Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VII

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.15 15:32

Предложений: 314; Слово: 3188

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Виҫҫӗ ҫурӑра Ромашов патне полк адъютанчӗ Федоровский поручик килсе ҫитрӗ. Ҫӳллӗ, полк дамисем пек каласан, кӗрнеклӗ, курӑмлӑ ҫамрӑк ҫынччӗ ку, сивӗ куҫлӑ та тута хӗрринчи лӑс сухал пайӑркисемпе пӗрле хулпуҫҫисем таранах тӑсӑлнӑ мӑйӑхлӑскер. Хӑйне вӑл юриех евӗклӗн тыткалать, анчах кӗҫӗн офицерсемпе питӗ официаллӑ, никампа туслӑ мар, службӑри хӑй вырӑнӗ тӗлӗшпе калама ҫук пысӑк шутлӑ. Рота командирӗсем унпа йӑпӑлчӑклӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Пӳлӗме кӗрсен, вӑл куҫӗсене хӗссе хучӗ те Ромашовӑн пурлӑ-ҫуклӑ мӗскӗн япалисене васкавлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ. Подпоручик, ҫав вӑхӑтра кравать ҫинче выртнӑскер, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, хӗрелсе пынӑ май, тужуркин тӳмисене хыпалансах тӳмелеме тапратрӗ.

— Эпӗ сирӗн пата полк командирӗ хушнипе, — терӗ Федоровский типпӗн, — тумланмашкӑн тӑрӑшсамӑр та манпа пӗрле кайӑпӑр.

— Айӑплӑ… халех… форма яланхиех-ши? Каҫарӑр, эпӗ килтилле ҫех.

— Тархасшӑн, именсе ан тӑрӑр. Сюртук. Эсир ирӗк паратӑр пулсан, эп кӑшт ларнӑ пулӑттӑм.

— Ах, каҫарӑр. Тархасшӑн, каҫарӑр. Чей кӑмӑл тумастӑр-и? — хыпкаланса ӳкрӗ Ромашов.

— Ҫук, тавтапуҫ. Тархасшӑн, васкасарах.

Пальттипе перчеткине хывмасӑрах, вӑл пукан ҫине вырнаҫрӗ, ҫакнашкал вара, аллине хӗҫ аври ҫинче тытса, Ромашов пӑлхана-пӑлхана, кирлӗ мар ҫӗртенех тӗркӗшсе-пӑтрашӑнса та хӑйӗн кӗпи тасах мар пулнӑшӑн кӳренсе-тарӑхса, мӗн тумланса ҫитичченех, чулланнӑ сӑнпала тӳп-тӳррӗн, ним хускалми ларчӗ.

— Эсир пӗлместӗр-и, мӗншӗн чӗнеҫҫӗ мана? Адъютант хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

— Тӗлӗнтермӗшле ыйту. Ӑҫтан пӗлейӗп-ха ӗнтӗ эпӗ? Сирӗншӗн ку, иккӗленмелли ҫук, манран лайӑхрах паллӑ пулма тивӗҫ… Хатӗр-и? Портупейӑна сире пакун ҫийӗпе мар, ун айӗпе витерме сӗнетӗп. Эсир пӗлетӗр, полк командирӗ куна ҫав тери юратмасть. Ак ҫапларах… Ну-с, кайрӑмӑр.

Хапха умӗнче мӑшӑрлатса кӳлнӗ кӳме тӑратчӗ, лашисем ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, лайӑх ҫитерсе самӑртнӑскерсем. Офицерсем ларчӗҫ те хускалса кайрӗҫ. Ромашов, адъютанта тӑвӑрлас мар тесе, евӗклӗхшӗн, хӑяккӑнтарах пыма тӑрӑшрӗ, анчах лешӗ ҫакна пач та асӑрхамарӗ темелле. Ҫул ҫинче вӗсене Веткин тӗл пулчӗ. Адьютантпа чыспа-чыс ылмашӑнтарса илнӗ хыҫҫӑн, вӑл ҫавӑнтах, лешӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, каялла ҫаврӑннӑ Ромашова аллисемпе уйрӑм, сӑмахпа каласа пама ҫук кулӑшла выляту туса кӑтартрӗ: «Мӗн, тӑванӑм, ҫурса таткалама сӗтӗрсе кайрӗҫ-им сана?» — тенине пӗлтерчӗ пулас ку. Ытти офицерсем те тӗл пулкаларӗҫ. Хӑшӗсем вӗсенчен Ромашов ҫине питӗ тимлӗн, теприсем тӗлӗнсе, виҫҫӗмӗшсем вара тӑрӑхласа кулнӑ пекрех те пӑхкаларӗҫ, ҫавна пула вӑл ирӗксӗрех тӗршӗне-тӗршӗне илчӗ.

Шульгович полковник Ромашова ҫийӗнчех йышӑнмарӗ: ун кабинетӗнче такам пурччӗ. Панулми, нафталин, лакпа тинтерех кӑна сӑрланӑ сӗтел-пуканӑн та темле пит начарах мар уйрӑм шӑршӑ сарӑлнӑ ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре — унашкалли вӑл ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнакан, тирпейлӗ нимӗҫ ҫемйисенчи тум-юмпа япаласенче пулать — кӗтсе тӑмашкӑн тиврӗ. Ҫавӑнта кукаленӗ май, Ромашов ҫутӑ каврӑҫ рама ӑшне вырнаҫтарнӑ стена ҫумӗнчи трюмо витӗр хӑй ҫине темиҫе хутчен те пӑха-пӑха илчӗ, кашни хутӗнчех ӑна пичӗ ирсӗрле шурса, илемсӗрленсе ларнӑн, темле этемле мар пулса тӑнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ, сюртукӗ ытла хӑршӑлса та пакунӗсем питӗ хуҫкаланса пӗтнӗн курӑнчӗҫ.

Кабинетран малтанах командирӑн хулӑн сасси ҫеҫ пӗр евӗррӗн те хуппӑн илтӗнсе тӑчӗ. Сӑмахсене уйӑрма ҫук, анчах ҫилӗ кӗмсӗртетӗвӗ тӑрӑх пӑхсан, полковник кама-тӑр пач та чакман хаярлӑхпа ҫине тӑрсах пӑшӑхлантарнине ҫӑмӑллӑнах тавҫӑрма пулать. Пӗр пилӗк минута тӑсӑлчӗ ҫакӑ. Унтан Шульгович сасартӑк шӑпланчӗ; такамӑн чӗтӗрекен, йӑлӑнса тархаслакан сасси илтӗнчӗ, вара сасартӑк Ромашов, самантлӑх пауза хыҫҫӑн, хӑратса-хытарса яракан мӑнкӑмӑллӑхпа, тарӑхупа та йӗрӗнчӗклӗхпе каланӑ сӑмахсене, юлашки сӗм таранчченех, яр-уҫҫӑн, ҫав тери уҫҫӑн илтсе юлчӗ:

— Мӗн куҫран тӗкетӗр эсир мана? Ачасем? Арӑм? Сурса хурас килет ман сирӗн ачӑрсем ҫине! Кӗтӗвӗпе ҫуратса тултариччен, сирӗн маларах вӗсене мӗнле тӑрантарасси пирки шутламалла пулнӑ. Мӗн? Аха, халь ӗнтӗ — айӑплӑ, полковник господин, Сирӗн ӗҫӗрте полковник господин нимӗн енӗпе те айӑплӑ мар. Эсир, капитан, пӗлетӗр, полковник господин халь хӑвӑра пула памасӑр хӑварать пулсан, кунпала вӑл службӑра преступлени тӑвать. Мӗ-ӗ-ӗн? Чӗнмесӗр тӑнӑ пу-ултӑр! Йӑнӑш мар-с, преступлени-с. Сирӗн вырӑн полкра мар, ӑҫтине — эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Мӗн?

Каллех йӑлӑнакан, йӑваш, мӗскӗн сасӑ чӗтӗрерӗ, питех те мӗскӗнччӗ, ҫавӑнпах пулӗ, унра ҫынлӑх тенин нимӗн тӗлли-палли те ҫук пекех туйӑнчӗ. «Турӑҫӑм, мӗн япала ку? — шухӑшларӗ Ромашов, трюмо ҫумне ҫат ҫыпӑҫса ларнӑ евӗрех хытса кайнӑскер; хӑй вӑл шурса кӑвакарнӑ питне тӗкӗр витӗр тӳп-тӳррӗн пӑхать, хӑй ӑна курмасть; чӗри те унӑн, сиссех тӑрать, чирлӗн тӗпӗртетсе, урлӑн-пирлӗн те ылмашӑнчӑклӑн тапать. — Турӑҫӑм, мӗнешкел тискерлӗх!..»

Хурлӑ сасӑ самай вӑрахченех калаҫрӗ. Лешӗ вӗҫлесен, каллех командирӑн кӗмсӗрти басӗ кӑрӑлтатрӗ, анчах хальхинче, Шульгович ӗнтӗ хӑй тарӑхӑвне кӑшкӑрупа юхтарса кӑларма ӗлкӗрнӗ пек те хӑйӗн влаҫшӑн ҫунаслӑхне ют мӗскӗнлӗхе курса, кунӑҫтарнӑ евӗр, чылай лӑпкӑраххӑн та ҫемҫереххӗн.

Татса-татса каларӗ вӑл:

— Аван-с. Юлашки хут. Анчах ас-тӑвӑр, юлашки хут ку. Илтетӗр-и? Ҫакна хӑвӑрӑн хӗрлӗ, ӳсӗр сӑмсӑр ҫине картсах хурӑр. Эхер те ман пата эсир ӗҫни пирки тепӗр хут сас-хура ҫитсессӗн-и… Мӗн? Юрать, юрать, пӗлетӗп эпӗ сирӗн шантарӑвӑрсене. Ротӑна йӑлт тӗрӗслеве хатӗрлесе ҫитернӗ пултӑр. Рота мар, — б…..! Эрнерен хам пырса пӑхатӑп… Ну, кун хыҫҫӑн вара акӑ канаш-с ман сире: пуринчен маларах эсир салтак укҫисемпе те отчетлӑхпа тасалса ҫитетӗр. Илтетӗр-и? Ыранах туса хунӑ пултӑр куна. Мӗн? Манӑн мӗскер ӗҫ унта? Хуть те ҫуратса парӑр… Унтан, капитан, эп сире тытса тӑмастӑп. Пуҫӑма таятӑп.

Кабинетра кам-тӑр хӑюсӑртараххӑн кӑшӑлтатса илчӗ те, аттисене чӗриклеттерсе, алӑк патнелле чӗрне вӗҫҫӗн тӗплеттерчӗ. Анчах ӑна ҫийӗнчех, суян курӑнас мар тенӗн пулас, сасартӑк ытла та хаярланса кайнӑ командир сасси чарса тӑратрӗ:

— Тӑхта, кил кунта, шуйттанла пӑрӑҫ пуракӗ… Жидсем патне чупса каятӑн-и ӗнтӗ? Э? Вексельсем ҫырма? Эх, эсӗ, ӑссӑр-тӑнсӑр, ухмахла пуҫ эсӗ… Ну, ме эппин, пӗверне эсремет кӗрсе ларасшӗ. Пӗрре, иккӗ… пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ… Виҫҫӗр. Урӑх пултараймастӑп. Май пур чухне паратӑн. Фу, шуйттан, мӗнле ирсӗрле хӑтланатӑр ҫак эсир, капитан! — сассине ҫӳлтен ҫӳле хӑпартса пырса, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ полковник. — Кунашкал тума нихӑҫан та хӑю ҫитернӗ ан пултӑр! Путсӗрлӗх ку!.. Ҫапах та марш, марш, марш! Явӑл патне-с, явӑл патне-с. Ыр сунатӑп-с.
Малти пӳлӗме йӑлт хӗремесленсе кайнӑ, сӑмсипе тӑнлавӗсем ҫинче пӑчӑр-пӑчӑр тар пӗрчисемлӗ, именсе, пач улшӑнса ларнӑ питлӗ, пӗчӗк пӳллӗ Световидов капитан тухса тӑчӗ.
Сылтӑм алли унӑн кӗсйинчеччӗ, вӗр-ҫӗнӗ хут укҫасене турткалашуллӑн чӑкӑртаттаратчӗ. Ромашова курсан, урисене вӑл хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн вӗтӗртеттерчӗ, мыскараҫӑлла суя кулӑпа хихиклетрӗ те подпоручик аллине хӑйӗн нӳрӗ, вӗри, чӗтӗрекен аллипе хыттӑн ҫатӑрласа тытрӗ. Куҫӗсем ун тармаклӑн та пӑлханчӑклӑн чупкаларӗҫ, ҫав вӑхӑтрах тата Ромашова хыпашласа тӗрӗсленӗ пек те пулчӗҫ: илтнӗ-и вӑл е ҫук-и?

— Хаяр! Тигр евӗрех! — йуҫӗпе кабинет еннелле яланчӑклӑн та мӗскӗннӗн сӗлтсе, пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Анчах тем мар! — Световидов икӗ хутчен хӑвӑрттӑн та пӑлханчӑклӑн хӗрес хыврӗ. — Тем мар. Мухтав сана, пӳлӗхҫӗ, мухтав сана, пӳлӗхҫӗ!

— Бондаренко! — кӑшкӑрчӗ те полк командирӗ стена хыҫӗнчен, унӑн мӑн сасси ҫавӑнтах ҫуртри мӗнпур кӗтесе, ҫурӑк-ҫарӑк таранах, тултарса лартрӗ, малти пӳлӗмӗн ҫӳхе хӑшт вара силленсе, чӗтӗренсе кайнӑнах туйӑнчӗ. Вӑл, хӑйӗн хӑватлӑ карланкине шанса, нихӑҫан та шӑнкӑравпа усӑ курмасть. — Бондаренко! Кам пур унта тата? Кӗме кала.

— Арӑслан пекех! — пӑшӑлтатрӗ Световидов чалӑш кулӑпала. — Сыв пулсамӑр, поручик. Мунчи тутлӑ пултӑр.

Алӑкран тиншӗк йӑкӑртатса-йӑрӑлтатса тухрӗ — чӑннипех те командир тиншӗкӗччӗ ӗнтӗ: ыррӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗркке сӑн-пит, ҫӳҫне, ҫу сӗрсе, айккинчен уйӑрса туранӑ, шур ҫипрен ҫыхнӑ перчеткепелен.

— Вӗсен высокоблагородийӗ сирӗн благородие ыйтаҫҫӗ, — терӗ вӑл хисеплӗ сасӑпа, ҫав вӑхӑтрах тата чӑрсӑррӑн та, куҫне кӑштах хӗснӗскер, подпоручика тӳп-тӳррӗн тӗллесе пӑхса.

Кабинет алӑкне вӑл хӑяккӑн тӑрса уҫрӗ, хӑй, ҫул парса, хыҫалалла чакрӗ. Ромашов кӗчӗ.

Шульгович полковник сулахайри кӗтесре, сӗтел хушшинче, ларатчӗ. Вӑл сӑрӑ тужуркӑпа, ун айӗнче йӑлтӑртатса тӑракан питӗ чаплӑ кӗпе курӑнать. Ашлӑ хӗрлӗ аллисем йывӑҫ креслӑн пӗкечисем ҫинче выртаҫҫӗ. Ватӑлма пуҫланӑ тем пысӑкӑш пичӗ, пуҫӗнчи шӑртланса тӑракан кӑвак кӗске ҫӳҫӗпе те савӑл пек кастарнӑ кӑвак сухалӗпе пӗрле, сивлек те хаяр. Тӗссӗр ҫутӑ куҫӗсем тӑшманла пӑхаҫҫӗ. Подпоручик тайӑлса сывлӑх суннине хирӗҫ вӑл кӗскен ҫеҫ пуҫ сӗлтрӗ. Ромашов сасартӑк ун хӑлхинче кӗмӗлрен хӗреспе ҫурма уйӑх евӗр тунӑ алка пуррине асӑрхарӗ те: «Ку алкана эпӗ халиччен курманччӗ-ха», — шутларӗ ӑшӗнче.

— Аван мар-с, — хырӑм тӗпӗнченех янласа тухрӗ тейӗн, хӑрлатакан баспа пуҫларӗ те вӑрӑм пауза турӗ командир. — Намӑсла-с! — тӑсрӗ вӑл, сассине ӳстерсе. — Службӑра пурӗ те виҫӗ кун ҫеҫ-ха, хӑвӑр вара хӳрепе выляма хӑтланасшӑн. Сирӗнпе кӑмӑлсӑр пулма сӑлтавсем самаях ҫителӗклӗ манӑн. Чимӗр ара, мӗне пӗлтерет ку? Полк командирӗ ӑна асӑрхаттару тӑвать, вӑл пур, мӗскӗн прапорщик, фендрик, темле ӑҫтиҫуках хирӗҫлеме ирӗк ҫитерет. Йӗркесӗрлӗх! — полковник сасартӑк хӑлхана хупласа хураслах вӑйлӑн кӑшкӑрса ячӗ те Ромашов шартах сикрӗ. — Ним шутласа тӑмасӑр! Аскӑнлӑх!

Ромашов тӗксӗммӗн айккинелле тинкернӗччӗ, ӑна халь, куҫне куҫарттарса, полковника питӗнчен пӑхтармашкӑн тӗнчере нимӗнле, пӗр нимӗнле вӑй та хистеме пултараяс ҫуклӑн туйӑнчӗ. «Ӑҫта манӑн Эпӗ? — сасартӑк йӗкӗлтешӳллӗн вӗҫсе илчӗ унӑн пуҫӗнче. — Эсӗ акӑ тӳп-тӳррӗн тӑсӑлса тӑмалла та ним чӗнмесӗр хытмалла».

— Ман пата мӗнле-мӗнле майсемпе ҫитнине эпӗ ӗнтӗ сире каласа памастӑп, анчах эсир ӗҫни маншӑн пӗтӗмпех паллӑ. Ниҫта шӑнӑҫман киревсӗрлӗх ку. Ача-пӑча, шкултан тин ҫех тухайнӑ сар сӑмсаллӑ Чӗпӗ, ҫавӑ вара пухура чи пӑрахӑҫ атӑҫӑ пекех ӗҫе-ӗҫе лартать. Эпӗ, пепкеҫӗм, мӗнпурне пӗлетӗн, манран нимӗн те пытарӑнаймасть. Нумай-нумай япала паллӑ маншӑн, вӗсем ҫинчен эсир пӗтӗмпе тавҫӑрса та илейместӗр. Мӗнех, тайлӑк ҫулпа чуптарассӑр килет-тӗк — сирӗн ирӗк. Анчах юлашки хут калатӑп сире: тӑна илӗр ман сӑмахсене. Ҫаплалла пулать вӑл яланах, тусӑм: черккепелен пуҫлаҫҫӗ, унтан тепре, унтан вара пӑхатӑн та — пурнӑҫне хӳме айӗнче вӗҫесе те хураҫҫӗ. Ҫирӗппӗн кӗртсе лартма тӑрӑшӑр ҫакна хӑвӑр пуҫӑра-с… Кунсӑррӑн тата, пӗлсе тӑрӑр: эпир тӳсӗмлӗ, анчах пирӗштин те чӑтӑмӗ пӗтме пултарать… Астӑвӑр, пире виҫерен тухасси патне илсе ан ҫитерӗр. Эсир пӗччен, офицерсен обществи вара — пысӑк йышлӑ пӗр-пӗтӗм ҫемье. Апла-тӑк, кирек хаш вӑхӑтра та мӗн-ҫке-ха… хӳререн хаплаттар та компанирен ваштӑр ҫех тутар.

«Эпӗ тӑратӑп, эпӗ чӗнместӗп, — полковник хӑлхинчи алкана куҫ илмесӗр пӑхса, салхун шухӑшларӗ Ромашов, — манӑн ӗнтӗ тытмалла та каласа ҫеҫ хумалла: эпӗ хам та ҫав ҫемйене хисеплеместӗп, хуть те халех унран хӑтӑлса тухма, запаса кайма хатӗр, темелле. Калас-и? Хӑяйӑп-и эпӗ?»

Ромашов чӗри каллех картлатса сикрӗ те тапӑртатса тапма пуҫларӗ, вӑл ӗнтӗ, сӗлекине ҫӑтса ярса, тутисемпе темле халсӑр хускану та тукаларӗ, анчах ҫав-ҫавах хытса тӑчӗ.

— Сирӗн хӑтланӑвӑрсем-ха вӗсем, пӗтӗмӗшпе илсен… — касса татакан сасӑпа малалла тӑсрӗ Шульгович, — Пӗлтӗр акӑ эсир, ҫулталӑк та службӑра пулма ӗлкӗреймесӗрех, тӗслӗхрен, отпуск пама ыйтсаттӑр. Аннӗр чирӗ пирки каласаттӑр темӗскер, унӑн темле ҫырӑвне кӑтартсаттӑр ҫавӑнта… Мӗнех, хам офицера эп, ӑнланатӑр-и — хам офицера, шанмасӑр тӑма хӑю ҫитерейместӗп. Эсир калатӑр иккен — анне, тетӗр, ан тив, аннех пултӑр. Мӗнех, тӗрлӗрен килсе тухать. Анчах пӗлетӗр-и — темле пӗрин ҫумне пӗри ҫакӑ пӗтӗмпех, вара, ӑнланатӑр…

Ромашов паҫӑртанпах туять ӗнтӗ: сылтӑм чӗркуҫҫийӗ унӑн малтан кӑшт ҫеҫ палӑрмалла, унтан хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ чӗтӗреме тапратрӗ. Юлашкинчен хӑйпе хӑй хускалнӑ ҫав нервӑллӑ турткалашу чарма ҫукла пулса кайрӗ те пӗтӗм ӳт-пӳ сиксе тӑрӑлтатмах пуҫларӗ. Питӗ мелсӗрччӗ те питӗ илемсӗрччӗ ку, ҫавӑнпах пуль Ромашов, вӑтана-вӑтанах, Шульгович ҫакна хӑйӗнчен хӑранипе чӗтӗренӗ евӗр йышӑнма пултарасси пирки шухӑшларӗ. Анчах полковник ун амӑшӗ ҫинчен калаҫу хускатса ярсан, юн сасартӑках Ромашов пуҫне вӗри, ӳсӗртсе яракан юхӑмпа килсе капланчӗ, чӗтӗрев те вара самантрах пӗтрӗ. Вӑл куҫӗсене пӗрремӗш хут ҫӳлелле ҫӗклерӗ те Шульговича курайманлӑхпа, ҫирӗп те чӑрсӑр сӑнпала — куна вӑл хӑй пичӗ ҫинче ҫапларах туйрӗ — сӑмси кӑкӗнченех тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ, ҫаках тата пӑхӑнса тӑракан пӗчӗк ҫынна хаяр начальникран уйӑрса пайланӑ тем пысӑкӑш пусмана туххӑмрах пӗтерсе тӑкнӑ пек те пулчӗ. Каркӑҫсемпе хупласа хучӗҫ тейӗн, пӗтӗм пӳлӗм сасартӑк тӗттӗмленсе ларчӗ. Командирӑн ҫара сасси темӗнле тарӑн авӑра татӑлса анчӗ. Ытла та тискер тӗттӗмпе шӑплӑх чикки йӑтӑнса ҫитрӗ — ним шухӑшсӑр, нимӗнле кӑмӑл-тӗллевсӗр, тулашри нимле курӑмлӑхсӑр, ӑҫтан та пач ҫук евӗр хутлӑх, унта пурӗ те пӗртен-пӗр ӗненӳ ҫеҫ — халех ак, ҫак минутрах, мӗн-тӗр тивӗҫсӗрри, тӳрлетмелле марри, ҫав тери усал япала пулма пултарассине шантаракан хӑрушӑ ӗненӳ. «Халӗ эпӗ ӑна ҫӑлатӑп», — таҫтан-тулашран пӑшӑлтатрӗ сасартӑк Ромашова хӑлхинчен темӗнле ют, ӑнланса пӗтерме ҫукла сасӑ, Ромашов вара куҫӗсене васкамасӑр ватӑ, самӑр, пысӑк питлӗ хӑлхари хӗреслӗ те ҫурма уйӑхлӑ кӗмӗл алка ҫине куҫарчӗ.

Унтан, тӗлӗкри евӗр, ҫакна лайӑххӑн ӑнланмасӑрах, черетпеле темӗн те улшӑнса тӑнине курчӗ вӑл Шульгович куҫӗсенче: тӗлӗнӳ, сехӗрленӳ, пӑшӑрхану, хӗрхенӳ… Ромашов чунне ҫав тери хаяррӑн та ҫав тери ӑнсӑрттӑн ҫавӑрса илнӗ ухмахла хум — вӑл пурӗпӗрех пулмаллаччӗ, унсӑрӑн иртместчех — сасартӑк ӳкрӗ, ирӗлсе ҫухалчӗ, аяккалла сирпӗнсе кайрӗ. Ромашов, ыйхӑран вӑраннӑ чухнехи пек, тарӑннӑн та хыттӑн хашлатрӗ. Ун куҫӗ умӗнче ҫийӗнчех пурте-пурте ансат та яланхи евӗр пулса тӑчӗ.

— Фу, шуйттан… мӗнлерех кӳренӗҫлӗ эсир… — пӑлханчӑклӑн хыпкаланса, пукан ҫине кӑтартать те пач кӗтмен ҫӗртенех тӳрккесле ӑшӑлӑхпа калать ӑна Шульгович. — Ну, ларсамӑрсам-и ҫак, мур тытса каясшӗ! Ҫапла, ара… пурсӑр та ҫакнашкал акӑ эсир. Тискер кайӑк ҫине пӑхнӑ евӗр пӑхатӑр ман ҫине. Ним усӑсӑр, ним тӑрлавсӑр кӑшкӑрать, тетӗр ӗнтӗ, ват кӑркка, явӑл ярса илесшӗ. Эпӗ вара, — хулӑн сасӑра ӑшӑ, хумхануллӑ нотӑсем палӑрчӗҫ, — эпӗ вара, ырӑ ҫыннӑм, туршӑн та, сире пурсӑра та хам ачамсем пекех юрататӑп. Эсир, мӗн, эп сирӗншӗн пӑшӑрханмастӑп, тетӗр-и? Чун ыратмасть-и? Эх, господасем, господасем, ӑнланмастӑр эсир мана. Ну, юрать, ну, пӑртак вӗриленнӗ эп, ытлашширех хӑтланнӑ — старике ҫилленме май пур-и вара уншӑн? Э-эх, яш-кӗрӗм. Ну, мир — пӗтерӗпӗр. Аллӑра парӑр. Вара апата кайӑпӑр.

Ромашов ним чӗнмесӗр пуҫ тайрӗ те хӑй еннелле тӑснӑ алла, калӑплӑ, кӑпӑш та сивӗ алла, чӑмӑртарӗ. Кӳренӳ туйӑмӗ унӑн иртсе кайнӑччӗ, анчах ӑна пач та ҫӑмӑл марччӗ. Паян ирхинехи пысӑк пӗлтерӗшлӗ те мӑнаҫлӑ шухӑшсем хыҫҫӑн хӑйне вӑл халӗ пӗчӗк, мӗскӗн, шурӑхнӑ шкул ачи пек ҫеҫ, темле никам юратман, йӑваш та пӑрахӑҫа кӑларнӑ ҫапкаланчӑк евӗр кӑна туйрӗ, — ҫак улшӑну вара питӗ намӑслӑччӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл, полковник хыҫӗнчен столовӑйнелле утнӑ май, яланхи йӑлипе: «Тӗксӗммӗн шухӑша кайни ун ҫамкине йӑран евӗр йӗрсемпе картлантарчӗ», — шутларӗ хай ҫинчен виҫҫӗмӗш сӑпатра.

Шульговичӑн ача тавраш ҫукчӗ. Сӗтел патне унӑн арӑмӗ, тулли, шултра, курӑмлӑ та чӗмсӗр дама, мӑйсӑрскер те темиҫе янахлӑскер, тухрӗ. Пенсне тӑхӑннӑ тата мӑнкӑмӑллӑн пӑхкалать пулин те, пичӗ унӑн пӗрре те чаплӑ йышши марччӗ, пачах-ха, ӑна, куҫсем вырӑнне иҫӗм пӗрчисем чиксе хурса, чустаран васкаваррӑн йӑвалакаланӑ та хӑяккӑн тӑратса ҫех пӗҫеркеленӗ, тейӗн. Ун хыҫӗнчен, урисене хӑвӑрттӑн лӗкӗштеттерсе, полковникӑн аваллӑха куҫнӑ амӑшӗ, пӗчӗкскер, илтменскер, анчах тӑтӑрха, йӗпленчӗк те пӑхӑнтаруллӑ карчӑк, тӗкӗртетсе ҫитсе тӑчӗ. Куҫлӑхӗ ҫийӗпе аялалла ним ҫӳҫенӳ-туртӑнусӑр тинкерсе пӑхса, Ромашов енне вӑл хӑйӗн, ҫӗрмесӗр типнӗ ӳт татӑкӗ евӗр, йӑлт пӗркеленсе пӗтнӗ, хуралса ларнӑ пӗчӗк-пӗчӗк аллине тӑсрӗ те тӳрех тутаран тӗкрӗ. Унтан полковник енне ҫаврӑнчӗ те:
— Камскер пулчӗ-ха ку? — ыйтрӗ столовӑйра иккӗшӗсӗр пуҫне урӑх никам та ҫук чухнехи пекле сасӑпа.
— Тем астусах каймастӑп.

Шульгович ывӑҫ тупанӗсене ҫӑварӗ патне труба евӗр туса тытрӗ те карчӑка хӑлхинченех кӑшкӑрчӗ:

— Ромашов подпоручик, аннеҫӗм. Ҫав тери лайӑх офицер… Фронтовик тата питӗ маттурскер… кадет корпусӗнчен… Ах, ара-иҫ! — хыпаланса ӳкрӗ вӑл сасартӑк. — Эсир, подпоручик, пирӗннисемех, пензӑсемех, пуласчӗ?

— Шӑп та тӗрӗс, полковник господин, пензӑсем.

— Ҫапла, ҫапла… Аса илтӗм эпӗ халь. Эпир сирӗнпе ентешсем вӗт. Наровчат уесӗнченччӗ пулас?

— Шӑп та тӗрӗсех. Наровчатӑнничен.

— Ҫапла… Мӗнле маннӑ-ха куна эпӗ? Наровчат, шӑкӑрин шалча тӑрат. Эпир вара — инсарсем. Аннеҫӗм! — каллех трубалатса кӑшкӑрчӗ вӑл амӑш хӑлхинчен. — Ромашов подпоручик — пирӗннисем, пензӑсем! Наровчатран!.. Ентеш!..

— Э-э! — карчӑк куҫ харшийӗсене нумай пӗлтерӗшлӗн хускаткаласа илчӗ. — Ара, ара, ара… Ҫаплах пулӗ терӗм ҫав эпӗ… Апла-тӑк, эсир Сергей Петрович Шишкин ывӑлӗ пулса тухатӑр?

— Аннеҫӗм! Йӑнӑшрӑр! Подпоручикӑн хушамачӗ — Ромашов, пач та Шишкин мар!

— Вӑт, вӑт, вӑт… Калатӑп-ҫке-ха эпӗ… Сергей Петровича эп хӑйне пӗлеймен… Илтнӗ тӑрӑх кӑна. Петр Петрович вара ак — ӑна питех те часран-час курнӑ. Именисем юнашарах пулнӑ та-ха, ара. Питӗ, пи-итӗ кӑмӑллӑ, ҫамрӑк ҫыннӑм… Сирӗн енчен ку мухтава тивӗҫлӗ.

— Ну, халь пуҫларӗ ӗнтӗ чӗриклетме, кивелнӗ шӑнкӑрч йӑви, — терӗ полковник ҫурма сасӑпа та тӳрккесле ыркӑмӑллӑхпа. — Ларӑр, подпоручик… Федоровский поручик! — кӑшкӑрчӗ вӑл алӑкалла. — Пӗтерӗр те унта, эрех ӗҫме килӗр!..

Адьютант столовӑя хӑвӑрттӑн кӗчӗ, вӑл, нумай-нумай полкра пуҫласа янӑ йӑла тӑрӑх, ялан командирӗ патӗнче апатланать. Шпорсемпе ҫемҫен те яланчӑклӑн чӑнкӑртатса, Федоровскйй ҫимеллисем уйрӑммӑн хатӗрлесе хунӑ майолик сӗтел патне пычӗ, хӑйне валли эрех тултарчӗ те васкамасӑр ӗҫрӗ, ҫыртса ячӗ. Кӗвӗҫӳ те, темле кулӑшла пӗчӗк хисеплӗх те пурччӗ Ромашовӑн ун тӗлӗшӗпе.

— Эсир ҫуттине-и? — ыйтрӗ Шульгович. — Ӗҫетӗр вӗт?

— Ҫук. Тем пекех пысӑк тав. Ман темшӗн кӑмӑл туртмасть, — хӑйӑлти сасӑпа тавӑрчӗ те Ромашов ӳсӗрсе илчӗ.

— Пи-тӗ те ла-йӑх. Чи-чи аванни. Малашне те ҫакнашкалах пулма сунатӑп.

Кӑнтӑр апачӗ нӑкӑ та техӗмлӗччӗ. Ача-пӑчасӑр полковникпа унӑн арӑмӗ айӑпсӑр мехеле — тутлӑ ҫиессине тӗпе хуни курӑнсах тӑчӗ. Ҫамрӑк тымар-ҫимӗҫпе ешӗл курӑкран пӗҫернӗ лайӑх шӑршӑллӑ шӳрпе, ӑшаланӑ ҫупахпа пӑтӑ, вӑйлӑ самӑртнӑ килти кӑвакалпа ҫумӑр курӑкӗ — спаржа — илсе килсе пачӗҫ. Сӗтел ҫинче виҫӗ кӗленче ларчӗ — ҫуттипе, хӗрлӗ эрехпе те мадерӑпалан, — тӗрӗс, пуҫланӑскерсемччӗ ӗнтӗ тата хитре кӗмӗл пӑкӑсемпе питӗрнӗскерсем, анчах хаклӑ йышшисем, ют ҫӗршывсенче кӑларнӑ чаплӑ маркӑллисем. Полковник — паҫӑрхи тарӑху аппетитшӑн калама ҫук усӑллӑ пулчӗ тейӗн — уйрӑм тутӑлӑхпа та ҫав тери илемлӗн ҫирӗ, ҫавӑнпа ун ҫине пӑхмашкӑн питӗ кӑмӑллӑччӗ. Вӑл тӑтӑшшӑнах ытарлӑн та тӳрккессӗн шӳтлерӗ.

— Эхер те патша пулсассӑн, эпӗ яланах спаржа ҫимеллеччӗ! — хавассӑн каласа хучӗ вӑл, ҫумӑр курӑкӗ илсе килсе парсан, куҫа шартмаллах шурӑ та хытӑ салфеткӑна тужурка ҫухи ӑшне тарӑнтарах чикнӗ май.

Анчах маларах, пулӑпа муталашнӑ чухне, вӑл чӑтса тӑраймарӗ, Ромашова начальникле сасӑпа кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Подпоручик! Ҫӗҫҫе айккине пӑрса хума кӑмӑл тусамӑр. Пулӑпа котлета сенӗкпе ҫех ҫиеҫҫӗ. Аван мар-с!

Офицерӑн ҫиме пӗлмеллех. Кашни офицерах ятлӑ-чаплӑ сӗтел патне чӗнме, йыхравлама пултараҫҫӗ. Асӑрта тытӑр ҫакна.

Ромашов апат тӑршшӗпех вӑтанса-именсе, аллисене ниҫта хума пӗлеймесӗр, чылай чухне вӗсене сӗтел айӗнче тытса та ҫиттӗн ҫӳҫисенчен ҫивӗтсем ява-ява, хӑюсӑррӑн ларчӗ. Ҫемйен тӑнӑҫ-илемлӗ лару-тӑрӑвӗнчен, чипер те хӑтлӑ сӗтел-пуканран, сӗтел хушшинчи йӗркелӗхрен вӑл тахҫанах писнӗччӗ ӗнтӗ. Пӗртен-пӗр шухӑш тӑпаласа тертлентерчӗ ӑна вӗҫӗмсӗрех: «Ҫак намӑслантарса мӗскӗнлетекен апатран пӑрӑнма, хирӗҫлеме хӑю ҫитереймерӗм пулать эпӗ, йӗрӗнӗҫлӗ-ҫке-ха ку, питӗ хевтесӗрле те хӑравҫӑлла ку ман енчен. Ну юрать, эпӗ ак халех тӑратӑп та мӗнпурне пӗрле пуҫ таятӑп, тухса каятӑп. Ан тив, шутлаччӑрах хӑйсем пӗлнӗ пек. Ҫисе яраймасть вӗт-ха вӑл мана? Ман чуна, шухӑшсене, ӑстӑна туртса илеймест? Каяйӑп-ши?» Вара каллех, чӗри хуллен-хулленех йӑвашланса пынӑ май, шалти пӑлханӑва пула, ытларах та ытларах шурса, хӑйне хӑй кӳренсе, туйса илет: вӑл ҫакна тума пултараймасть.

Кофе панӑ ҫӗре каҫ хуплама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Хӗвелӗн хӗрлӗ, чалӑш пайӑркисем чӳречерен вӑркӑнса кӗчӗҫ те тӗттӗм пуснӑ шпалерсем, сӗтел ҫитти, хрусталь, апатланакансен пичӗсем ҫинче ялтӑрти пӑхӑр пӑнчӑсемпе ҫуталса выляма тапратрӗҫ. Каҫхи ҫак самантӑн темле салхурах ытарайманлӑхне путса, пурте шӑпланса ларчӗҫ.

— Ун чухне эпӗ прапорщикчӗ-ха, — калаҫма пуҫларӗ сасартӑк Шульгович, — пирӗн бригада командирӗ Феофанов генералччӗ. Чип-чипер кӑна пӗчӗкрех старик, хастар офицер, анчах хӑй кантонистсенченех марччӗ-и-ха. Астӑватӑп, пӗрре мар пулнӑ, тӗрӗслевре параппанҫӑ патне пырать те вӑл, — параппана хӑрушӑ юрататчӗ, — пырать те: «Ну-ка, тӑванам, — тет, — выляса пар мана мӗн те пулсан меланхоллӗреххине». Ҫапла. Ҫак генерал вара, хӑй патне хӑнасем пухӑнсан, яланах шӑп та шай тӗп-тӗрӗссӗн вунпӗрте ҫывӑрма каятчӗ. Хӑнисем ҫине пӑхса илетчӗ те: «Ну, — тетчӗ, — гошподашем, шийӗр, ӗшӗр, шавӑнӑр, эпӗ Нептун ытамнелле уттартӑм». Ӑна калаҫҫӗ: «Морфейӑнне, сирӗн превосходительство?»  — «Э, пурӗ-пӗрех: пурте вӗшем пӗр минералогинчен…» Эпӗ те халь ҫаплаллах тӑватӑп, господасем, — Шульгович ҫӗкленчӗ те салфеткине пукан ҫурӑмӗ ҫине хучӗ, — Нептун ытамнелле каятӑп. Эсир ирӗклӗ, офицер господасем.

Офицерсем тӑчӗҫ те яштах каҫӑрӑлчӗҫ.

«Унӑн ҫӳхе тутисем ҫинче тӑрӑхлакан, йӳҫенчӗк кулӑ палӑрчӗ», — шухӑшларӗ Ромашов, анчах пурӗ те шухӑшларӗ ҫеҫ, мӗншӗн тесен ун пичӗ ҫав минутра, шурса кӑвакарнӑскер, питех те мӗскӗнлӗччӗ.

Каллех хӑйне пӗр-пӗчченнӗн, тунсӑхлӑн, темле ют, тӗттӗм те тӑшманла ҫӗрте ҫӗтсе-ҫухалса кайнӑн туйса утрӗ килнелле Ромашов. Ӑнӑҫра каллех купаланчӑк, йывӑр, кӑвак пӗлӗтсем ӑшӗнче хӗрлӗ-сарӑ шуҫӑм ялкӑшса ҫунчӗ, Ромашова вара каллех те каллех горизонт йӗрӗнчен инҫетре-инҫетре, ҫуртсемпе уйсем хыҫӗнче, илемпе, чеченлӗхпе те телейпе тулӑх пурнӑҫлӑ, фантастикӑлла капӑр хула пур пекех курӑна-курӑна кайрӗ.

Урамсенче хӑвӑрт тӗттӗмленсе пычӗ. Шоссе тӑрӑх еврей ачисем шари те шари ҫуйӑхса чупкаларӗҫ. Ӑҫта-тӑр тӑпрассем ҫинче, хапхасем умӗнче, калинккесем патӗнче, садсенче хӗрарӑм кулли янӑрарӗ, янӑрарӗ пӗр чарӑнмасӑр та хӗтӗртӳллӗн; темле вӗри, выльӑхла, савнӑҫлӑ чӗтӗревпеле, кунашкал вӑл пурӗ те ҫуркунне пуҫламӑшӗнче ҫех янӑрама пултарать. Ромашов чунӗнче вара, лӑпкӑ, шухӑшлӑ салхулӑхпа пӗрлех, ӑнланма ҫук тӗтреленчӗк асаилӳсемпе нихӑҫан пулман телее тата иртсе кайнӑ ҫуркуннесене, пушшех те хитререхскерсене, шеллес, хӗрхенес килнисем ҫурала-ҫурала тӑчӗҫ, чӗринче — таҫта амаланакан юратӑвӑн уҫӑмсӑр та пылак сисӗмӗ йӑшӑлтатрӗ…

Вӑл килне пырса кӗнӗ чух Гайнан хӑйӗн тӗттӗм чӑланӗнчеччӗ, Пушкин бюсчӗ умӗнче ларатчӗ. Аслӑ поэт, ҫӑвӑннӑ тейӗн, йӑлтах ҫу ӑшӗнчеччӗ, умӗнче ҫунакан ҫуртаран ун сӑмси, хулӑн тутипе шӑнӑрлӑ мӑйӗ ҫине йӑлтӑрти яка пӑнчӑсем ӳке-ӳке тӑратчӗҫ. Гайнанӗ хӑй, уншӑн кравать вырӑнне шутланакан виҫ хӑма ҫине туркӑлла вырнаҫнӑскер, каллӗ-маллӗ сулкаланса, темӗскер тӑсмаккӑн та пӗр евӗррӗн нӑйласа мӑкӑртатать.

— Гайнан! — кӑшкӑрса чӗнчӗ ӑна Ромашов. Тиншӗк шарт сикрӗ, кравать ҫинчен вӑшт ҫеҫ сирпӗнчӗ те каҫӑрӑлса тӑчӗ. Ун пичӗ ҫинче хӑранипе пӑлханса, аптӑраса ӳкни палӑрчӗ.

— Аллах? — юлташла ыйтрӗ Ромашов.

Ҫармӑсӑн ачанни пек мӑйӑхсӑр ҫӑварӗ, тӑсӑлса-тӑсалса, пӗтӗмӗшпех вӑрӑм кулла ҫаврӑнчӗ, ҫавна пула ун калама ҫук лайӑх шӑлӗсем вут ҫутинче ялтӑр ҫиҫсе илчӗҫ.

— Аллах, сирӗн благородия!

— Ну, ну, ну… Ларсамах атя, ларсам, — Ромашов тиншӗке хулпуҫҫийӗнчен ӑшшӑн сӑтӑркаласа лӑпкарӗ. — Пурӗпӗрех, Гайнан, санӑн аллах, манӑн аллах. Пӗр аллах, тӑванӑм, мӗнпур ҫыннӑн.

«Ырӑ, хӳхӗм Гайнан, — хӑй пӳлӗмнелле утнӑ май, шухӑшларӗ подпоручик. — Эп вара акӑ ун аллине чӑмӑртамашкӑн хӑю ҫитерейместӗп. Ҫапла, пултараймастӑп, хӑяймастӑп. О, шуйттан! Паянтанах хамӑн тӑхӑнса хывӑнма пуҫлас пулать. Сысналӑх вӑл ху тӑвассине урӑх ҫынна тутарни».

Ҫак каҫ вӑл пухӑва каймарӗ, ещӗкрен вӗтӗ-вӗтӗ саспаллисемпе кукӑрӑлчӑклӑн эрешлесе тултарнӑ йӗрлӗ-йӗрлӗ хулӑн тетраде илчӗ те сӗм-ҫӗрлечченех ҫырса ларчӗ. Ромашов тӗрлесе кӑшкарлакан «Юлашки синкерлӗ дебют» ятлӑ виҫҫӗмӗш, шутпала пӑхсан, повеҫчӗ ку. Подпоручик хӑйӗн литература аппаланӑвӗсенчен хӑй те вӑтанатчӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсем тӗлӗшпе, хуть те мӗн тусан та, тӗнчере никам умӗнче йышӑнман, никама каламан пулӗччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней