Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытти ротӑсенче хӗне-хӗне, айӑплавсемпе, кӑшкӑрашусемпе те тӗркешӳ-хыпкаланусемпе аппалана-аппалана эрнере аран-аран тукалама пултарнине вӑл лӑпкӑнах пӗр кун хушшинчех туса хуратчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Служба уссишӗн тесе, ӑна хӑш чухне пӗр ротӑран теприне куҫараҫҫӗ, вӑл вара ҫав чи-чи йӗркесӗр, пӑрахӑҫ командӑсенчен ҫур ҫул хушшинчех йӑрӑслӑх-чиперлӗх те итлеслӗх-пурнӑҫласлӑх тӗлӗшпе лайӑх ӗҫлекен пысӑк машина евӗрех туса хурать, — начальник умӗнче чӗтӗреслӗхпе витӗрех касӑлтарнӑ, тейӗн ҫав.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Телейлӗ, пӗр темле витӗр-уҫӑмлӑ самант хушшинчех ӑнкарса илчӗ вӑл унра мӗн пуррине пӗтӗмпех: малашлӑх курӑмне, асӑрхануллӑ перекетлӗхе, шута.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара вӑл ҫав тӑкӑс та арпашӑнчӑк шухӑшсемпе темӗнчченех, ҫак ӑна сасартӑк, пӗр самант хушшинчех йӗрӗнтерсе, йӑлӑхтарса лартичченех аппаланчӗ: пуҫ купташки айӗнче унӑн шупка-хӑмӑр, вараланчӑк эрешмен карти сарӑлса, ейӗлсе кайнӑ та, унран ниепле хӑтӑлса пӗтме ҫук тейӗн.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шульгович сӑнпуҫӗ самант хушшинчех шурса кайрӗ, пӗркеленчӗк питҫӑмартийӗсем турткаланса сикме пуҫларӗҫ, куҫӗсем пачах пушанса та тискерленсе ларчӗҫ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сире пӗр минут хушшинчех вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, — терӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапла вара эпӗ кӗске вӑхӑт хушшинчех лайӑх пекарь пулса тӑтӑм; ахаль ҫӑкӑр пӗҫерме кӑна мар, рис пашалӑвӗсем, пудингсем те пӗҫерме вӗренсе ҫитрӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Юрать, унӑн сарлакӑшӗ пысӑках марччӗ те, эпӗ ӑна виҫӗ эрне хушшинчех карта тытса ҫавӑртӑм.Впрочем, поле было такое небольшое, что через три недели изгородь была готова.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Каҫхине вӑл каллех ҫав сӗтел хушшинчех ларчӗ, пуҫне алли ҫине тӗрентерсе, Настасья Петровна калаҫнине итлерӗ.А вечером он сидел опять за тем же столом и, положив голову на руку, слушал Настасью Петровну.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Клисурӑран Бяла Черквана ултӑ сехет хушшинчех ҫитме пулать те, анчах пульӑран ҫӑлӑнакан пӑлхавҫа унта ҫитмешкӗн утмӑл сехет те сахал.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр кун хушшинчех эпир ҫӗр пинӗн ҫӗкленетпӗр!
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ахаль чухне игумен хулана вун пилӗк минут хушшинче ҫитетчӗ, хальхинче вӑл тӑватӑ минут хушшинчех сиктерсе ҫитрӗ.Обычно игумен добирался до города за четверть часа, но на этот раз доскакал в четыре минуты.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Виҫӗ кун хушшинчех пӗтӗмпе йӗркене кӗрсе ҫитет, — тесе кӑшкӑрать пӗри.
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кам шӑхӑрма шутлать кунта? — кӑшкӑрса ыйтрӗ ҫав парта хушшинчех ларакан тепӗр ҫын.— Кто это собирается свистеть? — крикнул человек, сидевший за той же партой.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗреке хушшинчех сыпӑннӑ сӑмах халь те татӑлмарӗ, Гинка хӑйӗн ывӑна пӗлмен чӗлхипе сӑмаха пит меллӗн майлаштарса пычӗ.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах эпӗ, кунсӑр пуҫне, тата акӑ мӗн асӑрхатӑп: витӗр куракан вулавҫӑран хӗрарӑм пилӗк минут хушшинчех Боккаччионӑн пӗтӗм произведенийӗсенче тупайман чухлӗ питӗ тирпейлӗ каланӑ ирсӗр сӑмахсем илтме пултарать, анчах Боккаччионӑнни пек ҫутӑ, уҫӑ, таса шухӑшсем унран, паллах, пӗрре те илтеймӗ); унӑн таланчӗ ҫав тери пысӑк тесе, эсӗ, савниҫӗм, тӗрӗс каларӑн.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна вӑл пӗр-ик минут хушшинчех ӑсатса ячӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн пек сасӑсене итлесе, ҫавӑн пек пит-куҫ ҫине пӑхса, Вера Павловна пӗтӗмпех мар, кӑшт ҫеҫ, ҫук, кӑшт ҫеҫ те мар, пӗтӗмпех тенӗ пекех шухӑшлама пуҫларӗ: питӗ кирли нимех те ҫук, вӑл ахаль ӗмӗте ҫеҫ вӑйлӑ та хӗрӳллӗ ҫулӑм тесе шутланӑ иккен, ҫав ӗмӗт вӑл пӗр йӗр хӑвармасӑр темиҫе кун хушшинчех саланса кайӗ, е хӑй ун пек шухӑшламан, ун пек маррине туятӑп тесе шухӑшланӑ-и тата вӑл? — ҫапла, ку вӑл ун пек мар, ун пек мар, ун пек вӑл, хӑй ҫапла шухӑшлать пуль тесе, хытӑрах та хытӑрах шухӑшлама пуҫланӑ, — вӑл, чӑнах та, пӗтӗмпех ҫапла шухӑшлать иккен, — ҫак лӑпкӑ та пӗр пек илтӗнекен, нимех те пулман-ха текен сасса илтсессӗн, епле шухӑшламӑн-ха тата?
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр минут хушшинчех тата икӗ уйӑх иртсе кайрӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Епле-ха пӗр минут хушшинчех икӗ уйӑх иртсе кайрӗ?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.