Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушшинчех (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте икӗ ҫекунд хушшинчех пулса иртрӗ.

Все было делом двух секунд.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Крыльца патне пынӑ чухне — ӑна пӳртрен курнӑ пулмалла — пӳрт умӗнче ӑна халичченхинчен кӑмӑллӑрах, ҫур кун хушшинчех ӑна иленнӗ пек пӑянамӑшӗ кӗтсе илчӗ:

Его, очевидно, увидели из дома, когда он подходил к крыльцу, — на пороге хаты его встретила уже по-иному, приветливая, будто за полдня и приобвыкшая к нему будущая теща:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала хӑвӑртрах, атту кунтах, сан сӗтел хушшинчех вилетӗп…

Признавайся же скорей, не то я умру тут же, за столом у тебя…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӑс парса ҫитерме те ӗлкӗрейменччӗ, унӑн карчӑкӗ пӗр самант хушшинчех тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: вӑл кравать ҫинчен ваштах сиксе тӑчӗ те тем тума та хатӗр пулнӑн, аллисемпе пилӗкне тытрӗ.

Он не успел закончить свое внушение, как со старухой его мгновенно произошла удивительная перемена: она бодро вскочила с кровати, подбоченилась, исполненная негодования и решимости.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр самант хушшинчех вӑл колхоз тӑвас тӗлӗшпе хӑй мӗн тунине пӗтӗмпех путлантарма та пултарнӑ, унтан вара, кам пӗлет, тен, партбилета та райком сӗтелӗ ҫине кӑларса хумалла пулатчӗ…

В одно ничтожное мгновение он мог зачеркнуть всю свою работу по созданию колхоза, а потом, чего доброго, и положить партбилет на стол райкома…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫемен сӗтел хушшинчех юлчӗ, пуҫне алли ҫине хучӗ: унӑн тӗреклӗ ҫурӑмӗпе мӑнтӑр хулӗсем сиксе, ташласа тӑчӗҫ.

Семен остался сидеть за столом, уронив на руки голову; только мускулистая спина его вздрагивала да ходуном ходили от смеха литые лопатки.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр самант хушшинчех утӑ ӑшне чӑмрӑм, куҫ-пуҫ кураймиех чаваланса кӗрсе выртрӑм, хыттӑнрах сывлама та хӑраса выртаттӑм ӗнтӗ.

В один секунд пыхнул я в сено, зарылся с головой, лежу, дыхать резко и то опасаюсь.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хулпуҫҫисене вӑрт-варт ҫавӑркаласа, вӑл хӑй ҫине хӑпарса ларнӑ хӗрарӑмсене айккинелле вӑркӑнтарчӗ, анчах лешсем ҫухӑрашма тапратса ӑна каллех ҫатӑрласа тытрӗҫ, кӗпи ҫухине ҫурса антарчӗҫ, пӗр самант хушшинчех кӗсйисене тавӑрса кӑларчӗҫ.

Ворохнув плечами, он сбросил насевших на него баб, но они снова с криком вцепились в него, разорвали ворот рубахи, в несколько секунд обшарили и вывернули карманы.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗсре пӗр ҫур сехет хушшинчех ҫурмалла ырханланса кайнӑ.

За каких-нибудь полчаса она похудела наполовину.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Калас пулать, ҫав самантра унӑн пуҫӗнче те: «Тен, Макар тӗрӗсех тунӑ пулӗ? Хытӑрах пӑркӑчласан, вӑрлӑха пӗр кун хушшинчех пухса пӗтернӗ пулӑттӑмӑр!» — тенӗ шухӑш йӑшӑлтатса илчӗ.

И надо сказать, что и в нем в этот момент ворохнулась мыслишка: «А может, и прав Макар? Кабы покрепче нажать — в один день засыпали бы!»

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ҫакӑн пеккисемпе акӑ пӗр ҫулталӑк хушшинчех яла тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартма пулӗччӗ!

«Вот с такими бы можно в год перевернуть деревню!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, эсӗ акӑ мӗн… ку ӗҫе ан хутшӑн… — урам хушшинчех чарӑнса тӑрса йӑлӑнчӗ Макар.

— Ну, ты вот чего… зараз в это дело не лезь… — останавливаясь среди улицы, попросил Макар.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Самант хушшинчех вӗсем виҫӗ тӗттӗм кӗлетке тӑракан палуба ҫине хӑпарса кайрӗҫ, лешсем, сухаллӑскерсем, пӗр-пӗринпе селӗппӗн пӑшӑлтатса, тӗлӗнмелле чӗлхепе хавассӑн калаҫаҫҫӗ, борт урлӑ Челкаш кимми ҫине пӑхаҫҫӗ.

В минуту они были на палубе, где три темных бородатых фигуры, оживленно болтая друг с другом на странном сюсюкающем языке, смотрели за борт в лодку Челкаша.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Вӑл хӑйне хӑй вӑтаннӑ пек тытать, пӗр каҫ хушшинчех пит начарланса кайнӑ, куҫӗ путса кӗнӗ; ҫӗрелле пӑхса ларса, куҫ ҫӗклемесӗр, вӑл пире ҫапла каларӗ:

Был он смутен и похудел за ночь страшно, глаза ввалились; он опустил их и, не подымая, сказал нам:

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Дача ҫийӗсене хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хӗҫтимӗр витнӗ, вӗсем хушшинчех унта та кунта, тӗссӗрленсе, мӑкланса ларнӑ вите ҫийӗсем, оранжерейӑсемпе амбарсен ҫийӗсем курӑнкалаҫҫӗ.

Вперемежку с красными крышами дач там и сям уныло выглядывают похилившиеся и поросшие ржавым мохом крыши конюшен, оранжерей и амбаров.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

— Мана-и? — Катерина сӗтел хушшинчех сиксе тӑчӗ, ачасем ҫине пӑхса илчӗ.

— Меня? — Катерина поднялась из-за стола и покосилась на детей.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вунӑ метр та каяймарӗҫ вӗсем, тӗмсем хушшинче калаҫнине илтрӗҫ, унтан Захар мучие, ача-пӑчасене, вӗсен хушшинчех Андрей Иванӑча курчӗҫ.

Не продвинулись они и десятка метров, как услышали за кустами голоса, а потом увидели деда Захара с ребятами и среди них Андрея Иваныча.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта ҫавсен хушшинчех пӗчӗк те ҫутах мар Стожар ҫӑлтӑрӗсем пулмалла.

Где-то среди них затерялось маленькое, неяркое созвездие Стожары.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗттӗм пуличченех пахча чаврӗ, ҫав тери ывӑнчӗ, апат ҫинӗ чухне сӗтел хушшинчех ҫывӑрса кайрӗ.

Копал до позднего вечера и так утомился, что, ужиная, даже задремал за столом.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пилӗк минут хушшинчех Илья Ильича туй ҫинчен никам та нимӗн те каламан, тесе лӑплантарчӗ: акӑ, турра асӑнсан та, турӑш умӗнче каласан та ҫылӑх мар, эпӗ ку хыпара пӗрремӗш хут илтетӗп, терӗ; пачах урӑхла калаҫатчӗҫ, вӑл хӗре барон ҫураҫнӑ тетчӗҫ, терӗ.

Она в пять минут успокоила Илью Ильича, сказав ему, что никто о свадьбе ничего не говорил: вот побожиться не грех и даже образ со стены снять, и что она в первый раз об этом слышит; говорили, напротив, совсем другое, что барон, слышь, сватался за барышню…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней