Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 13-мӗш сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Добавлен: 2019.11.06 21:05

Предложений: 166; Слово: 2062

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Гремячий Лог хуторӗнче пурӑнса ирттернӗ пӗр эрне хушшинче Давыдов умне тӗрлӗрен ыйтусем хӳме пекех капланса тухса тӑчӗҫ… Ҫӗрлесенче ял Советӗнчен е Титокӑн пысӑк ҫуртӗнче вырнаҫнӑ колхоз правленинчен таврӑнсан, Давыдов тахҫанчченех пӳлӗмӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, пирус туртать, унтан, почтальон кӳрсе панӑ «Правда» тата «Молот» хаҫатсене вулакалать те, шухӑшӗпе каллех Гремячий Лог хуторӗнчи ҫынсем ҫине, колхоз ҫине, куллен пулса иртекен ӗҫсем ҫине куҫать. Колхозпа ҫыхӑннӑ шухӑшсенчен хӑтӑлма тӑрӑшать, хӑй ӗҫленӗ цеха, тусӗсене, ӗҫне аса илет; унта ӗнтӗ халь вӑл кайнӑранпа нумай улшӑнусем пулса иртнӗ пулмалла тесе шутласан, ӑшра йывӑр пулса каять. Халӗ акӑ вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе трактор моторӗн хӑвӑртлӑх коробкине урӑхлатмашкӑн чертежсем те туса лараймасть; унӑн ӗҫе пӗлсе, тирпейлӗ тыткаланине юратакан юнтармӑш станокӗ ҫинче урӑх ҫын ӗҫлет; ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе каякансене ӑсатнӑ чухне питӗ лайӑх, хӗрӳллӗ сӑмахсем каласа тултарнӑ хыҫҫӑн, тен, ҫынсем халӗ ун ҫинчен манса та кайрӗҫ пулӗ… Ҫавсем ҫинчен шухӑшлать-шухӑшлать те Давыдов, кӑштах салхуланать. Унтан, шухӑшсен юхӑмне урах ҫул-йӗрпе ярса, пуҫ миминче тахши ҫирӗп алӑпа рубильнике куҫарса лартнӑ пек, сасартӑках унӑн шухӑшӗ каллех Гремячий Лог хуторӗ ҫине куҫса ӳкет. Ӗҫлеме яла тухса килнӗ чухне вӑл хулара пурӑннӑ ытлашши айван ҫынах пулман ӗнтӗ, анчах класс кӗрешӗвӗ сарӑлса кайни, унӑн ҫыхланчӑк тӗввисем тата вӑрттӑн-пытанчӑк формисем, ҫапах та, хӑй Гремячий хуторне килсен малтанхи кунсенчех курни чухлӗ кӑткӑс пулассӑн туйӑнманччӗ ӑна. Колхоз хуҫалӑхӗ калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрекен пурнӑҫа чӑннипех лайӑхлатма май паракан хуҫалӑх пулин те, вӑтам хресченсенчен чылайӑшӗ тем пекех колхоза кӗресшӗн мар пулнине вӑл ниепле те ӑнланма пултараймасть. Нумай ҫынсене тата вӗсем хушшинчи хутшӑнусене тӗпе-йӗрӗпе ӑнланса илме пулӑшакан ҫара уҫҫи суйласа тупма пултараймарӗ-ха вӑл. Титок — ӗнер партизан пулнӑ, паян акӑ кулак тата тӑшман. Тимофей Борщев — чухӑн ҫын, анчах уҫҫӑнах кулака хӳтӗлекенскер. Островнов — культурӑллӑ кил хуҫи, колхоза ӑнлансах кӗчӗ, анчах Нагульнов ун ҫине асӑрханса пӑхать. Давыдов хӑй шухӑшӗнче Гремячий ҫыннисене пурне те умлӑн-хыҫлӑн куҫ умне кӑларса тӑратать… Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗнче мӗн пуррине чылайӑшне ӑнланаймасть вӑл, унта нумайӑшӗ темле алӑ айне кӗми, куҫа курӑнми ҫивиттипе витӗнсе тӑраҫҫӗ. Хутор ҫӗнӗ конструкциллӗ кӑткӑс мотор пекех туйӑнать ӑна, ҫавӑнпа Давыдов ҫакна тимлесех те пикенсех ӑнланса илме, унӑн кашни детальне тӗпчесе пӗлме, хыпашласа пӑхма тӑрӑшать. Ҫак ӑнланма йывӑр ӑслайлӑ машина куллен-кунах, канма пӗлмесӗр тӑвӑнса ӗҫленинче мӗнле пӑсӑк сасӑсем, пуррине илтсе тӑма тӑрӑшать…

Чухӑн Хопровпа унӑн арӑмне ӑнланма ҫук сӑлтавпа вӑрттӑн вӗлерсе хӑварнинчен вӑл ҫакна чухласа илчӗ: ҫак машинӑра темле пытанчӑк пружина ӗҫлеме тивӗҫ. Уҫҫӑнах мар тавҫӑрнӑ тӑрӑх, Хопров вилӗмӗ коллективизаципе, сапаланчӑк вак-тӗвек хуҫалӑхӑн витӗрех ҫӗрсе ҫитнӗ хӳмисене тӑвӑл пек ишӗлтерсе аркатакан ҫӗнӗ тапхӑрпа ҫыхӑнса тӑрать. Хопровпа унӑн арӑмӗн виллисене тупнӑ ирхине вӑл Нагульновпа тата Разметновпа чылайччен калаҫрӗ. Лешсем те нимӗн калама, никам ҫине шухӑшлама аптраса тӑраҫҫӗ. Хопров чухӑн ҫын, ӗлӗкрех — шуррисем енче пулнӑ, обществӑллӑ пурнӑҫа хутшӑнман, тахӑш енчен Лапшинов кулак ҫумне пырса сӗвеннӗ. Вӗсене ҫаратас шутпа вӗлернӗ пулӗ, тесе шухӑшлама пӑхрӗ тахши, анчах ун пек шухӑшлама нимӗнле сӑлтав та ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен килти пурлӑхне нимӗн те илсе кайман, тата, тӗрӗссине каласан, Хопровӑн илсе каймалли те ҫук. Разметнов ҫапла каласа хучӗ:

— Кам та пулин хӗрарӑм пирки кӳреннӗ пуль. Кам арӑмне те пулин ҫавӑрса илнӗ пуль те, ҫавӑнпа вӗлерсе хӑварнӑ пуль.

Нагульнов чӗнмерӗ, вӑл тӗплӗ шухӑшласа пӑхмасӑр калаҫма юратмасть. Анчах Давыдов хӑй шухӑшне: Хопрова вӗлерес ӗҫ кулаксемпе ҫыхӑннӑ, вӗсене халех хутортан кӑларса ямалла текен шухӑшне пӗлтерсен, Нагульнов татӑклӑнах ун майлӑ пулчӗ:

— Ҫавсен таврашӗнчи ҫынсемех тӗп тунӑ Хопрова. Ним калаҫса тӑмасӑрах сивӗ енне кӑларса ярас пулать ҫав ҫӗленсене!

Разметнов, хулпуҫҫисене хускаткаласа, кулса кӑна илчӗ:

— Кӑларса ямаллах вӗсене, калаҫмалли те ҫук, Вӗсем халӑха колхоза кӗме чӑрмантараҫҫӗ. Анчах Хопров вӗсенчен инкек курман. Вӑл вӗсемпе хутшӑнман. Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл Лапшинов ҫумне сӗвенсе пурӑнни тӗрӗс сӑмах, яланах ун патӗнче ӗҫлетчӗ, анчах та ку хырӑм тутӑран пулман ӗнтӗ? Нуша хӗссе ҫитернӗ, ҫавӑнпа вӑл Лапшинов ҫумне пырса тӗршӗнкелетчӗ. Кирек епле ӗҫе те кулаксем ҫине йӑвантарма юрамасть-ҫке, ан тӗлӗнтерӗр-ха, тӑвансем! Ҫук, тем каласан та, ку ӗҫ хӗрарӑм пиркиех пулнӑ!

