Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Макар Чудра

Автор: Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Добавлен: 2019.10.23 15:57

Предложений: 403; Слово: 4360

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Тинӗс ҫинчен нӳрӗ сивӗ ҫил вӗрет; ҫыран ҫумне хум пыра-пыра ҫапӑнса чӑмпӑлтатнине, ҫыран хӗрринчи тӗмсем кӑштӑртатнӑ сасса ҫав ҫил ҫеҫенхирелле иле-иле каять. Тапхӑр-тапхӑр хыттӑнах вӗрсе, хӑйпе пӗрле вӑл шӑнса пӗрӗннӗ сарӑ ҫулҫӑсене вӗҫтере-вӗҫтере килет те вӗсене вут ҫине пӑраха-пӑраха хӑварать, ҫулӑма вӑйлантара-вӑйлантара ярать: пирӗн йӗри-таврари кӗрхи ҫӗр тӗттӗмӗ ҫавӑнпа та кас-кас чӗтренкелесе илет, хӑранӑ пек каялла чаккаласа, пӗрер самантлӑха сулахайра — чикӗсӗр аслӑ ҫеҫенхире куҫ умне кӑларать, сылтӑмра — вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсе тата тӳрех хамӑра хирӗҫ таянса выртакан Макар Чудра кӗлеткине курӑнтарса ярать. Ҫак ватӑ цыган пирӗнтен пӗр аллӑ утӑмра тӑракан хӑйсен таборӗн учӗсене пӑхать.

Сивӗ ҫил хумӗсем, чекменне уҫса пӑрахса, бронза тӗслӗ ҫӑмлӑ кӑкӑрне ҫарамаслантарса янине, кӑкӑрӗ тӑрӑх ҫил пӗр хӗрхенмесӗр ҫаптарнине ним пӑхмасӑр, вӑл — илемлӗн те ирӗклӗн тата тӗреклӗн чавсаланса, ман еннелле пӑхса выртать; хӑйӗн тем пысӑкӑш чӗлӗмне майӗпен ӗмет, ҫӑварӗпе сӑмсинчен ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантара-мӑкӑрлантара кӑларать; куҫӗпе таҫта, ман пуҫ урлӑ, ҫеҫенхирти вилӗ пек пӗр сасӑ кӑларман тӗттӗмелле тӗлленӗ, ним чарӑнмасӑр манпа калаҫать, ҫил хыттӑн ҫаптарнинчен сыхланас-мӗн тесе, пӗртте тапранкаламасть хӑй.

— Ҫапла, ҫӳретӗн эппин эсӗ? Вӑл аван! Хӑвна валли пурнӑҫра лайӑх шӑпа суйласа илнӗ эсӗ, ачам. Ҫапла кирлӗ те: курса ҫӳре, курса ҫитсессӗн вырт та вил — пулчӗ те вара!

«Ҫапла кирлӗ те» тенӗ сӑмахӗсене хирӗҫ эпӗ каланине вӑл ӗненмесӗр пек итлерӗ. Унтан каллех малалла каласа кайрӗ.

— Пурнӑҫ, тетӗн-и? Урӑхла ҫынсем-и? Эхе! Сана мӗне кирлӗ ку? Эсӗ ху пурнӑҫ мар-им? Ытти ҫынсем вӗсем сансӑрах пурӑнаҫҫӗ, сансӑрах пурӑнса ирттерӗҫ. Хӑвна ху эсӗ кама та пулин кирлӗскер тесе шутлатӑн-им? Эсӗ ҫӑкӑр мар, туя та мар, ну, никама та кирлӗскер мар апла.

— Вӗренмелле те вӗрентмелле, тетӗн-и эсӗ? Ҫынсене телейлӗ тума вӗренсе ҫитме пултаратӑн-и-ха эсӗ? Ҫук, пултараймастӑн. Эсӗ малтан ватӑлса кӑвакар, унтан тин — вӗрентмелле, тесе кала. Мӗне вӗрентес? Хӑйне мӗн кирлине кашниех пӗлет. Аслӑраххисем мӗн пуррине илеҫҫӗ, ухмахраххисем — нимӗн те илеймеҫҫӗ, кашни хӑй вӗренсе пырать.

— Кулӑшласкерсем вӗсем, эсӗ калакан ҫынсем. Пӗр ҫӗре купаланса чыхӑннӑ та пӗр-пӗрне хӗсеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче вырӑн, авӑ, тем чухлех, — ватӑ цыган ҫеҫенхирелле аллине сарса сулса илчӗ. — Пурте ӗҫлеҫҫӗ. Мӗн тума ӗҫлеҫҫӗ-ши? Кам валли? Никам та пӗлмест ӑна. Ҫын епле сухаланине куратӑн та шухӑшлатӑн: акӑ вӑл хӑйӗн вӑйне ҫӗр ҫине пӗрер тумламӑн тумлатсах пӗтерет, унтан ҫӗре кӗрсе выртать те ҫавӑнтах ҫӗрсе каять, тетӗн. Асӑнмалӑх ним те юлмасть, ним те курмасть вӑл хӑйӗн хирӗнчен, епле ҫуралнӑ — ҫаплипех вилет, — ухмах халлӗнех.

Ҫӗре чакалас-чакалас та, хӑйӗн валли шӑтӑк чакаласа хума ӗлкӗреймесӗрех вилсе выртмашкӑн кӑна ҫуралнӑ-и-мӗн вӑл? Ирӗк мӗн иккенне пӗлет-и вӑл? Ҫеҫенхир анлӑшне ӑнланса илейрет-и? Ҫеҫенхир хумханса ваштӑртатни хӗпӗртеттерет-и унӑн чунне? Эхе! Мӗн ҫуралнӑранпах — чура вӑл, пӗтӗм ӗмӗрне те чура пулса ирттерет, пӗр ҫав анчах! Мӗн тума пултарать вӑл хӑйне? Пӑртак ӑслӑланать пулсан, ҫакӑнса вилме ҫеҫ пултарать.

— Эпӗ ак, аллӑ сакӑр ҫул хушшинче тем чухлӗ куртӑм, мӗн курнине пурне те хут ҫине ҫырас-тӑк, санӑнни пек хутаҫа пинӗшне те кӗртеймен. Ну-ка, кала, мӗнле-мӗнле ҫӗрсенче пулман эпӗ? Калайрас та ҫук. Эпӗ ҫитсе ҫӳренӗ ҫӗрсене эсӗ пӗлместӗн те. Ҫавӑн пек пурӑнас пулать: ҫӳре те ҫӳре — ҫав ҫеҫ кирлӗ. Пӗр вырӑнта нумай ан тӑр — мӗн курман унта? Ав, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа, кунпа ҫӗр епле ӗмӗрех ҫӗр йӗри-тавра чупаҫҫӗ, эсӗ те ҫапла, пурнӑҫран сивӗнес мар тесен, ун ҫинчен шухӑшлама пӑрахса аяккалла тар. Шухӑшлама тапрататӑн-тӑк — юратми пулатӑн пурнӑҫа, вӑл яланах ҫапла пулать. Манпа хампа та ҫапла пулнӑ. Эхе! Пулнӑ ҫав, ачам.

— Галици ҫӗрӗнче тӗрмере лартӑм эпӗ. Мӗншӗн пурӑнатӑп ҫут тӗнчере? — тесе шухӑшласа илтӗм пӗрре, кичем пулнӑран, — тӗрмере кичем унта, адам, э, мӗн тери кичем! — чӳречерен уялла пӑхса илсенех, ӑш вӑркама тапратрӗ, ҫав тери хытӑ вӑркать, шалтан темскер хӗскӗчпе хӗснӗнех туйӑнать. Кам калӗ-ши кам мӗншӗн пурӑннине? Никам та каламасть ӑна, ачам! Хӑвӑнтан ун ҫинчен ыйтма та кирлӗ мар.

Пурӑн та пурӑн, ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ. Уткала та, ху йӗри-тавра пӑхкала, вара ӑш та нихҫан вӑркас ҫук. Эпӗ ҫавӑн чух кӗҫех хама хам пиҫиххипе пӑвса вӗлереттӗм, — ак мӗнле!

— Хэ! Пӗр ҫынпа калаҫнӑччӗ эпӗ. Хаярскер, сан пек вырӑс ҫынни. Вӑл калать: ху мӗнле пурӑнас тенӗ пек пурӑнмалла мар, турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ пек пурӑнмалла, тет. Турра пӑхӑнса пурӑн, вӑл вара ху унран мӗн ыйтнине пӗтӗмпех парӗ, тет. Ҫапла вӗрентекенскер, хӑй пӗтӗмпех ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳрет. Эпӗ каларӑм ӑна: ху валли турӑран ҫӗнӗ тумтир ыйтса ил, терӗм. Вӑл ҫилленчӗ те, ятлаҫса, мана хӑваласа ячӗ. Унччен кӑна хӑй: ҫынсене каҫармалла, вӗсене юратмалла, тесе тӑратчӗ. Манӑн сӑмахсем ун кӑмӑлне кӳрентернӗ пулсан, мана унӑн каҫармаллаччӗ те ӗнтӗ. Тупӑннӑ вӗрентекен! Сахалтарах ҫиме вӗрентеҫҫӗ вӗсем, анчах хӑйсем талӑкра вунӑ хут ҫиеҫҫӗ.

Ватӑ цыган вут ҫинелле сурчӗ те, чӗлӗмне ҫӗнӗрен тултарма тытӑнса, калама чарӑнчӗ. Ҫил тем пирки хуллен йынӑшса улать, тӗттӗмре утсем кӗҫенеҫҫӗ, таборта чӗререн тухакан ачаш та вӗри юрӑ юрлани илтӗнет. Ӑна Макар хӗрӗ, пике-хӗр Нонка юрлать. Эпӗ унӑн кӑкӑртан тухакан сассинчен пӗлетӗп: юрӑ юрлать-и хӑй, е «аван-и» тесе калать-и — яланах темле, тем ҫитмен пек те тем хытах ыйтнӑ пек янӑрать унӑн сасси. Тӗксӗм сӑн-пичӗ ҫинче патша майрин мӑнкӑмӑллӑхӗ курӑнать, темле мӗлке хупланӑ йӗпхӗн-хура куҫӗнче пурте ун чиперлӗхне парӑнаҫҫӗ тесе шухӑшлани, хӑй пек маррине пурне те ним тӗшне те хуманни, курайманни ҫутӑлса тӑрса хыттӑнах палӑрать.

Макар мана чӗлӗмне пачӗ.

— Турт! Аван юрлать-и хӗр? Ҫапла ҫав! Ҫакӑн пек хӗре юраттарас килет-и санӑн? Килмест-и? Вӑл аван! Ҫапла кирек те — ан ӗнен эсӗ хӗрсене, вӗсенчен катарахра тӑма тӑрӑш. Хӗршӗн пулсан, чуптӑвасси — эпӗ чӗлӗме юратнинчен авантарах та кӑмӑллӑрах, хӗре чуптурӑн-тӑк — сан ирӗкӳ пӗтсе ларчӗ вара. Вӑл сана хӑй ҫумне темскерле курӑнман япалапа ҫыхса лартать, тата пӑрахма пулмасть ӑна, хӗре хайхи пӗтӗм чунна паратӑн. Тӗрӗс калатӑп! Сыхлан хӗрсенчен! Ялан суеҫтереҫҫӗ, ҫӗленсем, вӗсем! Хӑй, ҫут тӗнчере нимрен те ытла сана юрататӑп, тет; ну-ка, булавкӑпа тирсе пӑх-ха ӑна, вӑл вара санне чӗрӳне ҫурса тӑкать. Пӗлетӗп эпӗ! Эхе, мӗн чухлӗ пӗлетӗп! Ну, ачам, итлетӗн-и, пӗр чӑн пулнине калам? Эсӗ ӑна асра тыт, лайӑх асра тытса юлсассӑн, пӗтӗм ӗмӗрӳ тӑршшӗпех ирӗклӗ кайӑк пулӑн.

«Ҫут тӗнчере ҫамрӑк цыган Зобар, Лойко Зобар, пурӑннӑ. Пӗтӗм Венгрийӗпех, Чехире те, Славонире те, тинӗс йӗри-таврашӗнчи ҫӗрсенче пуринче те пӗлсе тӑнӑ ӑна, — маттур йӗкӗт пулнӑ вӑл! Ялта пӗр пилӗк ҫын е вунӑ ҫын Лойкона вӗлерес тесе тупа туманни ҫав таврашсенче пӗр ял та пулман, анчах Лойко пурӑннӑ та пурӑннӑ; пӗр-пӗр ут унӑн кӑмӑлне кайнӑ пулсан — ҫав ута хураллама салтаксене пулкипех тӑратсан та, пурпӗр Зобар вӑл ут ҫине утланса ӑна ташлаттарса ҫӳретех! Эхе! Камран та пулсан хӑранӑ тетӗр-и вӑл? Ун патне шуйттан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫипе пытӑр хӑть, Зобар ӑна, ҫӗҫӗпе ямасассӑн та, пӗрре хыттӑн ятлаҫса илетчӗ пуль, усал ҫурисенех кашнинех тутаран тапкӑ парса яратчех ӗнтӗ — кӑна кӗтсех тӑр!

Пур таборта та пӗлнӗ ӑна е ун ҫинчен илтнӗ. Вӑл утсене ҫеҫ юратнӑ, урӑх ниме те юратман, анчах утсене те нумаях юратса тӑман — утланса ҫӳрекелет-ҫӳрекелет те — сутса ярать, укҫине кам илес тет, ҫав илме пултарать. Унӑн хӗрхенсе тӑмалли япала пулман — кирлӗ сана ун чӗри, вӑл хӑех ӑна кӑкӑрӗнчен туртса кӑларса панӑ пулӗччӗ, сана аван пултӑр ҫеҫ. Акӑ мӗнлескер пулнӑ вӑл, ачам!

Пирӗн табор ун чухне Буковинӑра куҫса ҫӳретчӗ, — ку пӗр вунӑ ҫул ӗлӗкрех пулать. Эпӗ астӑватӑп — пӗрре, ҫурхи каҫ, ларатпӑр ҫапла: эпӗ, Данило салтак, Кошутпа пӗрле вӑрҫнӑскер, тата ватӑ Нур, ыттисем те. Данило хӗрӗ Радда та пур.

— Эсӗ ман Нонкӑна паллатӑн-и? Патша хӗрӗ пек! Ну, Раддӑна унпала танлаштармалли ҫук — нумай хисеп пулӗ Нонкӑна! Ун ҫинчен, ҫав Радда ҫинчен, сӑмах ним те калаймӑн. Тен, унӑн чиперлӗхне скрипкӑпа каласа пама пулатчӗ пуль. Калассине те ҫав купӑспа хӑй чунне пӗлнӗ пек пӗлекен ҫеҫ калама пултарӗччӗ.

Йӗкӗтсен чӗрисене нумай ҫунтарнӑ вӑл, ой, нумай ҫунтарнӑ! Моравӑра пӗр ватӑ магната, пуҫ тӑррине кастармасӑр хӑваракан ҫӳҫ пайӑркипе ҫӳрекенскер, ӑна курчӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ. Хӑй ут ҫинче ларать, вӗри чир тытса пӑрахнӑ пекех чӗтрет ҫав. Шуйттан праҫнике хитреленнӗ пекех хитреччӗ, жупаннех ылтӑн ука тыттарса пӗтернӗ, учӗ урипе кӑшт тӑпӑртатса илсессенӗх — аяккинче ҫакӑнса пыракан хӗҫҫи ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатать… хӗҫҫине пӗтӗмпех хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, ҫӗлӗк тӳпи — йӑм-кӑвак бархат, пӗлӗт татӑкӗ, тейӗн, чаплӑскерччӗ вӑл, ҫав ватӑ господарь! Пӑхрӗ-пӑхрӗ те ҫапла каларӗ Раддӑна: «Эй? Чупту мана, пӗр хутаҫ укҫа парӑп», терӗ. Хӗр аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗ, мӗнпур сӑмахӗ те ҫав пулчӗ вара унӑн! – Кӳрентертӗм пулсан, каҫар эппин, пӑртак кӑмӑллӑрах пӑхсам ара — тесе сасартӑках йӑвашлана пуҫларӗ ватӑ магнат, ҫавӑнтах хӗр урисем патнелле пӗр хутаҫ ывӑтса ячӗ, пысӑк хутаҫах, тӑванӑм! Хӗр ҫав хутаҫа, астумасӑр пекрех урипе пылчӑк ӑшнелле тӗртрӗ ячӗ, чӑнах.

— Эх, хӗр! — тесе ахлатса илчӗ те магнат, утне саламатпа ҫат анчах тутарчӗ — пӗлӗт пек тусан ҫеҫ вӗҫтерсе хӑварчӗ.

Тепӗр кунне каллех персе ҫитрӗ. — «Кам пулать хӗрӗн ашшӗ?» — тесе аслати пекех кӗрлеттерет ун сасси табор тӑрӑх. Данило ун умне тухса тӑчӗ. — «Сут хӗрне, мӗн илес килет, ӑна ил» — Данило ӑна хирӗҫ калать те хурать ак ҫапла: — «Пансем ҫеҫ ӑна пӗтӗмпех сутса яраҫҫӗ, хӑйсен сыснисенчен пуҫласа хӑйсен чунӗ таранах сутаҫҫӗ; Кошутпа пӗрле ҫапӑҫнӑ, нимпе те сутӑ тумастӑп!» тет. Лешӗ, мӗкӗрсе ярса, хӗҫҫине туртса кӑларма тӑнӑччӗ ҫеҫ, пиртен тахӑшӗ ут хӑлхи ӑшне чӗртнӗ ӑвӑ чиксе лартать тет, учӗ хайхи маттур ҫил пек вӗҫтерсе каять. Эпир пуҫтарӑнтӑмӑр та яра патӑмӑр. Пӗр кун каятпӑр, тепӗр кун, пӑхатпӑр — хайхи хӑваласа ҫитрӗ пире! «Эй, итлӗр! — тет, — турӑпа сирӗн умӑрта ман кӑмӑл тап-тасах; хӗре мана качча парӑр, мӗнпур ырлӑхӑма сирӗнпе пӗрле валеҫетӗп, питӗ пуян эпӗ» тет. Хӑй пӗтӗмпех ҫунса тӑрать, кӑлкан ҫилпеле хумханса ларнӑ пек, йывӑр йӗнер ҫинче хумханса ларать. Эпир шухӑша кайрӑмӑр.

— Ну-ка, хӗрӗм, кала! — терӗ Данило, сӑмахсене мӑйӗхӗ витӗр пӗрхӗнтерсе.

— Ӑмӑрткайӑк ами ҫӑхан патне хӑй ирӗкӗпе кайса кӗрес пулсан, мӗн пулса тӑрӑччӗ-ши вӑл? — тесе ыйтрӗ пирӗнтен Радда.

Кулса ячӗ Данило, эпир те пурте унпа пӗрле кулса ятӑмӑр.

— Маттур, хӗрӗм! Илтрӗн-и, господарь? Ӗҫ тухас ҫук. Кӑвакарчӑн ами пеккисене шыра — вӗсем ҫӑмӑлтараххӑн парӑнаҫҫӗ. — Кайрӑмӑр эпир вара малалла.

Лешӗ, господарь, ҫӗлӗкне ярса тытрӗ те ҫӗре ҫавӑрса ҫапрӗ, унтан яра пачӗ сиккипе, ҫӗре чӗтретсех сиккипе яра пачӗ. Вӑт, ачам, мӗнле пулнӑ вӑл, Радда!

Да! Ҫапла эпир акӑ, пӗрре, ҫӗрле лараттӑмӑрччӗ, илтех кайрӑмӑр — хирте музыка сасси янӑрать. Лайӑх музыка! Ӑна пула юн тымарӗсем тӑрӑх юн хытӑрах чупма тапратрӗ, ҫак музыка пире таҫталла кайма йыхӑрать. Ӑна итленипе пирӗн пурин те темскере кӗтсе илесси килсе кайрӗ, ӑна туйрӑмӑр эпир, ҫав темле япалана кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн пурӑнма кирлӗ мар пек, е, пурӑнас пулсан та, мӗнпур ҫӗр-шыв патшисем пулса пурӑнмалла анчах пек туйӑна пуҫларӗ, — вӑт мӗнле музыка, ачам!

Ку музыка пирӗн паталла ҫывхарнӑҫем ҫывхарсах килет. Акӑ тӗттӗмре ут кӗлетки курӑнса кайрӗ, ут ҫинче ҫын ларса пырать, пирӗн паталла килнӗҫем вӑл музыка калать. Вут хӗррине ҫитсе чарӑнса тӑчӗ, калама пӑрахрӗ, пирӗн ҫине кулкаласа пӑхать.

