Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ах, епле хавхалантарчӗ ку тӗлӗнмелле кӗнеке амӑшӗпе ывӑлне те: унти сӑмахсем хӑйсем юрлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ; хӗҫ шӑхӑрнине те, казак лашисем вӗҫтерсе пынине те, Днепр шывӗ хӗрринчи ӑшӑ каҫӑн шӑплӑхӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ унти сӑмахсем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурте лашисем ҫине утланса малалла кайсан, Оленин хорунжий патне пычӗ те мӗн пулни ҫинчен ыйтма пуҫларӗ, анчах хорунжий, ахаль чухне ӑшӑ кӑмӑллӑскер, халь ун ҫине питӗ ҫӳлтен пӑхрӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Казаксем, лашисем ҫинчен анса, ункӑланса тӑнӑ та, илсе килнӗ пичкерен йывӑҫ чаплашкана чихирь юхтарса, пӗр-пӗрне тав туса ҫул курки ӗҫеҫҫӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унта вӗсем вилене ҫӗклесе тухрӗҫ; лаша хӑраса туртӑнкаланӑ пулин те, вилене йӗнер урлӑ хучӗҫ; унтан лашисем ҫине утланчӗҫ те хӑйсем ҫине пӑхма халӑх нумай тухнӑ аул ҫумӗпе выртакан ҫул тӑрӑх уттарса кайрӗҫ.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Юхӑма урлӑрах пыракан кимӗ пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе пычӗ, сасӑсем аран-аран илтӗнчӗҫ, вара юлашкинчен куҫ умӗнчех вӗсем леш ҫыран хӗррине, хӑйсен лашисем тӑракан вырӑна, пырса чарӑнчӗҫ.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Акӑ икӗ казак юланутпа пыраҫҫӗ, вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче йӗнне чикнӗ пӑшалӗсем пӗр тикӗс сулланаҫҫӗ, вӗсен лашисем турӑ тата кӑвак урисене ылмаштарса пыраҫҫӗ, тусем вара…
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫынсене, лав лашисем пекех, лӑпкаса пӗтернӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Батальонсен тӑватӑ командирӗ, лашисем ҫинче ларнӑ май, хӑйсен чаҫӗсем енне ҫаврӑнчӗҫ те: — Батальон, на пле… — командӑларӗҫ ылмӑш-тӗлмӗшлӗн, вара куҫӗсене полк командирӗ ҫине тӑрмаклӑн тӑрӑнтарчӗҫ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хапха умӗнче мӑшӑрлатса кӳлнӗ кӳме тӑратчӗ, лашисем ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, лайӑх ҫитерсе самӑртнӑскерсем.У ворот стояла коляска, запряженная парою рослых, раскормленных полковых коней.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чӑнах та Руҫ ҫӗрӗ ҫинче ҫичшер ҫухрӑма ярса пусакан Илья Муромецпа Соловей Разбойник пек пысӑк-пысӑк ҫынсем тата вӗсен улӑпла лашисем пӗтмен-ши вара?
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пысӑк ҫӑм миххисем тиенӗ лавсем пурте ҫӳллӗ те кӑпӑш туйӑнаҫҫӗ, лашисем — пӗчӗк те кӗске ураллӑ пек.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Юмерага хаджи каларӗ-ха, жандармсем лашисене ҫавӑтса пынӑ иккен, кашкӑрсем вӗсене хӑвалама тытӑнсан, жандармсем пӗр енне чупма тытӑннӑ, лашисем тепӗр енне…
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Калама ҫук капӑр карета аслати пек кӗмсӗртеттерсе ҫитни тата Жюлин тӗлӗнмелле лашисем тапӑртатса пыни Вӑтам проспектпа Пӗчӗк проспект хушшинчи 5-мӗш линире пурӑнакан ҫынсене шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, кунта кун пек япалана, темӗн тесен те, маларах пулмасан, Петр Великий пурӑннӑ вӑхӑтранпа курман ӗнтӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне утӑ ҫулнӑ вӑхӑтчӗ, гепеушниксем кӑнтӑрла хӑйсен лашисем валли утӑ турттаратчӗҫ.Было время сенокоса, и гепеушники днем возили сено для своих лошадей.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унччен миҫе лав ирттерсе ямарӑм-ши, миҫе хут ман чӗре сиксе тухас пек тапман-ши: инҫетрен ҫул тӑрӑх Аверьян лашисем чупса килнӗнех туйӑнать…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ…
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лашисем, шӑнасене хӑваласа яма хӑтланса, хӑйсен хӑнӑхнӑ йӑлипе хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, анчах хӗлӗхсӗр тӑрса юлнӑ мӑшкӑлла кӗске те пуклак татӑк хӳресем шӑнасене хӳтерсе яраймаҫҫӗ».
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗне кура каялла ҫаврӑнма шухӑшларӗ-ши вӑл, пӗлместӗп, анчах лаша урисем айне пырса тирӗнчӗ те аяккалла сиксе ӳкрӗ, лашисем хӑравҫӑскерсемччӗ: ман урлӑ тӑпӑрт-тапӑрт сиксе каҫрӗҫ, хӑрт-харт турӗҫ те вӗҫтере пачӗҫ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Агитколонна составӗнчисем пӗр вунпилӗк ҫын, калаҫкаласа, вырнаҫса ларма пуҫларӗҫ, иккӗшӗ — лашисем патне пулас, картишне тухрӗҫ.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959