Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 25-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.08 15:07

Предложений: 270; Слово: 3339

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Давыдов, селекци станцине кайса ҫӳресе, вуникӗ пӑт тулӑ илсе таврӑнчӗ, савӑнса ӳкнӗ хӑй, ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнипе кӑмӑлӗ тулнӑ. Кил хуҫи арӑмӗ, Давыдов валли кӑнтӑрлахи апат хатӗрленӗ хушӑра, ӑна Нагульнов Григорий Банника хӗнесе тӑкни ҫинчен тата виҫӗ колхознике ял Советӗнче хупса ҫӗр каҫарни ҫинчен каласа пачӗ. Ку ӗҫ ҫинчен тухнӑ сӑмах Гремячий Лог хуторне сарӑлма ӗлкӗрнӗ пулас. Давыдов, васкаса кӑпӑл-капӑл апат ҫикелерӗ те, чӗри хускалнипе, правленине тухса кайрӗ. Унта ӑна кил хуҫи арӑмӗ каласа кӑтартнисене ҫирӗплетсе пачӗҫ, тата тӗплӗнрех хушса каларӗҫ. Нагульнов хӑйне хӑй ҫапла тыткаланине пурте тӗрлӗ майлӑ хак параҫҫӗ: пӗрисем ырлаҫҫӗ, теприсем хурлаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем, шухӑшӗсене палӑртма тытӑнарах тӑрса, нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Любишкин, сӑмахран, татӑклӑнах Нагульнов майлӑ пулчӗ, Яков Лукич вара, тути хӗррисене пӗрсе тытнӑ та, сӑнран пӑхсан ҫав тери кӳреннӗ ҫын пек, Нагульнов витӗмлӗ ӑс панине хӑй тутанса курнӑнах туйӑнать. Часах правленине Макар хӑй пырса ҫитрӗ. Сӑн-пичӗпе вӑл яланхинчен хаяртарах пек курӑнать, Давыдова кӑмӑлне уҫҫӑн кӑтартмасӑр алӑ тытрӗ, анчах ун ҫине вӑрттӑн шикленсе, темскер пуласса кӗтнӗн пӑхса илчӗ. Иккӗшех тӑрса юлсан, Давыдов, ҫиллине шӑнараймасӑр, хыттӑн:
— Мӗнле ҫӗнӗ япала шухӑшласа тупнӑ эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Илтнӗ пуль-ҫке, мӗн ыйтса тӑратӑн тата…

— Вӑрлӑх пуҫтарма ҫавӑн пек меслетсемпе агитацилеме пуҫларӑн эппин?

— Хӑй ҫавнашкал киревсӗр япаласем ан калатӑр мана! Тӑшманран, шурӑ ҫӗлен-калтаран мӑшкӑл тӳссе ларма сӑмах паман эпӗ!

— Ҫапла хӑтланни ыттисене мӗнле шухӑшлаттарни ҫинчен, политика енӗпе вӑл мӗнле курӑнса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ-и эсӗ?

— Ун чухне шухӑшласа тӑма вӑхӑт та пулмарӗ.

— Ку ответ мар, факт! Санӑн ӑна влаҫа кӳрентернӗшӗн хӗнемелле мар, арестлемелле пулнӑ! Ку — коммунист ятне яракан хӑтлану! Факт! Ҫавӑнпа та эпир паянах сан ҫинчен ячейкӑра ыйту лартатпӑр. Эсӗ пире хӑвӑн хӑтланӑвупа авӑ епле сиен туса хутӑн. Пирӗн ӑна сивлемелле пулать! Кун ҫинчен эпӗ, райком ирӗк парасса кӗтсе тӑмасӑрах, колхозниксен пухӑвӗнче каласа паратӑп, чӑнласах калатӑп сана! Мӗншӗн тесен, эпир ҫакӑн пирки шарламасӑр ирттерсе ярсан, колхозниксем пире те санпа пӗр шухӑшлӑ, ҫак ӗҫре сан пекех чӑтӑмсӑр, тесе шухӑшлама пултараҫҫӗ! Ҫук, тӑванӑм! Эпир санпала килӗшместпӗр, сивлетпӗр сана. Эсӗ — коммунист, ҫапах та жандарм пек хӑтланнӑ. Шуйттан тытса тӑпӑлтарасчӗ сана, хӑвӑн тамашӑву-мӗнӗпе!

Анчах Нагульнов вӑкӑр пек кутӑнлашрӗ: Давыдов ӑна коммунистӑн апла хӑтланма юраманни ҫинчен тата унашкал хӑтланни политика тӗлӗшӗнчен сиенлӗ пулни ҫинчен темле те ӑнлантарма тӑрӑшрӗ пулин те, вӑл ҫапла кӑна хуравласа тӑчӗ:

— Тӗрӗсех хӗненӗ эпӗ ӑна! Хӗнессе те хӗнемен-ха, пӗр хутчен кӑна шаккаса илтӗм, анчах ытларах шаккамаллаччӗ. Хӑп ман ҫумран! Мана вӗрентсе урӑхлатас вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, эпӗ — партизан, ҫавӑнпа та хамӑрӑн партие тӗрлӗрен сволочьсем тапӑннинчен епле хӳтӗлемеллине хамах пӗлетӗп!

— Ара эпӗ сана ҫав Банник — хамӑр ҫынах, теместӗп-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Санӑн ӑна хӗнемелле пулман, тетӗп эпӗ. Партие кӳрентересрен хӳтӗлес тесен, ӑна урӑхла майсемпе те хӳтӗлеме пулатчӗ, факт! Эсӗ кай-ха, кӑштах лӑплан, шухӑшлакаласа пӑх, каҫхине вара ячейкӑна килӗн те эпӗ тӗрӗс тунине каласа парӑн, факт.

Каҫхине, парти ячейкин пухӑвӗ пуҫланас умӗн, ҫамкине пӗркелентернӗ Макар пырса кӗрсенех, Давыдов чи малтан ҫапла ыйтрӗ:

— Шухӑшласа пӑхрӑн-и?

— Шухӑшласа пӑхрӑм.

— Ну?

— Эпӗ ӑна, ама йытӑ ҫуратса янӑскерне, сахалтарах туянтарнӑ. Вӗлерсех пӑрахмаллаччӗ!

Агитколонна бригади пӗтӗмпех Давыдов майлӑ пулчӗ, вара Нагульнова хытӑ ятламалла тӑвассишӗн сасӑларӗ.

Андрей Разметнов сасӑласран тытӑнса тӑчӗ, пӗр вӗҫӗмех чӗнмесӗр ларчӗ, анчах тухса каяс умӗн, Макар шӑртланса: «Хамӑн тӗрӗс шухӑшӑмпах юлатӑп», — тесе хурсан, — Разметнов сиксе тӑчӗ те сура-сура хаяррӑн ятлаҫса, пӳлӗмрен чупса тухса кайрӗ.

Тӗттӗм алкумӗнче пирус чӗртнӗ вӑхӑтра Давыдов Нагульновӑн ҫав кун тӗксӗмленсе кайнӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тинкеререх пӑхрӗ, вара ҫапла каларӗ:

— Эсӗ, Макар, ахалех пире ҫилленетӗн, факт!

— Эпӗ ҫилленместӗп.

— Эсӗ ӗлӗкхилле, партизанла меслетсемпе ӗҫлетӗн, халь, авӑ, — ҫӗнӗ вӑхӑт, сасартӑк пырса тапӑннипе мар, позицилле майсемпе кӗрешеҫҫӗ… Эпир партизан чирне пурте чирлесе ирттернӗ, уйрӑмах пирӗннисем, флотрисем унпа хытӑ чирлӗччӗ, ну, паллах, эпӗ те чирлесе курнӑ ӗнтӗ. Эсӗ хӑв, нервӑсем тӗлӗшпе сывӑ мар пулин те, ҫапах та, Макар тусӑм, хӑвна мӗн туни… алӑра тытни кирлӗ ҫав, э? Эсӗ акӑ ҫамрӑк ӑру ҫине пӑх-ха: агитколоннӑри пирӗн комсомолец Ванюшка Найденов епле тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать! Унӑн кварталӗнче вӑрлӑхлӑх тырӑ пуринчен ытларах хываҫҫӗ, пӗтӗмӗшпе пекех турттарса пырса панӑ. Сӑнран пӑхма хӑй ытлашши шухӑскерех те мар, лутра кӑна ҫын, анчах ӗҫлессе сиртен пуринчен те лайӑхрах ӗҫлет… Шуйттан пӗлет-и тен ӑна, килӗрен киле кӗрсе ҫӳрет, шӳтлесе калаҫать, мужиксене вӑл темскерле юмахсем каласа парать, теҫҫӗ… Тыррине унӑн кварталӗнче янахран ҫапмасӑрах тата «сивӗ ҫӗре» хупса лартмасӑрах турттарса пырса параҫҫӗ, факт. — Найденов ҫинчен сӑмах пуҫласан, Давыдов сассинче йӑл кулса ӑшшӑн калаҫни илтӗнсе кайрӗ, Нагульнов вара хӑй ӑшӗнче ҫав ҫивӗч комсомолецран кӗвӗҫнӗ пекрех темскерле туйӑм хускалнине туйса илчӗ. — Эсӗ юриех ыран унпа пӗрле килӗрен киле ҫӳресе пӑх-ха, вӑл мӗнле майсемпе ӗҫне майлаштарнине тимлерех сӑна, — терӗ малалла Давыдов, — кун пек тунинче, туршӑн та, сана кӳренмелли нимӗн те ҫук. Пирӗн, тӑванӑм, хӑшпӗр чухне ҫамрӑксенчен те ӑна-кӑна вӗренмелли пурах ҫав, факт! Вӗсем пирӗн евӗрлӗ ӳсмеҫҫӗ, темле, ҫыпӑҫуллӑрах ҫитӗнеҫҫӗ…

Нагульнов ним чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ, анчах ирхине, килтен тӑрса тухсанах, Ванюшка Найденова шыраса тупрӗ те ытахальтен тенӗ пек, ҫапла каларӗ:

— Паян эпӗ ерҫӳллӗ, санпа пӗрле пырас тетӗп, пулӑшас тетӗп сана. Санӑн унта, виҫҫӗмӗш бригадӑра вӑрлӑх хывса пӗтерейменнисем тата мӗн чухлӗ юлнӑ?

— Кашт ҫеҫ юлнӑ, Нагульнов юлташ! Каяр, иксӗмӗре савӑнӑҫлӑрах пулӗ.

Тухса утрӗҫ. Найденов Макар хӑнӑхман хӑвӑртлӑхпа, кӑвакал пек енчен енне тайкаланса, утать. Хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн вӑйлӑ шӑрши витӗрех ҫапнӑ сӑран пиншакне йӳле янӑ, тӑваткал эрешлӗ кепкине куҫхаршисем ҫинех антарса лартнӑ. Нагульнов хӑрах енчен ҫак комсомолецӑн, Давыдов ӗнер хӑйне кура мар ачашшӑн Ванюшка тесе чӗннӗ йӗкӗтӗн, нимӗнпе те палӑрман, темле, хуратутлӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тимлӗн тинкерсе пӑхса пырать. Ҫав сӑн-питре ытла та чуна ҫывӑх, кӑмӑла ҫавӑракан темле илӗртӳ пур: те уҫҫӑн пӑхакан кӑвак куҫсем илӗртеҫҫӗ ҫынна, те ҫамрӑкрах чухнехи чӑмӑрлӑхне ҫухатайман, малалла тухса тӑракан янахӗ…

«Чӑх хыпалакан» пулса ӗҫленӗ Аким Бесхлебнов мучи патне вӗсем пӗтӗм килйышӗ ирхи апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра пырса кӗчӗҫ. Старикки хӑй сӗтел хушшинче малти кӗтесре ларать, унпа юнашар — унӑн хӗрӗхелле ҫитнӗ ывӑлӗ. Вӑл та Аким ятлӑ, чӗнессе ӑна Кӗҫӗнни тесе чӗнеҫҫӗ, унран сылтӑмалла — арӑмӗ тата арҫыннинчен тӑлӑха юлнӑ, ватӑлсах ҫитнӗ хунямӑшӗ лараҫҫӗ. Сӗтел вӗҫнерехре ҫитӗнсе ҫитнӗ икӗ хӗрӗ лараҫҫӗ, сӗтел хӗррисене вара ачи-пӑчисем, шӑнасем пекех йышлӑн сырӑнса илнӗ.

— Сывлӑх сунатпӑр, кил хуҫисем! — Найденов хӑйӗн ҫуланса пӗтнӗ кепкине хывса тытрӗ те вирелле тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене шӑлса якаткаларӗ.

— Шӳтлесе каламастӑр пулсан, хӑвӑра та сывлӑх сунатпӑр, — кӑшт ҫеҫ палӑрмалла йӑл кулса хуравларӗ ҫынпа калаҫнӑ чухне яланах кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пулакан Кӗҫӗн Аким.

Нагульнов хӑй пулсан ӗнтӗ, ҫапла шӳтлесе саламланине хирӗҫ саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе хунӑ пулӗччӗ те, хӑтарса тӑкма хатӗр сассине хытарса: «Шӳтлесе тӑма вӑхӑт ҫук кунта пирӗн. Мӗншӗн халиччен те тырруна кӳрсе памастӑн?» — тесе янӑ пулӗччӗ, анчах Ванюшка Найденов авӑ, кил хуҫисен сӑнӗ-пичӗсенче кӑшт сивӗрех кӑмӑл палӑрнине асӑрхаман пекех, йӑл кулса:
— Ҫӑкӑр-тӑвар умӑрта пултӑр! — терӗ.
Аким, вӗсене сӗтел хушшине ларма сӗнмесӗрех, сӑмахне шелленӗ пек, пӗртен-пӗр сӑмах каланипех, «тавтапуҫ» тенипех е тӳрккесӗнрех шӳтлесе: «Ҫиетӗп-ха та, хамӑнне ҫиетӗп, эсӗ алӑк патӗнчех пӑхса тӑр-ха,» тесе ирттерсе яма ҫӑварне уҫма та ӗлкӗрейменччӗ, ҫав вӑхӑтрах Найденов васкавлӑн малалла каласа кайрӗ:

— Ара, ан чӑрманӑрсам эсир! Кирлӗ мар! Тепӗр тесен, тата, ирхи апат туса илме те юрать пулӗ… Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, паян ҫиессе те ҫименччӗ-ха. Нагульнов юлташ — кунтискер, вӑл, паллах, лайӑхах тултарса тухнӑ пулӗ-ха, эпир вара, май килнӗ пек чухне, кун сиктерсе ҫикеленисем те пулаҫҫӗ… «пӗлӗтри вӗҫенкайӑксем» евӗрлӗ.

— Акмасӑр-вырмасӑрах тутӑ пурӑнатӑр эппин? — кулса ячӗ Аким.

— Тутти — тутах мар та, анчах яланах савӑнӑҫлӑ, — ҫак сӑмахсемпе Найденов, Нагульнова тӗлӗнтерсе ярса, пӗр самантрах сӑран пиншакне хывса пӑрахрӗ те сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Аким мучи, хайхискер хӑна ҫапла нимӗн те именме пӗлмесӗрех сӗмсӗрленнине курса, эхлеткелесе илчӗ. Кӗҫӗн Акимӗ вара ахӑлтатсах кулса ячӗ.

— Ну, капла ӗнтӗ — салтаклах пулса тӑчӗ! Телейлӗ эсӗ, йӗкӗт, эпӗ сӑмах каличчен маларах сӗтел хушшине ларма ӗлкӗртӗн, эпӗ авӑ, санӑн «ҫӑкӑр-тӑварна» хирӗҫ: «хамӑрӑнне ҫиетпӗр-ха, эсӗ алӑк патӗнче пӑхса тӑр!» — тесе хурасшӑнччӗ. Хӗрупраҫсем! Кашӑк хурса парӑр ҫавна.

Хӗрсенчен пӗри йӑпӑр-япӑр сиксе тӑчӗ, чаршава хумхатса хӑварса, кашӑк илме кӗрсе кайрӗ, Найденова кашӑк илсе пырса панӑ чухне вара, арҫынна хӑналас йӑлапа ӑна хисеплӗн пуҫ тайса, кашӑк тыттарчӗ. Сӗтел хушшинче апатланса ларакан ҫынсем кӗҫех хӗрсе кайса калаҫма-кулма тапратрӗҫ. Кӗҫӗн Аким Нагульнова та апата ларма чӗнчӗ, анчах лешӗ ларма килӗшмерӗ, арча ҫине кӑна пырса ларчӗ. Акимӑн шурӑ куҫхаршиллӗ арӑмӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулса, хӑнана ҫӑкӑр чӗлли сӗнсе тыттарчӗ, кашӑк илсе панӑ хӗрӗ, шалти пӳлӗме чупса кӗрсе, таса алшӑлли илсе тухрӗ те Найденов чӗрҫийӗ ҫине сарса хучӗ. Кӗҫӗн Аким, хуторти ҫынсенчен пуринчен те хӑюллӑ йӗкӗтӗн хуратут пуснӑ сӑн-питне тинкерсе, ҫапла каларӗ:

— Куратӑн-и, юлташ, манӑн хӗрӗме килӗшрӗн иккен эсӗ: ашшӗне ӗмӗрте те таса алшӑлли хурса паман вӑл, сана вара — сӗтел хушшине вырнаҫса ларма ӗлкӗричченех хурса пачӗ. Ҫураҫассу-тӑвассу пулсан — ахалех качча парса яратпӑр!

Ашшӗ ҫапла шӳт тунине илтсен, хӗр хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ, питне алтупанӗпе хупласа, сӗтел хушшинчен тӑрса тухрӗ, Найденов та, ҫынсен савӑк кӑмӑлне тата ытларах ҫӗклентерсе, шӳтлесе илчӗ:

— Вӑл хуратутлӑ ҫынна качча пырас ҫук ҫав. Манӑн каҫхине, тӗттӗм пулса ҫитсен кӑна хӗр ҫураҫма юрать, ун чух эпӗ чипер курӑнатӑп, хӗрсене те килӗшме пултаратӑп.

Вӗри апат антарса пачӗҫ. Калаҫу шӑпланса ларчӗ. Тутасем чаплаттарса чӑмлани те, йывӑҫ кашӑксем яшка чашкин тӗпне катӑртаттарни анчах илтӗнсе тӑрать. Пӗр-пӗр пӗчӗк ачин кашӑкӗ, яшкара пиҫсе сарӑлнӑ груша чӑмӑрккине шыраса, чашӑкра ухӑрла-ухӑрла ҫавӑрӑнма тытӑнсан ҫеҫ шӑплӑх пӑсӑлкалать. Ҫавӑн пек самантра Аким мучи кашӑкне ҫуласа тасатать те, айӑпа кӗнӗ пӗчӗк ачана ҫамкинчен хыттӑнах шак! шаккаса илсе, ӑс парать:

— Ан ухӑрла!

— Темшӗн-ҫке, пирӗн пӳртре чиркӳри пекех шӑп, — тесе хучӗ кил хуҫи арӑмӗ.

— Чиркӳре те яланах шӑп пулмасть, — терӗ Ванюшка, яшкапа пӑтӑ ҫисе тӑраннӑскер. — Пирӗн акӑ, мӑнкун каҫхине, ҫакнашкал тамаша пулса иртнӗччӗ, — кулса вилмелле.

Кил хуҫи арӑмӗ сӗтелне шӑлма чарӑнчӗ. Кӗҫӗн Аким пирус ҫавӑрчӗ те, итлеме хатӗрленсе, тенкел ҫине пырса ларчӗ, Аким мучи те какӑра-какӑра сӑхсӑхса, Найденов сӑмаххисене тимлӗн итлеме хатӗрленчӗ. Нагульнов ӗҫе вӑраха яма тӳсӗмӗ ҫитейменнине куҫкӗретӗнех палӑртса: «Хӑҫан вӑрлӑхлӑх тырӑ пирки калаҫма пуҫлать-ши ку? — тесе шухӑшласа ларать. — Кунта ӗҫ тухсах каймасть пулмалла пирӗн. Икӗ Акимӗ те йӑпӑр-япӑр калаҫса ҫаврӑнман ҫынсем, пӗтӗм Гремячий хуторӗпе те чи хытӑ пуҫлӑ шуйттансем вӗсем. Хӑратса калаҫас тесен те — епле хӑратӑн-ха, Кӗҫӗн Акимӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра пулнӑ тата — пӗтӗмӗшпе илсен — хамӑрӑн казаках иккен те? Хӑйӗн харпӑрлӑхӗшӗн ҫунса тӑраканскер тата хыткукарскер, тыррине кайса парас ҫук ӗнтӗ. Унтан хӗл варринче те юр ыйтса илеймӗн, пӗлетӗп!» Ҫав хушӑра Ванюшка Найденов, майлӑ самант килсе тухсан, малалла калаҫма тытӑнчӗ:

— Хам эпӗ Тацински районта ҫуралнӑ, пирӗн пӗррехинче, мӑнкун каҫхине, чиркӳре пӗр тамаша пулса иртрӗ. Чиркӳре кӗлӗ пырать хайхи, турра ӗненекен ҫынсем чиркӗве пырса тулнӑ та тӑвӑр пирки йӗп-йӗпе тарланӑ. Пуппала тиечукӗ, паллах ӗнтӗ, юрлаҫҫӗ те вулаҫҫӗ, чиркӳ карти таврашӗнче ҫав вӑхӑтрах яш-кӗрӗмсем ҫуйӑхаҫҫӗ. Пирӗн слободара пӗр ҫу каҫнӑ пӑру пурччӗ, ытла та сӗкме юратаканскерччӗ хӑй, кӑшт пырса тӗкӗнсенех ҫӑрттан пек хыҫран ыткӑнать те, сана мӑйракисемпе ҫаклатса илме хӑтланать. Ҫав пӑру чиркӳ карти ҫумӗнче чип-чиперех курӑк ҫисе ҫӳренӗ, анчах яш-кӗрӗмсем ӑна йӗкӗлтесе ҫав тери хытӑ вӑрҫтарса янӑ та хайхискер, пӑру пӗрин хыҫҫӑн хӑвалама пуҫлать, кӗҫ-вӗҫех хӑваласа ҫитес пек вӗҫтерсе пырать! Леш йӗкӗт — чиркӳ карти ӑшнелле, пӑру — ун хыҫҫӑн, йӗкӗт — чиркӳ крыльци ҫине — пӑру — ун хыҫҫӑн. Чиркӳн малти уйрӑмне халӑх темӗн чухлех тулнӑ. Ҫак пӑру, асар-писер ӗрӗхсе, ҫавӑнта чупса ҫитет те хайхи йӗкӗте хыҫалтан пӗ-ӗрех тӑрӑнтарать! Йӗкӗт, кӗпӗр-кепӗр талкӑшса кайса пӗр карчӑк ури айне пырса тирӗнет. Карчӑк палтах кайса ӳкет, урӑйне ӗнсипе ҫапӑнать, ҫавӑнтах: «Пулӑшсамӑрччӗ, ырӑ ҫынсем! Ой, пӗтрӗм-ҫке эпӗ!..» — тесе ҫухӑрса ярать. Карчӑкӑн старикки ҫак йӗкӗте: «Ах, ҫунса кайманскер эсӗ, тӑшман ачи!» — тет те, туйипе ҫурӑмӗ тӑрӑх ярӑнтара парать! Пӑрушӗ тата: «Му-у-ук!» тесе мӗкӗрсе илет — мӑйракисемпе ҫав старик ҫине пырса тӑрӑнать. Ей, акӑш-макӑш тамаша пуҫланса кайнӑ вара-а-а! Алтарь ҫывӑхнерех тӑракан ҫынсем, — мӗн пулса иртнине ниепле те ӑнланаймаҫҫӗ, малти уйрӑмра темле шӑв-шав пуррине илтеҫҫӗ, кӗл тума чарӑнсах пӑлханма пуҫлаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен: «Мӗн шавлаҫҫӗ вара унта?» — «Ара мӗн пулнӑ-ха унта?» — тесе ыйта-ыйта аптӑраҫҫӗ.

Хавхаланса кайнӑ Ванюшка хӑйсен ялӗнчи сехре хӑпса тухнӑ ҫынсем пӗр-пӗринпе епле пӑшӑлтатса калаҫнине кулӑшла туса кӑтартрӗ те, Кӗҫӗн Аким чӑтса лараймарӗ, пуринчен малтан ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Тамаша кӑтартнӑ та иккен ку пӑру!

Йӑл кулнипе шап-шурӑ шӑллӑ тутине йӗрсе, Ванюшка сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Пӗр йӗкӗчӗ шӳтлесе тата: «Тен, кунта урлӑ йытӑ килсе кӗнӗ пулӗ, тухса тарас!» — тесе хунӑ. Унпа юнашарах ҫине юлнӑ пӗр хӗрарӑм тӑнӑ-мӗн, вӑл хӑраса ӳкет те пӗтӗм чиркӗве янӑратсах: «Ой, аннеҫӗм! Ара вӑл пире халех ҫыртса туласа пӗтерет-иҫ!» — тесе ҫухӑрса ярать. Кайрисем малтисене хӗсме тытӑнаҫҫӗ, ҫурта лартмалли шанталсене тӳнтере-тӳнтере яраҫҫӗ, тӗтӗм-сӗрӗм тапса тухать… Чиркӳре сӗм-тӗттӗм пулса тӑрать… Ҫак самантра тахӑшӗ тата: «Ҫунатпӑр!» — тесе кӑшкӑрса ярать. Ну, тапранса каять те вара! «Урнӑ йытӑ!» «Ҫу-натпӑ-ӑ-ӑр!..» «Ара, мӗн пулчӗ-ха капла?..» «Тӗнче пӗтет!» «Мӗ-ӗ-ӗ-ӗн?.. Тӗнче пӗтет? Арӑм! Атя килелле!» Аяккинчи алӑксем патнелле ыткӑнса пырса чыхӑнаҫҫӗ, анчах пӗри те тухаймаҫҫӗ. Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать. Хӗрарӑмсем, сурӑхсем пекех, амвон ҫинелле тапса сикеҫҫӗ, тиечукӗ ҫавӑнтах: «Ай-ю-у-уй, ухмаха ерсе кайнӑ-им эсир!.. Ӑҫта сӗкӗнетӗр? Е эсир, путсӗрсем, хӗрарӑмсен алтарне кӗме юраманнине те пӗлместӗр-и?» — тесе кадилӑпа пуҫӗсенчен пыра-пыра шанлаттарать. Ял старости ҫав тери шыҫмакскерччӗ пирӗн, мӑн хырӑмӗ урлӑ вӑчӑра ҫакса ҫӳретчӗ, ҫав, хайхискер, алӑк патнелле хирӗнсе пырать: «Ҫул парӑр! Ҫул парӑр, эсрелсем! Ку — эпӗ-ҫке-ха, слобода пуҫлӑхӗ!» — тесе кӑшкӑрать. «Тӗнче пӗтсе килет» пулсан, ӑҫтан ҫул парӑн-ха ӑна!

Пӳртри ҫынсем ахлатса кулнипе, Ванюшка, чарӑна-чарӑна ҫапла каласа пӗтерчӗ:

— Слободара пирӗн лаша вӑрри Эрхип Чохов пурччӗ. Кашни эрнерех лашасене вӑрла-вӑрла каятчӗ, ӑна никам та тытма пултарайман. Ҫав Эрхип чиркӳре пулнӑ-мӗн, кӗлтуса хӑй ҫылӑхӗсене каҫарттарнӑ. Ҫынсем хайхискер: «Тӗнче пӗтет! Пӗтетпӗр-ҫке, тӑвансемӗр!» — тесе кӑшкӑрса ярсанах, Эрхип кантӑк патнелле сирпӗнсе пынӑ, ӑна ҫапса ҫӗмӗрнӗ: ун витӗр сиксе тарасшӑн пулнӑ, анчах кантӑкӗ решеткеллӗ. Пӗтӗм халӑх алӑк патне пырса тӑрӑнать, Эрхип чиркӳ тӑрӑх чупкаласа ҫӳрет, ик аллине шарт ҫапать те: «Акӑ, тинех ҫаклантӑм иккен эпӗ! Халӗ ӗнтӗ пӗтрӗм!» — тесе кускалать.

Хӗрупраҫсем тата Кӗҫӗн Акимпа унӑн арӑмӗ куҫҫулӗсем тухичченех кулчӗҫ. Аким мучи те пӗр сас-хура кӑлармасӑр ҫара шӑлтунине кӑтартса тути-ҫӑварне йӗрсе ларать; кинеми кӑна, хӑлхи илтмен пирки калавӑн ҫуррине те илтеймесӗр юлнӑскер, темшӗн йӗрсе ячӗ те куҫҫулӗпе шыҫӑннӑ хӗп-хӗрлӗ куҫӗсене шӑлкаласа, селӗппӗн шапӑлтатрӗ:

— Апла пулшан, лекрӗ эппин мӗшкӗн! Шӳлти турӑ амӑшӗ! Мӗн турӗш-ши шавна?

— Кама, кинеми?

— Ара, шав шулшӳрекене?

— Мӗнле ҫулҫӳрекене, кинемей?

— Эпӗ, хӑв калаша панине… турра кӗлтуша шӳрекенни шинчен.

— Мӗнле турра кӗлтуса ҫӳрекенни ҫинчен тата?

— Эпӗ, ачам, хам та пӗлмештӗп… Хӑлхашем илтми пулша кайрӗш манӑн, илтми пулчӗш, ырӑ шыннӑм… Илтшех пӗтереймештӗп шав…

Кинемипе ҫапла калаҫса илнӗ хыҫҫӑн тата тепӗр хут ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Кӗҫӗн Аким, хытӑ кулнине пула тапса тухнӑ куҫҫулне шӑла-шӑла, пилӗк хут та ыйтрӗ пулӗ:

— Леш вӑрри мӗн тет-ха? «Акӑ хӑҫан ҫаклантӑм иккен эпӗ!» — тет-и? Ну, йӗкӗт, тӗлӗнмелле кулӑшла халап каласа патӑн эс пире! — Ванюшкӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса, пӗчӗк ача пекех савӑнса ларчӗ вӑл. Лешӗ, темле питӗ хӑвӑрт та ҫынсене систермесӗр улшӑнма ӗлкӗрчӗ, култарма пӑрахрӗ те ассӑн сывласа илчӗ:

— Ку ӗнтӗ, паллах, кулӑшла истори, анчах халӗ — ӗҫсем ҫавнашкал, кулса ларма хал та ҫитмест… Паян эпӗ хаҫат вуласа пӑхрӑм та, чӗре ыратсах кайрӗ…

— Ыратсах кайрӗ? — тепӗр хут ыйтрӗ Аким, ҫӗнӗрен кулӑшла халап каласа парасса кӗтсе.

Ҫапла, ыратса кайрӗ. Акӑ мӗншӗн ыратса кайрӗ: капитализмла ҫӗршывсенче ҫынсенчен ытла та хытӑ мӑшкӑллаҫҫӗ, йывӑр хӗн-асап кӑтартаҫҫӗ вӗсене. Ҫакӑн пек ҫырса кӑтартнине вуларӑм эпӗ: Румынире икӗ комсомолец хресченсен куҫӗсене уҫма тытӑннӑ, вӗсене: ҫӗре ҫӗрулпучӗсен аллинчен туртса илмелле те хӑвӑр хушӑра валеҫмелле, тесе ӑнлантарса ҫӳренӗ. Румынире хресченсем питӗ чухӑн пурӑнаҫҫӗ…

— Чухӑнни чухӑнах ӗнтӗ, пӗлетӗп, вунҫиччӗмӗш ҫулта хамӑр полкпа Румыни фронтӗнче пулнӑ чухне хамах курнӑ, — ҫирӗплетсе пачӗ Аким.

— Ҫапла вара, вӗсем Румынире капитализма сирпӗтессишӗн тата совет влаҫӗ туса хурассишӗн калаҫнӑ. Анчах вӗсене тискер жандармсем ярса тытнӑ, пӗрне хӗне-хӗне вӗлерсех пӑрахнӑ, тепӗрне асаплантарса тӗпчеме тытӑннӑ. Унӑн куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, пуҫӗнчи ҫӳҫне пӗр пӗрчӗ юлмиччен ҫӑлса тӑпӑлтарса пӗтернӗ. Унтан пӗр ҫинҫешке тимӗр татӑкне вут ҫинче хӗп-хӗрлӗ пуличчен хӗртнӗ те, ӑна йӗкӗтӗн чӗрнисем хушшине чике пуҫланӑ…

— Ылханлӑскерсе-е-ем! — аллисене шарт ҫапса, ахлатса илчӗ Аким арӑмӗ. — Чӗрнесем хушшинех-и?

— Чӗрнесем хушшинех ҫав… Ыйтаҫҫӗ хайхискертен: «Кала, сирӗн ячейкӑра тата камсем тӑраҫҫӗ, тух комсомолтан», — теҫҫӗ. «Каламастӑп сире, юнӗҫенсем, комсомолтан та тухмастӑп!» — тесе ҫирӗппӗн хуравлать ҫав комсомолец. Жандармсем вара хӗҫҫисемпе унӑн хӑлхисене, сӑмсине касса илеҫҫӗ. «Калатӑн-и?» — «Ҫук, — тет вӑл — сирӗн юнлӑ аллӑртах вилӗм, ҫапах та каламастӑп! Сывӑ пултӑр коммунизм!» — тесе кӑшкӑрать. Кун хыҫҫӑн ҫакна аллисенчен ҫыхса маччаран ҫакса хураҫҫӗ те, айне вут чӗртсе яраҫҫӗ…

— Чӗрӗллех тир сӗвекенсем те пур иккен, ҫӗр ҫӑтасшӗсем! Пӗтес пулать-ҫке вӗсемпе апла! — тарӑхса кайрӗ Кӗҫӗн Аким.

— …Ӑна вутпа ҫунтараҫҫӗ. Вӑл юнлӑ куҫҫулӗ такса йӗрет пулин те, хӑйӗн юлташӗсем-комсомолецсем ҫинчен пӗр сӑмах та каламасть, пӗрме те сутмасть, «Сывӑ пултӑр пролетарилле революци тата, коммунизм!» — тесе кӑшкӑрать.

— Ҫапах та маттур, хӑйӗн юлташӗсене тӑшман аллине паман! Ҫапла кирлӗ те! Вилсен те тӳрӗ пулса вил, тусусене ан сут! Турӑ ҫырнинче те каланӑ-ҫке: «Тусӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ…» — тенӗ. — Аким мучи чышкине ҫапса илчӗ те Ванюшкӑна васкатма тытӑнчӗ:

— Ну, ну, малалла мӗн пулнӑ вара?

— …Асаплантарса тӗпчеҫҫӗ ҫакна, тем тӗрлӗ хӗн кӑтартаҫҫӗ, вӑл нимӗн те чӗнмест. Иртен пуҫласа каҫченех ҫапла тертлентереҫҫӗ. Вӑл тӑнне ҫухатать, жандармсем ун ҫине шыв пыра-пыра сапаҫҫӗ те каллех асаплантараҫҫӗ. Анчах кун пек тунипе вӗсем ӑна нимӗн те калаттарайманнине хӑйсемех кураҫҫӗ, вара килне кайса унӑн амӑшне арестлеҫҫӗ те хӑйсем патне ҫавӑтса пыраҫҫӗ. «Кур акӑ, эпир санӑн ывӑлна епле ӑса вӗрентетпӗр! Кала ӑна, пире парӑнтӑр вӑл, унсӑрӑн вӗлеретпӗр те какайне йытӑсене кӑларса паратпӑр!» — теҫҫӗ. Амӑшӗ ҫавӑнтах тӑнне ҫухатса йӑванса каять, унтан тӑна кӗрет те — хӑйӗн ачи патне ыткӑнать, ӑна ыталаса илет, унӑн юнланса пӗтнӗ аллисене чуптӑвать…

Шурса кайнӑ Ванюшка калама чарӑнчӗ, хӑйне итлесе ларакансем ҫине чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ: хӗрсен куҫӗсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса аннӑ. Аким арӑмӗ саппун аркипе сӑмсине тытса нӑш-нӑш нӑшлаттарать, ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрсе пӑшӑлтатать: «Епле йывӑр пулӗ ӑна… амӑшне ӗнтӗ… хӑйӗн ачи ҫине пӑхса тӑма… ту-рӑ-ҫӑ-ӑ-ӑм!..» Кӗҫӗн Аким, сасартӑк эхлетсе илчӗ те, енчӗкне ярса тытса, васкавлӑн чикарккӑ ҫавӑрма пуҫларӗ, Нагульнов кӑна, арча ҫинче лараканскер, хӑй пӑлханнине ҫиелтен палӑртмарӗ, анчах пӗр самантлӑха, пурте шӑплансан, ун питҫӑмартийӗ, вӑл лӑпкӑ маррине палӑртса, кӑрт-карт туртӑнкаласа илчӗ, тути те пӗр еннелле чалӑшса кайрӗ…

— …Ывӑлӑм! Маншӑн, хӑвӑн аннӳшӗн те пулин пӑхӑнсамччӗ ҫав тискер усалсене! — тет ӑна амӑшӗ, анчах вӑл амӑшӗн сассине илтет те: «Ҫук, аннеҫӗм, юлташсене сутмастӑпах эпӗ, хамӑн идейӑшӑн вилетӗп, ӳкӗтлес вырӑнне эсӗ мана вилес умӗн чуптуса юл, вара мана хамӑн вилӗме кӗтсе илме те ҫӑмӑлрах пулӗ…» — тесе хуравлать.

Ванюшка палач-жандармсем асаплантарса вӗлернӗ Румыни комсомолецӗ епле вилни ҫинчен хӑйӗн калавне чӗтре-чӗтре илекен сассипе каласа пӗтерчӗ. Пӗр самантлӑха пурте шӑпах пулчӗҫ, унтан йӗрсе кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ кил хуҫи ӑрӑмӗ ҫапла ыйтрӗ:

— Миҫе ҫултискер пулнӑ-ши вӑл, мӑнтарӑн?

— Вунҫиччӗре, — пӗр такӑнмасӑр хуравларӗ Ванюшка, вара ҫавӑнтах хӑйӗн тӑваткӑл эрешлӗ кепкине пусса лартрӗ. Ҫапла, рабочи класӑн геройӗ — пирӗн хаклӑ юлташ. Румыни комсомолецӗ ҫавӑн пек вилсе выртнӑ. Ӗҫҫыннисене лайӑх пурнӑҫ туса парасшӑн тӑрӑшсах вилнӗ. Пирӗн вӗсене капитализма сирпӗтме, рабочисемпе хресченсен влаҫне туса хума пулӑшмалла, вӗсене пулӑшас тесен, пирӗн колхозсем тумалла, колхоз хуҫалӑхне ҫирӗплетсе пымалла. Анчах пирӗн ҫавна ӑнланман хресченсем те пур-ха, хӑйсен ӑнланманлӑхне пула, вӗсем ҫавӑн йышши жандармсене пулӑшса тӑраҫҫӗ тата колхозсем тӑвас ӗҫе чӑрмантарса пыраҫҫӗ, — вӑрлӑхлӑх тыррине кӳрсе памаҫҫӗ… Ну, ирхи апатӑршӑн тавтапуҫ, кил хуҫисем! Халӗ ӗнтӗ — ӗҫ пирки, эпир сирӗн пата ҫакнашкал ӗҫпе килсеччӗ-ха: сирӗн халех вӑрлӑхлӑх тырра кайса парас пулать. Сирӗн шӑп та шай ҫитмӗл ҫичӗ пӑт леҫсе памалла. Вӗҫтер, кил хуҫи, лавсем ҫине тие те, кайса пар!

— Ара кам пӗлет ӗнтӗ ӑна… Тырри те ҫукпа пӗрех те… — хӑюсӑррӑн пуҫласа янӑччӗ ӗнтӗ Кӗҫӗн Аким, хӑйне ҫав тери кӗтмен ҫӗртен ҫапла килсе тапӑннипе шалтах тӗлӗнсе кайнӑскер, анчах арӑмӗ ун еннелле ҫилӗллӗ куҫӗсемпе кӑн пӑхса илчӗ те тӳрех пӳлсе хучӗ:

— Нимӗн турткаланса тӑмалли те ҫук унта! Пыр, миххӳсене тултар та кайса пар!

— Ҫитмӗл пӑт таранах ҫук ҫав… Тата алласа та хуманччӗ-ха эпир ӑна… — сӳрӗккӗн турткаланма пӑхрӗ Аким.

— Леҫсе парах, Акимушка. Леҫсе памалла пулсан, памаллах ӗнтӗ ӑна, мӗн турткаланса тӑмалли пур унта, — кинӗ майлӑ пулчӗ Аким мучи.

— Эпир мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемех мар-ҫке, пулӑшӑпӑр, алласа та парӑпӑр, — хаваслансах пулӑшма пулчӗ Ванюшка. — Шултӑра ала пур-и сирӗн?

— Пур… Анчах вӑл кӑштах юсавлах марччӗ-ха…

— Эй, тупнӑ калаҫмалли! Ӑна та юсӑпӑр! Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, кил хуҫи! Унсӑрӑн, калаҫса кайса, ахаль те вӑхӑта нумай ирттертӗмӗр…

Тепӗр ҫур сехетрен Кӗҫӗн Аким колхоз картишӗнчен вӑкӑрсем кӳлнӗ икӗ лав илсе килсе тӑратрӗ, Ванюшка хайхи, хуратутлӑ пичӗ ҫинчи вӗтӗ-вӗтӗ тар пӗрчисене шӑлкаласа, алласа тасатнӑ тулӑ миххисене арпалӑхран кӗлет умне йӑтма тапратрӗ, тулли тип-типӗ, шултӑра, ылтӑн тӗслӗн курӑнса йӑлтӑртатать.

Эсир тырра мӗн тума арпалӑхра усранӑ вара? Хӑвӑрӑн кӗлетӗр епле аслӑ, анчах тыррӑр вара кун пек тирпейсӗр ҫӗрте выртнӑ? — ыйтрӗ вӑл Акимӑн пӗр хӗрӗнчен, куҫӗсене ытарлӑн хӗссе илсе.

— Ӑна атте шухӑшласа кӑларнӑ… — именчӗклӗн хуравларӗ лешӗ.

Бесхлебнов хӑйӗн ҫитмӗл ҫичӗ пӑтне халӑх кӗлетне леҫме турттарса кайнӑ хыҫҫӑн, Ванюшкӑпа Нагульнов, кил хуҫисемпе сывпуллашса, тепӗр киле тухса утрӗҫ! Ҫула май Нагульнов, савӑнӑҫлӑн пӑлханса, Ванюшкӑн ӗшенчӗк сӑн-пичӗ ҫине пӑхрӗ те:

— Ҫав комсомолец ҫинчен эсӗ хӑвах шухӑшласа кӑлартӑн-и?

— Ҫук, — сапаланчӑк шухӑшпа хуравларӗ лешӗ, — ун пек ӗҫ пулса иртни ҫинчен эпӗ тахҫанах пӗрре МОПР журналта вуланӑччӗ.

— Эсӗ паян вуларӑм терӗн-ҫке…

— Пурпӗрех мар-и вӑл? Чи кирли кунта — ҫавӑн пек ӗҫ чӑнах та пулса иртнинче, ҫавӑ чӗрене ыраттарать-ҫке, Нагульнов юлташ!

— Ну, эсӗ вара… ытла та хӗрхенмелли вырӑнсене хӑвӑнтан хушса каларӑн пулӗ? — тӗпчерӗ Нагульнов.

— Ара вӑл нимех те мар! — хуравласа ирттерсе ячӗ Ванюшка, унтан, ҫӳҫеннипе хутланкаласа илсе, сӑран пиншакӗн тӳмисене тӳмелесе лартрӗ те ҫапла каласа хучӗ:

— Чи кирли кунта акӑ мӗнре: ҫынсем ҫав палачсене, капитализмла йӗркесене чӗререн курайманнине, кӗрешекенсене кӑмӑлланине туйса илччӗр. Унтан та кирли — вӑрлӑх леҫсе паччӑр… Эпӗ хамран нимех те хушса каламан темелле. Кил хуҫи арӑмӗн яшки ытла та тутлӑ пулчӗ вара, ятарласа пӗҫернӗ пекех! Ахалех ҫиесшӗн пулмарӑн эсӗ, Нагульнов юлташ!

Сайт:

 

Статистика

...подробней