— Эхе, Зобар, эсӗ иккен ку! — тесе хӗпӗртесе кӑшкӑрса ячӗ Данило. Акӑ ӗнтӗ вӑл, Лойко Зобар!

Мӑйӑхӗ, хулпуҫҫисем ҫинелле усӑнса анса, ҫӳҫ кӑтрисемпе пӗрле хутшӑнса кайнӑ; куҫӗ ҫап-ҫутӑ, ҫӑлтӑр пекех йӑлтӑртатать; кулли тата — хӗвел пӑхнӑ пекех туйӑнать, туршӑн та ҫав! Хӑйне лашипе пӗрле пӗр тимӗр татӑкӗнчен туптаса тунӑ пек туйӑнать. Вут-ҫулӑм ҫутинче вӑл йӑлтах хӗрлӗ юн ӑшӗнче пек курӑнса тӑрать, кулкаласа, шӑлӗсемпе йӑлтӑр та йӑлтӑр тутарать. Эхе, эпӗ ӑна малтанах, вӑл хампа сӑмах хушичченех е ҫак ҫут тӗнчере эпӗ те пурӑннине асӑрхичченех, унчченех эпӗ ӑна хама хам юратнӑ пекех юратнӑ, — юратман тес пулсан, ылхан ӳктӗр вара ман ҫине!

Вӑт, ачам, мӗнле ҫынсем пулаҫҫӗ! Ҫав ҫын сана куҫран пӑхса илет те сан чунна тыткӑна ҫаклатать, эсӗ уншӑн пӗртте вӑтанмастӑн, вӑтанма мар, хӑвна ху пысӑка та хуратӑн. Унашкал ҫынпала эсӗ ху та ҫавӑнтах лайӑхланса каятӑн. Эх, тусӑм, сахал ун пек ҫынсем! Ну, юрӗ-ҫке эппин, сахал пулсассӑн. Тӗнчере лайӑххи нумай пулас-тӑк, ӑна вара лайӑххи вырӑнне те хумӗччӗҫ. Ҫапла ҫав! Итле-ха малалла.

Радда акӑ: — «Лайӑх калатӑн эсӗ, Лойко! — тет ӑна. Ҫавӑн пек питӗ тӗрӗс, уҫӑ сасӑллӑ купӑса кам туса панӑ сана?» тет. Лойко кулать: — «Эпӗ хам турӑм! Эпӗ ӑна йывӑҫран мар, хытӑ юратнӑ ҫамрӑк хӗрӗн кӑкринчен турӑм, хӗлӗхӗсене ҫав хӗр кӑкринчен яврӑм. Пӑртак урмӑшрах калать-ха купӑсӗ, ну, пӗлетӗп-ҫке эпӗ, сӗркӗчне алӑра лайӑх тытмалла!» тет.

«Паллах ара, пирӗн пек арҫын таврашӗ хӗр куҫӗ умне тӳрех тӗтре карма тӑрӑшать, — хӗр куҫӗ пӑхнипе чӗрене вут хыпса ан илтӗр, хӗр куҫӗ хӑй хам пирки пӑшӑрханнӑ хуйхӑ каррипе хуплантӑр, тет, — Лойко та ҫавӑн пекех тума шутланӑ. Анчах урӑхла йышши хӗр тӗлне килсе тухнӑ. Радда аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗ, анасласа илсе, ҫапла каларӗ: — Эсӗ, Зобар, ӑслӑ та маттурскер, тетчӗҫ, — авӑ епле суяҫҫӗ иккен ҫынсем!» — терӗ те аяккалла утрӗ.

— Эхе, пике хӗр, шӑлусем ҫивӗч курӑнать! — Ут ҫинчен анса, Лойко куҫне ҫиҫтерсе илчӗ. — Аван-и, тӑвансем! Ак эпӗ те сирӗн пата килтӗм! — тет.

— Хӑна пул! — терӗ ӑна хирӗҫ Данило. Пӗр-пӗринпе чуптуса илтӗмӗр, калаҫкаларӑмӑр та ҫывӑрма выртрӑмӑр… Хытӑ ҫывӑртӑмӑр. Ирхине тӑрсан, пӑхатпӑр — Зобар пуҫне тутӑр таткипе ҫыхса лартнӑ. Мӗн пулнӑ? Ҫывӑрнӑ чух ут ура чӗрнипе тивертрӗ, тет.

Э, э, э! Кӑна мӗнле ут тивертнине пӗлтӗмӗр. Йӑпӑштӑн кулса илтӗмӗр. Данило та кулса илчӗ. Мӗн, Лойко Радда тӗшне тӑман-им-ха?.. Ҫук ҫав ӗнтӗ! Хӗрӗ тем тӗрлӗ хитрескер пулсан та, чунӗ унӑн пӗчӗк те ӑшӑх йышшискер, унӑн мӑйӗнчен пӗр пӑт ылтӑн ҫакса яр хӑть, вӑл ҫавах та унтан ытла лайӑхланас ҫук! Ну, юрӗ-ҫке!

Пурӑнатпӑр та пурӑнатпӑр эпир ҫав хайхи вырӑнта, вӑл вӑхӑтра ӗҫсем ӑнса пыратчӗҫ. Зобар та пирӗнпе пӗрлех пурӑнатчӗ. Аван юлташчӗ вӑл! Ватӑ ҫын пекех ӑслӑччӗ, вырӑс ҫыруне те, венгерла ҫырма та чухлатчӗ. Калама тытӑнсассӑн вара — пӗр ҫывӑрмасӑр, ӗмӗрех итлесе ларас килетчӗ ӑна! Купӑсне калама тапратсассӑн, — эй, суятӑп пулсан, аҫа ҫапса пӑрахтӑр мана халех, — ҫут тӗнчере Зобар пек калакан ҫын та пулман пулӗ! Хӗлӗхӗсем тӑрӑх сӗркӗчӗпе пӗрре сӗрсе ярать те — сан чӗрӳ кӑлтах туса илет, тепре сӗрсе ярать те — сан чӗрӳ вара ӑна итлесе каҫсах каять; Зобар хӑй кулкаласа ҫеҫ калать купӑсне. Вӑл каланӑ юрӑсене итленӗ чух, пӗр вӑхӑтрах макӑрасси те, куласси те килетчӗ. Акӑ халь купӑс ӑшӗнче такам хытӑ хуйхӑрса йынӑшнӑ пек йынӑшать, пулӑшма чӗнет, сан кӑкӑрна ҫӗҫӗпе каснӑ пекех касать. Акӑ тата ҫеҫенхир, унта, пӗлӗтелле пӑхса выртса, юмахсем янӑ пек туйӑнать — лӑпкӑн кӑна шӑранакан, хурлӑхлӑ юмахсем ярать темелле. Хӗр йӗрет, савнӑ каччине инҫете ӑсатать. Маттур йӗкӗт хӑйӗн чун савнине ҫеҫенхире тухма чӗнет. Унтан сасартӑк — эй! Чӗрӗлӗх юрри, ирӗк юрри аслатилле кӗрлесе каять; хӗвел те пӗлӗт ҫинче, ӑна кура, ҫав юрӑ ҫеммипе ташша ярассӑнах туйӑнать. Вӑт мӗнле, ачам.

Ху кӗлеткӳнти кашни тымаршӑнах вӑл юрра лайӑх туйса илетӗн, эсӗ ху пӗтӗмпех ҫав юрӑ чури пулса тӑратӑн. Ку вӑхӑтра Лойко пире: «Ҫӗҫӗсем тытӑр, юлташсем!» тесе кӑшкӑрса ярас-тӑк, вара эпир пурте, ҫӗҫӗсем ярса илсе, вӑл хушнӑ ҫынсемпе ҫапӑҫма тытӑннӑ пулӑттӑмӑр. Этеме вӑл тем тума та пултарнӑ, пурте ӑна юрататтӑмӑр, хытӑ юрататтӑмӑр, пӗр Радда ҫеҫ Йӗкӗте пӑхмасть; юрӗччӗ-ха пӑхмасть ҫеҫ пулсан, ҫитменнине тата унтан йӗкӗлтесе кулма та пӑхать. Хытах ыраттарать вӑл Зобар чӗрине, хыттӑнах ыраттарать ҫав! Лойко, хӑйне хӑй мӑйӑхӗнчен турткаласа, шӑлӗсемпе шӑтӑр-шатӑр тутарать; куҫӗсем тӗпсӗр кӳлӗрен те салхуллӑрах пӑхаҫҫӗ, кас-кас унӑн куҫӗсенче темскер йӑлтӑртатса илет те ытлах та хӑрушшӑн туйӑнса каять. Ҫӗрле маттур Лойко ҫеҫенхирелле инҫете каять, унта вара мӗн ирчченех макӑрать ун купӑсӗ, макӑрса, Зобар ирӗкне тӑпра ӑшне чикет. Эпир итлесе выртатпӑр та: мӗн тумалла-ши? — тесе шухӑшлатпӑр. Хамӑр та пӗлетпӗр: икӗ чул пӗр-пӗрин ҫинелле кусса пыраҫҫӗ пулсан, вӗсем хушшине кӗрсе тӑма юрамасть, — амантса пӑрахаҫҫӗ сана. Ҫапла чылайччен пычӗ.

Пӗрре эпир, пурте пӗрле пуҫтарӑнса, ӗҫсем ҫинчен калаҫкаласа лараттӑмӑр. Ларнӑ ҫӗртех кичем пек туйӑнса кайрӗ. Данило: «Юрӑ юрласа пар-ха, Зобар, пӑртак чуна лӑплантар-ха!» — тет Лойкӑна. Радда, Лойкӑран инҫе те мар, ҫӳлелле, пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртатчӗ; хайхи Лойко ун еннелле кӑшт пӑхса илчӗ те сӗртерчӗ Сӗркӗчӗпе. Каласа ячӗ купӑсне, чӑн-чӑнах та хӗр чӗриех пырса вырнаҫнӑ тейӗн ун ӑшне! Вара Лойко юрласа ячӗ:
Эй-яр!
Ӑшра ҫунать-ҫке вут.

Ҫеҫенхирӗ аслӑ!

Ҫил пек пырать ман шухӑ ут.

Ҫнирӗп манӑн алӑ!

Радда пуҫне пӑрчӗ, выртнӑ ҫӗртен кӑшт ҫӗкленсе, юрлакан йӗкӗте куҫран пӑхса кулса ячӗ. Шурӑмпуҫ пекех хӗрелсе кайрӗ Лойко.

Эй-яр, Эй! Ну, юлташӑм, терӗм,
Вӗҫтерер-и малалла?

Хире хуплать сулхӑн тӗттӗм,
Часах тул ҫутӑлмалла!

Эй-яр! Вӗҫтерер, тухар хире.

Ыткӑн, утӑм, ҫӳлелле!

Ан тиверт ҫеҫ ҫилхӳпе
Ҫутӑ чипер уйӑхне!

Вӑт епле юрлатчӗ! Халь ӗнтӗ никам та унашкал юрлакан ҫук! Радда ӑна шыв юхтарнӑ пекех ҫапла калать:
— Санӑн ҫавӑн пек ҫӳле вӗҫсе хӑпармалла марччӗ, Лойко, асту, персе анса, сӑмсупа шыв лупашкине тӗл пулӑн та мӑйӑхна лапӑртаса пӑрахӑн, — тет.

Лойко тискер кайӑкла пӑхса илчӗ ун ҫине, анчах ним те чӗнмерӗ, — тӳссе ирттерчӗ йӗкӗт, малаллах юрлать.

Эй-яр! Кун ҫитет ак сасартӑк,
Иккӗн ҫаплах ҫывратпӑр.

Эй-яр! Чӑнахах апла пулас-тӑк,
Намӑс айнех юлатпӑр!

— Вӑт ку юрӑ! — терӗ Данило, — нихҫан та илтмен эпӗ кун пек юрра: суятӑп пулсан, эппин, манран шуйттан хӑй валли чӗлӗм туса ларттӑр! » — Ватӑ Нур, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, хулпуҫҫисене апла та капла пӑркалать анчах, Зобарӑн маттур юрри пурне те кӑмӑла кайрӗ. Пӗр Радда ҫеҫ килӗшмерӗ.

— Пӗрре ҫавӑн пекех вӑрӑмтуна та, ӑмӑрткайӑк сассинчен тӑрӑхласа, нӑй-най тукаланӑ, — терӗ вӑл; ку пире юрпа лачлаттарнӑ пекех пулчӗ.

— Сан пушӑ тутанас килет-им, Радда? — терӗ Данило, ун патнелле карӑнса; Зобарӗ ҫӗлӗкне ҫӗре тытса печӗ, хай тӑпра пек хуп-хура хуралса кайрӗ те ҫапла калать:
— Тӑхта, Данило! Харсӑр ута хурҫӑ ҫӑварлӑх кирлӗ! Хӗрне мана качча пар! — тет.

— Вӑт каларӗ! — терӗ Данило кулса, — илме пултаратӑн пулсан, ил!

— Юрать, — тет Лойко, унтан Раддӑна калать: — Ну, хӗр, пӑртак эпӗ каланине итлесе пӑх, ан мухтан! Сирӗн пек хӗрарӑм таврашне эпӗ нумай курнӑ, эхе, нумай ҫав! Пӗри те, сан пек, ман чӗрене тапратманччӗ. Эх, Радда, эсӗ ман чуна тыткӑна илтӗн! Мӗн вара? Мӗн пуласси пулатех ӗнтӗ вӑл, тата… хӑвӑнтан ху утпа тарса хӑтӑлас тесессӗн, ун пек ут ҫук… Сана турӑ умӗнче, хамӑн ырӑ ятпала, аҫу тата ҫак пур ҫынсем умӗнче те качча илетӗп. Анчах, асту, ман ирӗке хирӗҫ тӑнӑ ан пул — эпӗ ҫапах та ирӗклӗ ҫын, мӗнле пурӑнас тетӗп, ҫапла пурӑнатӑп! — Лойко, шӑлӗсене ҫыртса лартса, куҫ-пуҫне ҫутӑлтарса, Радда патне пырса тӑчӗ.

Пӑхатпӑр, вӑл Раддӑна алӑ парать, — акӑ ӗнтӗ Радда ҫеҫенхирти ута йӗвенлесе те лартрӗ! — тетпӗр. Сасартӑк Лойко аллисемпе сулса ячӗ те ӗнсипе ҫӗре персе анчӗ.

Мӗн пулчӗ капла? Йӗкӗт, чӗринчен пуля пырса тивнӗ пекех, кайса ӳкрӗ. Ӑна Радда урисенчен чӗн пушӑпа ҫаклатса илнӗ те хӑй патнелле карт! туртнӑ-мӗн, ҫавӑнпа ӳкнӗ ӗнтӗ Лойко.

Каллех хӗр выртнӑ та выртать, тапранмасӑр, ним шарламасӑр кулса выртать. Эпир, мӗн пулать-ши ӗнтӗ тесе, пӑхса ларатпӑр, Лойко та ҫӗр ҫине ларнӑ та пуҫне аллисемпе хыттӑн пӑчӑртаса тытнӑ, пуҫӗ ҫурӑлса каясран хӑрать, темелле. Унтан вӑл хуллен тӑчӗ те никам ҫине те пӑхмасӑр ҫеҫенхирелле уттарчӗ. «Асту ӑна!» терӗ мана Нур шӑппӑн. Вара эпӗ ҫӗрлехи тӗттӗмре Зобар хыҫҫӑн чӗркуҫҫи ҫинче шуса кайрӑм. Ҫапла, ачам!»

Макар чӗлӗмӗнчен кӗлне шаккаса тӑкрӗ те ҫӗнӗрен тултарма пуҫларӗ. Эпӗ чекменпе лайӑхрах пӗркентӗм те Макарӑн хӗвелпе, ҫилпе хуралса ларнӑ ватӑ сӑн-пичӗ ҫине пӑхса выртатӑп. Вӑл, пуҫне хаяртараххӑн сула-сула, хӑй тӗллӗнех темскер пӑшӑлтатать; кӑвакарса кайнӑ ҫӑра мӑйӑхӗ чӗтренет, ҫӳҫ-пуҫне ҫил вӗҫтерет. Вӑл аҫа ҫапса суранлатнӑ ватӑ юман пек, анчах ҫапах паттӑр та ҫирӗп, хӑй вӑйӗпе мухтанса ларакан ватӑ юман пек туйӑнать. Тинӗс паҫӑрхи пекех ҫыранпала пӑшӑл-пӑшӑл тӑвать, вӑл пӑшӑлтатнине ҫил ҫеҫенхирелле иле-иле каять. Нонка ӗнтӗ юрлама пӑрахнӑ, ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнса килнипе кӗрхи каҫ тата ытларах тӗттӗмленсе ларчӗ.

Лойко, пуҫне усса, аллисене пушӑ пек усӑнтарса, ураран ура илсе утать. Пӗр вар хушшине, шыв юхса выртнӑ ҫӗре ҫитсе чул ҫине ларчӗ те ахлатса ячӗ. Ҫав тери хытӑ ахлатса ячӗ: тем пекех хӗрхенсе кайрӑм ӑна, ҫавах та патне пымарӑм… Хуйха сӑмахпа пусарас ҫук — чӑнах вӗт? Ҫапла ҫав! Вӑя пӗр сехет ларчӗ, тепӗр сехет, тата тепӗр сехет ларать, тапранмасть те.

Эпӗ унтан инҫетрех мар пӑхса выртатӑп. Каҫ ҫутӑ, уйӑх пӗтӗм ҫеҫенхире кӗмӗл тӗслӗн ҫутатса тӑрать, инҫетелле лайӑх курӑнать.

Сасартӑк куратӑп: табор патӗнчен васкаса Радда утать.

Хӗпӗртесе кайрӑм… «Эх, пит тӗ аван, маттур хӗр Радда!» тесе шухӑшлатӑп. Акӑ вӑл Лойко патне пырса тӑчӗ, Лойко ӑна илтмест те. Радда ун хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хучӗ; шартах сикрӗ Лойко, аллисене илчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ. Сасартӑк сиксе тӑрать те ҫӗҫӗ ярса илет! Ух, пусса пӑрахатех хӗре; эпӗ, табор еннелле кӑшкӑрса, вӗсем патнелле чупма анчах тӑнӑччӗ, сасартӑк:
— Асту, пӑрах, пуҫна салатса пӑрахӑп! — тенине илтех кайрӑм.
Пӑхатӑп: Радда аллинче пистолет, вӑл Зобара ҫамкинчен тӗллет. Вӑт шуйттан хӗрӗ! Ну, ӗнтӗ вӗсен вӑйӗсем тан, малалла мӗн пулать-ши? — тесе шухӑшлатӑп.

— Итле! — тет Радда, хӑй пистолетне пиҫиххи хушшине чиксе хучӗ те ҫапла калать Зобара: — Эпӗ сана вӗлерме килмен, санпа килӗштерме килнӗ, пӑрах ҫӗҫҫӳне! — тет. Лешӗ ҫӗҫҫине пӑрахрӗ те Раддӑна куҫӗнчен сиввӗн пӑхать. Тӗлӗнмелле ҫавӑнтан, ачам! Икӗ ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫ тискер кайӑксем пекех пӑхса тӑраҫҫӗ, хӑйсем иккӗшӗ те питӗ лайӑх, маттур ҫынсем. Вӗсем ҫине ҫутӑ уйӑх пӑхать, тата эпӗ пӑхатӑп — урӑх никам та ҫук.

— Ну, итле, Лойко: эпӗ сана юрататӑп!- — тет Радда. Лешӗ хулпуҫҫине пӑркаласа ҫеҫ илчӗ, унӑн алли-урине ҫыхса лартнӑ темелле.

— Маттур йӗкӗтсене эпӗ куркаланӑ, эсӗ вӗсенчен маттуртарах, чунупа пит-куҫу та хитререх санӑн. Эпӗ куҫпа мӑч тусанах, вӗсенчен кашниех хӑйӗн мӑйӑхне хыртарса яма та хатӗрччӗ, эпӗ хушсанах, вӗсем пурте ман умма чӗркуҫленсе ларӗччӗҫ. Анчах унтан мӗн усси пултӑр-ха? Вӗсем ахаль те питех маттур мар та, эпӗ вӗсене пурне те хӗрарӑм пек туса хунӑ пулӑттӑм. Ҫут тӗнчере маттур цыгансем сахалланчӗҫ, Лойко, сахалланчӗҫ ҫав. Эпӗ нихҫан та никама та юратманччӗ, Лойко, сана юрататӑп. Тата эпӗ ирӗке юрататӑп! Ирӗке эпӗ, Лойко, сана юратнинчен те ытларах юрататӑп. Сансӑр пуҫне эпӗ пурӑнас ҫук, эсӗ те мансӑр пуҫне пурӑнас ҫук. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла тӑвасшӑн: чунупа та, ӳтӳпе те эсӗ манӑн пул, илтетӗн-и?

Лойко кулса илчӗ.

— Илтетӗп! Санӑн халапна итлесе ӑшчик савӑнать! Ну тата кала-ха!

— Тата акӑ мӗн калатӑп, Лойко: эсӗ кирек мӗнле авкаланса хӑтлан та, ҫапах эпӗ сана ҫавӑратӑп, эсӗ манӑн пулатӑн. Ҫавӑнпа та вӑхӑта ахаль ирттерсе ан тӑр — малалла эпӗ сана чуптуса ачашланине ҫеҫ кӗт… Эпӗ сана хытӑ чуптӑватӑп, Лойко! Эпӗ чуптунипе эсӗ хӑвӑн маттур пурнӑҫна манса кайӑн… маттур цыгансене питӗ савӑнтаракан чӗрӗ сывлӑшлӑ юррусем те ҫеҫенхирсенче урӑх янӑрас ҫук — ун чух ӗнтӗ эсӗ мана, хӑвӑн Раддуна, ачаш юрату юррисем юрласа кӑтартӑн… Вӑхӑта ахаль ирттерсе ан тӑр, терӗм эпӗ, ҫавӑнпа та эсӗ мана, хӑвӑн ҫамрӑк аслӑ юлташу вырӑнне хурса, ыран ман умра парӑнатӑн. Пӗтӗм табор умӗнче ман умма ӳксе пуҫҫапатӑн та ман сылтӑм алла чуптӑватӑн — вара эпӗ санӑн арӑму пулӑп.

Вӑт мӗн тӑвасшӑн пулнӑ, шуйттан хӗрӗ! Ун пеккине эпир илтессе те нихҫан илтмен: черногорецсем хушшинче ҫеҫ ӗлӗк ун пек йӑла пулнӑ, тетчӗҫ ваттисем, йыгансем хушшинче нихҫан та пулман! Хӗрпеле юлташлӑ пулмалла.

Кала-ха, ачам, унтан кулӑшлараххи мӗн те пулин шухӑшласа кӑларма пулать-ши? Пӗр ҫулталӑк пуҫна ҫӗмӗрсе ларсан та шухӑшласа кӑларас ҫук!

Лойко шартах аяккалла сикрӗ те, хӑйне кӑкӑртан амантнӑ пек, пӗтӗм ҫеҫенхир илтӗнмелле кӑшкӑрса ячӗ, Радда чӗтренсе илчӗ, ҫапах та ӑна палӑртмарӗ.

— Ну, ыранччен сывӑ пул-ха эппин, ыран вара эпӗ хушнине тӑватӑн. Илтетен-и, Лойко! — терӗ.

— Илтетӗп! Тӑватӑп, — терӗ Зобар, хыттӑн ахлатса ярса, вӑл хӑй аллисене Радда патнелле тӑсрӗ. Радда ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Лойко, ҫилпе хуҫӑлнӑ йывӑҫ пек сулӑнса, ҫӗр ҫине кайса ӳкрӗ, пӗр вӑхӑтрах макӑрать те, кулать те.

Тарӑхтармӑш Радда, вӑт мӗнле аптратса ҫитернӗ маттур йӗкӗте. Аран-аран ҫеҫ Лойкона эпӗ тӑна кӗртрӗм.

Эхе! Ҫынсем ҫавӑн пек хуйхӑ курни вӑл кам шуйттанне кирлӗ-ши? Этем чӗри ҫурӑлса каяс пекех хуйхӑрса ахлатнине итлеме кам юратӗ-ши ӑна? Вӑт, шухӑшла ун ҫинчен!

Эпӗ табора таврӑнтӑм та ваттисене йӑлтах каласа кӑтартрӑм. Шухӑшларӑмӑр та — ҫакӑнтан ӗнтӗ мӗн пулӗ, кӗтсе пӑхас, тесе шут тытрӑмӑр. Акӑ мӗн пулса тӑчӗ. Эпир каҫхине пурте вут хӗррине пуҫтарӑнсассӑн, Лойко та пычӗ пирӗн пата. Вӑл хӑйне хӑй вӑтаннӑ пек тытать, пӗр каҫ хушшинчех пит начарланса кайнӑ, куҫӗ путса кӗнӗ; ҫӗрелле пӑхса ларса, куҫ ҫӗклемесӗр, вӑл пире ҫапла каларӗ:

— Ӗҫ акӑ мӗнле, юлташсем: ҫак ҫӗр эпӗ хамӑн чӗре ӑшнелле пӑхрӑм та, унта хамӑн ӗлӗкхи ирӗклӗ пурнӑҫ валли вырӑн тупаймарӑм. Унта Радда анчах пурӑнать — ҫав ҫеҫ! Вӑт вӑл, илемлӗ Радда, хӗр-патша пекех пӑхса кулать! Вӑл хӑйӗн ирӗклӗхне мана юратнинчен ытларах юратать, эпӗ Раддӑна хамӑн ирӗклӗхе юратнинчен те ытларах юрататӑп, ҫавӑнпа та эпӗ Раддӑна ӳксе пуҫҫапас терӗм, вӑл мана ҫапла хушрӗ, унӑн илемлӗ маттур йӗкӗте — Лойко Зобара епле парӑнтарнине пурте курччӑр; Раддӑна куриччен Лойко хӗрсемпеле, хӗрен кӑвакалсемпе епле вылять, ҫавӑн пекех вылятчӗ. Унтан вӑра Радда манӑн арӑм пулать те мана ачашлать, чуптӑвать, ҫавӑнпа манӑн вара сире юрӑсем те юрласа кӑтартас килми пулать, хамӑн ирӗклӗхшӗн те хуйхӑрас ҫук эпӗ! Ҫапла-и, Радда? Лойко пуҫне ҫӗклерӗ те хӑрушшӑн пӑхса илчӗ Радда ҫине. Радда, ним чӗнмесӗр, пуҫне мӑнаҫлӑн тайса илчӗ те хӑйӗн урисем умнелле аллипе кӑтартрӗ. Эпир пӑхатпӑр, ним те ӑнланмастпӑр. Ӑҫталла та пулин каяс килет: курас марччӗ ҫав Лойко Зобар хӗр умне ӳксе пуҫҫапнине, ҫав хӗр Радда хӑй пулсан та, ун пек пуҫҫапнине курас килмест. Темрен намӑс пек туйӑнать, тата шел те, хурланмалла та.

— Ну! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Зобара Радда.

— Эхе, ан васка, ӗлкӗрӗн, йӑлӑхтарӗ те… — кулса ячӗ Лойко. Хурҫӑ янратнӑ пекех кулса ячӗ.

— Мӗнпур ӗҫӗ те ҫакӑ ӗнтӗ, юлташсем! Тата мӗн тумалли юлать-ши? Ман Радда чӗрийӗ хӑй мана кӑтартнӑ пекех ҫирӗп-ши, ҫавна пӑхмалли юлать. Пӑхам-ха, — каҫарӑр мана, юлташсем!

Эпир Зобар мӗн тӑвассине чухласа та илеймерӗмӗр, ҫӗр ҫинче Радда вырта та парать, унӑн кӑкрине Зобарӑн кукӑр ҫӗҫҫи аври таранах кӗрсе кайнӑ. Эпир тӗлӗнсе хытсах кайрӑмӑр.

Радда ҫӗҫҫе туртса кӑларчӗ те аяккалла ывӑтса ячӗ, ҫӗҫӗпе чикнӗ тӗле хӑйӗн хура ҫӳҫ пайӑркине тытса лартрӗ, йӑл кулса, уҫӑ сасӑпа ҫапла каларӗ:

— Сывӑ пул, Лойко! Эсӗ ҫавӑн пек тӑвассине эпӗ пӗлнӗччӗ… — терӗ, унтан — вилчӗ…

Ӑнлантӑн-и, ачам, ҫав хӗр мӗнле иккенне? Вӑт мӗнле шуйттанла хӗр пулнӑ вӑл, ытлашши калатӑп пулсан, ӗмӗр-ӗмӗрех ылхан пултӑр мана!

— Эх, ӗнтӗ ӳксе пуҫҫапам сана, мӑнкӑмӑллӑ королева! — тесе, пӗтӗм ҫеҫенхире илтӗнмелле кӑшкӑрса ячӗ Лойко, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те, вилнӗ Радда урисене чуптуса, ҫаплипех вилнӗ пек хытса кайрӗ. Эпир ҫӗлӗксене хыврӑмӑр та ним шарламасӑр тӑратпӑр.

Мӗн калӑн, ачам, ун пек чухне? Ҫапла ҫав! «Ҫыхас пулать ӑна!» текелерӗ Нур. Лойко Зобара ҫыхмашкӑн алӑ ҫӗкленес ҫук, никамӑн та алли ҫӗкленес ҫук.

Нур ӑна пӗлет. Вӑл алӑпа сулчӗ те аяккалла кайса тӑчӗ. Радда аяккалла ывӑтса янӑ ҫӗҫҫе Данило илчӗ те, кӑвак мӑйӑхне чӗтреткелесе, нумайччен ҫав ҫӗҫҫе тинкерсе пӑхса тӑчӗ, — ҫӗҫҫи ҫинче Радда юнӗ хытса ларайман ха, ҫӗҫҫи кукӑр та пит ҫивӗчскер. Унтан Данило Зобар патне утса пычӗ те ӑна ҫурӑмран, чӗри тӗлӗнчен, ҫӗҫӗпе яшт! тутарчӗ. Ватӑ салтак Данило Раддан ашшӗ пулнӑ-ҫке!

— Вӑт мӗнле! — терӗ Лойко уҫӑ сасӑпах, Данило еннелле ҫаврӑнса. Ҫапла каларӗ те вӑл та Радда хыҫҫӑн кайрӗ.

Эпир пӑхса тӑратпӑр. Ҫӳҫ пайӑркине аллипе кӑкӑр ҫумне пӑчӑртаса, Радда выртать, унӑн куҫӗсем ҫӳлелле, кӑвак пӗлӗтелле пӑхаҫҫӗ, урисем патӗнче маттур йӗкӗт Лойко сарӑлса выртать. Пичӗ ҫинче унӑн ҫӳҫ кӑтрисем, ҫавӑнпа пичӗ курӑнмасть.

Эпир шухӑшласа пӑхса тӑтӑмӑр. Ватӑ Данилон мӑйӑхӗ чӗтрет, ҫара куҫхаршисене вӑл пӗркелентерсе лартнӑ. Хӑй пӗлӗтелле пӑхса тӑрать, ним те шарламасть, Нур, шап-шурӑ ҫӳҫлӗскер, ҫӗр ҫумне ӳпне выртрӗ те пит хытӑ макӑрса ячӗ, ватӑскерӗн хулпуҫҫийӗсем чӗтренсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Макӑрмалли пулнӑ унта, ачам! Ҫапла ҫав!..

Эсӗ ҫӳретӗн, ҫапла хӑвӑн ҫулупа ҫӳре те аяккалла ан пӑрӑн. Тӳрех кай. Тен, ахаль пӑчланса лармӑн. Йӑлтах каласа пӗтертӗм, ачам!»

Макар калама чарӑнчӗ, чӗлӗмне табак хутаҫӗ ӑшне чиксе хучӗ те чекменне кӑкӑрӗ ҫине лайӑхрах хуплаштарчӗ. Пӑт-пат ҫумӑр ӳккелет, ҫил татах вӑйланса кайрӗ, тинӗс ҫилленнӗ пек хыттӑн кӗрлесе шавлать. Сӳне пуҫланӑ вут хӗррине утсем пӗрин хыҫҫӑн тепри утса пыраҫҫӗ те, пирӗн ҫине пысӑк та ӑслӑ куҫӗсемпе пӑха-пӑха илсе, пире йӗри-тавра ункӑ пек хупӑрласа, вут хӗрринче чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ.

— Гоп-гоп, эгой, — тесе ачашшӑн кӑшкӑрса ячӗ вӗсене Макар; хӑйӗн юратнӑ хура утне мӑйӗнчен ывӑҫ тупанӗпе лӑп-лӑп ҫапкаларӗ те: — ҫывӑрма вӑхӑт ҫитнӗ! — терӗ мана.

Унтан чекменӗпе пуҫ урлӑ чӗркенчӗ те, ҫӗр ҫине юмахри паттӑр пек тӑсӑлса выртса, шӑпах пулчӗ. Манӑн ҫывӑрас килмерӗ. Эпӗ ҫеҫенхире, тӗттӗмелле пӑхса выртатӑп, сывлӑшра манӑн куҫ умӗнче Раддан патшасенни пек хитре те мӑнкӑмӑллӑ кӗлетки ярӑнса пырать. Вӑл хура ҫӳҫ пайӑрки ярса тытнӑ аллине кӑкринчи суран ҫумне пӑчӑртаса лартнӑ, унӑн тӗксӗмрех тӗслӗ ҫинҫе пӳрнисем хушшипе тумлам хыҫҫӑн тумлам юн сӑрхӑнса тухать те, вӑл хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк ҫеҫ ҫӑлтӑрсем пек ҫӗрелле юха-юха ӳкет. Радда хыҫҫӑнах маттур йӗкӗт Лойко Зобар ярӑнса пырать; унӑн пит-куҫне хура та ҫӑра ҫӳҫ кӑтрисем хупласа илнӗ, кӑтри айӗнчен сивӗ шултра куҫҫуль тумламӗсем тумла-тумла анаҫҫӗ…

Ҫумӑр вӑйланса килет, мӑнкӑмӑллӑ хитре цыган мӑшӑрне — Лойко Зобара тата ватӑ салтак Данило хӗрне Раддӑна асӑнса, тинӗс чаплӑ та салхуллӑ юрӑ юрлать. Лойкопа Радда иккӗшӗ те ҫӗрлехи тӗттӗмре ним сассӑр унталла-кунталла ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, илемлӗ юрӑҫӑ Лойко ниепле те мӑнкӑмӑллӑ Раддӑна хӑваласа ҫитсе унпа пӗр тан пыраймасть.

Сайт:

 

Статистика

...подробней