӗ. Григорий утсен чӗрнисемпе тапкаланса йӗрленнӗ юр ҫине, хӑй темиҫе сехет каялла ҫеҫ сотньӑсене ертсе килнӗ вӑрӑм вар ҫине пӑхса пычӗ. Ӑна ыйхӑ пусса килчӗ, темшӗн тата сӑрт ҫинчи ҫапӑҫу халӗ мар, тахҫан ӗлӗкех пулса иртнӗ пек, вӑл нимшӗн те кирлӗ пулман пек туйӑнса пычӗ.

Лерен халӗ те винтовка сассисем вӗткеленсе пӑтӑртатни, хӑйсен ҫыннисене ҫӑлӑнӑҫ кӳрсе, тӑшманӑн йывӑр батарейи кӗмсӗртетни килсе илтӗнет; хушӑран тата, ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленессине куҫа курӑнман йӗрсемпе палӑртса хунӑ пек, пульӑсен таткаланчӑк пунктирӗсене ӑсатса, пулеметсем шӑтӑртата-шӑтӑртата каяҫҫӗ.

Григорий пӗр виҫӗ ҫухрӑм типӗ ҫырмапа кайрӗ. Утсен урисем тӑтӑшах юр ӑшне пута-пута кӗчӗҫ.

— Тыт хирпе… — терӗ ординареца Григорий, кӗрт хӳсе кайнӑ тип вар хӗрринелле тухса.

Хирте вилнӗ ҫынсен хура кӳлеписем юр ҫине анса ларнӑ кураксем пек тӗмескеленсе курӑнаҫҫӗ. Тавра курӑм хӗрринчех, кунтан питӗ пӗчӗк пек палӑрса, юлан утсӑр урхамах сиктерсе пырать.

Чернецовӑн самаях сайралнӑ отрячӗ, ҫапӑҫуран ҫӑлӑнса тухса, Глубокӑй еннелле чакать. Ҫавна асӑрхаса, Григорий ҫӳрен утне сиккипе ячӗ. Инҫетре казаксен сапаланчӑк ушкӑнӗсем курӑнаҫҫӗ. Чи ҫывӑхрахри ушкӑн патне ҫитсенех вӑл Голубова асӑрхаса илчӗ. Голубов йӗнер ҫинче каҫӑралса ларать: аркӑ хӗррипе кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӑмлӑ кӗрӗкне йӳле янӑ, ҫӗлӗкне хӑяккӑн чалӑштарса лартнӑ, ҫамки ҫине тар пӗрчисем тапса тухнӑ. Вахмистрӑнни майлӑ ҫӳлелле тӑрмакланса тӑракан мӑйӑхне пӗтӗркелесе, Голубов хӑйӑлтатса кӑшкӑрчӗ:

— Маттур, Мелехов! Аманман пуль эсӗ? Ха, мур илмен! Шӑмӑ чиперех-и хӑть? — Унтан хирӗҫ мӗн те пулин каласса кӗтмесӗрех, кулкаласа калаҫма тытӑнчӗ:  — Пуҫӗпех! Пуҫӗпех ҫапса салатрӑмӑр! Шӑрши-марши те юлмарӗ офицерсен отрядӗнчен. Лайӑх тӗвелесе ятӑмӑр хӳрисене!

Григорий туртма ыйтрӗ. Пӗтӗм хир тӑрӑх казаксемпе хӗрлӗ гвардеецсем пӗр ҫӗрелле пуҫтарӑнса килеҫҫӗ. Инҫетре, хуралса палӑракан ушкӑнран уйрӑлса, юлан утлӑ казак сиктерсе килни курӑнчӗ.

— Хӗрӗх ҫынна тыткӑна илтӗмӗр, Голубов!.. — кӑшкӑрса ячӗ вӑл аякранах. — Хӗрӗх офицера тата Чернецова хӑйне…

— Ан суй?! — Голубов йӗнерӗ ҫинче шиклӗн йӑшаланса илчӗ те, сакӑл ураллӑ ҫӳллӗ урхамахне чӑпӑрккипе хӗрхенмесӗр ҫунтарса, малалла сиктерсе кайрӗ.

Григорий, кӑштах кӗткелесе, ун хыҫҫӑн юрттарчӗ.

Тыткӑна илнӗ офицерсен ҫӑра ушкӑнне пӗр вӑтӑр казак пулӗ — 44-мӗш полкпа 27-мӗш полкӑн пӗр сотнинчен уйӑрса янӑскерсем, — ункӑ пек ҫавӑрса илсе, хуралласа пыраҫҫӗ. Пуринчен малта — Чернецов. Хӑйне ҫитсе тытасран тарса ӳкме пикенсе, вӑл ҫири кӗрӗк пиншакне пӑрахса хӑварнӑ та халӗ ҫӑмӑл куртка вӗҫҫӗнех утса пырать. Сулахай хулпуҫҫийӗ ҫинчи пакунӗ татӑлса ӳкнӗ. Хӑрах пичӗ ҫинче, сулахай куҫӗнчен кӑшт аяларах, юнлӑ шӑйрӑк палӑрать. Вӑл хӑвӑрт, урисене пӗрешкел тикӗссӗн иле-иле пусса утать. Хӑрах еннелле чалӑштарса лартнӑ ҫӗлӗкӗ ӑна хуйха-суйха пӗлми теветкел ҫын пек кӑтартать. Хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинче хӑранӑ палли те ҫук; ахӑртнех темиҫе кун хырӑнмасӑр ҫӳренӗ пулас вӑл, — пит ҫӑмартисемпе янахӗ ҫине сарӑ сухал пӗрчисем шӑртланса тухнӑ. Чернецов хӑй патне чупса пыракан казаксем ҫине куҫне сиввӗн те хӑвӑрттӑн йӑлкӑштарса пӑхса утать; куҫ харшийӗсем хушшине вӗчӗрхенӳллӗ курайманлӑх йӗрӗсем ӳкнӗ. Вӑл, утнӑ ҫӗртех шӑрпӑк ҫутса, хӗрлӗ тута хӗррисемпе хӗстерсе ҫыртнӑ пирусне чӗртсе ячӗ.

Офицерсенчен нумайӑшӗ ҫамрӑк, хӑшӗсен ҫеҫ ҫӳҫӗсем тӑм ӳкнӗ пек шуралса чаларнӑ. Пӗри, уринчен суранланнӑскер, ыттисенчен кӑшт кая юлса утать; пысӑк пуҫлӑ, шатра питлӗ лутра казак ӑна хыҫалтан пӑшал кучӗпе тӗрткелесе илет. Чернецовпа юнашарах темелле, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ теветкел есаул утса пырать. Иккӗшӗ (пӗри — хорунжи, тепри — сотник), кулкаласа, хулран тытӑнса утаҫҫӗ; вӗсен хыҫӗнче, ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗрех, кӑтра пуҫлӑ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ юнкер таплаттарса пырать. Пӗр офицерӗ пакунӗсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫӗлесе хунӑ салтак шинелӗ уртса янӑ. Татах тепӗр ҫын, хӗрарӑмӑнни пек хура чипер куҫӗ ҫине офицерсен хӗрлӗ пашлӑкне антарса лартнӑскер, ҫара пуҫӑн утса пырать; ҫил ун ҫийӗнчи пашлӑк вӗҫӗсене хул пуҫҫийӗсем ҫинелле хӑпартса ярасшӑн варкӑштарса тӑрмалать.

Голубов лашине хыҫалтан уттарса пычӗ. Унтан, кӑшт каярах юлса, казаксене хыттӑн хӑтарса кӑшкӑрчӗ:

— Итлӗр кунта!.. Тыткӑна лекнисене чипер йӗркеллӗ илсе ҫитермесен, революци вӑхӑтӗнчи чи ҫирӗп йӗркепе ответ тытатӑр! Штаба тӗрӗс-тӗкел ҫитернӗ пултӑр!

Вӑл, юлан утлӑ казаксенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илсе, йӗнер ҫинче ларнӑ ҫӗртех темскер ҫырчӗ; хут таткине хуҫлатса, казак аллине тыттарчӗ:

— Вӗҫтер! Пар ҫакна Подтелкова.

Унтан Григорий ҫине пӑхса илчӗ:

— Мелехов, эсӗ каятӑн-и унта?

— Каятӑп.

Голубов, Григорипе танлашса, утне юнашар уттарчӗ:  — Кала Подтелкова: Чернецова эпӗ хам ҫине илетӗп! Ӑнлантӑн-и? Пӗлтерсе хур ҫапла. Халӗ яра пар.

