Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.04 12:16

Предложений: 161; Слово: 1477

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Дико хӗл каҫакан ҫурт айлӑмри тӳремлӗхре; аяккинчен ҫавӑрса илнӗ ҫӳл тусем ӑна ҫилрен хӳтӗлеҫҫӗ. Анлӑ картишӗнче, ҫурҫӗр енчи сарлака лутра аслӑк айӗнче, утӑ та, турат ҫулки те пур — сурӑхпа качакана хӗл вӑхӑтӗнче ҫитерме. Пӳртре кӗтӳҫӗсем пурӑнаҫҫӗ, кунта вӗсем хӗллехи вӑхӑтра та выльӑх пӑхаҫҫӗ. Ҫак кӗтӳҫсен пӳртӗнчен халь савӑнӑҫлӑ тӗтӗм тухса тӑрать. Пынӑ ҫынсене тем пысӑкӑш йытӑ тапӑнчӗ, юрать-ха, вӑл Иван Остена палласа илчӗ те ачашланма тытӑнчӗ. Огнянова ӑшӑ чӑлана ҫӗклесе кӗртрӗҫ, ӳтне каллех тӑрӑшса сӑтӑрма пуҫларӗҫ. Кунта вӗсене хуралҫӑ вырӑнне юлнӑ ҫамрӑк кӗтӳҫӗ те пулӑшма тӑчӗ, вӑл Огнянӑвӑн царвулине хыврӗ, урине юрпа сӑтӑрчӗ. Огнянов та, ун юлташӗсем те шӑнса пӑсӑлман иккен-ха, пурте турра тав туса сӑх-сӑхса илчӗҫ. Ҫамрӑк кӗтӳҫӗ кӑмакана тата вутӑ пӑрахрӗ. Ҫынсем вут умне ларса тухрӗҫ, аллисемпе урисене ҫулӑмран катарахра тытрӗҫ. Йытти, хӑй хӑнӑхнӑ май, вӗсене сыхлама алӑк патӗнчен хӑпмарӗ.

— Обрейко, ӑҫта кайнӑ Колчо пичче? — ыйтрӗ Остен.

Колчо вӑл Дико тӑванӗ-ха, ҫак ҫурта хуралласа пурӑнаканскер.

Ӗнер яла анчӗ. Таврӑнмаллаччӗ ӗнтӗ, хальтен халь кӗтетӗп вӑл килессе, тем, килеймерӗ-ха.

— Ачам, пире мӗн те пулин ҫикелемелли пар-ха. Хутаҫӑнта мӗн пур санӑн?

Ача хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе кӑларса хучӗ: хытнӑ ҫӑкӑр чӗллисем, пуҫлӑ сухан, тӑвар, типӗ салат курӑкӗ.

— Эрех тавраш ҫук-тӑр, Обрейко?

— Ҫук.

— Пит кирлӗччӗ те! Учителе кӑшт кӑна эрех памаллаччӗ, — терӗ Остен, кӳтнӗ пӳрнисене сӑтӑркалама хӑтланакан учитель енне пӑхса. — Пит имлӗ пулнӑ пулӗччӗ ӑна.

— Юрать, юрать, учитель, халь иртет ӗнтӗ, хӗн курасси иртсе кайрӗ, инкекрен ҫӑлӑнса тухрӑмӑр… Куртӑр-и пирӗн Стара-планинана?.. Паттӑр хурах пек вӑл, ҫапла мар-и?

— Вӑл пире хур кӑтартманшӑн турра шӗкӗр-ха, — терӗ Огнянов.

— Палланӑ ҫынсене тивмест вӑл.

— Пӗлессӗрех килсен, — хушса хучӗ Остен, — Стара-планина хӑй, пирӗн валли тесе, ҫил-тӑман хускатса ячӗ-ха. Боримечка пит тӗрӗс каларӗ.

— Боримечка йӑнӑшмасть вӑл, ачам, — хыттӑн персе ячӗ Боримечка хӑех.

Йытӑ ун еннелле пӑхса вӗрсе илчӗ. Каччӑн аслати пек сасси ӑна пӑшӑрхантарчӗ пулмалла. Огнянов Ивана тимсӗлерех пӑхкаларӗ. Унӑн «Боримечка» тенӗ ячӗ, чӑн та, пит вырӑнлӑ пек. Ҫакӑн пек тем пысӑкӑш пуҫлӑ килмен-кайман ҫынна, ҫурма чурӑс улӑпа, хӑйне ӑна амӑшӗ те кӑкӑр ӗмӗртсе ӳстермен, пӗр-пӗр упа ами ӳстернӗ пуль темелле, — ҫакӑн пек ят пани пит те тӗрӗс пек туйӑнать. Кӗлетки унӑн тем ҫӳллӗш, хӑй типшӗм те хытанка, кӗрӗс-мерӗс шӑмӑллӑ ӳчӗ калама ҫук вӑйлӑ, лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫӗ вӑрӑм, пичӗсем тем сарлакӑш, ҫамки тӑвӑр, пӗчӗкҫӗ куҫӗ чурӑссӑн йӑлкӑшать, сарлака шӑтӑклӑ сӑмси пысӑк, ҫӑварне мулкачӑ та вырнаҫать пуль (Боримечка какая чӗрӗлле те ҫиет), Геркулесла хулӑн шӑнӑрлӑ ҫӑмламас аллисем арӑслана та тытса ҫурса тӑкмалла. Качака кӗтӗвӗ кӗтсе ҫӳриччен ӑна тискер кайӑк тытма ҫӳресен килӗшерех памалла, сӗм вӑрманта вӑл пайтах упа-кашкӑр курнӑ пулмалла тесе шухӑшларӗ Огнянов. Анчах, ун шухӑшне кутӑнла ӑнлантарнӑ пекех, каччӑн сӑнӗ-пичӗ ытла та кунӗ, вӑл пӗр чееленмесӗр таса чунлӑн курӑнчӗ, ҫавӑ Огнянова килӗшмеллипех килӗшрӗ. Ҫак сӗм авалхи пекрех чурӑс та хулӑн тирлӗ ҫын этем чун-хавалӗнчи чи палӑри-палӑрми сисӗм-туйӑма час тӗшмӗртет те, хута кӗрес пулсан та, вӑхӑтра ӑс ҫитерет, вӑл ҫаплах тесе кам шухӑшлама пултарнӑ… Анчах Боримечка шӑпах ҫавӑн пек ҫын-ҫке. Хай пурнӑҫӗнчи чи манӑҫми кунӗнче вӑл ҫак ушкӑна килсе кӗчӗ, килессе те кулӑшларах килчӗ, ӗнтӗ вӑл ҫакӑнта килме килӗшнипех унӑн ырӑ чӗри пит паттӑр иккенне кӑтартса пачӗ. Кирлӗ чухне ҫак каччӑ хӑй кун-ҫулне те хӗрхенсе тӑрас ҫук. Боримечка пирки ҫакӑн пек шухӑшласа тӑчӗ те Огнянов, унтан вара, ку ҫын ӑслӑ та, хӑй патне илештерме те пултараканскер, терӗ, унӑн хӑй малтанласа шухӑшлани те ҫапла май улшӑнчӗ.

— Иван бай, кам сана ҫакӑн пек хӑрушӑ ят панӑ?

— Мӗнле апла, учитель; эс пӗлместӗн те-и? — терӗ Остен. — Иван вӑл упапа кӗрешнӗ.

— Чӑнах-и?

— Пит пултаракан сунарҫӑ вӑл… Вӑл упа тытнӑ.

— Боримечка, ху каласа пар-ха чуллӑ сӑртран упапа пӗрле мӗнле йӑваланса аннине, — терӗ Остен.

— Эс вара, чӑн та, упапа пӗрме-пӗрӗн ҫапӑҫса курнӑ-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Бойчо.

Боримечка тавӑрса калас вырӑнне аллипе хӑйӗн мӑйӗ патнелле туртӑнчӗ. Огнянов унта тарӑн суран ҫӗвви пуррине асӑрхарӗ, халь ҫав суранран йӗрӗ кӑна юлнӑ ӗнтӗ. Унтан Боримечка ҫаннине чавса таран тавӑрса ҫӑмламас ал тунине кӑтартрӗ, унта унӑн тепӗр сипленнӗ суран пур иккен. Суранне вара тимӗр ҫекӗлпе ҫаклатса туртӑнтарнӑ теме те пулатчӗ. Боримечкӑн упапа ҫапӑҫса тӳснӗ суранӗсене курсан, Огняновӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе кайрӗ.

— Боримечка, хӑвах каласа пар-ха ҫав упапа тытӑҫни ҫинчен, — ыйтрӗ вӑл. — Эсӗ пит маттур каччӑ иккен.

Боримечка пурин ҫине те мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ, мӗн асне илнипе куҫӗ йӑлкӑшса пӑхма тытӑнчӗ, каласа памашкӑн та хатӗрленчӗ.

— Мур илесшӗне! — пуҫларӗ вӑл юратнӑ сӑмахӗпе.

Анчах пӗр кӗтмен ҫӗртен йытӑ вӗрсе ячӗ, вӑл пӳртрен чупса тухрӗ.

— Мурджо мӗншӗн вӗрет? Мӗншӗн тесен Боримечка калаҫма тытӑнчӗ, — шӳтлерӗ Остен.

— Калчо пичче! — кӑшкӑрса пӗлтерчӗ кӗтӳ ачи.

Калчо килсе кӗчӗ, туяпа вӑл, хутаҫҫине хул пуҫҫи урлӑ янӑ.

— Хӑнасем килнӗ-ҫке ман пата? Сывлӑх сунатӑп маттурсем! — терӗ вӑл, килнӗ ҫынсене хапӑл туса. Хутаҫҫине урайне хучӗ.

— Ӑшӑнма вырӑн парӑр Калчо пиччене, ӑшӑнтӑр кӑштах, — терӗ пӗри.

— Ай сивӗ те паян! Кашкӑрсем шӑнса вилсе пӗтӗҫ! Ӑҫта хупӑрларӗ сире тӑвӑллӑ тӑман? — ыйтрӗ Калчо.

— Кунта, айлӑмра, — терӗ Спиридончо.

— Ҫакӑн пек ҫанталӑкра сунара ҫӳреме юрать-и? Тӗпӗр тесен, сирӗншӗн тем мар, хӑнӑхнӑ ӗнтӗ тусем тӑрӑх ҫӳреме. Ту йӑлине пӗлместӗр-и?

— Ан та кала, Калчо бай, илӗртрӗ пире чаплӑ кайӑк… Эрех илсе килеймерӗн пуль? — ыйтрӗ Остен.

— Эрех-и? Илсе килтӗм. Эрехрен те лайаххи пур-ха.

Фляжкӑна йӗркерен пара-пара тухрӗҫ.

— Мӗн пултӑр пире эрехрен те лайӑххи?

Пурте итлеме хатӗрленчӗҫ.

— Паян ирхине кашкӑрсем Клисурӑ жандармӗсене иккӗшне кӑшласа янӑ.

— Пулма пултараймасть! — терӗ чеен Боримечка.

Йытӑ каллех ӑна вӗрсе ячӗ.

— Пӗтӗмпе кӑшласа янӑ, ҫӳҫ пайӑрки те пулин хӑварман. Тӗрӗксем ушкӑнӗпех шырама кайнӑ та Сардонов тӳпемӗ патӗнче тупнӑ, тет, — хӑйсене мар ӗнтӗ, ҫӗтӗк-ҫурӑкне те шӑммисене ҫеҫ. Юмерага хаджи каларӗ-ха, жандармсем лашисене ҫавӑтса пынӑ иккен, кашкӑрсем вӗсене хӑвалама тытӑнсан, жандармсем пӗр енне чупма тытӑннӑ, лашисем тепӗр енне… Пӗр лаши ҫухалнӑ… Эфенди какайӗ лаша какайӗнчен тутлӑрах иккенне тӗшмӗртнӗ пулас ҫав кашкӑрсем, ҫавӑнпа вӗсене тапӑннӑ та. Усса пытӑрах эппин. Ҫав ирсӗрсем пӗтӗмпех ҫапла вилсе пӗтчӗрччӗ. Йытӑ йӑхӗнчен-ҫке вӗсем, эппин йытӑсем кӑшласа яччӑрах.

Калчо татах флягине ҫӗклерӗ вӑл тинех асӑрхарӗ халиччен хӑй курман ҫын ларнине.

— Ку ӑҫтан тата? — ыйтрӗ вӑл, флягине Огнянов парса.

— Кара-Саралийӗнчен; эпир унпа ту ҫинче ҫӳренӗ хушӑра курнӑҫрӑмӑр… Вӑл та ҫавӑн пек кайӑка тытмах ҫӳретчӗ, — терӗ Спиридончо.

— Ун пек маттурсем нумай мар, ача… Тав сана, учитель! — мӗкӗрсе ячӗ Боримечка.

Йытӑ каллех хӑрӑлтатса илчӗ.

Калчо кулкаласа ҫаврӑнчӗ Боримечка енне.

— Эс, упа, мӗн туса хутӑн унта, э?

— Никама та хур кӑтартман эп, Калчо!

— Чипер каччӑ хӗр вӑрланӑ, унӑн пуҫне ҫавӑрнӑ… Ну, савса пурӑнӑрах пӗр-пӗрне. Ӑҫта вара сан тытнӑ кайӑку? Ҫынсене хӑна тумалла!

— Аялта пӑрахса хӑвартӑмӑр ӑна, Калчо бай, — мӗкӗрсе илчӗ Боримечка.

Хальхинче Мурджо йытӑ чӑнласах ҫилленчӗ.

— Ну, Иван бай, упапа мӗнле кӗрешнине каласа пар эппин, — татах ыйтрӗ такам.

— Упапа-и? — сӑмаха каллех хутшӑнчӗ Калчо, Боримечка енне чеереххӗн пӑхкаласа. — Ан тив, вӑл Стайкӑпа мӗнле кӗрешни ҫинчен каласа патӑр.

Пурте кулса ячӗҫ. Иван Остен татах ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ-ха, тӗрӗксем ҫав жандармсене вӗлернине ҫаплах пӗлмеҫҫӗ-ши тесе шухӑшлатчӗ вӑл, ҫавӑнпа каллех жандармсем пирки сӑмах хускатса ячӗ.

— Апла пулса тӑнӑ иккен-ха? Жандармсене кашкӑрсем кӑшласа янӑ. Тӗрӗксем калаҫмарӗҫ-и вара, тен, вӗсене пӑлхарсем вӗлернӗ пуль?

— Мӗн калаҫса тӑратӑн! Пӗтӗм ял пӗлет те! Стойко мучи, ав, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та… — мӗн ыйтнине тӗплӗн пӗлмесӗрех калама тытӑнчӗ Калчо.

— Ӑна илтрӗмӗр-ха ӗнтӗ, тӗрӗксем ҫав жандармсене пӑлхарсем вӗлернӗ тесе шутламаҫҫӗ-ши, ҫавна ыйтса пӗлесшӗн эпӗ.

Калчо нимӗн пӗлмесӗр Остена тинкерсе пӑхрӗ. Мӗнле-ха вара апла?..

— Ун пек кам шухӑшлама пултартӑр? Пӑлхар ҫынни хӑҫан вӗлерни пур жандарма. Каларӑм-ҫке сире, ҫав ырӑ ӗҫе кашкӑрсем тунӑ терӗм, тӗрӗксем ыран ҫав кашкӑрсене аяккарах хуса кайса ҫавӑрса илесшӗн. Вара мана та усӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав кашкӑрсене пулах кӑҫалхи хӗл хире тухса курма ҫук-ҫке. Сире те турӑ сывлӑх патӑрах, маттурсене! Раштав праҫникне савӑк та телейлӗ кӗтсе илмелле пултӑр пурсӑмӑра та! Сире Боримечка пек тума сунатӑп, типӗ тытмалла кӑна ан пултӑр… Ӗҫсе пар-ха, шӑллӑм!

Калчо Огнянова эрех курки тыттарчӗ. Эрехӗ усса пычӗ, Огнянова каллех вӑй кӗрсе ҫитрӗ, вӑл флягине ҫӗклерӗ те тав сӑмахӗ хушрӗ:

— Тӑвансем, Стойко пиччене асӑнар, тӗрӗк усалӗсем асаплантарса вӗлерчӗҫ ӑна. Турӑ канӑҫ кӳтӗрех унӑн таса чунне, пире вара хӗрӳллӗ чӗре валли пил патӑр, ҫав Христос тӑшманӗсемпе кӗрешме алла вӑй патӑр, пӗрне вӗлернӗшӗн ҫӗрӗшне пӗтермелле пултӑр… Турӑ, каҫарах эс Стойко пиччене.

— Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах! — терӗҫ вара юлташӗсем те.

— Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! — терӗ ҫӗлӗкне хывнӑ Калчо та унтан, Огнянов енне ҫаврӑнса, туслӑ сасӑпа:  — Чипер каларӑн эс, ачам, сан чӗлхӳпе турӑ патне мӗнччӗ те… Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитиччен чӑтар-ха пӗрех хут, унтан кайран ӗҫӗ тупӑнӗ… Мӗн ятлӑ эс? Паллашар-ха эппин. Мана Калчо Богданов Букче тесе чӗнеҫҫӗ, — терӗ.

Калчо каллех Огнянова фляга пачӗ. Огнянов ӑна темле ят пӗлтерчӗ те ҫӗнӗ тус куркине сыпса пачӗ.

Пурте ҫикелерӗҫ, Калчо Букче ҫимине перекетлӗ тытмаллине те манмарӗҫ, унтан ӑна сывлӑх сунса хӑварчӗҫ. Кӗтӳҫӗ хӑнисене ӑсатма тухрӗ. Утнӑ май вӑл каллех Огнянова сӑмах хушрӗ:

— Маттурӑм, каҫар-ха эс мана, ятна манса кайрӑм, хамӑр енче пулсан, ман пата кӗмесӗр ан кай, калаҫса ларӑпӑр… Пит чипер сӑмахлатӑн эс… Ну, чипер кай!

Огняновӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗ мӗскӗн кӗтӳҫе шухӑша ячӗ иккен. Хӑш-пӗр шухӑшӗ уншӑн паллӑччӗ-ха ӗнтӗ, анчах ку ҫамрӑк ҫын кӗрешӳ пирки те каларӗ-ҫке, кӗтӳҫшӗн ҫак сӑмах ҫӗнӗ сӑмах пулчӗ, ун чӗринче халиччен янраман хӗлӗх сарӑмсӑр туртӑнса илчӗ. Ӳлӗм курӑпӑр-ха эппин ҫак курнӑҫу уншӑн мӗнле усӑ кӳнине.

Ушкӑн часах инҫетре курӑнми пулчӗ, тӗттӗм пулсан, вӑл яла пырса кӗчӗ.

Огнянов кунта Дойко бай трактирӗнче каҫ выртма шут тытрӗ, вӑл пӳлӗме кӗрсе тӑма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ун хыҫҫӑнах башибузуксем — пурӗ вун пиллӗкӗн — пӑшалӗсене ҫӗклесе пусма тӑрӑх хӑпара пуҫларӗҫ, вӗсене жандарм ертсе пыратчӗ, Бойчо ҫав жандарма шӑпах тӗрӗк ялӗнчи кофейньӑра курнӑччӗ.

Ҫакӑнта шӑпах хӑйне систерекен Колчо пулмарӗ-ҫке!

Сайт:

 

Статистика

...подробней