Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIII сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.20 21:08

Предложений: 593; Слово: 5754

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Тепӗр сехетрен вӑл виҫҫӗмӗш бригада станӗ патне ҫитрӗ, анчах бригадӑра темскер аван мар ӗҫ пулса иртнине вӑл аякранах асӑрхарӗ: утӑ ҫулмалли машинӑсенчен ҫурри тенӗ пек ӗҫсӗр ларать, ҫеҫен хирте унта та кунта тӑлланӑ лашасем ҫӳреҫҫӗ, типнӗ утӑ валемӗсене никам та пуҫтармасть, тата тавракурӑм хӗррине ҫитичченех пӗр купа курӑнмасть.

Бригада будки умӗнче, сарса хунӑ шӑналӑк ҫинче, ултӑ казак картла вылять, ҫиччӗмӗш хӑпӑннӑ пушмакӗн тӗпне ҫӗлет, саккӑрмӑшӗ — будкӑн кайри кустӑрмисем патне, сулхӑна, тӗркелесе хунӑ вараланчӑк брезент плащ ҫине пичӗпе ӳпӗнсе выртнӑ та ыйха ярать. Давыдова курсан картла вылякансем хӑйсен вырӑнӗнчен юлхавлӑн тӑчӗҫ; пӗри тӑмарӗ, вӑл, чавси ҫине таяннӑ та, нумай пулмасть выляса янишӗн кулянса пулмалла, васкамасӑр та шухӑша кайнӑн, лӑпкӑн карт ушкӑнне пӑтраштарать.

Ҫилленнипе шурӑхса кайнӑ Давыдов картла вылякансем патне сиктерсе пычӗ те хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Ку — ӗҫ-и?! Мӗншӗн ҫулмастӑр? Любишкин ӑҫта?

— Паян вырсарникун вӗт-ха, — терӗ вылякансенчен тахӑшӗ.

— Ҫанталӑк кӗтӗ-и сире?! Ҫумӑр ҫума тытӑнсан, вара?!

Ытла хытӑ туртнипе, Давыдов лаши, хӑяккӑн утса, шӑналӑк ҫине пырса кӗчӗ, вара, ури айне темле япала лекнипе сехӗрленсе, чӗвен тӑчӗ, айккинелле инҫете сиксе ӳкрӗ. Давыдов сулӑнса кайрӗ, ура пускӑчӗ чутах тухса ӳкмерӗ, анчах хӑй ҫапах та йӗнер ҫинчех юлчӗ. Вӑл каҫӑрӑларах ларчӗ, чӗлпӗре хытӑ туртса пӗр вырӑнта ташласа тӑракан лашине аран-аран хӑйне пӑхӑнтарсан, татах та хытӑрах кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Любишкин ӑҫта тетӗп?!

— Авӑ, ҫулать вӑл, сӑртран сулахайри иккӗмӗш машина. Эсӗ, председатель, мӗн ытла шавлатӑн ҫак? Асту, сассу ан тытӑнтӑр… — тӑрӑхласа илчӗ Устин Рыкалин, сӑмса кӑкӗ таранах ӳссе ларнӑ сарӑрах куҫ харшиллӗ, хуратут пуснӑ ҫаврашка питлӗ, вӑтам ҫулалла ҫитнӗ лутрарах казак.

— Мӗншӗн кахалланатӑр? Сирӗнтен пурсӑртан та ыйтатӑп эпӗ! — ытла тарӑхса кӑшкӑрнипе, Давыдовӑн сывлӑшӗ те питӗрӗнчӗ.

— Лаша хӑвалакансем ҫук, сӑлтавӗ ак ӑҫта, — терӗ пӑртак шӑпах тӑнӑ хыҫҫӑн хуторта Давыдовпа юнашар пурӑнакан нишлӗрех те лӑпкӑ Александр Нечаев. — Хӗрарӑмсемпе хӗрсенчен хӑш-пӗри чиркӗве кайрӗҫ, ҫавӑнпа пирӗн ирӗксӗрех праҫник тумалла пулчӗ… Вӗсене, путсӗрсене, ан кайӑр, терӗмӗр, вӗсем нӑх та тумарӗҫ, ачашлама та ирӗк памарӗҫ! Урӑхла каласан, вӗсене тытса чарма май пулмарӗ. Апла та, капла та ӳкӗтлерӗмӗр, анчах ниепле те итлеттереймерӗмӗр; пирӗн сӑмаха ӗненсем, Давыдов юлташ!

— Ӗненетӗп тейӗпӗр. Анчах эсир, арҫынсем, мӗншӗн ӗҫлеместӗр-ха? — халӗ ӗнтӗ кӑштах ҫемҫелсе, анчах ҫаплах хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ Давыдов.

Лаша ниепле те лӑпланасшӑн мар, вӑл лапчӑна-лапчӑна илет, хӑлхине вылятать, ӳт-тирӗ унӑн вӗттӗн-вӗттӗн чӗтресе каять. Чӗлпӗрне хытӑ туртса тӑнӑ май, Давыдов ӑна пурҫӑн пек ҫутӑ та ӑшӑ мӑйӗнчен ачашлать, тусӗмлӗн, ҫынсем хӑйне хирӗҫ чӗнессе кӗтет. Анчах шӑплӑх кунхинче вӑраха кайрӗ.

— Никампа ӗҫлеме ҫук. Хӗрарӑмсем ҫук, тетӗп-ҫке-ха, — ирӗксӗртереххӗн каласа хучӗ Нечаев, ыттисем хӑй майлӑ пуласса кӗтсе пулмалла, вӗсем ҫине пӑха-пӑха илсе.

— Мӗнле апла никам ӗҫлеме ҫук? Эсир кунта саккӑрӑн ӗҫсӗр выртатӑр. Тӑватӑ машинӑпа ҫулма пултараймастӑр-им? Пултараттӑрччӗ! Эсир вара картпа йӑпанатӑр. Колхоз ӗҫӗ ҫине эсир ҫапла пӑхасса кӗтмен эпӗ, шутламан, факт!

— Эсӗ мӗнле шутланӑ? Эсӗ мӗн, эпир ҫынсем мар, ӗҫ выльӑхӗ, тесе шутланӑ-и? — ҫилленсе ыйтрӗ Устин.

— Кунпа мӗн каласшӑн эсӗ?

— Рабочисен канмалли кунсем пур-и?

— Пур, анчах заводсем вырсарникун ӗҫлемесӗр лармаҫҫӗ, рабочисем цехра сирӗн пек картла та вылямаҫҫӗ. Ӑнланатӑр-и?

— Вырсарникунсенче унта ытти сменӑсӗм ӗҫлеҫҫӗ пулӗ-ха, эпир кунта, ылханлӑ ҫынсем пек, хамӑр кӑна! Тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен сӳсменре ҫуретпӗр, вырсарникун та унтан тухаймастпӑр, ку мӗнле йӗрке-ха? Совет влаҫӗ апла тума хушать-и? Вӑл ӗҫ халӑхӗ хушшинче тӗрлӗрен уйрӑмлӑхсем пулмалла мар, тет, эсир вара законсене пӑсатӑр, вӗсенчен хӑвӑра усӑ тума хӑтланатӑр.

— Мӗн пакӑлтататӑн? Ну, мӗн пакӑлтататӑн эсӗ? — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Давыдов. — Эпӗ пӗтӗм колхоз выльӑхӗ тата сирӗн ӗнесем валли хӗл каҫарма утӑ хатӗрлесшӗн. Ӑнланатӑн-и? Ку мӗн — мана усӑ-и? Мана хама ҫеҫ усӑ-и? Мӗн пакӑлтататӑн эсӗ, сӳпӗлти?!

Устин аллипе: сана итлес те килмест манӑн, тенӗ пек сулчӗ.

— Сире вӑхӑтра план тултарса пултӑр, вара хуть тӗнче пӗттӗр. Пирӗн выльӑха тӗлӗкре те курмастӑр эсир, ӗненеп эп сана, кӗтсех тӑр! Ҫуркунне станцирен Войсковоя вӑрлӑх турттарчӗҫ те — ҫул ҫинче миҫе вӑкӑр ӳксе вилчӗ? Шутне те тупас ҫук! Эсӗ кунта пире улталаса тӑратӑн!

— Воисковойри колхоз вӑкӑрӗсем ҫул ҫинче сан пек чее ҫынсем тырра ҫӗр айне пытарса хунине пула ӳксе вилчӗҫ. Колхоза кӗнӗ те тыррине пытарнӑ вӗсем. Мӗн те пулин акмалла пулнӑ вӗт-ха? Ҫавӑнпа вӑкӑрсене тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫулпа вӑрлӑх турттарма хӑвалама тивнӗ, ҫавна пула вилнӗ те вӗсем, факт! Эсӗ ҫавна пӗлместӗн пулать?

— Сире план тултарса пултӑр, утӑ пирки ҫавӑнпа тӑрӑшатӑн эсӗ, — кутӑнлашма пӑрахмарӗ Устин.

— Ҫав утта эпӗ хам ҫиетӗп-им? Пӗтӗм халӑха усӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑп! План ҫинчен мӗн калаҫмалла кунта? — кӑшкӑрчӗ тӳсӗмлӗхӗ пӗтнӗ Давыдов.

