Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ

Раздел: Пусмӑрта –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.07 16:03

Предложений: 99; Слово: 1181

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Икӗ тус пӗр кӗтесе хӗсӗнсе иртнӗ кунсенче Клисурӑпа Бяла Черквара пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӗр-пӗрне тӗплӗн каласа пама тытӑнчӗҫ. Соколов каласа панинчен Огнянова пӗтӗмпех паллӑ пулса тӑчӗ. Тинех хӑй халиччен пӗлменни тупӑнса ҫитрӗ.

Чӑн та, Бяла Черква ытти чылай хуласемпе ялсем пекех пӑлхав хускатман, хатӗрленессе вӗсем пурте чиперех хатӗрленнӗ, ытти хӑш-пӗр хуласенчен лайӑхрах та хатӗрленнӗ. Пӑлхав хускатас вӑхӑта тӑснӑ пулнӑ, ытла васкаса пуҫлани пӗтӗм ӗҫе путарса хунӑ.

Клисурӑра пӑлхав хускатни ҫинчен хыпар ҫитсенех вырӑнти комитетра тӗрлӗ май шухӑшлама тытӑннӑ: пӗрисем хамӑр ҫине тапӑнса кӗрсен ҫеҫ хускалмалла тенӗ, унта та хамӑр сӗкӗнмелле мар, хамӑра пулӑшма килекен ушкӑн ҫитсен кӑна пӑлхава хускалӑпӑр тенӗ; теприсем кирек мӗн пулсан та халех ялав ҫӗклемелле, пӑлхав пуҫласа ямалла тенӗ. Виҫҫӗмӗшсем тата ытларах та пулнӑ. Ялав ҫӗклес пирки сӑмах татнӑ вӑхӑтра капитулянтсем Ставри пуп ҫуртӗнче комитетӑн хӗрӳллӗ членӗсене ултавлӑ майпа арестлеме те ӗлкӗрнӗ — арестленисен хушшинче тухтӑр, Попов тата редактор пулнӑ. Капитулянтсемех К. хулине депутаци янӑ, вӗсене ертсе каяканӗ Юрдан чорбаджи пулнӑ, вӗсем вара Бяла Черква халӑхӗ ячӗпе султана юрас тесе хула вӗсене хирӗҫ пулас ҫук, хулана хӳтлӗх пама ыйтатпӑр тесе пӗлтернӗ.

Вырӑнти влаҫсем ҫав кунсенче хӑйсем те хӑраса ӳкнӗ, депутаци сӑмахне хаваслансах йышӑннӑ та Бяла Черквана аллӑ башибузук ярса халӑхран хӗҫ-пӑшал пуҫтарттарнӑ, кайран хулана сыхлама тесе ҫавӑнтах юлнӑ. Часах конак картишӗнче пӑшал та пистолет, ятаган купи купаланнӑ. Ҫапла капитуляци йӗрки пӗтӗмпех ҫӗнтерсе те илнӗ, Бяла Черквана ҫапла майпа хӑтарса та хӑварнӑ. Унта пӗртен пӗр ҫын кӑна вилнӗ — Марко Иванов. Маркона сӑнчӑрласа Пловдив хулине ӑсатнӑ — черешнисемшӗн сӑмах тыттарнӑ ӗнтӗ… Такам ҫавӑн пирки те пӗлтерме ӗлкӗрнӗ, кам иккенӗ паллӑ мар.

Ҫавӑнтан вара пилӗк кун иртсен — ӗнер пулнӑ ӗнтӗ вӑл — Балкан тӑрринче ялав вӗлкӗшме тытӑннӑ, каллех тӗрлӗ сӑмах-юмах хускалнӑ, каллех те шанчӑк йӑл илнӗ. Темиҫе пин пӑлхавҫӑ Балканран Бяла Черква халӑхне пулӑшма анать тенӗ сас-хура тухнӑ… Ҫав пысӑк ҫара вырӑссемпе сербсем ертсе пынӑ имӗш… Ҫав кӗтмен пулӑшу ӑҫтан пынине чӑннипе никам та пӗлмен, — пӗлӗтрен ӳкнӗ пекех туйӑннӑ… Каблешков темле вӑрттӑн ҫар ҫинчен, шӑпах палӑртнӑ сехетре ҫав ҫар килсе кӗрӗ тесе темиҫе ӑстрӑм та каланӑ, унӑн шантарса каланӑ сӑмахне ӗненменнисем те ӗнене пуҫланӑ. Балкан тӑвӗ ҫинче вӗлкӗшекен ялав енне пурте хавасланса пӑхнӑ. Хӑш-пӗрисемшӗн ту хысакӗнче хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсене курнӑ пек те туйӑннӑ; анчах ҫавсем ӳсен-тӑран тӗмӗсем кӑна пулнӑ иккен. Тата ҫивӗчрех куракансем ҫав «ҫарта» вырӑс салтакӗсене куртӑмӑр тесе те шантарчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем лапсӑркка иккен вӗсен. Вара арестленисем патне Ставри пуп пынӑ та, алӑк уҫса, ҫапла каланӑ:

— Ачамсем, ҫӑра вӗҫҫӗн сире тытма ҫылӑх. Мичо тӗрӗс каларӗ. Кайса курӑр-ха, ту ҫинче ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ, — тенӗ.

Виҫӗ тӗрмеҫӗ ҫуртран сиксе те тухнӑ. Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем атӑ ҫӗлекенсене ҫирӗм ҫын пуҫтарса конака та йышӑннӑ, унпа пӗрлех бее те тытнӑ, хӗҫ-пӑшала та, влаҫа та илнӗ! Пӗтӗм хула савӑннӑ. Бяла Черква пӑлханнӑ! Радӑн алӑ вӗҫҫӗн тунӑ ялавӗ, арӑсланпа тӗрленӗскер, хула урамӗ варринче вӗлкӗшсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах тата халӑх сехрине хӑпартакан хӑрушӑ хыпар та ҫитнӗ: ту ҫинчен аннӑ кӗтӳҫӗ Балканра никам та ҫук тесе пӗлтернӗ. Тосун-бей вара Бяла Черквана тӗпренех аркатса тӑкма тапраннӑ иккен! Ҫавӑнпа пӗрлех тата хаяртарах хыпар та ҫитнӗ. Клисурӑ пӑлхавҫисенчен виҫҫӗшӗ, туран тарса анса, шкулта пытаннӑ пулнӑ, шкулӗ хула хӗрринчи сӑртра ларать. Унта Кандов пулнӑ иккен, аллине амантнӑскер, унпа пӗрле тата икӗ Клисурӑ ҫынни. Шкулта тасатса тӑракан карчӑк вӗсене мачча ҫине вырнаҫтарнӑ пулнӑ, ҫӑкӑр ҫитернӗ, — вӗсем унта икӗ талӑк хушши курӑкпа-мӗнпе кӑна тӑранкаласа пурӑннӑ, вара, лешсем хушнипе, вӑл вӗсем ҫинчен Бӑрзобегунека пӗлтернӗ те, Бӑрзобегунек вӗсем валли тумтир илсе пынӑ, тапак панӑ. Мӗскӗнсем пӗр чикарккӑ та туртса пӗтереймен, шкула пур енчен те тӗрӗксем хупӑрласа илнине вӗсем хушӑкран пӑхса асӑрханӑ. Бӑрзобегунек та ҫав вӑхӑтра мачча ҫинчех пулнӑ. Тарасси пирки сӑмах та пулма пултарайман. Тӗрӗксем чӳречепе маччана тӗллесе пере пуҫланӑ. Клисурӑ ҫыннисенчен иккӗшне персе амантнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах картишне тухнӑ та тӗрӗксене парӑннӑ. Вӗсене шкул умӗнчех касса тураса тӑкнӑ. Бӑрзобегунек икӗ хут персе пӗр тӗрӗке амантнӑ, анчах хӑйне те тӗрӗксем персе пӑрахнӑ. Ӑна та касса вакланӑ. Пӗртен пӗр Кандов ҫеҫ мачча ҫинчен анман. Тӗрӗксем пурте вӑл курӑнман ҫӗре, шӑтӑкалла пӑшалӗсене тӗллесе тытнӑ. Кандов ҫапах та курӑнман. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗрӗк мачча хӑми ишӗлсе аннӑ, Кандов вара тӳрех пӑлтӑра ӳкнӗ. Сиксе тӑнӑ та вӑл, пӑлтӑр карлӑкӗнчен тӗрӗнсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытса:
— Эпӗ хатӗр, персе пӑрахӑр! — тесе кӑшкӑрса янӑ.

Тӗрӗксем ӑна пуҫлӑха парӑнать, тесе шутланӑ, вӑл пӑлхарлах калаҫнӑ-ҫке. Тӗрӗксем кӗтсе тӑнӑ вара.

— Йӗкӗтсем, перӗр! Пур пӗрех пӑлхарсене пӗтӗмпе персе пӗтерейместӗр! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл.

Хальхинче тӗрӗксем те ӑнланнӑ.

Унтан вӗсем ҫывӑх тӑракан ҫынна вӑтӑр пӑшалпа пӗр харӑс пенӗ. Анчах Кандова пӗр пуля та тивмен. Вӑл пӑлтӑр тӑрӑх унталла-кунталла чупкаланӑ, пусма тӑрӑх чупса анса картиш урлӑ уҫӑ ҫулпа тӳрех чиркӳ патнелле чупнӑ. Тӗрӗксем тепӗр хут та харӑссӑн пенӗ, каллех тивертеймен. Вара Кандов чиркӳ алӑк уратинчен ярса пусма ҫеҫ ӗлкӗрнӗ, ӑна икӗ пульӑ тивнӗ те, вӑл ҫавӑнтах урайне йӑтӑнса ӳкнӗ… Ӑна та йӑлт касса вакланӑ…

Ҫавӑн хыҫҫӑн тухтӑра шырама тытӑннӑ, башибузуксене пулӑшма хула ҫыннисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Чӗррӗн-и, виллӗн-и — тухтӑра кирек мӗнле пулсан та тытмаллах пулнӑ, — Тосун-бейӗн хаяр ҫиллине ҫавӑнпа ҫеҫ тавӑрма май пулнӑ. Тухтӑрӑн каҫӑхтаракан вилӗм пулмалла пулнӑ. Пӗр ҫуртра пытанса тӑнӑ вӑл, анчах тӗттӗм пулсан, кил хуҫи ӑна халех тухса кайма хушнӑ… Урамра Соколова тӗрӗксем асӑрханӑ та хыҫҫӑн хӑвалама тытӑннӑ, анчах вӑл хӑйне хӑвалакансене таҫта кая хӑварма пултарнӑ. Мюхлюзовӑ вӑрӑм урамӗ тӑрӑх чупа-чупа, ҫула май вӑл темиҫе алӑка та тӗккелесе пӑхнӑ, алӑкӗсене пӗтӗмпех питӗрнӗ пулнӑ, вара вӑл каллех чупнӑ. Урам варрине чупса тухсан хӑй хыҫҫӑн пӗр ушкӑн ҫеҫ мар иккен, тепӗр ушкӑн та чупнине асӑрханӑ: ун ҫулне пӳлсе тата вунӑ ҫынна яхӑн чупнӑ. Соколов хайхи каялла таптарнӑ та сулахая пӑрӑннӑ, тепӗр урама тухнӑ; хӑвалакансем ӑна куҫран та вӗҫертнӗ, тухтӑр кӑштах сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса тӑнӑ. Ҫапах та хӑрушӑ пулнӑ-ха. Хӑйне йӗрлекенсем чарӑнас ҫуккине сиссех тӑнӑ вӑл, ку урамра пулмасан, тепӗр урамра хуса ҫитӗҫ те персе пӑрахӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл, — ҫитменнине, каҫӗ те тата ҫӑлтӑрлӑ, уяр. Хула тулашне тарса тухма хӑтлансан та усси пулман: пур ҫӗрте те хурал сыхласа тӑнӑ. Хӑтӑлас тесен пӗртен пӗр май вӑл — пӗр-пӗр юлташ ҫуртне кӗрсе пытанасси ҫеҫ… Юрать-ха, Димчо пупӑн ҫурчӗ аякра пулман, тухтӑр ҫавна асне илнӗ. Ун ҫурчӗ патне чупса ҫитсен, Соколов алӑкран шакканӑ. Алӑкӗ уҫӑлнӑ та таркӑна хирӗҫ комитет членӗ Димчо пуп хӑех тухнӑ.

— Пытар мана, — тесе ыйтнӑ тухтӑр.

— Пултараймастӑп, тухтӑр, пултараймастӑп! Вӗсем те кунта алӑка шакканине асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, мана тинех ҫакланать, — пӑшӑлтатнӑ Димчо пуп, Соколова ҫӑмӑллӑнах тӗксе кӑларса.

Аптраса ӳкнӗ Соколов та хӑйне йӗрлекенсем хӗреслӗ урама тухнине асӑрханӑ, вӑл ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ. Унтан вара урам вӗҫӗнче пурӑнакан хӑйӗн хурӑнташӗ патне, Нечо бай патне ҫитсе ӳкнӗ. Тухтӑр алӑкран шакканӑ та хӑйне пытанса тӑма парӑр тесе йӑлӑннӑ.

Нечо бай ӗҫ мӗнле иккенне ҫавӑнтах тӗшмӗртсе илнӗ.

— Ӑсран кайрӑн-им, тухтӑр! — тенӗ вӑл. — Эс мана пӗтересшӗн иккен! Пӗлетӗн-ҫке, манӑн кил-йыш пур, ача-пӑча пур.

Нечо вара Соколова аллинчен тытсах алӑкӗнчен ҫавӑтса кӑларнӑ.

Тухтӑр ҫав урам вӗҫӗнчен епле те пулин хӑтӑлса тухасшӑн пулса Петканчов урамнелле чупнӑ. Анчах хаяр шӑпа унта та хӑй хыҫҫӑнах пынӑ, вӑл шӑпах хӑйне йӗрлесе шыракансен тӗлне тухнӑ. Соколов ҫапах та вӗсен ҫумӗнченех пӑрӑнса тарса хӑтӑлнӑ.

— Ан кай, персе пӑрахатӑп! Ан тар, тухтӑр! — кӑшкӑрнӑ пӑлхар полицейскийӗ.

Хайхи Соколов чарӑнасса чарӑннӑ та, ҫав пӑлхар йытти чарӑнма хушнӑ ҫӗрте мар, Сарафов хапхи умне ҫитсе чарӑннӑ. Соколов, хӑй тухтӑр пулнӑ май, Сарафовсем патне час-часах ҫӳренӗ, ӑна ҫывӑх юлташӗ тесе шутланӑ, кунта кӗртӗҫ тесе вӑл алӑка шаккаса пӑхнӑ.

— Кам унта? — илтӗннӗ хуҫа сасси.

Тухтӑр хӑй иккенне пӗлтернӗ.

Ҫав самантрах Сарафов, тухса уҫас вырӑнне алӑкне хӑй хыҫҫӑн тата хытӑрах шартлаттарса хупнӑ та, Соколов урӑхран пӗр сас-чӳ те илтмен.

Сайт:

 

Статистика

...подробней