Григорий, тыткӑна лекнисен ушкӑнӗнчен иртсе, хутор ҫывӑхӗнче вырнаҫса тӑнӑ ревком штабне сиктерсе ҫитрӗ. Пулемет ҫине симӗс шӑналӑк витнӗ; ураписем шӑнса пӑрланнӑ тавричански тачанка патӗнче Подтелков утса ҫӳрет. Унтах штабра ӗҫлекенсем, вестовойсем, темиҫе офицерпа ординарец-казаксем, атӑ кӗллисемпе таклаттарса, кӗшӗлтетеҫҫӗ. Мишев та, Подтелков пекех, ҫапӑҫу пынӑ вырӑнтан тин кӑна ҫитнӗ. Вӑл тачанка ларкӑчӗ ҫине улӑхса ларнӑ та, шӑнса ларнӑ кулача ҫыртса илсе, хыттӑн кӗмпӗртеттерсе чӑмлать.

— Подтелков! — чӗнчӗ Григорий, утне аяккарах тӑратса. — Кӗҫех тыткӑна илнисене хӑваласа килеҫҫӗ. Голубов ҫыруне вуларӑн-и эс?

Подтелков, чӑпӑрккипе ҫилӗллӗн сулса, аяккалла пӑхакан куҫ шӑрҫисене ӳкерсе, питне юн капланнипе хӗрелсе кайса, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Сурам эп Голубов ҫине!.. Ӑна тем ӑс та килсе кӗрӗ! Чернецова, ҫав вӑрӑ-хураха, контрреволюционера, Голубов аллине шанса пама-и?.. Памастӑп!.. Пурне те пере-пере пӑрахмалла вӗсене — ӗҫӗ те пӗтнӗ!

— Голубов ӑна хӑй ҫине шантарса илме пулать.

— Памастӑп… Каланӑ — памастӑп тесе! Тек сӑмах та ҫук! Чернецова ӑна, революци сучӗпе суд туса, ним тӑхтамасӑр персе пӑрахмалла. Кайран-малтан ыттисемшӗн ӑса юратӑр!.. — лӑпкӑнрах каларӗ Подтелков, тыткӑна илнисем йӑвӑ ушкӑнпа епле ҫывхарнине сӑнаса пӑхса. — Пӗлетӗн-и, мӗн чухлӗ юн юхтарнӑ вӑл? Тинӗс!.. Миҫе ҫӗр шахтерӑн пурнӑҫне татнӑ?.. — Унтан каллех, урнӑ пек тӑвӑлса, куҫне-пуҫне тискеррӗн ҫавӑрса пӑрахрӗ. — Памастӑп!..

— Кӑшкӑрма кирлӗ мар кунта! — сассине хӑпартрӗ Григорий те: вӑл, Подтелковӑн урса кайнӑ ҫилли хӑй ҫине те куҫнӑ пек, пӗтӗм ӑш-чиккипе чӗтренме пуҫларӗ. — Эсир кунта суд тӑвакансем нумай! Малтан унта кайса пӑх эсӗ! — сӑмса ҫунаттисене чӗтрентерсе, пуҫӗпе каялла сулса кӑтартрӗ вал. — Пайтах эсир — тыткӑна илнисемпе хуҫаланакансем!

Подтелков, аллинчи чӑпӑрккине пуҫтарса тытса, аяккалла утса кайрӗ.

— Пулнӑ эпӗ унта! — кӑшкӑрчӗ вӑл аякран. — Ан шутла тачанка ҫинче тире сыхласа ларнӑ тесе! Сан, Мелехов, шӑла ҫыртас пулать!.. Ӑнлантӑн-и?.. Кампа калаҫатӑн эсӗ?.. Ҫапла вӑт!.. Офицер куштанлӑхне пӑрахнӑ пул! Ревком суд тӑвать, кашни йӗпе сӑмса мар!..

Григорий лашине ун ҫине тытрӗ; суранӗ ҫинчен манса кайса, йӗнерӗ ҫинчен сикрӗ те пӗҫҫинче чӑтма ҫук ыратса килнипе месерле йӑванса кайрӗ. Суранран, ӳте пӗҫерсе, юн лӑкӑртатса анчӗ. Ура ҫине вӑл никам пулӑшмасӑр тӑчӗ, тачанка патне аран-аран лӑкӑштатса ҫитрӗ те урапан хыҫалти сиктӗрми ҫумне хӑяккӑн сӗвенсе выртрӗ.

Тыткӑна илнисем ҫитрӗҫ. Ҫуран конвойсенчен хӑшӗ-перисем ординарецҫемпе штаб хуралӗнче тӑнӑ казаксен хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ. Казаксем ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫаплах лӑпланса ҫитмен-ха: куҫӗсене ҫилӗллӗн йӑлкӑштарса пӑхаҫҫӗ, пӗр-пӗрин хушшинче ҫапӑҫу мӗнле иртни ҫинчен калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Путакан юр тӑрӑх йывӑррӑн утса, Подтелков тыткӑна илнӗ офицерсем патне пычӗ. Пуринчен мала тухса тӑнӑ Чернецов ун ҫине сӗмсӗр куҫӗсене хӗстерсе пӑхать. Вӑл, ирӗклӗн чармакласа хунӑ сулахай урине вылянтарнӑ май, хӗрелсе тӑракан аялти тутине ҫӳлти шӑлсен ҫаврака шурӑ кӑшӑлӗпе ҫыртса лартрӗ. Подтелков ун умнех пырса тӑчӗ. Хӑй вӑл пӗтӗм кӗлеткипе тӑвӑнса чӗтрерӗ, мӑчлатман куҫӗсене юр ҫийӗн шутарса ҫӗклерӗ те, хаяр курайманлӑхӑн пӗтӗм йывӑрӑшӗпе тирӗнсе, Чернецовӑн сӗмсӗр хӑюлӑх та йӗрӗнсе пӑхакан куҫӗсене аяккалла тартрӗ.

— Лекрӗн… ҫӗлен! — терӗ Подтелков пыр тӗпӗнчен хирӗнсе тухакан хулӑн сасӑпа. Унтан вӑл пӗр утӑм каялла чакса тӑчӗ; пичӗ тӑрӑх ҫилӗллӗ кулӑ йӗрӗ хӗҫпе каснӑ пек чалӑшшӑн шӑвӑнса иртрӗ.

— Казаксен тӑшманӗ! Йы-ы-тӑ! Сутӑнчӑк! — янӑрашрӗ Чернецов, сӑмахӗсене ҫыртса лартнӑ шӑлӗсем витӗр сӑрхӑнтарса.

Подтелков, ҫупкӑ ҫиесрен пӑрӑнма хӑтланнӑ пек, пуҫне пӑркаласа тӑчӗ; ӳчӗ лаптак пит шӑммисем тӗлӗнче хуралса шӑмарӑлчӗ; хӑй сивӗ сывлӑша ҫӑварне карса, пӳлӗнчӗклӗн хӑркӑлтатса ҫӑтрӗ.

Малаллахи ӗҫсем сиссе юлмалла мар хӑвӑрт пулса иртрӗҫ. Шӑлӗсене йӗрсе хунӑ, сӑнран ӳкнӗ Чернецов чышкисене кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, пӗтӗм пӗвӗпе ӳпӗнсе, Подтелков ҫине кӗрсе кайрӗ. Шӑнӑр туртса лартнӑ пек чалӑшса кайнӑ тутинчен уҫӑмсӑр та ирсӗр сӑмахсем сирпӗнсе тухрӗҫ. Васкамасӑр каялла чакакан Подтелков ҫав сӑмахсене хӑй ҫеҫ илтсе юлчӗ.

— Пӗлетӗн-и… сана мӗн? — сасартӑк сассине хӑпартрӗ Чернецов.

Ку сӑмахсене тыткӑна лекнӗ офицерсем те, конвой та, штабра ӗҫлекенсем те лайӑх илтрӗҫ.

— Но-о-о-о… — такам пӑвнӑ пек тӑвӑнса хӑрӑлтатрӗ Подтелков, аллипе хӗҫ аврине ярса тытса.

Тӳрех шӑп пулса килчӗ. Минаев, Кривошлыков унтан тата темиҫе ҫын, ура айӗнчи юра кӑчӑртаттарса, Подтелков патнелле ыткӑнчӗҫ. Анчах вӑл маларах ӗлкӗрчӗ: пӗтӗм пӗвӗпе сылтӑмалла ҫаврӑнчӗ те, кукленсе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, унтан вӗҫнӗ пек малалла тӑсӑлса ӳксе, хӑрушла вӑйпа Чернецова пуҫран туртса касрӗ.

Григорий курчӗ: Чернецов, шартах сиксе, сулахай аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, хӗҫ пуҫӗ ҫине тӳррӗн пырса ӳкесрен аллипе картласа ӗлкӗрчӗ. Аллаппине урлӑ касса татса, хӗҫ Чернецовӑн каялла ывӑтса тытнӑ пуҫӗ ҫине анса ӳкрӗ. Малтан ун ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ, унтан Чернецов хӑй, тутине хӑрушла чалӑштарса, хӗстернӗ куҫ хӗррисене ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек пӗркелентерсе, тунинчен хуҫса антарнӑ пучах пек, вӑйсӑррӑн йӑванса кайрӗ.

Подтелков ӑна тепре туртса касрӗ; унтан, ватӑ сӑн ҫапнӑскер, юнпа хӗрелнӗ хӗҫне шӑлкаласа, йывӑррӑн аяккалла утса кайрӗ.

Вӑл, тачанка ҫине пырса тӑрӑнса, конвойри казаксем енне ҫаврӑнчӗ те ӑша кайнӑ сасӑпа хӑркӑлтатса ячӗ:

— Вакла-а-а… кӗрт пуҫӗсене! Пурне те! Ҫук тыткӑна илнисем… тумлам юн юлмиччен, татӑкӑн-татӑкӑн!

Сасартӑк пӑшал сассисем кӗрслетсе кайрӗҫ. Офицерсем, пӗр-пӗрне пыра-пыра ҫапӑнса, тӗрлӗ еннелле тарма тытӑнчӗҫ. Хӗрарӑмӑнни пек элккем куҫлӑ поручик, хӗрлӗ пашлӑк кӗптеннӗскер, пуҫне аллисемпе тытса чупса кайрӗ. Пульӑна, темле ҫӳллӗ хӳме урлӑ сиксе каҫнӑ чухнехи пек, ҫӳлелле ывтӑнтарса ячӗ. Ӳкрӗ те тек тапранмарӗ вӑл. Маттур сӑнлӑ ҫӳллӗ есаула иккӗн турарӗҫ. Вӑл хӗҫ ҫивӗчӗшӗнчен ярса илме пикенчӗ, касса пӗтернӗ ал тупанӗсенчен ҫанни ӑшнелле юн шарласа анчӗ. Хӑй вӑл пӗчӗк ача пек ҫухӑрса кӑшкӑрчӗ, чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, унтан месерле ӳкрӗ, пуҫне юр ҫивчӗ йӑвалантарса тапаланчӗ; унӑн юнпа тулнӑ куҫӗсем тата пӗр вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ ҫеҫ палӑракан пулчӗҫ. Пит-куҫне, хура ҫӑварне сулӑмлӑн ана-ана ӳкекен хӗҫсем ҫурса пӗтернӗ пулин те, вӑл ҫаплах, хӑраса кайнипе тата ыратнипе, ҫинҫе сасӑллӑн ҫихӗрешсе выртрӗ. Ӑна татӑк пӗркӗҫлӗ шинель тӑхӑннӑ казак, кукленсе тӑрса, персе пӑрахрӗ. Кӑтра ҫӳҫлӗ юнкер казаксем хушшинчен кӑшт кӑна вӗҫерӗнсе тарма ӗлкӗреймерӗ — ӑна пӗр тӗреклӗ атаманец хӑваласа ҫитрӗ те ӗнсинчен хӗҫпе касса вӗлерчӗ. Шинельне ҫил ҫинче ҫунат пек варкӑштарса тӑракан сотника та ҫав атаманецах хул калаккисен хушшине пуля тирсе ячӗ. Сотник вара, ҫӗре кукленсе ларчӗ те, чунӗ тухичченех кӑкӑрне чӗрнисемпе чӗрмелеме пӑрахмарӗ. Ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ подъесаула тӑнӑ вырӑнтах персе вӗлерчӗҫ; вилес умӗн вӑл, урисемпе тапкаланса, юр ҫине тарӑн путӑк алтса хӑварчӗ; кӑкарса хунӑ маттур урхамах пек, тен, татах юра кукалесе выртатчӗ пулӗ вӑл, анчах хӗрхенчӗҫ казаксем — маларах вӗлерсе тирпейлерӗҫ.

Юнлӑ тавӑру пуҫланнӑ самантра Григорий хӑвӑрт кӑна тачанка ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, хаяр тарӑхупа пӑтраннӑ куҫӗсене Подтелков ҫинчен илмесӗр, ун патне уксахласа кайрӗ. Минаев ӑна, хыҫалтан пырса, пилӗкӗнчен тытрӗ, аллисене пӑрса, наганне тӑпӑлтарса илчӗ; тӗссӗрленсе кайнӑ куҫӗсемпе ӑна куҫран тирӗнсе пӑхса, Минаев пӳлӗнчӗклӗн хӑрӑлтатрӗ, ыйтрӗ:

— Эс тата — мӗнле шутланӑ?

Сайт:

 

Статистика

...подробней