— Эсӗ ан шавла-ха, председатель, шӑв-шавпа хӑратаймастӑн эсӗ мана, эпӗ службӑра артиллерире пулнӑ. Ну, эсӗ пӗтӗм халӑха усӑ тӑвас тесе тӑрӑшатӑн, тейӗпӗр, анчах ҫынсене мӗншӗн халтан кайиччен, ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлеттермелле-ха? Вӑт план ҫавӑнта ӗнтӗ вӑл! Эсӗ районти начальство умӗнче, районти-крайри начальство умӗнче лайӑха тухма тӑрӑшатӑн, а пирӗн вара сирӗншӗн тӳсме тивет. Мӗн, эсӗ халӑх ним те курмасть, тесе шутлатӑн-и элле? Халӑх суккӑр тетӗн-им? Вӑл курать, анчах сирӗн пек службистсенчен ӑҫта кайса кӗмелле-ха! Сана, калӑпӑр, е сан пеккисене, эпир вырӑнтан кӑларма пултаратпӑр-и? Ҫук! Ҫавӑнпа эсир пуҫӑра мӗн пырса кӗрет, ҫавна тӑватӑр, Мускав вара — инҫе, Мускав эсир кунта мӗн хӑтланнине пӗлмест…

Давыдова Нагульнов шутланӑ пек килсе тухмарӗ; унӑн хӗрарӑмсемпе харкашмалла пулмарӗ. Анчах ку унӑн ӗҫне ҫӑмӑллатмарӗ. Казаксем тем кӗтнӗн чӗнмесӗр тӑнине курса, вӑл кунта кӑшкӑрнипе ӗҫ тухас ҫуккине, унпа сиен тума ҫеҫ пултарассине ӑнланса илчӗ. Тӳсӗмлӗрех пулма тӑрӑшмалла, тата чи лайӑх мелпе усӑ курмалла — ӳкӗте кӗртме тӑрӑшмалла. «Юрать-ха, Макара илмерӗм! Тӳпелешӳ-кӳпкелешӳ пулатчех…» — шухӑшларӗ Давыдов, Устинӑн ҫиллес сӑн-питне пӑхса илсе.

Устинпа, тен, ӑна пулӑшма шутлакансемпе те, пулма пултаракан тытӑҫӑва мӗнле ирттересси ҫинчен шутланӑ хушӑрах, вӑл ҫапла ыйтрӗ:

— Мана председателе суйланӑ чухне эсӗ, Устин Михайлович, маншӑн сасӑланӑ-и?

— Ҫук, эпӗ тытӑнса тӑтӑм. Саншӑн мӗн тума сасӑламаллаччӗ-ха ара манӑн? Эсӗ пирӗншӗн миххе чиксе килнӗ кушак пек пултӑн…

— Эпӗ хам килтӗм.

— Пурпӗрех, эсӗ мӗнле ҫын иккенне пӗлмесӗр манӑн мӗншӗн саншӑн сасӑламалла пулнӑ-ха!

— Халӗ те мана хирӗҫ-и эсӗ?

— Урӑхла мӗнле пултӑр-ха тата? Паллах, хирӗҫ!

— Апла пулсан, колхозӑн пӗрлехи пухӑвӗнче мана кӑларасси ҫинчен ыйту ларт. Пуху мӗнле йышӑнать, ҫавӑн пек пулӗ те. Анчах хӑвӑн сӗнӗвӳ ҫинчен малтан лайӑхрах шутла, атту намӑс курма пултаратӑн!

— Курмастӑп, ан пӑшӑрхан, кӑна тума ӗлкӗрӗпӗр-ха, васкамалли ӗҫех мар. Анчах халӗ эсӗ, председатель пулсан, кала-ха пире: пирӗн канмалли кунсене ӑҫта кайса чикрӗн эсӗ?

Ҫакнашкал ыйту ҫине тавӑрса калама питӗ ҫӑмӑлччӗ ӗнтӗ, анчах Устин Давыдова ҫӑвар уҫма та памарӗ:

— Районта, станицӑра, урӑхла каласан, вырӑнсенче ӗҫлекен пикесем вырсарникунсенче пичӗсене сӑрласа, пудра сапса, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, каҫсенче ташӑ ташлаҫҫӗ, кино курма ҫӳреҫҫӗ, пирӗн арӑмсемпе хӗрсен вара вырсарникунсенче те тарпа ҫӑвӑнмалла-и?

— Ӗҫ вӑхӑтӗнче, ҫулла…

— Пирӗн яланах ӗҫ вӑхӑчӗ — хӗлле те, ҫулла та, ҫулталӑкӗпех — ӗҫ вӑхӑчӗ.

— Эпӗ мӗн каласшӑн…

— Чӗлхене усӑсӑр якатма кирлӗ мар! Каламалли ним те ҫук санӑн!

Давыдов, асӑрхаттарса, аллине ҫӗклерӗ:

— Тӑхта-ха эсӗ, Устин!

Анчах Устин, ӑна пӳлсе, васкавлӑн малалла каласа кайрӗ:

— Эпӗ ахаль те сан умра тарҫӑ пек тӑратӑп; эсӗ, улпут пек, йӗнер ҫинче ларатӑн.

— Тӑхта-ха эсӗ, санран этемле ыйтатӑп!

— Кӗтмелли ҫук манӑн! Кӗтсен-кӗтмесен те санран тӗрӗс сӑмах илтес ҫук!

— Мана калама паратӑн-и эсӗ? — хӗрелсе кайса кӑшкӑрчӗ Давыдов.

— Эсӗ мана ан кӑшкӑр! Эпӗ сана Лушка Нагульнова мар! — Устин сӑмса ҫунаттисене сарса мӑш-мӑш сывларӗ те, темле ҫарӑлтатакан сасӑпа хыттӑн та васкаса калама пуҫларӗ:  — Сана ҫав-ҫавах кунта суйма памастпӑр эпир! Пухусенче кирек мӗн чухлӗ суй, анчах кунта эпир калаҫатпӑр. Эсӗ, председатель, пире картпа ан тӗк! Эпир колхозра хамӑр хуҫа — кӑмӑл пулсан ӗҫлетпӗр, ҫук-тӑк — канатпӑр, праҫниксенче вӑйпах ӗҫлеттерме пултараймастӑн эсӗ пире, пыршу ҫинҫе санӑн!

— Эсӗ пӗтертӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов, аран-аран тӳсӗм ҫитерсе.

— Ҫук, пӗтермен-ха. Сана эпӗ юлашкинчен ҫакна калатӑп: сана пирӗн йӗркесем килӗшмеҫҫӗ пулсан — ӑҫтан амакран килнӗ, ҫавӑнта тухса кай! Сана пирӗн хутора килме никам та чӗнмен, эпир, турӑ пулӑшсан, сансӑрах мӗнле те пулин пурӑнӑпӑр. Эсӗ пирӗншӗн — кантӑкри ҫутӑ мар!

Ку куҫкӗретех усал ӗҫ тума хӗтӗртни пулчӗ. Устин шухӑшне Давыдов пит лайӑх ӑнланса илчӗ, анчах хӑйне текех тытса чарма пултараймарӗ вӑл. Ун куҫ умӗ хуралса килчӗ, лайӑххӑн курмасӑр, вӑл, пӗр минут пек, Устинӑн ҫӑмламас куҫ харшийӗ, унӑн темшӗн сарӑлса кайнӑ ҫаврака пичӗ ҫине пӑхса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй саламат аврине хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ сылтӑм алли юнпа кӳпчесе кайнине, пӳрне сыпписем чиккелесе ыратма пуҫланине туйрӗ.

Устин ун умӗнче аллисене йӗм кӗсйине чиксе, урисене саркаласа тӑрать… Вӑл темле тӳрех лӑпланма пултарчӗ, ҫавӑнпа та халӗ, казаксем пӗр шавсӑр ун майлӑ пулнине туйса, лӑпкӑ та сӗмсӗррӗн кулать, тарӑн путӑкра ларакан кӑвак куҫне хӗсет. Давыдов ытларах та ытларах шурса пычӗ, пӗр сӑмах чӗнме пултараймасӑр, кӑвакарса кайнӑ тутисене сиктеркелесе илчӗ. Вӑл хӑйне хӑй тытса чарас, кӗтмен ҫӗртен килсе тухма пултаракан хаярлӑхне пусарас, мӗнле те пулин усал ӗҫ тума пултарассине сирсе ярас тесе пӗтӗм вӑйне хучӗ. Устин сасси ӑна таҫтан, инҫетрен тенӗ пек илтӗнет, анчах Давыдов Устин мӗн ҫинчен каланине те, ҫавна вӑл мӗнле мӑшкӑлласа, йӗплесе каланине те уҫҫӑнах илтет, ӑнланать.

— Эсӗ мӗн, председатель, ҫӑварна каратӑн та, хӑв, пулӑ пек, чӗнместӗн те тата? Чӗлхӳне ҫыртрӑн-и е каламалли ним те ҫук-и? Эсӗ каласшӑнччӗ-ҫке, хӑв, авӑ, ҫӑварна шыв сыпнӑ пек тӑратӑн… Ҫапла ҫав, тӗрӗслӗхе хирӗҫ ним те калаймӑн! Ҫук, председатель, эсӗ пирӗнпе ан ҫыхлан, кирлӗ-кирлӗ маршӑн ан хӗрӳлен Лашу ҫинчен ырӑпах ан та пирӗнпе картла выляса ил. Ку, тӑванӑм, ӑспа тумалли ӗҫ, колхоза ертсе пырасси мар.

Устин хыҫӗнче тӑракансенчен тахӑшӗ кулса ячӗ те ҫавӑнтах чарӑнчӗ. будка патӗнче пӗр самантлӑха аван мар шӑплӑх пулса тӑчӗ. Давыдов шавлӑн сывлани, инҫетре лобогрейкӑсем шатӑртатни тата кӑвак тӳпере куҫа курӑнман тӑрисем канӑҫлӑн та чарӑнма пӗлмесӗр юрлани ҫеҫ илтӗнет. будка умӗнче кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсем хушшинче мӗн пулса иртни вӗсене, паллах, пачах пырса тивмен…

Давыдов майӗпен саламатне ҫӗклерӗ те лашине ура кӗлипе тапса илчӗ. Ҫав вӑхӑтрах Устин малалла сиксе ӳкрӗ, сулахай аллипе лашана чӗлпӗртен ярса тытрӗ, хӑй сылтӑмалла пӑрӑнчӗ те Давыдов ури ҫумне тӗршӗнчӗ.

— Ҫапас тетӗн-и? Ҫапса пӑх эппин! — юнаса та шӑппӑн каларӗ вӑл.

Ун шӗвӗр пит шӑммисем сасартӑк палӑракан пулчӗҫ, куҫӗ, теме тӳсӗмсӗр кӗтнине пӗлтерсе, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса илчӗ.

Анчах Давыдов саламачӗпе хӑйӗн, саралса кайнӑ аттине вӑйпа туртса ҫапрӗ те, Устин ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса, кулас килмен ҫӗртенех йӑл кулма хӑтланса, хыттӑн:
— Ҫук, ҫапмастӑп эпӗ сана, Устин, ҫук! — терӗ.
— Ун пек пуласса ан кӗт, белячок! Пӗр вунӑ ҫул каярах лекнӗ пулсан эсӗ мана ун чух урӑхла пулатчӗ… Ун чухне эпӗ санпа, контрик, ӗмӗрлӗхех калаҫса татӑлнӑ пулӑттӑм!

Устина урипе айккинелле тӗртсе пӑрса, Давыдов лаша ҫинчен анчӗ.

— Мӗнех-ха, Устин Михайлович, чӗлпӗре ярса тытрӑн пулсан — халӗ лашана кайса кӑкар. Сирӗнпе картла вылямалла тетӗн-и? Пушалстӑ, кӑмӑллӑнах выльӑп! Валеҫсе парӑр, факт!

Ӗҫӗ ытла пӗр кӗтмен ҫӗртен татӑлчӗ… Казаксем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, кӗтсе тӑчӗҫ, унтан шӑналӑк тавра пӗр чӗнмесӗр ларса тухрӗҫ. Устин лашана будка урапинчен кӑкарчӗ, урисене калмӑкла хутлатса, Давыдова хирӗҫ ларчӗ, ларсан-ларсан пӗр ун ҫине кӑн-кан пӑха-пӑха илчӗ. Ҫук, Давыдовпа пулнӑ харкашура хӑйне пӗрре те парӑннӑ ҫын вырӑнне хумарӗ вӑл, ҫавӑнпа та калаҫӑва малаллах тӑсма шутларӗ:

— Эсӗ канмалли кунсем пирки нимӗн те каламарӑн, председатель! Ыйтӑва сӗтел виткӗҫ айне хутӑн…

— Пирӗн санпа калаҫу малалла пулӗ-ха, — тем систерсе каларӗ Давыдов.

— Кӑна мӗнле ӑнланмалла? Эсӗ мана хӑратасшӑн-и?

— Ҫук, мӗншӗн! Картла выляма лартӑн пулсан, ытти калаҫусем кирлӗ мар. Калаҫма вӑхӑт пулать-ха…

Халӗ ӗнтӗ Давыдов мӗн чухлӗ ытларах лӑпланса пынӑ, Устин ҫавӑн чухлӗ ытларах пӑлханма пуҫларӗ. Пӗр ҫаврӑм выляса пӗтермесӗрех, вӑл, темле тарӑхса, карчӗсене шӑналӑк ҫине пӑрахрӗ те аллипе чӗркуҫҫине ыталаса тытрӗ.

— Мӗн шуйттан вӑййи унта, атьӑр канмалли кунсем ҫинчен калаҫар. Эсӗ, председатель, ҫав канмалли кунсемшӗн ҫынсем ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ тесе шутлатӑн-и? Ҫапла пулмасӑр! Ӗнер ирхине эпӗ лашасене кӳлме кайрӑм та, турӑ кӗсре ассӑн сывласа илчӗ те, мана этем чӗлхипе ҫапла калать: «Эх, Устин, Устин, колхоз пурнӑҫӗ мӗнле-ха ку! Куллен ӗҫлеттереҫҫӗ, кунӗн-ҫӗрӗн сӳсмен тӑхӑнса ҫӳретӗп, праҫникре те тӑвармаҫҫӗ. Ӗлӗк ун пек марччӗ! Ӗлӗк мана вырсарникунсенче ӗҫлеттерместчӗҫ, е хӑнана, е, калӑпӑр, туя ҫеҫ ҫӳретчӗҫ. Ӗлӗк ман пурнӑҫ самаях лайӑхчӗ!»

Казаксем ҫурма сасӑпа, анчах пурте пӗр харӑс кулса ячӗҫ. Вӗсем Устин майлӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ. Анчах Давыдов, пыр мӑкӑльне аллипе сӑтӑркаласа, хуллен кӑна:
— Колхоза кӗриччен камӑн пулнӑ вара вӑл, ҫав интереслӗ кӗсре? — тесе ыйтсан, казаксем теме кӗтсе шӑпланчӗҫ.

Устин куҫне чеен хӗссе лартрӗ, Давыдова кӑштах куҫ та хӗсрӗ:

— Манӑн тесе шутлатӑн пулӗ-ха? Ман сӑмахсемпе калаҫнӑ-и? Ҫук, председатель, кунта эсӗ йӑнӑшрӑн! Ку кӗсре Титокӑн пулнӑ, ку выльӑх раскулачить тунӑ кулак ҫемйинчен. Ӑна уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухне колхозри пек тӑрантарман: хӗлле юлашки апата шӑршламан та вӑл, пӗтӗм шӑлне сӗлӗ ҫисе пӗтернӗ тесе шутла. Ахаль пурӑнман тес пулать, пыл та ҫу ҫинче пурӑннӑ!

— Шӑлне ҫисе пӗтернӗ пулсан, апла — ватӑ кӗсре пулӗ-ха? — ытахальтен тенӗ пек ыйтрӗ Давыдов.

— Ватӑ, ватӑ, ҫулланнӑ ӗнтӗ, — кӑмӑллӑнах килӗшрӗ Устин, Давыдов нимле усал тӑвассине те кӗтменскер.

— Апла пулсан, эсӗ ҫав калаҫакан кӗсрене кӑлӑхах итлетӗн, — пат татса каларӗ Давыдов,
— Мӗншӗн кӑлӑхах вара?

— Мӗншӗн тесен, кулак кӗсрин калаҫӑвӗ те кулакла.

— Халӗ колхозница-ҫке-ха вӑл…

— Сӑнран пӑхма эсӗ те колхозник, чӑннипе илсен — кулак хӳрешки.

— Кӑна эсӗ, председатель, ытлашши калатӑн…

— Ним те ытлашши мар, факт вӑл фактах пулать. Ҫитменнине тата, ватӑ кӗсрене мӗнле итлес килнӗ-ха санӑн? Пӗтӗмпех йӳтесе кайнӑ вӗт-ха вӑл! Ҫамрӑкрах та ӑслӑрах пулнӑ пулсан — санпа ун пек калаҫмастчӗ вӑл!

— Мӗнле калаҫатчӗ апла? — халӗ ӗнтӗ сыхланарах ыйтрӗ Устин.

— Унӑн сана ҫапла каламаллаччӗ: «Эх, Устин, Устин, кулак хӳрешки вӗт эсӗ! Хӗлле эсӗ, шуйттан ывӑлӗ, пачах ӗҫлемерӗн, ҫуркунне ӗҫлемерӗн, чире петӗн, халӗ те кирлӗ пек ӗҫлесшӗн мар. Эсӗ мана, турӑ кӗсрене, мӗнпе хӗл каҫарӑн тата хӗлле хӑв мӗн ҫийӗн? Хамӑр ҫапла ӗҫленипе эпир иксӗмӗр те выҫӑ вилӗпӗр!» темеллеччӗ. Акӑ мӗнле калаҫмаллаччӗ унӑн санпа!

Пурте ахӑлтатса кулса янипе Давыдовӑн юлашки сӑмахӗсем илтӗнмерӗҫ те. Нечаев хӗр пек кулать, пӑрҫа тӑкать тейӗн, хӗр пекех ҫинҫе сасӑпа ихлете-ихлете илет. Хулӑн саслӑ Карачӑм Зяйлов тӳсеймесӗр ура ҫине сиксе тӑчӗ, хутлана-хутлана ларса ахӑлтатрӗ, ташланӑ чухнехи пек, атӑ кунчисене ал тупанӗпе ҫапа-ҫапа илчӗ. Ватӑ Тихӑн Осетров, кӑвак сухалне аллипе ҫавӑрса тытса, янравлӑ сасӑпа:
— Упне вырт та, Устин, пуҫна та ан ҫӗкле! Сана Давыдов пӗтӗмпех таптаса пӗтерчӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Анчах ним чухлӗ те именмен Устин хӑй те чӑнласах кулчӗ, — ҫакӑнтан Давыдов та тӗлӗнчӗ.

Майӗпен пурте шӑпланса ҫитсен, Устин пуринчен малтан ҫапла каларӗ:

— Ну, председатель, пӗтерсе хутӑн эсӗ мана… Ман айран ҫапла ҫӑмӑллӑн сиксе тухать тесе шутламан эпӗ сана. Анчах кулак хӳрешки пирки — эсӗ ахалех калатӑн, эпӗ ҫуркунне чирлемен, чире ҫеҫ пенӗ тесе те ахалех калатӑн. Кунта эсӗ, председатель, каҫар та мана, ҫапах суятӑн!

— Кӑтартса пар ҫакна.

— Мӗнле кӑтартса парас-ха ман сана?

— Фактсемпе.

— Ҫак шӳтлӗ калаҫушӑнах мӗн факчӗсем кирлӗ унта? — шанчӑксӑррӑн кулса ыйтрӗ кӑштах сӑпайланса ҫитнӗ Устин.

— Эсӗ пӑрах ухмаха пеме! — ҫилленсе каларӗ Давыдов. — Пирӗн калаҫу пӗртте шӳтлӗ мар, эсӗ пуҫланӑ ӗҫ те кулӑшла мар. Фактсене илес пулсан — акӑ вӗсем, хӑв умрах: колхозра ӗҫлеместӗн эсӗ, ӑнланусӑр элемента хӑв хыҫҫӑн туртма хӑтланатӑн, хӑвна сиен кӳме пултаракан сӑмахсем калатӑн. Паян акӑ, сӑмахран, ҫынсене ӗҫе тухма чарма пултартӑн: эсӗ тӑрӑшнипе ҫур бригада утӑ ҫулмасть. Кунта мӗн шӳчӗ пултӑр-ха?

Устинӑн кулнӑ чух ҫӗкленнӗ куҫ харшисем усӑнчӗҫ те, сӑмса кӑкӗнче каллех пӗр тӳп-тӳрӗ те шӑртлӑ йӗр пулса тӑчӗ:

— Канмалли кунсем ҫинчен каларӑм та, тӳрех кулак хӳрешкипе контра шутне кӗтӗм-и? Апла сана ҫеҫ калаҫма юрать, пирӗн — чӗнмесӗр, тутана ҫанӑпа шӑлса лармалла-и?

— Унпа ҫеҫ мар! — хӗрӳллӗн хирӗҫлерӗ Давыдов. — Эсӗ хӑвна пачах тӳрӗ тытмастӑн, факт! Хӗлле санӑн уйӑхра ҫирӗм канмалли кун пулнӑ пулсан, эсӗ мӗн канмалли кунсем пирки харкашатӑн! Эсӗ ҫеҫ мар, кунта ларакансем пурте ҫапла. Выльӑх картишӗсене тасатса тӑнипе вӑрлӑх тасатнисӗр пуҫне хӗлле тата мӗн тунӑ эсир? Ним те туман! Ӑшӑ кӑмака ҫинче выртса ирттернӗ! Чи хӗрӳ те кашни сехет хаклӑ вӑхӑтра, утӑ ҫулас ӗҫ путланма пултарас чухне, хӑвӑра валли канмалли кунсем тума мӗнле право пур-ха сирӗн? Ну, чӑннипе калӑр-ха!

Устин Давыдов ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр, шарламасӑр, шӑтарас пек пӑхса тӑчӗ. Ун вырӑнне Тихӑн Осетров калаҫма пуҫларӗ:

— Кунта, донецсем, вӑрттӑн пӑшӑлтатмалли ҫук. Давыдов тӗрӗс калать. Эпир йӑнӑш турӑмӑр пулсан, пирӗн ӑна хамӑрӑнах тӳрлетмелле. Пирӗн ӗҫӗ ҫапла: яланах праҫник тума май ҫук, пуринчен ытла чӑнах та хӗлле канмалла. Ку вӗт хальччен те, уйрӑм хуҫалӑх чухне те, ҫапла пулнӑ. Пукрав ҫитиччен пирӗнтен кам хуҫалӑхри ӗҫе туса пӗтернӗ? Тырӑсене пухса кӗме те ӗлкӗрейместӗн — кӗрхи ҫӗртме тумалла. Давыдов тӗрӗс калать: эпир паян хӗрарӑмсене чиркӗве ахалех ятӑмӑр, анчах хамӑр станра вырсарникун туса ларнине илес пулсан вара, кунта ним калаҫмалли те ҫук… Пӗр сӑмахпа каласан, йӑнӑш пулчӗ! Хамӑр умра хамӑрах айӑпа кӗтӗмӗр, урӑх нимле те мар. Ҫакна тума пӗтӗмпех эсӗ хӗтӗртрӗн, Устин, шуйттан пуҫӗ!

Устин ҫавӑнтах талӑрса кайрӗ. Унӑн кӑвак куҫӗ хуралчӗ, усаллӑн ялкӑшса илчӗ:

— Санӑн, сухаллӑ ухмахӑн, ӑсу хӑвпа пӗрле-и е эсӗ ӑна киле хӑварнӑ?

— Ҫапла пулӗ ҫав, манса хӑварнӑ курӑнать… — Хутора чупса кай та, илсе кил ӑна!

Кулни ан курӑнтӑр тесе, Нечаев ҫӑварне ҫинҫе ал тупанӗпе хупларӗ те, кӑштах именнӗ Осетровран чӗтренсе тухакан сассипе:
— Эсӗ, Тихӑн Гордейч, ӑна ӑса шанчӑклӑ пытартӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

— Сан мӗн кулянмалли пур уншӑн?

— Паян вырсарникун-ҫке-ха…

— Апла пулсан мӗнех-ха?

— Сан кинӳ кил-ҫурта ирех тирпейленӗ пулӗ-ха, урай шӑлнӑ, анчах эсӗ хӑв ӑсна сак айне е ҫутлӑх айне пытарнӑ пулсан, вӑл ӑна пурпӗрех шӑпӑрпа шӑлса илет те пар кӑларса пӑрахать. Унта ӑна чӑхсем пӗр самантра чавса тӑкаҫҫӗ. Хӑв ӗмӗре санӑн, Гордейч, ӑссӑр пурӑнса ирттермелле ан пултӑрччӗ, акӑ мӗншӗн куйланатӑп эпӗ…

Пурте, ҫав шутра Давыдов та, кулса ячӗҫ, анчах казаксен кулли ытла савӑнӑҫлах тухмарӗ… Нумай пулмасть тем аван мар туйӑнни ҫапах та иртсе кайрӗ. Ҫакӑн пек чухне ялан ҫапла пулать: савӑнӑҫлӑ шӳт халь-халь сиксе тухас харкашӑва сирсе ячӗ. Кӳреннӗ Осетров, кӑштах сивӗнсен, Нечаева ҫапла каларӗ:

— Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, Александр, санӑн киле манса хӑвармалли те ҫук, хӑвпа пӗрле те ӑсу пачах ҫук. Эсӗ манран ӑслӑрах пултӑн-и? Санӑн арӑму та халӗ утать, Тубянска каймалли ҫула виҫет, эсӗ те картла выляма хирӗҫ пулмарӑн.

— Ҫылӑхлӑ! ҫылӑхлӑ! — терӗ Нечаев шӳтлӗн.

Анчах калаҫу вӗҫӗ Давыдова ҫырлахтармарӗ. Устина чӑнласах хӗстерес килчӗ!

— Акӑ мӗнле, канмалли кунсем ҫинчен вӗҫне ҫитерер-ха, — терӗ вӑл, Устин ҫине тинкерсе пӑхса. — Хӗлле нумай ӗҫлерӗн-и эсӗ, Устин Михайлович?

— Мӗн чухлӗ кирлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ ӗҫленӗ.

— Ҫапах та?

— Шутламан.

— Ӗҫ кунӗ миҫе санӑн?

— Астумастӑп. Эсӗ мӗн ман ҫумма ҫыпӑҫрӑн-ха? Ӗҫӳ ҫук пулсан, эсӗ хӑв шутла ӑна, ӗҫсӗр ларма кичем.

— Мана шутлама та кирлӗ мар. Эсӗ маннӑ пулсан, мана — колхоз председательне — манма юрамасть.

Хӑй яланах чиксе ҫӳрекен ҫырмалли хулӑм кӗнеки халӗ те ҫумра пулни Давыдова мӗн тери юрарӗ! Нумай пулмасть хумханнине пула, Давыдовӑн пӳрнисем кӗнекен вараланчӑк страницисене уҫа-уҫа пӑхнӑ чухне те кӑштах чӗтрерӗҫ.

— Сан хушаматна тупрӑм, ӗҫчен! Акӑ санӑн ӗҫӳ: январьте, февральте, мартра, апрельте, майра пӗтӗмпе, халех калатӑп, пӗтӗмпе ҫирӗм тӑхӑр ӗҫ кунӗ тунӑ. Ну, мӗнле? Вӑйлӑ ӗҫленӗ-и?

— Ытлашши ҫӑрах мар санӑн, Рыкалин! — шелленӗ пек те, ӳпкеленӗ пек те каласа хучӗ казаксенчен пӗри, Устин ҫине пӑхса.

Анчах лешӗ парӑнасшӑн пулмарӗ:

— Малта манӑн татах ҫур ҫул пур-ха, чӑхсене вара кӗркунне шутлаҫҫӗ.

— Чӑхсене кӗркунне шутлӑпӑр, анчах мӗн чухлӗ ӗҫ кунӗ тунине — кашни кун, — терӗ хыттӑн Давыдов. — Эсӗ Устин, ҫакна асра тыт: наянсене колхозра тытмастпӑр эпир! Ӗҫе чӑрмантаракансене пурне те кӑларса сирпӗтетпӗр! Колхозра пире харам пырсем кирлӗ мар. Шутласа пӑх-ха: ӑҫта каятӑн, ӑҫталла пӑрӑнатӑн эсӗ? Осетровӑн — ик ҫӗр ӗҫ кунне яхӑн, сирӗн бригадӑра ыттисен — ҫӗртен иртнӗ, Нечаев пек чирлисен те ҫӗре яхӑн, анчах санӑн — ҫирӗм тӑххӑр! Ку намӑс вӗт!

— Манӑн арӑм чирлӗ, хӗрарӑм чирӗсемпе аптӑрать. Эрни-эрнипе вырӑн ҫинчен тӑмасть. Кунсӑр пуҫне — ачасем ултӑ штук, — хурланса каларӗ Устин.

— Эсӗ хӑв вара?

— Мӗн эпӗ?

— Мӗншӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫлеместӗн?

Устинӑн пит шӑмми каллех кӗренленчӗ, ҫилленсе хӗснӗ кӑвак куҫӗнче ырӑ мар хӗлхем вӗлтлетсе илчӗ.

— Мӗн мана ҫисе ярас пек пӑхатӑн эсӗ: ман куҫран та питрен ҫеҫ пӑхатӑн?! — чунӗ тӑвӑлса килнипе чышкине чӑмӑртанӑ сулахай аллипе хӑмсарса кӑшкӑрса ячӗ вӑл; унӑн ҫаврака кӗске мӑйӗнчи юн тымарӗсем тӑртанса кайрӗҫ. — Мӗн эпӗ сана! Лушка Нагульнова-и е саншӑн ҫунакан Варька Харламова-и?! Эсӗ ман алсене пӑх, унтан вара мана ӗҫ хуш!

Вӑл аллисене вӑртах малалла тӑсрӗ: вара Давыдов Устинӑн аманса пӗтнӗ сылтӑм аллинче шӗвӗр пӳрне пӗр-пӗччен ҫеҫ юлнине, ыттисен вырӑнӗнче хӑмӑр пӗркеленчӗксене курчӗ.

Давыдов, ним калама аптӑранӑ пек, сӑмси кӑкне хыҫса илчӗ:

— Авӑ мӗнле иккен… Пӳрнӳсене ӑҫта ҫухатрӑн?

— Крымра, Врангель фронтӗнче. Эсӗ мана шурри терӗн, анчах эпӗ — хӑмӑрланнӑ арбуз пекех кӗрен; шуррисем патӗнче те пулнӑ, симӗссисемпе те икӗ эрне ҫапкаланса ҫӳренӗ, хӗрлисем патӗнче те пулса курнӑ. Шуррисем патӗнче чухне кӑмӑл туртмасӑрах ҫапӑҫнӑ, ытларах тылсем тӑрӑх ҫӳренӗ, шуррисемпе ҫапӑҫнӑ чух, куратӑн ӗнтӗ, пӳрнесене ҫухатрӑм. Ӗҫтерекенни, черкке тытмалли, чип-чиперех. — Устин сулахай аллинчи кӗске, хулӑм пӳрнисене сиктерсе илчӗ. — Тӑрантаракани, куратӑн-и, ярса тытмалли ҫук…

— Осколкӑпа-и?

— Алпа пемелли гранатӑпа.

— Шӗвӗр пӳрнӳ епле сыхланса юлнӑ-ха санӑн?

— Пӑшал пускӑчӗ ҫинче выртнӑ вӑл, ҫавӑнпа юлнӑ. Ҫав кун эпӗ хам икӗ врангелевеца вӗлернӗччӗ. Мӗнле те пулин тавӑрмалла пулнӑ вӗт-ха вӗсен? Ҫавнашкал юн юхтарнӑшӑн мана турӑ ҫилленнӗ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна тӑватӑ пӳрне пама тиврӗ. Йӳнӗ тӳленӗ тесе шутлатӑп. Ухмах ӑсӗпе вӑл манран ҫур пуҫа та ыйтма пултарнӑ…

Давыдов хӑйне лӑпкӑ тытнине кура майӗпен Устин та лӑпланса пычӗ. Вӗсем халӗ ӗнтӗ мирлӗн калаҫма пуҫларӗҫ, чӑрсӑр Устин кӑштах сивӗнсе пычӗ, унӑн тути ҫинче, яланхи пекех, йӗкӗлтевлӗ кулӑ та палӑрчӗ.

— Юлашкине те памаллаччӗ, мӗн амака кирлӗ вӑл сана?

— Ҫын пурлӑхӗпе епле ырӑ эсӗ, председатель! Хуҫалӑхра вӑл мана, пӗрре кӑна пулсан та, питӗ кирлӗ.

— Мӗн тума кирлӗ вара вал сана? — ыйтрӗ Давыдов кулма чарӑнса.

— Кирлӗ пуласси сахал-и… Мана мӗнпе те пулсан юраймасан, ҫӗрле унпа арӑма юнатӑп, кӑнтӑрла унпа шӑл хушшине чакалатӑп, ырӑ ҫынсен пуҫне ҫавӑратӑп. Пурнӑҫ чухӑнне кура, мӑн яшкара какай ҫулталӑкра пӗрре пулать, эпӗ вара апат хыҫҫӑн яланах урама тухса утатӑп, ҫак пӳрнепе шӑл хушшине чакала-чакала суратӑп, ҫавӑнпа та ҫынсем: «Вӑт ылханлӑ Устин, епле пуян пурӑнать! Кашни кун какай ҫиет, нихҫан та пӗтмест вӑл унӑн!» — тесе шутлаҫҫӗ пулӗ. Эсӗ: пӗр пӳрне мӗн тума кирлӗ сана, тетӗн… Вӑл хӑй ӗҫне тӑвать! Антив, ҫынсем мана пуян, тесе шутлаччӑр. Мӗнле пулсан та, кунпа мухтанатӑп эпӗ!

— Чӗлхе вӑйлӑ кастарать санӑн, — ирӗксӗрех йӑл кулса каларӗ Давыдов. — Паян ҫулатӑн-и?

— Ҫакнашкал кӑмӑллӑ калаҫу хыҫҫӑн — обязательно!

Давыдов Осетров енне ҫаврӑнчӗ, — вӑл кунта ҫулӗпе пуринчен те аслӑрах.

— Сирӗн хӗрарӑмсем Тубянскине кайни нумай пулать-и?

— Пӗр сехет пек каярах, унтан ытла мар.

— Нумайӑн кайрӗҫ-и вӗсем?

— Вун икӗ штука яхӑн. Вӗсем, хӗрарӑмсем, сурӑх пекех; пӗри ӑҫта каять, ыттисем те ҫавӑнталла кӗпӗрленеҫҫӗ. Хӑш чухне вараланчӑк сурӑх та кӗтӗве хӑй хыҫҫӑн ертсе каять… Парӑнтӑмӑр вӗт-ха акӑ эпир Устина, утӑ ҫинче праҫник тума тытӑнтӑмӑр, мур илесшӗ!

Устин кӑмӑллӑн кулса ячӗ:

— Каллех эпӗ айӑплӑ-и? Эсӗ, сухал, ҫын ҫылӑхне ман ҫине ан йӑвантар! Хӗрарӑмсем кӗлтума кайрӗҫ пулсан, эпӗ мӗншӗн айӑплӑ-ха кунта? Тӗрӗс ҫултан вӗсене Атаманчуков карчӑкӗпе пирӗн хуторти тепӗр карчӑк пӑрса ячӗҫ. Пирӗн пата, стана, тул ҫутӑлсанах килчӗҫ те — вӗсене агитацилеме пуҫларӗҫ! Паян нумай асап тӳснӗ Гликери ҫветтуйӑн праҫникӗ, теҫҫӗ, анчах эсир, хӗрарӑмсем, утӑ ҫулма шутлатӑр, ҫылӑхран та хӑрамастӑр, теҫҫӗ… Ну, аташтарса ячӗҫ вара. Эпӗ карчӑксенчен: мӗнле Гликери вӑл, Нагульнова мар-и, тесе те ыйтнӑччӗ. Вӑл чӑнах та нумай асап тӳснӗ: ӗмӗр тӑршшӗпе кама тӗл пулать, ҫавӑнпа асапланать… Ай, кунта ман карчӑксем урсах мана штурмлама тытӑнчӗҫ: Атаманчуков карчӑкӗ туйипе те хӑмсарчӗ, ҫапасшӑнччӗ, юрать-ха, вӑхӑтра пӑрӑнтӑм, атту ҫамкана Голланди хур аҫинне пек мӑкӑль тухса ларатчӗ! Кунта мана пирӗн хӗрарӑмсем йытӑ хӳрине куршанак ҫыпӑҫнӑ пекех ҫыпӑҫрӗҫ, аран- аран хӑтӑлкаласа юлтӑм… Мӗнле телейсӗр ҫын-ха эпӗ? Паянхи кун телейсӗр пулчӗ ман! Пӑхӑр-ха эсир, ырӑ ҫынсем, пӗр ир хушшинче карчӑксемпе те, хӗрарӑмсемпе те, председательпе те, Гордеичпа та — кӑвак сухалпа — вӑрҫма ӗлкӗртӗм. Ҫакна тума пӗлес пулать вӗт-ха ӑна!

— Ӑна эс пӗ-ле-тӗн! Ку пӗлӳлӗхе кӳршӗсенчен кивҫен илмелле мар санӑн. Эсӗ, Устин, ачаранпах, ҫапӑҫакан автан пек, пуринпе те тӳпелешетӗн. Ман сӑмаха асра тыт: ҫапӑҫакан автан кикирекки яланах юнлӑ… — асӑрхаттарчӗ Осетров.

Анчах Устин ӑна илтмӗш пулчӗ. Давыдов ҫине аскӑн та хӑюллӑ куҫӗпе пӑхса, вӑл малалла каласа кайрӗ.

— Ун вырӑнне пирӗн паян агитаторсем нумай: ҫуран та, юланутпа та килеҫҫӗ… Чугун ҫул ҫывӑхрах пулсан — пӑравуспа та вӗҫтерсе килнӗ пулӗччӗҫ! Анчах чӑнласах агитаци тума санӑн, председатель, пирӗн карчӑксенчен вӗренес пулать… Вӗсем санран аслӑрах, чеерех, опыт та ытларах. Вӗсем шӑппӑн калаҫаҫҫӗ, питӗ кӑмӑллӑн, ачашшӑн ӳкӗтлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗр чӑрмавсӑр пулса пырать. Эсӗ вара мӗн хӑтланатӑн-ха? Стан патне ҫывхарма та ӗлкӗреймерӗн, «Мӗншӗн ӗҫлеместӗр? !» — тесе, пӗтӗм ҫеҫен хире янрамалла кӑшкӑрса ятӑн. Ку чухне халӑхпа кам ҫавӑн пек калаҫтӑр? Халӑх вӑл хӑйӗн мӑнаҫлӑхне совет влаҫӗ пулсан арчаран кӑларчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хӑй ҫине кӑшкӑрнине юратмасть. Пӗр сӑмахпа каласан, председатель, халӑх ниепле сивӗ сӑмаха та юратмасть! Сӑмах май калас-тӑк, казаксене ӗлӗк те, патша вӑхӑтӗнче, атамансем те ытлашши кӑшкӑрман — стариксене кӳрентересрен хӑранӑ. Сирӗн те, Нагульновпа иксӗрӗн, халӗ ӗлӗкхи самана маррине, авалхи йӑласене пӑрахма кирлине ӑнланма вӑхӑт ӗнтӗ… Эсӗ лӑпланман пулсан, эпӗ утӑ ҫулма килӗшнӗ пулӑттӑм, тесе шутлатӑн-и эсӗ? Тем тусан та килӗшместӗмччӗ! Эсӗ хӑвна кӑштах чартӑн, хаярлӑха кӑмӑллӑ туйӑмпа улӑштартӑн, пирӗнпе картла выляма килӗшрӗн, йӗркеллӗ калаҫрӑн, ҫавӑнпа та эпӗ халӗ пӗтӗм чӗрене уҫса кӑтартатӑп, — акӑ, кур! Хуть тем ту мана, эпӗ тем тума та килӗшетӗп: картла выляма та, капан купалама та.

Устина тимлӗн итленӗ май, Давыдов хӑй ҫине хӑй тарӑхса кайрӗ. Чӑнах та, ҫак ытлашши пуҫтах казак хӑшне-йӗрне тӗрӗсех калать. Унӑн, Давыдовӑн, бригадӑна килсен, калаҫӑва кӑшкӑрса-вӑрҫса пуҫлама кирлӗ пулманах ӗнтӗ. Устин каланӑ тӑрӑх, малтан унӑн ӗҫӗ ҫавӑнпа каялла тапнӑ иккен. Чӑнах та, хӑйне мӗнле тытса чарма пултараймарӗ-ха вӑл? Давыдовӑн вара, пӗр пӑркаланмасӑр, ҫакна йышӑнмалла пулчӗ: ҫынсемпе вӑл, хӑй сисмесӗрех, Нагульнов пек хыттӑн калаҫма хӑнӑхать, е, Андрей Разметнов пек каласан, иртӗхсе кайнӑ, — халӗ акӑ мӗн пулса тухрӗ-ха: ӑна, йӗкӗлтесе, темле карчӑксенчен тӗслӗх илме сӗнеҫҫӗ: вӗсем сыхланса, вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ, хӑтланаҫҫӗ-мӗн, ӗҫӗ те вара ҫавӑнпах ӑнса пырать иккен! Пурте куҫкӗретех паллӑ! Унӑн та стан патне лӑпкӑн пымаллаччӗ, лӑпкӑн калаҫса, ҫынсене халӗ праҫник туса лармалли вӑхӑт мар, тесе ӑнлантармаллаччӗ, анчах вӑл пурне те кӑшкӑрса тӑкрӗ, пӗчӗк ӗҫшӗнех тенӗ пек, саламатпа усӑ курас патнех ҫитрӗ. Пӗр самант хушшинчех вӑл колхоз тӑвас тӗлӗшпе хӑй мӗн тунине пӗтӗмпех путлантарма та пултарнӑ, унтан вара, кам пӗлет, тен, партбилета та райком сӗтелӗ ҫине кӑларса хумалла пулатчӗ… Ку вара ун пурнӑҫӗнчи чӑн-чӑн кисренӳ пулнӑ пулӗччӗ!

Хӑйне вӑхӑтра лӑплантарман пулсан хӑйпе мӗн пулса иртме пултарасси ҫинчен шутланипех Давыдов чӗтресе илчӗ, ун ҫурӑмӗ тӑрӑх темле ҫӳҫентерекен япала чупса иртнӗн туйӑнчӗ.

Укӗнӗҫлӗ тата темле аван мар туйӑмсемпе асапланнӑ май, Давыдов шӑналӑк ҫинче сапаланса выртакан картсем ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, унтан темшӗн сасартӑк хӑй граждан вӑрҫи ҫулӗсенче «очколла» выляма юратнине аса илсе, ҫапла шухӑшларӗ: «Ытлашши пулчӗ манӑн! Вун ултӑ очко ҫине татах вуннӑран кая мар илтӗм, факт!» Хӑй тытӑнса тӑма пултарайманнине йышӑнма аван мар пулчӗ ӑна, анчах вӑл вӑтанса тӑмарӗ, кӑмӑлӗ ҫакна хирӗҫленине пӑхмасӑрах:
— Чӑннипе илсен, эпӗ кӑлӑхах кӑшкӑртӑм, — терӗ, — ку енӗпе эсӗ тӗрӗс калатӑн, Устин!
Анчах эсир ӗҫлеменни кӳрентерчӗ-ҫке-ха мана, мӗнле шутлатӑн эсӗ? Хӑв та эс манпа пӑшӑлтатсах калаҫмарӑн. Эпир, паллах, вӑрҫмасӑр та калаҫса татӑлма пултарнӑ. Ну, кун ҫинчен ҫитӗ! Пысӑк урапана чи чалак лашасене кайса кӳл-ха. Эсӗ, Нечаев, тепӗр лайӑх пар лаша ҫӑмӑл урапана кӳл.

— Хӗрарӑмсем хыҫҫӑн вӗҫтеретӗн-и? — тӗлӗннине пытармасӑр ыйтрӗ Устин.

— Тӗрӗс. Хӗрарӑмсене те паян ӗҫлеме кирли ҫинчен ӳкӗте кӗртме хӑтланса пӑхас теп.

— Итлӗҫ-и вара вӗсем сана?

— Курӑнӗ унта. Ӳкӗтлени — хушни мар.

— Ну, мӗнех-ха апла, турӑ тата Ченстоховри турӑ амӑшӗ пулӑштӑр сана! Итле-ха, председатель, хӑвпа пӗрле мана та ил! Юрать-и?

Давыдов пӗр иккӗленмесӗр килӗшрӗ.

— Кайрӑмӑр. Анчах эсӗ мана хӗрарӑмсене ӳкӗтлеме пулӑшӑн-и?

Устин, шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ тутисене пӗркелентерсе, йӑл кулчӗ:

— Сана манӑн заместитель пулӑшӗ, эпӗ ӑна хампа пӗрлех илетӗп!

— Мӗнле заместитель? — ӑнланмасӑр пӑхса илчӗ Устин ҫине Давыдов.

Лешӗ вара пӗр шарламасӑр будка патне утса кайрӗ те сӑхмансен купи айӗнчен ҫӗнӗ вӑрӑм чӑпӑркка туртса кӑларчӗ; чӑпӑркка аврин вӗҫне илемлӗ чӗн ярапа ҫакса янӑ.

— Акӑ вӑл, заместитель. Аван-и? Питӗ ӗнентермелле ӳкӗтлет вӑл манӑн — тӗлӗнмелле! Шӑхӑрма пуҫласанах ӳкӗте те кӗртет, ҫураҫтарать те. Эпӗ сулахайне ан пӑх!

Давыдов тӗксӗмленчӗ.

— Эсӗ кун пек хӑтланма пӑрах! Хӗрарӑмсене пӳрнепе тӗкӗнме те ирӗк памастӑп эпӗ сана, анчах ку заместителе эпӗ сан ҫурӑму ҫинче тӗрӗслесе пӑхма питӗ кӑмӑлланӑ пулӑттӑм!

Устин куҫне йӗкӗлтесе ҫеҫ хӗссе лартрӗ:

Мучи йӑпанмалла хуран кукли тутанса пӑхасшӑн пулнӑ, анчах тӑпӑрчне йытӑ ҫисе янӑ… Мана, граждан вӑрҫин инвалидне, ҫӑмӑллӑх панӑ, хӗрарӑмсене хӗнесен, вӗсем мӑнтӑртарах та лӑпкӑрах пулаҫҫӗ, хам арӑмран пӗлетӗп ҫакна. Кама хӗнемелле-ха? Паллах — хӗрарӑмсене! Эсӗ мӗн именетӗн ҫак? Мана иккӗш-виҫҫӗшне ҫеҫ кирлӗ пек хӗртсе илесси, ыттисем пӗр самантрах урапа ҫинче пулӗҫ.

Калаҫу пӗтнӗ тесе шутласа, вӑл будка айӗнче выртакан йӗвенсене илчӗ те тӗмеске ҫине лашасем тытма кайрӗ. Осетровсӑр пуҫне, Нечаевпа ытти казаксем те ун хыҫҫӑн васкарӗҫ.

— Эсӗ, Тихӑн Гордейч, мӗншӗн ҫулма каймастӑн? — ыйтрӗ Давыдов.

— Устин пирки сӑмах каласшӑнччӗ сана. Юрать-и?

— Кала.

— Тархасшӑн ан ҫиллен эсӗ ӑна, ухмаха! Хӳри айне кутлӑх лексен, вӑл пачах ухмаха ерет, — йӑлӑннӑ пек каларӗ Осетров.

Анчах Давыдов ун сӑмахне пӳлчӗ:

— Вӑл пӗртте ухмах мар, колхоз пурнӑҫӗн куҫкӗрет тӑшманӗ! Ун пеккисемпе эпир кӗрешнӗ те, малашне те пӗр хӗрхенмесӗр кӗрешӗпӗр!

— Мӗнле тӑшман пултӑр вӑл? — тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ Осетров. — Ҫилленсен вӑл хӑйне хӑй пӗлми пулса каять, тесе калатӑп-ҫке сана, ҫавӑ ҫеҫ! Эпӗ ӑна ачаранпах пӗлетӗп, эп астӑвасса вӑл пӗрмаях ҫапла шӑртлӑ. Ӑна, путсӗре, хирӗҫ тӑнӑшӑн, пирӗн стариксем революциччен хуторти пухусенче миҫе хутчен ҫаптарнине шутласа та кӑларас ҫук. Ытла хытӑ хӗненипе, ларма-выртма та пултараймастчӗ, хӑй вара хӑнк та тумастчӗ! Пӗр эрне хушши кутне мӑкӑртса ҫӳрет те каллех хӑйӗнне пеме пуҫлать, никама та ирӗк памасть, пуринче те кӑлтӑк шырать, тем пек тӑрӑшса шырать тата! Йытӑ пӑрҫа шыранӑ пек шырать! Ӑҫтан колхоз тӑшманӗ пултӑр-ха вӑл? Хӑй пурнӑҫӗнче пӗрмаях пуянсене хирӗҫ тӑнӑ, хӑй мӗнле пурӑнать — курасчӗ санӑн: ҫурчӗ чалӑшса кайнӑ, халь-халь ишӗлсе анас пек ларать, хуҫалӑхра пӗр ӗне пекки те икӗ ырхан кӑна сурӑх пур, укҫа нихҫан та пулман, ҫук та. Унӑн пӗр кӗсйинче — мӑйкӑчланӑ пӑрҫа, тепринче — сӑнчӑрланӑ пыйтӑ, пӗтӗм пуянлӑхӗ ҫакӑ ҫеҫ! Ҫитменнине тата арӑмӗ чирлӗ, ачасемпе аптраса ҫитнӗ, нуша пусарать… Тен, ҫавӑнпа пурин ҫине те шӑл хӑйрать пулӗ. Эсӗ — тӑшман тетӗн. Пакӑлти вӑл, тӑшман мар.

— Вӑл сан тӑван мар-и? Эсӗ мӗншӗн ун хутне кӗретӗн?

— Шӑпах тӑван, пичче ачи вӑл.

— Ҫавӑнпа тӑрӑшатӑн апла?

— Урӑхла мӗнле пултӑр-ха, Давыдов юлташ? Ун ӗнси ҫинче ултӑ ача, пурте вӗт-шакӑр, чӗлхи вара чарӑна та пӗлмест. Эпӗ ӑна миҫе хут та: «Чӗлхӳне чар, Устин! Пакӑлтатни ырӑ тумасть сана. Хӗрсе кайсан тем персе яран та Ҫӗпӗре лекӗн, ун чухне вара чавсу ҫывӑх пулсан та ҫыртаймӑн!» — тенӗ. А вӑл мана: «Ҫӗпӗрте ҫынсем упаленсе ҫӳреҫҫӗ-им? Мана ҫил унта та витӗр илес ҫук, эпӗ — пиҫӗхнӗ!» тет. Вӑт калаҫ эсӗ ҫав ухмахпа. Анчах кунта ун ачисем мӗншӗн айӑплӑ? Вӗсене ӳстерме, ҫитӗнтерме йывӑр, анчах тӑлӑха хӑварма вара хальхи вӑхӑтра пит ҫӑмӑл…

— Давыдов куҫне хупрӗ, нумайлӑха шухӑша кайрӗ. Хӑйӗн ача чухнехи тӗксӗм те йывӑр пурнӑҫне аса илмерӗ-ши вӑл ҫак минутсенче?

— Ухмахла сӑмахсемшӗн ан ҫиллен ӑна, — тепӗр хут каларӗ Осетров.

Давыдов, ыйӑхран тин вӑраннӑ ҫын пек, питне аллипе сӑтӑрса илчӗ.

— Акӑ мӗн, Тихон Гордейч, — майӗпен те сӑмахсене пат татса каларӗ вӑл, — Халлӗхе Устина тивместӗп эпӗ. Колхозра вӑй ҫитнӗ таран ӗҫлетӗр вӑл, йывӑр ӗҫ памӑпӑр ӑна, мӗне вӑй ҫитерет, ҫавна тутӑр. Ҫулталӑк пӗтнӗ тӗле унӑн ӗҫ кунӗсем ҫитмеҫҫӗ пулсан, пулӑшӑпӑр: ачисем валли тырӑ колхоз фондӗнчен уйӑрса парӑпӑр. Ӑнланатӑн-и? Анчах эсӗ ӑна ман ятпа вӑрттӑн кала: вӑл бригадӑна тепӗр хут пӑтратма шутласан, ҫынсене тӗрлӗ усал ӗҫ тума илӗртсен, вара ӑна лекетех! Вӑхӑт иртсе кайиччен, шутласа пӑхтӑр вӑл! Унпа урӑх шӳтлеме шутламастӑп эпӗ, ӑна ҫаплах кала. Эпӗ Устина мар, ун ачисене шеллетӗп!

— Ырӑ сӑмахшӑн спаҫҫибӑ, Давыдов юлташ! Устина хирӗҫ чун-чӗрере ним усал тытманшӑн та спаҫҫибӑ. — Осетров Давыдов еннелле пуҫ тайрӗ.

Лешӗ кӗтмен ҫӗртен ҫилленсе кайрӗ:

— Мана мӗн пуҫ ҫапатӑн эсӗ? Эпӗ саншӑн турӑш мар! Пуҫ ҫапмасан та хам мӗн каланине тӑватӑп!

— Пирӗн мӗн авалтан йӑли ҫапла: ырӑ сунатӑн пулсан, пуҫна та таятӑн, — тивӗҫлӗн тавӑрчӗ Осетров.

— Ну, юрӗ-ҫке, старик, эсӗ акӑ мӗн кала: Устин ачисен тумтир тавраш мӗнле унта? Вӗсенчен миҫешӗ шкула ҫӳрет?

— Хӗлле пурте кӑмака ҫинче лараҫҫӗ, тула тухма та ним ҫук, ҫулла чупаҫҫӗ, ҫӗтӗк-ҫурӑка силлеҫҫӗ. Раскулачить тунӑ пурлӑхран кӑшт тиврӗ вӗсене, анчах унпа вӗсен ӳтне витеймӗн. Шкултан кӑҫал хӗлле Устин юлашки ывӑлне илсе килчӗ: ҫине те, урине те ним тӑхӑнтарма ҫук. Ывӑлӗ пысӑк, вун икӗ ҫултискер, ҫавӑнпа чиканла ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑнса ҫӳреме вӑтанать…

Давыдов ӗнсине хытӑ хыҫса илчӗ те Осетров еннелле сасартӑк ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Ҫулма кай.

Ун сасси пӗр янравсӑр та темле аван мар илтӗнчӗ…. Осетров Давыдовӑн хурланнӑ чухнехи пек пӗкӗрӗлнӗ кӗлетки ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те, тепӗр хут пуҫ тайса, майӗпен утӑ ҫулакансем патнелле утрӗ. Кӑштах лӑплансан, Давыдов нумайччен хӑй патӗнчен кайнӑ Осетров ҫине пӑхса тӑчӗ. «Тӗлӗнмелле халӑх ҫак казаксем, ҫак Устин мӗнле ҫын пулнине пӗлсе ил-ха акӑ эсӗ. Усал тӑшман-и вӑл е ӑсра мӗн тытнине чӗлхинче тытайман ахаль пакӑлти тата чӑрсӑр ҫын-и? Кашни кун мана вӗсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ кроссвордсем параҫҫӗ… Вӗсенчен кашнинех пӗлсе ҫит-ха, ҫӗр ҫӑтманскерсене. Ну, мӗнех вара, пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑп! Кирлӗ пулсан, вӗсемпе пӗрле пӗр пӑт мар — михӗ тӑвар ҫисе ярӑп та, мӗнле пулсан та ҫав-ҫавах пӗлсе ҫитӗп, факт!» — шухӑшларӗ вӑл.

Давыдов шухӑшне Устин пӳлчӗ. Тепӗр лашине чӗлпӗртен тытса, вӑл ун патне сиккипе чуптарса пычӗ.

— Ҫӑмӑл урапа мӗн тума кирлӗ-ха пире, председатель? Атя тепӗр пысӑк урапа кӳлер. Каялла килме килӗшеҫҫӗ пулсан, хӗрарӑмсем пысӑк урапа ҫинче те силленсе пӗтмеҫҫӗ!

— Ҫук, ҫӑмӑл урапа кӳл, — терӗ Давыдов.

Вӑл ӗнтӗ пӗтӗмпех шутласа хучӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса тухсан, ҫӑмӑл урапа хӑйне мӗн тума кирлӗ пулассине вӑл лайӑх пӗлет.

* * *

Хытӑ чуптарса пӗр хӗрӗх минут пек кайсан, вӗсем инҫетренех хӳхӗм тумланнӑ хӗрарӑмсем чӑпар ушкӑнне курчӗҫ. Хӗрарӑмсем майӗпен ҫуллахи ҫул тӑрӑх ҫырман тепӗр енчи тайлӑмӗпе хӑпараҫҫӗ.

Устин Давыдова хӑваласа ҫитрӗ.

— Ну, председатель, ҫӗртен тыт! Халех сана хӗрарӑмсем иккӗмӗш хут кӳпкеме пуҫлаҫҫӗ!..

— Суккӑр: «Курӑпӑр!» тенӗ, — уҫҫӑн тавӑрчӗ Давыдов, тилхепине турткаласа.

— Шикленместӗн-и?

— Мӗн шикленмелли пур? Вӗсем вун иккӗн е кӑштах ытларах кӑна вӗт.

— Вӗсене эпӗ пулӑшсан вара? — ыйтрӗ Устин темле ӑнланмалла мар кулкаласа.

Давыдов ун питӗнчен тимлесе пӑхрӗ, анчах ниепле те уйӑрса илме пултараймарӗ: те леш чӑнласа каларӗ, те шӳтлесе.

— Ун пек пулсан мӗнле пулӗ-ха? — каллех ыйтрӗ Устин; анчах халӗ вӑл кулмарӗ ӗнтӗ.

Давыдов хӑй лашисене тӑп чарчӗ те пысӑк урапа ҫинчен анса ҫӑмӑл урапа патне пычӗ. Аллине сылтӑм кӗсйине чиксе, Нестеренко панӑ парнене — пистолета — туртса кӑларчӗ, ӑна Устин чӗркуҫҫи ҫине хучӗ.

— Эсӗ ҫак теттене илсе шаларах пытар-ха. Эсӗ те хӗрарӑмсем ҫумне хутшӑнас-мӗн пулсан, чӑтса тӑраймӑп, чи малтан сан пуҫа шӑтарса пӑрахӑп.

Вӑл Устинӑн тарлӑ аллинчен чӑпӑркка аврине ҫӑмӑллӑн туртса илчӗ, аллине хытӑ сулса, чӑпӑрккана ҫултан инҫене ывӑтса ячӗ.

— Халӗ кайрӑмӑр! Хытӑрах хӑвала, Устин Михайлович, тата хӑв чӑпӑркку ӑҫта ӳкнине лайӑх асӑрха. Каялла таврӑннӑ чух илетпӗр эпир ӑна, факт! Пистолета мана стана ҫитсен каялла тавӑрса паратӑн. Тапрат!

Хӗрарӑмсене хӑваласа ҫитсен, Давыдов вӗсен айккипе хытӑ чуптарса иртрӗ, пысӑк урапине ҫула урлӑ лартрӗ. Устин лашисене урапа тӗлӗнче чарчӗ.

— Чиперккесем, сывлӑх сунатӑп! — юриех савӑнӑҫлӑн саламларӗ турра кӗлтума каякан хӗрарӑмсене Давыдов.

— Сывлӑх сунатпӑр эппин, шӳтлеместӗр пулсан, — пуриншӗн те хуравларӗ хӗрарӑмсенчен чи чӗлхеллӗреххи.

Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, кепкине хывса, пуҫне тайрӗ:

— Колхоз правленийӗ ячӗпе сире ӗҫе таврӑнма ыйтатӑп. Сирӗн арҫынӑрсем мана сирӗн пата ячӗҫ. Вӗсем ҫулаҫҫӗ ӗнтӗ.

— Эпир вӑййа мар, кӑнтӑрлахи кӗлле каятпӑр! — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ тарпа йӑлтӑртатакан хӗрлӗ питлӗ ватӑрах хӗрарӑм.

Давыдов лучӗркенӗ кепкине икӗ аллипе те кӑкӑр ҫумне пӑчӑртарӗ:

— Утӑ ҫулса пӗтерсен кирлӗ таранах кӗлтӑвӑр, анчах халӗ вӑхӑт ҫук. Пӑхӑр-ха — пӗлӗтсем капланаҫҫӗ, сирӗн ҫаран ҫинче вара пӗр капан ҫук. Пӗтет вӗт утӑ! Пӗтӗмпех ҫӗрсе каять! Утӑ пӗтсен — хӗлле выльӑх та пӗтет. Ҫакна эсир манран лайӑх пӗлетӗр!

— Пӗлӗтсене ӑҫта куртӑн вара эсӗ? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ ҫамрӑк хӗр. — Тӳпе — ҫуса тасатнӑ пек!

— Барометр ҫумӑр пулассине кӑтартать, пӗлӗтсем ним те мар кунта, — май килнӗ таран чееленчӗ Давыдов. — Ҫумӑр кӗҫ-вӗҫ пулмалла! Кайрӑмӑр, хаклӑ хӗрарӑмсем, тепӗр вырсарникун вара кӗлле кайӑр. Сирӗншӗн ҫав-ҫавах мар-им-мӗн? Ларӑр, ҫил пек вӗҫтерсе кайӑп! Ларӑр, хаклӑ ҫыннӑмсем, атту ӗҫ кӗтмест.

Давыдов хӑй колхозницисене ачаш сӑмаха шеллемесӗр ӳкӗтленине кура лешсем ним тума аптраса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Кунта Давыдов пачах кӗтмен ҫӗртен ӑна Устин пулӑшрӗ: Нечаевӑн самӑр та ҫӳллӗ арӑмӗ патне хыҫалтан йӑпшӑнса пырса, вӑл ӑна самантрах ҫӗклесе илчӗ те, кулакан хӗрарӑм хӑйне ҫапкаланине асӑрхамасӑр та тенӗ пек, ӑна пысӑк урапа патне чупсах ҫӗклесе пычӗ, хыҫала сыхлануллӑн лартрӗ. Хӗрарӑмсем, кулса-ҫухӑрашса, тӗрлӗ еннелле сапаланса кайрӗҫ.

— Урапа ҫине хӑвӑр ларӑр, атту халех чӑпӑркка илетӗп! — куҫне хаяррӑн чаркаласа, пӗтӗм вӑйпа кӑшкӑрчӗ Устин. Вара ҫавӑнтах хӑй те ахӑлтатса кулса ячӗ:

— Ларӑр, тивместӗп, анчах хӑвӑртрах ларӑр, вӑрӑм хӳреллӗ шуйттансем!

Нечаев арӑмӗ урапа ҫине тӑчӗ, усӑннӑ шаль тутрине тӳрлетрӗ, унтан:
— Ну, хӑвӑртрах ларӑр, хӗрарӑмсем!
Мӗн, сире кӗтмелле-им манӑн? Пӑхӑр-ха, пире епле чыс параҫҫӗ: пире илме председатель хӑй килнӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Хӗрарӑмсем виҫӗ енчен кӗпӗрленсе пычӗҫ, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, кулкаласа, Давыдов ҫине пӑха-пӑха илсе, урапа ҫине улӑхма пуҫларӗҫ. Ҫул ҫине икӗ карчӑк ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ.

— Тубянскине пирӗн хамӑрӑн анчах каймалла-и, усал-тӗсел? — терӗ Атаманчуков карчӑкӗ, Давыдов ҫине кураймасӑр, шӑтарасла пӑхса.

Анчах Давыдов, хӑй ӗлӗк матросра ҫӳренӗ чухнехи пек, питӗ сапӑр пулма тӑрӑшрӗ, пуҫне тайса, атӑ кӗлисене хыттӑн шартлаттарчӗ:

— Асаннесем, сирӗн мӗншӗн ҫуран каймалла-ха ара? Акӑ ҫӑмӑл урапана ятарласа сире валли кӳлсе килнӗ, ларса кайӑр, кирлӗ таран кӗлтӑвӑр. Сире Устин Михайлович илсе кайӗ. Вӑл кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтичченех кӗтме пултарать, унтан сире хутора илсе килӗ. Кашни минут хаклӑ, ҫавӑнпа карчӑксем килӗшессе кӗтсе тӑма май ҫук! Давыдов вӗсене хул айӗнчен тытрӗ те урапа патне илсе кайрӗ. Атаманчуков карчӑкӗ туртӑнкалама тӑчӗ, анчах ӑна хыҫалтан Устин ҫемҫен те сӑпайлӑн тӗксе пычӗ. Карчӑксене аран-аран вырнаҫтарса лартсан, Устин, тилхепене тытса, майӗпен, питӗ майӗпен:
— Чее эсӗ, Давыдов, шуйттан пек чее! — тесе хучӗ.
Хӑйӗн председательне вӑл хушамачӗпе пуҫласа чӗнчӗ.

Давыдов, ҫакна асӑрхаса, юлхавлӑн йӑл кулчӗ, ыйӑхсӑр ирттернӗ ҫӗрпе чылай пӑшӑрханни пусарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа ӑна тӳсме ҫук ыйӑх пусрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней