Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XV

Раздел: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Добавлен: 2019.12.16 01:01

Предложений: 434; Слово: 5632

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче полк лагере тухса кайрӗ, вӑл ҫулсеренех пӗр ҫӗрте вырнаҫса тӑрать, хуларан икӗ ҫухрӑмра, чукун ҫулӑн тепӗр енӗнче. Йӗрке тӑрӑх, кӗҫӗн офицерсен лагерь вӑхӑтӗнче хӑйсен ротисем таврашӗнче, йывӑҫ бараксенче пурӑнмаллаччӗ, анчах Ромашов хулари хваттерӗнчех юлчӗ, мӗншӗн тесен улттӑмӗш ротӑри офицерсен ҫурчӗ хӑрушла кивелсе ҫитнӗччӗ, халь-халь персе анас пекехчӗ, ӑна юсама вара кирлӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ тупӑнаймастчӗ. Ҫавна пула кашни кунах тӑватӑ вӗҫ ытлашшине хутлама тиветчӗ: ирхи вӗренӗве, унтан ҫӗнӗрен пухӑва — кӑнтӑрлахи апата, ун хыҫҫӑн каҫхи вӗренӗве те кайран каллех хулана. Ромашова тарӑхтаратчӗ те, ӗшентеретчӗ те ҫакӑ. Лагерьти пӗрремӗш ҫур уйӑхра вӑл ырханланса кайрӗ, хуралса ларчӗ, куҫӗсем те унӑн путса анчӗҫ.

Тепӗр тесен, никамах та ҫӑмӑл марччӗ: офицерсене те, салтаксене те. Ҫу уйӑхӗн тӗрӗслевне хатӗрленетчӗҫ, ҫавӑнпа ни хӗрхенме, ни ывӑнма пӗлместчӗҫ. Рота командирӗсем хӑйсен ротисене икшер те виҫшер сехет хушши плацра ытлашши тыта-тыта хӑшкӑлтаратчӗҫ. Вӗренӳсем вӑхӑтӗнче пур енчен те, мӗнпур ротӑпа взводранах ҫупкӑ чатлатнисем илтӗнсе тӑратчӗҫ вӗҫӗмсӗрех. Мӗнле те пулин урса, кӑтӑрса кайнӑ ротнӑй хӑйӗн салтакӗсене черетпелен пӗтӗмӗшпех, сулахай флангран пуҫласа сылтӑммине ҫитичченех, питрен хӗреслӗн-хӗреслӗн ҫутӑлтарма тапратнине аякран, пӗр икҫӗр утӑмсенчен, час та часах сӑнанӑ Ромашов. Малтан алӑ сассӑр кӑна вашлатса сулӑнать, унтан — ҫеккунт иртнӗ хыҫҫӑн тин — ҫат! ҫатлатать типпӗн, вара каять те каять, каять те каять умлӑн-хыҫлӑн… Питӗ хӑрушӑччӗ те ирсӗрччӗ ҫакӑ. Унтер-офицерсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене, сӑмахлӑхра кӑшт йӑнӑш тусанах, маршировкӑра урана арпаштарсанах, ҫав тери тискеррӗн хӗне-хӗне тӑкатчӗҫ, — хӗнетчӗҫ юнпа пӗвӗничченех, шӑлсене ката-ката ывӑтатчӗҫ, хӑлха урлӑ ҫапса ҫурхахсене ҫура-ҫура пӑрахатчӗҫ, чышкӑсемпе сӑптӑрса ҫӗр ҫине йӑвантара-йӑвантара яратчӗҫ. Ҫӑхавласси никам пуҫне пырса кӗмест: мӗнпурне пӗтӗмпех темле калама ҫук хӑрушӑ, питӗ хаяр вупӑр пусса лартнӑ; полка темле тӑмсайла гипноз ҫатӑрласа, ҫавӑрса илнӗ. Ҫитменнине тата, чӑтмалла мар шӑрӑх, ҫакӑ ӗҫе-пуҫа пушшех кӑткӑслатать. Ҫу уйӑхӗ кӑҫал ниҫта юрӑхсӑр вӗри килчӗ.

Пурин те нервисем халь-халь татӑлса каяслах туртӑнса карӑннӑ. Офицерсен пуххинче кӑнтӑрлахипе каҫхи апатсем вӑхӑтӗнче часран-часах ниме тӑман айванла тавлашусем, сӑлтавсӑр кӳрентерӳсемпе харкашусем хыпа-хыпа илеҫҫӗ. Салтаксем начарланса сӑнран ӳкнӗ, идиотла пӑхаҫҫӗ. Сайра кӑна тивӗҫкелекен кану минучӗсенче палаткӑсенчен ни шӳтлени, ни кулни илтӗнмест. Апла пулин те, мӗскӗнсене каҫпалан, ят тӑрӑх тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, пурпӗрех хавасланма хистеҫҫӗ. Вӗсем вара пӗр ушкӑна пухӑнаҫҫӗ те ним туйӑмсӑр пит-куҫпа сӳрӗккӗн ахӑраҫҫӗ:

Ӑраҫҫейӗн салтакӗшӗн
Пуля, понпӑ ним те мар,
Вӗсемпе вӑл — вирхӗн, тершӗн! —
Выляять ҫеҫ пит хастар.

Унтан хуткупӑспа ташӑ кӗвви калама пуҫлаҫҫӗ те:
— Грегораш, Скворцов, ункӑ варрине! — командӑлать фельдфебель.
— Ташлӑр, анчӑк чӗпписем!.. Савӑнӑр!

Вӗсем ташлаҫҫӗ, анчах ҫав ташӑра та, юрӑри пекех, темӗнле йывӑҫлӑх, вилӗ кутӑркавлӑх палӑрса, сисӗнсе тӑрать, ҫакна курсан, ирӗксӗрех йӗрсе ярас килет.

Пурӗ те пиллӗкмӗш ротӑшӑн ҫеҫ пурнӑҫ ҫӑмӑл та ирӗкчӗ. Вӗренӗве вӑл ыттисенчен сехет каярах тухать, каясса та пӗр сехет маларах каять. Ҫыннисем унта, суйласа илнӗ тейӗн, пурте чӑп-чӑмӑрччӗ, чӗп-чӗрӗ, кирек мӗнле начальствӑна та куҫран ӑстӑнпалан та хӑюллӑн пӑхӑҫҫӗ; мундирсемпе кӗпесем те пулин вӗсем ҫинче, ытти ротӑрисемпе танлаштарсан, темле чипертерех, илемлӗрех ларнӑн курӑнаҫҫӗ. Ҫав ротӑпа Стельковский капитан, тӗлӗнтермӗшлӗрех ҫын, командӑлатчӗ: хусах, полк шайӗшӗн самай пуянскер, — вӑл кашни уйӑхрах ӑҫтан-тӑр икҫӗршер тенкӗ яхӑн укҫа илсе тӑратчӗ, — питех те ирӗк кӑмӑллӑ, юлташӗсемпе типпӗн ҫех калаҫать, вӗсене ҫывӑхартса та каймасть, ҫитменнине тата аскӑнҫӑ. Хӑй патӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн вӑл хура халӑх хӗрӗсене, ҫап-ҫамрӑккисене, чылай чухне пӗве те ларса ҫитменскерсене, илӗрте-илӗрте кӗртет те пӗрер уйӑхран вӗсене, укҫапа хӑйне евӗр тулӑххӑн сӑйласа, килӗсене ӑсататчӗ, ҫакӑ вара унпа ниепле тавҫӑрса, ӑнкарса илме ҫукла тӗрӗслӗпе ҫултан-ҫулах питӗ шеппӗн майлашӑнса пыратчӗ. Ачашласса ытла ачашласах тӑмастчӗҫ пулин те, ун ротинче ҫапӑҫмастчӗҫ, мӗн унта, вӑрҫӑшмастчӗҫ те-ха, ҫапах та тум-юм капӑрлӑхӗпе тата пӗлӳ-вӗренӳ тӗлӗшӗнчен ҫак рота нимӗнле гварди чаҫӑнчен те кая юлас ҫукчӗ. Ҫине тӑраслӑхӗ Стельковскин ҫав тери пысӑкчӗ, тӳсӗмлӗ, ҫирӗп, шанӑҫлӑ ҫине тӑраслӑх, ҫавна вӑл хӑйӗн унтер-офицерӗсене те ӑста пама пӗлетчӗ. Ытти ротӑсенче хӗне-хӗне, айӑплавсемпе, кӑшкӑрашусемпе те тӗркешӳ-хыпкаланусемпе аппалана-аппалана эрнере аран-аран тукалама пултарнине вӑл лӑпкӑнах пӗр кун хушшинчех туса хуратчӗ. Сӑмахне вӑл питех те сахал тӑккалатчӗ, сассине те сайра ҫеҫ ӳстеркелетчӗ, анчах калаҫма пуҫларӗ пулсан вара салтаксем чул пекех хытса каятчӗҫ. Юлташӗсем ӑна кӑмӑлласах марччӗ, салтакӗсем чӑн-чӑннипех те хытӑ юрататчӗҫ: тен, пӗтӗм вырӑс ҫарӗнче те пӗртен-пӗр тӗслӗхчӗ пулас ҫакӑ.

Юлашкинчен, ҫу уйӑхӗн вунпиллӗкмӗшӗ, корпус командирӗ хушнипе тӗрӗслӳ туса ирттермелли кун, килсе ҫитрӗ. Ҫав кун унтер-офицерсем пур ротӑсенче те, пиллӗкмӗшсӗр пуҫне, ҫынсене тӑватӑ сехетрех тӑратрӗҫ. Ирӗ ӑшӑччӗ пулин те, ҫывӑрса тӑранман, анаслакан салтаксем хӑйсен йӗтенпир кӗписемпе аванах тӑрӑлтатса чӗтӗрерӗҫ. Пӗр пӗлӗтсӗр кӗрен ирӗн савӑнӑҫлӑ ҫутинче вӗсен пичӗсем тӗссӗр-кӑваккӑн, шыҫӑнса ялтӑранӑн та мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ.

Ултӑ сехетре ротӑсем патне офицерсем килсе ҫитрӗҫ. Полка пӗтӗмӗшлӗн пухассине вунӑ сехет тӗлне палӑртнӑччӗ, анчах ҫынсене тӗрӗслев умӗн тӑраниччен ҫывӑрттарас та кантарас шухӑш, Стельковскисӗр пуҫне, урӑх пӗр рота командирӑн асне те пырса кӗмен. Пачах-ха, ҫак ир, салтаксен пуҫӗсене сӑмахлӑха та перессин йӗркисене нумайрах чыхас тесе, уйрӑмах хыттӑн та хыпкаланчӑклӑн тӑрӑшрӗҫ, уйрӑмах ҫӑран янӑрарӗ сывлӑшра киревсӗр ятлаҫу, ытти чухнехинчен чылай ытларах тӑсӑнчӗ чышу-патлаттару та шӑл-ҫӑвартан ҫатлаттару.

Тӑхӑр сехетре ротӑсем плаца, лагерь умне пӗр пилӗкҫӗр утӑмсене, пухӑнчӗҫ. Унта ӗнтӗ пӑшалӗсем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем ҫакнӑ, ҫур ҫухрӑма ҫити тӳп-тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлнӑ ротӑсен вунулт желонерӗ тӑратчӗ. Желонерсен офицерӗ Ковако поручик, паянхи кунӑн тӗп паттӑрӗсенчен пӗри, лаша утланнӑ та ҫав йӗр тӑрӑх, ӑна тӳрлетсе те тикӗслесе, каллӗ-маллӗ вирхӗнтерсе ҫӳрет, чӗлпӗрне лӑнчӑ янӑ, ухмахла кӑшкӑрашса сиктерет, калпакӗ ӗнси хыҫнех анса ларнӑ, ытла тӑрӑшнипе хӑй чӑм шыва ӳкнӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗремесленнӗ. Хӗҫӗ ун лашин аяк пӗрчийӗсене урса кайсах тӳнккет, ырханкка шурӑ лаши вара; ватӑлнипе йӑлт чӑпар пушӑскер те сылтӑм куҫне шур илнӗскер, кӗске хӳрине шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек палтӑртаттарса ҫавӑрттарать, ирсӗррӗн сиксе пынӑ май, хӑнклатса, таткаланчӑк сасӑсене пенӗ чухнехи евӗр хиврен сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑларать. Питех те нумай килмелле паян Ковако поручикран: ун желонерӗсене пӑхса, полкри вунултӑ рота пӗтӗмпех ҫип ҫакнӑ пек тӳп-тӳррӗн те пӗр кӑлтӑксӑррӑн тӑрса шӑрҫаланмалла.

Вуннӑ ҫитесси шӑп вунӑ минут юлсан, лагерьтен пиллӗкмӗш рота тухрӗ. Пысӑк утӑмсемпе хӑвӑрттӑн та ҫирӗппӗн пусса, ура айӗнчи ҫӗре пӗр-тикӗссӗн кисретсе-чӗтретсе, пӗтӗм полк куҫӗ умӗпе танлӑн вашлаттарса иртсе кайрӗ ҫак ҫӗр ҫын, хӑйсем пуртех те, ятарласа суйласа илнӗ тейӗн, вӑр-вар, маттур, тӳп-тӳрӗ, лайӑх ҫӑвӑнса тасалнӑ пит-куҫлӑ, сӑмсасӑр карттусӗсем вара кашнийӗнех сылтӑм хӑлха ҫинелле шуххӑн тайӑлса ларнӑ. Питех те сарлака шӑлаварлӑ Стельковский капитан, имшерккескер те пӗчӗкскер, сылтӑм флангран пӗр пилӗк утӑмсенче, айккинче, тирпейсӗртереххӗн те уйрӑммӑн утса пырать, куҫӗсене савӑнӑҫлӑн хӗскелесе, пуҫне е пӗр еннелле, е тепӗр еннелле тайӑлтарса, танлӑх-тикӗслӗхе сӑна-сӑна илет. Батальон командирӗ, Лех подполковник, ытти мӗнпур офицер пекех, нервисене ирех ним уссӑр, пач тулккӑсӑррӑн шӑртлантарнӑскер, плаца кая юлса тухнӑшӑн ун ҫинелле кӑшкӑрашса сиксех пынӑччӗ ӗнтӗ, анчах Стельковский хӑнк та тумарӗ, сехетне лӑпкӑн туртса кӑларса пӑхрӗ те, ним вырӑнне картман пекех, типпӗн тавӑрчӗ:

— Приказра вуннӑ тӗлне пухӑнма каланӑ. Халӗ виҫӗ минутсӑр вуннӑ. Эпӗ ҫынсене кӑлӑхах муритлемешкӗн тивӗҫӗм пур тесе шутламастӑп.

— Ан калаҫнӑ пул-л-тӑр! — аллисемпе сулкалашса та лашине чарса, ҫухӑрса ячӗ Лех. — Хӑвӑра служба йӗркипе асӑрхаттару тунӑ чух шарламасӑр тӑма ыйтатӑп, гето-о!..

Анчах вӑл хӑй ҫапах та тӗрӗс мар хӑтланинне ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа ҫийӗнчех пӑрӑнса кайрӗ те пӗтӗм хаярлӑхпа саккӑрмӗш рота ҫине сиксе ӳкрӗ, унта ҫав вӑхӑтра шӑпах ранцӑсене тӗрӗслеме пикеннӗччӗ:

— Гет-то, мӗн арӑш-пирӗшӗ ку! Гето, пасар туса хутӑмӑр? Вак-тӗвек лавкки? Гето, сунара каяс чух йытӑ тӑрантарас? Мӗн ҫинчен шутланӑ маларах! Тӑхӑннӑ пул-тӑр-р!

Вунпӗрмӗшне чӗрӗк сехет тайӑлсан, ротӑсене тӳрӗлеме пуҫларӗҫ. Вӑраха тӑсӑлакан чӑкӑлтӑшла та терт-асаплӑ ӗҫчӗ ҫакӑ. Желонерпа желонер хушшине, шалчасем ҫине, вӑрӑм кантрасем туртса карӑнтарчӗҫ. Пӗрремӗш шеренгӑри кашни салтакӑнах ура пуҫӗ, тем тесен те, ҫав кантрана математикӑлла тӗрӗслӗхпе перӗнсе тӑмалла — ҫакӑ пулать те-мӗн стройӑн хӑйне уйрӑм капӑрлӑхӗ, ӗлккенлӗхӗ. Анчах ку кӑна ҫителӗксӗр-ха; сарса тытнӑ ура пуҫӗсем хушшине пӑшал кучӗ вырнаҫмалӑх вырӑн хӑварни те салтак кӗлеткисем пурте пӗр пек тайӑлма пултарни кирлӗ иккен тата. Ҫавна пула рота командирӗсем виҫерен тухсах ахӑрашаҫҫӗ: «Иванов, кӳлепӳне маларах пар! Бурченко, сылтӑм хулпуҫҫине уялла ҫавӑрттарса ҫитер! Сулахай ура пуҫне каялла! Тата!..»

Вунпӗрмӗш ҫурринче полк командирӗ килсе ҫитрӗ. Ун айӗнче питех те пысӑк, кӗрнеклӗ, кастарнӑ тур ӑйӑрччӗ, йӑлтах тӗттӗм улма-чӑпарпа витӗннӗскер тата тӑват ури те чӗркуҫ таран сакӑлскер. Шульгович полковник, пускӑчӗсене кӗскетнипе ытла пехотӑлла курӑнатчӗ пулин те, лаша ҫинче тӑлпавлӑн, ҫирӗппӗн, унтан та ытла, мӑнаҫлӑн пекех, ларнӑччӗ.

— Сывӑ-и, маттурсе-е-ем!.. — полка саламласа, малтанах хатӗрлесе тунӑ хаваслӑ сатурлӑхпа харсӑррӑн кӑшкӑрчӗ вӑл.

Ромашов хӑйӗн тӑваттӑмӗш взводне, уйрӑммӑнах Хлебниковӑн ачанни евӗр начаркка кӗлеткине аса илчӗ те, кулса ямасӑр та чӑтаймарӗ: «Нимех те калаймӑн, пит лӑйӑх маттурсем!»

Полк музыки тӗлпулу маршне выляма тапратсан, ялавӗсене йӑтса тухрӗҫ. Кӗтессин терчӗ-асапӗ пуҫланчӗ. Нумай аякка, вокзал патне ҫитиех — унтан корпус командарӗ килессе кӗтеҫҫӗ — тӑсӑлнӑччӗ сулкалакансен вӑчӑри, ҫавскерӗн ӗнтӗ, начальство ҫитнине систерсе, паллӑсем памаллаччӗ. Темиҫе хут та суя сехӗрленӳ пула-пула иртрӗ. Кантраллӑ шалчасене васкаваррӑн турта-турта кӑларчӗҫ, полк пӗр йӗркен тӳрӗлене-тӳрӗлене, туртӑна-туртӑна тӑчӗ, вилнӗ пек хыта-хыта кайрӗ, — анчах йывӑр, тертлӗ темиҫе минут иртет те, ҫынсене каллех лӑпчӑланса тӑма ирӗк параҫҫӗ, ура лаппине ҫех куҫаркалама юрамасть. Малта, стройран пӗр виҫҫӗр утӑмсенче, яр-уҫӑ, яри-ҫутӑ пӑнчӑсем пула-пула, хӗрарӑм платйисем, сунчӑксемпе шӗлепкесем тӗрлӗ тӗслӗлӗн ула-чӑлаланса ялтӑраҫҫӗ: унта парад курма пухӑннӑ полк дамисем тӑраҫҫӗ, Ромашов уяври пек тумланнӑ ҫак ҫутӑ ушкӑнра Шурочка ҫуккине пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл унталла пӑхса илет те — кашни хутӗнчех унӑн чӗри таврашӗнче темӗскер пылаккӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша каять, тӗлӗнтермӗшле, сӑлтавсӑр пӑлханӑва пула вара хӑйӗн хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлас килсе тӑрать.

Йӗркесем тӑрӑх сасартӑк, ҫил пекех, васкавлӑ пӗртен-пӗр кӗске сӑмах хӑравҫӑллӑн ирхӗнсе иртрӗ: «Килет, килет!» Чӑн-чӑн татӑклӑ минут ҫитсе ҫапӑнни темле ҫийӗнчех паллӑ пулса кайрӗ пуриншӗн те. Никам хушмасӑрах, хӑйсемпе-хӑйсемех, канӑҫсӑррӑн ӳсӗркеле-ӳсӗркеле, пӑлхануллӑн тӳреленме те туртӑна-туртӑна юсанкалама пикенчӗҫ пӗтӗмӗшле нервӑллӑха пула иртенпех лӑсканса та тӑвӑлса тулнӑ салтаксем.

— Ыр-рр-ра! Желонерсем, вырӑ-ӑнӑрр-сене-е! — командӑларӗ Шульгович.

Ромашов сылтӑмалла куҫ хӳрипе ҫеҫ тинкерсе илчӗ те инҫетрен-инҫетрен, уйӑн чи вӗҫӗнчен, пӗчӗк юланутсен пысӑках мар ушкӑнӗ, сарӑрах тусана ҫӑмӑллӑн ҫӗклетсе, строй патнелле хӑвӑрттӑн ҫывхарса килнине курчӗ. Ҫирӗп те хӑпартланчӑк сӑнлӑ Шульгович полкӑн вӑта ҫӗрӗнчен самаях аякка, кирлинчен пӗр тӑватӑ хут кӑна ытлараха, кайса тӑчӗ. Вӑл, полкӑн шанк хытнӑ хура массине хаяррӑн, савӑнӑҫлӑн та теветкел чӑрсӑрлӑхпа пӑхса, мел-меслетсен илемӗпе вӗҫкӗнленсе, хӑйӗн кӗмӗлленнӗ сухалне ҫӳлелле ҫӗклеттерсе хучӗ те, пӗтӗм уя янӑратса, вӑрӑммӑн тӑстарса ячӗ:

— Полк, слуш-а-ай! На крр-а-а…

Вӑл, ҫак темиҫе ҫӗр ҫын умӗнчи хӑйӗн питӗ пысӑк влаҫӗпе киленсе йӑпаннӑ тата ҫав киленӗҫ самантне тӑсма шут тытнӑ енӗр, юриех вӑрӑм тӑхтав турӗ, вара сасартӑк, тӑрмакланнипе йӑлт хӗремесленсе кайса, явӑна-явӑна тухнӑ мӑйри шӑнӑрсемпе, пӗтӗм кӑкӑрпалан ахӑрттарчӗ:

— …ул!..

Пӗрре-иккӗ! Пӑшал ҫаккисем ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна йӑлт та ялт вылянчӗҫ алӑсем, пиҫиххи тимӗрӗсемпе перӗне-перӗне чӑлт та чалт чанклатрӗҫ затворсем. Сылтӑм флангран ҫивӗччӗн, хавассӑн та ҫав тери уҫҫӑн янӑраса кайрӗҫ тӗлпулу маршӗн сассисем. Кулса ашкӑнма юратакан ачасем евӗр, ушкӑнпа кӗпӗрленсе чуптарчӗҫ шухӑ флейтӑсемпе кларнетсем, ҫӗнтерӳ хавасӗпе кӑшкӑрса, юрлаттарса ячӗҫ ҫӳллӗ пӑхӑр трубасем, параппанӑн хупӑнчӑк панлатӑвӗсем тата хытӑраххӑн васкатрӗҫ вӗсен ахаль те хивре ыткӑнӑвне, нӑкӑ, лӑпкӑ, пархӑтлӑ сассисемпе ӑшшӑн та евӗклӗн мӑкӑртатрӗҫ вӗсен хыҫӗнчен ӗлкӗрсе пырайман йывӑр тромбонсем. Станцӑра паравус вӑрӑммӑн, ҫемҫен те тап-тасан шӑхӑртрӗ, ҫав ҫӗнӗ ҫемҫе сасӑ вара, оркестрӑн савӑнӑҫлӑ пӑхӑр кӗввипе пӗрлешӗнсе, калама ҫук тӗлӗнмелле, чаплӑ ҫемӗ пулса тӑчӗ. Темӗнле тӑтӑрха, хӑюллӑ хум, хӑй ҫийӗн ҫӑмӑллӑн та пылаккӑн ҫӗклентерсе, йӑтса илчӗ сасартӑк Ромашова. Ытла пӑчӑран шупкалнӑ тӳпен кӑваклӑхпе те, хӗвелӗн сывлӑшра чӗтӗрекен ылттӑнла ҫутине те, аякри уйӑн ӑшӑ-ӑшӑ симӗслӗхне те, — калӑн, ҫаксене вӑл халиччен асӑрхаман, — ҫийӗнчех ҫивӗч те хаваслӑ витӗрлӗхпе курах кайрӗ вара вӑл, сасартӑк хӑйне ҫап-ҫамрӑккӑн, вӑйлӑн, маттуррӑн та мӑнаҫлӑн туйса илчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, куҫа курӑнман пӗр ирӗк-кӑмӑлпа вӑрттӑн ҫыхӑннӑ та, ҫак яштака, ним хускалман, хӑватлӑ ҫынсен йышӗнче, ретӗнче тӑрать…

Шульгович, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫне пичӗ умӗнчех тытса, кӗтсе илмешкӗн хирӗҫ йывӑррӑн сиктерсе кайрӗ.

— Сывӑ-и, пӗрремӗш рота! — тӳрккесле хаваслӑхпа харсӑррӑн та паттӑррӑн янӑракан музыка кӗвви витӗр илтӗнчӗ генералӑн чӑмӑр, лӑпкӑ сасси.

Харӑссӑн, тӑрӑшуллӑн та хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ салтаксем. Станцӑра вара каллех пӑравус шӑхӑртрӗ — хальхинче авӑккӑн, кӗскен, сатурла пекех. Ротӑсене черетпе сывлӑх суна-суна, фронт тӑрӑх майӗпен-майӗпен малалла куҫса пычӗ корпус командирӗ. Питӗ лайӑх курать ӗнтӗ Ромашов унӑн кӑкӑр айӗпе те самӑр хырӑмӗ ҫийӗпе урлӑ каҫах шултра хутламсемпе тӗркеленӗ кителлӗ, ейӗлсе, сарӑлса кайнӑ йывӑр кӗлеткине, салтаксем енне ҫавӑрнӑ пысӑк тӑваткал питпе те, кӗрнеклӗ хӑмӑр лаша ҫинчи хӗрлӗ вензельсемлӗ вӗҫкӗнчӗклӗрех вальтрапа та, мартингалӑн шӑмӑран тунӑ ункисене те, лакпа сӑрнӑ лутра атӑллӑ пӗчӗк урапа та.

— Сывӑ-и, улттӑмӗш!

Хӑйсен сассипе ҫурӑлса каяс тенӗ пек, юриех ӳстерсе хыттӑн-хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ Ромашов таврашӗнчи ҫынсем. Генерал шанчӑклӑн та кӑшт тирпейсӗртереххӗн ларнӑччӗ, лаши, юн анса тулнӑ ырӑ куҫлӑскер, мӑйне илемлӗн пӗкӗрӗлтерсе мӑкӑртнӑ та, ҫӑварлӑхне сӗтеклӗн кӑмӑртаттарса та тутинчен ҫӑмӑл шурӑ кӑпӑк ӳкере-ӳкере, ташлакан пиҫӗ утӑпа хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пускаласа пырать. «Тӑнлавӗсем унӑн кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ вара хура, сӑрланӑскер пулас», — хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе илчӗ Ромашов пуҫӗнче.

Корпус командирӗ хӑй ҫине тӑрӑннӑ кашни мӑшӑр куҫах тӗттӗм, пач ҫамрӑк, ӑслӑ та кулӑшларах куҫӗсемпе ылттӑн куҫлӑх витӗр тимлӗн тишкерсе, тинкере-тинкере пӑхрӗ. Акӑ вӑл Ромашовпа танлашрӗ те аллине карттусӗн сӑмси патне тытрӗ. Ромашов ярт тӑсӑлнӑ, ура мускулӗсене шанк хытарса, аялалла уртӑннӑ хӗҫӗн эфесне алли ыратмаллах ҫивӗччӗн хӗссе лартнӑ. Катрашкаллӑ шатрапа витӗнтерсе, парӑнӑҫлӑ, телейлӗ хаваслӑх сиввӗн чупса кайрӗ сасартӑк ун аллисемпе урисен тулаш пайӗсем тӑрӑх. Вӑл вара корпус командирӗн пичӗ ҫине мӑч тумасӑр, тӑтӑшшӑн пӑхса: «Хастар генералӑн куҫӗсем ҫамрӑк подпоручикӑн имшертерех яштака кӗлетки ҫинче тулӑх кӑмӑлпалан чарӑнса тӑчӗҫ», — шухӑшларӗ ӑшӗнче, хӑйӗн ачалла айвантарах йӑлипе.

Корпус командирӗ, кашни ротӑнах сывлӑх сунса, ҫакнашкал черетпелен пурне те пӗтӗмпех курса ҫаврӑнчӗ. Ун хыҫӗнчен пухӑнчӑклах мар, йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан ушкӑнпа свити куҫса пычӗ: лайӑх пӑхса усранӑ, ҫав тери хӳхӗм утсем утланнӑ штаб офицерӗсем, пӗр вунпилӗк ҫын. Ромашов вӗсем ҫине те ҫав паранӑҫлӑ куҫсемпех пӑхрӗ, анчах свитӑрисенчен нихӑш те подпоручик енне ҫаврӑнмарӗ: ҫак парадсем, музыкӑпа кӗтсе илнисем, ҫуран ҫарӑн пӗчӗк-пӗчӗк офицерӗсен ҫак пӑлханӑвӗсем — пурте-пурте хӑнӑхнӑ, тахҫанах йӑлӑхтарнӑ ӗҫ кӑна-мӗн вӗсемшӗн. Тӗтреллӗ кӗвӗҫӳпе те пит ыр сунсах каймасӑр туйса илчӗ вара Ромашов: темле уйрӑм, илемлӗ, уншӑн нихӑҫан ҫитме ҫукла чаплӑ пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ иккен ытла та мӑнкӑмӑллӑ ҫак ҫынсем.

Кам-тӑр инҫетрен музыкӑна чарӑнма паллӑ пачӗ. Корпус командирӗ полк йӗрӗ умӗпе, сулахай флангран сылтӑмалла, шултӑра юртӑпа тӑпӑртаттарса иртрӗ, ун хыҫӗнчен вара тӗрлӗ енлӗн хумханакан капӑрчӑк та ула-чӑла картапа свити тӑсӑлса кайрӗ. Шульгович полковник пӗрремӗш рота патне сиктерсе пычӗ. Тулли кӗлеткипе хыҫалалла выртса, хӑйӗн кастарнӑ тур ӑйӑрӗн чӗлпӗрне туртса лартса:
— Осадчий капитан! — брандмайорсем пушарсенче кӑшкӑрашнӑ чухнехи евӗр, хӑравҫӑлла та хӑрӑлтатакан сасӑпа этемле мар тискеррӗн кӑшкӑрчӗ вӑл.
— Ротӑна кӑ-ларӑр-р! Халех-х!

Полк командирӗпе Осадчий хушшинче кирек мӗнле вӗренӳре те сасӑ тӗлӗшпе тӑтӑшах юратуллӑ ӑмӑрту пула-лула иртетчӗ. Халӗ те Осадчин тимӗрле янкӑс команди вунулттӑмӗш ротӑра та янках илтӗнчӗ:

— Рота, на пле-чо! Танлӑха вӑта ҫӗрелле тытса, ша-гом марш!

Ун ротинче, вӑраххӑн та ҫине тӑрсах ӗҫленине пула, маршировкӑра ҫӳреме питӗ сайра тӗл пулакан, пач уйрӑм, хыттӑн пусса утаслӑх туса хунӑччӗ: салтаксем урапа ҫав тери ҫӳле йӑтса илеҫҫӗ те ӑна вӑйпалан ҫӗр ҫине лаплаттарса пӑрахаҫҫӗ. Шавлӑн та кӗрнеклӗн пулса тухать ҫакӑ, ку вара ытти рота командирӗсене ниепле те кӗвӗҫтермесӗр, ӑмсантармасӑр хӑварма пултараймасть.

Анчах пӗрремӗш рота аллӑ утӑмсем те тума ӗлкӗреймерӗ, ҫавӑнтах корпус командирӗн чӑтӑмсӑр сасси илтӗнсе те кайрӗ:

— Мӗскере пӗлтерекен мешех ку? Чарӑр ротӑна. Ча-рӑр! Рота командирӗ, килӗр-ха ман пата. Мӗн кӑтартатӑр эсир кунта? Мӗскер ку: виле пытарӑвӗ-и? Факельцуг? Куҫарса вылямалли салтаксем? Виҫ хут хӑвӑртлӑхлӑ маршировка? Халӗ, капитан, микулайсен вӑхӑчӗ мар, ун чухне ӑна ҫирӗм пилӗкшер ҫул службӑра тӑнӑ. Ҫак кардебалетшӑн миҫе куна ним уссӑр ҫухатнӑ эсир! Хаклӑ кунсене!

Ҫӳллӗ, ним хускалман Осадчий ун умӗнче тӗксӗммӗн тӑчӗ, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫӗ те лӑштӑр усӑннӑччӗ. Генерал пӑртаклӑха шӑпланчӗ, унтан хурланчӑк та йӗкӗлтешӳллӗ сасӑпа лӑпкӑнтараххӑн малалла тӑсрӗ:

— Йӑлт турткаласа пӗтертӗр пулас ҫынсене утаслӑхпа, ҫапла-и? Эх, эсир, аник-салтаксем. А ыйт сиртен… ну, ак, ирӗк парсамӑр, мӗнлерех ҫак маттурӑн хушамачӗ?

Генерал сылтӑм флангран иккӗмӗш салтак ҫине пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ.

— Игнатий Млхайлов, сирӗн превосходительство, — туйӑмсӑр, хулӑн сассипе салтакла пач юттӑн тавӑрчӗ Осадчий.

— Аван-с. Мӗн пӗлетӗр вара эсир ун ҫинчен? Хусах-и вӑл? Авланнӑ-и? Ачисем пур-и ун? Тен, лере ун ялта мӗнле те пулин хуйхӑ пур? Инкек? Пӗр-пӗр нуша? Мӗн?

— Пӗлме пултараймастӑп, сирӗн превосходительстао. Ҫӗр ҫын. Астуса тӑма йывӑр.

— Астуса тӑма йывӑр! — терӗ генерал йуҫенчӗклӗн. — Ах, господасем, господасем! Аслӑ кӗнекере каланӑ: хавала ан сӳнтерӗр, тенӗ, а эсир мӗн тӑватӑр? Ӗҫ-пуҫ ҫапӑҫу патне пырса ҫитсен, шӑп та шай ҫак таса чунлӑ, тӗттӗм выльӑхах сире хӑй кӑкӑрӗпе хӳтӗлет вӗт, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен сире хӑй хулпуҫҫийӗсем ҫинче йӑтса тухать, шартлама сивӗре сире хӑйӗн шӑтса пӗтнӗ шинель ластанкипе витет, эсир пур — пӗлме пултараймастӑп.

Вара, самантрах вӗчӗрхенсе кайса, чӗлпӗре кирлӗ мар ҫӗртенех алӑран алла ҫилӗллӗн куҫаркаласа, генерал Осадчий пуҫӗ урлах полк командирне кӑшкӑрчӗ:

— Половник, кӑларса ярӑр ку ротӑна. Пӑхас та теместӗп. Халех, халех кӑларӑр! Пахча кӗпҫисем! Картун камитсем! Чукун мимӗсем!

Ҫакӑнтан пуҫланчӗ те полкӑн путланса ларасси. Салтаксене ӗшентерсе халтан янипе хӑратса пӗтерни, унтер-офицерсен ӑссӑрла тискерлӗхӗ, офицерсем служба ӗҫӗсене чунсӑр-мӗнсӗррӗн, мӗн пуррипе ҫеҫ сапӑрлашса, ячӗшӗн кӑна тукаласа пыни — ҫаксем пурте-пурте яр-уҫҫӑн та мӑшкӑллӑн тухса тӑчӗҫ тӗреслӳре. Иккӗмӗш ротӑра ҫынсем «Отче наш» пӗлмерӗҫ, виҫҫӗмӗшӗнче, сапаланчӑк строй пирки ыйтсан, офицерсем хӑйсем те арпашӑнса-пӑтрашӑнса кайрӗҫ, тӑваттӑмӗшӗнче пӑшал мелӗсене тунӑ чух темле салтак тӑнран кайса ӳкрӗ. Чи начарри, чи киревсӗрри — утлӑ ҫар кӗтмен ҫӗртенех килсе атакӑласан мӗн тумаллине, ҫакна хатӗрленчӗҫ, шӑп питӗ кирлине пӗлчӗҫ пулин те, нихӑш ротӑра та ӑнкаракан, чухлакан-тавҫӑракан тупӑнмарӗ. Ку мел-ӑслайсене корпус командирӗ шӑпах хӑй шутласа тупса практикӑна кӗртнӗччӗ, вӗсен тӗп пӗлтерӗшӗ — строя тӗрлӗ майпа хӑвӑрттӑн ҫаврӑнтара-ҫаврӑнтара тӑратма пултарассинчеччӗ, ун пек тесессӗн вара начальниксен кирек хӑҫан та тавҫӑруллӑ, пур чухне те пуҫаруллӑ, яланах шухӑшлавлӑ пулмалла. Ҫакӑнта черетпелен такӑна-такӑна пычӗҫ те ӗнтӗ ротӑсем йӑлтах, пиллӗкмӗшӗсӗр пуҫне.

Генерал ротӑна пӑхса илет те мӗнпур офицерпа унтер-офицера стройран кӑларса ярать, ҫывсенчен пурин тӗлӗшпе те кӑмӑллӑ пулнипе пулманни, хӑйсене тивӗҫекеннисене пӗтӗмпех илсе тӑрайнипе тӑрайманни, ҫӑхавсемпе кӳренӳсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса тӗпчет. Анчах салтаксем харӑссӑн янӑраттарса ҫех тӑчӗҫ — вӗсем «шӑп та шай ҫапла, пурин тӗлӗшпе те кӑмӑллӑ». Пӗрремӗш ротӑран ыйтнӑ чух Ромашов хӑйсен ротин фельдфебелӗ, Рында, хӑратса хунине илтсеччӗ:
— Кам та пулин пӗлтер кӑна мана акӑ кӳренӳ пирки! Эпӗ ӑна кайран ҫав кӳренӗве пит лайӑх пӗлтерӗп! — терӗ вӑл чашкӑракан сасӑпа хыҫра.

Ун вырӑнне калама ҫук чаплӑн кӑтартса пачӗ хӑйне пиллӗкмӗш рота. Ҫав тери ҫӑмӑллӑн та ҫӗкленӳллӗн, питӗ меллӗн те ирӗккӗн утса, маттуррӑн тӑва-тӑва пачӗҫ рота вӗренӗвне сатур та чӗп-чӗрӗ, уҫӑ та хаваслӑ ҫынсем, — калӑн, тӗрӗслӳ вӗсемшӗн пач та хӑрушӑ экзамен мар, темле савӑнӑҫлӑ та ним йывӑрлӑхсӑр йӑпану ҫеҫ. Генерал ҫаплах кӑмӑлсӑртарахчӗ-ха, ҫаплах тӗксӗмрехчӗ, анчах вӑл вӗсене: «Атьсем, лайӑх!» — терӗ ӗнтӗ; тӗрӗслӳ пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут пулчӗ ҫакӑ.

Утлӑ ҫар тапӑннисене сирсе яракан мел-меслетсемпе Стельковский йӑлтах, пуҫӗпех ҫавӑрса тыткӑнларӗ корпус командирне. Кӗтмен те хӑвӑрт сӑмахсемпе генерал ӑна тӑшман ӑҫтине хӑй каласа, кӑтартса тӑчӗ: «Кавалери сылтӑмра, сакӑрҫӗр утӑмра», — Стельковский, ҫеккунтлӑха та ҫухалса каймасӑр, ротӑна ҫийӗнчех тӗп-тӗрӗссӗн те лӑпкӑн чарса тӑратать, ӑна карьерпа сиктерсе килекен тӑшман енне ҫавӑрать, вӑхӑтпа перекетлӗн усӑ курса, взводсене пухса ҫыхӑнтарать — малтанхийӗн чӗркуҫленмелле те иккӗмӗшӗн ура ҫинчех юлмалла, — перессине палӑртать, ӑсра ҫех шутланакан иккӗ е виҫҫӗ залп партарать те вара командӑлать: «Алӑсем ҫине!»  — «Питӗ лайӑх, тӑвансем! Тавтапуҫ, маттур!» — мухтарӗ генерал.

Ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн рота каллех сарӑлчӑк стройпа йӗркеленсе тӑчӗ. Анчах генерал ӑна яма васкамарӗ-ха. Фронт тӑрӑх васкамасӑр иртсе пынӑ май, вӑл салтаксен пичӗсене сӑнавлӑн тишкерсе, уйрӑм кӑсӑклӑхпа питӗ тимлӗн пӑхса тухрӗ те, унӑн йывӑр, тӑртанчӑк хупанкасем айӗнчи ӑслӑ куҫӗсенче вара куҫлӑх витӗр ӑшӑ та кӑмӑллӑ кулӑ ҫемҫен ҫуталса кайрӗ. Сасартӑк вӑл лашине чарса тӑратрӗ те хыҫалалла, хӑй штабӗн начальникӗ енне ҫаврӑнчӗ:

— Ҫук, пӑхсамӑр-ха эсир, полковник, пит-куҫсем еплерех вӗсен! Кукӑльсемпе тӑрантаратӑр-и-мӗн вара эсир вӗсене, капитан? Эй, эсӗ, пӑрала пит, итле, — янахӗпе пӗр салтак енне сулчӗ вӑл, — Коваль тесе чӗнеҫҫӗ-и сана?

— Шӑпах ҫапла, сирӗн превосходительство, Михайла Борийчук! — хавассӑн, ачанни евӗр кӑмӑллӑ кулӑпа кӑшкӑрчӗ салтак.

— Пӑх эс ӑна, эпӗ вара Коваль тесе шутланӑ. Ну, эппин, йӑнӑшнӑ, — шӳтлерӗ генерал. — Нимӗн тума та ҫук. Тӗл килмерӗ… — хушса хучӗ вӑл хаваслӑ та намӑссӑрла сӑмах.

Айван та савӑнӑҫлӑ кулӑпа пачах ирӗлсе-сарӑлса кайрӗ салтакӑн пичӗ.

— Ниепле те ҫук, сирӗн превосходительство! — пушшех хытӑраххӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. — Шӑп та шай тимӗрҫ ӑсталӑхӗпе аппаланнӑ хамӑр ялта. Туптаканҫӑ пулнӑ.

— Э, куртӑн-и акӑ! — ытарлӑн ывӑтрӗ пуҫне генерал, Вӑл хӑй салтаксене пӗлнӗлӗхӗпе яланах мӑнаҫланнӑ. — Мӗн, капитан, аван салтак-и вӑл сирӗн?

— Питӗ аван. Манӑн вӗсем пурте лайӑх, — хӑйӗн яланхи шанӑҫлӑхӗпе тавӑрчӗ Стрельковский.

Куҫ харшисем генералӑн ҫиллессӗн сиксе илчӗҫ, анчах тутисем кулкаларӗҫ, ҫавна пула пӗтӗм пичӗ унӑн ырӑланса та ватлӑх илемӗпе чиперленсе кайрӗ.

— Ну, куна эсир, капитан, кӑштах мӗн пулас-ха… Штрафланнисем те пур-ҫке?

— Пӗр никам та, сирӗн превосходительство. Пиллӗкмӗш ҫул — пӗр никам та.

Генерал йӗнерӗ ҫинчен йывӑррӑн пекӗрӗлсе пӗшкӗнчӗ те тӳмелемесӗр тӑхӑннӑ шур перчеткелле хӑйӗн тулли, шыҫмак аллине Стельковские тӑсса пачӗ.

— Пысӑкран пысӑк тав сире, тӑванӑм, — терӗ вӑл чӗтӗрекен сасӑпа, куҫӗсем вара унӑн сасартӑках куҫҫуль пӗрчисемпе ҫуталса кайрӗҫ. Тӗлӗнтермӗшле нумай-нумай хастар генерал пекех, хӑш чухне вӑл кӑштах йӗрсе илме те юрататчӗ. — Тавтапуҫ, йӑпатрӑр старике. Тавтапуҫ, пӑхаттирсем! — харсӑррӑн кӑшкӑрчӗ вӑл ротӑна.

Стельковский туса панӑ кӑмӑллӑха пула улттӑмӗш ротӑна тӗрӗслесси те, пӗтӗмӗшпе илсен, чиперех иртрӗ темелле. Генерал мухтамарӗ, анчах ятлаҫмарӗ те. Ҫапах та, салтаксем йывӑҫ рамӑсем ӑшне ҫӗленӗ улӑм мӗлкесене чикме пуҫласан, улттӑмӗш ротӑн та намӑсланма тиврӗ.

— Алла мар, апла мар, апла мар, апла мар! — турткалашӑнса, йӗнерӗ ҫинче вӗриленсе ларчӗ корпус командирӗ. — Пач та ун пек мар! Тӑванӑмсем, итлӗр мана. Чӗрепе тарӑхса чик, шӑп та шай чи варрипе, штыка трубка таранах. Ҫилленсе! Кӑмакана ҫӑкӑрсем лартмастӑн эсӗ, тӑшмана чикетӗн…

Ытти ротӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри лакса-путланса пычӗҫ. Корпус командирӗ вара пӑлханма та пӑрахрӗ, хӑйӗн ҫивӗч, витерӳллӗ асӑрхаттарӑвӗсене те туми пулчӗ, лаши ҫинче кичем сӑнпала ним чӗнмесӗр, тӗршӗнсе-курпунланса кӑна ларчӗ. Вунпиллӗкмӗшпе вунулттӑмӗш ротӑсене вӑл пач пӑхас та темерӗ, аллине ӗшенчӗклӗн сулчӗ те:
— Ну, кусем… темле ҫитӗнсе ҫитменскерсем анчах, — терӗ ҫеҫ йӗрӗнӗҫлӗн.

Церемониаллӑ марш юлнӑччӗ тата. Пӗтӗм полка ҫуршар ротӑшаррӑн сыпӑнуллӑ колоннӑна хӗсӗнтерсе тӑратрӗҫ. Мала каллех желонерсем сиксе тухрӗҫ те, утса иртессин йӗрне палӑртса, сылтӑм фланга хирӗҫҫӗн тӑсӑлса кайрӗҫ. Чӑтмалла мар пӑчӑланса ларчӗ. Ытла шӑрӑххипе те ансӑр хутлӑхах питӗ нумаййӑн чыхӑнса тулнипе ӳт-пӳ йывӑррӑн пӑсланнӑран тата атӑсен, махоркӑн, таса мар тирпе хура ҫӑкӑр ӑшра йӳҫсе пуланнин шӑршине пула ҫынсем йӑлтах халтан кайса ҫитрӗҫ ӗнтӗ, ура ҫинче те аран кана тӑркалаҫҫӗ.

Анчах церемониаллӑ марш умӗн пурте ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗҫ. Йӑлӑннӑ евӗрех пуплешрӗҫ офицерсем салтаксемпе: «Эсир, тӑвансем, корпуснӑй умӗнче маттуррӑн иртме тӑрӑшӑр ӗнтӗ. Намӑс ан кӑтартӑр». Начальниксем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансемпе ҫакнашкал калаҫнинче халь темле йӑпӑлчӑклӑх, шанса пӗтерейменни те айӑплӑх пурри сисӗнчӗ. Корпус командирӗ пек ҫитме ҫукла пысӑк тӳпеллӗ ҫыннӑн ҫилли сасартӑк офицера та, салтака та пӗр йывӑрӑшпах пусарса лартрӗ тейӗн, вӗсен хушшинчи уйрӑмлӑхсене пӗтерсе, аркатса ывӑтрӗ те пӗтӗмпех тикӗслерӗ тата пурне те пӗрешкел хӑравҫӑллӑ, ҫӗтсе ҫухалмалла та мӗскӗнчӗкле туса хучӗ.

— Полк, ырр-рра-а…! Музыкантсем, лини ҫине-е! — илтӗнсе кайрӗ аякран Шульгович команди.

Пин ҫурӑ ҫын вара пӗтӗмӗшпех ҫеккунтлӑха уҫӑмсӑррӑн, васкаваррӑн мӑкӑртатса, йӑшӑлтатса илчӗ те сасартӑк, нервӑллӑн та сыхланчӑклӑн тӑсӑлса, шанк хытса шӑпланчӗ.

Шульгович хӑй курӑнмастчӗ. Каллех кӑрӑлтатса юхса ҫитрӗ унӑн янӑравлӑ мӑн сасси:

— Полк, на плеч-чо-о-о!..

Батальонсен тӑватӑ командирӗ, лашисем ҫинче ларнӑ май, хӑйсен чаҫӗсем енне ҫаврӑнчӗҫ те:
— Батальон, на пле… — командӑларӗҫ ылмӑш-тӗлмӗшлӗн, вара куҫӗсене полк командирӗ ҫине тӑрмаклӑн тӑрӑнтарчӗҫ.

Полк умӗнче, ӑҫта-тӑр аякра, хӗҫ сывлӑшра ҫиҫкӗнсе илчӗ те аялалла ӳсӑнчӗ. Ку командӑлассин пӗтӗмӗшле паллинчӗ, ҫавна кура:
— …чо! — пӗр харӑссӑн кӑшкӑрса ячӗҫ батальонсен командирӗсем тӑваттӑш те.

Уҫӑмсӑрла чӑлтлату-чанклатупа килӗшӳсӗртереххӗн ялтлаттарса ывӑтӑнтарчӗ полк пӑшалсене. Ӑҫта-тӑр хирӗнсе чӗриклетрӗҫ штыксем.

Кун хыҫҫӑн Шульгович, сӑмахсене юриех тӑстарса, питӗ пысӑк ӳпкин пӗтӗм хӑвачӗпелен чаплӑн, ҫирӗппӗн, савӑнӑҫлӑн та хыттӑн командӑларӗ:

— Це-ре-мо-ни-ал-лӑ марш-а!..

Халӗ ӗнтӗ тӗрлӗ сасӑпалан тӗлли-паллисӗр те суян юрлаттарса ячӗҫ ротӑсен командирӗсем вунулттӑш те:

— Церемониаллӑ марша!

— Цериалла… — ӑҫта-тӑр, колонна хӳринче, кая юлнӑ пӗр ротнӑй ҫыхланчӑк та намӑсланнӑ сасӑпа мӗнпурин хыҫӗнчен кӑшкӑрчӗ те вара командине каласа пӗтермесӗрех, хӑюсӑррӑн путланса ларчӗ.

— Ҫуршар-р ротӑшар-рӑн-н! — кӗмсӗртеттерчӗ Шульгович.

— Ҫуршар ротӑшарӑн! — ҫавӑнтах тытса илчӗҫ ротнайсем.

— Икшер взво-одлӑх дистанципе! — ярӑнтарчӗ Шульгович.

— Икшер взводлӑх дистанципе!

— Та-анлӑх сы-ылтӑмаллл-а!

— Танлӑх сылтӑмалла! — нумай йышпалан тавӑрчӗ ула-чӑла сасӑсен ахрӑмӗ.

Шульгович ик-виҫ ҫеккунт тӑхтаса, кӗтсе тӑчӗ, вара татса-татса сирпӗнтерчӗ:

— Пӗрремӗш ҫурма рота — ша-а-гом!

Тачӑ ретсем витӗр сарӑлса, ҫӗр ҫумӗпех йӑпшӑнса сапаланса, уҫӑмсӑртараххӑн каларӗ малта Осадчий тӑнкӑртатакан хулӑн команди:

— Пӗр-ремӗш ҫурма рота. Танлӑх сылтӑмалла. Ша-гом… арш!

Харӑссӑн кӗмсӗртеттерсе ячӗҫ малта полк параппанҫисем.

Тайӑлтарса тытнӑ штыксен вӑрманӗнчен тӗп-тӗрӗс вӑрӑм йӗр уйрӑлни те сывлӑшра енчен еннелле пӗр-тикӗссӗн сулкаланма тапратни курӑнчӗ хыҫалтан.

— Иккӗмӗш ҫурма рота, тӳп-тӳррӗн! — илтрӗ Ромашов Арчаковскин хӗрарӑмла ҫинҫе сассине.

Кайнӑ май, штыксен тепӗр йӗрӗ те тайкалана-тайкалана вылянчӗ. Аялалла, ҫӗр айнелле анса пырать тейӗн, параппан сасси хуллен пусӑрӑнса, йӑннӑҫем йӑнса пычӗ, вара сасартӑк, ӑна тӳнтерсе-йӑвантарса та таптаса-хуҫлатса, ун ҫинелле оркестрӑн ҫиҫсе ялтӑракан, илемӗпе пач уйрӑлса тӑракан хаваслӑ хумӗ ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайрӗ. Полк музыки темпа тытса, ҫӗклеттерсе илчӗ ку вӑл, ҫакна кура пӗтӗм полк ҫийӗнчех туртӑнса, чӗрӗленсе тӑчӗ: пуҫсем картах ҫӳлелле каҫӑрӑлчӗҫ, кӗлеткесем яштах тӳрӗленчӗҫ; ывӑннӑ, ӑмӑр питсем уҫӑлса ҫуталчӗҫ.

Пӗрин хыҫҫӑн тепри уйрӑла-уйрӑла кайса тӑчӗҫ ҫурма ротӑсем, кашни хутӗнчех, вӑйлӑран вӑйлӑ хӑпартланса, пушшех уҫҫӑн та савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ полк маршӗн кӗвви. Акӑ пӗрремӗш батальонӑн юлашки ҫурма роти хӑпса вашлатрӗ. Лех подполковник, Олизар ӑсатса пынӑ май, ырханкка йӑм-хура лашипе малалла хускалчӗ. Хӗҫӗсене хӑйсем «тӳпеай» мелӗпе ҫӗклесе тытнӑ, ал сыппийӗсем пит ҫӳллӗшӗнче. Стельковскин лӑпкӑ та, яланхи пекех, тирпейсӗрле команди илтӗнет. Ҫӳлте-ҫӳлте, штыксенчен чылай ҫӳлерехре, ялав аври тикӗссӗн сулкаланать. Мала, тавӑрӑнчӑк йӗпе куҫӗсемпе строя пӑхкаласа, курпунланса пӗкӗрӗлнӗ, пӳхсе шыҫмакланнӑ Слива капитан, пысӑк, ватӑ, кичем упӑтенни евӗр, вӑрӑм алӑллӑскер, тухса тӑчӗ.

— П-пӗрремӗш ҫурма рота… т-тӳп-тӳррӗн!

Хӑй ҫурма роти умӗнчи вӑта ҫӗре ҫӑмӑл та ҫивӗч утӑмпа Ромашов ярӑнса тухать. Темӗн киленӗҫли, илемли те мӑнаҫли ӳсет ун чунӗнче. Куҫӗсемпе хӑвӑрттӑн шуҫӑнтарса иртет вӑл пӗрремӗш шеренгӑри питсем тӑрӑх. «Ватӑ касӑҫӑ хӑйӗн ветеранӗсене кӑйкӑр пекех виҫсе ҫаврӑнчӗ, — вӗҫсе илет ун пуҫӗнче хӑпартлануллӑ шухӑш, хӑй вара ҫав вӑхӑтрах маттуррӑн тӑстарать:

— Ик-кӗмӗш ҫурма ро-ота-а…

«Пӗрре, иккӗ!» — асӗнче шутлать те такта атти пуҫӗсемпе ҫех тытса пырать Ромашов. «Сулахай ураран пуҫланмалла. Сулахайпа, сылтӑмпа». Вара телейлӗ пит-куҫпалан пуҫне хыҫалалла ывӑтать те:
— Тӳп-тӳррӗн! — кӑшкӑрса ярать пӗтӗм уя янӑраттаракан ҫинҫерех уҫӑ сассипе.

Унтан, пружина ҫинче тӑвать тейӗн, хӑрах ура ҫинче кӑна ҫаврӑнса, икӗ тон аяларах илсе, каялла пач пӑхмасӑр хушса хурать вӑл юрланӑн:

— Та-ан-лӑх сылтӑмалла-а!

Самант илемӗ ӳсӗртсе ярать Ромашова. Ҫеккунтлӑха ӑна пӗҫертекен те куҫа шартарса яракан ҫак ҫутта музыка хумӑн-хумӑн пертерсе тӑнӑн, пӑхӑрӑн савӑнӑҫлӑ ахрӑмӗсем ҫӳлтен, тӳперен, хӗвелтен татӑла-татӑла ӳкнӗн туйӑна каять. Паҫӑр, тӗлпулу вӑхӑтӗнче пулнӑ пекех, ӳт-пӗвӗ тӑрӑх унӑн чӗтӗрекен пылак сивӗ чупать, тире хытарса, пирчетсе ярать, ҫӳҫе пуҫ тӑрринче ҫӗклентере-ҫӗклентере хускатать.

Музыка такчӗпе пӗрешкел пулса, генерал мухтанине тавӑрса хуравланӑ май, хастаррӑн кӑшкӑрса ярать пиллӗкмӗш рота. Этем кӳлеписен чӗрӗ картин чӑрмавӗнчен хӑтӑлса, ирӗке тухнипе хӗпӗртенӗ тейӗн, янӑравлӑраххӑн та хаваслӑраххӑн чупса кайрӗҫ маршӑн таса та уҫӑ сассисем Ромашова хирӗҫ. Халӗ подпоручик хӑйӗнчен малта та сылтӑмра сӑрӑ лаши ҫинче ларакан генералӑн йывӑр кӗлеткине, ун хыҫӗнче тӑракан ним хускалми свитине, унтан та леререхре хӗрарӑм кӗписен тӗрлӗ тӗслӗ ушкӑнне, куҫа шартакан кӑнтӑр ҫутинче темле юмахрилле ҫунса хӗмленекен чечексем евӗр туйӑнаканскере, питӗ те уҫӑммӑн курать. Сулахайра вара оркестрӑн юрлакан ылттӑн трубисем ялтӑраҫҫӗ; Ромашов туять: генералпа музыка хушшине куҫа курӑнман асамлӑ ҫип туртӑнса карӑннӑ, ун урлӑ каҫма савӑнӑҫлӑ та, хӑрамалла та.

Анчах пӗрремӗш ҫурма рота ҫав йӗр ҫине кӗрсе кайрӗ ӗнтӗ.

— Атьсем, лайӑх! — илтӗнет корпус командирӗн кӑмӑллӑ сасси.

— А-а-а-а! — янӑравлӑ, телейлӗ сасӑсемпе тытса, ҫӗклеттерсе илеҫҫӗ салтаксем. Тата хытӑрах кӗрлевпе мала сике-сике тухаҫҫӗ музыка кӗввисем. «О савнӑ ҫыннӑм! — ҫемҫелнӗ кӑмӑлпа шухӑшлать Ромашов генерал пирки. — Ӑслӑскер!»

Халӗ Ромашов пӗччен. Урисене ҫӗр ҫумне кӑшт ҫеҫ перӗнтерсе, тикӗссӗн те пиҫҫӗн пусса ҫывӑхарать вӑл леш хаклӑ йӗр патне. Пуҫӗ ун чӑрсӑррӑн хыҫалалла ывӑтӑннӑ та мӑнаҫлӑ хатарлӑхпа сулахай еннелле ҫаврӑннӑ. Кӗтмен ҫӗртенех вӗҫме пултараяслӑх туяннӑ тейӗн, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ унӑн ҫав тери ҫӑмӑл та ирӗк. Хӑй ҫине пурте тӗлӗнсе-хӗпӗртесе пӑхнӑн шутласа та пӗтӗм тӗнчен питӗ чаплӑ центрӗ пулса тӑнӑн туйса:
«Курсамӑр, курсамӑр, — ку вӑл Ромашов килет», — тет вӑл хӑйне хӑй темле савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ тӗлӗкре.
«Дамӑсен куҫӗсем тӗлӗнӳллӗ хавхаланупа ялкӑшрӗҫ». Пӗрре, иккӗ, сулахайпа!.. «Ҫурма рота умӗнче калама ҫук хӳхӗм утӑмпа хитре кӑна подпоручик пырать»; Сулахайпа, сылтӑмпа!.. «Шульгович полковник, сирӗн Ромашовӑра чӑннипех те ытарса тӑранмалла мар, — терӗ корпус командирӗ, — манӑн ӑна хам адьютант тӑвас кӑмӑл пур». Сулахайпа…

Тепӗр ҫеккунт, тепӗр самант — Ромашов вара шалт тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ асамлӑ ҫип урлӑ каҫса та каять. Ӑссӑрла, паттӑрла, вут-ҫулӑмла савӑнӑҫпа янӑрать музыка. Кӗҫех мухтать», — шухӑшлать Ромашов, чунӗ ӗнтӗ унӑн кӑшах уяв ялтӑравӗпе тулса ларнӑ. Корпус командирӗн сасси илтӗнсе каять, акӑ Шульгович сасси, тата такамсен сассисем… «Паллах, генерал мухтарӗ, анчах мӗншӗн-ха салтаксем хуравламарӗҫ? Кам-тӑр хыҫран, ретсем хушшинчен кӑшкӑрать… Мӗн пулнӑ?»

Ромашов каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те шурса-кӑвакарса кайрӗ. Унӑн ҫурма роти, икӗ тӳп-тӳрӗ, йӑрӑс йӗр пулас вырӑнне, пӗтӗмпех тӗрлӗ еннелле ним латсӑррӑн кукӑрӑлкаланӑ та, сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, кӗпӗрленнӗ. Ку вӑл подпоручик, хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ те хӗрӳ ӗмӗчӗсен йӑпанӑвӗ ӑшне путнӑскер, сисмесӗрех вӑта ҫӗртен утӑм хыҫҫӑн утӑммӑн сылтӑмалла куҫса, ҫав вӑхӑтрах ҫурма роти ҫине тапӑнса, хӗсӗнтерсе пынипе те юлашкинчен вара, йӗркене пӗтӗмпех пӑсса пӑрахса, унӑн сылтӑм флангне пӗрсе тухнипе пулса кайнӑ. Ҫаксене Ромашов пӗтӗмпех пӗр самант, шухӑш пек, питӗ кӗске самант хушшинчех курса ӑнланчӗ, курчӗ вӑл ҫаплах строй хыҫӗнчен ҫирӗм утӑмсене майлӑрахра, шӑп та шай генерал куҫӗ умӗнче, Хлебников салтак пӗр-пӗчченӗн мӗнлерех лӗпӗстетнине те. Вӑл пынӑ ҫӗртех лаплатса ӳкнӗ, халӗ вара, йӑлт тусанланса пӗтнӗскер, хӑрах аллипе пӑшалне варри тӗлӗнчен тытса та тепринпе сӑмсине халсӑррӑн шӑлкаласа, амуници йывӑрӑшне чӑтаймасӑр аялаллах пӗкӗрӗлсе хутланнӑскер, тӑват уран упаленнӗ пек чупса, хӑйӗн ҫурма ротине хӑваласа ҫитесшӗн хыпаланать.

Ромашова сасартӑк ҫу уйӑхӗн ҫиҫсе ялтӑракан кунӗ ҫийӗнчех тӗттӗмленсе ларнӑн, хулпуҫҫийӗсем ҫине вилӗ, ют йывӑрлӑх хӑйӑр тӑвӗ евӗр пусӑрӑнтарса выртнӑн, музыка кичеммӗн те тӗксӗммӗн вылянӑн курӑнса кайрӗ. Хӑй-е те вӑл пӗчӗк, вӑйсӑр, илемсӗр пек туйса илчӗ, хусканӑвӗсем йӑваш, урисем ҫав тери ӳркевлӗ, пӗр-пӗринпе ҫапӑна-ҫапӑна такӑнаҫҫӗ, кӑнттам, ҫаврӑнӑҫусӑр.

Ун патнелле полк адьютанчӗ сиккипе вӗҫтерсе килетчӗ ӗнтӗ. Федоровскин пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе те ҫилӗпелен чалӑшса кайнӑ, янахӗ чӗтӗрет. Тарӑхнӑран та хытӑ килнӗрен хӑй хашка-хашка сывлать.

— Подпоручик… Ромашов… — сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑна та пӳлӗне-пӳлӗне, аякранах тискеррӗн кӑшкӑрашма пуҫларӗ вӑл. — Полк командирӗ сире… выговор парать… чи-чи хаяррине… Ҫичӗ кунлӑха… гауптвахтӑна… дивизи штабне… Киревсӗрлӗх, хирӗҫӳ… Пӗтӗм полка к…рӑр!.. Ача-пӑча!

Ромашов ӑна ним те тавӑрса каламарӗ, пуҫне те пулин ун еннелле ҫавӑрмарӗ. Мӗнех, намӑс сӑмахпа ятлаҫма тивӗҫ пур, паллах, унӑн! Салтаксем те адъютант ун ҫине мӗнле кӑшкӑрнине илтрӗҫ акӑ. «Ну, мӗнех, илтчӗр ӗнтӗ, ҫапла кирлӗ те мана, пултӑр, — хӑйне хӑй чӑтма ҫук пысӑк курайманлӑхпа шухӑшларӗ Ромашов. — Пӗтӗмпех пӗтнӗ халӗ маншӑн. Эпӗ перӗнетӗп. Эпӗ ӗмӗрлӗхех намӑса тӑрса юлнӑ. Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗтнӗ маншӑн. Эпӗ кулӑшла, эпӗ пӗчӗк, пит манӑн шурӑхнӑ, илемсӗр, тӗнчери мӗнпур питрен чи йӗрӗнчӗкли, ирсӗрри, темле ниҫта ҫыпӑҫманскер. Пӗтӗмпех пӗтнӗ! Салтаксем ман хыҫран пыраҫҫӗ, мана ҫурӑмран пӑха-пӑха кулаҫҫӗ, пӗр-пӗрне чавсисемпе тӗке-тӗке илеҫҫӗ. Тен тата, мана шеллеҫҫӗ те? Ҫук, эпӗ, тем тесен те, тем тесен те перӗнетӗп!»

Ҫурма ротӑсем, корпус командирӗнчен чылай аякка кайса, пӗрин хыҫҫӑн тепри сулахай хулпуҫҫипе ҫаврӑнаҫҫӗ те хӑйсен малтанхи, утма пуҫланӑ чухнехи вырӑнӗсем патне таврӑнаҫҫӗ. Кунта, строя улӑштарса, вӗсене роттӑн-роттӑн сарӑлтарса тӑратаҫҫӗ. Хыҫалти чаҫсем килсе ҫитиччен тесе, ҫынсене лӑнчӑн тӑма ирӗк пачӗҫ, офицерсем вара, кӑшт-кӑшт ҫемҫелкелесе илес тата ҫанӑ ӑшӗнче туртас шутпа, хӑйсен вырӑнӗсенчен тухрӗҫ. Ромашов ҫеҫ фронт варринче, хӑй ҫурма роттин сылтӑм флангӗнче юлчӗ. Вӑл ҫара хӗҫ вӗҫӗпелен ури таврашӗнчи ҫӗре тимлӗн, шухӑшлӑн тӑрмаларӗ, усӑннӑ пуҫне ҫӗклемерӗ пулин те, кӑсӑкланакан, тӑрӑхлакан та мӑшкӑллакан куҫсем хӑй ҫинелле пур енчен те тинкернине туйсах тӑчӗ.

Слива капитан Ромашов умӗпе иртсе кайрӗ, чарӑнмасӑрах, ун ҫине пӑхмасӑрах, хӑйпе хӑй калаҫнӑ евӗр:
— П-паянах урӑх ротӑна к-куҫарасси пирки рапорт пама к-кӑмӑл тусамӑр, — ҫиллине чаркаласа, мӑкӑртатса илчӗ ҫыртса лартнӑ шӑл витӗр, хӑйӑлчӑклӑн.

Унтан Веткин пычӗ. Унӑн ҫутӑ, ырӑ куҫӗсенче тата усӑннӑ тута хӗррисенче Ромашов йӗрӗнӳпе хӗрхенӳ паллисене асӑрхарӗ, ҫакнашкал сӑнпа ҫынсем кирек хӑҫан та пуйӑс таптанӑ йытӑ ҫине пӑхаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй пичӗ ҫинче те темле тӑнсӑр, тӗссӗр кулӑ тӗлкӗшнине лӗкленнӗ кӑмӑлпа туйса илчӗ.

— Атьӑр кайса туртса ярӑпӑр, Юрий Алексеич, — терӗ Веткин.

Вара, чӗлхине чаплаттарса та пуҫне сулкаласа, эрлӗклӗн хушса хучӗ:

— Эх, тӑванӑм!..

Ромашовӑн янахӗ чӗтӗренсе кайрӗ, карланкӑра йӳҫӗ те тӑкӑскӑ пулса тӑчӗ.

— Ҫук ӗнтӗ… мӗн ӗнтӗ унта… ман туртас килмест… — ӗсӗклесе ярасран аран-аран чарӑнкаласа, тавӑрчӗ вӑл кӳреннӗ ачан таткаланакан, пусӑрӑнчӑк сассипе.

Веткин айккинелле пӑрӑнса утрӗ. «Тытатӑп та, акӑ, халех пырса, Сливӑна питрен нӑчлаттаратӑп, — кӗтмен ҫӗртенех вӗҫсе илчӗ Ромашовӑн пуҫтах шухӑш. — Е корпуснӑй патне пыратӑп та: «Намӑс сана, ват ҫынна, салтакла вылямашкӑн та этемсене асаплантармашкӑн, — тетӗп. — Канма яр вӗсене. Сана пула ик эрне хӗнерӗҫ салтаксене».

Анчах сасартӑк хӑй паҫӑр кӑна-ха йӑрӑс пӳллӗ, илемлӗ подпоручик пирки, хӗрарӑмсен тӗлӗнӗвӗ-хӑпартланӑвӗ, хастар генерал куҫӗсенчи кӑмӑллӑх-киленӗҫ ҫинчен мӑнаҫланса ӗмӗтленнисем асне килчӗҫ те, ӑна ҫав тери намӑс пулса кайрӗ, вӑл вара самант хушшинчех пичӗпе кӑна мар, кӑкӑрӗпе те, ҫурӑмӗпе те хӑмач пекех хӗрелсе ларчӗ.

«Кулӑшла, йӗрӗнӗҫле, ирсӗрле этем эсӗ! — шухӑшпа кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйне хай. — Пӗлсе тӑнӑ пултӑр пурсӑр та, паян эпӗ перӗнетӗп!»

Тӗрӗслӳ вӗҫленсе пычӗ. Тата темиҫе хутчен тапӑл-тапӑл иртрӗҫ-ха ротӑсем корпус командирӗ умӗпе: малтан утса, унтан чупса, кайран — пухӑнчӑк колоннӑна, пӑшалсене ал вӗҫҫӗн умра тытса. Генерал пӑртак ҫемҫелнӗ пек пулчӗ те салтаксене темиҫе хутчен мухта-мухта илчӗ. Вӑхӑт ӗнтӗ тӑватӑ сехет патнеллехчӗ. Юлашкинчен полка чарчӗҫ те ҫынсене ирӗккӗн тӑма хушрӗҫ. Штаб-горнҫӑ «начальниксене йыхӑрассине» янӑраттарса ячӗ.

— Офицер господасем, корпус командирӗ патне! — вӗҫсе иртрӗ ретсем хушшипелен.

Офицерсем стройран тухрӗҫ те корпус командирне йӗри-тавра таччӑн ункӑласа илчӗҫ. Вӑл лаша ҫинчеччӗ, питӗ вӑйлӑ ӗшеннӗрен пулас, курпунланса, тӗшӗрӗлсерех ларнӑччӗ, анчах ӑслӑ, хӗсерех хунӑ тӑртанчӑк куҫӗсем ылттӑн куҫлӑх витӗр чӗррӗн те йӗкӗлтенӗнрех пӑхаҫҫӗ.

— Кӗскен ҫеҫ калатӑп, — терӗ вӑл татӑклӑн та витӗмлӗн. — Полк нимӗн тума та юрӑхсӑр. Салтаксене вӑрҫмастӑп, начальниксене айӑплатӑп. Лавҫи начар — лашасем те туртмаҫҫӗ. Сирте чӗре пуррине, ҫынсемшӗн ӑс-тӑнпа ӑнланса тӑрӑшнине курмастӑп. Ҫирӗп тытӑр асӑрта: «Хӑй юлташӗсемшӗн хӑйӗн чунне паракан — сӑваплӑ». Сирӗн вара пурӗ те пӗр шухӑш — тӗрӗслевре епле пулсан та начальствӑна юрасси. Ҫынсене, лав лашисем пекех, лӑпкаса пӗтернӗ. Офицерсен сӑн-сӑпачӗ юхӑнчӑк та лӑпӑс-лапӑс, мундир тӑхӑннӑ темле тиечуксем ҫех. Тепӗр тесен, кусем пирки ман приказра вулатӑр. Пӗр прапорщик, улттӑмӗш е ҫиччӗмӗш ротӑранччӗ пулас, танлӑха ҫухатнӑ та ротӑран пӑтӑ туса хучӗ. Намӑс! Виҫ хут хӑвӑртлӑхпа таплатассине ыйтмастӑп, анчах куҫ виҫипе лӑпкӑлӑх — чи кирлисем.

«Ман пирки!» — сехӗрленчӗклӗн шухӑшларӗ те Ромашов, ӑна ҫакӑнта тӑракансем пурте пӗр харӑс хӑй еннелле ҫаврӑннӑн туйӑнса кайрӗ. Анчах нихӑшӗ те йӑшӑл тумарӗ. Пурте, генерал пичӗ ҫине куҫ илмесӗр тинкернӗ те, пӗр чӗнмесӗр, салхун та шанк хытса тӑчӗҫ.

— Пиллӗкмӗш рота командирне манран хӗрӳллӗ тав! — калаҫӑвне малалла тӑсрӗ корпус командирӗ. — Ӑҫта эсир, капитан? Э, акӑ! — Генерал, театртилле хӑтланса, карттусне ик аллипелен пуҫ ҫийӗпе ҫӗклетрӗ те, ҫамки тӑрринче мӑкӑль пеклӗн купаланнӑ тӗреклӗ кукша купташкине ҫап-ҫаран ҫутӑлтарса, Стельковские пӗкӗрӗлсех пуҫ тайрӗ. — Тепӗр хут тав тӑватӑп сире тата сирӗн аллӑра пӗтӗм кӑмӑлтанах чӑмӑртатӑп. Эхер те турӑ ман корпуса хам ертсе пынине ҫапӑҫма хушать пулсассӑн, — генерал куҫӗсем мӗлтӗр-мӗлтер вылянчӗҫ те куҫҫульпе ҫуталса илчӗҫ, — пӗлсе тӑрӑр, капитан, пӗрремӗш хӑрушӑ ӗҫех сире шанса паратӑп, халӗ вара, господасем, ман хисеплӗхӗм-с. Эсир ирӗклӗ, сире тепӗр хут курма та хавас, анчах урӑхла йӗркеллӗхпе. Лашана ҫул парсамӑр-ха.

— Сирӗн превосходительство, — мала тухса тӑчӗ Шульгович, — офицер господасен обществи ячӗпе пирӗн пухура апатланма сӗнмешкӗн хӑю ҫитеретӗп. Эпир питӗ те…

— Ҫук ӗнтӗ, мӗн тума! — типпӗн татрӗ ӑна генерал. — Нумай хутчен тав, паян мана Ледоховский граф патне йыхравласа хунӑ.

Офицерсем пӑрӑнса тасатнӑ сарлака ҫул витӗр вӑл полк патнелле сиккипеленех тӑпӑртаттарчӗ. Ҫынсем хӑйсем тӗллӗн, приказсӑр-мӗнсӗр, ҫӳҫенсе, чӗтӗренсе илчӗҫ, туртӑнса каҫӑрӑлчӗҫ те шӑпланчӗҫ.

— Тавтапуҫ, N-ҫӑсем! — ҫирӗппӗн те евӗклӗн кӑшкӑрчӗ генерал. — Икӗ кун кану паратӑп сире. Халӗ вара… — хавассӑн ӳстерчӗ вӑл сассине, — палаткӑсем патнелле сиккипе марш! Урра!

Вӑл ҫак кӗске кӑшкӑрупа ҫийӗнчех пӗтӗм полка тӗксе ячӗ тейӗн. Хӑлхана хупласла савӑнӑҫпа ахӑрса-кӗрлесе, пин ҫурӑ ҫын тӗрлӗ еннелле тапса сикрӗ те, ҫӗр вӗсен ури айӗнче тӑрӑлтатса чӗтресе те янласа-янӑраса ҫех юлчӗ.

Ромашов хулана ушкӑнпа кӗпӗрленсе таврӑнакан офицерсенчен уйрӑлчӗ те ҫаврӑнӑҫ ҫулпа лагерь урлӑ кайрӗ. Ҫак минутсенче вӑл хӑйне полк ҫемйинчен кӑларса ывӑтнӑ темле мӗскӗн хӑйпӑнчӑк, темле никама килӗшмен, пуриншӗн те ют пулнӑн, ҫитӗннӗ ҫын пек те мар-ха, йӗрӗнчӗк, пӑсӑк та чӑлах-чӗлӗх асси евӗр ҫеҫ туйрӗ.

Хӑйсен ротин палаткисем хыҫӗсемпе, офицерсен линийӗпе иртсе пынӑ чух такамӑн хытах мар, анчах ҫилӗллӗн тарӑхса кӑшкӑракан сасси илтӗнсе кайрӗ ӑна. Ромашов минутлӑха чарӑнчӗ те палаткӑсем хушшинчи хутлӑхра хайӗн фельдфебельне, пӗчӗк, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, нӑтӑркка Рындӑна курчӗ; вӑл, тискеррӗн те киревсӗррӗн ятлаҫа-ятлаҫа, Хлебникова питрен чышкӑсемпе хӗнет. Хлебниковӗн сӑнӗ тӗксӗм, айван та алчӑравлӑччӗ, тӑнсӑр куҫӗсенче выльӑхла сехӗрленчӗк ҫуталать. Пуҫӗ ун пӗр енчен тепӗр еннелле мӗскӗннӗн сулкаланать, шӑлӗсем, кашни ҫапмассеренех пӗр-пӗрин ҫумне перӗнсе, хыттӑн шаклатаҫҫӗ.

Ромашов васкаса, чупнӑ пекех, айккипе иртсе кайрӗ. Хлебников хутне кӗмешкӗн унӑн вӑйӗ юлманччӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй шӑпипе ҫак телейсӗр, куҫне те уҫма хӑяйман, асаплантарса ҫитернӗ пӗчӗк салтакӑн шӑпи яланхи кун темле ӑнланмалла маррӑн тӑванлашса ҫывӑхланнине тата ирсӗррӗн явӑнса ҫыхӑннине тертлӗн туйса илчӗ. Калӑн, вӗсем иккӗш те пӗр чирпе нушаланакан, ҫынсенче пӗрешкел йӗрӗнӳ хускатакан чӑлахсем. Пурнӑҫри хӑйсен вырӑнӗсем пӗр евӗр пулни Ромашова чикекен намӑслӑхпа вӑтантарчӗ, леклентерчӗ пулин те, унра ҫаплах темӗнле халиччен нихӑҫан курман тарӑнлӑх, чӑн-чӑн ҫынлӑх-этемлӗх туйӑмӗ те пурччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней