Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVI сыпӑк

Раздел: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Источник: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Добавлен: 2019.11.23 14:16

Предложений: 377; Слово: 4325

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Половцевпа Лятьевский ҫаплах Яков Лукичӑн малти пӗчӗк пӳлӗмӗнче кичемлӗхпе тата ӗҫсӗр аптраса лараҫҫӗ, ҫапла вӑрӑм кун-ҫӗре ирттереҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра вӗсемпе ҫыхӑну тытса тӑракансем темшӗн сайрарах килме пуҫларӗҫ, крайри восстани центрӗн ахаль кӑна пулин те лайӑх ҫыпӑҫтарнӑ пакечӗсенчи сӑмахсем вӗсемшӗн тахҫанах хӑйсен хакне ҫухатрӗҫ ӗнтӗ…

Нумай вӑхӑт тухмасӑр пурӑнма тивнине Половцев ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерет-ха, вӑл хӑйне лӑпкӑрах тытнӑ пек туйӑнать, анчах Лятьевскин тӳсӗмӗ ҫитменни палӑрсах тӑрать тата кашнинчех хӑйне евӗрлӗ палӑрать: е, хӑй умӗнчи стена ҫине сӳннӗ куҫпа пӑхса, талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест вӑл, е чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатать, ун пек чух вара Половцев, шӑрӑххине пӑхмасӑр, буркипе пуҫ ҫийӗнченех витӗнсе выртать, вӑхӑт-вӑхӑт унӑн, ура ҫине тӑрса, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларас та Лятьевскин тирпейлӗ туранӑ пуҫне касса ывӑтас килет. Пӗррехинче, тӗттӗмленсен, Лятьевский пӳртрен систермесӗр тухса шурӗ те тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ пӗр ҫӗклем нӳрлӗ чечек йӑтса килчӗ.

Пӗрле пурӑнакан ҫын ҫухалнипе пӑшӑрханнӑ Половцев ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ, тем пек хумханчӗ, тултан кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасса та тимлесе тӑнларӗ. Каҫхи сулхӑн шӑрши ҫапнӑ, уҫӑлса ҫӳренипе хавхаланнӑ савӑк Лятьевский алкумӗнчен шыв тултарнӑ витре илсе кӗчӗ те, асӑрханса, чечеке унта лартрӗ. Пӑчӑ пӳлӗме сар чечек, табак, ҫӗрлехи ҫеҫпӗл тата Половцев пӗлмен темле чечексен тутлӑ шӑрши ӳсӗртсе ямалла сарӑлчӗ, — кунта вара кӗтмен япала пулса иртрӗ: Половцев, хурҫӑ пек ҫирӗп есаул, чечексен манӑҫа тухма пуҫланӑ шӑршине пӗтӗм кӑкӑрпа ҫӑтса илсе, сасартӑк макӑрса ячӗ… Ирхи ӗнтрӗкре вӑл хӑйӗн шӑршланса кайнӑ койки ҫинче питне тарлӑ ал тупанӗсемпе хупласа выртрӗ, вара, ӗсӗклени аптӑратса ҫитерсен, стена ҫумнелле варт! ҫаврӑнчӗ те минтер кӗтессине пӗтӗм вӑйпа ҫыртса лартрӗ.

Малти пӳлӗмӗн ӑшӑ урайӗнче Лятьевский ҫара урисемпе шӑппӑн пусса утса ҫӳрет. Унӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ, вӑл кӑшт илтӗнмелле оперетӑсенчи арисене шӑхӑрса юрлать, хӑйне ним те илтмен, ним те асӑрхаман пек тыткалать…

Вун пӗр сехетсенче, кӗске те йывӑр ыйхӑран вӑрансан, ыйтмасӑр тухса кайнӑшӑн Половцев Лятьевские хытӑ ятласшӑнччӗ, анчах вӑрҫас вырӑнне вӑл ҫапла каларӗ:

— Витрери шыва улӑштарсан аван пулӗччӗ… шанса каяҫҫӗ…

— Халех пурнӑҫлатӑп, — савӑнӑҫлӑн тавӑрчӗ Лятьевский.

Вӑл пӗр кӑкшӑм сивӗ шыв илсе кӗчӗ, витрери ӑша шыва урайне тӑкрӗ.

— Чечексене ӑҫтан тупрӑр эсир? — ыйтрӗ Половцев. Кӑмӑлӗ ытла ҫемҫелнӗшӗн вӑл хӑйне аван мар туять, ҫӗрле куҫҫуль юхтарнӑшӑн вӑтанать, ҫавӑнпа айккинелле пӑхать.

Лятьевский хул пуҫҫине сиктерсе илчӗ:

— «Тупнӑ» тени — ытла ҫемҫен калани пулать, Половцев господин. «Вӑрланӑ» тени — ытларах, анчах тӗрӗсрех. Шкул патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чух манӑн туйӑма тыткӑна илнӗ тутлӑ шӑрша сисрӗм те, Шпыня учителӗн пӳрт умӗнчи пахчине кӗрсе кайрӑм, унта вара, хамӑрӑн йӗрӗнчӗк пурнӑҫа кӑшт та пулин илемлетме тесе; икӗ клумбӑна та ҫурмашар тӑпӑлтарса тухрӑм. Сире валли малашне те чӗрӗ чечексем илсе килме сӑмах паратӑп.

— Ҫук, кирлӗ мар!

— Этемӗн хӑш-пӗр туйӑмӗсене эсир пӗтӗмпех ҫухатман-ха, — шӑппӑн тӗксе каларӗ Лятьевский, Половцев ҫине шӑтарас пек пӑхса.

Лешӗ шарламарӗ, илтмӗш пулчӗ…

Вӗсенчен кашниех хӑйӗн вӑхӑтне тӗрлӗ майпа ирттерет: Половцев сӗтел хушшинче сехечӗ-сехечӗпе вараланса пӗтнӗ хулӑн картсене платна пӳрнисемпе сара-сара хурать, Лятьевский, вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑр, кашни сӑмаха ҫӑвар тулли каласа, хӑй аллинчи пӗртен-пӗр кӗнекине — Сенкевичӑн «Камо грядеши?» кӗнекине — ҫирӗммӗш хут вулать.

Хӑш чухне Половцев, картне пӑрахса, урисене калмӑкла хуҫлатса, урайнех ларать те, брезент татки сарса хурса, ахаль те пит таса ручной пулемета салатса тӑкса тасатать, унӑн кашни пайне тутӑр таткипе сӑтӑрать, вӗрипе ӑшӑннӑ пӑшал ҫӑвӗпе сӗрет, унтан, пулемет ҫине ытараймасӑр пӑхса, ӑна каллех пуҫтарать, сарлака ҫамкаллӑ пуҫне енчен еннелле суллать. Унтан вара, ассӑн сывласа илсе, пулемета ҫав брезент таткипе чӗркет, ӑна койка айне тирпейлӗн хурать те, дисксене сӗрсе, ҫӗнӗрен авӑрлать, вара, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, тӳшек айӗнчен хӑйӗн офицер хӗҫне туртса кӑларать, хӗҫ ҫивӗчӗшне пуҫ пӳрне чӗрни ҫинче сӑнаса пӑхать, тӗксӗм ҫутӑпа йӑлтӑртатакан хурҫа типӗ хӑйрапа сыхлануллӑн, темиҫе хут сӑтӑркаласа илет. «Бритва пекех!» — мӑкӑртатать вӑл кӑмӑллӑн.

Ҫакнашкал минутсенче Лятьевский, кӗнекине хурса, пӗртен-пӗр куҫне хӗссе илет, мӑшкӑлласа кулма пӑхать:

— Санӑн ухмахлӑху тӗлӗнтерет мана, калама ҫук тӗлӗнтерет! Ухмахӑн пӗр юрӑ тенӗ пек, эсир мӗн ҫаплах хӑвӑр селедкӑрпа лапӑртататӑр? Халӗ вӑтӑрмӗш ҫул пулнине ан манӑр, хӗҫсен, сӑнӑсен, вут чуллӗ пӑшалсен тата ытти тимӗр таткисен ӗмӗрӗ тахҫанах иртсе кайнӑ. Иртнӗ вӑрҫӑра, юратнӑ тусӑм, пурне те артиллери татса панӑ, лашаллӑ е унсӑр салтаксем мар. Пулас тытӑҫусемпе вӑрҫӑсем епле пӗтессине те вӑлах татса парӗ. Артиллерист пулнӑ май, эпӗ ҫакна татӑклӑн ҫирӗплетсе калатӑп!

Половцев, яланхи пекех, ҫамки айӗн пӑхать, сӑмахсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса:
— Эсир восстание тӳрех гаубица батареисем пенипе е ӗҫлӗ салтаксемпе пуҫлама шутлатӑр-и? — тет.
— Мана малтанлӑха пӗр виҫӗ дюймлӑ батарея та пулин парӑр эсир, вара эпӗ хӗҫе кӑмӑлпах Островнов арӑмӗ патне хӑварнӑ пулӑттӑм, анчах халлӗхе ҫӑвар та ан уҫӑр-ха эсир, чаплӑ йӑхӑн пакӑлтийӗ! Сирӗн сӑмахӑрсем мана хӑсас килтереҫҫӗ. Иртнӗ вӑрҫӑра артиллери мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен эсир мана мар, Польша улпучӗсен хӗрӗсене каласа парӑр. Эсир манпа яланах йӗрӗннӗ пекрех калаҫма хӑтланатӑр, анчах кӑлӑхах ку, аслӑ Польша Ҫынни. Эсир мӗнле сасӑпа калаҫнинчен, сирӗн калаҫусенчен усал шӑршӑ перет. Сӑмах май илсен, ҫирӗммӗш ҫулсенче сирӗн патшалӑх ҫинчен ҫапла калатчӗҫ вӗт-ха: «Польша ҫӗрмен-ха, анчах шӑршӑ кӑларчӗ»…

Лятьевский хурланса кӑшкӑрчӗ:

— Турӑҫӑм, ӑс-тӑн епле чухӑнланнӑ! Карт та хӗҫ, хӗҫ те карт… Ҫур ҫул хушшинче эсир пӗр пичетленӗ сӑмах вуламан вӗт. Епле тискерленсе кайнӑ-ха эсир! Анчах тахҫан ӗлӗк вӑтам шкулти учитель пулнӑ вӗт-ха…

— Кирлӗ пулнипе учитель пулнӑ, юратнӑ пан! Ытла кирлӗ пулнипе!

— Сирӗн Чеховӑн казаксем ҫинчен ҫырнӑ калав пурччӗ пулмалла-ха. Хӑй хуторӗнче ҫав тери тӗттӗм те тӑнсӑр казак-улпут пурӑнать, унӑн икӗ ҫитӗннӗ ухмах ывӑлӗсем пӗр ӗҫ ҫеҫ пӗлеҫҫӗ: вӗсенчен пӗри килти автансене ҫӳлелле ывӑтать, тепри ҫав автансене пӑшалпа перет. Кашни кун ҫапла: кӗнекесӗр, культура ыйтӑвӗсемсӗр, мӗнле те пулсан ӑс-тӑн интересӗсемсӗр… Хӑш чухне мана эсир ҫав икӗ ывӑлтан пӗри пулнӑ пек туйӑнатӑр… Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп пулӗ?

Половцев чӗнмерӗ, вӑл хӗҫӗн хурҫи ҫине сывлать, ун ҫинчи кӑвакрах сӗм епле сарӑлса майӗпен пӗтсе пынине сӑнать, унтан вара хӗҫе сӑрӑ толстовка аркипе шӑлать те ӑна кивӗ йӗнне сыхлануллӑн, ҫемҫен чиксе хурать.

* * *

Анчах вӗсен хушшинче сасартӑк сиксе тухакан калаҫусемпе кӗске перкелешӳ ялан ҫапла лӑпкӑн вӗҫленмеҫҫӗ. Сайра хутра ҫеҫ уҫӑлтаракан малти пӳлӗмре пӑчӑ; шӑрӑх ҫанталӑк вӗсен Островнов ҫуртӗнчи мӗскӗнле пурнӑҫне пушшех те йывӑрлатать, Половцев час-часах, тарпа шӑршланнӑ нӳрлӗ вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑрса, хыттӑн мар: «Тӗрме! Пӗтетӗп эпӗ ҫак тӗрмере!» — тесе хӑрӑлтатать; ҫав ачаш мар сӑмаха вӑл ҫӗрле те, тӗлӗкре, час-часах калать. Пӗррехинче ҫакӑнпа тарӑхса ҫитнӗ Лятьевский ӑна ҫапла каласа хучӗ:

— Половцев господин, ахаль те чухӑн лексиконӑрта сирӗн пӗр «тӗрме» сӑмах ҫеҫ юлнӑ тесе шутлама пулать. Эсир ҫав турӑ ҫурчӗшӗн ҫав тери тунсӑхласа ҫитрӗр пулсан, эпӗ сире ырӑ канаш паратӑп: паянах районти ГПУ-на кайӑр та, хӑвӑра пӗр ҫирӗм ҫулран кая мар тӗрмене вырнаҫтарма ыйтӑр. Шантарсах калатӑп сире: хӑвӑр мӗн ыйтнине ҫырлахтараҫҫех унта!

— Ку мӗн тата? Полякла шут туни-и? — кӑмӑлсӑррӑн йӑл кулса ыйтрӗ Половцев.

Лятьевский хул пуҫҫине сиктерсе илчӗ.

— Эсир манӑн ҫивӗч сӑмаха пуклак тесе шутлатӑр-и? Эсир выльӑх, — терӗ Половцев ним пулман пек.

Лятьевский каллех хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ, кулса ячӗ:

— Пулӗ те. Анчах эпӗ сирӗнпе пӗрле пит вӑрах пурӑнатӑп та, этем сӑнарне ҫухатма пултарнинчен тӗлӗнмелли те ҫук…

Ҫак харкашу хыҫҫӑн вӗсем виҫӗ талӑк хушши пӗр-пӗрне сӑмах та чӗнмерӗҫ. Анчах тӑваттӑмӗш кунӗнче вӗсене ирӗксӗрех калаҫма тиврӗ.

Ир-ирех, Яков Лукич ӗҫе кайиччен, кил картине икӗ палламан ҫын килсе кӗчӗҫ, пӗри — резинӑланӑ ҫӗнӗ пальто, тепри — пашликлӗ вараланчӑк брезент плащ тӑхӑннӑ. Пирвайхи хул айне тулли пысӑк портфель хӗстернӗ, тепри хул пуҫҫийӗ ҫине чӗн ҫӳҫеллӗ чӑпӑркка ҫакса янӑ. Тахҫанах калаҫса татӑлнӑ йӗркепе, Яков Лукич, килнӗ ҫынсене кантӑкран курса, алкумне хӑвӑрт кӗчӗ те Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗм алӑкне икӗ хут шаккаса илчӗ, вара, мӑйӑхне якаткаласа, крыльца ҫине мӑнаҫлӑн тухса тӑчӗ.

— Эсир ман пата-и, ырӑ ҫынсем? Е сире колхоз ампарӗнчен мӗн те пулин кирлӗ пулчӗ-и? Камсем эсир? Килнӗ ҫынсем-и?

Портфель йӑтнӑ патвар та кӗрнеклӗ ҫын, кӑмӑллӑн йӑл кулса, кӳпшеке пит ҫӑмартисене хӗрарӑмла путӑклантарса, аллипе кивӗ картус сӑмсине тӗксе илчӗ те:
— Кил хуҫи эсир пулатӑр-и ҫак? — терӗ.
— Сывлӑх сунатпӑр, Яков Лукич. Сирӗн пата пире хӑвӑр кӳршӗсем ячӗҫ. Эпир — выльӑх хатӗрлекенсем, шахтӑра ӗҫлетпӗр, шахтерсем валли апатлӑх аш-пӑш хатӗрлетпӗр, тес пулать. Укҫа лайӑх тӳлетпӗр, государство хатӗрлевӗн хакӗнчен ытларах. Пирӗн шахтерсене тутлӑрах та пӗр таттисӗр тӑрантармалла, ҫавӑнпа хаклӑрах тӳлетпӗр. Эсир колхозри завхоз-ҫке, ҫавӑнпа пире мӗн кирлине ӑнланмалла… Анчах колхоз ампарӗнчен ним те кирлӗ мар пире, эпир килте усракан выльӑхсене, ҫавнашкалах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакансен выльӑхӗсене туянатпӑр. Пире сирӗн пӗр ҫулхи тына пур терӗҫ. Тен, сутатӑр? Хак пирки тытӑнса тӑмастпӑр эпир, самӑрлӑхӗ кӑна ҫиттӗр унӑн.

Яков Лукич, пасарсем тӑрӑх ҫӳриччен ҫак уҫӑ кӑмаллӑ хатӗрлевҫӗсенчен ытларах илме пуласса шанса, куҫ харшине пӗр чӗнмесӗр хыҫса илчӗ, унтан вара хаклашма юратакан ҫынсем пек, ҫапла тавӑрчӗ:

— Сутмалли тына пӑру ҫук манӑн.

— Тен, ҫапах та курӑпӑр ӑна, хакӗ пирки килӗшӗпӗр унта. Татах калатӑп сире: эпир ытларах тӳлеме те хатӗр.

Яков Лукич самантлӑха чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан уссине якаткаласа илчӗ те, мӑнаҫлӑрах курӑнас тесе пулмалла, сӑмахсене тӑстарса, анчах хӑйне хӑй каланӑ пек:
— Тына пӑру пур манӑн, самӑр, йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать! — терӗ.
— Анчах вӑл хама кирлӗ: ӗне ватӑлчӗ, улӑштармалла, сӗт, хӑйма парас енӗпе вара ӑрачӗ пит лайӑх. Ҫук, юлташсем, сутмастӑп!

Портфель йӑтнӑ кӗрнеклӗ ҫынӗ шанӑҫа ҫухатнипе ассӑн сывласа илчӗ:

— Мӗн тӑвӑн-ха, хуҫа хӑй пӗлет ӗнтӗ… Каҫарӑр пире, тавара ытти ҫӗрте шырӑпӑр. — Вара вӑл, лутӑрканнӑ картус сӑмсине татах тепӗр хут ҫавӑрнӑҫусӑр тӗксе илсе, кил картинчен тухса кайрӗ.

Патмар, ытла сарлака хул пуҫҫиллӗ кӗтӳҫӗ те, чӑпӑрккине выляткаланӑ май пӗр тимлемесӗр тенӗ пек кил картине, пӳрт-ҫурта, пӳрт кантӑкӗсене, маччана улӑхмалли ҫӑт хупнӑ алӑка пӑхса ҫаврӑнса, ун хыҫҫӑн лӑпӑстатрӗ…

Кунта Яков Лукичӑн хуҫалла чӗри тӳсеймерӗ. Хӑнасем калинкке патне ҫитсен, вӑл кернеклине чӗнсе илчӗ:

— Эй, эсӗ, хатӗрлевҫӗ юлташ, кӑштах тӑхта-ха! Килограмм чӗрӗ виҫешӗн мӗн чухлӗ тӳлетӗр эсир?

— Мӗнле килӗшӗпӗр. Хак пирки тытӑнса тӑмастпӑр, хамӑр укҫапа хамӑр хуҫа терӗм-ҫке сана. Вӗсем шутлӑ пирӗн, анчах виҫесӗр, — терӗ кӗрнекли, хулӑн портфельне шыҫмак аллипе вӗҫкӗнле ҫапкаласа илсе; хӑй вара калинкке патӗнчех кӗтсе тӑчӗ.

Яков Лукич крыльца ҫинчен утса анчӗ.

— Атьӑр, пӑрӑва кӗтӗве хӑваличчен кайса курар, анчах ҫакна шута илӗр: эпӗ ӑна сире йӳне памастӑп — эсир килӗшӳллӗ ачасем тесе хисеплесе ҫеҫ, ҫитменнине тата ытла хыт кукарсем те мар. Ман кил картинче хыт купцасен шӑрши те ан пултӑр!

Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ… Кунта вара Яков Лукич тавҫӑрса илнӗ пек пулчӗ: «Ох, йӗркеллӗ ҫынсем мар кусем!»

Вӑл хакне тӳрех ҫитмӗл пилӗк тенкӗ чакарчӗ:

— Юрӗ, хама упыткӑлла сутатӑп, анчах шахтер юлташсем валли ҫеҫ, мана каҫарӑр эсир, манӑн правление каймалла, сирӗнпе вӑхӑт ирттерме ерҫӳ ҫук манӑн. Пӑрӑва халех илсе каятӑр-и? Апла пулсан, укҫине кӑларса хурӑр!

