Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 23:00

Предложений: 197; Слово: 2112

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Соколовпа Огнянов Ставри пуп ҫурчӗ патнелле пынӑ чух тӗттӗм пулса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ.

Ставри пупӑн ҫурчӗ шӑпах хула хӗрринче. Бойчопа тухтӑр ҫавӑнталла тӗксӗм урамсемпе шӑппӑн иртсе пычӗҫ. Хӑйсем иккӗшӗ те тем пирки шухӑша кайнӑ. Огнянов «Дунав» хаҫатӑн хулари пӗртен пӗр экземплярне ҫунтарса ячӗ, ҫак ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн вӑл кӑштах лӑпланчӗ. Мердевенджиев хӑйне тыткаланинче те уншӑн, тем, ытла хӑрамаллиех палӑрса каймарӗ-ха, ҫавӑнпа Огнянов хушӑран ӑсран каяс пек чӑрсӑр курӑнкала пуҫларӗ. Сехре хӑпассине хисепе хуман ҫынсем ӗмӗр ҫавӑн пек пулаҫҫӗ. Ҫапах та Огнянова темле иккӗлентерекен шухӑш салхулатрӗ. Тухтӑр ытларах та шухӑша кайнӑччӗ пулмалла…

Хула хӗрринелле тухнӑҫемӗн вӗсене иртен-ҫӳрен сахалтарах курӑна пуҫларӗ. Тӑвӑр та кукӑр-макӑр урамсенче ҫын курӑнмасть, сас-чӳ илтӗнмест. Йытӑ вӗрни кӑна хытӑрах та ытларах илтӗнет.

— Пӑх-ха, ҫавӑ кам унта? — терӗ тухтӑр, анкарти хӳттинче пытанса тӑракан ҫын еннелле кӑтартса.

Ҫынни ҫав самантрах айккинелле тапса сикрӗ.

— Э-э, сехри хӑпрӗ-и! Хуса ҫитсе ыйтар-ха унран, мӗншӗн вӑл пиртен «ырӑ каҫ» тенине илтесшӗн мар, — терӗ те Огнянов палламан ҫын хыҫҫӑн чупма тытӑнчӗ.

Тарӑн шухӑша кайнӑ тухтӑрӑн ӑмӑртса чупас кӑмӑлӗ ҫукчӗ те, ҫапах вӑл та чупса кайрӗ.

Палламан ҫын енчен енне сулӑнкаласа сиккипе вӗҫтерет. Ырӑ ӗҫпех тухман пулмалла вӑл е усал-синкертен хӑраса-ши — тара пачӗ. Часах вӑл хӑйне хӑвалакансене таҫта инҫете пӑрахса хӑварчӗ — чӑрсӑрлӑх хул-ҫурӑма ҫунатлантарнӑ чух хӑрушлӑх урана ҫунатлантарать-ҫке. Огняновпа Соколов ҫав палламан ҫынна хӑваласа ҫитес ҫуккине тавҫӑрчӗҫ. Лешӗ таҫта пӗр хапхаран кӗрсе кайрӗ те куҫран ҫухалчӗ. Туссем кулкаласа юлчӗҫ.

— Мӗншӗн хӑваламаллаччӗ ӗнтӗ пирӗн ҫав мӗскӗне? — терӗ тухтӑр.

— Стефчов хӳрешкисенчен пӗри пулчӗ пуль тетӗп-ха. Вӗсен йышшисем каҫсерен урама тухса элеклӗ хутсем тӑкса ҫӳреҫҫӗ. Ҫав йӗксӗксенчен пӗри ман алла кӑна ҫакланинччӗ те пӗрре.

Соколов ҫаплах шухӑша кайса утрӗ.

— Ӑҫталла таптаратӑн эс, тухтӑр, акӑ-ҫке пуп ҫурчӗ! — кӑшкӑрчӗ Огнянов хӑйӗнчен иртсе кайнӑ Соколова, унтан хапхаран шаккарӗ.

Тухтӑр каялла ҫаврӑнчӗ.

Часах кӗҫӗн алӑк уҫӑлчӗ, хуҫан тӗттӗм мӗлки курӑнса кайрӗ.

— Тӗртӗр те, сирӗншӗн яриех уҫӑлать! Тухтӑр! Граф! Кӗрӗр, кӗрӗр! — вӗсене хапӑл туса саламларӗ Ставри пуп.

Огнянова хӑҫан «Граф» тесе чӗнме тытӑннине каланӑччӗ-ха, бей кӑна ӑна ҫаплах «консул» тет. Спектакль пынӑ чухнех Геновева упӑшкине епле хисеплерӗҫ иккен те, ҫав хисеплес туртӑм Огняновшӑн кулленхи кунне те куҫрӗ. Атьсем те, ун тавра пуҫтарӑнсан, «Граф!» та «Граф!» тесе ҫеҫ кӑшкӑрашаҫҫӗ, пит ҫӑмартисенчен шӑлтармашкӑн ун патне чупа-чупа пыраҫҫӗ. Чи малтан паллашнӑ чухне Огнянова ватӑ пуп питех хисеплесе каймастчӗ, спектакль хыҫҫӑн вӑл текех Стефчов юлташӗ пулма килӗшмерӗ.

Галерей енне тухакан чӳречерен флейта сасси илтӗнет. Ставри пуп хӑйӗн тусӗсене йышлӑ хӑнисем пуҫтарӑннӑ пысӑк пӳлӗме ертсе кӗчӗ. Кунта Кандов пур, Николай Недкович та тата суккӑр Колчо. Халь ҫеҫ килнӗ хӑнасене пурте сывлӑх сунчӗҫ. Хуҫа ывӑлӗ Ганчо, Огняновӑн тусӗ, татах эрехпе ӗҫме-ҫиме илсе килчӗ. Юрмара туранӑ пахча ҫимӗҫне олив ҫӑвӗпе те хӗрлӗ пӑрӑҫпа сапнӑ. Флейтӑ чарӑнчӗ.

— Колчо, кала-ха тата мӗн те пулин, — сӗнчӗ Николай Недкович.

Колчо хӗвеланӑҫ Европӑри пӗр-ик кӗвве каласа кӑтартрӗ, кӗввисем пит чипер илтӗнчӗҫ.

— Флейтӑ лайӑхрах янӑратӑр тесен, эрехне парӑр-ха эппин кунтарах; эсир ман пирки йӑлтах манса кайнӑ пулмалла! — терӗ Колчо, калама чарӑнса.

— Тӗрӗс калатӑн, Колчо. «Ыйтма пултараканни хӑйнех парать», — асӑнтарса хучӗ Ставри пуп.

Огнянов черкке тултарчӗ те суккӑра эрех тыттарчӗ. Леш ӑна аллипе хыпашланипех палласа илчӗ.

— Огнянов бай, эсӗ пулас-ха ку? Тавтапуҫах сана, — терӗ вӑл. — Сире ав пурте Граф теҫҫӗ, манӑн курса пулмарӗ-ҫке сире ҫав рольте, курас тенӗ пулсан, кансӗрлекен сӑлтавӗ пысӑках марччӗ ҫав та…

Хӑнасем ҫӑмӑллӑн кулкаласа пӑхса илчӗҫ.

— Колчо бай, юрласа пар-ха пире манахсен тропарьне!

Колчо ҫӗкленӗрех ларчӗ, ӳсӗркелесе илчӗ те пуҫласа ячӗ:

— Сӑвап кӳтӗрччӗ турӑ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене: Серафима госпожапа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Римсимие; хулӑнламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Парашкева госпожана — ҫилле илмен хӗре, ҫылӑхсӑр майрана — Ровоама хаджие турӑ ҫырлахтӑрах…

Колчо, хулари хӗрарӑм мӑнастирӗнче пурӑнакансене пӗтӗмпех асӑнса, вӗсем мӗнле ҫынсем иккенне те тӗплӗн каласа тухрӗ, мӗн каланине ҫеҫ йӑлтах кутӑнла ӑнланмаллаччӗ.

Пухӑннӑ хӑнасем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

— Ӗнтӗ кӗрсе ларӑр-ха сӗтел хушшине! Ытла кулар мар тата Христос хӗрӗсенчен! — шӳтле кӑмӑлпа каласа хучӗ пуп майри.

Хӑнасем кӗрекене вырнаҫса ларчӗҫ, сӗтел ҫине салфеткӑсем вырӑнне вӑрӑм ал шӑлли сарнӑ.

Ставри пуп кӗрекене сӑвап хучӗ, ӑна курмах ыттисем те ҫисе ӗҫес апата чысларӗҫ, темӗне ытла ҫилленнӗ Соколов кӑна кӗреке чыслас йӑлана хутшӑнаймарӗ. Хуҫа умӗнче тем пысӑкӑш бутыль тӑрать, бутылӗнче янтарь тӗслӗ эрехӗ, хуҫи ҫав «пархатара» енчен енне кӑна ярса тӑрать.

— Эрех тени этем чӗрине савӑнӑҫ кӳрет, ӳт-пӗве хал парать! — тӗрӗ вӑл вырӑслах, черккесене тултарнӑ май. — Граф, тав сана! Николчо, сывлӑхна пытӑр? Ӗҫ, Кандов, тултаратпӑр, эсӗ «вырӑс-ҫке» пирӗн! Тухтӑр, пысӑкрах черкке тытмаллаччӗ! Ку им-ҫам мар-ҫке, турӑ юнӗ. Колчо, эс те, ачам, пырна йӗпет, унтан вара румынсен «Лина, Лина…» юррине юрласа парӑн…

Хӑнасене ҫавӑн пек йышӑнчӗ хӗрсе кайнӑ Ставри пуп, эрехне сыпмашкӑн ҫӗклентерсе те хӗтӗртсе тӑчӗ вӑл, черккисем вара чӑнкӑртатаҫҫӗ те, чӑнклатаҫҫӗ те, ҫӳлте ҫиҫсе-йӑлкӑшса та илеҫҫӗ, кадриль ташлаҫҫӗ тейӗн ҫав.

Каҫхи апат хыҫҫӑн пурте тата ытларах шапӑлтатса калаҫрӗҫ, сӑмах тем ҫинчен те пычӗ. Паллах ӗнте, «Геновева» пирки те сиктерсе хӑвармарӗҫ, Огнянов вылянӑ вӑхӑтра курайман ҫынсем шӑхӑрса намӑс кӳресшӗн пулнине те асӑнчӗҫ, юрать-ха, Ставри пуп ҫав Стефчова шӑпах вӑхӑтра чарчӗ. Огнянов пит те мелне ҫитерсе сӑмаха тепӗр май пӑрса ячӗ кӑҫал мӗнле эрех лайӑхрах пулать-ши тесе, айӑпсӑр калаҫу хускатса ячӗ вӑл. Ставри пуп, тинӗс пулли пек, таврари йӗсӗмрен мӗнле-мӗнле лайӑх эрехсем пулассине пит ӑста шутласа тухрӗ. Пиклиндолксе эрехӗ пирки вара: «Вӑл пур шампанскисемшӗн те шампански», — терӗ…

— Вӑл хӗвел пек ӑшӑтать, ылтӑн пек йӑлкӑшать, янтарь пек сап-сарӑ та вӑл бритва пек ҫивӗч. Ҫав эрехе Давид пророк ӗҫнӗ пулсан, вӑл та ҫамрӑкланнӑ пулӗччӗ. Ҫав эрехӗн вунӑ тумламӗ ахаль ҫынран философ тӑвать, аллӑ тумламӗ — патша тӑвать, ҫӗр тумламӗпех ӗҫсен — таса аттех пулатӑн!

Ставри пупӑн япшар чӗлхине илтсе темле тип тытакан ҫын та сӗлекине юхтармасӑр чӑтайман пулӗччӗ. Еккине янипе вӑл чӗлхипе шаклаттарса илчӗ, сывланӑ май ҫуртана та сӳнтерчӗ.

— Ҫурта ҫутӑр, хӑвӑртрах ҫутса ярӑр! — терӗ вӑл.

— Ставри пуп, санӑн виҫӗ мулу пур, — терӗ Колчо, — пуплӑху, ҫурта лартмалли те тата ҫурту пур, анчах, тӳррипе каласан, эпӗ халь вӗсене пӗрне те курмастӑп…

— Санӑн мӗн пур вара, ачам? — ыйтрӗ пуп, лешӗн вичкӗн шӳтне сисмесӗр.

— Манӑн хамӑн та виҫӗ мул пур: Колчо — ятӑм, шӑммӑм-шаккӑм, курман куҫӑм!

Пурте шапӑлтатса илчӗҫ, пӗрле калаҫма тытӑнчӗҫ. Анчах урам енчен ак хаваслӑ юрӑ илтӗнсе кайрӗ. Пӗр-пӗр чипер сасӑллӑ йӗкӗт юрлатчӗ пулмалла:

«Савнӑ тусӑм, Милка чунӑм,
Каласамччӗ-ха мӑна,
Ӗнчӗ маййа кам пачӗ?»

— Ӑна ман Кирияк туянчӗ,
Мӑййине мӑя ҫакап,
Кирияк пӑхса ҫӳрет!

«Савнӑ тусӑм, Милка чунӑм,
Каласамччӗ-ха мана,
Атлас кӗпе кам пачӗ?»

— Ӑна ман Кирияк туянчӗ,
Кӗпине тӑхӑнса ярам,
Кирияк пӑхса ҫӳретӗр!

Юрӑҫӑ ҫурт умӗпех иртсе кайрӗ, урам вӗҫне тухсан, юрри те илтӗнми пулчӗ. Часах Милка Тодоркина пирки сӑмахлама тытӑнчӗҫ. Милка Тодоркина Ставри пупӑн кӳрши. Вӑл хӗрӗн илемӗ пур та, ытла аскӑн: хулара ун пирки темле сӑмах та ҫӳрет, унӑн «чапӗ» пур элекҫӗсене савӑнтармалӑх кунран кун ӳссе пырать. Иртнӗ кунсенче ҫав Милка пирки юрӑ та хыврӗҫ. Ҫавна пула кӳршисем уншӑн мӑртӑхма пӑхрӗҫ. Ҫавӑн тек «илӗртмӗш» ҫын хӑйсемпе юнашарах пурӑннине вӗсем чӑтма пултарайман, — мӗн тесен те ӗнтӗ усал сӑмах утпа ҫӳрет. Ҫынсем Милка ашшӗ-амӑшне Рачко Лилов пӑхӑрҫа качча пама ӳкӗтленӗ, Рачко ҫав Милкӑна ӑсран каяс пек юратнӑ. Анчах лешӗн тӑванӗсем ҫав хӗре качча илесрен сивӗтнӗ. Ун пек сар пикене ӑҫтан шанса илес пур ху ывӑлна?

— Мӗншӗн ҫав Лило-пӑхӑрҫӑ ҫӑвар та уҫтарасшӑн мар Милка пирки? — ыйтрӗ пуп майри. — Хӑйӗн шатра питлӗ Рачко валли кама тупса парасшӑн-ши вара? Ӗнтӗ пӗр-пӗр чорбаджи хӗрне, улпут хӗрнех илӗпӗр тесе шутламасть пуль-ҫке? Милка — ҫамрӑк хӗр, илемлӗ. Чӑн, ҫылӑха кӗнӗ тейӗпӗр, айванлӑхне пула йӑнӑшнӑ, хӑҫан та пулин ӑса кӗрсе ҫитет-ҫке вӑл! Ҫулсем иртсе пынӑ май ҫынна ӑс-тӑн кӗрет. Пӗрне-пӗри савса юратаҫҫӗ пулсан, мӗн хирӗҫмелли пур, мӑшӑрланччӑрах. Хӑйсене турӑ панӑ пек, килӗштерсе пурӑнӗҫ те пурӑнӗҫ. Тата мӗн кирлӗ?

— Хӗрачи ухмахрах ӗнтӗ, ним те калаймӑн, — сӑмаха хутшӑнчӗ Ставри пуп, — ытла иртӗхме пӑхать вӑл. Ун хыҫҫӑн кам сӗтӗрӗнес тет, ҫав сӗтӗрӗнет, ӗнтӗ мӗнле кӑна юрӑ хывмарӗҫ пулин — пӗтӗмпе ун ҫинчен, ак мӗнле пулса тухать. Нимӗн те тӑваймӑн! Ҫын вӑл пӗрререн ҫӗре ҫитерет, кӑткӑран арӑслан тӑвать! Ҫапла Милкӑ Тодоркина пирки те сӑмах вӗҫҫӗн сӑмах сыпӑнтарса ятне янӑ… Пӗррехинче каласаттӑм-ха ун ашшӗне: «Ҫав кӗрт йытти Рачко хӑвӑн хӗрӳ патне пырасса сыхласа тӑр та, пырсанах тытса минчет тутар, ӗҫӗ те пӗтет», — тесеттӗм. Чӑн та, ҫапла мар-и, пуҫне хуплатӑн пулсан, хыҫне те хуплама тӑрӑш.

— Ҫав Стефан чорбаджи ывӑлӗ Милкӑна качча илет тесе калаҫатчӗҫ те, тӗрӗс-ши ку хыпар? — ыйтрӗ майра хӑнасенчен пӗри. — Ҫав сӑмах тухнӑ чух чысне упратчӗ-ха вӑл.

— Кама кӑна ҫыхӑнтарман пуль ҫав Милкӑпа!.. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ырӑ ятне ячӗ те, — терӗ тата тепри.

— Эсир пӗлетӗр-и-ха тата, ҫав Кирияк Стефчов Юрдансен хӗрне, Лалкӑна, ҫураҫма хӑтана ярать теҫҫӗ? — терӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Ҫак сӑмахсем тухтӑр чӗрине ҫӗҫӗпе касса вакланӑ пек туйӑнчӗҫ.

— Ҫапла пулмасӑр, лешӗн тупри пит пысӑк та Стефчовӑн куҫӗ чарӑлмасӑр епле-ха вӑл, — терӗ хуҫа та.

— Милкине Рачко килӗшет-ши? — сӑмаха урӑхларах улӑштарасшӑн пулса ыйтрӗ Огнянов.

— Каласаттӑмччӗ-ҫке сире! Каччи хӗр патне вӑрттӑн ҫӳрет, пӗр-пӗрне юратмасӑрах мар пуль эппин… нимӗн чӑрманмалли те пулмалла мар, минчете тӑр та, элеклӗ сӑмах та пӗтет. Эх, Исус Христос турӑ, каҫар, тархасшӑн, ҫын илӗртмӗш пирки сӳпӗлтетсе ҫылӑха та кӗрес пур… Ыран ак уяв — Энтри кунӗ… Ганчо, тултар-ха эппин тарӑн вартине тепрер курка, карланкӑ та, тем, типсе каясса ҫитрӗ. Анка, Михалчо, сире ҫывӑрма вӑхӑт. Эсир пӗчӗккӗ-ха.

Ачасем кӑмӑлсӑр пулса тухса кайрӗҫ: вӗсем ҫав Милка Тодоркина пирки мӗн те пулин калаҫнине питех те илтесшӗнччӗ.

— Ман шутпа, ҫав Милкӑна суйлама хӑйне ирӗк памалла: мӗншӗн-ха ӑна минчете тӑма хистемелле? — терӗ Кандов.

Ставри пуп ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури тупанне ҫити пӑхса илчӗ.

— Епле апла, минчетлемесӗрӗх-и? — тесе хучӗ вӑл нимен тавҫӑраймасӑр.

— Ан тив, Милкине ирӗк паччӑр, ӑна ҫын тивӗҫӗнчен катӑк хӑварма юрамасть, — терӗ хӗрсе кайнӑ студент.

— Мӗнле ирӗк тата вӑл? Ҫӗтӗк кӗпе-йӗме кӑтартма ҫакса хумалли ирӗклӗх-и? Ку ӗҫре пирӗн пӗлмеллисем пит нумай-ха.

— Этем тивӗҫӗ пирки тӗлӗнсе каймалла калаҫатӑр, — хушса хучӗ Николай Недкович.

Вӑл ыттисен ирӗклӗхне тӑкӑсламасть пулсан, пурӑнтӑрах хӑйне килӗшнӗ пек: нимле уйрӑмлӑх та ҫук унта, — ӑнлантарса пачӗ Кандов.

— Енчен ара пирӗн пархатарлӑраххи пулсан та, «нимле уйрӑмлӑх та ҫук» тетӗн-и? — ыйтрӗ Ставри пуп.

— Мӗнле «пархатарли» тата вӑл?

— Республика тейӗпӗр эппин! — чӑтса тӑрайман енне каласа хучӗ хуҫи.

Кандов ун енне ҫаврӑнса аптрасарах пӑхса илчӗ.

Недкович ӑна ҫав сӑмаха старик мӗнлерех майлӑ ӑнланни ҫинчен пӑшӑлтатса ҫеҫ каласа пачӗ.

— Кунта ак принцип пирки сӑмах пырать-ха, — сассине ҫӗклетсерех пуҫларӗ Кандов. — Пирӗн либералсен ӗмӗрӗнчи чи сумлӑ идейӑ — хӗрарӑмсене арҫынна чура пек пӑхӑнса пурӑнасран хӑтарасси, варварсен мӗн авалтан пынӑ йӗркине пӗтересси.

— Мӗн пулса тӑрӗ-ха вара? — ыйтрӗ нимӗн те тавҫӑрайман Ставри пуп.

Кандов вара, Огняновпа Недкович енне ҫаврӑнса, хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Пирӗн хальхи наука арҫынпа хӗрарӑмӑн ӑс-хакӑлӗ пӗр пеккине шантарать, эппин хӗрарӑмӑн та тивӗҫӗ арҫыннӑнни пекех пӗр тан пулмалла. Халиччен ӑна айванла тӗшмӗш танатипе ҫыхӑнтарнӑ, унӑн ирӗке тухас тенӗ туртӑмне касмӑкланӑ, арҫынсен выльӑхла иртӗхес кӑмӑлӗпе те пусмӑрӗпе тарӑхса, вӑл сывлӑш ҫавӑрайми пулса ҫитнӗ. Унӑн кашни ярса пусас пусӑмне кансӗрлесшӗн те чӑрмантарасшӑн иккен, ҫынсем ҫапла тума саккун ҫине саккун шухӑшла-шухӑшла кӑларнӑ!

Кандов хӑй сӑмахне чун хавалӗпе каларӗ. Ҫынни вӑл тӳррине тӳрӗ те, анчах социаллӑ ыйтусене пӗр уяса тӑмасӑр пит нумай вуланӑ, ҫавна пула халь чӑнлӑха та ултавпа пӑтраштарать, шакӑртма сӑмахсен ытарайми янӑравӗ е чӑн пурнӑҫа йӑмӑхтарма пултаракан сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тӗлне пулсан, ҫавна вара хӑйӗн калас сӑмахӗнче те сиктерсе хӑвармасть. Кандов халь те пулин идеализмпа чирлекенсен хушшинче пурӑнать-ха. Ҫав чиртен урӑлса ҫитесшӗн пулнипе Болгарире пурӑнать те вӑл.

— Калӑр-ха мана, — терӗ вӑл малалла, — мӗне пӗлтереҫҫӗ ҫак янӑравлӑ сӑмахсем: таса хӗр тетпӗр, мӑшӑр тетпӗр, арлӑ-арӑмсем тӳрӗ пурӑнмалла тетпӗр, амӑшӗн хӑйӗн таса тивӗҫӗсем пур имӗш — тата ытти ҫавӑн йышши пулман-килмене калакан сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Ҫаксем пӗтӗмпе хӗрарӑм вӑйсӑррине пула ӑна эксплуатацилени!

— Кӗнеке ҫинчи пек вулать! — тесе мӑкӑртатрӗ Ставри пуп.

— Кандов господин, — хирӗҫ каласшӑн пулчӗ ӑна Недкович. — Эсир малтан каланӑ шухӑшсене вӗреннӗ ҫынсем пурте сума сӑваҫҫӗ-ха. Анчах каярахпа эсир, пуҫ ҫаврӑнса каяс пек, йӑлт кутӑнла каласа хутӑр та, темле шалт йӗркесӗр пулса тӑчӗ… Эсир пур саккунсене те пӑсатӑр: ҫын кӑларнисене ҫеҫ те мар-ха, ҫанталӑк саккунӗсене те шута илместӗр, этем обществи тӗренсе тӑракан никӗс айне чаватӑр эсир… Енчен, эпир мӑшӑрланассине, кил-йыша, аннене хисеплессине, хӗрарӑмӑн чи пултаруллӑ тивӗҫне туртса илетпӗр пулсан, мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ?

Ставри пуп сӑмах мӗн пирки пынине тинех тӗшмӗртсе илчӗ те куҫ харшине пӗркелентерчӗ.

— Эп ӑна эмансипаци тутарасшӑн, текех пӑхӑнса ан пурӑнтӑр вӑл, — терӗ Кандов.

— Каҫарӑр та мана, эсир ӑна пӗтӗмпех пӗтерсе лартасшӑн, — ун еннелле ҫаврӑнчӗ Огнянов.

— Огнянов господин, эсир хӗрарӑмсем пирки философсем мӗн ҫырнине вуланӑ-и? Вулама сӗнетӗп…

— Кандов, Кандов тусӑм! — студентран ыйтрӗ Ставри пуп. — Евангели вуланӑ-и эс?

— Вуланӑ… тахҫан.

— Ас тӑватӑн пуль ак ҫакӑн пек каланӑ вырӑна: «Хӗрарӑмсем хӑвӑр упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр» тенӗ. Малалла тата: «Ҫавна пула арҫын хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗ патне пырӗ», тенӗ.

— Батюшка, эпӗ чӑн наукӑпа кӑна калаҫатӑп.

— Туррӑннинчен те чӑнрах наука пур-и вара тӗнчере? — ҫилленсе хирӗҫ тӑчӗ старик. — Ҫук, Кандов шӑллӑм, протестантла шухӑшсене кӑларса ывӑт-ха пуҫӑнтан. Мӑшӑрланасси вӑл — сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх. Мӑшӑрланмасан юрать-и, ачам? Чиркӳ мӗне кирлӗ вара, мӗншӗн турра ӗненмелле, пупсем мӗншӗн кирлӗ пулччӑр, енчен ҫынсем минчетленмесӗрех те турӑ пил памасӑрах сысна пек ӗрчеме тытӑнсан?

Алӑк уҫӑлчӗ те, Ганчо кӗрсе тӑчӗ.

Милка картишӗнче айӑн-ҫийӗн тав-шав тӑрать, илтсен, сехре хӑпмалла, — терӗ вӑл.

— Мӗн пулнӑ? Мӗн пирки шавлаҫҫӗ?

— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн, — терӗ Ганчо, — анчах пирӗн пӑхӑрҫӑ таппа ҫакланнӑ пек туйӑнать мана, питӗрсех илнӗ ӑна, пӗтӗм урам халӑхӗ унта пуҫтарӑннӑ.

– Е унта чӑнах та Рачко ҫакланнӑ пулсан, мӗн пуласса кӗтсех тӑр ӗнтӗ, — терӗ Ставри пуп. — Атьӑр, атьсем, кайса пӑхар… Тен, пачӑшка та кирлӗ пулать пуль унта. Пирӗн Кандов тусӑмӑр тем те пӗр сӳпӗлтетсе пачӗ те, пур перех пуп пиллемесӗр нимӗнле ӗҫ те тухмасть…

Пӳртри хӑнасем пурте тухрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней