Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IV сыпӑк

Раздел: Обломов –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.13 22:31

Предложений: 436; Слово: 4453

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Обломов хӑй кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗпе калаҫнине Ольгӑна пӗлтерчӗ те: «хваттере ҫак эрнере тепӗр ҫынна парас шанчӑк пур», — тесе васкаса хушса хучӗ.

Ольга, инкӗшӗпе пӗрле, кӑнтӑрлахи апатчен палла-тӑрансем патне кайса ҫӳрерӗ, Обломов ҫывӑхри урама хваттер шырама кайрӗ. Икӗ ҫурта кӗрсе пӑхрӗ вӑл. Пӗрисем тӑватӑ пӳлӗме тӑватӑ пинле параҫҫӗ, теприсем пилӗк пӳлӗмшӗн ултӑ пин ыйтаҫҫӗ.

— Хӑрушӑ! Хӑрушӑ! — ҫине-ҫинех каларӗ Обломов, хӑлхине хупласа, тӗлӗнсе кайнӑ дворниксенчен тарса. Вӑл ҫак укҫа хисепӗ ҫумне Пшеницынӑна памалли пин ытларах укҫа хушса пӑхрӗ те, хӑранипе, пурӗ мӗн чухлӗ пулнине шутласа кӑлараймасӑрах Ольга патне чупрӗ.

Унта ҫынсем нумай пухӑннӑ. Ольга питӗ хавхаланса калаҫрӗ, юрларӗ, пурне те тӗлӗнтерсех ячӗ. Обломов ҫеҫ тимсӗррӗн итлесе ларчӗ. Анчах Ольга, вӑл пуҫ усса, ҫӗрелле пӑхса ан лартӑр, унӑн та чунӗ вӗҫӗмсӗр калаҫтӑр, юрлатӑр тесе, калаҫрӗ те, юрларӗ те.

— Театра пыр ыран, эпир ложӑра пулатпӑр, — терӗ вӑл.

«Каҫхине… пылчӑк ашса, ҫавӑнта ҫити…», — шухӑшларӗ Обломов, анчах Ольгӑн куҫӗсенчен пӑхрӗ те, лешӗ кулнине кура, унпа килӗшсе, хӑй те кулса ячӗ.

— Кресло йышӑнса хур, — хушрӗ Ольга, — ҫитес эрнере Маевскисем килеҫҫӗ; инке вӗсене пирӗнпе пӗрле ложӑра ларма сӗнчӗ.

Ольга Обломов мӗнле савӑннине пӗлес тесе, унӑн куҫӗнчен пӑхрӗ.

«Турӑҫӑм!» — шухӑшларӗ вӑл хӑраса. «Манӑн укҫа мӗн-пурӗ те виҫҫӗр тенкӗ ҫеҫ».

— Барона каласа пӑх; вӑл унта пурне те паллать, ыранах креслосем йышӑнма ярать.

Ольга каллех йӑлкӑшса кулчӗ, Обломов та ун ҫине пӑхса, кӑмӑллӑн кулчӗ. Баронран та Обломов кӑмӑллӑн кулсах креслосем йышӑнма ыйтрӗ; лешӗ те йӑлкӑшса кулсах билетсем илме ямашкӑн килӗшрӗ.

— Халӗ кресло ҫинче, кайран, ӗҫӳсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, — хушса хучӗ Ольга, — тивӗҫлипех пирӗн ложӑра вырӑн йышӑнӑн.

Питӗ телейлӗ чухне кулнӑ пекех, Ольга илемлӗн йӑлкӑшса кулчӗ.

Эх, мӗнле савӑнса кайрӗ Обломов! Хӑйне илӗртӳллӗ телей кӗтнине Ольга асамлӑн кулса систернӗнех туйӑнчӗ ӑна.

Обломов укҫа ҫинчен те манса кайрӗ; тепӗр кунне тин ирхине кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ пакет йӑтса чӳрече умӗнчен иртсе кайнине курсан, вӑл доверенность ҫинчен аса илчӗ. Вара Иван Матвеевича палатӑна кайса доверенность ҫине пичет пустарма ыйтрӗ. Лешӗ: доверенность ҫинче темӗнле ӑнланмалла мар пункт пур, терӗ те ҫавна тӗпчесе пӗлме тытӑнчӗ.

Доверенноҫа тӳрлетсе тепӗр хут ҫырчӗҫ те вара тин пичет пустарса, почтӑна кайса ячӗҫ. Обломов ҫакӑн ҫинчен Ольгӑна питӗ савӑнса пӗлтерчӗ те нумайлӑха лӑпланчӗ. Ответ каялла киличчен хваттер шырамалла пулмасть тата унччен укҫа та пухӑнать, тесе савӑнчӗ вӑл.

«Кунта та пурӑнма пулать те ӗнтӗ», — шухӑшларӗ вӑл, — «анчах унта-кунта тухса ҫӳреме инҫе. Хуҫалӑхӗ кусен питӗ лайӑх, ҫирӗп йӗрке тытса пыраҫҫӗ».

Чӑнах та, Агафья Матвеевна хуҫалӑха лайӑх тытса пынӑ. Обломова валли апат уйрӑм пӗҫернӗ пулсан та, кил хуҫи арӑмӗ унӑн кухнине те асӑрхасах тӑнӑ.

Пӗррехинче Илья Ильич кухньӑна кӗчӗ те Агафья Матвеевнӑпа Анисья пӗр-пӗринпе ыталаннӑ пекех тӑнине курчӗ.

Икӗ чун пӗри теприне килӗштерни, пӗр тӑван чӗресем пӗр-пӗрине тахҫанах туйса илни Агафья Матвеевнӑпа Анисья кӑмӑллӑ пулнинчен тӳрех курӑнса тӑрать Вӗсем пӗрре пӑхсах, пӗр сӑмахранах, пӗр хускануранах, пӗр-пӗрне ӑнланчӗҫ, тӗрӗс хакларӗҫ.

Анисья турчкапа мунчала тытрӗ те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнчӗ, халиччен хутман кухньӑна вӑл пилӗк минутрах йӗркене кӳчӗ; ҫӳлӗксемпе стенасем ҫинчи, сӗтел ҫинчи тусана щеткӑпа хӑвӑрт шӑлса тасатрӗ; урайӗнчи, саксем ҫинчи тусана милӗкпе вашлаттарса шӑлчӗ; кӑмакари кӗле пӗр самантрах шӑлса кӑларчӗ; — ҫавна кура Анисья мӗнлине, вӑл килти ӗҫсенче мӗнле пулӑшма пултарасса Агафья Матвеевна турех ӑнланса илчӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Аниҫйӑна чӗререн хисеплеме пуҫларӗ.

Агафья Матвеевна хӑй те кухньӑра питӗ вӑрт-варт ӗҫлет, Акулина чӑртмаххӑн ҫаврӑнкаланине вӑл кӑйкӑр кайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗпе тӳрех асӑрхать; кӑмакаран апат кӑларма, ӑшӑтмашкӑн лартма, тӑварлама кӑшкӑрса хушать; пасарта вӑл пӗрре пӑхсах е кӑшт пӳрнепе тӗртсе пӑхсах чӑх миҫе уйӑхрине, пулӑ мӗнлине, петрушкӑпа салат ҫулҫисене йӑран ҫинчен хӑҫан татнине пӗр йӑнӑшсӑрах пӗлет; — ҫавна кура вара Анисья та Агафья Матвеевнӑна хисеплеме пуҫларӗ, вӑл ӑна пӗрремӗш хут курсанах унран тӗлӗнчӗ те, кӑштах шикленчӗ те, хӑй пирки вара ҫапла шутларӗ: текех эпӗ Обломов кухнинче ӗҫлеме пултараяс ҫук ӗнтӗ, халиччен эпӗ васкаса чупкалани Захар ӳкернӗ турилккене е стакана ярса илме ҫеҫ кирлӗччӗ; Захар мана пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хытӑ кӗвӗҫетчӗ те хӑйӗн тӳрккес мӑнкӑмӑллӑхӗпе тарӑхтаратчӗ.

Халӗ икӗ хӗрарӑм пӗр-пӗрне ӑнланса илчӗҫ те туслашрӗҫ.

Обломов килте апатланман чухне Анисья кил хуҫи арӑмӗн кухнинче ӗҫлет, кӗтесрен кӗтессе чупкалать, кӑмакана чӳлмексем лартать, кӑларать, ҫав хушӑрах шкап уҫса тем илет те шкапне хупса та хурать, вӑл мӗн тунине Акулина ӑнланса та ӗлкӗреймест.

Уншӑн вара кил хуҫи арӑмӗ Аниҫйӑна хӑналать: ирхине те, каҫхине те ултшар стакан кофе ӗҫтерет, ним пытармасӑр нумайччен калаҫса ларать, хӑш чухне хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне те пӑшӑлтатса пӗлтерет.

Обломов килте апатланнӑ чухне кил хуҫи арӑмӗ Аниҫйӑна пулӑшать: шарккух кӑларма вӑхӑт ҫитнине е ҫитменнине, соус ӑшне кӑштах хӗрлӗ эрех е хӑйма ямаллине, е пулӑ мӗнле пӗҫермеллине сӑмахпа каласа е пӳрнепе кӑтартса систерет…

Турӑҫӑм, вӗсем пӗр-пӗрне апат-ҫимӗҫ мӗнле пӗҫерсе хатӗрлессине ҫеҫ пӗлтермеҫҫӗ, хуҫалӑхри ытти ӗҫсене те: пир ҫип, ҫӗвӗ, кӗпе ҫӑвас енӗпе, чӗнтӗрсене, перчеткесене тасатас енӗпе, тӗрлӗрен материалсем ҫине лекнӗ хура пӑнчӑсене мӗнле пӗтерес енӗпе, килте тӗрлӗ курӑксенчен эмел мӗнле хатӗрлес енӗпе — авалтан пухӑнса пынӑ ҫак ӑслӑлӑхсене йӑлтах вӗсем пӗр-пӗрне вӗрентеҫҫӗ!

Илья Ильич ирхине тӑхӑр сехет тӗлнелле вӑранать, хул хушшине хут пакет хӗстерсе ӗҫе каякан кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшне хӳме решетки витӗр курса юлать, вара кофе ӗҫме ларать. Кофе яланхи пекех чаплӑ, хӑйми ҫӑра, булкисем кӑпӑшка та кӗрпеклӗ.

Унтан вӑл сигара чӗртет те кӑлӑк чӑххи тертленсе кӑтикленине, чӑх чӗпписем шинклетнине, саркайӑксемпе ҫирӗктӑррисем чӗвӗлтетнине тимлесе итлет. Вӑл вӗсене урӑх ҫӗре куҫарма хушмарӗ.

— Яла аса илтереҫҫӗ, Обломовкӑна, — терӗ.

Унтан дачӑрах вулама пуҫланӑ кӗнекесене вулама ларать, тепӗр чухне кӗнеке тытса диван ҫине тӑсӑлса выртса вулать.

Калама ҫук шӑп; хушӑран ҫеҫ урампа пӗр-пӗр салтак утса иртет-и е пиҫиххи хушшине пуртӑ хӗстернӗ мужиксем иртсе каяҫҫӗ. Сайра хутра ҫак улах вырӑна вак сутӑҫӑ килсе тухать те, решеткелле хӳме умӗнче чарӑнса, ҫур сехете яхӑн кӑшкӑрать: «Аҫтӑрхан арбузӗ, панулми!» — вара ирӗксӗрех мӗн те пулин илмелле пулать.

Хушӑран Обломов патне кил хуҫи хӗрачи пырса кӗрет те: анне каларӗ, хыр кӑмпипе кӑрӑҫ сутаҫҫӗ, эсир хӑвӑра валли пӗр катка илме хушмастӑр-ши — пӗлме хушрӗ мана, тет; е вӑл кил хуҫи ачине, Ваньӑна, чӗнсе кӗртет те вӑл мӗн вӗреннине ыйтса пӗлет, вулаттарать, ҫыртарать, мӗнле вуланине, ҫырнине тӗрӗслет.

Ачасем алӑк лайӑх хупса хӑвармасан, вӑл кил хуҫи арӑмӗн ҫара мӑйне, яланах хускалакан чавсисемпе ҫурӑмне курать.

Кил хуҫи арӑмӗ пӗрмай ӗҫлет, пӗрмай мӗн те пулин якатать, тӗвет, хырать; халь ӗнтӗ вӑл Обломов хӑйне уҫӑ алӑк витӗр курнине асӑрхасан та чӑрманса тӑмасть, тутӑрпа пӗркенмест, кулса илет те каллех тӑрӑшса тем тӗвет, якатать, пысӑк сӗтел ҫинче тем хырса тасатать.

Обломов хӑшпӗр чухне алӑк уҫса пӑхать те кил хуҫи арӑмӗпе калаҫать.

— Эсир пӗрмай ӗҫлетӗр! — терӗ ӑна Обломов пӗррехинче. Кил хуҫи арӑмӗ кӑштах кулса илчӗ те каллех кофе авӑртмалли ал арманне ҫавӑрма тытӑнчӗ. Унӑн чавси питӗ хӑвӑрт ҫаврӑннине курса Обломовӑн куҫӗ шарса кайрӗ.

— Ывӑнатӑр-ҫке эсир, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ вӑл.

— Ҫук, эпӗ хӑнӑхнӑ, — терӗ лешӗ, ал арманне шалтӑртаттарса.

— Ӗҫ ҫук чух мӗн тӑватӑр-ха эсир?

— Ӗҫ мӗнле ан пултӑр? Ӗҫ яланах пур, — ирхине кӑнтӑрлахи апат пӗҫермелле, апат хыҫҫӑн ҫӗлемелле, каҫ пуласпа каллех каҫхи апат хатӗрлемелле.

— Каҫхине апатланатӑр-им эсир?

— Каҫхи апатсӑр мӗнле-ха? Апатланатпӑр. Праҫник умӗн каҫхи кӗлле каятпӑр.

— Ку аван, — мухтарӗ Обломов. — Хӑш чиркӗве ҫӳретӗр?

— Раштав чиркӗвне, вӑл пирӗн прихут.

— Мӗн те пулин вулатӑр-и?

Хӗрарӑм тӑмсайла пӑхрӗ те нимӗн те шарламарӗ.

— Кӗнекесем пур-и сирӗн? — ыйтрӗ Обломов.

— Пиччен пур, анчах вӑл вуламасть. Тепӗр чухне хупахран хаҫатсем илсе килетпӗр те, пиччеҫӗм сайра хутра сасӑпа вуласа парать… тата Ваничкӑн кӗнеке нумай.

— Ниушлӗ вара эсир нихҫан та канмастӑр?

— Туршӑн та, тӗрӗс!

— Театра та каймастӑр-и?

— Ҫветка вӑхӑтӗнче пиччеҫӗм кайкалать.

— А эсир?

— Хӑш вӑхӑтра каяс? Каҫхи апат кам хатӗрлет-ха? — ыйтрӗ вӑл, Обломов ҫине хӑяккӑн пӑхса.

— Кухарка сирӗнсӗрех пӗҫерме пултарать.

— Акулина-и! — тӗлӗнсе ыйтрӗ хӗрарӑм. — Мӗнле ун пек пултӑр-ха! Мансӑр мӗн тӑваять вӑл? Каҫхи апат ирччен те хатӗр пулас ҫук. Уҫӑсем йӑлтах хам ҫумра.

Вӗсем шӑпланчӗҫ. Обломов унӑн тулли, ҫаврака чавсисем ҫине юратса пӑхрӗ.

— Аллӑрсем мӗнле лайӑх сирӗн, хуть халех ӳкерсе илме юрать, — сасартӑк каласа хучӗ Обломов.

Хӗрарӑм кулса илчӗ те кӑштах вӑтанчӗ.

— Ҫанӑсем ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл: — халӗ, ав, мӗнле вӑрӑм ҫанӑллӑ платьйӑсем тӑхӑнма тытӑнчӗҫ те, ҫанӑсене йӑлтах лапӑртама пулать.

Хӗрарӑм шӑпланчӗ. Обломов та шарламарӗ.

— Кофе авӑртса пӗтерсенех сахӑр вататӑп, — хӑй ӑшӗнче пӑшӑлтатрӗ кил хуҫи арӑмӗ. — Тата корица илме ямашкӑн манас марччӗ.

— Сирӗн качча тухмалла, — терӗ Обломов, — эсир питӗ аван хӗрарӑм.

Лешӗ кӑшт кулса илчӗ те кофене пысӑк кӗленче банкӑна яма тытӑнчӗ.

— Чӑн та, — хушса хучӗ Обломов.

— Мана, ача-пӑчаллӑскерне, кам илтӗр? — терӗ те хӗрарӑм, хӑй ӑшӗнче темскер шутлама пуҫларӗ. — Икӗ теҫетке… — шухӑшласа каларӗ вӑл, — нивушлӗ вӑл йӑлтах ярать ӑна?

Банкӑна шкафа лартрӗ те кухньӑна чупса кӗрсе кайрӗ. Обломов хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ те кӗнеке вулама тытӑнчӗ…

— Мӗнешкел таса та тӗреклӗ хӗрарӑм, кил-ҫурта мӗнешкел тыткалать тата! Чӑнах, качча тухмалла унӑн… — терӗ те Обломов хай ӑшӗнче, Ольга ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ…

Обломов лайӑх ҫанталӑкра картуз тӑхӑнать те таврара ҫаврӑнса ҫӳрекелет, пӗр ҫӗрте пылчӑка путса ларать, тепӗр ҫӗрте йытӑсемпе ятлаҫса илет те киле таврӑнать.

Вал киле таврӑннӑ ҫӗре тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе, сӗтел ҫине тирпейлесе пырса лартнӑ. Хӑш чухне алӑкран турилкке тытнӑ ҫара алӑсем тӑсӑлаҫҫӗ — кил хуҫин кукӑльне ҫиме ҫӗнеҫҫӗ.

— Лайӑх ку таврара пурӑнма, лӑпкӑ, анчах — кичем! — тет Обломов оперӑна кайнӑ чух.

Пӗррехинче, театртан кая юлса таврӑнсан, вӑл лавҫӑпа пӗрле пӗр сехете яхӑн хапхана шаккаса тӑчӗ; йытӑ та сӑнчӑр тӑрӑх сиксе вӗрнипе сассине ҫӗтерчӗ. Обломов шӑнса хытрӗ, тарӑхрӗ, тепӗр куннех тухса каятӑп, тесе ятлаҫрӗ. Анчах тепӗр кун та, виҫҫӗмӗшӗ те, эрне те иртрӗ — вӑл ҫаплах куҫса каяймарӗ.

Тӗл пулмалла мар кунсенче Ольгӑна курайманни, унӑн сассине илтейменни, унӑн куҫӗсенче яланах ачашлӑх, юрату, телей ҫиҫсе тӑнине туйса тӑрайманни Обломова питӗ кичемлентерет.

Анчах тӗлпулу кунӗсенче вӑл ҫуллахи пекех пурӑнать.

Ольга юрланине киленсе итлет е ун куҫӗнчен пӑхса ларать; иккӗшинпе пӗрле ют ҫынсем пур чухне уншӑн Ольга пӗрре пӑхса илни те тем пекех: ыттисемшӗн пуриншӗн те ҫапла пӑхни ниме те пӗлтермест, анчах Обломовшӑн ку питӗ нумая пӗлтерет.

Хӗл ҫывхарса килнӗ май, вӗсен пӗр-пӗринпе улаххӑн тӗл пуласси сайраланчӗ. Ильинскисем патне хӑнасем ҫӳреме пуҫларӗҫ те, Обломов Ольгӑна кунӗ-кунӗпе те пӗр-икӗ сӑмах калайми пулчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа ҫеҫ илкелеҫҫӗ. Хӑш чухне Ольга чӑтӑмсӑррӑн, ывӑнса ҫитнӗ пек пӑхкалать.

Вӑл пур хӑна ҫине те куҫхаршине пӗрсе пӑхма пуҫларӗ. Обломова пӗр-икӗ хут питӗ кичем пулса ҫитрӗ, ҫавӑнпа та пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, вӑл тухса кайма хатӗрленнӗччӗ.

— Ӑҫта? — сасартӑк тӗлӗннипе ыйтрӗ те Ольга, ун хыҫне пырса шлепкерен ярса тытрӗ.

— Киле кайма ирӗк парӑр…

— Мӗншӗн? — ыйтрӗ Ольга, хӑрах куҫхаршине ҫӗклентерсе. — Мӗн тӑватӑр килте?

— Эп ҫав тери… — терӗ Обломов, ыйхӑ килнӗрен куҫӗсене аран-аран уҫса.

— Кам ирӗк патӑр-ха сире? Ҫывӑрма шутламастӑр-ши эсир? — ыйтрӗ Ольга, Обломова малтан пӗр куҫӗнчен, унтан тепӗр куҫӗнчен хаяррӑн пӑхса.

— Эсир мӗн? — хӑвӑрт хирӗҫлерӗ Обломов. — Кӑнтӑр кунӗнче ҫывӑрма! Мана ахаль кичем пулса ҫитрӗ.

Обломов шлепкине каялла пачӗ.

— Паян театра каятпӑр, — терӗ Ольга.

— Ложӑра пӗрле лараймастпӑр, — хушса хучӗ Обломов, йывӑррӑн сывласа.

— Мӗнех вара? Антракт вӑхӑтӗнче ложӑра пӗр-пӗрне куратпӑр, уйрӑлнӑ чухне карета умӗнче пӗр-пӗрне алӑ парса уйрӑлатпӑр. Ку ним те мар-им? Каяр, — хушнӑ пек каларӗ Ольга. — Ку мӗнле курнӑҫлану тата!

Нимӗн тума та ҫук, Обломов театра кайрӗ, унта вӑл сценӑна ҫӑтса ярас пекех анасларӗ, ӗнсине хыҫкаларӗ, урисене пӗр-пӗрин ҫине хуркаласа ларчӗ.

«Ах, часрах пӗтересчӗ те Ольгӑпа юнашар ларасчӗ, ҫакӑнта ҫити ҫӳрес марччӗ!» — шухӑшларӗ вӑл. «Ҫакӑн пек аван ирттернӗ ҫу хыҫҫӑн хутран-ситрен, вӑрттӑн курнӑҫасси, юратакан ача вырӑнӗнче пуласси. Тӗрӗссипе, авланнӑ пулсан, эпӗ паян театра та килмен пулӑттӑм: ултӑ хут итлетӗп ӗнтӗ ҫак оперӑна…»

Антрактра вӑл Ольга патне ложӑна кайрӗ. Ун патне вӑл темӗнле капӑр тумланнӑ икӗ ҫын хушшипе аран-аран хӗсӗнсе иртрӗ. Тепӗр пилӗк минутран вӑл унтан тухса таврӑнчӗ те кресло патне кӗмелли вырӑнта халӑх хушшинче чарӑнса тӑчӗ. Акт пуҫланнӑ пирки ҫынсем пурте хӑйсен вырӑнӗсене васкарӗҫ. Ольгӑн ложинчи капӑр тумлӑ ҫынсем те кунтах пулнӑ-мӗн, вӗсем Обломова асӑрхамарӗҫ.

— Мӗнле господин пулчӗ халь Ильинскисен ложинче? — ыйтрӗ пӗри тепринчен.

— Темӗнле Обломов вӑл, — терӗ тепри йӗрӗнерех.

— Мӗнле Обломов?

— Вӑл… помещик, Штольц юлташӗ.

— А! — тӗртсе каланӑ пекех каларӗ тепри. — Штольц юлташӗ. Мӗн тӑвать-ха вӑл кунта?

— Турӑ пӗлет! — терӗ тепри, вара пурте вырӑнне кайса ларчӗҫ. Анчах Обломова ҫак тӑман калаҫу питӗ пӑшӑрхантарчӗ.

«Мӗнле харпӑр хӑй ним тӗшне тӑвать вӑл?.. Турӑ господин?.. Темӗнле Обломов… Кунта мӗн пӗлет», ҫак сӑмахсем йӑлтах Обломова хытӑ шухӑшлаттарчӗҫ. «Темлескер!». «Эпӗ мӗн тӑватӑп-ха кунта!». Мӗнле мӗн? Ольгӑна юрататӑп: эпӗ ӑна… Ҫапах та ҫынсем умне ҫакӑн пек ыйту тухса тӑчӗ: эпӗ мӗн тӑватӑп-ха кунта? Асӑрхарӗҫ… Ах, турӑҫӑм! Мӗнле-ха капла, мӗн те пулин тӑвас пулать…

Обломов халӗ сцена ҫинче мӗн тунине, унта мӗнле рыцарьсем, хӗрарӑмсем тухнине те курмарӗ; оркестр кӗрлет, анчах Обломов ӑна илтмест те. Вӑл, йӗри-тавралла ҫаврӑнкаласа, хӑй палланӑ ҫынсене шутлама тытӑнать: авӑ лере, унта — пур ҫӗрте те лараҫҫӗ, пурте ыйтаҫҫӗ:  — «Мӗнле господин вӑл Ольга патне ложӑна кӗчӗ?..» — «Темӗнле Обломов!» — теҫҫӗ пурте.

Ҫапла, эпӗ «темлескер!» — шухӑшларӗ вӑл шиклӗн, кулянса. «Мана Штольц юлташӗ пулнӑран кӑна пӗлеҫҫӗ. Мӗншӗн эпӗ Ольга патӗнче?  — Турӑ пӗлет!.. Авӑ, авӑ, ҫав капӑр тумлӑ ҫынсем ман ҫине пӑхаҫҫӗ, кайран — Ольга ларакан ложа ҫине!».

Обломов ложа еннелле пӑхрӗ, Ольгӑн биноклӗ те ҫав вӑхӑтра ун ҫине пӑхнӑ-мӗн.

«Ах, эсӗ, турӑҫӑм!» — шухӑшларӗ Обломов. «Вӑл ман ҫинчен куҫӗсене илмест? Мӗн тупнӑ-ши вӑл ман ҫумра ҫав териех? Тупнӑ пурлӑх! Авӑ, халӗ сцена ҫинелле кӑтартать пулас… леш капӑр ҫыннисем кулаҫҫӗ пулас, ман ҫине пӑхаҫҫӗ. Турӑҫӑм! Турӑҫӑм!»

Вӑл каллех, хумханнипе, ӗнсине именмесӗр хыҫса илчӗ, пӗр урине теприн ҫине илсе хучӗ.

Ольга капӑр тумлӑ ҫынсене театртан чей ӗҫме чӗнчӗ, тепӗр хут каватина юрласа кӑтартма пулчӗ, Обломова та пыма хушрӗ.

«Ҫук, паян каймастӑпах, хӑвӑртрах ӗҫе туса пӗтерес те, кайран… Мӗншӗн ҫав повереннӑй ялтан ответ памарӗ-ха? .. Эпӗ тахҫанах яла кайнӑ пулӑттӑм, кайиччен Ольгӑна ҫураҫнӑ пулӑттӑм… Ах, вӑл пӗрмаях ман ҫине пӑхать! Аптрамалла, чӑнах та!»

Обломов опера пӗтичченех киле тухса кайрӗ.

Унӑн театрти кӳренӗвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сирӗлчӗ; вӑл каллех Ольга ҫине телейлӗн, хавхаланса пӑхма пуҫларӗ; вӑл пурин умӗнче те Ольга юрланине савӑнса, кӑшт ҫеҫ куҫҫуль юхтармасӑр итлет; киле таврӑнсан вара, Ольгӑна пӗлтермесӗр, диван ҫине выртать, анчах каска пек хускалми ҫывӑрмашкӑн мар, Ольга ҫинчен ӗмӗтленме, пулас телей ҫинчен шухӑшлама выртать, — вара хӑй Ольгӑпа арлӑ-арӑмлӑ мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа хӗпӗртет. Хӑйӗн пуласси ҫинчен шухӑшланӑ хушӑрах вӑл хӑш чух ӑнсӑртран, хӑш чухне юриех ҫурма уҫӑ алӑк витер кил хуҫи арӑмӗн ҫара чавсисене куркалать.

Пӗррехинче тулта та, пӳртре те питӗ шӑпчӗ: карета кустӑрмисен шавӗ те, алӑк сассисем те илтӗнместчӗҫ; малти пӳлӗмре сехет меллӗн шаккатчӗ те саркайӑксем юрлатчӗҫ, анчах ку пӗрре те шӑплӑха пӑсмастчӗ, пурнӑҫ чарӑнса ларманнине ҫеҫ систеретчӗ. Илья Ильич, диван ҫинче сарӑлса выртса, хӑйӗн туфлипе вылятчӗ — пӗрре ӑна урайне пӑрахать, тепре илет те, сывлӑшра ҫавӑркаласа, каллех ӳкерет, урайӗнчен вара урипе ҫаклатса илет… Захар кӗчӗ те алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Мӗн эсӗ? — ирӗксӗртереххӗн ыйтрӗ Обломов. Захар ним шарламасӑр ун ҫине тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ.

— Ну? — ыйтрӗ Обломов, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса: — кукӑль пиҫнӗ-и-мӗн?

— Эсир хваттер тупрӑр-и? — ыйтрӗ Захар, хӑй черечӗпе.

— Ҫук-ха. Мӗн вара?

— Эпӗ пурне те пуҫтарса ҫитерейменччӗ: чашӑк-тирӗксем, тумтирсем, арчасем халӗ те чӑлантах купаланса выртаҫҫӗ. Пуҫтармалла-и?

— Тӑхта, — терӗ Обломов ӑна тимлӗн итлемесӗр: — эпӗ ялтан ответ кӗтетӗп.

— Апла туй раштав иртсен пулать? — хушса хучӗ Захар.

— Мӗнле туй? — ыйтрӗ Обломов, сасартӑк сиксе тӑрса.

— Мӗнли паллах: сирӗн! — терӗ Захар, тахҫанах туса хунӑ ӗҫ ҫинчен каланӑ пек. — Эсир авланатӑр вӗт?

— Эпӗ авланатӑп! Кама илетӗп? — хӑраса ыйтрӗ Обломов, тӗлӗнсе кайнипе Захара шӑтарасла пӑхса.

— Ильинскисен хӗр… — Захар каласа та пӗтерейменччӗ, Обломов ун сӑмси патнех ҫитсе тӑчӗ.

— Мӗн эсӗ, мӗскӗн, кам пӗлтерчӗ сана ку шухӑша? — хӗрсе кайнипе хыттӑн кӑшкӑрчӗ Обломов, Захара хуптӗрлесе.

— Мӗншӗн эпӗ мӗскӗн? Мухтав турра! — терӗ Захар, алӑк патнелле чакса. — Кам? Ильинскисем ҫуллах каларӗҫ.

— Цссс!.. — пӑшӑлтатрӗ Обломов, пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе, Захара юнаса. — Пӗр сӑмах та ан чӗн!

— Эпӗ шухӑшласа кӑлартӑм-им? — терӗ Захар.

— Пӗр сӑмах та! — тепӗр хут астутарчӗ Обломов, хаяррӑн пӑхса, унтан ӑна алӑк еннелле кӑтартрӗ.

Захар тухрӗ те пур пӳлӗме те илтӗнмелле хашлаттарса сывласа ячӗ.

Обломов ним шухӑшласа илеймерӗ; вӑл, хускалмасӑр, Захар тӑнӑ вырӑналла хӑраса пӑхса тӑчӗ, кайран, ӗмӗтне ҫухатнӑ ҫын пек, аллисене пуҫӗ ҫине хучӗ те кресло ҫине ларчӗ.

«Ҫынсем пӗлеҫҫӗ!» — шухӑшларӗ вӑл. «Лакейсем пурӑнакан пӳлӗмсенче, кухньӑсенче калаҫаҫҫӗ! Акӑ мӗн пулса тухрӗ! Вӑл манран туй хӑҫан пулассине ыйтма хӑюлӑх ҫитерчӗ. Инке шухӑшламасть те пулӗ, шухӑшласан та, тен, урӑххине, лайӑх маррине… Ай-ай-ай, мӗн шухӑшлама пултарать-ши ӗнтӗ вӑл! А эпӗ? А Ольга?»

— Мӗскӗн, мӗн туса хутӑм-ха эпӗ! — терӗ вӑл, пичӗпе диван минтерӗ ҫине выртса. — Туй! Ку вӑл — юратакансен пурнӑҫӗнчи чи кӗске те савӑнӑҫлӑ самант, чи пысӑк телей — ун ҫинчен лакейсем, кучерсем калаҫма пуҫларӗҫ, анчах хамӑр нимӗн те шут татман-ха, ялтан ответ та килмен, хамӑн укҫа карманӗ пуш-пушах, хваттер те тупса хуман…

Вӑл илемлӗ самант ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ, ӑна Захар асӑннӑ хыҫҫӑнах ҫав самант сасартӑк илемсӗрленсе кайрӗ. Обломов медалӗн тепӗр енне курма пуҫларӗ, ҫавӑнпа асапланса темиҫе хутчен пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине, ҫурӑм ҫине ҫаврӑнкаласа выртрӗ, сасартӑк сиксе тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх виҫӗ утӑм ярса пусрӗ те каллех выртрӗ.

«Ну, ырра мар ку!» хӑраса шухӑшларӗ Захар хӑй пӳлӗмӗнче. «Ӑҫтан ҫапла калама хӗтӗртрӗ-ха мана усал!»

— Ӑҫтан пӗлеҫҫӗ вӗсем? — хӑйӗннех печӗ Обломов. — Ольга каламан, эпӗ хам шухӑша сӑмахпа пӗлтерме те хӑяйман, анчах тарҫӑсем пирӗнсӗрех шут тытнӑ! Акӑ мӗне пӗлтерет иккен улаххӑн тӗл пулни, ирхи-каҫхи шуҫӑмсемпе киленни, астарса пӑхни, илӗртӳллӗ юрлани! Эх, ҫав юрату поэмисем нихҫан та ыррӑн пӗтмеҫҫӗ! Малтан венчете тӑрас пулать, вара тин ырлӑх курма юрать. Турӑҫӑм! Инке патне чупса каяс та Ольгӑна алӑран тытса калас: «Акӑ манӑн ҫураҫнӑ хӗр!» Анчах нимӗн та хатӗр мар, ялтан ответ ҫук, укҫа ҫук, хваттер ҫук! Ҫук, малтан Захар пуҫӗнчен ку шухӑша кӑларттарас пулать, тӗрлӗ хыпарсене ҫулӑма сӳнтернӗ пек пӗтермелле, ҫулӑм ӳссе ан кайтӑр, вут та, тӗтӗм те ан пултӑр… Туй! Мӗн вӑл туй?..

Туй илемне, вӑрӑм пӗркенчӗке, померанец туратне, халӑх пӑшӑлтатнине аса илсе, Обломов кулса та илчӗ… Анчах халӗ ӗнтӗ малтанхи илем ҫухалчӗ: ҫавӑнтах, халӑх хушшинче, — чӑртмах, тирпейсӗр Захар та, Ильинскисен пур тарҫисем те тӑраҫҫӗ пек, тем чухлӗ каретӑсем, сивӗ сӑнлӑ ҫынсем. Унтан, унтан йӑлт кичем те хӑрушӑ япаласем курӑнса кайрӗҫ…

— Захара ку шухӑша пӑрахтарас пулать, ку сӑмаха тӑрлавсӑр тесе шутлатӑр вӑл, — питӗ пӑлханса та асапланса шухӑшларӗ Обломов.

Тепӗр сехетрен вӑл Захара кӑшкӑрса чӗнчӗ.

Захар илтмӗш пулчӗ те шӑппӑн кухньӑна тухса тӑчӗ. Вӑл алӑка хуллен, чӗриклеттермесӗр уҫнӑччӗ те ӗнтӗ, анчах хӑяккӑн тухаймасӑр хулпуҫҫипе алӑка ҫав тери хыта сулӑнчӗ, алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ.

— Захар! — кӑшкӑрса хушрӗ Обломов.

— Мӗн сире? — малти пӳлӗмрен сас пачӗ Захар.

— Кил кунта! — терӗ Илья Ильич.

— Мӗн те пулин памалла-и-мӗн ? Калӑр, эпӗ паратӑп! — терӗ лешӗ.

— Кил кунта! — васкамасӑр, ҫине тӑрсах каларӗ Обломов.

— Ах, мӗншӗн вилӗм ҫук-ши! — хӑрӑлтатрӗ Захар, пӳлӗме кӗнӗ май. — Ну, мӗн сире? — ыйтрӗ вӑл, алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса.

— Кил кунта! — вӑрттӑн сасӑпа каларӗ Обломов, Захара ӑҫта тӑмаллине кӑтартса. Вӑл ӑна хӑйӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫине лартас пекех, питӗ ҫывӑха кӑтартрӗ.

— Эпӗ мӗншӗн унтах пырам-ха? Унта питӗ тӑвӑр, эпӗ кунтан та илтетӗп, — мӑкӑртатрӗ Захар, алӑк патӗнче тӑрса.

— Кил, теҫҫӗ сана, — хаяррӑн каларӗ Обломов. Захар пӗр утӑм турӗ те, тулта чӑхсем ҫӳренине чӳрече витер сӑнаса, чул юпа пек хытса тӑчӗ, щетка евӗрлӗ бакенбардине улпут еннелле кӑнтарчӗ. Илья Ильич пӑлханнипе пӗр сехетрех улшӑнчӗ, сӑнран ӳкнӗ пек пулчӗ, куҫӗсем канӑҫсӑр выляма пуҫларӗҫ.

«Ну, лекет халӗ!» — шухӑшларӗ Захар, салхуланнӑҫемӗн салхуланса.

— Мӗнле эсӗ улпута ҫавнашкал тӑрлавсӑр ыйту пама пултартӑн? — ыйтрӗ Обломов.

«Акӑ ӗнтӗ, пуҫларӗ!» — шухӑшларӗ Захар, «мӗскӗн сӑмахсене» кӗтнӗ май, куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаласа.

— Эпӗ санран ыйтатӑп, сан пуҫна ҫавнашкал ухмахла шухӑшсем мӗнле пырса кӗреҫҫӗ? — тепӗр хут каларӗ Обломов.

Захар чӗнмерӗ.

— Илтетӗн-и, Захар? Мӗнле эсӗ шухӑшлама ҫеҫ мар, калаҫма та хӑятӑн?..

— Ирӗк парӑрччӗ, Илья Ильич, эпӗ Аниҫйӑна чӗнсе кӗрем… — терӗ те Захар, алӑк патнелле ярса пусрӗ.

— Эпӗ санпа калаҫасшӑн, Аниҫйӑпа мар, — хирӗҫлерӗ Обломов. — Мӗншӗн эсӗ ҫавнашкал киревсӗр хыпар шухӑшласа кӑлартӑн?

— Эпӗ шухӑшласа кӑларман, — терӗ Захар: — Ильинскисен тарҫисем каларӗҫ.

— Вӗсене кам каланӑ вара?

— Эпӗ ӑҫтан пӗлем-ха? Катя Ҫемене каланӑ, Ҫемен — Никитӑна, Никита — Василисӑна, Василиса — Аниҫйӑна, Анисья мана каларӗ, — терӗ Захар.

— Турӑҫӑм, турӑҫӑм! Йӑлтах! — хӑраса каларӗ Обломов. — Йӑлтах ку пустуй сӑмах, тӑрлавсӑр сӑмах, суя, элек — илтетӗн-и эсӗ? — чышкипе сӗтеле ҫапса каларӗ Обломов. — Ку пулма пултараймасть!

— Мӗншӗн пулма пултараймасть? — ним пӑлханмасӑр, пӳлсе каларӗ Захар. — Авланасси — йӑлана кӗнӗ япала. Эсир кӑна мар, пурте авланаҫҫӗ.

— Пурте! — терӗ Обломов. — Эсӗ мана ыттисемпе те танлаштарма ӑста! Ку пулма пултараймасть! Ҫук та, пулман та! Туй — йӑлана кӗнӗ япала: илтетӗр-и? Туй мӗн вӑл?

Захар Обломов ҫине пӑхрӗ те, лешӗ ун ҫине хаяррӑн тинкернине курсанах, сылтӑм еннелле, кӗтесселле пӑхма тытӑнчӗ.

— Итле, эпӗ сана туй мӗн иккенне ӑнлантарса парам. «Туй, туй», тесе ӗҫсӗр ҫынсем, тӗрлӗрен хӗрарӑмсем, ачасем, тарҫӑсен пӳлӗмӗсенче, магазинсенче, пасарсенче калаҫма тытӑнаҫҫӗ. Ҫынна Илья Ильич е Петр Петрович теме пӑрахаҫҫӗ те «хӗр ҫураҫнӑ каччӑ» теме тытӑнаҫҫӗ. Ӗнер ун ҫине никамӑн пӑхас та килмен, ыран пурте, темӗнле путсӗр ҫын ҫине пӑхнӑ пек, куҫӗсене чарсах пӑхаҫҫӗ. Театрта та, урамра та иртсе ҫӳреме памаҫҫӗ. «Акӑ, акӑ, каччи!» тесе пӑшӑлтатаҫҫӗ пурте. Миҫе ҫын пымасть-ши ун патне кунӗпе, кашниех хайне хӑй, санашкал, ухмахла тыткалать (Захар каллех хӑвӑрттӑн килхушши еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ), тата айванла калаҫать, — терӗ Обломов. — Акӑ мӗнле пуҫланса каять вӑл! Эсӗ пур, каяннӑй пек, ҫӳре кашни кун ҫураҫнӑ хӗр патне, — ялан сарӑ перчеткепе, ҫи-пуҫу вӗр-ҫӗнӗ пултӑр, сӑну салхуллӑ ан курӑнтӑр, тӑраниччен ан ӗҫ те, ан ҫи те, ҫаплипех, сывлӑшпа та чечек ҫыххисемпе тутӑ пурӑн! Ҫапла виҫӗ-тӑватӑ уйӑх тӳс! Куратӑн-и? Мӗнле пултарӑп-ха эпӗ капла?

Обломов калаҫма чарӑнчӗ те, авланас ӗҫ питӗ кансӗрри ҫинчен калани Захара шухӑшлаттарать-и-ха тесе, тарҫи ҫине пӑхрӗ.

— Каяс-и ӗнтӗ манӑн? — терӗ Захар, алӑк еннелле ҫаврӑнса.

— Ҫук, тӑхта-ха! Эсӗ киревсӗр сӑмахсем сарма ӑста, ҫавӑнпа та ӑнлан, вӗсем мӗншӗн киревсӗр иккенне.

— Мӗншӗн пӗлмелле манӑн? — терӗ Захар, пӳлӗм стенисем ҫине пӑхса.

— Каччин те, ҫураҫнӑ хӗрӗн те мӗн чухлӗ тӗллевсӗр чупкалас пулать, эсӗ пӗлетӗн-и? Манӑн ҫӗвӗҫ, атӑҫ, сӗтел-пукансем тӑвакан патне кама чуптарас, сана-им? Пӗччен эпӗ пур ҫӗре те ҫитсе ҫитерейместӗп. Хулара пурте пӗлеҫҫӗ. «Обломов авланать — эсир илтнӗ-и? — Ниушлӗ? Кама илет? Мӗнлескер вӑл? Туйӗ хӑҫан? — терӗ Обломов темиҫе тӗрлӗ сасӑпа. — Ҫав сӑмах кӑна! Ҫав сӑмахран кӑна эпӗ чирлесе ӳкме пултаратӑп, эсӗ пур — туй шухӑшласа кӑларнӑ!»

Вӑл каллех Захар ҫине пӑхса илчӗ.

— Аниҫйӑна чӗнсе килес-и? — ыйтрӗ Захар.

— Мӗншӗн Аниҫйӑна? Анисья мар, эсӗ ҫак пулас ҫук ӗҫе шухӑшласа кӑларнӑ.

— Мӗншӗн турӑ мана паян ҫак асапа кӑтартать-ши? — пӑшӑлтатрӗ Захар, хулпуҫҫисем ҫӗкленмеллех ассӑн сывласа.

— Тӑкакӗ тата мӗн чухлӗ? — малалла каларӗ Обломов. — Укҫи ӑҫта? Эсӗ куртӑн-и манӑн укҫа мӗн чухлине? — хаярлансах ыйтрӗ Обломов. — Хваттерӗ ӑҫта? Кунта пин тенкӗ тӳлес пулать; тепӗр пӳлӗме йышӑнсан, виҫӗ пин парас пулать, тата юсаттарма мӗн чухлӗ кирлӗ? Ҫӑмӑл урапа туянмалла, повар тытмалла, хамӑра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ! Ӑҫтан тупас-ха манӑн?

— Мӗнле-ха вара виҫҫӗр хресченлӗ улпутсем те авланма пултараҫҫӗ? — хирӗҫлерӗ те Захар, ҫапла каланишӗн хӑй те ӳкӗнчӗ, мӗншӗн тесен улпут кресло ҫинчен кӑшт ҫеҫ сиксе тӑмарӗ, ларнӑ ҫӗртех яшт! сиксе илчӗ.

— Эсӗ каллех «ыттисем» теме-и? Асту! — терӗ Обломов, пӳрнипе юнаса. — Ыттисем икӗ, нумайӑшӗ виҫӗ пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ: апатланмалли пӳлӗме те, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗмӗ те — пурте унтах; хӑшӗсем унтах ҫывӑраҫҫӗ те: ачисем — юнашар; пӗр тарҫӑ-хӗр пӗтӗм ҫурчӗпех ӗҫлет. Улпут майри хӑй пасара ҫӳрет! Ольга Сергеевна каять-им пасара?

— Пасарне эпӗ хам та кайӑп, — асӑрхаттарчӗ Захар.

— Обломовкӑран мӗн чухлӗ тупӑш илнине пӗлетӗн-и эсӗ? — ыйтрӗ Обломов. — Староста мӗн ҫырнине пӗлетӗн-и? «Тупӑшӗ икӗ пинтен те сахалтарах»! Ҫул та тумалла, шкулсем уҫмалла, Обломовкӑна каймалла; унта ниҫта пурӑнмалли ҫук, ҫуртсем ҫук-ха… Мӗнле туй пултӑр-ха? Мӗн эсӗ шухӑшласа кӑларатӑн?

Обломов калаҫма чарӑнчӗ. Вӑл хӑй те ҫак хӑрушӑ та хавассӑр йывӑрлӑхран хӑраса ӳкрӗ. Розӑсем, померанец чечекӗсем, хаваслӑ праҫник, халӑх тӗлӗнсе пӑшӑлтатни — йӑлтах илемсӗрленсе кайрӗ.

Вӑл сӑнран улшӑнсах шухӑша путрӗ. Кайран майӗпе кӑна тӑна кӗчӗ, тавралла пӑхса илчӗ те Захара курчӗ.

— Эсӗ мӗн? — ыйтрӗ вӑл сиввӗн.

— Эсир хӑвӑр тӑма хушрӑр-ҫке! — терӗ Захар.

— Тухса кай! — чӑтаймасӑр аллипе сулчӗ Обломов. Захар васкаса алӑк патнелле утрӗ.

— Ҫук, тӑхта! — сасартӑк чарчӗ Обломов.

— Пӗрре тухса кай, тепре тӑхта! — мӑкӑртатрӗ Захар, алӑк хӑлӑпӗнчен тытса.

— Мӗнле-ха эсӗ ман ҫинчен ҫавӑн пек киревсӗр сӑмахсем сарма хӑйрӑн? — пӑлханнипе пӑшӑлтатса ыйтрӗ Обломов.

— Илья Ильич, эпӗ хӑҫан сӑмах сартӑм-ха? Ӑна эпӗ мар Ильинскисен тарҫисем каларӗҫ: улпут хӗр ҫураҫнӑ, терӗҫ.

— Цссс… — шӑл витӗр каларӗ Обломов, аллипе хаяррӑн сулса: — пӗр сӑмах та, нихҫан та! Илтетӗн-и!

— Илтетӗп, — хӑюсӑррӑн каларӗ Захар.

— Ҫавӑн пек килӗшӳсӗр сӑмахсене сарса ҫӳремӗн-и?..

— Ҫӳремӗп, — терӗ хуллен Захар, хӑйне мӗн каланинчен ҫуррине те ӑнланаймасӑр; Обломов «мӗскӗн» сӑмахсем каланине ҫеҫ пӗлчӗ вӑл.

— Асту, кун пирки калаҫнине кӑшт илтсенех, тӳрех кала: ку суя, нихҫан та ун пек пулман, пулас та ҫук, те! — пӑшӑлтатса хушса хучӗ Обломов.

— Итлетӗп, — аран илтмелле пӑшӑлтатрӗ Захар. Обломов, тавралла пӑхса илсе, ӑна пӳрнипе юнарӗ.

Захар хӑранӑ куҫӗсемпе мӑчлаттарса илчӗ те чӗрне вӗҫҫӗн алӑк патнелле утрӗ.

— Малтан кам каларӗ ун ҫинчен ? — хӑваласа ҫитсе ыйтрӗ Обломов.

— Катя Ҫемене, Ҫемен Никитӑна, — пӑшӑлтатрӗ Захар. — Никита Василисӑна…

— Эсӗ вара пурне те каласа кӑтартнӑ! Эп сана! — хаяррӑн, шӑл витӗр каларӗ Обломов. — Улпут ҫинчен киревсӗр сӑмах сарма-и! Э!

— Мӗн эсир мана мӗскӗн сӑмахсемпе асаплантаратӑр? — терӗ Захар. — Эпӗ Аниҫйӑна чӗнсе килетӗп: вӑл йӑлтах пӗлет…

— Мӗн пӗлет вӑл? Кала, кала халех!..

Захар ҫав самантрах алӑкран тухрӗ те хӑвӑрт кухньӑналла утрӗ.

— Ҫатмуна пӑрах та улпут патне кай, — терӗ вӑл Аниҫйӑна, пуҫ пӳрнипе алӑк патнелле кӑтартса. Анисья ҫатмана Акулинӑна пачӗ, кӗпи аркине пиҫиххи хушшинчен туртса кӑларчӗ, икӗ пӗҫҫине шарт ҫапрӗ, шӗвӗр пӳрнипе сӑмсине шӑлчӗ те улпут патне кайрӗ. Вӑл пилӗк минут хушшинчех Илья Ильича туй ҫинчен никам та нимӗн те каламан, тесе лӑплантарчӗ: акӑ, турра асӑнсан та, турӑш умӗнче каласан та ҫылӑх мар, эпӗ ку хыпара пӗрремӗш хут илтетӗп, терӗ; пачах урӑхла калаҫатчӗҫ, вӑл хӗре барон ҫураҫнӑ тетчӗҫ, терӗ.

— Мӗнле барон! — сасартӑк сиксе тӑрса ыйтрӗ Илья Ильич, унӑн чӗри ҫеҫ мар, аллисем те, урисем те шӑнса пӑрланнӑ пек пулчӗҫ.

— Ку та тӗрӗс мар! — васкаса калама тӑрӑшрӗ Анисья, упаран тарса кашкӑра ҫакланнине туйса. — Кӑна Катя Ҫемене ҫеҫ каланӑ, Ҫемен Марфӑна, Марфа Никитӑна пӗтӗмпех суйса кӑтартнӑ, Никита: «сирӗн улпут, Илья Ильич, улпут хӗрне ҫураҫнӑ пулсан аванччӗ…» — терӗ.

— Мӗнле ухмах ҫав Никита! — терӗ Обломов.

— Чӑнах та ухмах, — ҫирӗплетсе каларӗ Анисья. — Вӑл карета хыҫӗнче пынӑ чух та ҫывӑрнӑ пекех пырать. Василиса та ӗненмерӗ, — васкасах калама тытӑнчӗ Анисья, — вӑл успени кунӗнчех каланӑ ӑна, Василиса няни хӑй каланӑ, улпут хӗре качча тухма шутламасть те, тенӗ. Сирӗн улпут авланас тенӗ пулсан, халиччен хӗр тупаймӗччӗ-и, тенӗ; анчахрах Самойлӑна куртӑм та, вӑл ҫак хыпара пӗлсен, мӗнле туй пултӑр-ха, тесе кулчӗ, тенӗ. Туй майӗ те ҫук, пытарни майӗ пур, инкӗшӗн ялан пуҫӗ ыратать, каяс хӗре нимӗн шарламасӑр макӑрать; килӗнче те парне япали хатӗрлемеҫҫӗ; хӗрин сапламан чӑлха тем чухлех, вӗсене те саплама шутламаҫҫӗ; иртнӗ эрнере тата ломбарда кӗмӗл саклат хунӑ, тенӗ.

«Кӗмӗл саклат хунӑ? Вӗсен те укҫа ҫук!» — шухӑшларӗ Обломов, тӗлӗннипе стенасем ҫине пӑхса, унтан, урӑх ним ҫине те пӑхма аптранипе, Аниҫйӑна сӑмси ҫине пӑхса ҫакна йӑлтах тутапа мар, сӑмсапа каланӑ пек туйӑнчӗ.

— Асту, кирлӗ мара ан лӗпӗртет! — хушса хучӗ Обломов, пӳрнипе юнаса.

— Лӗпӗртетме тата! Лӗпӗртетме мар, эпӗ шухӑшламастӑп та, — терӗ Анисья, хӑйӑ чӗлнӗ пекех ҫатӑртатса. — Нимӗн те ҫук, акӑ турӑ умӗнче калатӑп, ҫӗр тӗпне анса каям та, эпӗ паян пӗрремӗш хут илтетӗп! Мана улпут пӗлтерсенех тӗлӗнсе кайрӑм, хӑранипе чӗтрене ертӗм! Мӗнле капла пултӑр-ха? Мӗнле туй? Тӗлӗкре те никама курӑнман пуль. Эпӗ пӗрмай кухньӑра ларатӑп, никампа нимӗн калаҫмастӑп. Пӗр уйӑх та ҫитет ӗнтӗ Ильинскисен тарҫисене курманни, вӗсене мӗнле чӗннине манса та кайрӑм. Кунта кампа лӗпӗртетес? Кил хуҫи арӑмӗпе хуҫалӑх ҫинчен ҫеҫ калаҫатпӑр; кинемейпе калаҫма май ҫук: ӳсӗрет тата хӑлхи витӗрех мар; Акулина тӑр ухмах вӑл, дворник ялан ӳсӗр; ачасемпе ҫеҫ калаҫмалли юлать: вӗсемпе мӗн калаҫан? Хӗрне те сӑнран манса кайрӑм…

— Ну, ну, ну! — терӗ Обломов чӑтаймасӑр, Анисья тухса кайтӑр тесе, аллипе сулса.

— Мӗнле вара пулман ӗҫ ҫинчен калаҫмалла? — терӗ Анисья тухса кайнӑ чух. — Никита калани вӑл нимех те мар, ухмах ҫыншӑн саккун ҫырман, тет. Эпӗ шухӑшламастӑп та ун ҫинчен: кашни кун кӑштӑртататӑп-кӑштӑртататӑп та, ун ҫинчен шухӑшлама-и? Ку мӗн иккенне турӑ пӗлет! Акӑ, турӑш умӗнче калатӑп…

Сӑмсапа калаҫаканскер алӑкран тухса ҫухалчӗ, ҫапах та алӑк хыҫӗнче калаҫни минута яхӑн илтӗнсе тӑчӗ.

— Авӑ мӗнле вӑл! Анисья та: вырӑнлӑ ӗҫ-и, тет, — пӑшӑлтатрӗ Обломов, ывӑҫ тупанӗсене пӗрле тытса.

— Телей, телей! — тӑрӑхласа каларӗ вӑл кайран. — Мӗнле эсӗ тӗрексӗр, шанчӑксӑр! Пӗркенчӗк, пуҫ кӑшӑлӗ, юрату, юрату! Укҫи ӑҫта? Мӗнпе пурӑнмалла? Сана та сутӑн илмелле, юрату, таса, тивӗҫлӗ ырлӑх!

Ҫак минутран вара Обломов канӑҫа та, ӗмӗтленме те манчӗ.

Вӑл япӑх ҫывӑркаларӗ, сахал ҫикелерӗ, пур япала ҫине те ним шутламасӑр, сиввӗн пӑхма пуҫларӗ.

Обломов Захара хӑратасшӑн пулчӗ, анчах туй ӗҫне тӗрӗссипе ӑнланса илсен, хӑй хӑраса ӳкрӗ: туйӗ, паллах, илӗртӳллӗ, анчах ҫавӑнпа пӗрлех вӑл пурнӑҫра пысӑк улшӑну кӳрет, тивӗҫлӗ йывӑрлӑхсем кӑтартать.

Захарпа ҫакӑн пек калаҫасса Обломов кӗтменччӗ те. Вӑл пулас туй ҫинчен Захара хӑй пӗлтерме шутланӑччӗ, вара Захар савӑннипе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ, унӑн урисем умне ӳкӗччӗ. Обломов ӑна вара ҫирӗм пилӗк тенкӗ укҫа панӑ пулӗччӗ, Аниҫйӑна вунӑ тенкӗ…

Обломов йӑлтах аса илчӗ: иртнӗ телее, Ольга аллине, вӑл хӗрӳллӗ чуптунине… вара вилнӗ пек пулчӗ… «Тӗксӗмленчӗ, иртсе кайрӗ!» — терӗ хӑй ӑшӗнче.

— Мӗн тумалла ӗнтӗ халь?..

Сайт:

 

Статистика

...подробней