Лупас айӗ умӗнче кӗрнекли, пӳрнисене сурчӑкпа йӗпетсе, вӑрахчен укҫа шутларӗ, калаҫса татӑлнӑ хакран ытларах вун пилӗк тенкӗ хурса пачӗ, ним тума аптранӑ пек тӑракан Яков Лукичӑн аллине чӑмӑртаса, куҫ хӗсрӗ:

— Тен, килӗшсе татӑлнӑ ятпа пулштух ҫапса уҫӑпӑр, Яков Лукич? Пирӗн хатӗрлӳ ӗҫӗ мӑкарыча пӗрле илсе ҫӳреме хушать, — вара вӑл васкамасӑр кӗсйинчен ирхи хӗвел ҫутинче тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан шур пуҫлӑ пулштух туртса кӑларчӗ.

Яков Лукич юриех савӑнӑҫлӑн хуравларӗ:

— Каҫхине, хаклӑ евчӗсем, каҫхине! Каҫхине сире кӗтсе илме те, сирӗнпе ӗҫме те хавас. Пулштухри эсӗ кӑтартнӑ пек савӑнӑҫ кил хуҫин те тупӑнӗ, ку чухне эпир ытла чухӑнланса ҫитмен-ха, анчах халӗ каҫарӑр: ирхине эрех ӗҫме сывлӑх чарать мана, ӗҫ те хушмасть, манӑн колхозри ӗҫе каймалла. Хӗвел ансан кӗрӗр, ман пӑрӑва ун чухне ӗҫсе ярӑпӑр.

— Эсӗ пӳрте чӗнсемчӗ хӑть, евчӗсене тына амӑшӗн сӗчӗпе хӑналасамччӗ, — терӗ кӗрнекли, кӑмӑллӑн кулса тата ҫаврака пит ҫӑмартисене путӑклантарса; хӑй Яков Лукич чавсине ярса тытрӗ.

Анчах сӑмахне ҫирӗп тытакан Яков Лукич кӑмӑл-туйӑмне кирлӗ таран хытарса ҫитерчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл куларах та, кӑштах йӗрӗнерех хуравларӗ:

— Ырӑ господасем, пирӗн, казаксен, хӑнана камӑн та пулсан хӑналанас килнӗ чухне мар, хуҫа чӗннӗ чухне ҫӳреҫҫӗ. Сирӗн, тен, урӑхла пулӗ? Кунта, пирӗн йӑлапа, хуторти пек тумалла: каҫхине тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр-и? Апла пулсан, ир ҫинчен урӑх калаҫма та кирлӗ мар. Сывӑ пулӑр!

Лешсен енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса, патмар кӗтӳҫӗ пӑявлакан пӑру ҫине пачах пӑхмасӑр, Яков Лукич крыльца патне юлхавлӑн чалӑшса утса кайрӗ. Ехлетсе, юриех ахлатса, сулахай аллипе пилӗкӗнчен тытса, вӑл ҫӳлти картлашка ҫине улӑхрӗ, ҫенӗхе кӗрсен ҫеҫ кӑкӑрне чӑнласах аллипе чӑмӑртарӗ те, минутлӑха куҫне хупса тӑчӗ, шурӑхса кайнӑ тутипе: «Сире пурсӑра та тем тери ылханатӑп эпӗ!» — тесе пӑшӑлтатса илчӗ. Чӗрене чиксе йӗплени часах иртсе кайрӗ, пуҫӗ пӑртак ҫаврӑнни те иртрӗ.

Яков Лукич татах кӑшт тӑчӗ, унтан вара Половцев пурӑнакан малти пӳлӗм алӑкне хисеплӗн те ҫине тӑрса шаккарӗ.

Алӑкран ура ярса пуссанах вӑл: «Ваше благороди, инкек!..» — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах, ҫӗрле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек, хӑй ҫине тӗлленӗ наган кӗпҫине, Половцевӑн малалла каҫӑртнӑ пысӑк янахне, унӑн пачах мӑчлатман ҫивӗч куҫне, койка ҫинчи Лятьевскин тирпейсӗр кӗлеткине курчӗ. Вӑл хул калаккисемпе стена ҫумне тӗреннӗ, кӗпҫине алӑк ҫинелле, шӑпах Яков Лукич кӑкӑрне тӗлленӗ ручной пулемета кӑштах ҫӗкленӗ чӗркуҫҫи ҫине хунӑ… Ҫакна пӗтӗмпех Яков Лукич самантрах асӑрхарӗ, вӑл Лятьевский йӑл кулнине те, унӑн пӗртен-пӗр куҫӗ шиклӗн йӑлкӑшнине те курчӗ, унтан вӑл, таҫтан инҫерен пек, ыйтса каланине илтрӗ:

— Кил картине кама ертсе килтӗн вара эсӗ, юратнӑ хуҫа?!

Сехри хӑпнӑ Яков Лукич сасса та уйӑрса илеймерӗ, ҫакна такам, кунта курӑнман виҫҫӗмӗш ҫын, шӑхӑрса, пӑшӑлтатса ыйтнӑн туйӑнчӗ ӑна. Анчах пытанса тӑракан вӑй старике кӗске вӑхӑтлӑха улӑштарса ячӗ: унӑн лӑштах янӑ аллисем чавсаран хутланчӗҫ, Яков Лукич хӑй те темле имшерленсе, ҫемҫелсе кайрӗ. Ҫапах та, ҫыхӑнусӑр пулин те, чарӑна-чарӑна, халичченхи пек мар чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ:

— Никама та ертсе килмен эпӗ, вӗсем чӗнмесӗрех килнӗ. Эсир, ырӑ господасем, мана хирӗҫ кунсерен кӑшкӑрма, мана пӗчӗк ача пек тыткалама хӑҫан пӑрахатӑр? Ку мана питех те кӳрентерет! Сире пӗр тӳлевсӗр ҫитеретӗп те, ӗҫтеретӗп те, темле те юрама тӑрӑшатӑп. Пирӗн хӗрарӑмсем те сирӗн кӗпе-йӗме те ҫӑваҫҫӗ, тӗрлӗ апат пӗр тӳлевсӗр хатӗрлеҫҫӗ… Мана эсир пӗр самантра, ҫак ҫекундрах вӗлерме пултаратӑр, анчах мана сирӗнпе пурӑнма питӗ йывӑрланса ҫитрӗ! Тына пӑрӑва та эпӗ сире сыхласа хӑварас шутпах хамшӑн упыткӑлла патӑм. Сире, ваше благородисене, типӗ купӑста яшки лартса параймӑн, мӗнле пулсан та какай ярса пар. Эсир манран эрехне те пӗрмаях ыйтатӑр… Ҫав кӗтмен хӑнасем кил картине килсе кӗрсен эпӗ сире систертӗм вӗт, чӑн-чӑн сутӑн илекенсем килменнине эпӗ кайран тин тавҫӑрса илтӗм, вара вӗсен умӗнчен каялла чакрӑм: «Турӑ ҫырлахтӑрах сирӗнпе, тына пӑрӑва ахалех илӗр хӑть, хӑвӑртрах тухса кайсамӑрччӗ кӑна!» Анчах эсир, ырӑ господасем… Эх, мӗн каласа ӗнентерӗп-ха эпӗ сире? — Яков Лукич аллине шанчӑксӑр сулчӗ, питне аллипе хупласа, кӑкрипе алӑк янаххи ҫумне тӗренчӗ.

Хӑйне тахҫантанпах аптратса ҫитернӗ нимле мар туйӑмпа Половцев сасартӑк тӗлӗнмелле уҫӑмсӑр сасӑпа ҫапла каласа хучӗ:

— Старик тӗрӗс калать пулмалла, Лятьевский пан. Ӗннӗ шӑршӑ кӗме пуҫларӗ, апла пулсан, пирӗн кунтан пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тухса вӗҫтермелле. Эсир мӗнле шутлатӑр?

— Паянах тухса каймалла, — терӗ татӑклӑн Лятьевский, пулемета майӗпен лутӑрканнӑ вырӑн ҫине хунӑ май.

— Ҫыхӑну вара?

— Ун пирки кайран. — Лятьевский пуҫне Яков Лукич енне сӗлтрӗ. Вара ӑна хыттӑн каларӗ: — Ҫитӗ сире, Лукич, хӗрарӑмла хӑтланма! Лешсемпе мӗн ҫинчен пупленине каласа парӑр. Укҫине пӗтӗмпех тӳлерӗҫ-и вӗсем сире? Ҫав купцасем кунта татах тепӗр хут килмӗҫ-и?

Яков Лукич ачалла ӗсӗклесе илчӗ, сӑмсине йӳле янӑ кӗпе арки ҫине шӑнкартрӗ, ал лаппипе куҫне, мӑйӑхӗпе сухалне шӑлчӗ, вара кӗскен, куҫне ҫӗклемесӗр, хатӗрлевҫӗсемпе мӗн калаҫни, кӗтӳҫӗ хӑйне шанчӑксӑр тыткалани ҫинчен каласа пачӗ, хатӗрлевҫӗсем каҫхине хӑйпе мӑкарич ӗҫме килесси ҫинчен те калама манмарӗ.

Ҫакна пӗлтернӗ чух Половцевпа Лятьевский пӗр-пӗрин ҫине чӗнмесӗр пӑхса илчӗҫ.

— Питӗ аван, — хумханнӑн кулкаласа каларӗ Лятьевский. — Вӗсене хӑв килне чӗнессинчен ӑслӑрах япала шутласа кӑларма пултараймарӑн-и эсӗ? Тӑнсӑр шуйттан, шанчӑксӑр идиот эсӗ!

— Эпӗ чӗнмен вӗсене, хӑнана пыратпӑр тесе хӑйсем ҫулӑхрӗҫ вӗсем, киле халех кӗме тӑчӗҫ, каҫчен кӗтме аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм. Эсир, ваше благороди, е сире унта тата мӗнле чӗнсе хисеплеҫҫӗ, мана ахалех ухмаха кӑларатӑр, тӑнсӑр тесе шутлатӑр… Эсир кунта ларнине кура тӑркачах мӗн шуйттан тума киле чӗннӗ пулӑттӑм-ха эпӗ вӗсене? Сирӗнне те, хам пуҫа та тӗп тума-и?

Яков Лукичӑн шывланнӑ куҫӗ усаллӑн йӑлтӑртатса илчӗ, вара вӑл сӑмахне ҫилленнине пытармасӑр вӗҫлерӗ:

— Эсир, офицер господасем, вун ҫиччӗмӗш ҫулччен хӑвӑр ҫеҫ ӑслӑ, салтаксемпе ахаль казаксем пурте ухмах тесе шутланӑ. Вӗрентрӗҫ сире хӗрлисем, вӗрентрӗҫ, анчах ҫапах ниме те вӗрентсе ҫитереймерӗҫ пулмалла… Наукӑпа пысӑк ҫапӑҫу усӑллӑ пулмарӗ сирӗншӗн!

Половцев Лятьевскине куҫ хӗсрӗ. Лешӗ, тутине ҫыртса, пуҫне пӗр шарламасӑр карнӑ кантӑк еннелле пӑрчӗ.

Половцев Островнов патне тачах пырса тӑчӗ, аллине ун хул пуҫҫи ҫине хучӗ, килӗшӳллӗн йӑл кулчӗ. — Ҫукшӑн-пуршӑн мӗнле хумханас килет-ха санӑн, Лукич! Хӗрсе кайсан ҫын мӗн каламасть. Пур пушӑт та йӗре выртмасть вӗт. Акӑ мӗн пирки тӗрӗс калатӑн эсӗ: сан тынуна сутӑн илекенсем эпӗ архирей пулнӑ пек хатӗрлевҫӗсем. Вӗсем иккӗшӗ те чекистсем. Вӗсенчен пӗрне Лятьевский хӑй палласа илчӗ. Ӑнлантӑн-и? Вӗсем пире шыраҫҫӗ, анчах халлӗхе хыпашласа ҫеҫ шыраҫҫӗ-ха, ҫавӑнпа вӗсем хатӗрлевҫӗсем пек пулнӑ. Халӗ малалла: апатчен кунтан пирӗн пӗрерӗн тухса каймалла. Кай та хӑвӑн хатӗрлевҫӳсене мӗнле те пулин икӗ-виҫӗ сехет тытса тӑр. Хамӑр пӗлӗшсенчен кам та пулин килте пулсан, вӗсене ҫавӑнта илсе кайма, унта эрех ӗҫме, калаҫма пултаратӑн, анчах ӳсӗрличчен ӗҫесрен, сӑмах ҫаптарма пуҫласран сире, хуҫапа иксӗре те, турӑ сыхлатӑп! Пӗлсен, иксӗре те вӗлеретӗп! Ҫакна ҫирӗп асту эсӗ! Эсӗ вӗсене ӗҫтернӗ вӑхӑтра эпир сан анкарти хыҫӗнчи шырлан тӑрӑх шӑппӑн ҫеҫен хире утса тухӑпӑр, унта пире шыра вара! Ывӑлна хуш: ман хӗҫе, пулемета, дисксене, пирӗн винтовкӑсене иккӗшне те халех кизек айне шанчӑклӑ пытартӑр.

— Хӑвӑр винтовкӑна ҫеҫ пытарӑр, манӑн хамрах пулать, — хушса хучӗ Лятьевский.

Половцев ун ҫине чӗнмесӗр пӑхса илчӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Ҫак пурлӑха пӗтӗмпех пирпе чӗркӗр те, шӑппӑн, йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнса, лупас айне кайӑр. Килте, мӗнле пулсан та, ним те ан пытар. Сана тепӗр япала хушмалли, тӗрӗсрех каласан — приказ пур: ман ятпа килекен пакетсене ил, вара вӗсене кӗлет умӗнче выртакан арман чулӗ айне хур. Ҫӗрле хӑш чухне килкелесе кайӑпӑр эпир. Эсӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑн-и?

— Ҫапла, — пӑшӑлтатрӗ Яков Лукич.

— Ну, вӗҫтер, ҫав шуйттан хатӗрлевҫисене куҫран ан вӗҫерт! Вӗсене кунтан инҫерехе ертсе кай, тепӗр икӗ сехетрен эпир кунта пулмастпӑр. Каҫхине вӗсене хӑв патна чӗнме пултаратӑн. Ку малти пӳлӗмри койкӑсене маччана хурӑр, пӳлӗме уҫӑлтарӑр. Улталама кунта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултар — вара, вӗсем килесшӗн пулсан, хӑв ҫурта кӑтарт вӗсене… Вӗсем, паллах, тӗрлӗ сӑлтав тупса, сан кил-ҫурта пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнасшӑн пӳлӗҫ… Пӗр эрне кайса пурӑнатпӑр та эпир, каллех сан пата килетпӗр. Хӑв патӑнта ҫинӗ татӑкшӑн ан ӳпкеле эсӗ пире! Хамӑр ҫӗнтерсенех эсӗ пире ырӑ тунӑшӑн, пирӗншӗн мӗн пӗтернӗшӗн эпир сана ытлашшипех тӳлӗпӗр. Анчах пирӗн каллех кунта килмелле пулать, мӗншӗн тесен, хам участокри восстание эпӗ кунта, Шырланпуҫра пуҫлатӑп. Вӑхӑт часах ҫитет акӑ! — савӑнӑҫлӑн каласа пӗтерчӗ те Половцев, Яков Лукича ыталаса чуп турӗ. — Кайсам, старик, турӑ пулӑштӑр сана!

Островнов хыҫҫӑн алӑк хупӑнсанах, Половцев сӗтел патне пырса ларчӗ.

— Ҫак чекистпа ӑҫта тӗл пулнӑ эсир? Йӑнӑшмарӑр-и? — ыйтрӗ вӑл.

Лятьевский пукана сиктерсе лартрӗ, Половцев еннелле пӗшкӗнчӗ, вара, хӑйсем паллашнӑранпа пирвайхи хут пулмалла, пӗр мӑшкӑлламасӑр-кулмасӑр калаҫма тытӑнчӗ:

— Езус-Мария! Епле йӑнӑшма пултарӑп-ха эпӗ? Ҫак ҫынна эпӗ виличчен те манас ҫук! Эсир ун питӗнчи ҫӗвве куртӑр-и? Ҫавна эпӗ хама тытса кайнӑ чухне кинжалпа чӗртӗм. Куҫа, манӑн ҫак сулахай куҫа, вӑл тӗпчевре ҫапса сиктерсе кӑларчӗ. Унӑн чышкисем мӗнлине куртӑр-и эсир? Ку тӑватӑ ҫул каярах Краснодарта пулчӗ. Мана хӗрарӑм тыттарчӗ, турра шӗкӗр, вӑл халӗ чӗрӗ мар! Унӑн айӑпне эпӗ шалти тӗрмере ларнӑ чухнех пӗлнӗччӗ. Эпӗ тарсан иккӗмӗш кунне вӑл пурнӑҫне ҫухатрӗ. Питӗ ҫамрӑк та хитреччӗ шуйттан, Кубань казачки, тӗрӗссипе каласан — Кубань йыт ами. Акӑ мӗн пулса иртрӗ… Эпӗ тӗрмерен мӗнле тартӑм-ха? — Лятьевский кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ, типӗ, пӗчӗк аллисене сӑтӑркаласа илчӗ. — Мана ҫавах персе вӗлернӗ пулӗччӗҫ. Маншӑн ҫав-ҫавах пулнӑ, ҫавӑнпа эпӗ ытла теветкеллӗ хӑтлантӑм, ҫитменнине тата кӑштах усал ӗҫ те турӑм… Эпӗ следовательсен пуҫне минретнӗ, хама никам мар вырӑнне хунӑ чухне вӗсем мана пӗччен тытрӗҫ. Унтан вара эпӗ, ҫӑлӑнас тесе, юлашки утӑм турӑм: тӗпченӗ чухне эпӗ Кореневски станицинчи пӗр казака сутрӑм. Вӑл пирӗн организацинче тӑратчӗ, вӑрттӑнлӑх вара унпа пӗтетчӗ: вӑл хӑйсен станицинчи виҫӗ ҫынна ҫеҫ сутма пултарнӑ, пирӗннисене урӑх никама та, пӗр чуна та пӗлмен. Эпӗ ҫапла шутларӑм: «Ҫав тӑватӑ идиота персе вӗлерччӗрех е ссылкӑна яччӑр, анчах эпӗ ҫӑлӑнатӑп, манӑн пурнӑҫ организацишӗн ҫав ӗҫ выльӑхӗнчен, ҫав тӑватӑ выльӑхран ытларах кирлӗ». Калас пулать, Кубаньри организацинче эпӗ чылай пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ӗҫре эпӗ мӗнле вырӑн йышӑннине ҫакӑнтан пӗлме пултаратӑр: ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫултан пуҫласа эпӗ чикӗ урлӑ пилӗк хут каҫнӑ, Парижра Кутеповпа пилӗк хут курнӑҫнӑ. Эпӗ ӗҫри ҫав тӑватӑ ҫынна сутрӑм, ҫавӑнпа следователь кӑмӑлне ҫемҫетрӗм: вӑл мана тӗрмере ытти ҫынсемпе пӗрле шалти картишӗнче уҫӑлса ҫӳреме ирӗк пачӗ. Манӑн вӑраха ямалла пулман. Эсир ӑнланатӑр-и? Пӗрре каҫхине, пӗтме пӳрнӗ Кубаньри хура халӑх хушшинче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, картишӗнче утса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, лупас ҫине хӑпармалли чикмеке куртӑм — ӑна нумай пулмасть лартнӑччӗ пулмалла. Ун чухне утӑ ҫулнӑ вӑхӑтчӗ, гепеушниксем кӑнтӑрла хӑйсен лашисем валли утӑ турттаратчӗҫ. Эпӗ тепӗр хут утса ҫаврӑнтӑм, алӑсене хам, хушнӑ пек, хыҫалалла тытнӑ. Виҫҫӗмӗш хут утса ҫаврӑннӑ чух эпӗ, пӗр хумханмасӑр, чикмек патне утса пытӑм, йӗри-тавралла пӑхмасӑр, ун тӑрӑх майӗпен, циркри пек улӑхма тытӑнтӑм. Алсем хальчченхи пекех хыҫалта хамӑн… Эпӗ тӗрӗс палӑртса хутӑм, Половцев господин! Психика енӗпе тӗрӗс. Эпӗ пуҫтахланнипе анранӑ хурал мана сакӑр картлашка таран улӑхма ирӗк пачӗ, вара тин хуралҫӑсенчен пӗри хыттӑн: «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Эпӗ тепӗр икӗ картлашка ҫине пусса улӑхрӑм та, пӗшкӗнсе, чикмек тӑрах ҫӳлелле чупса кайрӑм, ҫи витти ҫине качака таки пек сикрӗм. Перкелешеҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ! Икӗ хут сиксе ӳксе, эпӗ ҫи витти хӗррине ҫитсе тӑтӑм, унтан тепре яшлатрӑм та — эпӗ тӑкӑрлӑкра! Ҫакӑнпа пӗтрӗ те. Ирхине эпӗ Майкопа, хамӑр пымалли шанчӑклӑ хваттере ҫитрӗм… Мана хӑрах куҫлӑ тунӑ паттӑрӑн хушамачӗ Хижняк. Эсир ӑна, скифсен йӗм тӑхӑннӑ чул хӗрарӑмне, халӗ куртӑр ӗнтӗ. Эсир ӑна халӗ эпӗ хам алран чӗррӗн кӑларса яратӑп тесе шутлатӑр-и? Ҫук, манӑн сиктерсе кӑларнӑ пӗр куҫ вырӑнне унӑн икӗ куҫӗ те хупӑнтӑр! Пӗр куҫшӑн — икӗ куҫ!

— Эсир ухмаха ернӗ-и! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Половцев. — Хӑвӑрӑн тавӑрас кӑмӑлӑр пирки эсир пӗтӗм ӗҫе путлантарасшӑн-и?!

— Ан пӑшӑрханӑр. Хижнякпа унӑн юлташне эпӗ кунта вӗлерместӗп, ӑҫта та пулсан хутортан, Шырланпуҫран инҫерехре вӑрттӑн сыхласа тӑрса кӗтсе илӗп. Хатӗрлевҫӗсене ҫаратнӑ пек тӑвӑп, вара — ӗҫӗ те пӗтрӗ! Вӗсен укҫине те илӗп. Суту-илӳре лекрӗҫ пулсан — япӑх купцасем… Хӑвӑр винтовкӑра пытарӑр, хамӑнне плащ айне пытарса тухатӑп эпӗ. Мана ӳкӗтлеме ан шутлӑр. Илтетӗр-и? Хам шутланине каялла тумастӑп эпӗ! Эпӗ халех тухатӑп, эсир — каярах. Шӑматкун хӗвел ансан Тубянск патӗнчи вӑрманта, пӗркун тӗл пулнӑ вырӑнти ҫӑл куҫ патӗнче, тӗл пулӑпӑр. Сывӑ пул, анчах, Половцев господин, тупа та турӑшӑн ан ҫиллен мана! Нервӑсене илес пулсан, эпир кунта вӗҫнех ҫитрӗмӗр, йышӑнас пулать, хама эпӗ яланах тивӗҫлӗ пек тытаймарӑм.

— Ҫитӗ сире… Пирӗн пурнӑҫра ачашланмасан та юрать, — именсе мӑкӑртатрӗ Половцев, анчах Лятьевскине ҫапах та ыталаса илчӗ, унӑн тайлӑк та шурӑхнӑ ҫамкинчен тӑванла чуп турӗ.

Лешӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал юлташла туйӑмне палӑртнипе Лятьевскин кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ, анчах, хӑй хумханнине палӑртас мар тесе, вӑл Половцев патнелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те, алӑк хӑлӑпне ярса тытса, ҫапла каларӗ:

— Хампа пӗрле эпӗ Тубянскри Харитонов Максима илетӗп. Винтовка пур унӑн, вӑл хӑй те йывӑр вӑхӑтра шанмалли ҫын. Эсир хирӗҫ мар-и?

— Харитонов ман сотньӑра вахмистр пулнӑ, — терӗ васкамасӑр Половцев. — Эсир тӗрӗс суйланӑ. Илӗр. Вӑл пит лайӑх перет, ӗлӗк ҫаплаччӗ. Сирӗн кӑмӑл-туйӑма ӑнланатӑп эпӗ. Хӑвӑр ӗҫе тӑвӑр, анчах, мӗнле пулсан та, Шырланпуҫ ҫывӑхӗнче е хуторта мар, ӑҫта та пулсан ҫеҫен хирте тӑвӑр…

— Итлетӗп. Сывӑ пулӑр.

— Ӗҫӳ ӑнӑҫлӑ пултӑр.

Лятьевский ҫенӗке тухрӗ, хулпуҫҫирен Островновӑн кивӗ аҫамне уртса ячӗ, алӑк ҫурӑкӗнчен пушӑ тӑкӑрлӑкалла пӑхса илчӗ. Тепӗр минутран вӑл, утлӑ ҫар салтакӗсен карабинне сулахай айккине хӗстерсе тытса, картиш урлӑ васкамасӑр утса иртрӗ те, ҫавӑн пекех васкамасӑр, лупас кӗтессинчен пӑрӑнса курӑнми пулчӗ. Анчах тип вара сиксе ӳксенех вӑл пӗтӗмпех улшӑнса кайрӗ: аҫамне ҫанӑран тӑхӑнчӗ, карабинне аллине тытрӗ, предохранителе куҫарса лартрӗ те, тискер кайӑк пек йӑпшӑнса, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхса, кашни шава тӑнласа, сайра-хутра аялта ирхи кӑвак тӗтре айӗнче пытанса ларакан хутор ҫинелле пӑха-пӑха илсе, тип вар тӗпӗпе сӑрталла утрӗ.

* * *

Тепӗр икӗ кунтан, эрнекун ирхине, Тубянскипе Войсковой хушшинче, Вӗрене ҫырми хӗрринчен утмӑл метрта икӗ хатӗрлевҫе тата кӳлни лашасенчен пӗрне вӗлернӗ. Тепӗр лашипе, чӗнсене татса, Тубянск хуторӗнчи лавҫӑ-казак Войсковая сиктерсе ҫитнӗ. Пулса иртни ҫинчен ял Советне пӗлтернӗ.

Ҫав ӗҫ пулса иртнӗ вырӑна кайнӑ участокри милиционер, ял Совет председателӗ, лавҫӑ, пунеттейсем ҫакна палӑртнӑ: вӑрманта пытанса тӑнӑ вӑрӑ-хурахсем винтовкӑсемпе пӗр вунӑ хут пенӗ. Чи малтан персех сарлака хулпуҫҫиллӗ вӑрӑм кӗтӳҫе вӗлернӗ. Вӑл урапа ҫинчен ӳпне ӳкнӗ. пуля ӑна шӑпах чӗререн тивнӗ. Кӗрнеклӗ хатӗрлевҫӗ лавҫа усал сасӑпа: «Хӑвала!» — тесе кӑшкӑрнӑ та, ун аллинчи чӑпӑрккана туртса илсе, сылтӑмри, тӗпри лашана хӑмсарнӑ, анчах ӑна ҫапма ӗлкӗреймен: иккӗмӗш хут пенипе вӑл урапа ҫине кайса ӳкнӗ. пуля ӑна пуҫран, сулахай хӑлхаран ҫӳлерех тивнӗ. Лашасем вӗҫтерсе кайнӑ. Виле урапа ҫинчен кӗтӳҫӗрен пӗр ҫирӗм метр пек инҫерехе ӳкнӗ. Икӗ винтовкӑран та пӗр харӑс тата темиҫе хут пенӗ. Пульӑпа персе ӳкернӗ сулахай туртари лаша чупса пынӑ ҫӗртех чикеленсе кайнӑ, туртана хуҫса пӑрахнӑ, хӑй ҫине кӗрсе кайнӑ урапана тӳнтерсе янӑ. Лавҫӑ чӗрӗ юлнӑ лашана кӳлнӗ чӗнсене касса татнӑ та, ун ҫине утланса, ҫил пек чуптарнӑ. Ӑна хыҫран темиҫе хут пенӗ, анчах вӗлерес шутпа мар, хӑратмалла ҫеҫ пулмалла, мӗншӗн тесен пульӑсем, лавҫӑ каланӑ тӑрӑх, унтан ҫӳлерех шӑхӑрса иртнӗ.

Вӗлернисенне иккӗшӗнне те кӗсйисене тасатнӑ. Тум-тирӗсенче документсем ҫук. Хатӗрлевҫӗн пушӑ портфелӗ ҫул хӗрринчи курӑк ҫинче выртать. Вӑрӑ-хурахсем месерле ҫавӑрса хунӑ кӗтӳҫӗнне сулахай куҫне ура кӗлипе тапса сиктерсе кӑларнӑ.

Ял Совет председателӗ, нумай тӳссе курнӑ казак, икӗ вӑрҫӑра пулнӑскер, милиционера ҫапла каларӗ:

— Пӑх-ха эсӗ, Лука Назарыч, темле ирсӗр усал вилнӗ ҫынтан мӑшкӑлласа кулнӑ вӗт! Те ун ҫулне пӳлнӗ ӗнтӗ вӑл? Е хӗрарӑма пайлайман-ши? Ахаль вӑрӑ-хурахсем ун пек тискерленмеҫҫӗ… — Вара вилен хӗп-хӗрлӗ, пушӑ куҫ лупашки ҫине, питҫӑмартине сарӑлса хытса ларнӑ юн ҫине пӑхма тӑрӑшмасӑр, виле питне хӑйӗн сӑмса тутрипе витрӗ, тӳрленсе тӑрса, ассӑн сывласа ячӗ:  — Халӑх пуҫтахланса кайрӗ! Купцасене путсӗр ҫынсем сыхласа тӑнӑ пулмалла, вӗсенне укҫа та пӗр пин ҫеҫ мар кӑларса илнӗ пулӗ-ха… Ылханлӑ халӑх! Укҫашӑн епле маттурсене вӗлернӗ…

Хижнякпа Бойко-Глухова вӗлерни ҫинчен хыпар Шырланпуҫа ҫитнӗ кун колхоз правленийӗнче Давыдовпа Нагульнов иккӗн ҫеҫ ларатчӗҫ.

— Семен, ӗҫ ӑҫталла кайнине ӑнланатӑн-и эсӗ? — ыйтрӗ Нагульнов.

— Санран япӑх ӑнланмастӑп. Половцев алли ку е ун ҫыннисен ӗҫӗ, факт!

— Ку паллӑ ӗнтӗ. Эпӗ ҫакна ӑнланмастӑп: вӗсем камне мӗнле пӗлсе илме пултарнӑ-ха, ыйту акӑ мӗнре! Ҫакна кам тума пултарнӑ-ха?

— Ку ыйтӑва эпир иксӗмӗр татса параймастпӑр. Ку икӗ паллӑ мар хисеплӗ уравнени задачи, эпир иксӗмӗр вара арифметикӑпа алгебрӑра вӑйлах мар. Килӗшетӗн-и?

Пӗр урине теприн ҫине хурса, тусанланнӑ аттин пуҫӗ ҫине ним курман пек пӑхса, Нагульнов нумайччен чӗнмесӗр ларчӗ, вара ҫапла каларӗ:

— Пӗр паллӑ марри мана паллӑ…

— Мӗн тата?

— Кашкӑр сурӑха хӑй йӑви ҫывӑхӗнче пӑвмасть…

— Ку мӗне пӗлтерет-ха тата?

— Вӗсене инҫетрен килсе лектернӗ, Тубянскран мар, Войсковойран та мар, ку тӗп-тӗрӗс!

— Шахтӑран е Ростовран, тесе шутлатӑн-и?

— Унтан ҫеҫ те мар. Тен, пирӗн хутортан, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн ӑна?

— Ун пек те пулма пултарать, — терӗ Давыдов, шухӑшласа. — Мӗн сӗнетен эсӗ, Макар?

— Коммунистсен хӑйсен куҫӗсене уҫмалла. Ҫӗрле сахалрах ҫывӑрччӑр, хутор тӑрӑх шӑппӑн та вӑрттӑн ҫӳреччӗр, ҫивӗч пӑхчӑр. Тен, хуторта е хутор тулашӗнче ҫав Половцева е палламан шанчӑксӑр ҫынсенчен кама та пулса тӗл те пулӑпӑр. Кашкӑрсем сунара ҫӗрле тухаҫҫӗ…

— Эсӗ пире кашкӑрсемпе танлаштаратӑн-и? — кӑшт палӑрмалла йӑл кулчӗ Давыдов.

Анчах Нагульнов ӑна хирӗҫ кулмарӗ, ҫӑмламас куҫ харшине сиктерсе илчӗ те:
— Вӗсем кашкӑрсем, эпир — кашкӑр сунарҫисем. Ӑнланас пулать! — тесе хучӗ.

— Ҫилленме кирлӗ мар! Санпа килӗшетӗп, факт! Атя, коммунистсене халех пухар.

— Халех мар, каярахпа, ҫынсем ҫывӑрма выртсан.

— Ку та тӗрӗс, — килӗшрӗ Давыдов. — Анчах хутор тӑрӑх ҫӳремелле мар, атту казаксене сыхлӑ пулма сӑлтав паратпӑр, ҫавӑнпа пытанса ларас пулать.

— Ӑҫта лармалла вара? Ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта-и? Усӑсӑр хӑтлану! Мана Тимошкӑна хураллама ҫӑмӑл пулчӗ: Лушкӑсӑр пуҫне урӑх ҫӗре ниҫта ҫӳремен вӑл, урӑх ҫул пулман унӑн. Анчах кусене ӑҫта кӗтмелле? Ҫут тӗнче пысӑк, хуторта ҫурт та нумай, кашнин умӗнче лараймӑн.

— Кашни умӗнче ларма та кирлӗ мар.

— Хӑшне суйласа илмелле?

— Хатӗрлевҫӗсем выльӑх кам патӗнче туяннине пӗлетпӗр те, шӑпах ҫав ҫуртсене сӑнама пуҫлатпӑр. Пирӗн вӗлернӗ юлташсем ытларах шанчӑксӑр граждансем патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ, выльӑх вӗсенчен сутӑн илнӗ… Вӑрӑ-хурахсем вӗсенчен хӑшин патне те пулин пыраҫҫех… Ӑнланатӑн-и?

— Идейӑллӑ ҫын эсӗ! — ӗненмелле каларӗ Нагульнов. — Хӑш чухне сан пуҫа питӗ ӑслӑ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ!

Сайт:

 

Статистика

...подробней