Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хох, Октябрь уявне Германи ҫарӗ Крымӑн промышленноҫлӑ чи пысӑк центрне — Керчь хулине йышӑнчӗ, тесшӗн ӗнтӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя та стройра хӑйӗн вырӑнне — чи сулахайри хӗррине йышӑнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ витлерӗм, — хӑй йӑнӑшне йышӑнчӗ Кленов, аран-аран илтмелле.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Карчӑк та ӑна ӑшшӑн йышӑнчӗ, вара, вечеринка пулнӑ кунран пуҫласа, Оленин, каҫсерен хуҫисем патне кӗрсе, вӗсем патӗнче ҫӗрлечченех лара пуҫларӗ.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Князь мана питӗ аван йышӑнчӗ, вӑл питех те йӗркеллӗ ҫын, — пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ Белецкий.Князь меня принял очень хорошо; он очень порядочный человек, — говорил Белецкий не умолкая.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ман сӑмахсене аван йышӑнчӗ.
XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унта вӑл шпионлӑ ӗҫсем тӑвакан темиҫе ушкӑнпа тӗрӗке вӗлермелли приговор йышӑнчӗ, вӗсенчен пӗрне вара хӑех каскаласа пӑрахрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Волов Копривштицӑна таврӑнчӗ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов сӑмахне чун патне хурса, Муратлийский арӑмӗ ҫак тӑлӑх хӗре хапӑл туса йышӑнчӗ.С удовольствием выполняя просьбу Огнянова, Муратлийская радушно приняла бесприютную девушку.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗлӗкхи пекех вӑл Кандова пархатарлӑ ҫын тесе, Бойчо юлташӗ тесе хапӑлласа йышӑнчӗ.Она по-прежнему радушно принимала Кандова, как товарища Бойчо и человека благородного.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ларса кан, Колчо, ларса кан! — терӗ Рада, Колчо хӗпӗртенине вӑл ӗшеннӗ пек йышӑнчӗ пулас.— Садись, Колчо, отдохни, хорошенько отдохни! — говорила Рада, приняв его волнение за усталость.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн хуҫи, лутра кӑна пӑлхар ҫынни, айван та сӑлтавсӑрах пӗр май кулаканскер, килнӗ хӑнана ытла та хапӑл туса йышӑнчӗ, ӑна хӑна кӗртекен пысӑк пӳлӗме ертсе кӗчӗ.
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑнасене ҫавӑн пек йышӑнчӗ хӗрсе кайнӑ Ставри пуп, эрехне сыпмашкӑн ҫӗклентерсе те хӗтӗртсе тӑчӗ вӑл, черккисем вара чӑнкӑртатаҫҫӗ те, чӑнклатаҫҫӗ те, ҫӳлте ҫиҫсе-йӑлкӑшса та илеҫҫӗ, кадриль ташлаҫҫӗ тейӗн ҫав.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ малти партӑсем хушшине хӗрачасем лара пуҫларӗҫ, пуҫтарӑннӑ халӑх ытти ирӗк вырӑнсене йышӑнчӗ, хисеплӗрех хӑнасем мала ирте-ирте ларчӗҫ, хӑшӗсем пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем патне кукша пуҫлӑ тепӗр старик пырса ҫитрӗ те пушӑ вырӑн кӑшт кӑна юлчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна та хӗрлӗ сӑмсаллӑ ҫурма ҫарамас этем пырса йышӑнчӗ, ҫапла ҫурма ҫаврашкаран ҫаврашка пулса тӑчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Улттӑмӗш хут тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн Дмитрий Сергеич хӑй вӑйсӑррине уҫҫӑнах йышӑнчӗ: вӗсем иккӗш те халтан кайрӗҫ.После шестой схватки Дмитрий Сергеич признал себя несомненно слабейшим: оба они выбились из сил.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнер каҫхине, вӑхӑт 9 сехет ҫине кайсан, пӗр господин килчӗ, чӑматанпа хӑй, номер йышӑнчӗ, унта пурӑнни ҫинчен ҫыртарма паспортне пачӗ, хӑйне валли чейпе котлет ыйтрӗ, каҫхине мана ан кансӗрлӗр, мӗншӗн тесен эпӗ ывӑннӑ, ман ҫывӑрас килет, анчах ыран 8 сехетре кирек мӗн пулсан та вӑратӑр, мӗншӗн тесен ман васкавлӑ ӗҫсем пур, терӗ, номер алӑкне питӗрчӗ, вара номертен ҫӗҫӗпе вилка чанклатни, чей куркисем шанклатни илтӗнчӗ, унтан господин часах шӑп пулчӗ; — ҫывӑрса кайрӗ пулас.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Секретарь пирки ыйтрӑм та — ҫак йӗкӗт кулать: «Вӑл, тет, ирех лобогрейка ҫинче ман вырӑна йышӑнчӗ, ав вӑл хир тӑрӑх вӗҫтерет, ҫулать».
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнов ҫапӑҫу вӑхӑтӗнчи пек решенисем йышӑнчӗ: ҫынсен ушкӑнӗнчен вӑркӑнтарнӑ чултан пӑрӑнса ӳкме ӗлкӗрсе, вӑл ҫӳлелле персе ячӗ те тӳрех кӗлет умӗнчен чупса анчӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Канашлу Яков Лукич сӗннине йышӑнчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959