Районтан следовательпе тухтӑр килчӗҫ. Вилесене касса пӑхрӗҫ. Хопровпа Лапшинов кӳршисене ыйтса тӗпчерӗҫ. Анчах следователь Хопровпа арӑмне кам мӗншӗн вӗлернине шыраса тупмалли йӗр ҫине ҫапах та ӳкеймерӗ. Тепӗр кунне, февралӗн 4-мӗшӗнче, колхозниксен пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпах кулаксене килйышӗсемпех Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнчен кӑларса ямалла тесе йышӑнчӗҫ. Пуху уполномоченнӑйсем суйласа ларнӑ колхоз правленин составне ҫирӗплетрӗ. Вӗсен шутне Яков Лукич Островнов (унӑн кандидатурине, Нагульнов хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах, Давыдовпа Разметнов ҫине тӑрсах хӳтӗлерӗҫ), Павел Любишкин, Демка Ушаков кӗчӗҫ, Аркашка Менок аран-аран кӗрсе юлчӗ. Пиллӗкмӗшне, Давыдова, пурте пӗр кӑмӑллӑ пулса, тавлашса тӑмасӑрах, суйларӗҫ. Кӑна ӗнер илнӗ хут пулӑшрӗ. Ҫав хутра: партин районри комитечӗ, Райполеводсоюзпа килӗшсе, колхоз правленин председательне суйласа лартма районри комитет уполномоченнӑйне, ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗ Давыдов юлташа сӗнет, тесе ҫырнӑччӗ.

Пухура колхоза мӗнле ят парасси пирки чылайччен тавлашу пычӗ. Юлашкинчен Разметнов тухса сӑмах каларӗ.

— «Хӗрлӗ казак» тесе ят парассине хирӗҫлетӗп; ку вӑл вилӗ ят. Ӗлӗк рабочисен ачисене казакпа хӑратнӑ. Эпӗ, хаклӑ юлташсем, халь ӗнтӗ колхозниксем, шӑпах социализм патне илсе пыракан хамӑрӑн хаклӑ ҫул пулса тӑракан колхоза Сталин ятне пама сӗнетӗп. Ун ҫинчен эпир пурте пӗлетпӗр: вӑл малтанах тӳп-тӳрӗ ҫул-йӗрпе пырать, унталла та, кунталла та пӑркаланмасть, эпир те — ун хыҫҫӑн, тытса чарма ҫук хӑватлӑ юхӑм пек пырса, ҫав чӑн-чӑн тӑван социализма утса ҫитӗпӗр, эпир хамӑр ҫав социализмшӑн ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха, арӑмсене, ача-пӑчасене пӑраха-пӑраха хӑварса, ҫамрӑк пурнӑҫӑмӑрсем ҫинчен манса кайса, хамӑр юна та, ютсен юнне те пӗр хӗрхенмесӗр юхтарнӑ.

Андрей палӑрмаллах пӑлханать, унӑн ҫамки ҫинчи суран ҫӗвекӗ тӗксӗммӗн хӗрелсе пырать. Пӗр кӗске самантлӑха ҫеҫ унӑн усал ҫилӗллӗрех куҫӗсене куҫҫуль тӗтри карса илчӗ, анчах вӑл ҫак саманта ирттерсе ячӗ, сассине ҫирӗплетрӗ:

— Ан тив, тӑвансем, пирӗн Иосиф Виссарионович юлташ вӑрӑм ӗмӗр пурӑнтӑр, пире ертсе пытӑр! Ӑна хисеп туса, ура ҫине тӑма тата ҫӗлӗкӗрсене хывма сӗнетӗп!

Пухури халӑх ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗксене хывнӑҫем кукша пуҫсем ҫутӑлса илчӗҫ, арпашӑнса пӗтнӗ тӗрлӗ ҫӳҫсем курӑнса кайрӗҫ. Разметнов сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Эпир вара хамӑра унӑн ячӗпе хисепленсе тӑмалла тӑвар. Халь каланисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн хушса калатӑп: эпир Царицына шуррисенчен хӳтӗленӗ чухне эпӗ хамах Сталин юлташа чи малта, вут-кӑвар айӗнче тӑнине куртӑм, вӑл сӑмах каланине итлерӗм. Вӑл ун чухне Ворошиловпа пӗрле реввоенсовет пулса тӑратчӗ, штатски кӗпе-тумтир тӑхӑнса ҫӳретчӗ. Смотрта тата вут-кӑвар линийӗ ҫинче пире, боецсене, ҫапӑҫура ҫирӗп тӑма кирли ҫинчен каларӗ.

— Эсӗ ыйтуран пӑрӑнса калаҫма пуҫларӑн, Разметнов, — пӳлчӗ ӑна Давыдов.

— Ыйтуран пӑрӑнса? Апла пулсан, эпӗ, паллах, каҫару ыйтатӑп, анчах та колхоза унӑн ятне парассишӗн эпӗ ҫирӗп тӑратӑп.

— Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ хам та колхоза Сталин юлташ ятне парассишӗн тӑратӑп, анчах ку ят вӑл — ответлӑ ят, — витӗмлӗн ӑнлантарса каларӗ Давыдов. — Ӑна варалама ниепле те юрамасть! Вара пирӗн питӗ хытӑ тӑрӑшса, хамӑр таврари колхозсенчен лайӑхрах ӗҫлеме тивет.

— Кунпала эпир тӗпренех килӗшетпӗр, — терӗ Щукарь мучи.

— Ӑнлантӑмӑр! — йӑл кулса илчӗ Разметнов. — Эпӗ, хаклӑ юлташсем, ял Совет председателӗ пулнӑ май, авторитетлӑнах калатӑп: Сталин юлташ ятне панинчен лайӑххи пулма та пултараймасть. Хам эпӗ мӗн-пур колхозсене ҫапла ят парса тухнӑ пулӑттӑм. Пирӗн коммунистсен партийӗ Сталин юлташ тавра ҫав тери тӑкӑс, ҫав тери таччӑн та ҫирӗп пӗрлешсе тӑрать тата ӑна ҫав тери хисеплет, ҫавӑнпа та кунта унран лайӑххине шухӑшласа тупма та ҫук. Манӑн акӑ, сӑмахран, тӑххӑрмӗш ҫулта, Топольки хуторӗ ҫывӑхӗнче, пирӗн хӗрлӗ пехота Цулим ятлӑ пӗчӗк юханшыв ҫинчи пӗвене епле тытса илнине курма тиврӗ, ҫавӑн чух, шыв арманӗ патӗнче…

— Акӑ эсӗ каллех асаилӳсем ҫине кӗрсе кайма тапратрӑн, терӗ Давыдов. — Тархасшӑн, пухӑва йӗркеллӗ ертсе пыр-ха, тӳрремӗнех сасӑлаттар!

— Каҫару ыйтатӑп, аллӑрсене ҫӗклӗр, граждансем, анчах та, вӑрҫа аса илсенех вара чӗре вӗтеленме тапратать те, сӑмах калас килсе каятех ҫав, — айӑплӑн йӑл кулса илчӗ те Разметнов, ларчӗ.

Пуху пӗр сасӑпах колхоза Сталин юлташ ятне памалла турӗ.

Давыдов Нагульнов патӗнчех пурӑнать-ха. Вӑл арча ҫинче ҫывӑрать, арчине кил хуҫисем ҫывӑракан кроватьрен ҫӳллӗ мар ҫитсӑ каркӑчпа карса уйӑрнӑ. Малти пӳлӗмре кил хуҫи арӑмӗ — ача-пӑчасӑр тӑлӑх арӑм вырнаҫнӑ. Давыдов хӑй Макара пурӑнма кансӗрленине лайӑхах туять, анчах малтанхи кунсенче ларма-тӑма пӗлмесӗр чӑрманса, чӗресене хускатса чупса ҫӳренине пула, хваттер шыраса тупма, темле, вӑхӑт та тупӑнмарӗ. Лушка, Нагульнов арӑмӗ, Давыдовпа яланах кӑмӑллӑ, ҫапах та, ҫакна пӑхмасӑрах, Давыдов, пӗркунхине, ӑнсӑртран Макарпа калаҫнӑ чухне, Макар ӑна хӑйӗн арӑмӗ Тимофей Рванӑйпа пурӑнни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн, ҫав хӗрарӑм ҫине сиввӗн пӑхма пуҫларӗ, вӗсем патӗнче унӑн вӑхӑтлӑха пулин те пурӑнас килми пулчӗ, Ирсенче Давыдов, калаҫӑва хутшӑнмасӑр, час-часах Лушка ҫине куҫ хӳрипе пӑхкаласа илет. Сӑнран пӑхма Лушка ҫирӗм пилӗк ҫултан иртмен темелле. Унӑн тӑрӑхларах питҫӑмартисене вӗтӗ чӗкеҫ шатри тапса тухнӑ, чӑпар сӑнӗ-пичӗпе вӑл чакак ҫӑмартине аса илтерет. Анчах унӑн тикӗт пек хуп-хура куҫӗсенче, пӗтӗм типшӗмрех те тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткинче темле чуна илӗртекен илемлӗх пурри палӑрать. Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ. Утасса та вӑл хӑйӗн усӑк хулпуҫҫийӗсене вылянтарса, хӑйне кам та пулин хыҫалтан кӗҫех пырса чӑмӑртасса, хӗрӗнни евӗр ансӑр хулпуҫҫисенчен ыталаса илессе кӗтнӗ пекех утать. Ҫи-пуҫне Гремячири ытти мӗнпур хӗрарӑмсем майлах тумланса ҫӳрет, анчах кӑштах тасарах та тирпейлӗрех тӑхӑнать.

Пӗррехинче, темле, ир-ирех, пушмакӗсене тӑхӑнса ларнӑ хушӑра, Давыдов каркӑч хыҫӗнчен Макарӑн сассине илтех кайрӗ:

— Манӑн кӗске кӗрӗк кӗсйинче резинкӑсем пур. Эсӗ Ҫемене резинкӑсем илсе килме хушса янӑччӗ-им? Вӑл ӗнер станицӑран таврӑнчӗ те, вӗсене сана пама хушрӗ.

— Макарӑмҫӑм, чӑнах-и? — Лушка сасси, тин кӑна вӑраннипе ӑшшӑн илтӗнекенскер, савӑнӑҫлӑн чӗтренсе илчӗ…

Вӑл, аялти кӗпи вӗҫҫӗнех, кровать ҫинчен сиксе анчӗ те упӑшкин пӑтара ҫакӑнса тӑракан кӗске кӗрӗкӗн кӗсйине пырса ухтарчӗ, унтан ура хырӑмӗсене пӑвӑнтаракан чӑмӑркка резинкӑсем мар, хулари хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен кӑвакпа тыттарса ҫӗленӗ резинкӑсем туртса кӑларчӗ. Лушкӑна Давыдов тӗкӗр витӗр курать: Лушка пӗчӗк арҫын ачанни пек ырханкка мӑйне тӑснӑ та, резинкӑна хӑйӗн типшӗмрех пӗҫҫи ҫине хурса, виҫкелесе тӑрать. Давыдов тӗкӗр ҫинче унӑн ҫуталса кайнӑ куҫӗсем йӑл кулса ҫиҫнине, чӗкеҫ шатриллӗ питҫӑмартисем ҫинче шупкарах хӗрлӗ сӑн вылянине курса ларать. Урине ҫӑтах ҫыпӑҫса тӑракан хура чӑлхине пӑхса савӑннӑ хушӑра, Лушка Давыдов еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, аялти кӗпи умӗнчи ҫуха ҫурӑкӗнче унӑн тӗксӗм сарӑ тӗслӗ чӑмӑр ҫирӗп кӑкрисем чӗтренсе илчӗҫ. Ҫав самантрах вӑл чаршав урлӑ Давыдова курах кайрӗ, сулахай аллипе кӗпи ҫухине ерипен туртса хупларӗ те, тӳртӗн ҫаврӑнса тӑмасӑр, куҫне хӗссе, майӗпен йӑл кулса илчӗ. «Курсам, епле илемлӗ эпӗ!» — теҫҫӗ унӑн именме пӗлмен куҫӗсем.

Давыдов чӗриклетсе тӑран арча ҫине палтах кайса ӳкрӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, хуп-хура йӑлтӑркка ҫӳҫ пайӑркисене пилӗк пӳрнипе ҫамки ҫинчен сирсе хыҫалалла ячӗ. «Шуйттан пӗлет-и! Юриех вӑрттӑн пӑхса тӑрать тесе шухӑшлӗ тата… Кам хушрӗ-ха мана вырӑн ҫинчен тӑма! Эпӗ унпа интересленетӗп тесе шухӑшлама та пултарӗ…»

— Эсӗ ют ҫын умӗнче те пулин ҫара пакартан ан ҫӳресемччӗ, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ Макар, аван мар пулнипе Давыдов эхлеткеленине илтнӗ хыҫҫӑн.

— Ӑна курӑнмасть-ҫке.

— Ҫук, курӑнать.

Давыдов чаршав хыҫӗнче ӳсӗрсе илчӗ.

— Курӑнать пулсан, пӑхӑр ара, сывлӑхӑра пултӑр. — Ним пулман пекех каларӗ Лушка, юбкине пуҫ ҫинчен тӑхӑнса. — Ют ҫынсем ҫук, Макарҫӑм. Паян ют ҫын, ыран, хам кӑмӑл тӑвас тесен, манӑн пулать, — тесе кулса ячӗ те, чупса пырса кровать ҫине тӳнсе кайрӗ. — Эсӗ йӑвашскер-ҫке-ха манӑн! Пӑруҫӑм!..

Ирхи апат хыҫҫӑн, хапхаран тухнӑ-тухманах, Давыдов тӳрех татса каларӗ:
— Арӑму санӑн ниме юрӑхсӑрскер!

— Ку сан ӗҫ мар… — хуллен хуравларӗ Нагульнов, Давыдов ҫине пӑхмасӑр.

— Ҫапла, ку сан ӗҫӳ! Эпӗ паянах урӑх хваттере куҫатӑп, пӑхсан ӑш пӑтранать манӑн! Хӑв эсӗ мӗн тери маттур йӗкӗт, — нимӗн те калаймӑн, анчах арӑмна тыткалаймастӑн! Вӑл Рванӑйпа пурӑнать тесе хӑвах каларӑн-ҫке-ха.

— Хӗнес-им-ха ман ӑна?

— Хӗнемелле мар, ӑса кӗртмелле! Анчах эпӗ сана тӳрех калатӑп: акӑ, эпӗ коммунист, ҫапах та ун пек ӗҫре нервӑсем ҫинҫе манӑн, эпӗ ӑна шуйттан чиккинех хӑваласа янӑ пулӑттӑм! Вӑл халӑх умӗнче сан ятна ярса ҫӳрет, эсӗ пур, нимӗн те чӗнместӗн. Ҫӗр хута ӑҫта ҫухалса ҫӳрет-ха вӑл? Эпир пухуран таврӑнатпӑр, вӑл ҫаплах килте ҫук! Эпӗ сирӗн хушшӑрти ӗҫсене хутшӑнмастӑп…

— Эсӗ авланнӑ-и?

— Ҫук. Акӑ, санӑн ҫемйӳне куртӑм та — халӗ ӗнтӗ виличчен те авланассӑм ҫук.

— Хӗрарӑм ҫине эсӗ харпӑрлӑх ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн.

— Э, шуйттан илесшӗ эсӗ! Чалӑш аяклӑ анархист! Харпӑрлӑх, харпӑрлӑх! Ҫемье йӗркеллӗ пулмалла-и е ҫук-и? Эсӗ авӑ… аскӑнланса пурӑнма ирӗк паратӑн. Кун ҫинчен эпӗ ячейкӑра ыйту лартатӑп!.. Хресченсен санран курса вӗренмелле. Аван тӗслӗх илнӗ пулӗччӗҫ.

— Ну, вӗлеретӗп эпӗ ӑна!

— Каласа хучӗ тата!

— Ну, эсӗ акӑ мӗн… ку ӗҫе ан хутшӑн… — урам хушшинчех чарӑнса тӑрса йӑлӑнчӗ Макар. — Эпӗ хамах вӑл ӗҫе йӗркелесе ярӑп, халӗ унсӑр та чӑрманмаллисем нумай. Вӑл япала ӗнер кӑна пуҫланнӑ пулсан, татахчӗ, эпӗ ӗнтӗ тертленсе ҫитнӗ… кӑштах тӑхтам-ха, каярахпа унта… Чӗремпе ун ҫумне ҫыпҫӑнсах ларнӑ мар-и… Ҫыпҫӑнман пулсан, тахҫанах… Эсӗ ӑҫталла каятӑн, Совета-и? — сӑмаха урӑх ҫӗрелле пӑрса ячӗ вӑл.

— Ҫук, Островнов патне кӗрсе тухасшӑн. Унпа манӑн хӑй килӗнче калаҫса пӑхас килет. Вӑл ӑслӑ ҫын. Эпӗ ӑна завхоз тӑвасшӑн, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Хуҫа кирлӗ, ҫав хуҫа аллинче колхозӑн кашни пӗр пусӗ пӗр тенкӗ пек янӑраса тӑтӑр. Островнов ҫавӑн йышши пек туйӑнать мана.

Нагульнов аллине сулчӗ, ҫилленсе кайрӗ.

— Каллех пулӑшӑн укҫа тӳлемелле! Тем тупнӑ ӗнтӗ эсир Андрейпе иксӗр ҫав Островнов ҫумӗнче! Колхоза вӑл архиерее леш хайхи кирлӗ пекех кирлӗ… Эпӗ — хирӗҫ. Эпӗ ӑна колхозран кӑлармалла тӑватӑп-тӑватӑпах! Икӗ ҫул хушши ялхуҫалӑх налогне процент хушса тӳлерӗ, пуян ҫӗлен, вӑрҫӑччен кулакла пурӑнчӗ, эпир вара ӑна ҫӳлелле хӑпартӑпӑр-и?

— Вӑл — культурӑллӑ кил хуҫи! Эпӗ мӗн, сан шухӑшупа, кулака хӳтӗлетӗп-и?

— Унӑн ҫунаттисене кассах пыман пулсан, вӑл тахҫанах кулак пулса каятчӗ.

Вӗсем, калаҫса татӑлмасӑрах, пӗр-пӗринпе питӗ хытӑ кӑмӑлсӑрланса, уйрӑлса кайрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней