Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVIII сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.21 22:56

Предложений: 303; Слово: 4247

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Юлашки вӑхӑтра, тӗрӗссипе илес пулсан, Ҫӑрттан мучин ӗҫӗ, яланхи пекех, пӗртте ӑнса пымарӗ, ку кун вара пӗтӗмпех пысӑк-пӗчӗк куренӳсемпе тулса ларчӗ, ҫавӑнпа та талӑк иртнӗ тӗле тем чухлӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ Ҫӑрттан мучи пушшех те тӗшмӗшлӗрех пулса кайрӗ… Ҫук ҫав, унӑн, паллӑсем ирхинех япӑх пулнине курнӑскерӗн, Давыдовпа ҫийӗнчех килӗшсе, станицӑна каймалла марччӗ…

Колхоз правленийӗн картишӗнчен тухсан, Ҫӑрттан мучи ӑйӑрӗсене уттарса, икӗ кварталтан ытла та каймарӗ, вӗсене ҫул варринчех чарса тӑратрӗ те, урапи ҫинчен анмасӑр, хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлсе ларса, тарӑн шухӑша кайрӗ… Шухӑшламалли унӑн чӑнах та пурах ҫав: «Ҫутӑлас умӗн тӗлӗкре ман хыҫран ула кашкӑр хӑваларӗ пек. Мӗншӗн ула? Тата мӗншӗн шӑпах ман хыҫран хӑваламалла пулнӑ-ха унӑн? Ҫут тӗнчере мансӑр пуҫне ҫын сахал-им! Кам та пулин урӑх ҫын, ҫамрӑк та йӑрӑ ҫын хыҫҫӑн хӑваласчӗ хуть, эпӗ айккинче пӑхса тӑнӑ пулӑттӑм, атту тӗлӗкре те ыттисемшӗн манӑнах тӳсме тивет! Ҫак япала мана ним тума та кирлӗ мар. Вӑранса кайрӑм, чӗре сиксе тухас пек тапать, вӑт ыйхӑ те ӗнтӗ, ҫӗр ҫӑттӑр ун пек ыйӑха! Ҫитменнине тата ҫав кашкӑр мӗншӗн пӗтӗмпех ула-ха, мӗншӗн вӑл ахаль чухнехи пек сӑрӑ мар? Ырра-и ку? Паллах, ырра мар. Тӗлӗкре курнӑ паллӑ — пит япӑх, апла пулсан, ҫул та ӑнӑҫлӑ пулмасть манӑн, мӗнле те пулин инкек сиксе тухатех. Паҫӑр та ҫаплах: е картуса тупаймастӑп, е енчӗке, е аҫама… Ку паллӑсем те лайӑххисемех мар… Давыдова итлемелле марччӗ ҫав, вырӑнтан та тапранмалла марччӗ!» — хурланса шухӑшларӗ Ҫӑрттан мучи; унтан пушӑ урама тинкерчӗ, ҫатан сулхӑнӗнче выртакан тӗрлӗ тӗслӗ пӑрусемпе ҫул ҫинчи тусана пӑрӑлтаттаракан ҫерҫисем ҫине пӑхса илчӗ.

Вӑл ӗнтӗ каялла ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах нумай пулмасть Давыдовпа харкашнине аса илчӗ те ку шухӑша ҫавӑнтах каялла турӗ. Ун чухне, паянхи пекех япӑх паллӑсемпе аптраса ҫитсе, хӑй пит начар тӗлӗк курнине шута илсе, вӑл пӗрремӗш бригадӑна кайма пачах килӗшмерӗ; ҫакна илтсен, Давыдовӑн яланах ӑшӑ та ачаш куҫӗ сасартӑк тӗксӗмленсе кӑйрӗ, сиввӗн те шӑтарасла ҫивӗччӗн пӑхма пуҫларӗ. Ҫӑрттан мучи хӑраса ӳкрӗ, куҫӗсене тем тилмӗрсе ыйтнӑн мӑчлаттарса: «Сёмушкӑ, ман пепкем! Каплах сиввӗн ан пӑх ӗнтӗ! Халӗ сан куҫ сӑнчӑрланӑ йытӑ аҫинни пекех усал. Ҫав ырӑ ҫынсем ҫине хӑрлатса вӗрекен сӑнчӑрланӑ-ылханлӑ хурт-кӑпшанкӑсене эпӗ мӗнле курайманнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ. Пирӗн пӗр-пӗринчен мӗншӗн сивӗнмелле-ха? Эсӗ ҫав таранах хирӗҫетӗн пулсан, ҫӑва патне эппин, кайӑпӑр апла. Анчах ҫул ҫинче пирӗнпе мӗн те пулин пулсан — эпӗ нимӗншӗн те ответ тытмастӑп!» — терӗ.

Мучие итлесе пӗтерсен, Давыдов кулса ячӗ, унӑн куҫӗсем ҫавӑнтах яланхи пек ӑшшӑн кулма пуҫларӗҫ. Вӑл хӑйӗн пысӑк аллипе Ҫӑрттан мучин ырхан ҫурӑмне янрамаллах лӑпкаса илчӗ те: «Вӑт ку тӗрӗс сӑмах, факт! Кайрӑмӑр, старик, терӗс-тӗкелех пулӑн, саншӑн карчӑку умӗнче ответ тытаканни эп пулӑп, маншӑн вара ан пӑшӑрхан», — терӗ.

Ҫакна аса илсен, Ҫӑрттан мучи йӑл кулчӗ, вара ӑйӑрсене пӗр иккӗленмесӗр вырӑнтан тапратрӗ. «Станицӑна каятӑп! Паллӑсене ҫӑва ҫӑттӑр вӗсене, мӗн те пулин пулас пулсан — Давыдов хӑй ответ тыттӑр, эпӗ вара ҫул ҫинче хампа мӗнле те пулин аван мар япала пулас пулсан, уншӑн ответ тытма шутламастӑп! Давыдов хӑй те манпа лайӑх, ӑна та усал тума кирлӗ мар».

Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять. Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.

Ҫӑрттан мучи ӑйӑрсене тӑкӑрлӑка вартах пӑрса кӗртрӗ те, станицӑна каяс умӗн мӗн те пулин чӑмласа илес тесе, вӗсене хӑй килӗ еннелле тытрӗ. Ҫурт мӑрйинчен тӗтӗм тухманнине инҫетренех курчӗ, курчӗ те, кӑмӑллӑн йӑл кулса: «Ман карчӑк апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ те, халӗ канать пулӗ-ха. Ман хӳттӗмре темле чаплӑ княгиньӑ пекех пурӑнать. Ни хуйхӑ ҫук ун, ни ҫавӑн пек ытти япала…» — тесе шухӑшларӗ.

Хурлӑхлӑ шухӑшсемпе асапланакан Ҫӑрттан мучие самантрах уҫӑлса кайма ытлашши нимех те кирлӗ мар ҫав. Хӑй ҫавӑн пек ачалла кӑмӑллӑ пулнӑ ӗнтӗ вӑл. Тилхепене ӳркевлӗн турткаланӑ май, вӑл шухӑша кайрӗ: «Мӗншӗн вӑл ҫапла райри кайӑк пек ырӑ курса пурӑнать-ха? Паллах — мана пула! Хӗлле эпӗ пӑрӑва ахальтен пусмарӑм ӗнтӗ, турӑ курать — ахальтен мар! Пӑру ҫук та халӗ, ман карчӑк киленсе кӑна пурӑнать! Яшка-ҫӑкӑр пӗҫернӗ те — хӑяккӑн кайнӑ ӳкнӗ. Пусман пулсан, пӑруран ӗне пулма пултаратчӗ, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тӑрса, ӑна, ҫӗр ҫӑтманскере, сумалла, кӗтӗве хӑваласа ямалла пулатчӗ, вӑл кӑнтӑрла, иртӗхме тытӑнӗччӗ, пӑвансенчен хӑтӑлма, киле тарса килӗччӗ. Вара каллех кӗтӗве хӑвала ӑна, хӗлле валли апат хатӗрле, картине тасат, сарайне хӑмӑшпа е улӑмпа вит… Муталашу! Сурӑхсене те пӗтӗмпех пӗтертӗм-ха эпӗ, кӑна татах лайӑх турӑм! Вӗсене кӗтӗве хӑваласа тух та, ҫӗр ҫӑтманскерсемшӗн, чуна ыраттар: кӗтӳрен уйӑрӑлса ан юлччӑр, кашкӑр ан тыттӑр тесе, кулянса лар. Мана ун пек лӑпӑр-лапӑршӑн чуна ыраттарма пачах та кирлӗ мар, нумай пурӑнса ахаль те ытлашшипех ыраттартӑм, ҫавӑнпа чунӑм та ман кивелнӗ тӑлапир пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк пулӗ ӗнтӗ. Хуҫалӑхра тата сысна ҫури те ҫук-ха, ҫака та тӗрӗс! Калӑпӑр, ҫав сысна ҫури мӗн тума кирлӗ-ха ара мана? Чи малтанах, манӑн сысна ҫӑвне ытларах ҫисен ялан кӑкӑр хӗртет, унтан тата — халӗ мӗн ҫитерсе усранӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ӑна? Манӑн запасра ҫӑнӑхӑм та икӗ ывӑҫран ытла мар вӗт. Вӑл унта тӳрех выҫӑпа вилнӗ пулӗччӗ е, ҫухӑрса, ман чуна кӑларса илнӗ пулӗччӗ… Ҫитменнине тата сысна вӑл — кӑйттӑ выльӑх: е ӑна мур пусса ӳкерет, е темле шыҫӑ чирӗсем ереҫҫӗ. Ҫавнашкал усала туян та, вара вӑл паян-ыран вилессине кӗтсе пурӑн. Ҫитменнине тата вӑл пӗтӗм кил картине сывламалла мар шӑршлантарса ярать, вӑл ҫук та — сывлӑш ман пур ҫӗрте те тап-таса, курӑк шӑрши, пахча ҫимӗҫ, тӗрлӗрен кантӑр шӑрши кӗрет. Юратап ҫав, шуйттан, таса сывлӑша! Ҫӗр ҫӑттӑр ӑна, сысна ҫурине, е, калӑпӑр, сыснана, вӗсемпе манӑн мӗн тери асап тӳсмелле пулатчӗ-ха! Кил картинче икӗ тап-таса чӑх ҫӳреҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле тирпейлӗ автан, пирӗн, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, ӗмӗре ҫав кайӑк-кӗшӗк те ҫитет, ҫамрӑккисем пуйччӑрах, пире пуянлӑх вӑл пачах та кирлӗ мар. Мана Макарушка та ырласа ҫапла калать: «Эсӗ, мучи, пролетарьят пулса тӑтӑн, вакӑ харпӑрлах тытма килӗшменнипе лайӑх турӑн», тет. Ну, эпӗ ӑна ҫак сӑмахсем пирки пӗтӗм чун-чӗререн ҫапла каларӑм: «Пролетарьят шутланма аван та пулӗ, анчах пӗтӗм пурнӑҫа кваспа ҫусӑр-мӗнсӗр купӑста яшки ҫисе ирттерме килӗшместӗп эпӗ. Турӑ ҫырлахтӑр унпа, пролетарьятпа, анчах, купӑста яшкине тутӑ кӗртмелӗх ӗҫ кунӗ тӑрӑх какай е, калӑпӑр, сысна ҫӑвӗ памасан, эпӗ хӗл ларнӑ тӗле тӑсӑлса выртма та пит лайӑх пултаратӑп. Ун чухне мана пролетариачӗ мӗн усӑ пама пултарать-ха? Кӗркунне тӗлне ман ӗҫ кунӗсем мӗн пама пултарассине курам-ха, май тухмасан, эпӗ тӳрех, каллех, вакӑ хуҫалӑха куҫма пултаратӑп». Ҫӑрттан мучи куҫне шухӑшлӑн хӗссе илчӗ те сасӑпах:
— Ҫакнашкал йӗркесӗр пурнӑҫра ҫылӑхсӑр пурӑнма та ҫук ҫав! Пӗтӗмпех ҫӗнӗлле, ташӑ ӑсти авкаланнӑ пек ним ӑнланмалла мар пулса пырать… — терӗ.

Вӑл ӑйӑрсене ҫатан ҫумне кӑкарчӗ те тайлӑк-тайлӑк калинккене уҫрӗ, чӗп курӑкӗ пуснӑ сукмак тӑрӑх васкамасӑр, чӑн-чӑн хуҫа пек мӑнаҫлӑн, крыльца патнелле утрӗ.

Кухньӑра тӗттӗмрех, малти пӳлӗме кӗмелли алӑк хупӑ. Ҫӑрттан мучи хӑйӗн сӑранланса кайнӑ лапчӑк картусне тата Трофима пула самантлӑха та алран яман чӑпӑрккине сак ҫине хучӗ те, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхса:
— Карчӑк! Чӗрӗ-и эсӗ? — тесе чӗнчӗ.

— Чӗрри ҫеҫ ҫав… — илтӗнчӗ малти пӳлӗмрен вӑйсӑр сасӑ. — Каҫранпах выртатӑп, пуҫа ҫӗклеме те ҫук. Пӗтӗмпе ыратать, пӗр хал юлмарӗ, тӳсме ҫук шӑннипе кӗрӗк айӗнче те ӑшӑнса ҫитейместӗп… Мана сив чир ерчӗ пулмалла, урӑх ним те мар… Эсӗ, ват супнӑ, мӗн тума килтӗн тата?

Ҫӑрттан мучи пӳлӗм алӑкне яри уҫса ячӗ те урата ҫине тӑчӗ.

— Халех станицӑна каятӑп, ҫул умӗн мӗн те пулин хыпкалас тесе кӗтӗм.

— Мӗн ӗҫпе каятӑн?

Ҫӑрттан мучи, мӑнаҫланса, сухалне якатса илчӗ, вара, кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, ҫапла ӑнлантарса пачӗ:

— Пысӑк командировка пулать, мишавая илсе килмелле. Давыдов юлташ мана: «Мучи, ӑна эсӗ илсе килмесен, урӑх никам та илсе килеес ҫук», терӗ. Мишавай пӗтӗм районӗпе те пӗрре кӑна, вӑл, ҫав Шпортной, манӑн пӗлӗш пулать, мана хисеплесе килетех вӑл. — Вара Ҫӑрттан мучи ҫавӑнтах сассине хытарчӗ, хӑйне кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӗ: — Мӗн те пулсан ҫимелли хатӗрле-ха эсӗ, вӑхӑт ҫук.

Карчӑк татах хыттӑнрах йынӑшса ячӗ:

— Ох, пӗтнӗ пуҫӑм! Мӗнпе тӑрантарам-ха эпӗ сана? Паян ним те пӗҫермерӗм-ҫке эпӗ, кӑмака та хутман. Пахчаран хӑяр татса кил, нӳхрепре турӑх пур, ӗнер кӳршӗ арӑмӗ илсе килнӗччӗ.

Ҫӑрттан мучи хӑй тарӑхнине пӗрре те пытармасӑр итлерӗ, юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ:

— Хӑяр та турӑх апла? Эсӗ, ватӑ астроляби, пӗтӗмпех ухмаха тухнӑ! Эсӗ мӗн — мана хамӑн авторитета пӗтӗмпех пӗтерттересшӗн-и? Ман хырӑм часах пӑсӑлнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, а ку апат мана ҫул ҫинче пӗтӗмпех пӗтерсе хурать, вара мӗн тӑвӑп-ха эпӗ станицӑра? Йӗме ҫӗклесе ҫӳрӗп-и? Мана ӑйӑрсем патӗнчен пӗр утӑм та хӑпма юрамасть, вара мӗн тумалла пулать-ха манӑн? Юлашки авторитета урамрах пӗтермелле-и? Тайма пуҫ сана! Хӑв хӑярна хӑв ҫи, ӑна йӳҫӗтнӗ сӗтпе пусарса хур, анчах эпӗ ҫавнашкал теветкеллӗ япала тума пултараймастӑп! Манӑн ӗҫсем лӑпӑр-лӑпӑр мар, Давыдов юлташа хӑйне илсе ҫӳретӗп, ҫавӑнпа сан хӑярусемпе апла хӑтланма пултараймастӑп. Ӑнланатӑн-и эсӗ, ватӑ апробаци?

Карчӑк айӗнчи кивелнӗ йывӑҫ кравать чӗриклетсе илчӗ те, Ҫӑрттан мучи хӑлхине чанк! тӑратрӗ. Вӑл ӑс парса ҫитерме те ӗлкӗрейменччӗ, унӑн карчӑкӗ пӗр самант хушшинчех тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: вӑл кравать ҫинчен ваштах сиксе тӑчӗ те тем тума та хатӗр пулнӑн, аллисемпе пилӗкне тытрӗ. Вӑл пуҫӗнчи лучӑрканнӑ тутрине айккинелле сирсе хурса калаҫма пуҫласан, унӑн нумай пулмасть кӑна аран илтӗнмелле тухакан сасси ҫирӗппӗн янрама пуҫларӗ:

— Эсӗ мӗн, ват тунката, эпӗ сана какай янӑ купӑста яшки ҫитерессе кӗтетӗн-и? Тен, санӑн хӑймапа пӗлӗм ҫиес килет? Кӗлетӳнте выҫӑпа вилекен шӑшисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук пулсан, эпӗ ҫав апат-ҫимӗҫе ӑҫтан тупам-ха? Эсӗ мана тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе вӑрҫма хӑҫан пӑрахатӑн? Мӗнле астроляби те пробаци эпӗ саншӑн? Макаркӑ Нагульнов сана темле кирлӗ мар кӗнекесем вулама вӗрентнӗ те, эсӗ, ухмах, савӑнатӑн! Эпӗ — тӳрӗ кӑмӑллӑ арӑм, санпа, шӑнкарса пӑрахнӑ манкапа, хамӑн хӗрарӑм ӗмӗрне тӳррӗн пурӑнса ирттернӗ, эсӗ мана, ватӑскере, мӗнле чӗнмеллине пӗлместӗн-и?!

Ӗҫ Ҫӑрттан мучишӗн пӗр кӗтмен ҫӗртенех пӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа та вӑл кухньӑра кӑштах алӑк патнерех чакма шутларӗ, вара, ҫӑмӑллӑн чакса пырса, кӑмӑллӑн:
— Ну, ҫитӗ, ҫитӗ сана, карчӑк! — терӗ.
— Вӗсем пачах вӑрҫмалли сӑмахсем мар, ӑслӑн ачашласа каланӑ сӑмахсем. Астроляби тени вӑл манӑн чунӑм, тенинех пӗлтерет… Ахаллӗн калас пулсан — «манӑн савниҫӗм», кӗнеке ҫинчи пек каласан, «апробация» пулса тухать. Тупата туршӑн суймастӑп, мана Макарушка вулама сӗннӗ хулӑм кӗнекере ҫавӑн пек ҫырнӑ, хам куҫпа вуларӑм, эсӗ тем шуйттанла шутлатӑн. Эсӗ хут пӗлменлӗхе пӗтӗмпех пӗтерни акӑ мӗне пӗлтерет! Эпӗ вӗреннӗ пек вӗренмелле, вара эсӗ те, ман пекех, темле сӑмах та персе яма пултаратӑн, факт!

Ҫӑрттан мучи ҫакна пит ӗненмелле сасӑпа каларӗ, ҫавӑнпа та карчӑкӑн ҫилли сӗврӗлчӗ, анчах упӑшки ҫине ҫаплах сӑнаса пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ:

— Вӗренес вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ манӑн, ҫитменнине тата кирлӗ те мар. Санӑн та, ват пӑсаран, хӑв чӗлхӳпе калаҫмалла, атту санран, ухмахран, пӗтӗм халӑх кулать.

— Кулӑран ҫын пулать, — чӗрре кӗрсе каларӗ Ҫӑрттан мучи, анчах малалла тавлашма шутламарӗ.

Турӑх янӑ пӗчӗк чашӑка вӑл типсе кайнӑ ҫӑкӑр таткине вӑрахчен те тирпейлӗн турарӗ, васкамасӑр, тимлесе ҫирӗ, хӑй вара, кантӑкран пӑха-пӑха, ҫапла шухӑшларӗ: «Станицӑна мӗн пирки ҫав териех васкамалла-ха ман? Ҫын вилме тӑрсан ҫеҫ пупа чӗнсе кӗлтутарма васкамалла. Анчах Шпортной — пуп мар, мишавай. Давыдов вара вилме пачах та шутламасть, апла пулсан, манӑн мӗн сӑлтавпа хыпаланмалла-ха? Леш тӗнчене пурте ӗлкӗретпӗр, халлӗхе вилме никам та черете тӑман-ха… Ҫапла вара, халӗ эпӗ хутортан тухатӑп та, ҫын курасран, мӗнле те пулин тип ҫырмана пӑрӑнса кӗретӗп, тӑраниччен ҫывӑратӑп, ҫав вӑхӑтра ӑйӑрсем курӑк чӗпӗткелӗҫ. Каҫ пулнӑ тӗле Дубцов бригадине ҫитетӗп, Куприяновна мана каҫхи апат ҫитеретех, ҫӗрле вара, сулхӑнпа, станицӑна ҫитетӗп. Кун ҫинчен, турӑ ҫырлахтӑрах, Давыдов пӗлес пулсан, эпӗ тӳрех ҫапла калатӑп: «Хӑвӑрӑн ылханлӑ Трофим качакана тӗп тӑвӑр, вара эпӗ те ҫул ҫинче ҫывӑрса ҫӳремӗп. Ҫӗрӗпех утӑ ҫинче ман тавра тапӑртатса ҫӳрет, ун пек чухне ҫын епле ҫыварма пултартӑр-ха? Кӑмӑла пӑсни ҫеҫ!»

Дубцов патӗнче хӑнара кулма май пурришӗн савӑнса, Ҫӑрттан мучи йӑл кулса илчӗ, анчах карчӑкӗ кунта та ун кӑмӑлне пӑсма май тупрӗ.

— Мӗн асат хуҫнӑ ҫын пек кавлетӗн эсӗ? Кайма хушнӑ пулсан, тислӗк ҫинчи нӑрӑ пек ан чакалан, хӑвӑртрах кай. Кӗнекери ӑссӑр сӑмахсене пуҫунтан кӑларса пӑрах, мана ан кала вӗсене, атту сан ҫурӑму тӑрӑх турчка ҫӳресе пӑхатех, ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ, ватӑ ухмах!

— Кирек мӗнле патак та ик вӗҫлӗ пулать, — ытла илтӗнмеллех мар мӑкӑртатса илчӗ Ҫӑрттан мучи.

Анчах хӑй пуҫлӑхӗн пичӗ ҫине ҫилленнӗ чух тухакан пӗркеленчӗксене курсан турӑха васкаса ҫисе ячӗ те сывпуллашрӗ:

— Эсӗ, тусӑм, вырт, усӑсӑр ан тӑр, выртах ҫапла чирлесе, эпӗ кайрӑм.

— Яра пар! — ытлах ӑшшӑн мар сывпуллашрӗ те унпа карчӑкӗ, ун енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ.

Хутортан пӗр ултӑ ҫухрӑмри Ӑман ҫырми хӗрне ҫитиччен Ҫӑрттан мучи лашисене уттарса, тутлӑн тӗлӗрсе, пуҫӗпе сӗнке-сӗнке пычӗ, юлашкинчен вара, кӑнтӑрлахи шӑрӑх питӗ пусса ҫитернипе, урапа ҫинчен чутах персе анмарӗ. «Капла чикеленсе кайма та пулать» — шиклӗн шухӑшларӗ Ҫӑрттан мучи, ҫырманалла пӑрӑнса.

Ӑман ҫырми тӗпӗнче тутлӑ шӑршӑ саракан курӑк пилӗк таран кашласа ларать. Таҫтан ҫырма вӗҫӗнчен, унӑн тӑмлӑ варрипе, ҫӑл куҫӗнчен юхса тухакан шыв шӑнкӑртатса выртать. Унти шыв тап-таса, ҫав тери сивӗ, ҫавӑнпа ӑна ӑйӑрсем те сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн, васкамасӑр, шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ӗҫрӗҫ. Шыв хӗрринче сулхӑн; ҫав сулхӑна сирме ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел те вӑй ҫитереймест. Мӗнле ырлӑх кунта — пӑшӑлтатса илчӗ Ҫӑрттан мучи, ӑйӑрӗсене тӑварса. Вӑл вӗсене тӑлларӗ те курӑк ҫине ячӗ, хӑй йӗплӗ йывӑҫ кутӗнчи сулхӑна кивелнӗ сӑхман сарса, месерле выртрӗ, вара, шӑрӑха пула тӗссӗрленнӗ шупка кӑвак тӳпенелле ҫав тӳпе пекех тӗссӗр кӑвак ватӑ куҫӗпе пӑхса, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ.

«Ҫакнашкал ырлӑхран мана каҫчен аптрипе чаваласа та кӑлараймӑн. Тӑраниччен ҫывӑратӑп, хамӑн ватӑ шӑмӑсене хӗвел ҫинче хӗртетӗп, вара — Дубцов патне хӑнана, пӑтӑ ҫиме. Килте ирхи апат ҫиме ӗлкӗреймерӗм тесен, мана пурпӗрех ҫитереҫҫӗ, кӑна эпӗ пӗлсех тӑратӑп. Тӗрӗссипе каласан, бригадӑра мӗншӗн ним яман пӑтӑ ҫимелле-ха е мӗнле те пулин пули-пулми япалана тытасшӑн хурана кашӑкпа пӑтратмалла? Дубцов утӑ ҫинче типӗ тытакан йышшиех мар-ха вӑл. Кунашкал чечче питлӗ шельма какайсӑр пӗр кун та пурӑнмасть пулӗ-ха. Вӑл утӑ ҫулакансене таҫти ют кӗтӳри сурӑха вӑрласа та пулин тӑрантарать!.. Апатра пӗр тӑватӑ кӗренке таякан така какай таткине ҫисе ярсан питӗ аван пулӗччӗ! Уйрӑмах — шаритленине, ҫуллине, е, вӑл ҫук-тӑк — ҫупа шаритленӗ ҫӑмарта пулсан та аван, анчах вӑл тӑраничченех ҫимелӗх пултӑр… Хуран куклипе хӑйма та — чаплӑ апат, темрен те чаплӑрах, уйрӑмах вӗсене, ҫав кукӑльсене, тулли турилкке хурса парсан, унтан, тепӗр хут тата ытларах хурса, купипе купаласа парсан, аван, унтан вара, хӑйма тӗпнех ҫиттӗр, унти кашни кукӑле хӑйма тивтӗр тесе, ҫав турилккене майӗпен силлесен аван. Ҫав кукӑле тата сана турилккепе мар, мӗнле те пулин тарӑн тирӗкпе парсан пушшех те лайӑхрах пулать, кашӑка вылятма вырӑн ытларах пултӑр!»

Ҫӑрттан мучи апатшӑн нихҫан та хыпса ҫунман, вӑл выҫӑ ҫеҫ пулнӑ. Хӑйӗн вӑрӑм та савӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗнче вӑл сайра хутра ҫеҫ тӑраниччен ҫисе курнӑ, тӗлӗкре кӑна хӑйне тутлӑ пек туйӑнакан тӗрлӗрен апат ҫисе тӑраннӑ. Е вӑл унта, тӗлӗкре, пуснӑ така ӑш-чиккине ҫинӗ, е — тем пысӑкӑш пӗлӗме, хутлатса, хӑйма пуҫса иле-иле, ҫӑварне пере-пере чикнӗ, е — васканипе тутисене пӗҫертсе, — хур ӑш-чиккине ярса пӗҫернӗ тутлӑ лапша яшкине ывӑнма пӗлмесӗр сыпнӑ… Кирек епле выҫӑ ҫыншӑн та вӑрӑм пек туйӑнакан каҫсенче мӗн-мӗн кӑна тӗлленмен-ши вӑл, анчах ҫав тӗлӗксем хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи яланах хурланса, хӑш-пӗр чухне ҫилленсе те, вӑраннӑ, хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫавнашкал аш-пӑшӑ тӗлӗкре сӑлтав ҫук ҫӗртех куратӑн вӗт-ха! Мӑшкӑл ҫеҫ ку, пурнӑҫ мар: тӗлӗкре, пӑх-ха эсӗ, лапшана епле чаплаттаратӑн, ҫисе тӑрана пӗлместӗн, чӑн пурнӑҫра вара — карчӑк ҫӑкӑр туранӑ квас ҫитерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна, ҫав ылханлӑ ҫӑкӑр туранӑ кваса!»

Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.

Тӗм айӗнче выртакан Ҫӑрттан мучи бригадӑра хӑйне мӗнле апат ҫитерме пултарасси пирки нумайччен шутларӗ, унтан вара пӗр сӑлтавсӑрах хӑй Яков Лукич амӑшне асӑннӑ ҫӗрте епле апат ҫисе тултарнине аса илчӗ, унта ҫинӗ апат ҫинчен шухӑшласа кӑмӑлне пӗтӗмпех пӑснипе, сасартӑк хырӑмӗ ҫав тери выҫнине туйрӗ, вара унӑн ыйӑхӗ самантрах сирӗлсе кайрӗ, вӑл тарӑхнипе лач! сурса хучӗ те, сухалне шӑлса тасатса, пӗрӗннӗ хырӑмне хыпашлама тытӑнчӗ.

— Ҫӑкӑр таткипе пӗр кружка турӑх — чӑн-чӑн арҫын-производитель апачӗ-и вара ҫакӑ? Сывлӑш ҫеҫ ку, апат мар! Пӗр сехет каярах ман хырӑм чикан параппанӗ пек карӑнса тӑратчӗ, а халӗ вара? Халӗ вӑл ҫурӑм шӑмми ҫумне ҫыпӑҫрӗ. Хоспоти турӑҫӑм! Ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӑкӑр татки ҫинчен, хырӑма мӗнпе тултарасси ҫинчен шутлатӑн, пурнӑҫ вара пӳрне хушшипе юхакан шыв пек иртет, вӑл хӑй вӗҫне пырса ҫитнине те асӑрхаса илейместӗн… Эпӗ ҫав Ӑман ҫырминче пулса курнӑранпа вӑхӑт нумай иртрӗ-и-ха? Ун чух шӑлан пӗтӗмпех чечекре ларатчӗ, пӗтӗм ҫырмана шурӑ чечек хупласа илнӗччӗ! Ун чухне ҫил вӗрсенех ҫырмара тутлӑ шӑршлӑ шурӑ ҫеҫкесем ҫил-тӑман чухнехи юр пӗрчисем пек вӗҫкелеме тытӑнатчӗҫ. Ҫырма тӗпӗнчи ҫула пӗтӗмпех шурӑ чечек витнӗччӗ, вӑл темле лайӑх хӗрарӑм пуматинчен те тутлӑрах шӑршлӑччӗ, халӗ ҫав ҫурхи тӗс тӗксӗмленнӗ, пӗтӗмпех, ним юлмичченех пӗтсе ларнӑ! Манӑн ниме тӑман пурнӑҫа та ватлӑхра ҫавнашкал хура сӑн ҫапрӗ, часах мӗскӗн Ҫӑрттан утса якалнӑ ура тупансене ывӑтса ямалла пулать, кунта ним те тӑваймӑн ӗнтӗ…

Ҫӑрттан мучин философилле-лирикӑлла шухӑшӗ ҫакӑнпа пӗтрӗ. Хӑйне хӑй шеллени ӑна хурлантарса ячӗ, вӑл кӑштах макӑрса та илчӗ, сӑмсине шӑнкарчӗ, унтан хӗрелнӗ куҫне кӗпи ҫаннипе шӑлса илчӗ те тӗлӗрме пуҫларӗ. Салхуллӑ шухӑшсем ӑна яланах ыйӑха янӑ.

Ҫывӑрса кайнӑ чухне те хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне улӑштармасӑр, вӑл савӑнӑҫлӑн йӑл кулчӗ, куҫне киленнӗн хӗссе, ыйӑх тӗлӗшпе ҫапла шухӑшларӗ: «Дубцов бригадинчи апатра тин ҫеҫ пуснӑ така какайӗ пулать-пулатех вӑл, ман чӗре сисет ҫакна! Паллах, пӗрре ларса тӑватӑ кӗренке ҫиейрес ҫук ӗнтӗ, кӑна кӑштах хӗрсе кайнипе ӳстертӗм-ха эпӗ, анчах виҫӗ кӗренке е, калӑпӑр, виҫӗ кӗренке ҫурӑ — пӗрре ларсах, сывлӑш ҫавӑрса иличченех ҫисе яратӑп! Ҫав какай сӗтел ҫинче пултӑрччӗ, унта Ҫӑрттан йӑнӑшас ҫук, ҫӑвар тӗлне тупатех вӑл!»

Виҫӗ сехет тӗлне ҫанталӑк ҫав тери шӑрӑхлатрӗ. Хӗвелтухӑҫ енчен тухнӑ типӗ, вӗри ҫил Ӑман ҫырмине вӗри сывлӑш илсе кӗрет, ҫавӑнпа унта халь ҫеҫ пулнӑ сулхӑн пачах пӗтсе ларчӗ. Тата хӗвелӗ те, хӗвеланӑҫнелле куҫса пынӑ май, Ҫӑрттан мучие хыҫран хӑвалать тейӗн: хӑй вӑл, тӗркесе пӑрахнӑ аҫамӗ ҫине ӳпне выртнӑскер, хӗвел пайӑркисем ҫӗтӗк кӗпи витӗр ҫурӑмне сисӗнмеллех йӗплеме тытӑнсан, ыйхӑран вӑранмасӑрах, сулхӑналла шӑва-шӑва куҫать; анчах темиҫе минутран хӑпма пӗлмен хӗвел старик ҫурӑмне каллех пӗр хӗрхенмесӗр хӗртме тытӑнать, вара Ҫӑрттан мучие каллех хырӑм ҫинче айккинелле шӑвӑнма лекет. Виҫӗ сехет хушшинче, ыйхӑран вӑранмасӑрах, вӑл пысӑк мар тӗм тавра ҫапла хырӑмпа шусах ҫуррине ҫаврӑнчӗ. Юлашкинчен, ӑшӑпа пиҫсе ҫитнӗ, шыҫӑнса кайнӑ, тарпа йӗпенсе исленнӗ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ те, тӑрса ларса, алтупанӗ айӗнчен хӗвел ҫине пӑхрӗ. «Вӑт турӑ куҫӗ, турӑ каҫартӑрах мана, унтан тӗм айӗнче те хӑтӑлма ҫук-ҫке! Тӗм тавра ҫур кун хушши ҫаврӑнтарчӗ вӗт. Ыйӑх-и вара ку? Ыйӑх мар ку, асап курни! Урапа айне выртмаллаччӗ, анчах ҫак турӑ куҫӗ мана унта та шыраса тупатчӗ, пушӑ ҫеҫен хирте унран шуйттан та тарса пытанас ҫук!» — шухӑшларӗ вӑл, тарӑхса кайса.

Ахлатса, ӗхлетсе, вӑл, васкамасӑр, пӗтӗмпе тусса кайнӑ пушмакне хыврӗ, йӗм пӗҫҫисене тавӑрчӗ, вара, кӑмӑлсӑртараххӑн йӑл кулса, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаласа, вӑрахчен шӑмми кӑна юлнӑ урисем ҫине пӑхса ларчӗ. Унтан ҫӑвӑнма, пӗҫерекен питне сивӗ шывпа сивӗтме тесе, шыв хӗрринелле утрӗ.

Ун пурнӑҫӗнчи хурлӑхлӑ ӗҫсен тӗвви ҫак самантран пуҫласа салтӑнма тытӑнчӗ…

Вӑл, лутра хӑях витӗр, урисене ҫӳле ҫӗкле-ҫӗкле, шыв варринчи таса вырӑн патнелле икӗ-виҫӗ утӑм тума ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав самантра сасартӑк сылтӑм ура тупанӗпе хӑй темле йӑшӑлкка та япӑлкка, сивӗ япала ҫине пуснине, пакӑлчакран ҫӳлерех темскер сӑхса илнине туйрӗ. Ҫӑрттан мучи сулахай урине шывран ваштах туртса кӑларчӗ, шурлӑхри тӑрна пек, сылтӑм ури ҫине тӑчӗ. Анчах сулахай енче хӑях чӑштӑртатнине илтсен, ун хушшипе кукӑр-макӑр йӗр хӑвӑрт чупса кайнине курсан, унӑн пичӗ хӑях пекех симӗсленсе кайрӗ, куҫӗ майӗпен лупашкинчен тухма пуҫларӗ…

Ӑҫтан кӑна тупӑнчӗ вара старикӗн вӑйӗ! Тахҫан иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхӗ тепӗр хут пуҫланчӗ тейӗн: вӑл иккӗ сиксех ҫыран ҫине вӑркӑнса тухрӗ, вара, тӑм тӗмеске ҫине ларсан ҫеҫ, ылханлӑ шыв ҫинелле вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шиклӗн пӑха-пӑха илсе, уринчи икӗ пӗчӗк хӗрлӗ пӑнчӑ сӑнама пуҫларӗ.

Майӗпен, пирвайхи шиклӗх иртсе кайсан, вӑл шухӑшлама та пултарчӗ, шӑппӑн ҫапла пӑшӑлтатса илчӗ:

— Акӑ ӗнтӗ, тур ҫырлах, пуҫланать те… Ҫав ылханлӑ паллӑсем акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ вӗсем! Паян станицӑна кайма юрамасть, тесе каларӑм-ҫке ҫав ухмах Давыдова, ҫук вӗт, тӳсӗм ҫитмест унӑн, каймаллах имӗш. Акӑ епле каятӑп халӗ. Вӑл час-часах: «Эпӗ — рабочи класс», тет. Мӗншӗн ытла ҫине тӑрать-ха ара ҫав рабочи класс? Вӑл мӗн те пулин тума шутлать пулсан, — кӗтсех тӑрӑр, — вӑл сан тинкӳне кӑларать те хӑй мӗн шутланине тӑватех! Турӗ вӗт, йытӑ ҫури, халӗ ман мӗн тумалла-ха ӗнтӗ?

Ку тӗлте Ҫӑрттан мучи сасартӑк ӑнкартса илчӗ: «Суранри юна халех ӗмсе кӑларас пулать! Мана тем тесен те усал хура ҫӗлен сӑхрӗ, хӑях хушшипе епле чашлатса иртрӗ вӑл! Йӗркеллӗ ҫӗлен е калӑпӑр, хурӑнпуҫ, вӑл васкамасӑр, чинлӑн шуса иртет, ку усал персе янӑ сӑмах пек чашкӑртса иртрӗ. Манран хӑрарӗ вӑл! Анчах кунта ыйту — кам камран ытларах хӑрарӗ-ши? Эпӗ унран-и е вӑл манран-и?

Ҫак кӑткӑс ыйтӑва татса пама вӑхӑт пулмарӗ, васкамаллаччӗ, мучи вара пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах пӗкӗрӗлсе ларчӗ, анчах, тем чухлӗ тӑрӑшсан та, тутисемпе сурана лекме пултараймарӗ. Вара вӑл, кӗлине ярса тытса, пӗтӗм вӑйӗпе урине хӑй патнелле туртрӗ. Ҫав самантрах ун пакӑльчакра темскер хыттӑн шартлатса илчӗ, ытла ыратнипе старик месерле кайса ӳкрӗ. Пилӗк минут пек вӑл пӗр хускалмасӑр выртрӗ. Тӑна кӗрсен, сулахай ура пӳрнисене сиктеркелесе, Ҫӑрттан мучи мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр, шухӑшлама пуҫларӗ: «Сӑхнинчен пуҫланчӗ те, халӗ малалла пырать… Ҫын хӑй ирӗкӗпех урине хӑй сиктернине пуҫласа куратӑп. Ҫак инкек ҫинчен кирек кама каласа пар — ӗненес ҫук. «Ҫӑрттан каллех суять», — тейӗҫ. Акӑ сана паллӑсем. Акӑ ӑҫта илсе ҫитереҫҫӗ вӗсем… Ах, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ҫав Давыдова! Ӑна чип-чиперех, этемле каларӑм-ҫке-ха. Халӗ мӗн тумалла ӗнтӗ? Айӑрсене епле кӳлес-ха манӑн?»

Анчах урӑх кӗтсе тӑма юрамасть. Ҫӑрттан майӗпен тӑчӗ те сыхлана-сыхлана сулахай ури ҫине пусма хӑтланчӗ. Ури ытла ыратсах кайманнине тунсан, питӗ савӑнчӗ: асаппа пулсан та, утма пултарать иккен-ха. Вӑл, тӑм муклашки илсе, ӑна алӑ лаппи ҫине хурса тӗпретрӗ те сурчӑкпа йӗпетрӗ, унпа суранне тӑрӑшсах сӗрсе лартрӗ, вара, сыхлануллӑн яра-яра пусса, ӑйӑрӗсем патнелле утса кайма ҫеҫ тӑнӑччӗ, ҫав самантра ҫырман леш енчи ҫыранӗнче, пӗр тӑватӑ метрта, хӑйне питӗ тарӑхтарса ямалли япала курчӗ. Куҫӗсем унӑн хаяррӑн ҫиҫме, тутисем чӗтреме пуҫларӗҫ: унта, леш ҫыранра, хӗвел хӗртсе пӑхакан ҫӗрте, ҫӑмха пек чӑмӑртаннӑ пысӑк мар хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен выртать. Вӑл чӑнах та хурӑн пуҫлӑ ҫӗленех пулнӑ, ун пирки иккӗленмелли те ҫук: пуҫӗнче сарӑ-кӗрен «куҫлӑх» ялтӑртатнӑ…

Халӗ ӗнтӗ Ҫӑрттан мучи урсах кайрӗ. Вӑл хальччен нихҫан та ҫакнашкал хумханса, тарӑхса калаҫманччӗ-ха. Аманнӑ урипе ярса пусса, аллине мӑнаҫлӑн малалла тӑсса, вӑл чӗтрекен сассипе ҫапла каласа кайрӗ:

— Ылханлӑ ӑман! Сивӗ юнлӑ шуйттан! Сарӑ куҫлӑхлӑ мур! Мана, урӑхла каласан, арҫын-производителе, эсӗ, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ, вилесле хӑратма-и-ха?! Эпӗ, ухмах, эсӗ тесе шутламан, чылай пысӑк хура ҫӗлен тесе. Ыйтӑва йӗркеллех пӑхса тухас пулсан, калӑпӑр, эсӗ мӗн пулатӑн-ха? Шуса ҫӳрекен паккӑҫ, тьфу, урӑх ним те мар! Сана тепӗр хут урапа таптаса лапчӑтмалла ҫеҫ, вара ним те юлмасть санран. Эпӗ сана, усала, пула урана сиктермен пулсан, санпа ҫапла тунӑ пулӑттӑм та, ҫакна шута ил эсӗ.

Ҫӑрттан мучи сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, сурчӑкне ҫӑтрӗ. Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен, мрамортан якатса тунӑ евӗрлӗ хура шӗвӗр пуҫне ҫӗклесе, хӑйне пирвайхи хут калакан сӑмахсене тимлесе итленӗ пек пулчӗ. Кӑшт кансан, Ҫӑрттан мучи сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Хӑвӑн намӑссӑр куҫна чарса пӑрахнӑ та, хупма та пӗлместӗн, усал чун! Эсӗ ку сӑншӑн ахалех иртсе каять тесе шутлатӑн-им? Ҫук, чунӑм, хӑвпа паянхи ӗҫ кунӗшӗн мӗн лекнине халех пӗтӗмпех илетӗн эсӗ манран! Епле адаптер тупӑннӑ-ха! Эпӗ сана пӗтӗмпех пӗтерсе хуратӑп, санран анфиладӑсем ҫеҫ тӑрса юлӗҫ, факт!

Ҫӑрттан мучи тарӑхса ҫилленсе пӑхрӗ, ҫурхи шыв таҫтан, Ӑман ҫырми вӗҫӗнчен юхтарса килнӗ вӗт чулсем хушшинче яп-яка пысӑк чул выртнине асӑрхаса илчӗ. Ури ыратнине те манса, вӑл хӑюллӑн малалла ярса пусрӗ. Ура пакӑлчакӗнче тем хыттӑн чиксе кайнине пула, мучи хӑяккӑн кайса ӳкрӗ, чула ҫав-ҫавах аллинчен пӑрахмасӑр, чи киревсӗр сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илчӗ.

Вӑл ахлатса та йынӑшса ура ҫине тӑркаличчен хурӑн пуҫ ҫухалчӗ. Вӑл пулман та тейӗн. Ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пекех пулчӗ! Ҫӑрттан мучи, чулне ӳкерсе, аллисене тӗлӗннӗн сарса ячӗ:

— Пӑх-ха эсӗ, тем тӑрӑнать, усалсем улталанӑ пекех пулса тухрӗ. Ӑҫта кайса кӗме пултарнӑ-ха вӑл, антихрист? Урӑх ниҫта та мар — каллех шыва сикнӗ. Ӑнмарӗ пулсан, вара ӑнмастех ҫав. Анчах ӗҫ ҫакӑнпа пӗтмест тесе шутлатӑп… Манӑн, ват супнӑн, унпа калаҫса тӑмалла марччӗ, чула пӗр шарламасӑр илмеллеччӗ те ӑна малтанах пуҫран пемеллеччӗ, мӗнле пулсан та, пуҫран, унсӑр ҫав усала вӗлереймӗн, иккӗмӗш хутра эпӗ лектереймӗттӗм те, факт. Анчах вӑл, усал чун, тарса пытаннӑ пулсан, халӗ кама пемелле-ха ӗнтӗ? Ыйту акӑ мӗнре!

Ҫӑрттан мучи, ӗнсине хыҫкаласа, шыв хӗрринче тата пӑртак тӑчӗ, унтан аллине шанӑҫсӑррӑн сулса ячӗ те, уксахласа, ӑйӑрӗсене кӳлме утрӗ. Шыв хӗрринчен чылай инҫене кайиччен вӑл, унта мӗн те пулин курас пек, темиҫе хут каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ…

«Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет. Ҫакнашкал тӗрлӗ йышши шӑршӑсен хутшӑнӑвӗ ахаль ҫынна темшӗн ытлах савӑнтармасть, уйрӑмах вӑл ҫын пӗр-пӗччен чухне ҫапла… Анчах Ҫӑрттан мучи ун йышши мар. Аманнӑ урине меллӗн вырнаҫтарса, ӑна тӗркенӗ сӑхман ҫине хурса, сылтӑм урине ҫатан урапа ҫинчен усӑнтарса, вӑл ӗнтӗ шӑлсӑр ҫӑварне карса йӑл кула-кула илет, ватлӑх тӗссӗрлетнӗ куҫне кӑмӑллӑн хӗскелет, унӑн кушӑрханӑ пӗчӗк хӗрлӗ сӑмси, тӑван ҫеҫен хирӗн тӑван шӑршине каҫса кайса ҫӑтнӑ май, пӗр вӗҫӗмсӗр куҫкаласа тӑрать.

Тепӗр тесен тата, мӗншӗн савӑнмалла мар-ха унӑн? Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет… Ҫук, мӗнле пулсан та, халлӗхе ытла япӑхах пурӑнмасть-ха Ҫӑрттан мучи!

Тӗмеске ҫинче, инҫетре иккӗмӗш бригадӑн хирти будкипе станӗ курӑнса кайсанах, Ҫӑрттан мучи юлхавлӑн юртакан ӑйӑрсене чарса тӑратрӗ, урапа ҫинчен анчӗ. Ура пакӑлчакӗ унӑн ҫаплах сурать-ха, анчах вӑл икӗ ури ҫинче те ҫирӗпех тӑма пултарать, ҫавӑнпа та старик ҫапла шутларӗ: «Эпӗ вӗсене шыв турттаракан мар, колхоз правлени кучӑрӗ килнине кӑтартӑп-ха. Давыдова, Макарушкана тата ытти чаплӑ начальствӑна илсе ҫӳретӗп пулсан, ҫынсене инҫеренех ӑмсанмалла чуптарса иртес!»

Тем-тем каласа вӑрҫса та мӗскӗннӗн йынӑшса, каҫхи кану вӑхӑчӗ ҫитессе туйнӑ ӑйӑрсене лӑплантарса, старик, пӗҫҫисене чарса, урапа ҫине тӑчӗ, тилхепене карӑнтарса туртрӗ те шуххӑн кӑшкӑрса ячӗ. Айӑрсем ҫавӑнтах ярӑнса юртса кайрӗҫ. Анаталла аннӑ чух вӗсем татах та хытӑрах чупма пуҫларӗҫ, часах Ҫӑрттан мучин йӳле янӑ кӗпи хирӗҫ вӗрекен ҫилпе хӑмпӑланчӗ, хӑй вӑл, ури ыратнипе питне-куҫне пӗркелентерсе, ӑйӑрсене ҫаплах хытӑрах чупма хистерӗ, чӑпӑрккипе хаваслӑн сулкаласа, ҫинҫе сасӑпа: «Тӑванӑмсем, мӑнаҫлӑха ан ҫухатӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Чи малтан ӑна хирти стан патӗнче тӑракан Агафон Дубцов курчӗ.

— Такам шуйттанӗ лашисене Таври ҫынни пек урапа ҫине тӑрса хӑвалать. Лайӑхрах пӑх-ха, Прянишков, пирӗн пата кам килет ҫав?

Купаласа ҫитермен утӑ капанӗ тӑрринчи Прянишков хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Агитбригада килет: Ҫӑрттан мучи.

— Шӑпах вӑхӑтра, — кӑмӑллӑн кулса каларӗ Дубцов. — Пире кунта кичемлӗх аптӑратса ҫитернӗччӗ-ха. Старик каҫхине пирӗнпе апатланӗ, тата ҫапла калаҫса татӑлӑпӑр, тӑвансем: ҫӗр хута ӑна ниҫта та ямалла мар…

Хӑй вара будка айӗнчен хӑйӗн миххине туртса кӑларчӗ, пуҫланӑ чӗрӗк эрех кӗленчине кӗсйине чикрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней