Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 35-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.12 19:24

Предложений: 238; Слово: 2550

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хутора вӑл вӑрлӑхлӑх тырра хӗрсе валеҫнӗ вӑхӑтра пырса кӗчӗ. Любишкин хӑй бригадипе халӗ те хиртех-ха. Кӗлетсем патӗнче халӑх кӗпӗрленет. Тараса ҫине васкасах тырӑ тултарнӑ михӗсене пыра-пыра ывтӑнтараҫҫӗ, лавсем умлӑн-хыҫлӑн ҫитсе чарӑнаҫҫӗ, казаксемпе хӗрарӑмсем тырра михӗсемпе те, чӗрҫиттисемпе те йӑтаҫҫӗ, ҫӗрте те, кӗлет умӗсенче те тӑкса пӗтернӗ тырӑ темӗн чухлех сапаланса выртать…

Кунта мӗн пулса иртнине Нагульнов тӳрех ӑнланса илчӗ. Хутор ҫыннисене тӗрте-тӗрте сиркелесе, вӑл тараса патне пычӗ.

Тырра колхозник пулнӑ Батальщиков Иван виҫсе валеҫсе тӑрать, ӑна лӗмсӗркке Аполлон Песковатсков пулӑшать. Кӗлетсем патӗнче Давыдов та, Разметнов та ҫук, бригадирсем те пӗри те курӑнмаҫҫӗ. Халӑх ушкӑнӗнче аптӑраса ӳкнӗ завхоз Яков Лукич кӑна пӗр самантлӑха вӗлтлетсе илчӗ, анчах вӑл та лӑках пырса тулнӑ вӑрӑм урапасем хыҫнелле тарса пытанчӗ.

— Кам ирӗк пачӗ тырра салатма? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ те Макар, ҫавӑнтах тараса ҫине хӑпарса тӑрса Батальщикова тӗртсе ячӗ.

Халӑх нимӗн те чӗнмест.

— Сана кам тырӑ виҫме хушрӗ? — малтанхи пекех хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ Макар Батальщиковран.

— Общество…

— Давыдов ӑҫта?..

— Эпӗ ун хыҫҫӑн ҫӳремен!

— Правлени ӑҫта? Правлени ирӗк пӑчӗ-и?…

Тараса патӗнче тӑракан Демид Молчун йӑл кулса ячӗ, кӗпи ҫаннипе тарне шӑлса илчӗ. Унӑн аслати пек хулӑн сасси ҫирӗппӗн те кӑмӑллӑн янӑрарӗ:

— Эпир правленисӗрех хамӑра-хамӑр ирӗк патӑмӑр. Хамӑрах илетпӗр!

— Хӑвӑрах эппин?.. Авӑ епле?! — Нагульнов иккӗ сиксех кӗлет умне ҫитсе тӑчӗ, алӑк урати ҫинче тӑракан пӗр йӗкӗте чышкипе ҫапса сирпӗтрӗ, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ те ҫурӑмӗпе тӗреленсе тӑчӗ. — Саланӑр! Тырра памастӑп! Кӗлет патне кам та кам килсе сӑмсине чикет, ҫавсене пурне те совет влаҫӗн тӑшманӗсем тесе шутлатӑп!..

— Охо! — терӗ мӑшкӑлласа Дымок, кӳршисенчен пӗрне ҫӑмӑл урапа ҫине тырӑ тиеме пулӑшаканскер.

Нагульнов килсе тухни нумайӑшшӗн кӗтмен япала пулчӗ. Вӑл район центрне тухса каяс умӗн кӑна ҫине тӑрсах Гремячий хуторӗ тӑрӑх: Банника хӗненӗшӗн Нагульнова судпа айӑплаҫҫӗ, ӑна ӗҫрен кӑларса пӑрахаҫҫӗ, хупсах лартаҫҫӗ пулмалла, тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ… Банник, Макар тухса кайни ҫинчен ирех илтнӗскер, ҫапла каласа хунӑччӗ:

— Нагульновӑн каялла таврӑнасси пулас ҫук! Прокурор мана хӑех каларӗ: ӑна питӗ хытӑ айӑпласа ответ тыттарӑпӑр, терӗ! Ан тив тӑна кӗтӗр Макарка! Ӑна партирен кӑларса ҫапӗҫ те акӑ, ун чухне ҫӗр ӗҫлекен ҫынна епле хӗнемеллине пӗлӗ вара. Халӗ — ӗлӗкхилле правӑсем ҫук! — тенӗччӗ.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Макар тараса умне ҫитсе тӑрсан, ӑна ҫынсем ним тума, ним калама аптӑранипе шӑпӑртах пулса кӗтсе илчӗҫ. Анчах вӑл тараса патӗнчен кӗлет умне сиксе ӳксе хӑйӗн кӗлеткипе алӑка хупласа хурсан, нумайӑшӗн шухӑш-кӑмӑлӗ тӳрех палӑрчӗ. Дымок «Охо!» тесе кӑшкӑрса илнӗ хыҫҫӑн, ыттисем те кӑшкӑркалама тапратрӗҫ:

— Халӗ пирӗн хамӑрӑн власть!

— Халӑх влаҫӗ!

— Хӑвалӑр ӑна, ачсемӗр!

— Ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнтах кай!

— Килнӗ кунта йӗр-ке ты-та-кан-ни!..

Кӗлет умнелле пуринчен малтан, хулпуҫҫисене маттуррӑн выляткаласа, кула-кула хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхкаласа, Дымок утрӗ. Ун хыҫҫӑн, иккӗленкелесе, тата темиҫе казак вырӑнтан тапранса утрӗҫ. Вӗсенчен пӗри пынӑ ҫӗртех ҫӗртен чул пӗшкӗнсе илчӗ.

Нагульнов пӗр васкамасӑр шӑлавар кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ, курокне каҫӑртса лартрӗ. Дымок тӑпах чарӑнчӗ, иккӗленсе, ним тума аптӑрарӗ. Ыттисем те чарӑнса тӑчӗҫ. Сулмаклӑ чул тытса пыраканни чулне аллинче ҫавӑркаласа пӑхрӗ те аяккалла ывӑтса ячӗ. Нагульнов наган курокне каҫӑртса лартрӗ пулсан, кирлӗ чухне вӑл ӑна ним шухӑшласа тӑмасӑрах вӗҫертсе яма пултарасса пурте пӗлеҫҫӗ. Ҫакна вара Макар ҫав самантрах куҫкӗрет кӑтартса пачӗ.

— Ҫичӗ ҫӗленне вӗлерсе тӑкатӑп, ун хыҫҫӑн вара кӗлете кӗме пултарӑпӑр. Ну, кам чи малтан ҫывхарать? Килӗр!

Ҫывӑха пырас текенсем темшӗн тупӑнсах каймарӗҫ… Пӗр минут хушши пурте аптӑраса тӑчӗҫ. Дымок, кӗлет ҫывӑхне пыма хӑюллӑх ҫитереймесӗр, тем шухӑшласа тӑрать. Нагульнов наган кӗпҫине аялалла усса, кӑшкӑрса каларӗ:

— Саланӑр!.. Халех саланнӑ пултӑр, унсӑрӑн пеме тапрататӑп!..

Вӑл сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗрейменччӗ, ҫав самантрах унӑн пуҫӗ тӑрринченех вӑркӑнса иртсе, алӑк ҫумне, аҫа ҫапнӑ пек, тимӗр шертешник пырса шанлаттарчӗ. Дымокӑн тусӗ, Ефим Трубачев, унпа Макарӑн пуҫӗнчен тӗллесе пенӗччӗ, анчах тивертейменнине курчӗ те вӑр-варах урапа хыҫне кукленсе ларчӗ. Нагульнов ҫапӑҫу вӑхӑтӗнчи пек решенисем йышӑнчӗ: ҫынсен ушкӑнӗнчен вӑркӑнтарнӑ чултан пӑрӑнса ӳкме ӗлкӗрсе, вӑл ҫӳлелле персе ячӗ те тӳрех кӗлет умӗнчен чупса анчӗ. Малта тӑракан ҫынсем чӑтса тӑраймарӗҫ: пӗрне пӗри йӑвантара-йӑвантара, вырӑнсенчен тапса сикрӗҫ, ҫӑмӑл урапасемпе вӑрӑм урапасен туртисем шӑтӑр-шатӑр туса хуҫӑлма тытӑнчӗҫ, казаксем тӗртсе ӳкернӗ пӗр хӗрарӑм тискер сасӑпа ҫухӑрса ячӗ.

— Ан тарӑр! Унӑн ултӑ патрон анчах тӑрса юлчӗ! — таракансене тарма чарса, хавхалантарма пикенчӗ таҫтан килсе тухнӑ Банник.

Макар каллех кӗлет патнелле ҫаврӑнса пычӗ, анчах вӑл кӗлет умне улӑхмарӗ, ытти кӗлетсем те пурте куҫ умӗнче пулмалла майлӑрах вырӑн тупса, стена ҫумне тӑчӗ.

— Яхӑнне ан пынӑ пултӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл каллех тараса патнелле ҫывхарма пуҫланӑ Дымока, Трубачева тата ыттисене асӑрхаттарса. — Ан ҫывхарӑр, ачсемӗр! Вӗлерсе пӗтеретӗп!

Кӗлетсенчен пӗр ҫӗр утӑма яхӑн аяккарахра тӑракан ҫынсен ушкӑнӗнчен Батальщиков Иван, Атаманчуков тата виҫӗ ҫын, колхозран тухнисем, маларах иртсе тачӗҫ. Вӗсем чееленсе хӑтланма шут тытнӑ-мӗн. Пӗр вӑтӑр утӑма яхӑн ҫывхарса пычӗҫ те, Батальщиков, асӑрхантарса, аллине ҫӳлелле йӑтрӗ:

— Нагульнов юлташ! Тӑхта-ха, пӑшална ан ҫӗкле.

— Мӗн кирлӗ сире? Саланӑр, тетӗп!..

— Халех саланатпӑр, анчах эсӗ ахалех хӗрсе кайрӑн… тырра эпир илме ирӗк панӑран илетпӗр-ҫке…

— Кам ирӗк пачӗ?

— Округран килнӗ ҫын… Ну, окрисполкомран темелле-и ӑна, ҫавӑ ирӗк пачӗ пире.

— Ӑҫта-ха вара вӑл? Давыдов ӑҫта? Разметнов?

— Вӗсем правленире лару ирттереҫҫӗ.

— Суятӑн, йӗксӗк!.. Тараса патӗнчен кай, теҫҫӗ сана! Ну?.. — Нагульнов сулахай чавсине хуҫлатса тытрӗ те, кивелнипе хура тӗсне ҫухатса ҫуталса кайнӑ наганӗн кӗпҫине алли ҫине хучӗ.

Батальщиков пӗр хӑрамасӑрах малалла ҫапла каларӗ:

— Пире ӗненместӗн пулсан — хӑв кайса пӑх, каймастӑн пулсан — эпир вӗсене халех кунта ҫавӑтса килетпӗр. Пӑшалпа хӑратса ан тӑр, Нагульнов юлташ, капла хӑвнах йывӑр килӗ! Эсӗ кама хирӗҫ пыратӑн-ха?.. Халӑха хирӗҫ! Пӗтӗм хутора хирӗҫ!

— Ан ҫывхар! Малалла урӑх ан тапран! Эсӗ маншӑн юлташ мар! Эсӗ — контра, мӗншӗн тесен патшалӑх тыррине ҫарататӑн!.. Эпӗ сире совет влаҫне урапа таптама памастӑп.

Батальщиков татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра кӗлет кӗтесси хыҫӗнчен Давыдов курӑнса кайрӗ. Хӑрушла хытӑ хӗнесе тӑкнӑскер, пӗтӗмпех ҫапса кӑвакартса, чӑрмаласа, юнӑхтарса та шыҫӑнтарса пӗтернӗскер, вӑл сулланкаласа, такӑна-такӑна уткаласа пырать. Нагульнов ун ҫине пӑхса илчӗ те тӳрех Батальщиков патнелле ыткӑнчӗ: «А-а-а, ҫӗлен! Улталама-и? Пире хӗнеме-и?!» — тесе хӑйӑлтатакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ.

Батальщиковпа Атаманчуков вӑртах ҫаврӑнса тарчӗҫ. Нагульнов икӗ хутчен вӗсене хыҫран печӗ, анчах лектереймерӗ. Дымок аяккарахра ҫатан картаран шалча хуҫса кӑларма хӑтланать, ыттисем, каялла чакма шутламасӑр, уҫӑмсӑррӑн ӳпкелешсе шавлама тытӑнчӗҫ.

— Совет влаҫне… урапа… таптама… памастӑпах!.. — шатӑрах ҫыртса лартнӑ шӑлӗ витӗр ӗрлешсе, халӑх ушкӑнӗ ҫинелле вирхӗнсе чупрӗ Макар.

— Ҫапса ӳкерӗр ӑна!

— Пӗр-пӗр пӑшал пекки те пулин пуласчӗ! — аллисене шарт ҫапса, ҫакӑн пек кирлӗ чухне таҫта кайса ҫухалнӑ Половцева ылханса йынӑшать Яков Лукич хыҫалти ретсем хушшинче.

— Казаксем!.. Алла ярса тытӑрсам ҫавна, чӑрсӑрскере!.. — янӑрашать Марина Пояркова ытла та хытӑ тарӑхнӑран вӗчӗхсе тӑракан сассипе. Казаксене вӑл хӑйсем патнелле чупса ҫывхаракан Макара хирӗҫ тӑма тӗрте-тӗрте кӑларать, Демид Молчуна аллисенчен ҫатӑрласа тытнӑ та, ун ҫине хаяррӑн пӑхса: «Казак пулатӑн-и вара эсӗ?.. Хӑраса ӳкрӗн пулать?!» — тет.

Ҫав самантрах кӗпӗрленсе тӑракан халӑх ушкӑнӗ сасартӑк чӑл-парах саланса кайрӗ, ҫынсем пӗрерӗн-пӗрерӗн унталла та кунталла сирпӗнчӗҫ, теприсем Макара хирӗҫ вӗҫтерчӗҫ…

— Милици!!! — кӑшкӑрса ячӗ калама ҫук хытӑ сехӗрленсе ӳкнӗ Настенка Донецкова.

Сӑрт тӳпинчен талккишӗпе сапаланса, хуторалла пӗр вӑтӑра яхӑн юланутлӑ ҫынсем сиккипе вӗҫтерсе анаҫҫӗ. Вӗсен лаши урисем айӗнчен, ҫӑмӑллӑн вӗҫен пӗчӗк тӗтӗм ҫилхисем пек, ҫурхи тусан капланчӑкӗсем йӑсӑрланса ҫӗклене-ҫӗклене юлаҫҫӗ…

Тепӗр пилӗк минутран пушанса юлнӑ площадьре, кӗлетсем патӗнче Давыдовпа Макар кӑна тӑрса юлчӗҫ. Лаша урисем тапӑртатнӑ сасӑ ҫывхарнӑҫемӗн-ҫывхарсах килет. Юланутсем кӗтӳ хӑвалакан тӑваткалта курӑнса кайрӗҫ. Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ…

Каҫ пулнӑ ҫӗре районтан Давыдов чӗнсе илнӗ милиционер килсе ҫитрӗ. Батальщиков Ивана, Аполлон Песковатскова, Ефим Трубачева, колхозран тухнисенчен тата темиҫе «активиста» вӑл хирте арестлерӗ. Игнатенок карчӑккине — килӗнче. Пунеттейсемпе пӗрле пурне те района ӑсатрӗ. Дымок хӑех ял Советне пычӗ.

— Вӗҫсе килтӗн пулать, кӑвакарчӑнӑм? — ҫӗнтернипе савӑнса ыйтрӗ Разметнов.

Дымок, ун ҫине кулкаласа пӑхса, хирӗҫ хуравларӗ:

— Килтӗм. Ытлашши килсе тухрӗ пулсан, халӗ ӗнтӗ пытанмалла выляни ним тума та кирлӗ мар…

— Мӗнле ытлашши? — куҫхаршисене пӗркелентерчӗ Разметнов.

— Ну, очколла вылянӑ чухне мӗнле ытлашши килсе тухать тата? Ҫирӗм пӗрре тухмарӗ — ытлашши пулса та тӑчӗ! Манӑн халӗ ӑҫта каймалла пулать ӗнтӗ?

— Района каятӑн.

— Милиционер ӑҫта-ха вара?

— Халех килет, питех ан тунсӑхла! Халӑх сучӗ сана председательсене епле хӗнемеллине вӗрентӗ! Халӑх сучӗ сана халиччен курманнине туянтарӗ.

— Вӑл ӗнтӗ паллах! — кӑмӑллӑнах килӗшрӗ Дымок, унтан, анасласа илсе, ҫапла ыйтрӗ: — Манӑн ҫывӑрас килет, Разметнов. Сарайне илсе кайса хуп та мана, милиционер киличчен питӗрсе хур, эпӗ кӑштах ҫывӑрса илем. Тархасшӑн, питӗрсех хур, унсӑрӑн ыйӑх тӗлӗшпе тухса та тарӑп.

Сӗмсӗрленсе илсе кайса пӗтернӗ вӑрлӑхлӑх тырра тепӗр кунне каялла пуҫтарма тытӑнчӗҫ. Макар Нагульнов ӗнер тырӑ тиесе кайнӑ килсене кӗре-кӗре ҫӳрерӗ; пырса кӗрет те, сывлӑх сунса тӑмасӑрах, куҫӗсене аяккалла пӑрса, сиввӗн:
— Тырӑ тиесе килтӗн-и? — тесе ыйтать.

— Килнӗччӗ…

— Каялла леҫсе паратӑн-и?

— Леҫсе памалла пулать…

— Кайса леҫ, — тет те, сывпулашса тӑмасӑрах, каялла тухса каять.

Колхозран тухнисенчен нумайӑшӗ вӑрлӑхлӑх тырра хӑйсем малтан хывнинчен ытларах илсе кайнӑ-мӗн. Салатасса хӑйсенчен ыйтса пӗлӗ тӑрӑх салатса панӑ. «Миҫе пӑт тулӑ хыврӑн?» — васканипе тӳсеймесӗр ыйтнӑ Батальщиков. «Икӗ ҫаврӑмпа ҫичшер пӑт». — «Миххусене тараса ҫине йӑтса килсе хур эппин!» — тесе кӑна тӑнӑ вӑл.

Тӗрӗссипе каласан, вӑрлӑх фондне пуҫтарнӑ чухне ҫав, тырӑ илекенни, 7–14 пӑт сахалтарах хывнӑ. Кунсӑр пуҫне тата хӗрарӑмсем виҫмесӗр-тумасӑрах чӗрҫиттисемпе е хутаҫсемпе ҫӗр пӑта яхӑнах сӗтӗрнӗ иккен.

Каҫ пулнӑ ҫӗре тулла пӗтӗмӗшпех пуҫтарса пӗтерчӗҫ, темиҫе пӑт анчах ҫитеймерӗ. Ҫирӗм пӑта яхӑн урпа та темиҫе михӗ кукуруза тухмарӗ. Ҫав каҫах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем хывнӑ вӑрлӑха каялла тавӑрса пачӗҫ.

Хутор ҫыннисен пуххи Гремячире тӗттӗм пулса ҫитсен тин пуҫланчӗ. Халиччен нихҫан та ҫакӑн чухлӗ нумай пухӑнман халӑх умне тухса тӑрса, Давыдов ҫакӑн пек сӑмах каларӗ:

— Граждансем, нумай та пулмасть колхозник пулнӑ ҫынсем тата уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсен пӗр пайӗ ӗнер ҫапла пӑтӑрмах туса хӑтланни мӗне пӗлтерет-ха ку? Ку вӑл вӗсем кулакла элементсем еннелле сулӑннине пӗлтерет! Ку вӑл вӗсем пирӗн тӑшмансем еннелле сулӑнни пулать, факт. Тата ҫакӑ вӑл сирӗншӗн, хаклӑ тырра ҫӗре тӑккаласа таптакансемшӗн, чӗрҫиттисемпе ҫӗклекенсемшӗн, ытла та намӑсланмалли факт пулса тӑрать. Сирӗн хушшӑртан, граждансем, мана хӗнемешкӗн хӗрарӑмсене хӗтӗртсе кӑшкӑракансем пулчӗҫ, вӗсем вара, чӑн та, мана алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗнесе пӗтерчӗҫ, пӗр гражданки тата, эпӗ хам ураран ӳкнине кӑтартман пирки, макӑрсах ячӗ. Сан ҫинчен калатӑп эпӗ, гражданочка! — терӗ те Давыдов, хӑй сӑмах калама пуҫласанах питне-куҫне йӑпӑр-япӑр пуҫ тутрипе чӗркесе лартса стена ҫумне кайса тӑнӑ Настенка Донецкова ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. — Эсӗ мана ҫурӑмран чышкусемпе тӑрӑшсах кӳпкерӗн, хӑвах тата тарӑхса ҫитнипе: «Хӗнетӗп-хӗнетӗн ҫакна, вӑл пур, чунсӑр кӗлетке, чул пекех хытса ларнӑ», — тесе макӑрса ятӑн.

Настенкӑн тутӑрпа чӗркесе лартнӑ пичӗ-куҫӗ ниҫта кайса кӗме ҫук хытӑ намӑсланса ҫунать. Ун ҫине пӗтӗм пуху пӑхать, ҫакна пула вӑл, ним тума аптӑранипе, вӑтаннипе, пуҫне уснӑ та, ҫурӑмӗпе шурӑ стенана сӑтӑра-сӑтӑра илсе, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа тӑрать.

— Сенӗкпе тӑрӑнтарнӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пекех йӑшӑлтатма тытӑнтӑн пулать, йӗксӗк! — тесе ячӗ чӑтса тӑраймасӑр Демка Ушаков.

— Ҫурӑмӗпе пӗтӗм стенана сӑтӑрса пӗтерчӗ авӑ! — Демка майлах ҫаптарчӗ шатра питлӗ Агафон Дубцов.

— Ан ҫаврӑнкаласа тӑр, чармак куҫ! Хӗнеме пӗлтӗн пулсан — пухури халӑха куҫран пӑхма та пӗл! — ӗрлешсе илчӗ Любишкин.

Давыдов паҫӑрхи пекех питлесе малалла калать, анчах халӗ ӗнтӗ унӑн ҫапса ватса пӗтернӗ тутисем ҫинче кулкалани те палӑрать, ҫавӑн пек сӑнпа вӑл малалла каларӗ:

— …Вӑл эпӗ ун умне чӗркуҫленсе ларнине, каҫару ыйтнине, кӗлетсен ҫӑра уҫҫисене хӑйне кӑларса панине курасшӑн пулчӗ! Анчах та, граждансем, кама та пулин хамӑртан пушӑ кӗлеткесем тутарма, эпир, большевиксем, пули-пулми чустаран тунӑскерсем мар! Граждан вӑрҫинче мана юнкерсем хытӑ хӗнерӗҫ, анчах ним ӗҫ те кӑлараймарӗҫ! Большевиксем никам умӗнче те, нихӑҫан та чӗркуҫленсе тӑман, малашне те нихӑҫан тӑрас ҫук, факт!

— Тӗрӗс! — чӗреренех тухса, хӑйӑлтатса, янӑраса кайрӗ Макар Нагульновӑн чӗтре-чӗтре илекен хумханчӑк сасси.

— …Эпир, граждансем, пролетариат тӑшманӗсене хамӑр чӗркуҫлентерсе лартма вӗреннӗ. Эпир вӗсене чӗркуҫлентеретпӗрех.

— Тата пӗтӗм тӗнче масштабӗпех чӗркуҫлентерсе лартатпӑр! — каллех сӑмах хушрӗ Нагульнов.

— …Пӗтӗм тӗнче масштабӗпех ҫавна туса хуратпӑрах эпир. Эсир авӑ, ӗнер, тӑшман еннелле сулӑнса кайрӑр та, ӑна пулӑшрӑр. Ҫакӑн пек пӑтӑрмах тапратса янине мӗн тесе шутламалла-ха ӗнтӗ, граждансем: кӗлетсен ҫӑрисене ҫапса ҫӗмӗрсе пӗтертӗр, мана хӗнесе тӑкрӑр, Разметнова вара малтан ҫыхса пӑрахрӑр, подвала хупса лартрӑр, унтан ял Советне илсе кайрӑр та, ҫула май ун мӑйӗнчен хӗрес ҫакса яма хӑтланса пытӑр. Ку вӑл тӳррӗмӗнех контрреволюцилле ӗҫ тума тапранса тухни пулать! Хамӑр колхозникӗн, Игнатенок Михаилӑн арестленӗ амӑшӗ Разметнова ҫавӑтса пынӑ чухне: «Антихриста ҫавӑтса пыраҫҫӗ! Тамӑк тӗпӗнчи саттанана!..» — тесе кӑшкӑрса пынӑ тата хӑй, ытти хӗрарӑмсем пулӑшнипе, унӑн мӑйне хӗрес ҫакса ярасшӑн пулнӑ, анчах пирӗн Разметнов юлташ, чӑн-чӑн коммунист тивӗҫне тытса, унашкал мӑшкӑлпа килӗшме пултарайман! Вӑл пуп таврашӗсем минретсе янӑ хӗрарӑмсене тата сиенлӗ карчӑксене фактически ҫапла каланӑ: «Гражданкасем! Эпӗ православнӑй ҫын мар, коммунист! Хӑвӑрӑн хӗрес таврашӗпе хӑпӑр ман ҫумран!» — тенӗ. Анчах лешсем ҫулӑхма пӑрахман, вара вӑл хӗрес кантрине шӑлпа ҫыртса татсан тата алли-урипе тапкаланма, пуҫӗпе хыттӑн тӗрткелеме тапратсан тин ӑна турткалама чарӑннӑ. Мӗнле япала ку, граждансем? Ку вӑл тӳррӗмӗнех контрреволюци пулать! Ҫавӑнпа та халӑх сучӗ ҫынран унашкал мӑшкӑллакансене, хайхи Игнатенок Михаил амӑшӗ пеккисене, хаяррӑн суд туса айӑплӗ.

— Хамӑн аннемшӗн эпӗ ответ тытмастӑп! Унӑн хӑйӗн граждӑнла сасӑ тивӗҫлӗхӗ пур, ан тив вӑл ответне те хӑех тыттӑр! — кӑшкӑрсах каларӗ малти ӗретре ларакан Михаил Игнатенок.

— Ара эпӗ сан пирки калаҫмастӑп та. Эпӗ чиркӳсене хупассине хирӗҫ ҫухӑрнӑ леш типсем пирки калатӑп. Чиркӳсене хупни вӗсене килӗшместчӗ, анчах хӑйсем ирӗксӗрлесех коммуниста мӑйран хӗрес ҫакса яма хӑтланни, — ку вара вӗсемшӗн нимӗн те мар иккен! Ну, ытла та лайӑх тӑрӑ шыв ҫине кӑларчӗҫ те вӗсем хӑйсен икӗпитлӗхне! Ҫак йӗркесӗрлӗхсене пуҫарса яраканнисене тата унта активлӑ хутшӑннисене — арестлесе лартнӑ халь, анчах ыттисен, кулак вӑлтине ҫакланнисен, тӑна кӗмелле тата хӑйсем йӑнӑша кӗрсе ӳкнине ӑнланса илмелле. Ҫакна эпӗ фактически калатӑп… Ятне пӗлтермесӗр пӗр гражданин президиума хут татӑкки пӑрахса пачӗ, унта ҫапла ыйтса ҫырнӑ: «Тырӑ тиесе кайнисене пурне те арестлеҫҫӗ тата пурлӑхне конфискацилесе пуҫ яраҫҫӗ тени тӗрӗс-и?» — тенӗ. Ҫук, ку тӗрӗс мар, граждансем! Большевиксем тавӑрмаҫҫӗ, вӗсем тӑшмансене кӑна пӗр шеллемесӗр айӑпласа ответ тыттараҫҫӗ, анчах сире, эсир кулаксем ӳкӗтлени хыҫҫӑн кайса колхозран тухрӑр пулин те, эсир тырра ҫаратса кайрӑр тата пире хӗнесе тӑкрӑр пулин те, — сире эпир тӑшмансем тесе шутламастпӑр. Эсир — вӑхӑтлӑха йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ тайкаланчӑк вӑтам хресченсем, ҫавӑнпа та сирӗн тӗлӗшпе эпир административлӑ мерӑсем йышӑнмастпӑр, ун вырӑнне сирӗн куҫӑрсене чӑнласах уҫӑпӑр.

Шкул тӑрӑх уҫах мар сасӑсен шӑв-шавӗ сӗрлесе кайрӗ. Давыдов малалла каларӗ:

— Эсӗ те ӗнтӗ, гражданочка, ан хӑра, пит-куҫна уҫах, хӑв мана ӗнер хытах кӳпкерӗн пулин те, сана никам та тивес ҫук. Анчах ыран акӑ тырӑ акма тухатпӑр пулсан, унта эсӗ начар ӗҫлесен, ун чухне вара эпӗ сана лайӑхах ҫунтарса илетӗп, ҫавна пӗлсех тӑр! Ҫитменни ҫине эпӗ ҫурӑмӑнтан мар, кӑшт аяларахран вӗтелӗп, ларма та, выртма та кансӗр пултӑр сана, ҫӗр ҫӑтасшӗскерне!

Хӑюсӑррӑн илтӗнкелекен кулӑ хытӑрах янӑрама пуҫларӗ, хыҫалти ретсене кӑлтӑртатса ҫитнӗ ҫӗре вӑл аслати пек кӗрлекен пулчӗ, чунсене ҫӑмӑллатса ячӗ.

— …Пӗр сиенлӗ ӗҫ туса илтӗр, граждансем, текех ҫитет ӗнтӗ! Кӗрхи ҫӗртме пусси эпир тухасса кӗтсе выртать, вӑхӑчӗ вара иртсе пырать, текех ухмахланса ҫӳремелле мар, ӗҫлес пулать, факт! Акса пӗтерӗпӗр те акӑ — ун чухне вара ҫапӑҫса пӑхма та, тытӑҫма та юрӗ… Эпӗ ыйтава турех лартатӑп; кам совет влаҫӗшӗн тӑрать — ҫавӑ ыран хире тухать, кам хирӗҫ — ан тив хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе лартӑр. Анчах кам ыран акма тухмасть, ҫавӑн ҫӗрне эпир колхоз валли туртса илетпӗр те хамӑр акса хӑваратпӑр!

Давыдов сцена хӗрринчен шалалла утса кайрӗ, президиум сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларчӗ те аллине графин патнелле тӑснӑ вӑхӑтра хыҫалти ретсенчен, лампӑн хӗрлӗрех сарӑ ҫути ӳксе ҫутатан ӗнтрӗк тӗттӗмлӗхрен, пӗрин ӑшӑ та савӑнӑҫлӑ хулӑн сасси, кӑмӑлӗ хускалнипе, ҫапла каларӗ:

— Давыдов, чӗлхӳ ҫине шатра тухтӑрах санне! Ырӑ ҫыннӑмӑр, Давыдов!.. Чӗрӳнте ҫиллӳне тытса тӑманшӑн… усала асра тытманшӑн… Халӑх пӑшӑрханать кунта… куҫсене ниҫта чикме ҫук, намӑс ҫунтарать… Хӗрарӑмсем те нимӗн калама пӗлмеҫҫӗ… Пирӗн пӗрлех пурӑнмалла-ҫке-ха… Кӳр-ха, Давыдов, ҫапла тӑвар: кам пулса иртнине аса илет — ҫавӑнне куҫне чавса кӑлармалла пултӑр! Юрать-и, э?

Ирхине колхозран тухнисенчен аллӑшӗ колхоза илме ыйтса заявлени пачӗҫ. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем тата Гремячири колхозӑн виҫӗ бригади те шуҫӑмпах хире тухса кайрӗҫ.

Любишкин кӗлетсем патне хурал тӑратма сӗннӗччӗ, анчах Давыдов кулса кӑна илчӗ:

— Халӗ, ман шухӑшпа, кирлех мар… Тӑватӑ кун хушшинче колхоз хӑйӗн кӗрхи ҫӗртме пуссине ҫуррине акса хӑварчӗ. Виҫҫӗмӗш бригада апрелӗн иккӗмӗшӗнче ҫурхи суха ҫине куҫрӗ. Ҫак кунсенче Давыдов правленире мӗн пурӗ те пӗр хутчен кӑна пулчӗ. Ӗҫлеме пултараканнисене пурне те вӑл хире кӑларчӗ. Щукарь мучине те пулин, вӑхӑтлӑха конюх ӗҫӗнчен хӑтарса, иккӗмӗш бригадӑна ячӗ, хӑй вара тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтрах бригадӑсем ӗҫлекен ҫӗре тухса каять те ҫурҫӗр иртсен, килӗренех автансем ҫынсене ыйӑхран вӑратмалла шарлаттарса авӑтма тытӑнсан тин хутора таврӑнать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней